Этем шăпи :: I. Çамрăклăх


Пĕр каç çапла савăнса ларнă вăхăтра спортзал чӳречи чăлтăр! туса арканчĕ, урайне шурă хутпа чĕркенĕ чул татăкĕ кĕрсе ӳкрĕ. Хĕрупраçсем шари! кăшкăрса ячĕç, Елена Ивановна йĕри-тавра пухăнса тăчĕç.

— Лăпланăр, ачасем! Халех мĕн иккенне пĕлетпĕр! — терĕ. Хута аллине илсе вуласа пачĕ: «Янки! Убирайтесь отсюда! Местные джигиты».

— Нимех те мар, — лăплантарчĕ ачасене Елена Ивановна, — шӳтлеççĕ. Çитменнине тата, ыран каç эпир кунтан тухса та каятпăр.

Малалла юрлас-ташлас шухăш та пĕтрĕ, пурте çывăрма хатĕрленчĕç.

Тепĕр каçхине ушкăн пăрахут çине ларса анлă Атăл тăрăх Чĕмпĕр хулине çул тытрĕ. Мĕнле илемлĕ тата ырă çĕрлехи палуба çинче тавралăх илемĕпе киленсе пыма, юрă шăрантарма, шăплăха итлеме! Атăл сăпкинче ярăнса майĕпен-майĕпен тĕлĕрсе пыни мĕне тăрать!

Акă Чĕмпĕре те çитрĕç туристсем. Хула вĕсене хĕвеллĕ кунпа кĕтсе илчĕ. Елена Ивановна хулара нумай вăхăт хушши чарăнса тăмассине пĕлтерчĕ. Лавккасенче виçĕ талăк валли тĕрлĕ апат-çимĕç туянсан, Сĕве тăрăх Эптри ялнелле çул тытрĕç çулçӳревçĕсем. Çурăм çинче пурин те пысăк кутамккасем. Женя аллине баян тытнă. Вăл вăйлă, çӳллĕ, хуп- хура, çĕлĕк пек хулăн çӳçлĕ илемлĕ каччă. Ушкăн хула варринчи йывăç кĕпер патне пырса çитрĕ те шывăн сулахай çыранĕпе çурçĕрелле çул тытрĕ.

Пĕрремĕш кану вырăнĕ. Çул çине тухнăранпа тăватă сехет иртнĕ. Çыран хĕрринчех кăвайт чĕртсе яшка пĕçерме пысăк хуран тата чей вĕретме чейник çакса ячĕç. Пур ĕçсене те Елена Ивановна ертсе пычĕ, пулăшаканĕ Женя пулчĕ.

Кăштах кансан, апатлансан ушкăн çулçӳреве малалла тăсрĕ. Пăчă. Пăвансем сырса илнĕ те çăварах кĕрсе кайма хатĕр, çыртаççĕ... Каç пуласпа ачасем пĕр ял çумĕнчи вăрмана çитрĕç, çĕр каçма хатĕрленме пуçларĕç: икĕ чатăр карчĕç, вут-шанкă пуçтарчĕç...

Апат çисе чей ĕçсен пурте кăвайт умне пухăнчĕç, çĕрлехи дежурнăйсен графикне сӳтсе яврĕç. Кунĕпе утса ывăннă пулсан та кăвайт умĕнче баян сассипе çамрăксене çĕнĕрен чун кĕчĕ: ахăлтатрĕç, ташларĕç...

Арçын ачасем хăйсен, хĕрупраçсем хăйсен чатăрĕсене кĕрсе вырнаçрĕç. Çур çĕр иртсе икĕ сехетчен Женьăпа Вера Алешинăн дежурствăра ларма тӳр килчĕ. Вера Женьăран икĕ çул кĕçĕнтерех. Вăл Пуншра пурăнать. Чăвашла вулама-çырма пĕлмесен те, таса калаçать. Женя Верăна тахçанах куç хывнă, унпа тĕл пулса калаçма самантне çеç тупайман. Турпоход Женьăпа Верăшăн Турă парниех пулса тăчĕ. Каччă хĕр çине пăхса тăранаймасть. Кăвайт умĕнче капла та хӳхĕм хĕр татах та асамлăрах курăнать.

— Вера, — терĕ шăппăн Женя. — Пĕлетĕн-и, эпĕ сана тахçантанпах сăнаса пурăнатăп. Тĕлĕксенче те эсĕ çеç курăнатăн. Юратсах пăрахрăм пулмалла. Кала-ха тĕрĕссине, эпĕ сан кăмăлна каятăп-и?

Хĕр вăтаннипе хăйĕн пит çăмартисем тата ытларах пĕçерсе кайнине сисрĕ. Кăнтăрла пулнă пулсан Женя тавçăрса та илнĕ пулĕччĕ. Кăвайт умĕнче ахаль те хĕрлĕ курăннипе пит çăмартисем тата ытларах хĕрелнине Вера хăй çеç туйрĕ.

— Эпĕ те сана пĕлтĕртенпех кăмăллатăп. Çак сăмахсене илтессе тахçанах кĕтнĕ...

Женя хĕре кĕçĕр пĕрремĕш хут чуптурĕ. Вера та хăмла çырли пек тутисене каччă тутисенчен тартмарĕ...

Виçĕ кун иртсе те кайрĕ. Виççĕмĕш кун витререн тăкнă пек çумăр çурĕ, ĕнсе типнĕ тавралăх ешерсе, уçăлса кайрĕ, çăвăнчĕ. Юлашки апата çĕрĕпе пухăннă çумăр шывĕпех пĕçерчĕç çамрăксем. Кутамккасем пушанчĕç пулин те урасем ыратнипе утма йывăрланнăçемĕн йывăрланса пычĕ. Сала вăрманĕнчен ушкăнри ачасем тĕрлĕ çулпа тĕрлĕ еннелле çул тытрĕç. Женя Ровница ялĕнче пурăнать, унăн килĕ чи çывăххи, Лăчăн шывĕ урлă каçсанах Верăн киле çитес тесен тата виçĕ çухрăм утмалла. Виçĕ кун хушши кедăпаçӳресе урисене хăлсуш тухнă, аран-аран пускалать. Женя япалисене килне кĕртсе хăварчĕ те Верăна Пунш станцине ăсатса ячĕ.

Çуллахи кану вăхăчĕ вĕçленчĕ. Çак вăхăтра Женя колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хучĕ. Çемйи те пысăк вĕсен: ашшĕ, Василий Тихонович — инвалид, хăрах алăллă учитель; амăшĕ — Ольга Никитична, пысăк çемьене пăхса- тăрантарсах хăйĕн пурнăçне ирттерет, колхозри ĕçсене те хутшăнать; Таня, Зина, Рита йăмăкĕсемпе Олег шăллĕ. Мĕнле пулсан та Женя — асли, ашшĕпе-амăшĕн шанчăкĕ, аванах пулăшать каникул вăхăтĕнче кил- йышне.

Ĕçрен ывăнса таврăнсан Вера патне курнăçусене те çӳреме манмасть. Çак курнăçусенче ывăнни иртсе кайса çĕн вăй-хăват кĕрет каччă чунне. Çамрăксен чĕрисем пĕр-пĕрин патне çывăхлансах пычĕç, юрату туйăмĕ те вăйлăлансах ялкăшрĕ.

Юлашки вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ Женьăшăн, Верăн тата икĕ çул вĕренмелле-ха. Тепĕр вĕренӳ çулĕ хушши кулленех пĕр-пĕрне курма пултараççĕ вĕсем, Женя та шкултан тӳрех килне ăсатма пултарать савнине. Çамрăксен туйăмĕ çинчен юлташĕсем те пĕлсе çитрĕç, вĕсене Ромеопа Джульетта вырăнне хурса хисеплеççĕ, ырлаççĕ вĕсен юратăвне. Чăнах та, Турă вĕсене пĕр-пĕрин валлиех çуратнă тейĕн.

Юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн концерчĕсемпе кăçал та ялсем тăрăх çӳрерĕ. Пушăрах вăхăтсенче Женя вăтам шкул профаммипе экзаменсем тытма хатĕрленчĕ.

Çамрăк чухне пурнăç çулĕпе тĕрĕс утсан, юрату çулăмĕпе çунмаллипех çунсан вăхăт сĕре те хăвăрт иртсе пырать.

Акă паян вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вера Женьăна саламласа лантăш чечекĕсен пуххи парнелерĕ. Экзаменсем те ăнăçлах иртрĕç. Женя Чĕмпĕрти телевизорсем тӳрлетекен маçтăрсен курсне вĕренме кĕчĕ. Кашни канмалли кунсенчех яла, Вера патне çӳрерĕ. Вера та кăçал вăтам шкул пĕтерет, медучилищĕне вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Женя салтака каймалли çинчен хут штчĕ. Верăн вĕренсе пĕтернĕ ятпа ирттернĕ кану каçĕнче те пулаймасть. Вера вара савнине салтака ăсатмалли каçра пулчех. Çак каç унăн чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕ. Женя Верăна ăсату каçне мотоциклпа кайса илчĕ, çав каç ăна ашшĕ-амăшĕпе, йăмăкĕсемпе, шăллĕпе паллаштарчĕ. Çамрăксем çĕрĕпех урамра ташларĕç, савăнчĕç.

Нумайччен çӳрерĕ каллĕ-маллĕ урам тăрăх çамрăк мăшăр. Вĕсем мĕн çинчен калаçнине çурхи тӳпери çăлтăрсемпе кĕмĕл уйăх çеç тĕплĕнрех пĕлеççĕ пулмалла. Çапах та...

— Астăватăн-и, Женя, эсĕ мана пĕрремĕш хут юрататăп тенине, пĕрремĕш хут каçăхса кайса чуптунине? — сăмах хушрĕ шăплăха вăратса Вера.

— Ăçтан манма пултарăн-ха çав саманта, савниçĕм? Аса илсенех тутасем пĕçерме тытăнаççĕ. Маншăн сансăр пурнăç та çук, — тенине кăна лайăх илтсе юлчĕ çурхи тавралăх...

■ Страницăсем: 1 2