Пушхирти кĕлчечексем :: Пĕрремĕш пайĕ
— Эсир килни питĕ аван пулчĕ-ха, йĕре-йĕре чирлесех кайнăччĕ, — терĕ хĕр.
— Пурте йĕркеллĕ пулĕ. Пĕрер черкке коньяк ĕçсе юнсене шĕветер — ха, — тесе Жора тултарнă черккесене ĕçме сĕнчĕ.
Хуйхăра-хуйхăра вăйран кайнă Таня эрех ĕçнĕ хыççăн вĕриленсе кайрĕ, кăштах вăй кĕнĕ пек те туйăнчĕ ăна. Апатне те çирĕ.
— Мĕнле пурăнмалла? Мĕн тумалла? Ăçта каймалла? — ыйту çине ыйту пачĕ Таня.
— Эпир, паллах, Сирĕншĕн Женя юлташĕсем çеç.Урăх никам та мар, — калаçма тытăнчĕ Дима. — Харпăр пурнăçа та сĕкĕнсе кĕресшĕн тăрăшмастпăр. Çапах та... Таня, Эсир питĕ çамрăк-ха, пурнăç вăрттăнлăхĕсене те пĕлсех çитмен. Сирĕн малашнехи пурнăç çинчен шухăшламалла. Ача вырăнне ача пулать, хальлĕхе Сирĕн унран хăтăлмалла.
— Тĕрĕсне калать Дима, — терĕ калаçăва хутшăнса Жора. — Эпир сана тухтăрсем патне илсе кайăпăр, тăкакĕсемшĕн те хамăрах тӳлĕпĕр, малашне те пулăшсах тăрăпăр. Таня, кофе пур-и Сирĕн? Тархасшăн, пĕрер курка вĕретсе параймăр-ши?
— Паллах, вĕретсе паратăп. Эсир çийĕр, ĕçĕр. Эпĕ халех, — терĕ те хĕр кухньăна васкарĕ.
— Дима, вăл самаях хĕрĕнкĕленчĕ. Кăлар леш им-çамне, хутăштар коньякпа, — васкатсах хистерĕ Жора юлташне.
Дима кейсран малтанах хатĕрлесе хунă пĕчĕкçĕ им-çам пакетне кăларчĕ те хĕр черккине шап-шурă порошок силлерĕ.
Кухньăран Таня таврăнчĕ. Пĕчĕк чашкăсемпе кофе илсе килчĕ.
— Кофе умĕн тата пĕрер черкке ĕçсен аван пулĕччĕ, — терĕ Дима.
— Мана çитет пулĕ. Эсир, арçынсем, ĕçĕр.
— Çук, тепĕр черкке ĕçсе памасан эпир кӳренме пултаратпăр, — терĕç каччăсем пĕр харăсах.
Таня ку черккене те ĕçсе ячĕ...
Урăх хĕр нимен те астумасть. Ирхине вăл хăй вырăнĕ çинчех вăранса кайрĕ. Анчах... амăшĕ çуратнă тумĕпе.
Душран çăвăнса тухсан сĕтел çинче укçа çыххи тата çыру выртнине асăрхарĕ.
"Таня, тавтапуç Сире пирĕнпе пĕрле ĕçсе çинĕшĕн тата пире савнăшăн. Каçарăр, Эсир çывăрса кайрăр та, сывпуллашмасăрах тухса кайма тӳр килчĕ. Укçине кивçенле паратпăр, ĕçлесе илсен парса татăр-ха. Хатĕрленĕр, ыран Сире пульницана илсе каятпăр", — тенĕ çыру çинче.
Таня каччăсем сĕннĕ пулăшăва хирĕç пулмарĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен те хăрарĕ, намăсланчĕ. Урăхла ним тума та май çуккипе ачине пăрахрĕ.
Çак кунтан Таня театрта урăх ĕçлемерĕ. Жорăпа Дима çĕнĕ ĕç тупса пама пулчĕç. Вăл вĕсене халĕ çăлаканĕсем вырăнне хурса пурăнчĕ. Çитменнине... каччăсемпе вăл савăшу хутшăнăвĕнчете пулнă. Ирĕксĕрлесе мар, хăй ирĕкĕпе. Ытлашши ӳсĕр пулнипе, мĕн пулса иртнине астумасть пулин те. "Мĕн, халĕ нумайăшĕ çапла пурăнать. Укçа пулсан темĕн тума та пулать. Кассирăн ĕç укçи апатланма та çитмест. Мĕн вăл чыс? Ав, пĕр каçрах сутса ятăм ăна. Хальхи пурнăçра арçынсем те... Никама шанма çук. Ну, юрĕ, эпĕ те пурнăçа кăштах ăнланма тытăнтăм. Чăтăр, арçынсем! Таня сире ĕне сунă пек сума тытăнĕ", — хăйне хăй хавхалантарса шухăшларĕ хĕрарăм.
Тата тепĕр эрнерен Жорăпа Дима Таня патне икĕ хĕр тата тепĕр каччă илсе пычĕç. Савăшу каçĕнче халĕ виçĕ мăшăр пĕр-пĕрин партнерĕсемпе улшăнса алхасрĕç. Паллах, çак вăййа эрехпе пĕрле им-çам ĕçнĕ Таня та хутшăнчĕ. Çакăн пек тĕлпулусем Таня хваттерĕнче кун сиктерсе пулчĕç, Жорăпа Димăсăр пуçне вăййа хутшăнаканнисем çеç улшăнчĕç. Таня ир пуçласа каçчен ĕçлемесĕрех, килĕнчен ниçтатухмасăрах пысăк укçа аптарма тытăнчĕ. Тумланчĕ. Кăмăлне каякан апат-çимĕç çиме тытăнчĕ. Еçме тата туртма хăнăхрĕ.
Юлашки вăхăтра Таня кăштах пуçĕ ыратнипе тарăхма тытăнчĕ. Кун çинчен Жорăпа Димăна пĕлтерчĕ. Лешсене çакă кăна кирлĕ пулчĕ. Пуç ыратни коньякçине хайхи шурă порошока ярса ĕçнинчен килчĕ. Каччăсем хĕре ача пăрахтарнă тухтăр патне илсе кайрĕç. Вăл вĕсен ушкăнĕнче ĕçлекен çынах пулчĕ. Пĕрремĕш укол тунă хыççăн Таня çĕнĕрен çуралнăн туйрĕ: хăйпе хăй савăнчĕ, кулчĕ, юрларĕ. Эрех ĕçмесĕрех ӳсĕрĕлнĕ хĕр ушкăнла савăшу вăййисенете савăнăçпаххутшăнматытăнчĕ. Юлашкинчен вăтанми те пулса çитрĕ.
Таня нихçан хăтăлма май çук серепене çакланчĕ. Вăл халĕ уколсăр та, асмасăр та, эрех ĕçмесĕр те, пирус туртмасăр та пурăнаймарĕ. Евгений Огнев артист ертсе пыракан вăрттăн ĕçсем туса пыракан ушкăнăн чи активлă членĕ пулса тăчĕ. Женя хĕрпе пĕр çулталăка яхăн калаçмасăр, тĕл пулмасăр тăнă хыççăн пĕррехинче Жорăпа тата Димăпа пĕрле Таня патне пычĕ.
— Салам, саркайăк! Мĕнле пурăнатпăр? — вĕçкĕнленсе калаçрĕ вăл.
Таня хăйĕн юратăвĕ çак каччăсемпе пĕрле пырса кĕнипе тĕлĕнсе кайрĕ. Вăл Женьăна паянхи кунчченех юратса пурăннă пулин те хăйне çакăн пек намăс кăтартнăшăн пĕр вăхăтрах кураймарĕ те.
— Мĕн кирлĕ сана, ирсĕр! Икĕ питлĕ ылмашмăш! Жора, Дима! Хăваласа кăларса ярăр çак путсĕре ман хваттертен! — кăшкăрчĕ хĕр хĕрелсе кайсах.
— Ман хваттертен? — Итле, пикеçĕм, санăн кунта нимĕн те çук! — тавăрчĕ ăна хирĕç Женя.
Тавлашу малалла кĕрсе каясса сиссе Жора калаçăва çемçетме тăрăшрĕ.
— Чарăнăр. Таня, Женя пирĕн ушкăнăн пуçлăхĕ. Эпир хамăр ĕçсене вăл ертсе пынипе туса пыратпăр. Вăл халĕ театрта ĕçлемест. Ăçта ĕçленине санăн пĕлмесессĕн те юрать. Вăт çапла!
Таня çак сăмахсем хыççăн самантрах шăпланчĕ. Нимĕн пулман пекех сĕтел çине апат-çимĕç майлама тытăнчĕ...
Çакăн пек пăтрашăнура виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Кĕçех Таня пурăнакан хваттер хуçисем те таврăнмалла. Виçĕ каччă тахçанах мĕн тумаллине палăртса хунă ĕнтĕ. Таньăна урăх хваттере куçарчĕç, пĕр карчăк патне. Ушкăнпа асмалли хватгер те шыраса тупрĕç. Кунсăр пуçне Таня халĕ клиентсем патне килĕсене пырса вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пукане пулеа тăчĕ. Жорăпа Дима çакăн пек пикесен евчисем пулса шутланчĕç. Хĕрсене машинăпа вĕсемех илсе çӳрерĕç. Таньăпа Женя халĕ час-часах тĕл пулаймаççĕ. Мĕншĕн тесен, ушкăн пуçлăхĕн тутанса пăхмалли çĕнĕ те çамрăкрах пирĕштисем чылай. Вăл мĕнле майпа хитре хĕрсен пуçĕсене çавăрма пултарнине Таня хăйпе пулса иртнĕ тĕслĕхрен аван пĕлет. «Вăт сана ырă кăмăллă каччă. Артист. Чăнах та, чăн-чăн артист!» — шухăшларĕ хĕр Женьăпа юлашкинчен тĕл пулнă хыççăн.
Пĕррехинче Таня тĕлне ватă, мăнтăр, ӳсĕр клиент çакланчĕ. Хитре те хăй кăмăлне каякан арçынсемпе çеç асма вĕренсе çитнĕ хĕр унпа çывăрма хирĕçлерĕ. Çакăнçинчен Жорăпа Дима Женя патне шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Лешĕ хĕре ун патне илсе килме хушрĕ.
— Эсĕ ĕçре пулнине манса кайрăн-им? Эпир сана мĕншĕн тӳлесе тăратпăр? — терĕ пуçлăх хĕр çине куçĕсене тавăрса пăрахса.
— Женя, чунăм, тархасшăн çăлса хăвар çавăн пек клиентсенчен, — тархасласа ыйтрĕ Таня.
— Клиентсене эсир суйласа илмелле мар. Вĕсем хăйсем сире суйласа илеççĕ. Эсир вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле! Кăмăлна каймасан — ялна кайса пурăн!
Женя хĕрпе урăх калаçса тăмарĕ. Урăх пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Кĕçĕр вара Таня ĕç укçисĕр тăрса юлчĕ. Ăна хваттерне леçсе хăварчĕç.
Ял тенĕрен, Таня унта кайкаласа килет. Вăл ашшĕпе-амăшĕн çаплипех пĕртен-пĕр юратнă хĕрĕ пулса шутланать. Шупашкарти пĕр пуян фирмăра «ĕçлет». Иван Петровичпа Мария Ивановна та хĕрĕ патне кайкаласа килеççĕ. Таня «чиперех» пурăннишĕн савăнаççĕ.
Мĕнле калаççĕ-ха ватăсем: «Çăмха сӳтĕлсен-сӳтĕлсен — сӳтĕлсе пĕтетех», — темеççĕ-и? Хальхи пурнăç та çавăн пекех — ыран мĕн пуласса та пĕлме май çук. Евгений Огнев ертсе пыракан ушкăн ĕçĕсем çинчен Республикăри Шалти ĕçсен министерстви интересленме тытăнчĕ. Пĕр уйăх хушшинче çак ушкăнăн ертӳçисене арестлерĕç. Следстви капкăнне Таня пеккисем те çакланчĕç. Часах суд пулчĕ. Евгений Огнева вунă çула, Жорăпа Димăна сакăр çула, тухтăра çичĕ çула, хĕр-пикесене икшер çула тĕрмене хупмалла турĕç. Таня пек наркомание ернисене ирĕксĕрлесе пульницасене вырнаçтарчĕç. Çăлкуçра пурăнакан Ивановсен çемйи хăйсен хĕрĕ следстви аллине çакланнине радио тăрăх пĕлтернинчен илтрĕ. Мария Ивановна чĕре чирĕпе чирлесе ӳкрĕ. Судсем тăрăх Иван Петрович çӳрерĕ. Ивановсен çемйинче мĕн пулса иртни çинчен ялта та калаçу çӳрерĕ. Уйрăмах шкулта Таньăна вĕрентнĕ учительсем пăшăрханчĕç, тĕлĕнчĕç те. Таня çак пăтăрмаха çакланма пултарнине хăшĕ-пĕрисем ĕненесшĕн те пулмарĕç.
Иван Петрович Шалти ĕçсен министерствинчи çывăх юлташĕ урлă Таньăна, пульницаран сипленсе тухсан, пĕр çулталăк хушши условно лармалла тутарттарма май шыраса тупрĕ.
Паян вĕсем хĕрĕ патне пульницана пычĕç. Таня ашшĕпе амăшне курсан вĕсен умне чĕркуçленсе ларчĕ.
— Каçар, аннеçĕм!.. Каçар, аттеçĕм!..
— Иван Петрович Таньăна çĕклесе илсе ура çине тăратрĕ.
— Хĕрĕм, мĕн хăтланатăн? Çынсем мĕн калĕç? Ав пурте пирĕн еннелле пăхаççĕ, — теме çеç пĕлчĕ. — Лăплан, хĕрĕм, — сăмах хушрĕ Мария Ивановна та, — пурнăç пĕтмен-ха, унăн вĕçĕ-хĕрри те çук, уйрăмах çамрăксемшĕн. Анчах пĕр кĕтмен çĕртен татăлма та пултарать. Ку вăл çынран хăйĕнчен килекен япала. Çакăн пек пурнăçа этем ывăл-хĕрĕ пĕлсех суйласа илет. Турра шĕкĕр, тĕрмене çакланмарăн.
— Таня, эпир сан пата лекци вулама килмен. Мĕн пулса иртни çинчен эсĕ сывалса тухсан тĕплĕнрех калаçăпăр. Сывалма çеç тăрăш. Сываласси веçех санран килет. Чăт. Тухтăрсем мĕн каланине итле, — терĕ Иван Петрович хĕрне пуçĕнчен шăлса.
Таня нимĕн те чĕнмерĕ, пит çăмартисем тăрăх юхакан вĕри куççульне çеç сăтăркаласа тăчĕ.
VI. Пурнăç пиртен ыйтмасть
Тата пĕр çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Таня пульницаран тухсан тăван ялне таврăнчĕ. Иван Петрович хĕрне хăй патне ĕçе вырнаçтарчĕ. Шупашкарта кассир пулса ĕçлесе курнă Таня колхоз правленийĕнче çак ĕçсене чиперех илсе пычĕ. Вăл ял çине тухса çӳремерĕ, клуба каймарĕ, ялти çамрăксемпе те хутшăнмарĕ. Хĕре хăй çине куран-тăран пӳрнипе тăсса кăтартнăн туйăнчĕ. Намăсланчĕ. Нушаланчĕ...
— Атте, — терĕ пĕррехинче Таня ирхи апат вăхăтĕнче, — эпĕ урăх çăмарта ăшĕнче пурăннă пек пурăнаймастăп. Часах ухмаха еретĕп пулмалла. Тĕлĕксенче те иртнĕ пурнăçпа нушаланатăп. Леçсе яр мана, тархасшăн, Шупашкара.
— Шупашкара? Ара, унта сана пурăнма тата йывăртарах пулать, хĕрĕм. Малтанхи юлташусемпе тĕл пулас пулсан? — ашшĕнчен маларах сăмах хушрĕ амăшĕ.
— Çук, вĕсем пурте тĕрмере лараççĕ. Çитменнине, эпĕ сывалса çитнĕ çын, пурнăç мĕн иккенне те аван тутанса пăхрăм. Атте, тархасшăн.
— Хĕрĕм, тен, пĕр-икĕ çул ялтах пурăнăн?
— Çук, атте, ман çине кунта вăрă-хурах, аскăн хĕрарăм çине пăхнă пек пăхаççĕ. Чăтаймастăп эпĕ çакăн пек пурнăçа, — тарăхсах калаçрĕ Таня.
Ашшĕпе амăшĕ çывăрма выртсан хĕрĕн малашнехи пурнăçĕ çинчен нумайччен калаçса выртрĕç. Хĕрĕ асапланнине те пĕлеççĕ, ăна ăнланаççĕ те. Анчах каллех хулана кăларса яма хăраççĕ.
Канмалли кун Иван Петрович Шупашкара кайса килчĕ. Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекен юлташĕпе тĕл пулчĕ. Лешĕ ăна Таня валли ĕç тупса пама шантарчĕ.
— Хĕрĕм, — терĕ вăл хуларан таврăнсанах, — çитес канмалли кун Шупашкара каятпăр. Исай Сергеевич сана министерствăра ĕç тупса паратăп терĕ...
Таня Шупашкара куçрĕ. Шалти ĕçсен министерствин вăрттăн пайĕнче çыру ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пулса ĕçлеме тытăнчĕ...
Коля Сидоровăн ывăлĕ тăватă çулта ĕнтĕ. Сăн-пуçĕпе — каснă лартнă ашшĕ. Питĕ ăслă калаçать. Тирпейлĕ. Коля хăйне шанса панă тракторпах ĕçлет. Механизаторсенчен чи хастарри. Юлия Никитична та чиперех, сывлăхпа пурăнать. Ĕçе çӳрет. Пĕчĕк Ивана ирсерен колхозăн ача пахчине леçеççĕ. Сидоровсем кăçал çĕнĕ çурт туса лартрĕç. Çӳллĕ, икĕ хутлă, кермен пекех. Çакăн пек пысăк çурта туса лартма колхоз правленийĕ кивçен, вунă çул хушшинче тӳлесе татмалла, укçа пачĕ.
Коля Таньăпа мĕн пулса иртни çинчен Çăлкуçра пурăнакан пĕр трактористран илтрĕ. Хурланчĕ, паллах. Çилленчĕ те, вăрçрĕ те... Анчах юрату туйăмĕсене, ĕмĕрлĕхех чĕрине вырнаçса юлнăскерсене, кăклаймарĕ. Таня яла таврăннине илтсен унпа тĕл пулса калаçасшăнччĕ, анчах хĕр чĕрине çунтарас килмерĕ, шеллерĕ.
Иван пилĕк çул тултарнă çĕре Сидоровсем менелник турĕç. Коля ывăлне çĕнĕ костюм тата виçĕ кустăрмаллă велосипед илсе пачĕ. Вĕсем Иванпа пĕрле кӳлĕ хĕррине кайса уçăлса çӳрерĕç. Зина вилтăпри çине чĕрĕ чечексем кайса хучĕç.
— Ывăлăм, санăн аннӳ çакăнта çывăрать, — терĕ Коля.
— Атте, вăл хăçан çывăрса тăранать? Хăçан киле таврăнать? — чĕвĕлтетрĕ пурнăçри пур пулăмсене те ăнланайман ывăлĕ.
Коля нимĕн те чĕнмерĕ, Ивана аллинчен тытса ялалла утрĕ.
...Çĕнĕ çул умĕн Коля Шупашкара кайса килме шухăш тытрĕ. Вăл тахçантанпах ĕнтĕ хулара пулман. Туянмаллисем те чылаях тупăнчĕç. Вĕсен çывăх тăванĕсемех çук унта, хăйсен ялĕнчен куçса кайнă пĕлĕшĕсемсĕр пуçне. Çĕр выртма хăна çуртĕнче те пулать. Автобуспа каяс пулсан икĕ сехет çурăрах çитме пулать тĕп хулана. Пирвайхи рейспа çула тухсан, ыран киле юлашки рейспа таврăнсан — пур ĕçсене те туса ĕлкĕрме пулать, лавккасем тăрăх чупма та вăхăт юлать.
Пĕрремĕш кун Коля хулара савăнăçпах çӳрерĕ. Пасарсенче пулчĕ, лавккасене çитсе курчĕ. Тепĕр кун ывăнса çитрĕ, каç ниепле пулайманни — пе тарăхса та илчĕ.
— Ай, тур-тур, мĕнле пурăнаççĕ-ши хулари çынсем? Эпĕ икĕ кун хушшинчех халран кайрăм. Темĕн тума билетне юлашки рейса илтĕм ĕнтĕ? — тесе тарăхса автовокзала çул тытрĕ.
Автовокзалăн иккĕмĕш хутĕнче çын çукпа пĕрех. Коля автобусĕ сехет çурăран тин каймалла. «Ларам-ха пăртак канса», — терĕ те вăл, кĕтесре тăракан йывăçдиван çине кайсаларчĕ. Тĕлĕрсе каймахтытăннăччĕ ĕнтĕ, çумĕнчен иртсе каякан çыннăн ура сассипе куçĕсене уçрĕ. Юнашар диван çине пĕр хĕрарăм пырса ларчĕ. Те çамрăк, те ватă — паллă мар, явлăкĕпе пĕтĕм пит-куçне хупланă. Хăй ĕлккенех те тумланман. Аллине урамри сивве пăхмасăр лайăхах чĕркемен ача тытнă. Диван çинчи арçын пуçне тайсах тĕлĕрсе ларнине туйса хайхи хĕрарăм чĕркенĕ ачине диван çине вырттарчĕ те чупнă пекех иккĕмĕш хутран анса кайрĕ. Коля мĕн пулса иртнине тавçăрса илсе хĕрарăм хыççăн чупрĕ. Урамра хĕллехи сивĕ çил хĕрарăм çинчен явлăкне сирсе пăрахрĕ.
— Таня вĕт ку! — кăшкăрса ячĕ Коля.
Вăл урама тухнă çĕре Таня такси çине ларма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Машина тапранса кайрĕ.
— Таня! Таня! — кăшкăрчĕ машина хыçĕнчен чупакан Коля. Анчах кăшкăрни харама кайрĕ.
Коля вокзала каялла кĕчĕ. Ачана чĕркенĕ кипке саланса кайнă. Пĕр эрне каялла çеç çуралнă пĕчĕк чун алли-урисемпе тапкаланса выртать. Коля ачана чĕркерĕ те аллине илсе телефон патне чупрĕ. «Васкавлă пулăшу» тата милици чĕнтерчĕ. Вĕсем пырса çитнĕ çĕре ача йĕме те тытăннăччĕ ĕнтĕ. Тухтăрсем ачана хăйсен аллине илчĕç. Коля хăй мĕн курни çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, анчах хĕрарăмĕ кам пулнине каламарĕ. Ача амăшĕ Таня пулнине унăн ĕненес килмерĕ. Тухтăрсем ачана пĕчĕк ачасен çуртне илсе кайнине пĕлтерчĕç.
Коля яла мĕнле çитнине те сисмерĕ. Шухăшларĕ... Шухăшларĕ... «Çук, Таня пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен вăл пульницаран сывалса тухнă, ашшĕ ăна Шалти ĕçсен министерствинче лайăх ĕç тупса панă. Нивушлĕ юлашки вăхăтра вăл çĕнĕрен пăсăлса кайнă? Шанас килмест, анчах...», — текелесе килне çитрĕ...
Таня çĕнĕ ĕçре çур çула яхăн чиперех ĕçлерĕ. Никампа та хутшăнмарĕ, общежитире те пĕр пӳлĕмре иккĕн çеç пурăнчĕç. Çамрăклăхăн чикки çук тенĕ пек, ăна министерствăра ĕçлекен авланнă капитан юратса пăрахрĕ. Пĕр-икĕ уйăхран вăл хĕре юрату туйăмĕпе тыткăнларĕ. Таня вăл авланни — не ăна парăннă хыççăн çеç пĕлчĕ. Кăштах вăхăт иртсен унран ача пулассине те тавçăрса илчĕ. Вăл арçын ултавĕн иккĕмĕш серепине çакланчĕ. Çамрăк хĕрарăм капитана нимех те пĕлтермерĕ, анчах унпа тĕл пулма пăрахрĕ, ĕçрен те никама систермесĕрех тухса кайрĕ. Белов полковник, Иван Петрович юлташĕ, Таня ĕçе тухманнине пĕлсен хăйĕн сотрудникĕсене общежитие кайса пĕлсе килме хушрĕ. Анчах Таня çак вăхăтра общежитирен те тухса кайма ĕлкĕрчĕ. Ăçта çӳрет вăл, ăçта пурăнать, мĕн ĕçлет — никам та пĕлмерĕ. Исай Сергеевич Таня çухалнă пирки ашшĕ-амăшĕсене пĕлтерчĕ. Милици шырав ĕçне пуçăнчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...