Йăмраллă ял :: Иккĕмĕш пай


— Ним те теместĕп, анчах эсĕ правлени çыннисен обязанноçĕсене ху çине илме пăрах, — самаях тарăхса каларĕ Ятман. — Иртнинче Куснар çыннисене колхоз ячĕпе тĕрĕс мар ответ парса янă. Пирĕн улăштармалли вăрлăх пулнă, эсĕ çуккă тенĕ. Юрамасть ун пек, Гариф, эсĕ печĕк ача мар вĕт, ху ĕçлесе курнă çын.

Вăл Зейнаб тухса кайсан та нумайччен тулашса ларчĕ, кăвасак панулми çинĕ хыççăн çăварта лайăх мар тутă пулнă пек, чĕрере темле кăмăла тавăракан туйăм тăчĕ, «Пулать те мăка çын, хуть миçе каласан та ăнланмасть, — шухăшларĕ Ятман, — суйламасан та пуçлăх пулма тăрăшать. Тĕрĕс асăрхаттарчĕ ун пирки Кабир, ăна правлени çывăхне те ямалла мар.

 

IV

Ялти лайăх физкультурница Зейнаб уя çуран юр ашса каяс çук ĕнтĕ. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех ялне йĕлтĕрĕсене çуталса тăракан пуличчен шăлса тасатрĕ те, çăмăллăн çеç тумланса, виç-тăватă минут хушшинче ыраш калчи участокне вĕçтерсе çитрĕ. Хĕрача, хăй кĕркунне çапса лартнă хăма патне чарăнса, йĕлтĕр патакĕсене умлăн-хыçлăн юр ăшне тăрăнтарчĕ, сунарçă çухатнă мулкачне шыранă евĕр йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ. Хирте никам та çук. Кунта юр ларнăранпа та пĕр йелтĕрçĕ аташса килмен — ура айĕнче ниçта та йĕлтĕр йĕрĕ курăнмасть.

Зейнаб хăйĕн умĕнчи юра çара алăпах сирчĕ те калча патне пĕшкĕнчĕ. Çĕр шăнман, юр та аллаппи хулăнăш çук, уйрăм вырăнсенче тăпра муклашкисем те пытанман. Калча кĕркунне питĕ чипер çитĕнчĕ, анчах вăл халь йĕпресе пĕтме пултарать. Ăна агрономран ыйтма та кирлĕ мар, Зейнаб хăех лайăх пĕлет.

— Мĕн тума юр çумасть-ха? — терĕ вăл сасăпах. — Халь тем хулăнăш хӳтĕрччĕ те унтан шанк! çеç шăнтса ларттăрччĕ. Вара ман калча аптрас çук.

Каялла вăл, ывăннă пек, майĕпен çеç таврăнчĕ, пуçри хавассăр шухăшсем йĕлтĕрсене те йывăрлатрĕç тейĕн. Укăлча хапхи патне çитсен, хĕр Турикас еннелле çаврăнса пăхрĕ, — Липа патне кайса килсен ытлашши пулмастчĕ ĕнтĕ, анчах, хăй каланă тăрăх, вăл паян килĕнче лармалла мар, ытти ялсене каясшăнччĕ.

Зейнаб, йĕлтĕрĕсене пусма патне хăварса, Ятман пӳлĕмне кĕчĕ.

Ятман пĕчченех ларать, телефонпа такам каланине хут çине çырса пырать.

— Эпир сана шыраттăмăрччĕ-ха, — терĕ вăл, калаçса пĕтернĕ хыççăн.

— Эп хирте пултăм, — кăна ĕнентерес тесе, йĕлтĕрпе çӳремелли костюмне тӳрлетрĕ Зейнаб.

— Ну, мĕн куртăн унта?

— Калчана тĕрĕслерĕм. Малтанхи юр шăнман çĕр çине ӳкнĕрен калча ăшăпах выртать. Юр тарăн мар. Кĕнекере ун нирки ку вăл лайăх мар тесе, çырнă пек астăватăп эпĕ.

— Вара мĕн тума шутлатăн? — интересленсе ыйтрĕ председатель.

— Юр тытатпăр, урăх мĕн тăвас?

— Ай, Зейнаб! — терĕ хыттăнах Ятман. — Эс звеньевой мар, агроном пулĕ! Халĕ бригадирсемпе тин кăна çавăн çинчен калаçрăмăр, сана çеç тупаймарăмăр. Эсĕ ăна ху тĕллĕнех шутласа кăларнă. — Вăл темле кĕнекине уçрĕ те, ăçта вуламаллине кăтартса, Зейнаба тыттарчĕ. — Тĕрĕс, кăçал пирĕн кунта хĕл пуçламăшĕ акнă тырпулшăн юрăхлă мар. Шăнтасса çак кунсенче шăнтать-ха вăл, анчах сивĕтиччен малтан калча çине юр тытмалла. Давай, Зейнаб, çĕртер мар калчана.

— Ытти бригадăсем хире хăçан тухаççĕ? — терĕ Зейнаб, вуланă кĕнекене председатель умне хурса.

— Ыранах, Зейнаб, ыранах.

— Эпĕ те ыран тухма шутланăччĕ! — савăнăçлăн палăртрĕ звеньевой.

Çакăн хыççăн пĕр кун иртсен, Ятман патне, килне Укахви чупса пычĕ. Ятман тухса кайма кăна мар, питне çума та ĕлкĕрейменччĕ.

— Кала-ха, сирĕн çынсем мĕншĕн халех юр тытаççĕ, ĕнер кунĕпе хирте ĕçлерĕç? — темле вăрттăн хыпар пĕлесшĕн пулнă пек асăрханса ыйтрĕ вăл.

— Ĕçсĕр аптранă пулĕ, — тӳрĕ калассинчен пăрăнчĕ Ятман.

— Апла мар-ха, ман шутпа, кунта эпир пĕлмен сăлтав пур пек туйăнать.

— Ним те çук.

— Халь ĕнтĕ эс «Алга» майлă, — шанмасăр пăхрĕç ун çине хура куçсем. — Пĕлсен те каламастăн.

— Калама тивет, — кулчĕ Ятман. — Эс Левентей пек хытса тăман, пирĕн çынсене çĕрĕк тăпри турттарма ирĕк панă. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, калам ĕнтĕ: хирте калча йĕпресе выртать, çĕресрен ун çине юр ытларах купаламалла. Эсĕ те çынсене илсе тух та юр тыг. Бригадирсене те кала.

Липа калча çине юр тытнине ырларĕ, анчах ку ĕçе тĕплĕрех тума хушрĕ. Вăл сĕннĕ тăрăх, хĕрарăмсем хире икĕ-виçĕ хут та тухса ĕçлерĕç.

— Тытмалла çеç мар, пухăннă юра таптаса тухмалла, çавăн пек тусан тин ун усси пулать, — ăнлантарчĕ вăл бригадирсене.

Нумайăшĕшĕн ку ĕç ытлашши пек туйăнчĕ, çапах та калча çинчи юра пур бригадăсенче те икĕ хутчен таптаса пусарчĕç. Кăшт вăхăт иртсен, çанталăк кăнтăрла икĕ хĕвел курăнмалла сивĕтсе пăрахрĕ, пĕтĕм çĕре çемçе юр айĕнчен пăрлă кăшăл карса илчĕ.

Зейнаб тепĕр икĕ эрнерен хире йĕлтĕрпе тепре те тухса пăхрĕ, çара алăпа юра чавма тăчĕ, ăна пӳрнисем витмерĕç — калча нимле сивĕ тивмелле мар ăшă тумтир тăхăннă.

 

V

Укахви темиçе çынна килне кайсах чĕнчĕ, анчах вăл курнă çынсенчен пĕри те Тутаркасси вечерне пыма пултараймасть. Ваçук вăрманта, Людмила амăшĕпе кĕпе çума тытăннă, Симун фермăра, ытти хĕрсемпе каччăсем те пушă мар. Кама илсе каймалла кӳршĕсем патне? Яланах çавăн пек вара: ушкăнпа пыратпăр тесе сăмах паратăн та, кайма тăрсан, виç-тăватă çын çеç пуçтарăнать. Паян акă — хуть пĕччен тухса кай.

Правлени тĕлне çитсен Укахви Левентее аса илчĕ те, ăна сĕтĕрсе тухас тесе, пусма тăрах чупса хăпарчĕ.

— Леонтий Петрович, юри сана чĕнме килтĕм, — терĕ вăл, лешĕ ĕçлĕн сĕтел хушшинче ларнине пăхмасăр. — Тутаркассем вечера килме каласа янă.

— Кайăр, ара, — асли кĕçĕннине хушнă пек каларĕ Левентей.

— А эсĕ?

— Мана пымасан та юрĕ.

— Çук, сансăр эпĕ каймастăп! — ура çинче тăнă çĕртен хăвăрттăн сĕтел умĕнчи тенкел çине ларчĕ Укахви. — Пĕри пымасть, тепри пымасть, манăн пĕччен каяс-им?

— Çамрăксене илсе кай.

— Эсĕ хăвна, паллах, ваттисен шутне кĕртнĕ. Çапла-и?

— Çапла пулмасăр.

Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, Левентей, çамрăкла председателе ларнăран пулас, хăйне пур çĕрте те ытла ват çын пек тытать. Вечерсене кӳршĕ яла мар, правленипе юнашар ларакан клуба та сайра çӳрет. Шашкăлла, шахмăтла е доминолла вылянине нихçан та кураймăн.

— Липа çиленет, иксĕмĕр каймасан, вечерта пирĕя ялтан никам та пулмасть, — малалла ӳкĕтлерĕ ăна Укахви. — Мĕн туса ларатăн кунта, паян эс пушах вĕт?

— Пушах та-ха, аван мар пек, — кăмăлне çемçетрĕ Левентей. Çавăнтах вăл кĕтмен çĕртен ура çине тăчĕ. — Кайрăмăр, апла пулсан, чăнах та чуна кăшт кичем.

Çул çинче вăл, хăй председатель иккенне манса кайнă пек, Укахвипе çамрăк çын евĕр калаçса пычĕ, сăмах майăн чун-чĕре вăрттăнлăхĕсене те самаях уçса пачĕ.

Вăл Липăна юратмаллипех юратнă иккен, халĕ уншăн пăшăрханса пурăнать. Хăйĕнпе вăл калаçман (иккĕшĕшĕн те паллă япала çинчен мĕн калаçмалли пур), çапах та чĕрене тымар янă туйăма çийĕнчех кăларса ывăтма йывăр. Ку Ухахвишĕн çĕнĕ япала пулчĕ: вăл Левентее хĕрсемпе пĕр юратусăр çӳрет тесе.

— Нимĕн те калама пултараймастăп, Левентей, — терĕ вăл. — Эсир иксĕр те лайăх çынсем — эсĕ те, Ятман та, хăшне ытларах савать вăл, ăна ĕнтĕ хăй кăна пĕлет.

— Кама савни вăл маншăн паллă-ха, — майĕпен çеç хирĕçлерĕ Левентей. — Эпĕ ăна тахçанах сиснĕ. Мана урăххи интереслентерет: пурнăçра мĕншĕн ун пек пулать — пĕри савать, тепри савмасть, калăпăр, каччи савнă чухне хĕрĕ пăхмасть, хĕрĕ юратнă чухне каччи ăна юратмасть.

— Ман шутпа, вăл икĕ юратакан çын пĕр-пĕрне шыраса тупманнинчен килет. Шыраса тупнă пулсан, иккĕш те юратмалла.

— Апла эпĕ чăн-чăн савнине тупайман-ха? — кулчĕ Левентей.

— Тупман çав.

— Тен, мана нихçан та нимле хĕр те юратмĕ?

— Ун пек пулмасть, — вĕрентсе каларĕ Укахви. — Кам та пулин юрататех. Эс ху сисместĕн, халĕ сана пĕр хĕр пĕтĕм чунтан юратать.

— Суятăн, — ĕненмерĕ лешĕ.

— Чăннипе калатăп. Калаçса курман, анчах мана çавăн пек туйăнать.

— Тен, эпĕ ăна хам юратмастăп пулĕ?

— Кăна юратмалла, — шантарса каларĕ Укахви. — Чечек пек.

— Ну, кала-ха, мĕнлескер? Пысăк-и? Пĕчĕк-и? Куçĕ-пуçĕ мĕнле? — терĕ Левентей.

— Пĕвĕ хăва пек, куçхаршисем чĕкеç çунаттисем пек, сасси шăпчăк сасси пек, — кулчĕ Укахви. — Ятне каламастăп. Хăвăр пĕр-пĕрне шыраса тупăр.

— Кам пĕлет, те тупаяп-ха эпĕ ăна, те виличчен те тупаймастăп.

— Эх, Левентей, — ăна хĕрхеннĕ евĕр каларĕ Укахви. — Пурнăçра ун пек пулмасть. Тупатăр, чун вăл çурхи çеçпĕл пекех. Çеçпĕл ав çĕр чипер ăшăтичченех шăтса тухать. Юрату та, тем тĕрлĕ пĕркенчĕкпе пĕркенсе тăрсан та, çиеле тухатех.

Укахви ахалех хăрарĕ, атăлкассем вечера вăл чĕнмесĕрех килнĕ, коридорта кăна вуннă-вуниккĕн кĕпĕрленсе тăраççĕ. Укахви вĕсен ушкăнне хутшăнчĕ. Левентей зал урлă Ятман пӳлĕмне иртрĕ.

Сĕтел хушшинче виççĕн лараççĕ: Камышин, Ятман, Липа. Левентей, вĕсен мĕнле те пулин канашлу пырать пулĕ тесе, алăка уçсанах именнĕ пек пулчĕ — иртме юрать-и, юрамасть-и?

— Кĕр, кĕр, Петров, — терĕ кăна асăрханă Камышин. Çывăхарах çитсен, Левентей çакна курчĕ: Камышин умĕнче ялан Липа йăтса çӳрекен карттă выртать, Ятман ун çинчи уйрăм вырăнсене тĕллесе кăтарта-кăтарта майĕпен сăмах тытать.

— Курăка эпир кăçалах акасшăн, унсăрăн пирĕн пусуçаврăнăшĕ пăсăлса каять. Анчах вăрлăх пĕр пĕрчĕ те çук, таçтан тупмалла, хам та пĕлместĕп. Кăçал çаран çинчен утă сахал тухрĕ, курăк акса туни пире, тăпрана лайăхлатнисĕр пуçне, выльăх апачĕ хатĕрлес енчен çăмăллăх панă пулĕччĕ...

— Ытти вăрлăх çителĕклĕ-и? — ыйтрĕ Камышин, Левентей ларнă май тенкелне сĕтел айккинерех сиктерсе.

— Çителĕклĕ. Улăштарма та кирлĕ мар, вăрлăх пирĕн лайăх.

— Агроном, мĕнле, лайăх-и? — Липа енне çаврăнчĕ Камышин.

— Начар мар. Пурне те сортовой комисси çирĕплетнĕ.

— Ашмарина, — каллех ун çине куç хыврĕ райком секретарĕ, — эсĕ кунти колхозсенче звеносем туса тултарнă теççĕ, вĕсем çинчен каласа пар-ха.

Ыттисем калаçнине сĕтел çине чавсаланса итлекен Олимпиада Осиповна тӳрĕ тăчĕ, питрен кăшт хĕрелсе кайрĕ, хăйĕн янравлă сассипе каласа хучĕ:

— Нумай мар çав, кашни колхозра пĕрер-икшер анчах. Иртнĕ çул пирĕн «Атăлпа» «Алга» колхозра пĕрер звено ĕçлерĕç, кăçал ытти колхозсенче те тăвас тетпĕр. «Атăл» колхозра пилĕк звено тума палăртнă...

— Э-э, мĕн чухлĕ звено пулать вара санăн! — кулчĕ Камышин. Вара бригадăсем кирлĕ те мар пулĕ?

— Мĕнле кирлĕ мар? — ăнланмарĕ ăна Олимпиада Осиповна. — Бригадăсем çаплипех юлаççĕ.

— Ара, тулă е ыраш акса тума бригадăра виçĕ звено тусан, тулăпа ыраш пусси виçĕ пая пайланать, çапла-и? Ку çĕрсене уйрăмăн сухаласа сӳрелемелле, тыррине уйрăм пахса ӳстермелле, удобрени памалла. Бригадăран мĕн юлать вара? Нимĕн те юлмасть вĕт. Тата тепĕр ыйту, Ашмарина юлташ, трактрр е комбайн пырса кĕрсен, колхоз çĕрне мĕнле сухаламалла, тырра мĕнле вырмалла ĕнтĕ? Саплăкăн-саплăкăн-и?

Ку сăмахсене илтсен, Олимпиада Осиповна çеç мар, Ятманпа Левентей те, райком секретарĕ çине раснах пăхрĕç, вăл хăйĕн шухăшне каласа пĕтерессе кĕтрĕç. Апла звеносем кирлĕ мар, çавăн пек каласшăн-и Камышин? Кунта Ятманпа Олимпиада Осиповна та, Левентей те ĕçе организацилемелли çĕнĕ форма тупнă тесе савăнса кайнă-ха. Тĕрĕс мар-ши вара звеносем туни?

Агроном калама тытăннă çĕртен чарăнса тăчĕ. Кăна кура, Камышин хăйĕн сăмахне лăпкăн çеç малалла тăсрĕ:

Эпир райкомра сирĕн звеносем пирки шухăшласа пăхрăмăр. Пирĕн шутпа, вĕсем усăллă япаласем мар, сиенлĕ япаласем. Чăнах та, çиелтен пăхсан ĕнтĕ тĕрĕс те пек: звено хăйне панă çич-сакăр гектар çинчен вăйлă тырпул пухса кĕртет. Анчах пирĕн уйрăм участокран çеç вăйлă тырпул илмелле мар вĕт-ха, колхозăн мĕнпур çерĕ çинче лайăх тырпул çитĕнтермелле. Кăна вара колхоз çĕрне саплăксем çине пайланипе тума çук.

— Вара звено пачах кирлĕ мар-и? — чăтаймарĕ Олимпиада Осиповна.

— Халлĕхе техникла культура акса тунă çĕрте кирлĕ, ытти тырă акса тăвас ĕçре кирлĕ мар, мĕншĕн тесессĕн звеносем бригадăна аркатаççĕ, пайăн-пайăн вакласа яраççĕ. Бригадăпа ĕçлемелле, Ашмарина юлташ. Ял хуçалăх эртелĕн уставĕнче колхозра ĕçе организацилемелли тĕп форма бригада пулса тăрать, тесе çырнă. Çапла вĕт-ха?

— Çапла.

— Апла пулсан, бригадăсене çирĕплетмелле, звеносем пирки ытлашши шавлама та кирлĕ мар.

Секретарь курчĕ, икĕ председательпе агроном халĕ ун çине паçăрхи пек тĕлĕнсе тинкермеççĕ. Ăнланчĕç пулас. Вăл пальто тӳммисене тӳммелерĕ те ура çине тăчĕ.

Олимпиада Осиповна, ку калаçăва пула вечер çинчен мансах кайнăскер, варт! çеç çаврăнчĕ те алăкран тухса вĕçрĕ, ун паян хора ертсе пымалла.

— Итлесе пăхăр пирĕн хора, — сĕнчĕ Ятман Камышина. — Хĕрсем хитре юрлаççĕ.

— Çук, ман часрах çитмелле, — терĕ секретарь. — Васкавлă ĕçсем пур. Тепĕр чухне итлĕп...

Вăл тухса кайсан, Ятман Левентейпе çавăнтах Укахвипе Зейнаб пирки калаçу пуçларĕ.

— Халĕ ĕнтĕ эпир вĕсене бригадир туса хуратпăр. Ман шутпа, Камышин сăмахĕсем хыççăн пирĕн Ашмарина тек тавлашса тăрас та çук.

— Эпĕ Укахви пирки вăрçса илтĕм ĕнтĕ унпа, — терĕ Левентей. — Шăла çыртса çапăçатăп, анчах хамăн звеньевойсене урăх çĕре куçарма памастăп, тет. Çавăнпа правленире Укахви пирки ыйту лартма та аптранăччĕ.

— Эпĕ те ун пирки калаçса пăхрăм, — терĕ Ятман.

— Шухăшла-ха, Ятман, Камышин çав тери тĕрĕс каларĕ вĕт? — хĕрӳленчĕ Левентей. — Ахаль бригадăра звено мĕн тума кирлĕ? Халăха пирĕн ушкăнпа ĕçлеме вĕрентмелле, уйрăм хуçалăхпа пурăннă чухнехи пек анасем валеçсе памалла мар. Эпир çавна пĕлмен те.

— Юрать-ха ун сăмахне Ашмарина хăй илтрĕ, — савăнчĕ Ятман.

Юнашар залра юрă янтраса кайсан, пӳлĕмрен тухнă чухне Ятман Левентее ытахальтен тенĕ пек ыйту пачĕ:

— Çапах та килтĕн паян Тутаркаса?

— Укахви сĕтĕрсе килчĕ, — терĕ лешĕ. — Килни вырăнлă та пулчĕ, çĕнĕ япала пĕлтĕм.

— Эп сана кĕтменччĕ.

— Мĕншĕн?

— Сана кунта нихçан та килмест, теççĕ. Эсĕ çав кайра пыракан колхоза нихçан та кайса кĕместĕп тесе сăмах панă тет-и?

— Çу-ук, — кулчĕ Левентей. — Кӳршĕсем вĕт, пĕр-пĕрин патне çӳремесен, мĕнле пултăр?

— Час-часах килкелесе кай. Катрам Иванĕ пек ниçта тухса çӳремесĕр ан пурăн, — терĕ Ятман.

 

VI

Людмилăпа амăшĕн çак кунсенчи кăмăлне мĕнпе танлаштарма пулать-ши? Тепĕр чухне çав тери çывăх та хаклă çын нумай вăхăт хушши çухалса çӳренĕ хыççăн киле пыратăп тесе çырса ярать. Çемьере вара пурте хыпăнса ӳкеççĕ, ăна чаплăн кĕтсе илмешкĕн хатĕрленме тытăнаççĕ. «Килет! Килет! Килет!» чупса çӳреççĕ вара кĕçĕнреххисем. Кашнин чĕлхе вĕçĕнче пĕр сăмах çеç «Паянах çитет-ши е ыран тин килет-ши?» Тăванĕсене пĕлтерсе хунă ĕнтĕ, вĕсем те хăнана куç пекех кĕтеççĕ.

Петренкосем те çавăн пекех. Кашни кун пĕр япала çинчен шухăшлаççĕ: Хĕрлĕ Çар, кунсерен пысăк çĕнтерӳсем туса, малалла пырать, хăçан илеççĕĕ-ши ĕнтĕ пиррĕннисем, Винницăна?

Людмила пӳрт стени çумне пысăках мар карттă çакса хунă. Ун çинче — вĕçĕмсĕр хĕрлĕ пусма татăкĕсем.

Киева илнĕ, Фастова илнĕ, Бердичева илнĕ! Куçма Иванч киле таврăнмассерен карттă çине пăхать — кунта фронтри ĕçсем йăлтах куç умĕнче. Каçхине радиопа çĕнĕ хуласем илни çинчен приказ парсан, Людмила ăна çав каçах хăйĕн картти çинче паллă тăвать.

Колхоз правленинче хĕрлĕ пусма татăкĕсемпе илемлетнĕ тепĕр карттă çакăнса тăрать. Ун патĕнчен кун каçиччен те çын татăлма пĕлмест. Хăйсен ялĕнче Винница çывăхĕнчи çынсем пурăннăран колхозниксем те Украина направленийĕ çине ытларах пăхаççĕ — ăçта вăл Винница, инçе-и-ха ун патне çитме? Анна Ивановнăпа Людмилăна курсан, çынсем вĕсене чи малтан ĕнер е паян мĕнле хулана фашистсенчен туртса илни çинчен пĕлтереççĕ. Унтан «Нумай юлман ĕнтĕ сирĕн хулăр патне çитме, часах илме тивĕç!» — тесе хушса хураççĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 20