Этем шăпи :: II. Синкер
Пурăнас килет
Эдикăн çар служби ăнăçлă иртрĕ. Пырсанах ăна лейтенант звани пачĕç, командирăн политикăпа воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулса тăчĕ.
Куллен тенĕ пекех Зося патне ăшă çырусем çырчĕ. Зося та унăн çырăвĕсене вăхăтлă та чун-чĕререн хуравласа тăчĕ. Çак пĕр-пĕрин патне çырнă çырусем икĕ çамрăк чун хушшинчи юрату куллен-кун çирĕпленсе пынине çирĕплетрĕç.
Çĕртме уйăхĕ. Симĕс сăр ăшне путнă тавралăх чуна ăшăтать, кантарать. Шкулсенче юлашки экзаменсем пыраççĕ, вĕренӳ çулĕ вĕçленсе килет. Аслă çултан Кусăрка еннелле офицер тумĕ тăхăннă çамрăк çын утса мар, чупсах çывхарать. Типĕ çырма урлă каçрĕ те ялăн хĕвеланăçнелле пăрăнчĕ. Тĕл пулакансене алă тыта-тыта сывлăх сунчĕ. Çапла майпа хăй çуралса ӳснĕ çурт умне пырса тăчĕ. «Улшăннă кăштах, улшăннă. Пӳрттăрри те тутăха пуçланă. Сарай кĕтесси те пĕр тĕлтен çĕрет», — хăйпе хăй калаçса илчĕ Эдик.
— Анне, анне тетĕп! — кăшкăрса ячĕ вăл картишне чупса кĕнĕ- кĕменех.
Хирĕç хуравлакан пулмарĕ. Картишĕнчи Жучка çеç ăна палласа илсе хӳри вĕçне пăлтăртаттарма тытăнчĕ, йынăшса ячĕ. Эдик йытта пырса çупăрларĕ те пӳртелле вăркăнса кĕчĕ. Кĕнĕ-кĕменех унăн сăмси шăтăкне ăшă çăкăр шăрши кăтăклантарса кăштах пуçне çавăрчĕ.
— Анне! — чĕнчĕ Эдик тепĕр хут. Кăмака умĕнче кăштăртатакан амăшне курчĕ те ăна мăйĕнчен ыталаса илчĕ.
— Пӳлĕхçĕм, ывăлăм! Таврăнтăнам? — теме çеç ĕлкĕрчĕ Марье аппа. Куçĕсенчен куççуль тумламĕсем юхса анчĕç.
— Атте ăçта? — васкаса ыйтрĕ Эдик амăшне вĕçертмесĕрех.
— Ăçта пултăр ĕнтĕ вăл, хăйĕн пыл хурчĕсенчен уйрăлаймасть. Пахчара... — пăшăлтатрĕ куçĕсене тутăрпа шăла-шăла савăннă амăшĕ.
— Эпĕ халех, анне, — терĕ те Эдик пахчаналла вирхĕнчĕ.
Ашшĕ тăрăшсах вĕлле умĕнче темĕскер маçтăрлать. Вĕлле хурчĕсем пĕтĕм пахча вĕçеççĕ, улмуççисемпе чие тĕмĕсем çинчен нектар пуçтараççĕ.
— Ă-ă-ă... Çаклантăна? — терĕ те Эдик ашшĕ çине сиксе ларса ăна хăй кӳлепипе çĕр çинех хупласа хучĕ.
— Ывăлăм! Епле хăратса пăрахрăн эс мана! Офицер пулса таврăнсан та ача ăсĕ тухман иккен-ха санран, — текелесе Микул пичче ывăлĕн ытамĕнчен тухма тăрăшрĕ. Эдик ăна хăех ура çине йăтса тăратрĕ, тепĕр хут çирĕппĕн ыталаса илчĕ.
— Атя пӳрте! Анне унта çав тери тутлă кукăль пĕçерсе кăларнă, — тесе вăл ашшĕне пӳрте вăйпах çавăтса кĕчĕ. Хăвăрт кăна офицер тумне хывса çакса хучĕ, çăвăнчĕ те çӳхе тум тăхăнса сĕтел çывăхнелле утса пычĕ.
Марье аппа сĕтел çине майлама та ĕлкĕрнĕ: кăмакаран тин çеç кăларнă пăрçа яшки пăсланса ларать, чашкă тулли хур ашĕ купаланă, аш кукăлĕ те пĕтĕм пӳрте тутлă шăршă сарнă.
— Ларăр хăвăртрах сĕтел хушшине, атту сивĕнет, — тесе Марье аппа малти пӳрте кĕрсе кайрĕ, шĕвек тултарнă графин йăтса тухрĕ.
— Ку вăл — пылтан тунă шерпет. Ывăл салтакран таврăннă ятпа мĕнле тутанса пăхас мар, — тесе черккесене тултарма тытăнчĕ.
— Çитĕ сана чупкалама, анне. Лар пирĕн çума та кан пăртак пирĕнпе пĕрле, апат çи, — тесе Эдик амăшне ашшĕпе хăй хушшине лартрĕ.
— Юрĕ, эппин, ывăл сывлăхĕшĕн пĕрер черкке пушатсан та ытла пысăк çылăх пулмĕ, — терĕ Микул пичче ура çине тăрса. Эдикпа Марье аппа та аллисене черккесем тытса ура çине тăчĕç, чăнкки! тутарчĕç, пыл шерпетне тутанчĕç.
— Çи, ывăлăм, çи, — текелесе Марье аппа ывăлĕ умне нимĕн лартма пĕлмесĕр ăшталанать. Пĕр вырăнта чăтса лараймасăр сĕтел хушшинчен тухать те чаршав хыçĕнчен сăра витри çĕклесе тухать.
— Мансах кайнă сăра пирки, тин çеç сунă сĕт пекех кăпăкланса тăрать, — тесе сăрине хăварт кăна стакансене тултарать.
Пыл эреххи, пыл сăри тутлине тутлă та, хăватлăхĕпе çул çинче ывăнса çитнĕ офицера ӳсĕртсех ячĕç. Карчăкпа старик ывăлĕ апат çинине пăхса тăранаймаççĕ. Ун çине пăхса ларнипех тăранчĕç пулмалла хăйсем.
— Каçчен мунча чĕртсе ярас-ха, — ура çине тăчĕ Микул пичче.
— Ыран ак хăнасем пухăпăр, — текелесе Марье аппа сĕтел çинчен пуçтарма тытăнчĕ.
Çуллахи мунчана пултарасси йывăрах мар. Пĕр çĕклем вутăпах мунча чулĕсем шартлатса тăма тытăнаççĕ.
Микул пиччепе Эдик мунча чулĕ çине сăра сапа-сапах çапăнчĕç, çăвăнса тасалчĕç. Мунча пăлтăрне тухса сăра ĕçрĕç, çемçе курăк çине выртса канчĕç.
Мунчаран тухнă çĕре кĕтӳ те кĕнĕ иккен, каç сăнĕ самаях çапнă.
— Каçчен апат тăвăр та выртса çывăрăр, — терĕ Марье аппа арçынсене. Кĕçĕр вăл ывăлне ниçта та кăларасшăн марччĕ. Каккуй выртса канма унта! Каччă шухăшĕпе тахçанах Зося патне çитнĕ. Çыру тăрăх та хăçан çитессине пĕлтернĕччĕ уйăх каялла. Анчах мĕн сăлтавпа-тăр хурав кĕтсе илеймерĕ...
Эдик салтака кайиччен туяннă çĕнĕ шăлаварпа костюмне тăхăнчĕ.
— Кайрăм эпĕ! Аçта кайнине тата хăçан таврăнассине хăвăрах пĕлетĕр, — тесе пĕчĕк ача пек пӳртрен сиккелесе тухса чупрĕ.
— Турăçăм! Мĕн пулать-ши кĕçĕр манăн ывăлăма! Пӳлĕхçĕм, чăтăмлăх пар ăна, тархасшăн! — тесе Марье аппа турăш умне тăрса сăхсăхрĕ. Алăксене хупнипе питĕрнине тĕрĕслерĕ, çутă сӳнтерчĕ, çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе кайса çухалчĕ.
Эдик клуба чарăнмарĕ те. Пĕлет вăл Зося пĕччен чухне унта çӳресех кайманнине. Çавăнпа та тӳрех Пухмача çул тытрĕ.
Унта çитнĕ çĕре самаях тĕттĕмленнĕччĕ ĕнтĕ. Унта-кунта ял йыттисем вĕрни илтĕнет. Каччă Зося пурăнакан пӳрт умне çитрĕ, алăкран шаккарĕ. Тĕлĕнмелле! Зося килте чухне алăка вăл пынă çĕре нихçан та питĕрекен марччĕ-çке. Алăка Зося амăшĕ уçрĕ, вăл тĕлĕннипе каялла чакрĕ, чĕтрекен тутисемпе:
— Кĕр-р пӳртелле, ывăлăм, — теме çеç пĕлчĕ.
Аван мара сиссе-и, Эдик чĕри те йĕппе чикнĕ пекех ыратса кайрĕ.
— Нина аппа, Зося ăçта?
Амăшĕ нимĕн те чĕнмерĕ, кĕнеке шкапĕнчен çыру илсе Эдика тыттарчĕ, хăй кайри пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Эдик нимĕн ăнланаймасăрах тыттарса хăварнă çырăва сывламасăр тенĕ пек вуласа тухрĕ: «Эдик, манăн юратнă Эдик! Каçар мана, тархасшăн! Хам панă сăмаха тытаймарăм. Сутса ятăм çичĕ юта пĕрле çуратнă юратăва. Эпĕ сана юрăхлă çын мар. Упăшкапа Çĕпĕре тухса каятăп. Ан шыра. Эсĕ мана каçарсан та Турă мана каçарас çук — сĕре те пысăк çылăхăм. Телейлĕ пул, Эдик. Тепĕр хут каçару ыйтатăп санран. Паллах, каçарма пултарайсассăн... Зося».
Эдик çырăва вуласа тухсан чутах урайне тĕшĕрĕлсе анатчĕ. Пуçĕ çаврăнса кайрĕ, куçĕсем хуралса килчĕç, аран-аран урама тухса ӳкрĕ. Нина аппа мĕн каласа юлнине те ăнланмарĕ.
«Мĕн пулса тухрĕ-ха капла? Зося, чунăм, мĕн туса хутăн эсĕ мана? Пĕр уйăх каялла çеç кĕтни, юратни çинчен çырса янăччĕ-çке...» — такмакла-такмакла Эдик хăйсен пӳрчĕ умне çитсе чарăнчĕ. Алăк шаккаса ашшĕпе амăшне вăратасшăн пулмарĕ. Сад пахчине кĕрсе хӳшĕри утă тултарса тунă тӳшек çине çаврăнса çапăнчĕ. Çĕрĕпех ĕсĕклесе йĕрсе выртрĕ каччă. Хăмла çырли тĕмĕсем хушшинче кашни каçах юрлакан шăпчăк кĕçĕр ăна чĕнмерĕ. Вăл та каччă хуйхине туйса унпа пĕрле йĕчĕ пулмалла.
Тул çутăласпа кăна вилнĕ пек çывăрса кайнă Эдик. Кăнтăрла çитеспе тин куçне уçрĕ. Пуçĕ çурăлас пекех ыратать. Куçĕсем хĕрелсе кайнă. Çурăм таранах сивĕ шывпа çăвăнсан кăштах вăй хушăнчĕ ăна, пӳрте кĕчĕ.
Марье аппа сĕтел çине апат хатĕрлесе хунă. Вăл ывăлĕ çумне ларчĕ, куçне шăла-шăла çапла каласа пачĕ:
— Турă пӳрнинчен иртме çук, ыльăм. Эсĕ — арçын, çирĕп чунлă. Йывăр пулсан та чăтмаллах. Зосьăн айăпĕ те çукрах теççĕ пĕлекенсем. Колхоза çул-йĕрсене асфальт сарма эрменсен ушкăнĕ килнĕччĕ. Ĕне ферминче вĕсенчен пĕри Зосьăна килĕштерсе пăрахнă, тет. Вĕсем хушшинче мĕн пулса иртнине Турă çеç пĕлет. Халĕ кам мĕнле пĕлет çапла юптарать. Çын хуйхи хальхи пурнăçра çур пуса та тăмасть. Хайхи, Зосьăна кăмăлласа пăрахни, çуралнă кунне паллă тунă, хĕрсене те хăнана чĕннĕ имĕш. Юлашкинчен, ĕçсе-çисе тăрансан, хĕрсене машина çине лартса вăрмана ярăнтарнă. Кăштах эрех тутанса пăхнă хĕре лешĕ вăйпах хăйĕн тунă пулать. Турă каçартăр çын сăмахĕ урлă çеç калаçнăшăн. Çын кулли пулас мар тесе Зося çав çынна качча кайма килĕшнĕ пулать вара, иккĕшĕ пĕрле Çĕпĕре тухса кайнă. Çапла, ыльăм...
Амăшне итленĕ хыççăн Эдик нимĕн шухăшлама та пĕлмерĕ. Пуçне çеç пӳрт пĕрени çине çапа-çапа илчĕ, çӳçне-пуçне лăскарĕ...
Йывăçсем çинчи çулçăсем саралса çĕре ӳкме пуçларĕç. Вĕренӳ çулĕ çывхарса килет. Роно кăçал Эдика Кусăркана ĕçлеме куçарчĕ. Зосьăран çаплах пĕр хыпар та килмерĕ, унăн адресне те пĕлеймерĕ Эдик. Вăл килне те, хĕр тантăшĕсем патне те çыру çӳретмест иккен.
Эдуард Николаевича 5-мĕш класс руководителĕ туса хучĕç, вĕсенех математикăпа вĕрентет. Шкулта кăçал çамрăк учительсем татах та пур. Кăçал кăна педучилище пĕтернĕ икĕ чăваш хĕрĕ. Пĕри — Раиса Васильевна Петрова, кĕçĕн классенче ĕçлекенскер, тепри — Оксана Олеговна Иванова, аслă пионервожатăй. Рая — Пухмачран, Оксана — кусăркасемех.
Аманнă юрату суранĕ те малтанхи пекех чăрмантармасть Эдика çамрăксен хушшинче. Çитменнине, Раиса Васильевна Эдикăн чун тухтăрех пулса тăчĕ. Яланах унпа юнашар пулма тăрăшрĕ, лăплантарчĕ...
Ĕнтĕ хура кĕр кунĕсем пуçланчĕç. Çумăрлă та сивĕ кăçалхи кĕр. Урамра чĕркуççи таран пылчăк çăрăлать. Эдикпа Рая пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕç. Пĕррехинче учительсен кану каçĕнче Эдик Райăна юратса пăрахни çинчен пĕлтерчĕ. Рая та кăмăллать иккен Эдика, юратать. Пĕр эрнерен туй тума калаçса татăлчĕ çамрăк мăшăр.
Рая сеп-сенкер куçлă, сап-сарă çӳçлĕ питĕ те хитре хĕр. Çӳллĕ те хуп-хура çăра çӳçлĕ, хăмăр куçлă Эдика вăл юратмаллипех юратса пăрахрĕ. Туйне те пĕтĕм ялĕпех турĕç. Телейлĕ мăшăр Эдиксем патĕнче пурăнчĕ.
Мĕнле телейлĕ вĕсем, туй хыççăнхи пирвайхи çулсем! Эдик Райăна пĕр утăм та хăйĕнчен хăвармасть. Çисе ярайман çăкăр татăкне те хăех çисе ярать (тăраннă пулсан та). Микул пиччепе Марье аппа та лайăх кин тĕлне пулнипе, ывăлĕн хуйхи иртсе кайнипе чун-чĕререн савăнаççĕ...
Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Романовсен кил çуртĕнче халь икĕ хĕрупраç ӳссе çитĕнет: Ира — асли, пĕрремĕш класра вĕренет, Кира — кĕçĕнни, килте аслашшĕпе тата асламăшĕпе «хуçаланать». Ирăна хăйĕн амăшех вĕрентет. Вăл ашшĕне хунă, хуп-хура çӳçлĕ. Кира — чăн-чăн амăшĕ: сеп-сенкер куçлă, кăлкан пек шурă çӳçлĕ... Романовсем пектелейлĕ мăшăр та çук тейĕн Кусăркара. Вĕсем çине пăхса пĕтĕм ял-йыш савăнать.
Анчах. Синкер куçа курăнса килместçав. Рая шкултан вăйсăрланса, сывлама йывăррипе нушаланса таврăнма пуçларĕ. Чирленисем малтан та пулнă ĕнтĕ. Час-часах пыр шыççипе те аптăратчĕ Рая, ӳслĕкте аптăрататчĕ ăна. Сывалас тесе санаторире те пĕрре мар пулнă. Чирĕ кăна парăнасшăн мар, вăйлансах пычĕ. Юлашкинчен чирĕ те паллă пулчĕ — вăрахлăха тăсăлакан астма.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...