Хурамал


Тăван ялăм – Хурамалăн истори çулĕпе


Эпĕ çуралнă çĕр-шывăм — вăл Чăваш ен, Йĕпреç, Хурамал! Хурамал ятлă ялта эп çуралса ӳснĕ, пуçламăшпа вăтам шкул пĕтернĕ, кунтах тăван кил, тăван атте-анне. Ял çĕрĕ нумай курнă: ыйтса пĕлесчĕ, анчах шыв нумай юхса кайнă — чылайăшне пĕлмесĕр юлтăмăр, мĕн ыйтса пĕлнине вара хут çине çырса хурам.

 

Истори çулĕпе

Эпĕ çуралнă район çĕрĕ — вăрманлă. Ĕненес те килмест, анчах та XIV–XVI-мĕш ĕмĕрсенче Йĕпреç çĕрне «тискер уй» е «пăрахăçланă çĕр» тесе каланă. Мĕншĕн тесен çак çĕре Ылтăн Уртапа Хусан ханлăхĕн вăхăтĕнче кăнтăртан куçса килекенсем çаратса хăварнă пулнă.

XVI–мĕш ĕмĕр варринче тата XVII–мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç Йĕпреç районĕн çĕрне вырнаçма халăх куçса килнĕ тени тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен ял халăхĕ каланă тăрăх çурт-йĕр никĕсĕсем чавнă чухне çынсен вил тăприсем тупăннă. Вĕсемпе пĕрле шăрçасем, тенкесем, шĕшле, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем пĕрре мар тупăннă. 1982-мĕш çулта чĕресрен питĕ вăйлă çумăр çуса иртнĕ хыççăн ĕлĕкхи масар вырăнĕнчи çĕре çурса кайнă вырăнта ик тĕлте çын шăмĕсене тупнă: пĕринче — ик ачан, тепĕр çĕр метртан пысăк çынăн шăм-шакки. Çав вырăнта ĕлĕкхи масар пулнă. Çавăнпа та ял пуçланса кайни маларах çулсене шутламалла пуль тесе шутлатăп. Масар сарлакăшĕ 150 метр, вăрăмĕшĕ 200-тен кая мар. Ку вара çак ялта малтан питĕ нумай халăх пурăннине пĕлтерет.

Малалла