Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXVIII сыпăк
Татюк пӳрчĕ Ялакки çырми хĕрринчех. Пӳрт умĕнче тем çӳллĕш икĕ шур йăмра лараççĕ. Вĕсен турачĕсем ярăмланса аннă. Çулла Татюк пӳрчĕ ем-ешĕл туратсем хушшинчен кăшт çеç курăнать. Шурă чӳрече хашакĕсем çуталса палăраççĕ. Татюксен пахчи çырманах анать. Унта тем тĕрлĕ йывăç та пур. Улмуççи те, çĕмĕрт те, хĕрлĕ хăва та, çӳçе те, палан та, хурлăхан та. Çуркунне никам пахчине шăпчăк иленмесен те Татюксен пахчине иленетех. Çăл кутне ирхине ирех лаша шăварма аннă чухне яланах ун юррине илтетĕн. Татюкăн шыв юнашарах. Хапхаран тухса чул сарса тунă картлашка тăрăх çатлаттарса чупса анатăн та — умра шарлатса юхакан çăл.
Татюк упăшки — Кирук вăрăм та хуп-хура кăтра çӳçлĕ çынччĕ, купăс калама ăстаччĕ. Каччă чухне хапха умне, çăка каска çине, тухса ларатчĕ те купăсне тăсса яратчĕ. Мĕнле кăна кĕвĕ калама пĕлместчĕ-ши Кирук?! Унăн хăш-пĕр кĕввине итлесен утса пынă чухнех чăштăк-чăштăк шутарса ташласа ярас килетчĕ, тепĕрне итлесен тип-тикĕнтен урама янăратса юрлас кăмăл пырса тăвăнатчĕ, виççĕмĕшне итлесен курăк çине выртса йăваланса макăрас патне çитеттĕн. Чĕрене хускатма пĕлетчĕ Кирук. Темшĕн, те ытла та лайăх купăсçă пулнăшăн, те ырă, çепĕç кăмăлĕшĕн Кирука хăйĕнчен вунă çул çамрăк хĕр юратма пултарнă. Татюкпа вĕсем çак хапха патĕнчи каска çинче, йăмра айĕнче ларнă.
Татюк хăй упăшкипе пурăннă пурнăç çинчен сăмах хускатсан: «Куçа пĕр хупса илнĕ пек çеç иртрĕ çав вăхăт, сиссе те юлаймарăм», — тет. Чăнах, выляса, кулса тенĕ пек çеç иртнĕ çав çамрăк чухнехи кунсем. Вĕсем халь Татюкшăн тĕлĕкри пек кăна. Тĕрĕссипе, те пулнă вĕсем, те пулман, Кирук, те хăй аслăрах пулнăран, Татюка пĕчĕк ачана çĕклесе çӳренĕ пек çӳреме те хатĕрччĕ. Татюкĕ те ун чухне тин çеçке çурнă чечек пек хитреччĕ, пĕчĕкçĕ те вăр-варччĕ, пукане пек типтерлĕччĕ. Татюк качча тухсан та пионерсемпе пĕрле пучах пуçтарма кайнă, çум çумланă, никам çук чухне вăрттăн шак чулла та вылянă. Кирук колхозри чи йывăр ĕçсене çӳренĕ, вăрман турттарнă, путвал тума чул кăларнă, хăма çурнă, минераллă им-çамсен ултшар пăтлă миххисене йăтнă. Анчах Кирукпа Татюк пĕрле нумай пурăнайман. Икĕ çултанах вăрçă тухнă. Кирука вăрçă тухсан чи малтанхи кунах салтака илнĕ, тӳрех фронта илсе кайнă. Çартан вилни çинчен пĕлтерсе янă хут та чи малтан унăн килнĕ.
Упăшкишĕн мĕн чухлĕ йĕмен-ши, кулянман-ши Татюк! Çапах та вăл Кирук ашшĕпе амăшне пăрахса кайман. Вĕсене мĕн çĕре кĕричченех йĕркеллĕ пăхса пурăннă. Ывăлне сăпайлă, лайăх çын туса ӳстернĕ. Ялта ун пирки путсĕр хыпар çур сăмах та тухман.
Халĕ Ялакки çырми хĕрринчи пӳртре Татюк нумай çулсем хушши пĕчченех пурăнать. Ун патне киле кĕрес шутпа темиçе çын та пырса кайнă ĕнтĕ çак çулсенче. Хăшĕсем хăйсемех кĕрсе ӳкĕтленĕ, теприсем урăх çынсене ярса калаçтарнă. Вĕсен шутĕнче йĕркеллĕ, ырă çынсем те пулман мар. Авă Малтикасри Кантюк Иванĕ пĕр çулталăка яхăн ун хыççăн чупрĕ. Тем те хăтланса пăхрĕ. Татюкăн вутă çук чухне кĕтмен çĕртенех пĕр автомашина юман вутти килсе тăкрĕ. Анчах Татюк Ивана пурпĕрех кăмăлламарĕ, вуттине те хутмарĕ. Халĕ те çав вутă хапха умĕнче купаланса тăрать. Çĕрме пуçланă ĕнтĕ. Апла пулин те Татюк тĕкĕнмест ăна, Иванĕ те каялла тиесе каймасть.
Хĕрарăм чун-чĕри питĕ тĕлĕнмелле чун-чĕре çав. Вăл пурне те хăвăрт сисет, туять. Вăл пурне те хăвăрт тавçăрса илет. Вăл хăвăрт тивме, ялкăшса çунма пултарать. Анчах чылай хĕрарăм хăйсен шухăш-кăмăлĕ çинчен, чун-чĕре хусканăвĕ çинчен арçынсене пĕлтерме васкамасть. Тепĕр чухне вĕсем ун çинчен нихăçан та, нихăçан та каламаççĕ. Çавăн çинчен арçынсене хăйсене пĕлме хушаççĕ. Пĕл, ăнлан, васка, тăрăш, ан вĕçерт! Татюк та хăйне Улатти юратнине ăнланать, Эльба салтакне вăл хăй те килĕштермест теме çук. Ун çинчен час-часах, юлашки вăхăтра уйрăмах час-часах аса илет. Çапах та ун çинчен никама та каламасть, никампа та сăмах хускатмасть. «Юрататех пулсан хăех чунне уçса парĕ-ха», — тесе шухăшлать вăл.
Кăçалхи кĕркунне Татюк пӳртне пекарня турĕç. Ку акă мĕнле килсе тухрĕ. Пĕррехинче авăн çапнă чухне Çинук кинеми ĕçе кая юлса тухрĕ. «Çăкăр пĕçермелле пулчĕ, çавăнпа каярах юлтăм», — терĕ вăл. Çакăн пек сăлтавпа халиччен те хире каярах тухнисем е вуçех тухманнисем те пулнă. Ку таранчен ăна çынсем пит астусах та, ун çинчен шухăшласах та кайман. Ара, камăн-ха килĕнче ун пек-кун пек чăрмавсем тупăнмаççĕ?! Паян пĕрин, ыран теприн. Çавăнпа Çинук кунта нимĕнле сăмах-юмах пуласса та аса илмен. Анчах йĕтемри çынсем ку хутĕнче сасартăк ятлаçма тапратнă. «Сана пула ик сехет хушши ахалех тăтăмăр», — тенĕ вĕсем, чăнахах та, çын çитменнипе ĕçе пуçăнма май килмен иккен. Пракка та тулашнă: «Çăкăра çĕрле хывмалла ăна!» — кăшкăрса пăрахнă вăл. Çакна илтсен Çинук тарăхса кайнă: «Кăнтăрла та кунĕпе ĕçле, каçхине те ĕçле, мĕнле апла? Чĕптĕм ыйхă курмасăр епле пурăнан?» — хытах каласа хунă вăл. «Эсĕ тахçан та çапла, сăлтав тупатăн», — вăрçнă ăна бригадир. «Эсĕ ача-ха, ним те пĕлместĕн», — сасартăк каласа хунă Çинук. Пракка çак сăмахсене илтсен татах хĕрсе кайнă, хытă çĕмĕрĕлме, шавлама пуçланă. Çак вăхăтра йĕтем çинчи хĕрарăмсем кĕтмен çĕртенех тепĕр майлă çавăрăннă. Вĕсем Çинука мар, Праккана хăйне тустарма тытăннă.
«Пирĕн колхозра хĕрарăмсене вăрçма, хăртма çеç пĕлеççĕ».
«Хĕрарăмăн уйра та канăç çук, килте те». «Йĕркеллĕрех ялсенче тахçанах пекарня уçнă». «Эй, пирĕн ăна-кăна пĕлеççĕ-и?»
«Çăкри те пĕр эрне хушшинче чул пек хытса ларать».
« Армана кайса, кăвас хурса — пушанма та çук».
«Пекарня çăкри — çемçе çăкăр пире те шăл çеммиччĕ те».
Çакăн хыççăн Пракка шăпăрт пулчĕ. Чылайччен темле шухăша кайнă пек çӳрерĕ. Кĕçех вара, йĕтемри шăв-шав хыççăн виç-тăватă эрне иртсен, бригадир урамра Татюка курчĕ. «Ан васка-ха, пĕр-ик сăмах калаçмалли пур ман», — терĕ вăл. Татюк чарăнса тăчĕ. «Эсĕ пĕр кун йĕтем çинче ятлаçнине манман-и-ха?» — ыйтрĕ вăл. «Эй, хамăр хушăра ун пек шавласа илесси пулать-çке вăл», — терĕ хĕрарăм. «Пулассине пулать те, темскер ыйхă çĕтрĕ-ха ман ун хыççăн». — «Мĕскер çавăншăн пăшăрханмалли...» — «Пур çав». — «Халиччен çăкăрне-мĕнне килтех пĕçернĕ, малашне те пĕçерĕпĕр». — «Çук, апла мар. Тĕрĕс каларĕç çынсем». — «Эсĕ çавăнпа çеç-и? Эп уттарам-ха». — «Чим-ха, чим. Эпĕ, вăт, таçта та çитсе çапăнтăм. Сентре Униçĕмĕпе калаçса пăхрăм — май килмерĕ...» — «Мĕн пирки?» — «Хăй хирĕç мар. Анчах пӳрчĕ пĕчĕккĕ, ытла та кивĕ». — «Мĕн тума кирлĕ вара сана пӳрт?» — «Ун хыççăн Хреççи патне кайрăм. Вăл çывăха та ямасть. Ялта урăх пĕччен пурăнакан çын никам та çук. Ирĕксĕрех санпа калаçса пăхма тивет. Вăхăтлăха хăвăн патăнта пекарня тума килĕшмĕн-ши?»
Çакă Татюкшăн кĕтмен ыйту пулчĕ. Вăл ун çинчен шухăшласа пăхма та, тавçăрса илме те ĕлкĕреймерĕ. Хăй астуман çĕртенех: «Ма, килĕшме пулать те пуль», — тесе хучĕ.
Çапла, сисмесĕр тенĕ пекех персе ячĕ вăл çак сăмаха. Кайран, пĕр персе янă хыççăн, хирĕçлеме лайăх пулмарĕ ăна. Татюк çав кун кунĕпех лăпкăн çӳреймерĕ. Хăйне хăй вăрçрĕ вăл, тарăхрĕ.
«Эх, манăн тăм пуçа! Мĕн тума персе ятăм-ха çав сăмаха? Хам пӳртре лăпкăн, чип-чипер пурăнас чухне мĕншĕн пекарньăпа çăрăшмалла-ха ман? — шухăшларĕ Татюк. — Эй-яй-яй! Ку таранччен те ăс кĕрсе çитмест иккен. Пекарня тусан картиш тулли çын кĕпĕртетме пуçлĕ. Пĕри килĕ, тепри кайĕ. Япала хурсан япала хăй вырăнĕнче выртмĕ. Тупрăм хам валли инкек. Чипер пурăннă чухнех тупăнчĕ. Ыратман пуçа — тимĕр тукмак».
Çапла пĕр кун иртрĕ, икĕ кун. Татюк пĕр канăç та курмарĕ. Хăш-пĕр самантсенче кăна: «Тимĕ ĕнтĕ, вăхăтлăха кăна-çке», — терĕ, хăйне епле те пулин йăпатма, лăплан-
тарма тăрăшрĕ. Каярахпа, те чунĕ хăнăхса çитнипе, Татюк ытлашши шухăшлама пăрахрĕ. Ăш вăркани иртнĕ пек пулчĕ унăн. Тепĕр тесен, мĕн çунса çӳремелли, ӳкĕнмелли пултăр-ха кунта. Ку ĕçре Татюкăн хăйĕн ирĕкĕ, хăйĕн кăмăлĕ. Вăл «юрать» теме те, «юрамасть» теме те пултарать. Чăнах, халех кайса каламалла мар-ши Праккана килĕшместĕп, юрамасть тесе. Çук, Татюкăн пĕрре те ун пек аташса çӳрес килмест. Унăн хăй каланине çирĕп тытас килет. Тĕрĕссипе, мĕн, пит йăнăшах каланă-ши вара Татюк? Вăл кĕнекесем çинче хăйсен çуртне ача ясли тума пани çинчен те, фабрикăсемпе заводсенчи рабочисем, ĕçе лайăхлатас тесе, сахалтарах тӳлекен çĕре куçнине те пĕлет-çке. Вĕсене çаксем çинчен хирте Пракка та, Алексеев та каласа ăнлантарнă. Ял-йыша ырă тунинче мĕн пăсăкки пултăр. Çук чухне çукпа, пур чухне пурте пĕрле теççĕ-çке. Пĕри те пĕри килĕшмесен мĕн пулса тухĕ-ха капла?
Юлашкинчен Татюк чунĕ хăй вырăнне ларса çитрĕ-çитрех. Ялакки хĕрринчи пилĕк чӳречеллĕ пысăк пӳрт кăмакине сӳтсе çĕнĕрен купаларĕç, пысăклатрĕç, çапла вара вăхăтлăха пекарня туса хучĕç. Татюка хăйне аслă пекарь тесе чĕнме пуçларĕç.
Акă Татюкпа Çинук паян ирех çăкăр пĕçерсе кăларчĕç. Тĕпелти сак çине тăршшĕпех сап-сарă питлĕ çаврака çăкăрсем тăратса тухрĕç. Кашни çăкăрăн пичĕ çинех аслă пекарь пӳрнипе кăп пусса путăклатнă, паллă тунă. Татюк малтан та, хăй валли çеç пĕçернĕ чухне те, çавăн пек путăк тăватчĕ. Çăкăрĕсем пĕри те çуркаланса пиçмен. Тĕпĕсенче пĕр кăмрăк татăкĕ те çук.
— Ай-яй, паян çăкăр лайăх пиçрĕ, — юлашки çăкăра тĕпĕнчен аллипе шакка-шакка кайса хучĕ Татюк.
— Çăка вуттипе яланах çапла пиçет вăл, — кункрари çăнăха сăтăра-сăтăра кăвас чĕресне ячĕ Çинук. Вара Татюк еннелле пăхмасăрах хушса хучĕ: — Кăларма вăхăт çитнине ăçтан пĕлетĕн-ха эс? Сехет те чарăнса ларнă вĕт-ха пирĕн.
— Çăкăр кăларма мĕн сехечĕ-мĕнĕ кирлĕ пултăр. Шăрши тухнинченех сисетĕп эп ăна.
Вĕсем чылайччен пĕр-пĕрне ним чĕнмесĕр харпăр хăй ĕçне турĕç. Унтан Çинук йăл кулса ячĕ.
— Мĕн пулчĕ сана? — ыйтрĕ Татюк.
— Мĕн-ха, шăрши тухнинчен сисетĕп тенĕрен пĕчĕк чухнехи аса килчĕ мана. Ĕлĕк çапла аннесем тырă вырма тухса кайрĕç. Эпир, вĕтĕр-шакăрсем, киле юлтăмăр. Анне мана, аслă ачине: «Кăмакана çăкăр хывнă унта. Шăрши сисĕнсенех кăларăр. Асту, ан манăр, шăршласах тăрăр», — тесе хăварчĕ. Эпир ачасемпе пĕрле пӳрте кĕретпĕр те шăршлатпăр, пӳрте кĕретпĕр те шăршлатпăр. Çăкăр шăрши тухни çаплах сисĕнмест. Каçченех шăршларăмăр. Кĕтӳ кĕртес умĕн, айта, мĕн пулса мĕн килет, шăрши сисĕнмест пулин те кăлартăмăр. Тĕттĕм пулнă çĕре аттепе анне таврăнчĕç. Эпĕ аннене хирĕç чупрăм: «Анне! Анне! Çăкăр шăрши тухмарĕ. Эпир ăна каçченех шăршларăмăр», — терĕм. Анне çăкăрсене тытса пăхрĕ те ахлатса ячĕ. «Ай тур-тур, пурне те икĕ питлĕ тунă-çке эсир!» — тарăхрĕ вăл. Вăт çапла пулчĕ ун чухне.
— Хытах лекрĕ-и аннӳрен?
— Эй, кирек мĕнле пулсан та анне аннех вăл. Унăн çилленни те çил пекех вĕçсе иртет. Качча кайсан, çĕн çын чухне, апла-капла пулни лайăх мар вара. Качча илсен пĕр-ик кунтанах мана кулач хума хушрĕç. Хурасса хутăм. Хайхи эп хунă кăвас каçхине йӳçсе хăпарнă та чӳлмекрен пĕтĕмĕшпех çĕре юхса тухнă. Ну, намăс куртăм-çке. Хуняма карчăк, тăпри çăмăл пултăр ĕнтĕ, ирех вăраннă та тăрăс-тăрăс пусса утса çӳрет. «Еçлеме вĕреннĕ кин тупаймарăмăр, ĕçлеме вĕреннĕ кин тупаймарăмăр», — тесе çĕмĕрлет. Сиксе тăтăм эп, çын тĕлĕш те çук хамăн. Çавăн çинчен хуняма карчăк мĕн виличченех калатчĕ, хăйне кăшт кӳрентерсенех çавăнпа хăртатчĕ. Хальхи çĕн кинсем, унтан шутласан, чăннипех райра. Çăкăрĕ пекарньăра пиçет. Мунчине Нанил хутса парать... Часах кĕпи-йĕмне те колхозрах çумалла теççĕ ав. Вара мĕн туса вăхăт ирттерĕç-ши хальхи хĕрсемпе кинсем? Ним те пĕлме çук, кахала вĕренмесен юрать...
— Кино кайса курĕç, кĕнекесем вулĕç, вĕренĕç...
— Эй, кинопа хырăм тăранать-и унпа.
— Çын пек йĕркеллĕ канни те кирлĕ. Ху йĕтем çинче каланине мантăн-им?
— Тĕрĕс! Канмалла çав. Канмасан лайăх ĕçлеме çук...
— Вăт, колхоз пире халь лайăх кантарасшăн, лайăх ĕçлеттересшĕн ĕнтĕ...
Унччен те пулмарĕ — урамра, пӳрт умĕнчех, автомашина хыттăн ту-ут! ту-ут! тутарни илтĕнчĕ. Пекарьсем хыпалансах чӳрече умне пычĕç. Шăннă кантăк витĕр аран курăнать: пекарня валли вутă тиесе килнĕ иккен.
— Хапха уçма тухăр! — кăшкăрчĕç такамсем.
— Ăна хăвăр та уçăр-ха. Ĕлĕк упăшкасем çапла кăшкăратчĕç ăна. Ăçтан та пулин лашапа таврăннине сыхласах тăмаллаччĕ. Вĕсем çитнĕ çĕре хапха уçса хумасан шăмаракан лашасем пек пăхатчĕç, — пиншакне тăхăнчĕ Çинук.
— Ман апла пулман. Хăех уçса кĕретчĕ, вутне пушататчĕ.
— Сан упăшку пекки сайра пулнă вăл.
— Ирхине те, мана вăратас мар тесе, питĕ шăппăн тăратчĕ.
— Ун пек упăшка тупăнсан ăçта вăл! Пурне ун пекки тупăнмасть-çке. Санăн та ак тепре качча тухас-мĕн пулсан ун пекех телей çакланĕ-и?
— Эй, манран текех ăçта качча тухасси пултăр?..
— Ăçтан пĕлен? Тупăнĕ те. Леш кам теççĕ-ха ăна, Эльба салтакĕ теççĕ-и? Санран куç илмест курăнать...
— Пустуй сăмах вăл. Ахаль туртса кăларнă ăна.
— Вут хутмасăр тĕтĕм тухакан марччĕ.
— Эй, калаçан тата!
Урамран каллех вăрăммăн сигнал пани илтĕнчĕ.
— Тухăр! — кăшкăрчĕç каллех. — Мĕн туса тăраççĕ çав майрасем? Ăшă пӳртре ыйха кайрĕç-и?
Татюкпа Çинук пĕр-пĕрне тĕрткелесех пӳртрен тухрĕç, пысăк хапхана уçса ун айне хунă хăмана илчĕç.
— Тăр кăнтăрлах çывăрма выртман пулĕ те эсир? — машинне чакарчĕ шофер.
Автомашина картишне кĕрсе тăрсанах грузчиксем ун çинчи шултра тункатасене çĕрелле тӳнтерме васкарĕç.
— Ай тур-тур! Ку çурăлман тункатасемпе мĕн тумалла пирĕн?! — кăшкăрса ячĕ Татюк. — Эсир мăшкăлласа илсе килнĕ-и кăна? Кам çакăн пек вут парса ячĕ сире? Епле çурмалла кусене?!
Лешсем тункатасене çав-çавах кĕмсĕртеттерчĕç.
— Аптрамасть. Хĕрнĕ кăмакара пурте çунать! — сăмах хушрĕ грузчиксенчен пĕри. Ыттисем те кула-кула пуплешрĕç:
— Çак вутă начар-и? Кун пек вутăпа çăкăр мар, шушкă та пĕçерĕн!
— Эсир вăйлă-ха, чул катрамне те тĕпретме хатĕр.
— Айта тĕкĕр хытăрах!
— Вăй парах!
Вутта машина çинчен пушатса пĕтерчĕç те кĕрлеттерсе тухса кайрĕç. Татюкпа Çинук çаплах ятлаçса юлчĕç.
— Юриех парса янă пуль кун пек вутă.
— Кулас терĕç-ши?
— Мĕн курăпăр ĕнтĕ?
Çапах та пекарьсем нăйкăшса тăмарĕç, вутта типтерлесе пухса хучĕç. Вара пăчкă илсе тухрĕç те пĕр хулăн тункатине татма пуçларĕç. Пăчкă малтан аванах кĕчĕ. Каярахпа хĕсме тытăнчĕ. Татюкпа Çинук ăна аран-аран, чун тухас пек мекĕрленсе кăна шутараççĕ. Ним тума аптранипе иккĕшĕ те çĕре, юр çине, ларчĕç. Урисене тункатана лектерсе туртаççĕ. Капла та çăмăлли-мĕнĕ çук.
— Вилетпĕр вĕт, Татюк, — пăшăлтатрĕ Çинук.
— Вилетпĕр, — кулса ячĕ аслă пекарь.
— Кама та пулин пăчкă шăлне пăртарасчĕ.
— Пăртарса çеç мар, хăйраттармалла та ăна.
— Чим-ха, çав килекенни Улатти мар-и?
Татюк çавăрăнса пăхрĕ те Ялакки хĕррипе пĕр çын пынине курчĕ. Хăй вăл çурăм хыçне тимĕр кустăрмасем, сеялка дискĕсем, темле сăнчăрсем, пралук çыххисем çакса янă. Мастерскойне запчаçсем илсе каять пулас. Татюк çак çын камне кăшт пăхсах палласа илчĕ.
— Çавă-çке, — терĕ вăл.
— Чĕнес мар-и ăна?
— Мĕншĕн? Кирлĕ мар.
— Ара, пăчкă шăлне пăрса патăр.
— Çук, ан чăрмантар.
— Чĕнетĕп. Эй, Улатти! Çул хĕрринчи çăка пӳрте кĕрсе тух-ха! Мĕн, пирĕн çине пăхмасăрах иртсе каятăн?
Эльба салтакĕ тăпах чарăнса тăчĕ. Çĕлĕкне çӳлерех улăхтарчĕ, çамкине пиншак çаннипе шăлса илчĕ.
— Мĕн тăватăр эсир? — ыйтрĕ Улатти.
— Çăпата хуçатпăр, — кулчĕ Çинук.
— Çăпата мар-ха та...
— Куратăн пулсан ма ыйтатăн?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...