Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: III сыпӑк
1
Хреççи Улаттисем патне юлашки вăхăтра час-часах çӳреме тапратрĕ. Пырать те урай сĕрсе каять, кĕпе-йĕм çуса парать. Тепĕр чухне Улатти ачисем валли алсиш-чăлха çыхать. Хреççи пырса çӳренĕшĕн Улатти арăмĕ — Елян кăмăллă. Ара, хĕрарăм хĕрарăмах çав. Вăл килсен кил-çурт хăтлăрах пек туйăнать. Хреççин чĕлхи-
çăварĕ те яка. Вăл калаçни, ял хыпарĕсене пĕлтерни чирлĕ çыннăн кăмăлне çавăрса ярать.
Паян Хреççи Улаттисене мунча хутса пама шутларĕ. Акă вĕсем Улаттипе иккĕшĕ вут çураççĕ. Хреççи пурттине тытса тăрать, лешĕ ахлатса тукмакпа çапать. Хурама кĕрешĕ ытла та кăра иккен. Сийлĕ-сийлĕ. Ниепле те çурăлмасть. Пуртă тăршши кĕрсе кайиччен çапсан та питĕ ерипен чĕлт-чĕлт текелесе çеç тăрать.
— Ара, Улатти! Ан пер-ха тукмакпа. Алла ыраттаратăн! — кăшкăрчĕ Хреççи.
— Эс аллуна лĕнчĕрех тыт.
— Ара! Ай! Пурпĕрех чĕтретет.
— Чим-ха, апла пулсан пурттине кăларам. Пăрăн-ха кăштах...
Улатти пурттине силлерĕ, хайăркаларĕ, туртрĕ. Инкек япали! Вырăнтан та хускалмасть. Вара тукмак илсе пуртă аврине çӳлелле çапма пуçларĕ. Анчах пуртти хускалмарĕ. Улатти тата хытăрах çапма та шутланăччĕ — аври хуçăласран хăрарĕ.
— Эй, пурнăç пĕр ăнмасан çапла-çке вăл, — çамки çинчи шултра тар тумламĕсене çаннипе шăлса илчĕ Улатти.
— Мĕн пирки апла калатăн-ха эсĕ? — Улатти çывăхнерех пычĕ Хреççи.
— Пĕр кун сан пата пырсан кĕçех капкăна çакланаттăм вĕт.
— Арăму сисмерĕ пулĕ те...
— Çук, вăл мар. Тавтапуçах мана катка çĕклеттерсе ятăн. Хурама патне çывхаратăп. Унта Праккапа Лисук тăра параççĕ. Мĕнле иртсе каяс-ха. Палласан кам патĕнчен тухнине тӳрех тавçăрса илеççĕ-çке. Вара пуçа катка тăхăнма лекрĕ. Вăт Эльба.
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕ Хреççи. — Паллаймарĕç эппин.
— Çук, паллаймарĕç.
Улатти тукмакпа тĕлсĕр çапнипе пуртă аврине шатăрт хуçса пăрахрĕ. Пуртти хурама каски çумнех юлчĕ.
— Эй, эсремет япали! Унсăрăн та вутă çитет-çке. Тепĕр чухне çурăпăр, — чикарккă авăрлама тытăнчĕ Улатти.
Хреççи çурнă пуленкесене йăтса пахчари мунча еннелле утрĕ.
Кун çумăрлăрах. Вăхăт-вăхăтпа йĕпхӳ те пĕрĕхкелет. Тӳпене тип-тикĕс тĕксĕм пĕлĕт карса илнĕ. Курăксем те, йывăç тураттисем те йĕп-йĕпе. Кун пек кунсенче Улатти мунча хутма, çакăн пек табак туртса ларма çав тери юратать. Май килсен пĕрер черкке аншарли сыпса ярсан та пăсмĕччĕ те. Çук çав. Тупма хĕнрех ăна. Хреççирен тилмĕрсе пăхсан кăна.
Мунча пулсан Улатти чи малтанах ачисене ертсе кайрĕ. Кашнинех лапка çине вырттарса хурăн милĕкĕпе ик-виçшер хут çапрĕ вăл. Лешсем вĕри тесе кăшкăрчĕç, тапаланчĕç, лапка хăми хушăкĕнчен кăна сывларĕç. Улатти пурпĕрех чарăнмарĕ.
— Лăппи-лаппи лапка айне, çын сăмаххи чул çине, çулçă пек сарăл, хăмла пек хăпар. Пысăк, тĕреклĕ пул, — такмакласа çапрĕ вăл.
— Ай-ай! Çитет! — кăшкăрчĕç ачисем.
— Мунчара лайăх çапăнас пулать. Пĕр кирĕк те ан юлтăр. Атту кайран çĕрĕпе кăтăр-кăтăр хыçса выртатăр ак.
— Ай-ай! Ай! — лапка çинчен шуса анчĕç ачисем. Улатти вĕсене пуç тăрăх виç-тăватă алтăр сивĕ шыв ячĕ,
лешсем вара пахчана васкаса тухрĕç. Хăйсен çурăмĕсем хĕп-хĕрлĕ, унта ем-ешĕл милĕк çулçисем çыпçăннă.
Кăшт тăхтасан Улатти ачисене тумлантарса киле ячĕ. Ачасем çакна çеç кĕтнĕ курăнать, васкасах тухса чупрĕç. Çуллахи мунчана юратмасть çав ача-пăча.
Улаттин тинех канлĕн çăвăнма майлă вăхăт çитрĕ. Ах, чăваш мунчи! Стенисене, тӳпе хăмисене тĕтĕм хуратнă, тутлă шăршлă мунча! Кунта пĕрре кăна халтан кайиччен ахлатса çапăнни мĕне тăрать! Мунчана Улатти пĕчĕкренех килĕштерет. Унăн тутлă шăрши ăна Орел таврашĕнчи окопра выртнă чухне те, Эльба патне çитсен те аса килетчĕ. «Ах, киле таврăнса пĕр тăраниччен мунча кĕресчĕ. Ах, çан-çурăма вĕри милĕкпе мĕн вăй çитнĕ таран ислетесчĕ», — тетчĕ вăл.
Çак вăхăтра мунча алкумĕнче витре хăлăпĕ чăнк-чанк туни илтĕнчĕ.
Улатти шăпăрт пулчĕ.
— Улатти, сана шыв çитет-и унта? Ара, — чĕнчĕ Хреççи. «Вăт Эльба», — шартах сикрĕ Улатти, хăй тăруках сас
памарĕ, кăшт тăхтасан тин:
— Çитет, — терĕ.
— Лапка çинчи хурана ямалла мар-и? Вĕриленсе тăтăр.
— Пур-ха унта.
— Ара, мунчари савăт-сапара шыв яланах тăп тулли тăтăр вăл. Кĕрсе ярам-ха, — терĕ Хреççи, вара кĕтмен çĕртенех алăка яри уçса ячĕ те мунчана тулли витрепе кĕрсе тăчĕ. Улатти хăвăртрах кĕтесе пăрăнса тазпа хупăрланса ларчĕ.
— Ай, хăратса çӳретĕн тата, — терĕ вăл темле ты-тăнчăклăн.
— Ара, ăшă шыв ан татăлтăр теп-çке. Хăрама эп те çынах, упа-кашкăр мар, — чул çинчи хурана та, чугуна та шарлаттарса шыв ячĕ Хреççи. Унта ытлашши те пулчĕ пулас. Мунча чулĕ ăшши янă чухнехи пек хаплатса илчĕ. Вĕри пăс тухса тулчĕ. Хреççи пурпĕрех тухса каймарĕ-ха. Милĕкĕсене тыткаласа пăхрĕ. Хăйĕн питĕнчен шăпăртат-сах тар юхать. — Ара, ку милĕксене лайăх пĕçермен-çке эс. Ара, мĕнле çапăнатăн ку шăпăрпа? — Улатти еннелле çаврăнса пăхмасăр калаçрĕ Хреççи. Вара алăка кăшт уçрĕ те пĕр-ик алтăр ăшши ярса милĕксене тепĕр хут пĕçерчĕ.
Тарланă хĕрарăмăн кĕпи çан-çурăм çумне çыпçăнса ларчĕ. Унăн пĕвĕ-сийĕ лайăх палăракан пулчĕ. Улатти çакна аванах курчĕ. «Çан-çурăмĕ аптрасах та каймасть амак пуçĕн!» — шухăшларĕ Улатти Хреççи çине вăрттăн пăха-пăха илсе. Лешĕ вĕри милĕксене юриех Улатти еннелле вăш пăрахрĕ те алкумне тухрĕ, алăка шакăрт хупрĕ.
— Таса кĕпӳсене илсе килнĕ-и эсĕ? — ыйтрĕ Хреççи пăртак тăрсан.
— Илсе килнĕ, — терĕ Улатти, анчах кăшт шухăшласа тăчĕ те васкасах калаçма пуçларĕ. — Эй, эсĕ, Хреççи! Тухса каймарăн-и-ха Хреççи?!
— Кайман-ха, — кăшт аяккараххăн илтĕнчĕ хĕрарăм сасси.
Улатти мунча алăкне пăртак уçрĕ те:
— Кашта çинче, алкум хыçĕнче, кăвак кĕпе çакăнса тăрать. Çавна илсе кил-ха тархасшăн. Ним те астуман, — терĕ.
Хреççи кайсан Улатти çемçе милĕксемпе халтан кайиччен çапăнчĕ. Вара мунча урайне ахлатса анса ларчĕ. Тумланма та вăхăт çитет ĕнтĕ. Анчах ма васкас? Паян пурпĕрех ĕçе каймалли-мĕн çук-çке. Самай вăхăтран Хреççи килчĕ. Хăрах аллинче шурă шуç витре. Унта хăймаллă сăра иккен. Тепĕр аллинче кăвак кĕпе. Чим-ха, çав кăвак кĕпе мĕншĕн мăкăрларах тăрать. Хреççи сăрине мунча алкумĕн сакки çине лартрĕ те кăвак кĕпепе чĕркенĕ çур литр эрехне кăларчĕ. Çакна алăка кăшт уçса тăракан Улатти аванах курчĕ. Унăн чунĕ çĕкленсе кайрĕ.
— Турă эсĕ маншăн. Турă эс, Хреççи! — савăнчĕ Улатти. Вара темле ĕçлĕ çын пек хуллен: — Кĕпене кĕрсе каштаран çак-ха. Кăшт нӳрлĕрех пулас-ха вăл, — терĕ. — Хамăн пĕрре те хускалкалас килмест. Хал пĕтрĕ.
Хреççи мунчана кĕрсенех ăна Улатти ик аллинчен те хыттăн пăчăртаса тытрĕ.
— Эй, туру. Турăран хăра. Çылăха ан кĕрт, — туртăнчĕ хĕрарăм.
— Çылăхне каçарттарма пулать ăна. Пĕрер тенкĕ укçа парсан Мăнçырма пупĕ хаваспах каçарать, — терĕ Улатти.
2
Тепĕр çур сехет иртрĕ-и, иртмерĕ-и, Улаттисен килне Праккапа партком секретарĕ Алексеев пычĕç. Пӳртре Елянсăр пуçне никам та çук. Ачисем выляма чупнă.
— Ну, сывлăхсем епле, Елян аппа? — ыйтрĕ бригадир.
— Пурăнатăп çапла. Ни вилейместĕп, ни чĕрĕлейместĕп...
— Эй, апла вилме ан васка-ха эсĕ. Улатти ăçта? Кутник çинче пысăк тутăр пĕркенсе выртакан Елян хуллен пуçне çĕклерĕ.
— Иртсе ларăр-ха эсир. Ларăр. Ма ура çинче тăратăр. Ку кам пулчĕ-ха пĕри? Ниепле те паллаймастăп. Çӳлелле пăхма çук вĕт ман. Аяла çеç пăхатăп.
— Эпĕ Çĕнкасран-ха. Партком секретарĕ...
— Ларăр, ларăр. Улатти мунчана кайнăччĕ. Паçăрах кайнă. Килет пуль.
— Урайне кам сĕрнĕ вара сирĕн? Ытла та таса-çке. Чăнах, — ыйтрĕ Пракка.
— Мĕнле калас, пирĕншĕн те тупăнать вăл ырă çын. Тавтапуçах ăна. Хреççи сĕрсе пачĕ-ха. Чăлха та çыхрĕ. Ачасен кĕпине те сапларĕ.
Çакна илтсен Пракка сăн-пичĕ темле туртăнарах илчĕ. Ăна темшĕн намăс пек туйăнчĕ. Чăнах та, йригадирăн çакăн çинчен мĕншĕн хăйĕннех аса илмелле пулман-ха малтан. Пĕр ялти, пĕр бригадăри çынсен хуйхи-суйхине пĕлесси, кирлĕ чухне пулăшасси унăн ĕçĕ-çке. Халĕ ав бригадир пĕлмен, Хреççи пĕлнĕ. Колхозра çынсемпе пĕрле ĕçлессинчен тем пек хăрать пулин те кунта вĕçтерсе çитнĕ. Алексеев Елян патне юнашарах пырса ларчĕ, унăн чирĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Елян ача çуратнă хыççăн начарланса юлнă иккен. Ăна операци тунă. Больницăран таврăнсанах Елян йывăр ĕçленĕ: çăкăр пĕçернĕ, вут йăтса кĕнĕ. Çавăнпах пăсăлса юлнă. Акă халĕ унăн аллисем чĕтреççĕ. Пуçĕ çаврăнать. Куçĕсем çĕрелле кăна пăхаççĕ.
Алексеев шухăша кайрĕ. «Шупашкара ăсатмалла ăна. Ăста тухтăрсене кăтартса пăхмалла. Мĕнле-ха вăл çак таранччен кун пирки шухăшламан».
Калаçкаласа ларса вăхăт самай иртрĕ.
Пракка чӳречерен пăхкаласа ларчĕ-ларчĕ те ура çине тăчĕ:
— Мĕншĕн халь те килмест ку Улатти. Сĕрĕм тивнипе минресе выртмасть пулĕ те. Кайса пăхам-ха, — тесе мунчана тухса кайрĕ. Мунча алкумне çитсен вăл шалтан темле хĕрарăм сассине илтрĕ. Ун хыççăн Улатти ӳсĕрсе илчĕ. Пракка лайăхрах пăхрĕ те алкумĕнче Улаттин пылчăклă пысăк кирза аттипе юнашар кĕрен пушмак ларнине курах кайрĕ. Кам пушмакĕ-ха ку. Ара, бригадипе те пĕр çын çеç кун пек кĕрен пушмакпа çӳрекенни. Хреççи пушмакĕ вĕт ку. Çамрăк бригадир ним тума та аптăрарĕ, хĕрелсе кайрĕ. Вара каялла-каялла чакса пахча хапхи патнех çитрĕ.
«Вăт япала, — шухăшларĕ вăл картишне кĕрсен. — Тĕнчере мĕнле кăна мыскара çук пуль. Ниушлĕ Улатти çакăн пекех пăсăлса кайнă? Ниушлĕ вăл арăмне те, ачисене те хисеплесшĕн мар? Ниушлĕ вăл хăй вăрçăра мĕншĕн çапăçнине маннă? Унта вăл ача-пăча телейĕшĕн, ырă пурнăçшăн юн тăкнă. Тăван çĕршывшăн, тăван ялшăн, тăван çемьешĕн вутлă çумăр айĕн чупнă. Халĕ вара? Чăнах, нимĕн те астумасть-ши халь Улатти? Ытла та хăвăрт манчĕ-çке ку хăй паттăр салтак пулнине». Темиçе минут хушшинче Пракка темĕн çинчен те шухăшласа илме ĕлкĕрчĕ.
— Тухрĕ-и Улатти? Мĕн амакĕ кунĕпех ларать çав мунчара? — пăшăрханса ыйтрĕ Елян Пракка пӳрте кĕрсен. — Çынсене кĕттерет.
— Тухать, — терĕ Пракка хуллен. Вăл Елян еннелле пăхасшăн пулмарĕ. Хĕрарăм çĕрелле çеç пăхать пулин те сисĕ, ăнланĕ терĕ.
Бригадир каланă пекех, Улатти чăнах нумай кĕттермерĕ, таврăнчĕ. Пичĕ хĕп-хĕрлĕ, ун тăрăх тар тумламĕсем шуса анаççĕ. Кил хуçи хăнасене ал пачĕ, кĕттернĕшĕн каçару ыйтрĕ, вара урлă сак çине ларчĕ. Хăй кăшт намăсланнă пек туйăнать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...