Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ


— Ман валли чей ĕçме мĕн илтĕр?

— Французсен булкине!

Ирхинехи е кăнтăрлахи апат тума хуçа вĕсене пĕрер кĕрепенккĕ кулач е пĕрер булка илмелĕх кăна укçа панă. Ку çитмесен те, апатшăн шалу укçине таткалаймăн. Уйăхне илекен вунпилĕк тенкĕрен çĕтĕке сапламалла, киле те кăштах ямалла. Хваттере таврăнсан тин тăраниччен ăш шӳрпе сыпаççĕ вĕсем. Намăса çухатсан, магазинта та çимелли тупĕччĕç. Кайри пулĕмрех катки-каткипе тăварланă севрюга, осетр ларать, Касса илсе вĕри шывра çемĕçтерсе çиме йывăр мар. Анчах вăрă ятне илтесрен хăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçа хăй патне ĕçе кĕрекене кашнинех, вăл мĕнле кăмăллине пĕлесшĕн, чеелле меслетпе тĕпчеме тăрăшать. Ванюкпа та çаплах турĕç. Еçлеме пуçласан виç-тăват кунтан хуçа арăмĕ ăна кантур урайне тасатма хушрĕ. Ванюк диван айĕнчен аллă пуслăхсем икĕ хут укçа шăлса кăларчĕ. Юри пăрахнине тавçăрса мар, мĕн пĕчĕкрен çын япалине илме юраманнине хăнăхса ӳснĕрен кантуртан тухрĕ те:

— Устинья Минеевна, укçа тупрăм, мейĕр, тархасшăн! — терĕ хуçа арăмне.

Юлташĕсем, çакна пĕлсен, Ванюка ырларĕç. Укçана кĕсйине чикекенсене çийĕнчех ĕçрен кăларса янине пĕрре кăна мар курнă вĕсем.

Ванюк пуçламан булкăна илесшĕн аллине тăссан, Федя сетел çинчен хăвăрт катерчĕ:

— Шалиш, Юман Паттăр! Кĕлтумасан тĕпренчĕкĕ те лекмĕ! — Çавăнтах юлташне хушрĕ: — Саша, чейнике ан пар! Тытĕ те сăмсинченех ĕçсе ярĕ. Ун çылăхĕ пирĕн ĕнсе çине тиенĕ!

— Лăплан, Федя! Яхăнне те ямастăп! — килĕшрĕ те Саша чейникне .сĕтел çинчен илчĕ.

Ку вĕсен кашни ир улакан вăйа-кулă. Федьăпа Саша яланхи пекех ике пăтт кире пуканне те хатĕрленĕ. Ванюк хальхинче те тус-йышĕ хистенине сиреймерĕ.

— Мĕнех вара, çылăхран хăратăр пулсан, кĕлтăвас! — текелесе икĕ пăтлă кире пуканне ал вĕççĕн йăтрĕ те кăкăрĕ çине хĕрес хума пуçларĕ: — Воспоти помилей, пирĕн пуп, Данилей... Аминь тухха петухха, Петĕр пиччен икĕ хĕр, пĕри пĕтĕ, пĕри ясар…

— Ĕнтĕ ачана апат çитерме те тивĕç! — Ванюж кире пуканне вырăна лартсан, Федя кула-кула булкине пачĕ.

Чей ĕçкелесен, вĕсем аялти хута кăпĕрленсе анчĕç. Хуçи пулă тайтарма хушрĕ. Ăна хулари ресторансене леçмелле.

Çамрăксем сасартăках пĕчĕк çунашкана хваттере хăварнине аса илчĕç. Пулла мĕнпе илсе каймалла ĕнтĕ? Аптранипе хуçине пĕлтерчĕç.

— Сирĕн шутран барабус тытатпăр та кайран ăсланăр, çунашкана хăвăрпа пĕрле туртса çурĕр! —татса хуче лешĕ.

Тайтарнă пулла барабус çине тиесен, Федя леçме кайрĕ. Хуçа Ванюка чĕнсе илсе ыйтрĕ:

— Эсĕ прапорщиксен шкулĕ ăçтине чухлатăн-и? Нумаях пулмасть Ванюк хăйсен ял çыннипе тĕл пулнăччĕ, Вăл шăпах çак шкулта службăра тăрать. Ку шкул ăçтараххине çав каласа панăччĕ.

— Чухлатăп.

— Пит аван. Унта пĕр лав пулă леçетĕн.

Ванюк, хăйсен ял çынни ăнлантарнă пекех, малтан Проломнăй урампа пычĕ. Унтан Петропавловски тăкăр-лăка пăрăнса кĕчĕ те виçĕ хутлă чул çурт тĕлне çитрĕ. Кил хушшинче офицерпа тĕл пулчĕ.

— Ваше благородие, эпĕ шкул валли пулă турттарса килтĕм, кам йышăнса юлать-ши?

— Ав, канцилярине кĕр, унта каласа парĕç, — кăтартса ячĕ лешĕ.

— Пире пулă кирлĕ мар! —терĕç канцеляринчисем.

— Мĕнле кирлĕ мар? Хуçа мана сирĕн пата илсе килме хушрĕ-çке.

— Хăш шкулне кайма хушнă сана? — кăсăкланчĕ канцеляринчи çын.

Ванюк ним хуравлайманнине курса, сăмахне малалла каларĕ:

— Хусанта прапорщиксен шкулĕ татах пур. Пирĕн шкул иккĕмĕш номерлĕ. Пĕрремĕш номерли крепоçра.

Ванюкăн ĕненес килмерĕ. «Канцеляринчисем темĕн йăнăшаççĕ: Хуçапа калаçса илмелле. Вăл телефонпа шăнкăравларĕ.

— Пĕрремĕшне! — илтĕнчĕ трубкăра сасă. Магазинта чухне чипер ăнлантарманшăн Ванюк ӳпкелесшĕнччĕ. Ытла та пăлханнипе чĕлхи çыхланчĕ, ним те калаймарĕ.

Лавçă кутăнлашма пуçларĕ.

— Мана кунта çити çеç тытса килнĕ. Тепĕр аллă пус хушса тӳлемесен, эпĕ вырăнтан та тапранмастăп!

Ванюк хирĕçме те хатĕрччĕ. Анчах лавçă айăплă мар-çке. Ан тив, хуçи татăклă тĕллесе яман пулсан, тăкакне те тӳстĕр.

— Юрĕ, юрĕ, уншăнах турткаланса тăмĕ, тӳлĕ, — шантарчĕ вăл.

Крепоçра пулла йышăнчĕç. Магазина таврăнсан йанăшпа тепĕр шкула кайнине каларĕ те, хуçа сăмахсăрах аллă пус хушса пачĕ.

Урăх ниçта каймалли çукран тата приказчик ĕлкĕреймен пирки Ванюк ăна пулăшмалла малти пӳлĕмех юлчĕ.

Вăхăт нумай та иртмерĕ, магазина юсав тумланнă, çанни çине хĕрлĕ хĕрес çĕлесе çыпăçтарнă, пит-куçне вуальпе хупăрланă çамрăк та яштак хĕр пырса кĕчĕ.

— Барышня, мĕн тайтарса пама хушатăр? — хăнăхнă йăлипе евĕклĕн ыйтрĕ Ванюк.

Хĕре таçта, чĕре тĕпĕнче пытанса пурăнакан палланă сасă илтĕннĕн туйăнчĕ. Вăл Ванюк çине чăр пăхрĕ. Ун умĕнче кивелнĕ пиншак, мулаххай, чуссăнккипе калуш тăхăннă, умне саппун çакнă, сăн ӳкмелле таса çутă пит-куçлă маттур йĕкĕт тăрать.

Ванюк магазинта ĕçлеме пуçланăранпа кунашкал юсав та чаплă хĕрсене халиччен те куркаланипе ним йӳпсемесĕр тепĕр хут каларĕ:

— Барышня, мĕн тайтарса пама хушатăр?

Хĕр тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Çухалса тăнипе хăйĕнчен култарасран хăрарĕ, хăвăрт каларĕ:

— Вăлча!

— Нумай кирлĕ-и?

— Кĕрепенкке!

— Тата-мĕн илме кăмăл тăватăр? — виçсе парсан, каллех ыйтрĕ Ванюк.

— Урăх нимĕн те кирлĕ мар.

— Апла касса укçа тӳлĕр, тархасшăн! — сĕнчĕ те Ванюк тепĕр çын еннелле пăрăнчĕ.

Тинкернĕçемĕн ку йĕкĕтпе тĕл пулнине те ĕненес килчĕ хĕрĕн. Татăклах аса илеймерĕ кăна. Çавăнпа пушшех кăсăкланчĕ. Анчах вăл камне мĕнле майпа пĕлес-ха? Кунта сăмах хускатма аван мар. Чаплă хуçа хĕрĕн тарçăпа мĕн ĕç пур тейĕç. Тата хăй кам иккенне суйма та пултарĕ. Юлашкинчен хĕр тавçăрса илчĕ. Тӳлеме кăларнă укçине каялла чикрĕ те кантура кĕчĕ.

— Сударь, ман укçа киле юлнă. Пĕрле çав çамрăк пытăр-ха. Унтан парса яратăп! — терĕ.

Кунашкалли час-часах килсе тухнипе хуçа пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ.

— Ванюк, барышня патне укçа илме кай! — хушрĕ вăл.

Йĕкĕт ятне илтсен, хĕр чĕри картах турĕ. «Нивушлĕ çавă?» Пăлханнипе урăх ним чĕнмесĕр алăк патнелле утрĕ.

Урамра вĕсене çăмăллăн чупакан лав кĕтсе илчĕ. Ванюк яланхи пекех хыçала, çуна тупанĕ çине тăнăччĕ. Вĕресе тăракан вăй-хăвачĕ ашкăнма хистенипе анчĕ те çуна хыçĕнчен тапса тытрĕ. Лаша вырăнтан та тапранаймаре. Кучер ним тавçăрайман пирки чăпăрккипе хăмсарса хăвăларĕ:

— Ну-ну... Мĕн вара эсĕ?

Лаша хавшаса малалла ӳпĕнчĕ. Ванюк, сасартăк каялла туртма пăрахса, тупан çине хăпарчĕ. Вăйĕпе талпăнакан лаша чĕркуççийĕ çине тăрăнса анчĕ.

— Ой! Мĕн пулчĕ ăна?! — шарт сикнĕн, эхлетрĕ хĕр.

— Хам та пĕлместĕп! —сехĕрленсе сасă пачĕ кучер. Лаша, ури çине тăрсан, чиперех чупса кайрĕ.

Ванюк татах ашкăнасшăнччĕ, хĕр йыхăрни чарчĕ.

— Çамрăк çын, хыçра тăрса пыни аван мăр. Килĕр, юнашар ларăр!

Ванюк тĕлĕнчĕ. Хуçасем патне укçа илме е пулă леçме хальччен те çӳрекеленĕ, хăйсен çывăхне те пыртаракан марччĕ. Çавăншăн-и, тен, чаплă çуна çинче капăр тумланнă та илемлĕ хĕрпе юнашар ларасси Ванюка илĕртрĕ. Хăй çапах хăю çитереймен пирки турткаланçи турĕ:

— Ырă сăмахшăн тавтапуç, барышня. Пирĕншĕн çуна тупанĕ те карета пекех!

Кирек кама та хăйне пăхăнтарма хăнăхнă хĕре йĕкĕт хуравĕ кӳрентерчĕ. Анчах вăраха тăсмасăр тепĕр хут чĕнчĕ:

— Юнтармасан та юрать ĕнтĕ сире. Пĕчĕк ача марçке. Килĕр тенĕ-тĕк, килĕр!

Ванюк юлашкинчен пĕр хĕрринерех хĕсĕнсе вырнаçрĕ. Тем хушă шарламасăр пычĕç. Рыбнорядски площадĕнчен тухса пасар урамнелле кĕрсен, хĕр ыйтрĕ:

— Ăçтисем эсир?

Ванюк чиперех ăнлантарĕччĕ. Пуянсем йĕлпĕрсе кăна калаçнине аса илнипе тата кирек ăçтисем пулсан та ун мĕн ĕç тесе, хирĕçле патлаттарчĕ:

—Сирĕншĕн пурпĕр мар-и?

Хĕр авăкланчĕ. Хăйне çав териех хисеплеменнине нихçан курман вăл. Тӳсейми пĕлес килнĕрен кăна çиллине çиеле кăлармарĕ.

— Ух, ача... Ытла нуремсĕр-çке эсир! Евĕклĕн калаçакан хĕр умĕнче хăвăра куштанла тыткалатăр!

Ванюк ирĕксĕрех аванмарланчĕ. Чăнах, хĕр ăна, çĕтĕк-çатăкскере, юнашар лартрĕ. Вăл пур, анранă сурăх пек, урлă-пирлĕ перкелешет. Çапах та кăмăлĕ улшăнинне сасартăк систерме юрамасть.

— Куштанлансах мар та... Кăштах пулчĕ çав... Эпĕ ăçти çынĕ мĕне кирлĕ вĕсене, тата каласан та чухлас çук тесе шутларăм.

— Эпĕ чухлайманни ăçтан палăрчĕ?

— Хисеплĕ барышня, Раççей çĕршывĕ аслă. Ун талккăшенче çĕршер пин ял. Пурне те никам пĕлсе çитереймĕ.

— Пĕлсен?

— Мухтама тивĕç!

— Вăт, каласа парăр ĕнтĕ...

Ванюк Атăлкасси пристанне асăнасшăнччĕ. Хусанта пурăнаканскер, илтме пултарнă. Вăл хĕр сĕмсĕррине тăрă шыв çине кăларасшăн. Тата йывăрах та мар пек. Хăйсен ялне кăна асăнмалла.

— Эпĕ Энĕшкассем, — терĕ вара.

«Нимĕн те иккĕленмелли çук, çавах». Хĕрĕн чĕрине вут-хĕлхем кĕрсе ӳкрĕ.

Çакна Ванюк асăрхаймарĕ. Хĕр сăмах чĕнеймĕсĕр ларнăран йĕпĕслесерех астутарчĕ:

— Мĕнле, Энĕшкасси ялĕ ăçтине чухлатăр-и?

Хĕре сасартăках вăрттăнла выляс шухăш пырса кĕчĕ.

— Темĕн, аса илеймерĕм-ха. Ванюк сасăпах кулса ячĕ:

— Раççей аслă терĕм-иç! Çамрăк пуçăрпа ăçтан пурне те чухлайăр?

— Çук, уншăн мар-ха. Хусан кĕпĕрнинчи ялсене тĕшмĕртекенччĕ. Эсир, ахăртнех, ют кĕпĕрнери яла асăнтăр-и, тен? Эпĕ иккĕленнине сирме чăннине калăр-ха: Энĕшкасси ялĕ хăш вулăсра, хăш уесра вырнаçнă?

Хĕр хăй пĕлменнине пытарасшăн кăна сăмах тунине Ванюк йăлтах ĕненчĕ. Тĕллесе парсан та нимех мар.

— Шупашкар уесĕнчи Атăлкасси вулăсĕнче.

— Илтнĕ! —терĕ те хĕр чĕмсĕрленчĕ. Куçĕ умне асне юлнисем тухса тăчĕç. Ашшĕ килĕнче ахăр ĕçкĕ. Микула хуткупăсне туртса ячĕ. Çак йĕкĕтпе Анахвис ятлă хĕрача маттур та илемлĕ ташлани пурне те тĕлĕнтерсе килентерчĕ. Унтан, ăна лешĕнчен уйăрчĕç те, иккĕшне иккун умне чĕркуçлентерсе чуптутарчĕç. Пуп пиллерĕ. Тепĕр ирхине ашшĕ вара çак йĕкĕте юратма хушрĕ. Каярах вăл хăйсене çураçнине ăнланчĕ. Вăхăт нумай иртмерĕ — хăрушă ĕç пулса иртрĕ: халăх, пăлханса, кил-çуртне вут тивертрĕ. Вĕсем пăрахут çине ларса тарма ĕлкĕрнипе кăна вилĕмрен хатăлчĕç. Пурăна киле ашшĕн пуянлăхĕ ĕлĕкхинчен те ытларах ахăрнипе ун чухнехисене йăлтах маннăччĕ... Халь тепер хут аса илсен, çилленес, курайми пулас вырăнне, каччă чĕринчен тухманнине туйрĕ.

Хĕр чĕлхине çухатни Ванюка рехетлентерчĕ. «Аранах чĕнми пулчĕ».

Çапла вĕсем икĕ хутлă чул çурт хапхи умне çитрĕç.

Кучер ларкăч çинчен анма хатĕрленнине курсан, хĕр ăна чарчĕ:

— Тăхта, лашана кил хушшине ан кĕрт! Йĕкĕте каялла леçсе хăваратăн! — Çавăнтах Ванюка кăмăллăн йыхăрчĕ: — Атьăр, укçине пӳртре парăп!

Вĕсем капăр пӳлĕме кĕчĕç. Анчах хĕр кунта чарăнмарĕ, малалла утрĕ. Ванюк именнипе алăк патĕнчен хăпаймарĕ. Хĕр çакна сиссен çаврăнса чĕнчĕ:

— Атьăр, атьăр!

Йĕкĕт çаплах хăяймарĕ. Кун çинчен калама аван маррипе урăх сăлтав тупрĕ:

— Манăн магазина хăвăртрах таврăнмалла!

— Çав териех васкама хуняма карчăку кĕтет-им унта? — кăлтăр кулса илчĕ хĕр. Ванюк йĕнченипе татах шӳтлесшĕнччĕ, хăйне паллайманран эрленнипе ним шарламасăр тепĕр пӳлĕме кĕрсе çухалчĕ.

Ванюк ăнсăртран пианино ларнине курчĕ. Пĕчĕк чухне хăйĕн те пулнă-çке. Ирĕк парсан хаваспах калĕччĕ. Шухăша путнăран хĕр капăр кĕпе вĕççĕн, çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакĕпе шаклаттарса таврăннине те асăрхаймарĕ.

— Сире пианино килĕшрĕ-им?

Ванюк такама çаратма тапăннă çĕре хуçисем пырса тухнă пекех аванмарланчĕ. Анчах хăйне хăвăрт алла илчĕ:

— Йăнăшмарăр. Эпĕ чăнах та пианино курнипе килентĕм.

— Эсир калама пĕлетĕр-и?

— Ĕлĕк-авал кăштах аппаланкаланăччĕ.

Хĕр васкасах пианино хупкăчне уçрĕ, клавишсем çине пусса илчĕ:

— Тархасшăн!

— Ман тумтирсем...

— Аптрамĕ... — Йĕкĕте сăмах вĕçлеме памарĕ хĕр. — Хывăнăр та килĕр!

Пианино питех калас килни Ванюкăн хăюсăрлăхне сирчĕ. «Мĕнех вара... Ку хĕрпе урăх нихçан та тĕл пулас çук. Кунта мĕн хăтланнине никам пĕлсе йĕпĕслеймĕ». Вăл, пиншакне хывса, алăк пуканĕ çине пăрахрĕ.

Çитсă кĕпеллĕ çеç те, ытармалла мар илемлĕ йĕкĕт иккен. Хĕрĕн чупса пырса ыталас, хайпе палаштарас килчĕ. Анчах ăстăн ирĕкĕнчен тухаймарĕ. Вăл, чунилли тыткăнĕнчен хăтăласшăн пек, куçне пытарчĕ.

— Эпĕ выляни кăмăла каймасан ан кулăр вара... Пианино сассипе Ванюк хăй камне, ăçтине те манчĕ.

Хĕр ăна пуçне такам асамласа çавăрнă пекех тимлерĕ. Амăшĕ, çаплах тарçисем, чăваш юррисене юрланине час-часах илтнĕ вăл, хай те юрлама ăста, анчах чĕрене юррăн сар çу пек ирĕлтерекен хăватне пуçламăш хут туйрĕ.

Ванюк сасартăках магазина таврăнмаллине аса илчĕ те калама пăрахрĕ.

Йĕкĕт кайма шутланине сисрĕ хĕр. Халех уйрăлас килмен пирки:

— Мă чарăнтăр? — терĕ хăвăрт.

— Барышня... — евĕклĕн пуç тайрĕ Ванюк. — Эсир ыррине пула халь те ытлашши айкашрăм. Тарçăн кăмăлне тивĕçтернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп!

— Кирлĕ мара ан сӳпĕлтетĕр! Эпĕ сире кам пуяннипе чухăннине тиркештерме пӳрте кĕртмен. Тата туррăн хăвачĕпе эпир пурте пĕртăван. Вăт, эсир пианино калани çав тери килĕшрĕ. Татах савăнтарма кăмăл тумăр-ши?

Хĕр сăмахĕсем Ванюка илĕртрĕç — килĕшме те хатĕрччĕ, хуçисенчен ят лекесрен хăранипе парăнмарĕ:

— Хаваспахчĕ, барышня... Вăхăт çук.

— Шел...

Ванюка палланă сасă илтĕннĕн туйанчĕ. Хăйса тӳртен пăхрĕ. Ун умĕнче — çап-çаврака питлĕ, шĕвĕрккерех сăмсаллă, ăшшăн пăхакан яштак хĕр. Иккĕшĕн куçĕсем тĕл пулчĕç. Хĕр питне хĕрлĕ сăр çапрĕ. Çав самантрах вăл йĕкĕт хăйне палласа: «Клавье, эсĕ-и ку?» — тесе чĕнессе кĕтрĕ. Анчах Михха хĕрĕпе курнăçасса асра тытман Ванюк тавçăраймарĕ. Хĕр шăтарасла тинкерни иментернĕрен хирĕç ним каламасăрах пиншакне тăхăнчĕ.

— Сывă пулăр...

— Тăхта-ха! — чарчĕ хĕр. — Эпĕ сире вăлчашăн укçа тӳлемен.

— Чăннипех манран кулмалла-çке. Мĕн ĕçпе килнине те маннă! —эрленсе хуравларĕ Ванюк.

— Иĕкĕтĕн пуçа çухатма юрамасть... — Кăмăлĕ пăсăлнине систерчĕ хĕр. Ăшĕнче çапла шухăшларĕ: «Тем тусан та тĕшмĕртеймерĕ. Эпĕ, ухмаххи, унпала варлă çын майлах калаçатăп».

Хĕр тепĕр пӳлĕме кайса укçа илсе килчĕ те вăлчашăн тӳлерĕ. Тата аллă пуслăх кăларса, Ванюк еннелле тăсрĕ.

— Ку сире начей!

Ванюк сасартăках çакна аса илчĕ: магазинта ĕçлеме кĕрĕшсенех, пĕррехинче, темле хуçа арăмĕ ăна, паянхи пекех, килне илсе кайрĕ те, çирĕм пуслăх хут укçа пăрахса: «Ку сана мана пулăшнăшăн начей», —тенĕччĕ. Ванюк йĕрĕнсе укçана илмерĕ. Çавăнтанпах вăл никамран та «начей» тавраш йышăнман. Кун пирки унран юлташĕсем те кулнă. Вăл пурпĕр хăй пĕрре тавтунине улăштарман.

Укçашăн çын сипетне çухатас мар тенĕ. Халь çак хĕр начей пама тăни пушшех тарăхтарчĕ ăна... Хуçа таврашĕнчен урăхне кĕтме çук çав.

— Тавтапуç, шеремет! — тăрăхласа пуç тайрĕ Ванюк. — Аллă пусăра эсир пĕр-пĕр ыйтса çӳрекене парăр. Вăл чиркĕве кайса сирĕн сывлăхăршăн çурта лартĕ. Манăн хама пурăнмалăх сывлăхăм та, вăй-халăм та çителĕклĕ.

Ванюк çаврăнчĕ те тухса кайрĕ. Хĕр шак хытса тăрса юлчĕ. Йĕкĕт ăна палламарĕ çеç мар, унăн хальччен никама парăнман, никам тĕкĕнме хăйман мăн кăмăлне сăнăпа тăрăнтарнăн ыраттарчĕ. Клавье ним тума антранă енне пӳрнисене хуçкаларĕ. Пианино патне лырса клавишсем çине пусрĕ, йĕркесĕр сасă кăларчĕ. Унтан халран кайнăн, аллисемпе пит-куçне хупласа, диван çине персе анчĕ. Чунне тыткăна илнĕ илемлĕ те маттур йĕкĕт куçĕ умĕнчен. каймарĕ. Шăп та шай çакăн пек упраннă унăн асĕнче Ванюк. Ахальтен-им гимназинче пĕрле вĕренекен юлташĕсене хăйĕн çураçнă каччи пурри çинчен каласа тĕлĕнтернĕ. Халь ак «начей пама тăрсан Ванюк ерĕшкелейнĕшĕн Клавье рехетленчĕ. Вăл савакан каччă кăна хăйĕн тивĕçлĕхне çапла çĕре ӳкермест. Ванюк пӳлĕмрех пек сунса, ăна татах курасшан аллине пит-куçĕ çннчен сирчĕ. Пӳлĕм пушах. «Турă çырлахтăр, мĕн турăм эпĕ? Ма паллаттармарăм? Ма сĕтел хушшине лартса хăна тумарăм? Çиллентернипех кăларса яма юрамастчĕ. Каялла çавăрса кĕртмелле».

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 13