Пушхирти кĕлчечексем :: Пĕрремĕш пайĕ
Таня çак вăхăт хушшинче малтанхи пĕр «хĕр ĕçтешне» шыраса тупрĕ. Лешĕ ăна хăй патĕнче пытарса пурăнчĕ. Вăрттăн хваттерте хĕрарăмсемпе арçынсем савăшу каçĕсене пуçтарăнчĕç. Таня каллех ĕçме тытăнчĕ...
Вăл ачине те çак хваттерте вырăнти тухтăрсене пĕлтермесĕрех çуратрĕ. Аскăнланса пурăнакансен хушшинче хĕрарăм тухтăр та пулнă. Хваттер хуçи илĕртнипе тата хистенипе раштав уйăхĕнче Таня хăйĕн ачине автовокзала кайса пăрахса килчĕ. Çак ирсĕр ĕçе пурнăçлама такси тытма хайхи хĕрарăм пулăшрĕ. Çакăн хыççăн Таня Иванова Шупашкартан тухса кайрĕ...
Коля тепĕр куннех ĕçе тухрĕ, анчах ĕçлени пулмарĕ. Унăн асĕнчен Таня тата автовокзалри диван çинче çатталанса выртакан ача тухмарĕ. «Мĕн хăтланатăн, Таня? Эсĕ инкеке лекнĕшĕн çылăхсăр чун айăплă мар-çке! Мĕн пулсан та манăн Шупашкара каялла таврăнмалла. Ачана шыраса тупса хам çине çыртармалла, Таньăна шыраса тупмалла. Нимĕн те тăваймастăп, вăл пылнăк ăшне путнă пулсан та ăнах юрататăп», — кунĕпех хăйпе хăй калаçрĕ Коля.
Вăл тепĕр кун Çăлкуçа çул тытрĕ. Иван Петровичпа курса калаçрĕ. Таня çинчен нимĕнле çĕнĕ хыпар та пĕлеймерĕ. Коля Иван Петровичăн юлташĕ министерствăра ĕçлснине малтанах пĕлетчĕ. Çавăнпа вăл Таня ашшĕнчен пулăшу ыйтма шут тытрĕ. Мĕн пирки ыйтнине çеç пĕлтермерĕ. Иван Петрович хут çине Белова Кольăна пулăшма ыйтса çырса пачĕ.
Коля Шупашкарта ача çуртне часах шыраса тупрĕ. Хăй камне пĕлтерчĕ. Ача çурчĕн директорĕпе курса калаçрĕ. Унтан Белов полковникпа тĕл пулчĕ, хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ. Исай Сергеевич пулăшнипе нумаях пулмасть тупăннă пепке Сидорова Елена Николаевна пулса тăчĕ. Ача çулталăк тултарсан Коля ăна ача çуртĕнчен килне илсе кайма пултарать. Тен, çак вăхăта Коля Сидоров Таньăна та шыраса тупĕ?..
Таня юлашки вăхăтра урăх облаçри ялсенче пурăнчĕ. Пĕр колхозра ĕçе вырнаçать — унтан хăваласа кăлараççĕ, теприне вырнаçать... Юлашки тĕлте çамрăк хĕрарăма ирĕксĕрлесе ĕçке ернисене сыватакан диспансера вырнаçтарчĕç. Совхоз директорĕ, чăваш пулнăран-и, çамрăк та чечек евĕр хĕрарăма питĕ шеллерĕ, хуçалăх укçипех çине тăрса сыватма тĕллев лăртрĕ. Таньăна Довженко меслечĕпе сиплерĕç. Директор тăрăшăвĕ сая каймарĕ. Таня чĕрĕлчĕ. Совхоз дирекцийĕ ăна сыснасем самăртакан комплекса ĕçе илчĕ, хваттер уйăрса пачĕ. Часах çĕнĕлле пурнăçпа пурăнма тытăннă Таня Ивановăна ашшĕ-амăшĕсемпе Коля шыраса тупрĕç.
Коля çулталăк иртсен Шупашкара пепкене илме кайрĕ. Лена аванах чăмăртаннă: çап-çаврака питлĕ, йĕтĕн чечекĕ пек кăн-кăвак куçлă, сап — сарă çӳçлĕ... Чăн-чăн Таня копийĕ пулса тăнă. Юлашки çур çул хушши курманнипе-и, Коля çак тĕлĕнмелле тĕпренчĕке курсан... савăннипе йĕрсех ячĕ.
Юлия Никитична тата Иван Кольăсене кĕтсе илме аслă çул хĕррине тухрĕç. Автобусран аллине пысăк чĕрĕ «барби» йăтса Коля тухрĕ. Сидоровсем пĕр-пĕрне ыталарĕç, чуптурĕç, савăнчĕç. Лена утать ĕнтĕ, калаçкалать те. Ача çуртĕнчи няньăсем ăна «папа», «мама», «бабуля», «Ваня» сăмахсем калама вĕрентнĕ, Коля ыйтнипе.
— Атте, — терĕ Иван, — манăн йăмăк епле илемлĕ. Эпĕ ăна нихăçан та кӳрентермĕп. Пуканене юратнă пек юратăп.
Лена никамран та ютшăнмарĕ. Пĕчĕк чун чăн-чăн çемьене çакланнине туйрĕ пулмалла.
Коля Таня пурăнакан совхоза икĕ эрнене пĕрре кайса çӳрерĕ. Майĕпен-майĕпен Таня та хăйĕн намăсне çĕнтерсе пычĕ. Пурнăç суранĕсемпе самаях сусăрланнă тата пăрланнă çамрăк хĕрарăм чĕри ăшăнса та сипленсе пычĕ...
Сидоровсем Таня пурăнакан совхоза çу уйăхĕнче куçса килчĕç. Çак вăхăта хуçалăх дирекцийĕ ĕçре палăрма ĕлкĕрнĕ ĕçчене, унăн малашнехи пурнăçĕ улшăнасса пĕлсе тăрса, виçĕ пӳлĕмлĕ хваттере куçарчĕ. Коля та
Таня ĕçлекен комплексрах ĕçлеме килĕшсе татăлчĕ. Юлия Никитична валли те ĕç тупса пама шантарчĕ директор.
Тракторпа тата машинăпа тиесе килнĕ япаласене пушатма, вырнаçтарма кӳршĕ-аршăсем пулăшрĕç. Çăлкуçран Иван Петровичпа Мария Ивановна килсе çитрĕç. Паян ку çемьере калама çук пысăк уяв — çĕнĕ пӳрт ĕçки, çĕнĕ çемье тевĕленни, туй...
— Коля, — терĕ Таня ăна айккинелле чĕнсе илсе, — эсĕ мана ку чиперкке ăçтан сирĕн пата çакланнине çаплах каламарăн-ха.
— Кайран, чунăм, кайран. Ку вăрттăнлăх саншăн туй парни пулĕ, — терĕ Коля ăшшăн кулса.
Илсе килнĕ япаласене часах пӳлĕмсене кĕртсе вырнаçтарчĕç. Часах пӳрт умĕнчи пилĕк сĕтел апат-çимĕçпе тата тĕрлĕ ĕçмелли шĕвексемпе тулчĕ. Хăна-вĕрле кĕрленĕ вăхăтра Кольăпа Таня директор машинипе çырăнса килчĕç. Çак ĕçке-çике совхозра пурăнакансем пурте тенĕ пекех пуçтарăнчĕç. Хăнасем кĕрекене вырнаçсан совхоз директорĕ сăмах илчĕ.
— Хисеплĕ туссем, хăнасем, совхоз ĕçченĕсем! Пĕр вăхăтрах туйра та, çĕнĕ хваттер ĕçкинче те, çĕнĕ çемье праçникĕнче те пĕрремĕш хут пулатăп. Кун пек пулса тухнин сăлтавĕсем чылай кунта. Эпĕ вĕсем çинче чарăнса тăрасшăн мар. Кирлĕ те мар. Нумай çул хушши шăпа вут-çулăмĕнче çунса пурăннă икĕ çамрăк чун пĕрлешсе çĕнĕ çемье йĕркелесе яма пултарни савăнтарать тата тĕлĕнтерет мана...» — тесе нумайччен калаçрĕ пуçлăх. Тухса калаçакансем тата парне паракансем паян нумайăн пулчĕç. Ĕçкĕ-çикĕ мĕн тĕттĕм пуличченех кĕрлерĕ.
Каçхине Сидоровсем патĕнче Кольăпа Таньăн чи çывăх тăванĕсем çеç пулчĕç: Иван Петровичпа Мария Ивановна Ивановсем тата Юлия Никитична. Ачасем те сĕтел хушшине ларчĕç.
— Тăванăмсем! Хисеплĕ атте-аннесем! Юратнă мăшăрăмпа ачамсем! — тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне пĕçернĕ пĕтĕм хура пуçлас умĕн Коля, — Халĕ эпĕ те сирĕн умăрта пĕр пысăк вăрттăнлăха уçас тетĕп. Çакă вăл пуриншĕн те манран туй парни пулĕ, уйрăмах Таньăшăн. Эпĕ сиртен çак вăрттăнлăха халиччен хам чунра çеç тытса пурăннăшăн каçару ыйтатăп, мĕншĕн тесен... пурнăç мĕнле пулса тухасса никам та пĕлмест. Анчах та эпĕ шăпа çак савăнăçлă куна пире кăтартасса ĕненсе пурăнтăм. Леночка, хĕрĕм, кил-ха ман пата, эпĕ сана кунта пухăннă чиçывăхçыннусемпе паллаштарам.
Коля Ленăна йăтса илчĕ те сĕтел хушшинчен тухса Таня патне пырса тăчĕ.
— Таня. ш пăшăрхан, ку саншăн чăтма çук савăнăçлă хыпар пулĕ. Акă тыт Ленăна, ку хыпар манран туй парни пултăр. Лена — санăн тăван хĕрĕ...
Кольăпа Таня ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕрин çине нимĕн ăнланмасăр пăхса илчĕç.
— Тепĕр хут калатăп, — Лена — Таньăн тăван хĕрĕ.
Таня мĕн-тĕр каласшăнччĕ — калаймарĕ, Ленăна тата хытăрах ыталаса тытса тенкел çине ларчĕ.
— Коля, ăнлантарса пар-ха çын пек, икĕ хут каласан та ăнкарса илейместпĕр, — терĕ Иван Петрович.
— Астăватăр-и, эпĕ Сиртен Белов полковник адресне ыйтнăччĕ. Вăл пулăшнипе автовокзалра тупнă пепкене хам çине çыртартăм, — терĕ Коля Таня çине ăшшăн пăхса.
— Автовокзалра?.. Хĕлле, раштав уйăхĕнче?.. — ăнланса иле пуçларĕ Таня та.
— Çапла, Таня. Эпĕ сан хыççăнах тухса чупрăм. Ĕлкĕреймерĕм. Эсĕ таксипе ларса кайрăн.
— Маша, тăхлачă, эпĕ веçех ăнланса илтĕм. Айтăр кӳршĕ пӳлĕме, çамрăксене хăйсене кăна хăварар. Вĕсен калаçмалли питĕ нумай. Кайран пире те каласа парĕç, — терĕ Иван Петрович хĕрарăмсене васкатса.
Ватăсем хăйсемпе пĕрле Иванпа Ленăна та илсе тухрĕç.
— Коля... Эпĕ нимĕн те кала пĕлместĕп. Çавăн чухлĕ тарăхтарнă, йĕртнĕ, асаплантарнă, каçарса пĕтермелле мар çылăхлă хĕрарăма эсĕ хăвăн мăшăру туса хутăн. Çитменнине... айванланса тата чыса çухатса пăрахса хăварнă ачана çăлса хăвартăн. Тен, Турă пăхса тăнă-тăр, мана çул кăтартса пынă-тăр. Сана та çав кун, çав вăхăтра, çав вырăнта пулма Турă пӳрнĕ-тĕр. Тархасшăн, каçар мана, ухмаха тата суккăра, ĕмĕрех санăн юратнă тарçу пулса пурăнăп. Иван та манăн юратнă ывăл пулĕ. Мĕн виличченех Турра пуççапса тата кĕлтуса пурăнăп. Мĕншĕн тесен эпĕ санăн умăнта тата Çăлаканăм умĕнче ĕмĕрлĕхех парăмра. Каçар мана, Коля! Каçар мана, Турăçăм!
Таня Коля умне чĕркуçленсе ларчĕ.
— Мĕскер эсĕ, мăшăрăм? Эпĕ Çутă кĕтес мар вĕт, санăн çур чуну çеç. Çылăхсене каçарттарма пирĕн вăхăт пур-ха, пурăнма çеç тытăнтăмăр. Çылăхĕсем вĕсем манăн та чылаях. Эсĕ те мана каçар, вăхăтра пулăшу парса ĕлкĕреймерĕм...
Çамрăк мăшăр пĕр-пĕрне ыталаса илчĕ. Коля çурăмĕ тăрăх Таньăн куççуль тумламĕсем юхрĕç...
— Çитĕ. Калаçма ĕлкĕрĕпĕр-ха. Паян пирĕн çĕнĕ пурнăç çав тери пысăк уявпа пуçланать. Паян йĕмелли кун мар. Чĕнер пулĕ атте-аннесене, хур пуçлама вăхăт. Ачасем те çывăрасшăн пулĕç, — терĕ Коля.
Праçник кĕреки Сидоровсемпе Ивановсен çемйипе тулчĕ. Паян урăх пĕр-пĕрне нимĕнле ыйту та памарĕç. Ятарласа пĕçернĕ хура Юлия Никитична пуçларĕ.
— Телейлĕ пулăр! Мăнуксем телейлĕ пулччăр! Пире пурне те Турă пулăшса пытăр. Эпир те ăна манса пурăнар мар. Çамрăксен сывлăхĕшĕн тата вĕсен çутă пуласлăхĕшĕн, — терĕ çутă кĕтесе сăхсăхса, чара çинчи пиçсе, хĕрелсе кайнă хура ваклама тытăнса Коля амăшĕ.
Иванпа Лена ашшĕ чĕрçи çинче ларчĕç.
— Таня аппа, паянтан сана «анне» теме юрать-и? — вăтанса та хĕрелсе ыйтрĕ Иван ашшĕ çумĕнче ларакан Таньăран.
— Ывăлăм, хĕрĕм, манăн тĕпренчĕкĕмсем, — тесе Таня вĕсене хăй чĕрçи çине улăхтарса лартрĕ...
Эпилог
(Тата çирĕм çултан)
«Шуçăм» совхоз, паянхи экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр, облаçра чи тухăçлă хуçалăхсенчен пĕри. Кунта ĕçлекенсем хăтлă хваттерсенче пурăнаççĕ. Çамрăксем те тăван хуçалăхрах юлма тăрăшаççĕ. Ютран килсе ĕçе вырнаçас текенсен йышĕ те чылаях, анчах ун пеккисене конкурс тăрăх çеç йышăнаççĕ. Этеплĕх керменĕ, икĕ ача пахчи, икĕ вулавăш çурчĕ, пульница, вăтам шкул, халăх йăли-йĕркисене тивĕçтерекен çуртсем... — пурте ĕç çыннисемшĕн, вĕсен пурнăçне çăмăллатма май паракан экономи — ка тĕрекĕсем.
Çĕртме уйăхĕн юлашки кунĕсем. «Шуçăм» совхоз çутçанталăк илемĕ айне путнă: кашни çурт умĕнчех ӳсекен хурăнсем, тирексем, сиреньсем... тĕттĕм симĕс çулçисемпе, ĕç çыннисен пурнăçĕпе савăнса киленнĕ евĕр, хуçалăхра пулса иртекен улшăнусене пĕр-пĕринпе çатăлтатса, пĕр кӳршĕрен тепĕр кӳршĕ патне илсе çитерме тăрăшаççĕ тейĕн. Паян совхозри вăтам шкулта сывпуллашу каçĕ. Çамрăк ăру çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тухать. Хăшĕсем аслă пĕлӳ океанĕнче ишме хатĕрленеççĕ, хăшĕсем — тăван совхозрах юласшăн.
Сывпуллашу каçне совхоз директорне — Сидоров Иван Николаевича тата хуçалăхăн агрономне — Сидорова Елена Николаевнăна та чĕннĕ. Вĕсем те çак шкултанах вĕренсе тухнă, ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Чун хавалĕ туртнипе тăван совхозах ĕçлеме таврăпнă. Иван Николаевич иккĕмĕш çул хуçалăха ертсе пырать. Елена Николаевна вара çĕнĕ, çамрăк специалист, пĕрремĕш çул çеç ĕçлет-ха. Çирĕм улттăри директор та, çирĕм пĕррери агроном та пĕчченех пурăнаççĕ, çемье çавăрма ĕлкĕреймен-ха...
Каç пулса пырать. Татьяна Ивановнăпа Николай Сергеевич Сидоровсем ĕçрен таврăннă. Килти хуçалăхри ĕçсемпе аппаланаççĕ. Татьяна Ивановна ывăлĕпе хĕрĕ ĕçрен таврăннă çĕре каçхи апат хатĕрлет. Иванпа Ленăна шкула сывпуллашу каçне чĕннине пĕлсе апатне пĕçерме паян кăштах иртерех тытăнчĕ.
Часах пӳрт умне УАЗик пырса чарăнчĕ. Иванпа Лена мĕн çинчен — тĕр тавлашса пӳрте пырса кĕчĕç.
— Эсир пĕр минутлăха та пулин тавлашмасăр пурăнаятăр-и? — кăмăллăн ыйтрĕ амăшĕ ачисенчен.
— Ан пăшăрхан, аннеçĕм, эпир ĕç пирки çеç чĕлхесене якататпăр, — хуравларĕ амăшне пит çăмартинчен чуптуса илсе Иван.
— Юрĕ, çăвăнăр, тасалăр, тумланăр. Апат пиçнĕ. Аçăра чĕнсе кĕрĕр. Ĕçрен килнĕ-килмен пахчара чакаланать, чăн-чăн çĕр чăххи тейĕн.
Çемье апата ларчĕ.
— Чипер çӳрĕр, сире иртĕнсе çӳрени килĕшмест, — асăрхаттарчĕ ашшĕ ачисем уява тухса каясса пĕлсе.
— Атте, санăн урăх калаçмалли çук-и? Ялан вĕрентетĕн, ялан ăс паратăн, — терĕ Иван ашшĕ рине ăшшăн пăхса.
— Ан çиллен, ывăлăм, ăе парасси пирĕн пуçсене çырăнса юлнă ĕнтĕ. Хамăр та сисместпĕр хăш-пĕр чухне, каллех çав юрра пуçласа яратпăр, — ашшĕ хутне кĕчĕ амăшĕ.
Çамрăксем васкасах сĕтел хушшинчен тухрĕç те куçкĕски умĕнче пĕр-пĕрне тĕрте-тĕртех тирпейленме тытăнчĕç.
— Куçкĕски умĕнче те тĕк тăраймастăр вĕт, няняккайсем! Çынсемпе мĕнле ĕçлетĕр-ши? — мăкăртатрĕ Татьяна Ивановна сĕтел çинчи чашăк — тирĕке шăнкăртаттарса.
Ашшĕпе амăшĕ ачисене яланхи пекех ăсатса яма крыльца çинех тухрĕç.
Уяв тумĕ тăхăннă Иванпа Лена пĕр-пĕрне аллисенчен тытса ял урамĕпе уттарчĕç.
— Чăн-чăн ашшĕ, — пăшăлтатарĕ амăшĕ куçĕсене явлăк вĕçĕпе шăлкаласа.
— Чăн-чăн амăшĕ, — терĕ ашшĕ крыльца картлашки çине ларса.
— Коля, эсĕ нимĕн те сăнаман-и? Иванпа Лена хушшинче пиччĕшпе йăмăкĕн туйăмĕсем çеç мар, мĕнле-тĕр пысăкрах та çунатлăрах туйăмсем пур пек туйăнать.
— Туйăнать пулсан — сăхсăхса ил. Эх, эсĕ те çав, амăшĕ.. Туйăнать?.. Туйăнать кăна мар, вĕсем пĕр-пĕрне юратаççĕ те. Вĕсем — савнисем. Пире çеç калама шикленеççĕ, вăтанаççĕ пулмалла. Ара, пиччĕшпе йăмăкĕ пек пĕр килте çапăçса ӳснĕ мар-и? — терĕ Коля мăшăрне хăй çумне ларма ыйтса.
— Вĕсем çине пахатăп та... çамрăклăх куç умне килсе тухать, иртнĕ пурнăç. Çук, асăнассăм та килмест, — чĕтресе илчĕ Таня каçхи сулхăн кăштах шăнтнипе, те...
— Иртнĕ пурнăç каялла таврăнаймĕ. Малаллах пăхмалла, ĕмĕтленмелле. Ав, епле хитре мăшăр çĕнĕ пурнăç никĕсне хывма хатĕрленет! Пирĕн вĕсемпе савăнса пурăнасчĕ, — терĕ Коля хăй çинчи костюмне мăшăрĕ çине уртса ярса.
— Эпир çамрăклăхăн чи асамлă вăхăчĕсене пуш хирти кĕлчечексем пек ирттернĕ: шаннă, чĕрĕлнĕ, шаннă, чĕрĕлнĕ... Иванпа Лена пурнăçĕçех çавăн пек ан пултăрччĕ, — ассăн сывларĕ Таня.
— Çитĕ, кĕрсе выртар, мăшăрăм. Çуллахи каç — кĕске, канса ĕлкĕрме те çук, — терĕ те Коля мăшăрне хăйпе пĕрле çĕкленме пулăшрĕ.
Тӳпене çăлтăрсем илемлетрĕç. Çĕнĕ уйăх вĕсем çине вăтанчăклăп пăхса аяккинерех вырнаçрĕ. Пахчара çĕрлехи «юрăçсем» хăйсен юррисене шăрантараççĕ. Çакăн пек вăхăтра чуна çĕрлехи шăплăх та шиклентермест, пурнăç тутине ăнланса пурăнма çĕнĕ вăй-хал парнелет.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...