Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: II сыпӑк


— Ун чухне каларăм эп сана. Астăватăн-и?

— Мĕн çинчен? Э-э, ăна-çке эс. Астумасăр.

— Ма пымарăн-ха ун чухне манпа. Чĕнтĕм, чĕнтĕм сана?

— Ăçтаччĕ-ха? Чĕннине астăватăп.

— Мелекесе-çке. Вут татма каяр терĕм. Ун чухне Мелекесе вут татма каятчĕç.

Пĕр касă чăрсăр çил шавласа килчĕ те, сăмахсем татăкăн-татăкăн кăна илтĕнкелерĕç. Унтан пачах илтĕнми пулчĕç.

Çил лăплансан сăмахсем татах йĕркеллĕн юхса килме тытăнчĕç.

— Çапла çав, вăхăчĕ ухмахла пулнă. Самани... — паçăрхинчен те хытăрах ӳсĕрчĕ палламан çын.

«Чим-ха, — шухăшларĕ Пракка, — ку хамăр кӳршĕсем-çке. Ахваниç мучи. Калаçса ларма килнĕ ĕнтĕ. Ыйхисем килмеççĕ пуль ватăсен. Ларччăрах шăкăлтатса. Вĕсен хăйсен юрри-кĕвви». Вара сасă туса вĕсен сăмахне татас мар терĕ; яланах чĕриклетсе, çухăрса уçăлакан пахча хапхи патĕнчен пăрăнчĕ те картишне хӳме урлă каçса кĕчĕ. Вăл хӳме çинчен сиксе ансанах сурăхсем тĕр-р! туса лупас айнелле чупрĕç, картиш варринчи хурсем какаласа илчĕç.

 

3

Тепĕр кунне бригадăри арçынсем Ара çырми урлă çĕнĕ кĕпер хывма, хĕрарăмсем утă тавăрма кайрĕç. Праккан иртенпех унта та кунта чупмалла пулчĕ. Пилорама патне пырса икĕ автомашина хăма тиеттерсе ячĕ, унтан чул кăларакансем патне кайрĕ. Бульдозер çырма хĕрринчи тăпрана хырса тасатать. Ун хыççăн çиеле тухса юлнă чула çич-сакăр çын кăлара-кăлара купалаççĕ. Вĕсен хушшинче Улаттипе Сентре Униçĕмĕ те пур.

Кăнтăрла тĕлне Пракка утă тавăракансемпе калаçрĕ. Кунта ĕç пит ăнсах пымасть иккен. Бригадăри хĕрарăмсенчен нумайăшĕ курăнмасть.

— Ăçта вара пирĕн çынсем? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Пракка.

— Пĕлместпĕр, — терĕ Татюк. — Килте çĕр улми çумлаççĕ пуль.

— Мĕнле халь килти çĕр улмипе аппаланмалла? — çилленсе кайрĕ Пракка. — Пăх-ха эсĕ вĕсене! Пуçра пур-ши вĕсен, çук-ши? Çумăра кайсан ку утă йăлтах хуралса каять вĕт. Пурăнаççĕ пурнăçа!

— Пахчари, килти çум курăксене хăçан тасатмалла вара? — ыйтрĕç хĕрарăмсем. — Çумăр çусан килти ĕç те пулмасть-çке...

— Хреççи мĕн туса çӳрет тата? Мĕншĕн паян та курăнмасть? — унталла-кунталла тинкерчĕ Пракка.

— Эй, Хреççие кĕт-ха эс. Вăл колхоз ĕçĕ çине тахçанах ал сулнă, — терĕ каллех Татюк.

— Мĕнле ал сулнă?

— Эй, мĕн тума кирлĕ ăна колхоз. Вăл унсăрах юрласа çеç пурăнать. Чиркĕве каять те çылăх каçарттарать. Унтан таврăнать те каллех çылăх тума васкать. Вара татах чиркĕве...

— Чăнах, ăçтан укçа тупать-ха Хреççи?

— Эй, çавна та пĕлместĕн-и эс?... Пĕр четвĕрчĕ виç тенкĕ-çке. Темле этем картне кĕртеймеççĕ ăна. Ĕçе тухмасан та юрать, эрех тусан та — никам та шарламасть... Бригадирĕ те мăш та тумасть...

Пракка текех тӳссе тăраймарĕ. Тарăхнипе унăн куçĕ çуталса илчĕ, тути мăк-мак тукаласа сикрĕ. Чунĕ тарăхрĕ. Ара, пĕтĕм ял халăхĕ тар тăкнă чух Хреççи шăппăн кăна сулхăнра выртать иккен. Вăт япала! Чиркӳпе сăмакунра мĕнле çыхăну пур-ха? Чиркӳ таса чунлă пулма вĕрентет, сăмакунĕ вара — асма, усалланма, харкашма. Мĕн шутлать-ши кун пирки Хреççи?.. Çук, Хреççипе йĕркеллĕ калаçса пăхмаллах. Капла юрамасть, юрамасть. Пракка хиртен васкасах ялалла уттарчĕ.

Яла çитсен вăл тӳрех çырма хĕрринчи самай кивĕ пӳрт патне васкарĕ. Çак пӳртре пурăнать ĕнтĕ Хреççи. Вăл хăй хуçалăхĕнчи ĕçсене тума та ӳркенет пулас. Пӳрт тăрри пĕр тĕлтен çĕрсе шăтнă. Пракка хапха умне çитрĕ. Пăрса пăхрĕ шашулккине — уçăлмасть. Тата хытăрах пăрчĕ — çав-çавах уçăлмасть. Хреççи хапхине питĕрсех таçта тухса кайнă-ши?

— Хреççи! Христина Агафоновна! Хреççи аппа! — кăшкăрчĕ бригадир.

Хирĕç сасă пулмарĕ. Таçтан, те кĕлет айĕнчен, йытă çури тухрĕ те хапха патнелле хӳрине сулла-сулла чупса пычĕ, хура сăмсине хăма çурăкĕнчен кăларса пăхрĕ. Пĕр хутчен хам! терĕ, вара каллех кĕлет патнелле лĕпĕстетрĕ. Пракка чунĕ татах тăвăнса килчĕ. Ăçта çӳрет ку пĕтмен этем! Ниушлĕ каллех чиркĕве лăпăстатнă? Тупăннă тата турра ĕненекен! Хăй турра ĕненмен çынран çĕр хут çылăхлă пуль. Бригадир шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те колхоз лаши витисем патнелле утрĕ. Çул çинче ăна Хреççипе кӳршĕллĕ пурăнакан Урук кинемей тĕл пулчĕ.

— Пирĕн еннелле килсе курас терĕн-и? — ыйтрĕ кинемей.

— Путсĕрсене пула чупатăп çав. Ну, этемсем! Çуллахи ăшă çанталăкра та хире тухмаççĕ. Мĕн шутлаççĕ-ши вĕсем? Ăс пур-ши вĕсен е пĕр тумлам та çук-ши? — тарăхса калаçрĕ Пракка.

— Кам çинчен калатăн эс? Мĕн пулнă?

— Кам çинчен пултăр. Паллă ĕнтĕ.

— Мĕн каллех çук-и-мĕн килте? — тĕпчерĕ кинемей сăмах Хреççи çинчен пынине тавçăрса илсе.

— Çук çав. Пĕр тустарас тенĕччĕ. Хапхине питĕрнĕ.

— Эй, килтех пулмалла-ха вăл. Тем кала та — килтех. Каç Улатти ларатчĕ ун патĕнче. Сыпкаланă пулас-ха вĕсем. Хреççин сурăхĕсене те кĕтĕве хам хурăм паян.

— Чăнах килте выртать-ши вăл? Чиркĕве кайман-ши?

— Эй, килĕнчех пулмасăр. Питĕрĕнсе ларать ĕнтĕ... Тарăхнă бригадир Хреççи патне каялла вĕçтерчĕ. Хальхинче хапха патне пымарĕ вăл, хӳме урлă каçса кĕме шутларĕ. Алкум çумĕнчи икĕ шиттинчен икĕ аллипе ярса тытнăччĕ — такам ĕ-ĕк! ĕ-ĕк! тенĕ сасă илтĕнчĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку: çын сасси-ши, сурăх е качака ӳсĕрет-ши? Унччен те пулмарĕ, каллех хыттăн ĕ-ĕк! ĕ-ĕк! турĕ. Ара, ку алкумĕнчен илтĕнет-çке. Такам пырне татас пек мекĕрленет. Апла тăк алкумĕнче кам та пулин пур.

Пракка хӳме урлă хуллен каçса кĕчĕ те алкум алăкне ерипен шăкăр-шăкăр тутарчĕ. Хреççи тепăр хут ĕ-ĕк! ĕ-ĕк! текелесе илчĕ те алăк патне пычĕ.

— Эпĕ-ха, уç, — терĕ Пракка сасне улăштарса.

— Кам эс? — пĕлесшĕн пулчĕ лешĕ.

Бригадир алăка каллех ерипен шăкăр-шăкăр тутарса илчĕ. «Кам-ши ку? Мĕн ăспа çӳрекен çын-ши? — шухăшларĕ Хреççи. — Паллах, вăрттăнлă-мĕнлĕ çӳрекен çын ĕнтĕ. Унсăрăн кун пек ерипен шăкăртаттарас çук. Темме тĕлсĕр çӳреççĕ мурсем. Мухмăрпа пуçа çĕклесе те пăхас килмест, никампа та калаçас шухăш çук».

Пракка алăка çаплах ерипен шăкăр-шăкăр тутарса сас парать.

— Пĕчченех эп. Арçын таврашне кĕртместĕп. Тухса кай! — кăшкăрчĕ Хреççи.

Хăй çав вăхăтрах: «Эрех илме килмен-ши ку? Каплах кăшкăрса хамран пистерес марччĕ-çке», — тесе пăшăрханчĕ. Вара питĕркĕч тимĕре кăр-р туртса шутарчĕ те алăка уçрĕ. Хăй умĕнче бригадир тăнине курсан Хреççи ах! тесе кăшкăрса ячĕ, каялла чакрĕ. Пракка алкумне кăшт анчах кĕрсе тăчĕ. Мухмăрлă хĕрарăм тем каласшăнччĕ, анчах кăмăлĕ çаплах пăтранчĕ пулас.

— Ĕ-ĕк! Ĕ-ĕк!

— Эсĕ капла килте пĕччен выртса вилме те пултаратăн вĕт, шуйттан çăпати! — çилленсе кайрĕ бригадир.

Хреççи майĕпен тӳрленсе ларчĕ.

— Тӳссе пулмасть капла. Тăварласа ĕçес пуль кăштах. Унсăрăн вĕлерĕ те, — терĕ те вăл тăнк-танк! тăнк-танк! пускаласа пӳртелле утрĕ, шкапри хура кĕленчерен пĕр стакан эрех тултарчĕ, ăна тăварласа аран-аран ĕçрĕ.

Хреççи бригадира та эрех пама хăтланчĕ, лешĕ аллипе сулчĕ. Хыттăн:

— Лартсах хур! Кирлĕ мар! — терĕ. Унтан çирĕппĕн çапла ыйтрĕ: — Ну, малашне мĕнле пурăнма шутлатăн, Хреççи аппа? Кала-ха...

— Мĕнле пурăнас? Халичченхи пекех лăпăртатса пурăнăпăр. Майĕпен...

— Çук, халичченхи пек юрамасть.

— Ара, юрамасан — юрамасть пултăр. Ара...

— Паян мĕншĕн ĕçе тухмарăн?

— Ара, хăвах куран-çке. Чирлерĕм. Мĕнле чир теççĕ-ха. Ĕк-ĕк чирĕ теççĕ-и? Ĕнер, тем ухмахне, выç варлах лӳксе лартнă та. Касать вĕт ăша! Кăкăр айĕнчен хăйăрать кăна.

— Ку чир вăл — кахалсен, путсĕрсен чирĕ. Ытлашши ан тарăхтар, Хреççи. Тӳсейместĕп. Асту!

— Ара, вăрçмалла ĕнтĕ мана, вăрçмалла. Ах, хамах ухмах çав. Ĕçме юрать-и манăн? Пĕр черкке те ĕçме юрамасть. Чĕре те хавшакланса кайрĕ те. Пирĕн йышшисен сывлăх пур-и вара.

— Ан кутăнлан, Хреççи. Эсĕ хушăн пулсан халь тесен халь çирĕм-вăтăр çухрăма чупса çитетĕн. Пăрах ун пек чееленме.

— Ара, калать тата. Пирĕнтен, ним пĕлмен çынсенчен, чееленесси пулать-и? Тухмалла-ха колхоза. Питĕ тухмалла. Юрĕ, Пракка, тухăпăр.

— Миçе хутчен çуса кăларса янă эс мана. Ну, чĕлхе-çăвар.

— Ывăлăм, эсĕ аван çын пулаканччĕ-çке. Эпир, ара, сирĕн аннӳпе епле туслă пурăннă. Ах, нихçан та манас çук эп ăна. Пĕррехинче колхоз пуçланичченех пулчĕ ку. Эпир, Чее Санькки, Якав Клавйи, эпĕ тата сан аннӳ, Çĕн Кавала кĕрĕшсе тырă вырма кайрăмăр. Тырă вырма тытнă хуçи хыт кукарччĕ. Яшкине, иçмасса, çич-сакăр çăмах та ямасть пуль. Тинке тухатчĕ вĕсемпе. Хăвăрăлса çитрĕмĕр. Вара епле те пулин часрах киле каяс тесе анине хăвăртрах вырса пĕтерме чăнларăмăр. Çĕр выртса выратпăр.

— Ун чухне ав выртса вырнă тетĕн. Халĕ кăнтăрла та пытанса выртатăн. Мĕнле-ха капла?

— Ывăлăм, эй, аплах ан кала-ха. Ял çынни-çке. Пур-пĕрех пĕрле пурăнмалла. Çапла, çĕр выртса выратпăр. Сĕнтĕр çĕрĕ чиккинче. Пĕррехинче, сĕм тĕттĕм каçхине, юлташсем харлаттарма пуçларĕç. Эпĕ çаплах ыйха каяймасăр выртатăп. Хайхи, унччен те пулмарĕ, таçта, Сĕнтĕр масарĕ енче, такам хыттăн тан! тан! тан! тутарса шаккани илтĕнчĕ. Мĕн амакĕ-ши ку тетĕп. Пĕр хускалмасăр çаплах итлетĕп. Хайхи çăва çинче ăй-ăй! ăй-ăй! ăй-ăй! тесе вил туй юррине çухăрашма пуçларĕç. Унта пĕчĕк ача сасси те, ват çын сасси те, хĕрарăм сасси те, арçын сасси те пур. Юррин вара кĕвĕ латти çук. Пĕр сыпăклă кăна кăшкăрашаççĕ.

— Ачапчасем хăратас тенĕ ĕнтĕ сире. Эй, айвансем! Çавна та чухлайман.

— Çук, çавăнта çур çĕр тĕлĕнче кам ачи-пăчи çӳретĕр-ха. Хайхи Якав Клавйине тĕке-тĕке вăрататăп. Вăл пит хăрасах каймастчĕ. Чăнах, ăй-ăй! ăй-ăй! тенине вăл та илтрĕ. Унтан пурте вăрантăмăр та тарма пуçларăмăр. Чугун çул урлă каçнă чух хăйăр тăрăх япăр! япăр! шуса анатпăр. Ниепле те хăпарма çук. «Единство» хаприки патнех анса выртрăмăр вара. Савăт çути лекекен тĕле. Ара...

— Чарăн, Хреççи, хăвăн лăпăр-лапăр сăмахупа. Эпĕ ĕçлеме тухма чĕнетĕп, вăл вил туй юмаххи ярать...

— Ара, тĕрĕссипех куртăм çавна. Пĕр пĕрчĕ те суймастăп.

— Юрĕ, çиттĕр санпа пустуй палкама. Паянтан пуçласа кун пек лăпăртатса пурăнма чарăн. Капла пурăнсан ял кулать, Хреççи.

— Ара, кулаççĕ те пуль, ывăлăм. Кулакан çынна чарма çук ĕнтĕ. Ара, пĕр кулма тытăнсан питĕ кулас килет вăл. Çапла, ĕлĕк апат çиме ларсан атте пире: «Ан кулăр!» — тетчĕ. Эпир вара, сĕтел хушшинчи ачасем, хамăра хамăр сисмесĕрех тих! тих! тăваттăмăр. Унтан пурте ахăлтатса яраттăмăр та сĕтел хушшинчен тухса тараттăмăр.

— Эрех тума та паянтан пуçласа пăрах. Асту, ыррипе хăтăлаймастăн. Лекетĕн! — кирли çинчен калаçма тăрăшрĕ Пракка.

— Ара, хăтăлассипе хăтăлмасси те, лекесси те ялтан килет ĕнтĕ вăл, сирĕн пек пуçлăхсенчен. Ара, эреххине эп çеç тумастăп та. Шăнса килсен шăмшака çемçетсех ярать-çке, шельмă. Сых ятне кăштах та пулин тытас килет-çке ăна.

— Тек тăватăн пулсан хамах милицие пĕлтеретĕп. Чăннипех çапла. Пирĕн бригадăра ун пек путсĕрсем ан пулччăр. Çакна ан ман, Хреççи.

— Манмăпăр ара. Чăнах, каланине ма манас-ха ăна. Çын çавна калама юриех килнĕ те-ха... Çапах та, ывăлăм, эрехпе тыттарма ытлашши ан васка. Ара, ялпа ял пурăнмалла. Паян пĕри пĕрне такăнтарсан, ыран тепри тепĕрне такăнтарсан япала пулать-и? Вара ялта пурте пĕр-пĕринпе çапăçса, харкашса пурăнма пуçлĕç. Пирĕн çынна усал тумалла мар, ырă тумалла.

— Айта тумлан, Хреççи. Тӳрех утă тавăрма.

— Пыратăп, ывăлăм. Эсĕ манпа чăрманса ан тăр. Санăн мансăрах ĕç нумай пуль. Сывлама та çук пуль.

— Асту, халех пыр.

— Юрĕ, ачам, халех...

Пракка тухса кайрĕ. Вăл кайсан Хреççи унталла-кунталла пăхкаларĕ те хапхана тухса питĕрчĕ, алкум алăкне те сăлăп хурсах кĕчĕ.

— Аран ăсатса ятăм шеремете, — кулам пекки турĕ Хреççи. — Ара, нимпе те тухса каймасть. Темле те йăпатса пăхатăп, пурпĕр хăйĕннех перет. Утă пухмалла иккен. Каккуй утă шухăшĕ кунта. Инкек. Улаттипе чылай пуплешсе ларнă пулас. Хытах сыпнă курăнать. Ай-ай! Унăн арăмĕнчен çавах çын пулас çук. Темле пурăнкалать Улатти. Ах тур, хăй сарă, хитре, пысăк. Ун пек арçынпа пĕрре йăпанни мĕне тăрать пуль. Ара...

Хреççи сасартăк мăкăртатма чарăнчĕ, унăн йĕкел пек сăмси çӳлелле каçăрăлчĕ, пичĕ пĕркеленчĕ. Вăл паçăрхи пекех хыттăн ĕ-ĕк теме пуçларĕ.

■ Страницăсем: 1 2