Ĕмĕт


«Эп Икар пек çӳле вĕçмешкĕн ĕмĕтленнĕ...»


Эп Икар пек çӳле вĕçмешкĕн ĕмĕтленнĕ,

Эп ĕмĕтленнĕ çĕнĕ тĕнчесем уçма.

Пуласлăх вучĕпе мĕн ачаран хĕмленнĕ,

Асчахсенчен вĕреннĕ çĕнтерсе пыма.

 

Ĕмĕтленни йăлтах çитмере — эп пĕлетĕп,

Çаплах-ха хĕмленетĕп ĕмĕт вучĕпе.

Мĕн тăвайман ĕçе йăлтах тăвасчĕ тетĕп,

Пĕртен-пĕр куляну çулсем ытла васканипе.

 

Ĕмĕтсене, савса, мăнуксене паратăп,

Вĕсемшĕн эп пулатăп халь ăсчах.

Хама валли ват çын ĕçĕ шыратăп,

Эп ĕçсĕр пурăнмашкăн вĕренмен пачах.

 

02.05.2007.

Чĕвĕлпи ĕмĕчĕ


Çĕр çинче пĕр пĕчĕк Çутçĕр ятлă хулара Чĕвĕлпи ятлă хĕрача пурăннă. Вăл питĕ хаваслă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, анчах пĕчĕкренех сусăр пулнă. Унăн пĕр ури тепринчен кĕскерех пулнă. Çавна пула вăл хăй тантăшĕсемпе пĕрле выляса çӳреймен. Тус-юлташĕсем чупса, выляса çӳренине хуйхăрса пăхса ларнă. Унăн ĕмĕчĕ — хăвăртрах сываласси.

Пĕр каçхине Чĕвĕлпи тĕлĕк тĕлленнĕ. Вăл илемлĕ те асамлă вăрманта çӳренĕ. Кунта йывăçсем те, чечексем те питĕ хăйне евĕр пулнă. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕн çиçсе çуннă. Хурăнăн симĕс тĕсĕ йăлтăртатса тăнă, пилешĕн хĕрлĕ тĕсĕ куçа йăмăхтарнă. Чечексем çинчен каламалли те çук. Ку Чĕвĕлпине питĕ тĕлĕнтернĕ, çав вăхăтрах питĕ килĕшсе кайнă. Тĕлĕнмелли малалла пулнă-ха. Ара кунти йывăç-курăк, чечексем калаçма пултарнă. Ку çеç-и? Кунти чĕрчунсем те калаçаççĕ иккен! Чĕвĕлпи пурне те сывлăх сунса асамлă вăрман тăрăх малалла утнă. Кĕçех вăл тĕлĕнмелле юханшыв патне çитсе тăнă. Ак тамаша! Юханшыв пĕрре çутă кăвак тĕспе, тепре кĕрен тĕспе çуталса выртнă. Чĕвĕлпи ларса канма шутланă. Вăл ӳсентăрансен калаçăвне илтнĕ. Кĕçех юханшыв хĕррипе Çӳреçи ятлă асамçă иртсе каймалла иккен. Вăл ку вырăнта вăхăтран вăхăта пулать иккен. Чĕвĕлпин ăна питĕ курас килсе кайнă, мĕншĕн тесен унччен нихăçан та курман пулнă.

Малалла

«Ĕмĕтĕмсем — шап-шур кайăкăмсем...»


Ĕмĕтĕмсем — шап-шур кайăкăмсем,

Ытла та хăвăрт эп сире вĕçертрĕм.

Манпа сывпуллашса, инçе-инçе вĕçсе,

Чăвашлăх тĕнчине çĕклетĕр пуль-ха терĕм.

 

Саркун çĕршывĕнчен вĕçе-вĕçе килсе,

Чăваш юрри пулса çӳле çĕклентĕр.

Ман чĕрери вута хăвăрпала илсе,

Çӳл тӳпене чăваш тĕнчи çинчен пĕлтертĕр.

 

Çил-тăвăл чух эсир — сап-сар хĕвел кулли,

Çĕрле эсир çут çăлтăр та çут уйăх пултăр.

Кам туслă сирĕнпе, телейĕ ун тулли,

Ун ячĕ те çут тĕнчере яланлах юлтăр?

 

20.06.2007

«Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…»


Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

Яланах ман умра

Çĕмĕрт пек куçусем,

Яланах чунăмра

Йăл куллу, аллусем.

Яланах эс манпа,

Яланах юнашар.

Мана çăмăл санпа —

Аллуна мана пар!

 

Эп тăсатăп алла,

Уçăлаççĕ куçсем…

…Эп пĕччен, манпалла —

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

Виçĕ тĕрек


Çамкуна пустуй пĕретĕн,

Пурнăç,

Тимĕр урапу

Таптас çук пĕрех.

Тĕрекĕм —

Ĕмĕт, шанăç, юрату.

 

Кăшăллать чуна каç сĕмĕ,

Тӳсĕм — хĕлĕх пек çинçе.

Вăранать çапах та ĕмĕт —

Чĕпĕ евĕр — ир çинче.

 

Пĕринче,

Сӳнсессĕн анăç,

Уксахларĕ те тивлет,

Унтанпа хистевлĕ шанăç

Каçăхсах ăна сиплет.

 

Кӳлĕмри чĕре хавхаллă,

Тунсăх кайтăр-и çама,

Юрату — умри каçалăк,

Ман тупас пулать çавна.

 

Суяран явмастăп карăм,

Юптармастăп куçкĕрет.

Хам валли хамах хайларăм

Чĕремрен эп виç тĕрек.

 

Çавăнпа тек хăратмасть те,

Пурнăç, тимĕр урапу.

Ун айне пулма памаççĕ

Ĕмĕт, шанăç, юрату.

«Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм...»


Эх, ĕмĕт, ĕмĕт, çил-çунатăм,

Ăçта кăна çитмен санпа,

Ачалăхри майлах йăпантăм

Эс сунакан малашлăхпа.

 

Ялан-ялан ырра кĕтетĕп,

Ура хурсассăн та усал,

Ăсчахсене телей пиллетĕп

Хам ятăмпа пĕрер мăскал.

 

Çип пек татăлмасан кун-çулăм,

Пурнасчĕ çутă ĕмĕтпех:

Çĕклентĕр шухăш, çиçтĕр сывлăм,

Кĕтрет саманинчи пекех.

Ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ


Пĕчĕк Анюкăн пĕчĕк ĕмĕчĕ пулнă тет. Вăл хăй пĕчĕккишĕн питĕ куляннă, унăн часрах çитĕнес килнĕ, кунсăр пуçне вăл çăлтăрсене алăпа тытса курасшăн пулнă. Кашни каç çăлтăрсем пĕлĕт çине уçăлма тухсан пĕчĕк Анюк та урама тухнă, вĕсем вылянине тĕлĕнсе сăнанă. Лешсем тата Анюк хăйсене пăхса тăнине курсан унран кулнă евĕр пĕчĕк хĕрача умĕпе сиккелесе иртнĕ, пĕри пуçран çапса иртсе каять, тепри çӳçрен туртса илет, виççĕмĕшĕ питрен чуп туса илет. Анюк вăтанса килне чупса кĕрет. Анюкăн вĕсене çав тери тытасси килет, ниепле те тытаймасть. «Çăлтăра алăпа тытса курсанах эпĕ те çитĕнĕттĕм», — тесе кулянать тет пĕчĕк хĕрача. Анюк хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланасса çав тери кĕтет.

Пĕррехинче каçхине, çывăрас умĕн, Анюк амăшне:

— Анне! — тесе хаваслăн чĕнет.

— Мĕн, пĕчĕк хĕрĕм? — тет амăшĕ.

— Эс çăлтăрсене тытса курнă-и?

— Çук , вĕсене тытаймастăн, — тĕлĕнсе те кулса каларĕ амăшĕ.

— Мĕншĕн?

— Вĕсем питĕ çӳлте, — пĕлĕтри çăлтăрсем çине пăхса ассăн сывларĕ амăшĕ.

— Манпа выляма кашни каçах килеççĕ-çке вĕсем, çав тери çӳлте пулсан мĕнле пирĕн пата килме пултараççĕ çăлтăрсем? Эп вĕсене тытасшăн, вĕсем тыттармаççĕ. Манăн пĕр çăлтăрне те пулин тытса пăхас килет, вĕсенчен пĕри те каçпа çĕр çине çĕр каçма юлмасть-ши?

Малалла

«Кăвак утмăлтурат...»


Кăвак утмăлтурат. —

Хĕвеллĕ сар тĕнче.

Ăрша юхса тăрать

ыраш пусси çинче.

Кăвак утмăлтурат...

Ача, кăшт çĕкленсе,

чечек патне пырать —

ку лĕпĕш пуль тесе.

 

Пурне те шута ил:

сар кун тĕнчи пек çу,

сар кун тĕнчи пек пил

тивĕçтерет е çук.

 

Кăвак утмалтурат.

Мĕнех, эс телĕкре

тĕлленнĕ пултăрах

таçта пĕр кĕп-кĕрен

пĕччен утмăлтурат, —

тупаймăн çуккине.

Мĕн пуррине юрат,

е кай çаран çине.

Шуç тупаньпе пĕрех

васкавлă ĕмĕтсем:

пушат çеç чĕлпĕре —

каяççĕ ĕрĕхсе.

 

Пустуй ăнтăличчен

эс тух та çын çине

кала: эп тăр пĕччен,

май çук пĕр пĕччене!

 

«Май çук? Хе-хе. Ма — çук?

Мĕн кирлĕ — пурте пур.

Ак тыт çава та — çул.

Пуласлăхшăн вăй хур.

Чăн пархатар — ĕçре.

Мĕн калăн?»

 

«Тусăмсем,

çавах та чĕрере

пур — ятсăр ĕмĕтсем...»

 

«Пур -

килсĕр тĕлĕксем». —

Малалла

Салтак


Госпитале мана хураççĕ.

Кăшт вăй илсессĕн, эрнерен

Эп куртăм: ман çине хура çын

Салхуллăн пăхрĕ тĕкĕртен.

Сухал шăтман янахĕ вăрăм,

Сăн-пичĕ шухăшлă, ырхан.

Эх, вăрçă-вăрçă — путсĕр вăрă —

Куçра пĕр хĕм те хăварман.

Таканлă йывăр атăпа

Тустарнă ĕмĕт кăварне.

Тан шывĕ пек куççуль тапать

Хаваслă кулă вырăнне.

Сывалнисем ир тăрсанах

Пакун çĕлеççĕ, шав та кулă.

Полка çитмелĕх, виçĕ кунлăх,

Пайларĕ çăкăр старшина.

Юлатăп халĕ те, ыран та.

Пăшал тытаймăп ӳлĕмрен.

...Сестра çывратрĕ, хам вăрантăм

Ирпе эп тепĕр пӳлĕмре.

Кунта шăпланнă темшĕн пурте,

Выртаççĕ хускалми, тăпах.

Апат тесен, пăхаççĕ тӳртĕн,

Ыйтаççĕ шыв, хаяр табак,

Мана çак шăплăх шиклентерчĕ.

Сасартăк туйăнчĕ темме

Çĕршывăн пур инкекĕ-терчĕ.

Капланнă пек пĕр пӳлĕме.

Кунта мăн хуйхă каснă алăк,

Туллин валеçнĕ хура-шур:

 

Хăрах ура, пĕр мăшăр алă

Ик-виç çынна...

Тата мĕн пур?

Ăнлантăм эп: пур пек хаш сывлăш

Малалла