Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай


— Ху çапла çилентерсен, — тĕртсе хучĕ Кĕтерне.

— Мĕн тăвас тейĕн? Тулхăрса кайрĕ те мана çăвар уçма та памасть. Халĕ вăрçă вăхăчĕ, суда паратăп, тет. Тем те пĕр каласа пĕтерчĕ.

— Вара?

— Вара ĕçрен кăларатăп сана, терĕ. Кăлар, терĕм. Калаçнă пулсан, кăлармастчĕ пулĕ те-ха, эп тавлашмарăм ĕнтĕ.

Кĕтерне инке, ĕçрен пушанса, ун патне пырса тăчĕ, аллине умĕнчи саппунĕпе шăлса типĕтрĕ те, халĕ ĕнтĕ пикенсе сăмахлассине систерсе, татăклăн каласа хучĕ:

— Тавлашма кирлĕ мар, Иван. Вăл сана ĕçрен пурпĕрех кăларатчĕ. Атя-ха, луччĕ урăххи çинчен калаçар. — Вăл Сехре Иванĕпе пĕрле конюхсен çуртнелле утрĕ.

Конюхсен çуртĕнче никам та çукчĕ, вĕсем вара Иван пиччен пăрăнăçлă пурнăçне тĕрлĕ енчен сӳтсе явса пăхрĕç.

— Пĕччен упа пек пурăннăран сан калаçма та çын çук пулĕ ĕнтĕ, — терĕ Кĕтерне, ун чĕре уççине шыраса тупасшăн пулса. — Тăхлач тенĕрен хуть хам пăртак ăс парам.

— Вăрçатăн пулсан та, хамăн та сан патна чун туртать çав, — чăн сăмаха пытарса тăмарĕ Сехре.

— Вăрçасси вăл пулать, — хĕпĕртерĕ Кĕтерне инке, чăнах та тепĕр чухне сана вăрçмасăр чун чăтмасть. Анчах ман сана çын йĕркине кĕртес килет. Шутла-ха хăвах, ну, сана ĕçрен кăларчĕç, тейĕпĕр. Эсĕ килте ларма тытăнăн, татах наяна перĕн. Чăнах та хушăнах начар пулма пултарать. — Сăмахсем Сехре ăс-тăнне вырнаçчăр тесе, вăл кăштах тăхтаса тăчĕ, вара малтанхи пекех васкамасăр, çывăх çынна питĕ кирлĕ ĕç çинчен ăнлантарнă пек, аллисемпе сулкаласа, малалла каларĕ: — Ман шутпа, сан çакăн хыççăн пурнăçа урăхла йĕркелесе ярас пулать. Çын сăмахне илтме, çын кулли пулма эсĕ çамрăк мар ĕнтĕ. Эс мана тăнла...

— Тăнлатăп, тăнлатăп-ха, — терĕ Сехре хăвăрттăн.

— Сана усал сунса мар, ырă сунса калатăп. Пул çын пек. Мĕнле ĕçе чĕнеççĕ — тух, сан ачу-пăчу çук. Çынна ĕç тăрăх хаклаççĕ-çке, Иван, ăнлан çавна...

— Вара?

— Вара авлан. Вăл тĕлĕшĕнчен те çынран катăк ан пул.

— Ĕçрен кăларнă конюха кам пытăр ĕнтĕ халь? — кулма пăхрĕ Сехре, анчах кулă тухмарĕ.

— Вăт, кала, Иван, Маринене çавăрса парсан, эс унпа тан ĕçленĕ пулăттăна? Асту, вăл ĕçре акăш-макăш хастар хĕрарăм...

— Эп, тытăнсан, ĕçлеме ӳркенсе тăмастăп, Кĕтерне. Пĕччен те ĕнтĕ, çавăнпа мана çынпа тан ĕçлеме нумай кирлĕ-им тетĕн.

— Апла шантарма пултаратăн? — хăйне кирлĕ сăмаха илтесшĕн пулчĕ лешĕ.

— Марине мана пырас пулсан, эп пĕрре те ӳркенсе тăман пулăттăм, — терĕ Сехре.

— Вăт çавна кала та. Вара манăн иккĕленӳ пулмасть.

— Пырĕ-и вăл мана?

— Ăна халлĕхе пĕлместĕп ĕнтĕ. Тăрăшса пăхатăп. Эп начар евчĕ пулакан марччĕ.

Сехре тухса кайсан, Кĕтерне кăнтăрла мĕнле те пулин сăлтав тупса Марине патне те кĕресшĕнччĕ, анчах хăйĕн дояркисем ăна Марине шыва хутнă кантăра кăларма кайнă терĕç. Вăл çынсем калаçнăран çак кун Сехре çинчен сăмах нумай вакларĕ, ыттисемпе пĕрле ăна вăрçрĕ, питлерĕ, çапах та пулăшас шанчăкне çухатмарĕ.

Киле Кĕтерне инке çурçĕр иртсен тин таврăнчĕ. Тĕттĕм урампа такăнкаласа хăйсен хапхи умне çитрĕ те — унта, кĕрхи сивве пăхмасăр, хĕрпе каччă тăраççĕ. Хĕрне вăл çийĕнчех палларĕ, анчах каччине аран-аран уйăрса илме пултарчĕ, — сăнĕнчен мар, хулăн сассинчен. Палларĕ те савăнса кайрĕ. «Тахçанах çапла кирлĕ, — терĕ вăл. — Унсăрăн тек виçĕ йывăç хушшинче аташса кайнă çынсем пек çухалса çӳреççĕ. Ку çапла пуласса эпĕ Ятман таврăннăранпах кĕтнĕ».

 

XIV

Ятман пынă вăхăтра Людмила амăшĕ, Анна Ивановна Петренко, çĕрулми шуратса ларатчĕ. Вăл кĕпе çаннисене чавса таранах тавăрса янăрав Ятман чи малтан унăн самай тулли аллисене асăрхарĕ, кун хыççăн тин хĕрарăмăн шултра кӳлепине куçпа виçсе илчĕ. «Вăйлă хĕрарăм, — шухăшларĕ вăл, — ку ĕçре пирĕн çынсенчен ӳксе юлас çук».

— Килех, эсĕ Ятман пулĕ-ха? — терĕ Анна Ивановна, ăна хĕрĕ каланă тăрăхах палласа.

— Çавă. Сире килсе чăрмантарас терĕм, — картусне çакма вырăн шырарĕ Ятман.

Анна Ивановна чупса пырса ун картусне илчĕ те ăна камака хыçĕнчи пăта çине çакрĕ, унтан каллех çĕрулмм шуратма пикенчĕ.

— Эп сире питĕ кĕтеттĕм-ха, — тараватлăн калаçрĕ вăл. — Куçма Иванча темиçе хутчен чĕнсе кĕр тесе каласа ятăм. Вăрçăран таврăннă çынпа калаçас килет. Эсĕ тата ахаль те Украинăра çапăçнă, тет.

— Çавăнта çапăçмалла пулчĕ...

— Мĕнле ĕнтĕ унта, таврăнсан пире пурăнмалăх çурт юлать-и? Эпир килнĕ чухне нимĕç пĕтĕмпех çунтаратчĕ, пĕтĕмпе аркататчĕ. Халĕ мĕнле?

— Нумай ялпа хула пĕтрĕ, — тавăрчĕ Ятман. — Хăрушă çапăçусем пулчĕç Украинăра.

— Мĕн пек чаплă хуласем юлчĕç нимĕç аллине, аса илсен, куççуль тăкăнать. Хăçан каялла илеççĕ ĕнтĕ вĕсене? — Анна Ивановна кăна ыйтнă май улма шуратма та чарăнчĕ, Ятман çине пăхрĕ. Вăл хăвăртах тавăрса каламаннине кура, татах хушса хучĕ: — Пирĕн Винницăна хăçан илеççĕ?

— Фашистсем нумаях ашкăнаймаççĕ, пĕтĕмпех каялла илетпĕр, ĕнен, Анна Ивановна, — терĕ Ятман, пĕр çыншăн мар, темиçе çыншăн каланă пек хыттăн.

— Ăна ĕненсех тăратăп-ха эпĕ, анчах шухăшпа тепĕр чухне шикленсе те пăхатăп: хăçан тытса чараççĕ нимĕçе? тĕтĕп.

— Эсĕ ялта сăнанă-и — халăх пирĕннисем çĕнтерессине шанать-и? — ун патне çывăха пычĕ Ятман.

— Халăх шанать, — тӳрех тавăрчĕ лешĕ.

— Эсĕ те шан, ку вăл халĕ питĕ кирлĕ. Сталин мĕн терĕ? Нимĕç ăнсăртран, ултавлăн тапăнса кĕчĕ, çавăнпа малтанлăха çĕнтерсе пырать, эпир вăйсене пуçтарса çитермен-ха, пуçтарса çитерсен, кам çĕнтернине курăпăр, терĕ. Сталин каларĕ-тĕк, эпир çĕнтеретпĕрех вара.

— Тавах сана ман чĕрене пусарнăшăн, — терĕ Анна Ивановна. — Часрах çĕнтересчĕ, часрах Украинăна таврăнасчĕ.

Яшка çакса янă хыççăн Людмила амăшĕ пĕр чарăнмасăр хăй çулсерен колхозра мĕнле ĕçлени çинчен каларĕ. Тепĕр çур сехетрен! Ятман вăл мĕнле пахча çимĕç акса тунине, арбуз, дыня, хăяр, помидор мĕн чухлĕ туса илнине, ку таранччен темиçе хутчен преми панине, вăл миçе хутчен ялхуçалăх выставкинче пулнине — йăлтах, йăлтах пĕлчĕ. Сăмах ваклас тĕлĕшĕнчен Анна Ивановна Кĕтерне инке пекех иккен, анчах ĕçре, хăй каланă тăрăх, унран та маттур пулмалла.

— Кунта эп кам? Кунта эпĕ никам та мар, — ĕçрен пушанса, пысăк аллисемпе сĕтел çине чавсаланчĕ вăл. — Эвакуаципе килнĕ çын çеç. Колхозра пĕр çулталăк ĕçлерĕм ĕнтĕ, кăçал хамăра валли тырăпа çĕрулми те илтĕмĕр-ха. Куратăп, сăнатăп çынсем мĕнле ĕçленине. Пĕр ĕçе тĕрĕс тăваççĕ, тепĕрне вара пĕрре те эп шутланă пек тумаççĕ. Калас — вăрçса тăкасран хăратăп, килнĕ те ялтине çисе пурăнни çитмест, тата вĕрентет, тейĕç. Бригадирĕ манран ыйткалатчĕ, халĕ вăл та вăрçа тухса кайрĕ.

Кăшт тăхтасан, пӳрте кăнтăрлахи апата таврăннă Куçма Иванч кĕчĕ, вара Анна Ивановна, çав-çавах чарăнма пĕлмесĕр юмахласа, тутлă апатпа тата чĕкĕнтĕртен тунă пылак кăваспа хăналарĕ.

— Акă пирĕн пахча-çимĕç бригадин бригадирĕ, — терĕ Ятман, паçăрах пуçа килсе кĕнĕ шухăшне Куçмана пĕлтерсе. — Вăл сан килĕнтех пурăнать иккен.

— Ун пирки эпир шутланă, — лăпкăн тавăрчĕ Куçма иичче. — Пĕлмен çын тесе иккĕленсе тăчĕç.

— Халь пĕлеççĕ пулĕ ĕнтĕ? Кăçал вăл çăвĕпех колхозра ĕçленĕ.

— Ун хыççăн сĕнсе пăхман. Мана хама аванах та мар, хăй патĕнче пурăнакан çынна бригадира кĕртесшĕн тейĕç.

— Ну, ку вăл сăлтав мар ĕнтĕ, ĕç çине ун пек пăхмаççĕ, — тӳрлетрĕ Ятман. — Эс кала-ха: вăл тивĕçлĕ-и?

— Вăл тивĕçлине халь пĕтĕм ял пĕлет. Унтан хастар колхозница ялĕпе те çук. Арçынран ирттерет.

Ятмана çакă та кăмăлне кайрĕ: хăй çинчен калаçнине илтсенех, Анна Ивановна тем япала илме каям пек туса тĕпелти пӳлĕме кĕчĕ те унтан мĕн калаçу пĕтмесĕр те тухмарĕ. Пăхсах паллă, сĕмсĕр çын мар, йĕркене пĕлекен сăпай хĕрарăм. Вырăнне пырса ларсан та вăл хăйне именнĕн тытрĕ, Ятманпа Куçма пичче умĕнче айăпа кĕчĕ тейĕн.

— Анна Ивановна, — чĕнчĕ ăна Ятман, леш хăйĕн çине пăхманнине кура. — Сан юратнă ĕçӳ ĕнтĕ пахча-çимĕç ӳстересси. Колхозра калаçса пăхсан, пахча-çимĕç бригадине ертсе пыма сана хушсан, эсĕ мĕн каланă пулăттăн?

— Çук, çук, кирлĕ мар, — тавăрчĕ ăиа Анна Ивановна, сĕтел çинчен тирĕк-чашăкне пуçтарса. — Эпĕ, ют çын, ăçтан бригадир пулам? Бригадирĕ мансăрах тупăнĕ-ха вăл...

Ятман ăна тек калама памасăр пӳлсе лартрĕ:

— Ун пек калаçни мана килĕшмест-ха, — терĕ вăл. — Пирĕн ялта çулталăк пурăнатăн, Анна Ивановна, çапах та хăвна ют çын тесе шутлатăн. Эпĕ совет çĕршывĕнче кирек ăçта кайсан та хама ют çĕрте пек тытмастăп. Пур çĕрте те хамăр çынсем, совет çыннисем. Эсĕ те кунта ют çын мар, хуçа, колхоз хуçи!

— Ку тĕрĕс сăмах, — çирĕплетрĕ Куçма пичче. — Пирĕн ялта пурăнатăн пулсан, колхозра ĕçлетĕн пулсан, эс пуринпе пĕр танах...

— Çапах бригада илме ман хăюллăх çитес çук, — терĕ Аина Ивановна.

— Сан хăюллăх çитмесен, эпир пулăшатпăр, — ура çине тăчĕ Ятман. Вăл курчĕ: Анна Ивановна вĕсемпе килĕшет, çак вăхăтра халĕ вăл хăй юратнă ĕç çинчен çеç ĕмĕтленĕг, бригада шанса парсан, вăл çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлемелле, атăлкассене хăйĕн мĕнпур ăсталăхне кăтартса парас тесе тăрăшмалла.

Куçма Иваннпа правленине пырса, Ятман, паян пĕрре пулнă пулин те, каллех Левентей патне кĕчĕ. Тата виçĕ кунтан вара правлени ларăвĕнче вăл сĕннипе Анна Ивановна Петренкона пахча-çимĕç бригадин бригадирне кĕртрĕç.

 

XV

Кăтра Михала килĕнче Октябрь праçникĕ ноябрĕн улттăмĕшĕнче ирхине ирех пуçланчĕ. Почтальон нумай вăхăт пĕр хыпарсăр пурăннă Алексейрен çыру кĕртсе пачĕ, ку çыру вара пурин кăмăлне те çĕклентерсе ячĕ. Алексей праçнике малти позицире кĕтсе илетĕп тесе пĕлтерет, çемьери çынсене уяв ячĕпе саламлать. Укахви шăллĕ çыруне саспа вуласа пачĕ, унтан ăна кашни хăйне уйрăмăн вуласа тухрĕ. Пĕчĕк кăна хут татăкĕ — мĕн пысăкăш савăнăç илсе килчĕ вăл çак киле! Пурин пичĕ çине те никамран пытармалла мар савăнăç çапрĕ, старикпе карчăк чунран çамрăкланчĕç, Укахви вара вунпилĕк çулхи хĕрача пек лара-тăра пĕлмерĕ.

— Пурăнать иккен Алеша! — терĕ хăй пур чухне ывăлне нихçан кун пек чĕнмен ашшĕ. — Илтетни, карчăк, малти позицире, тет!

— Ах, турă, мĕн чухлĕ хуйхăртăмăр, — терĕ Кĕтерне инке, савăнăçне шанăçтараймасăр.

Вĕсем Алексей çинчен калаçса пĕтерейменччĕ, çав вăхăтра алăкран кĕтмен вахăтра Анушка кĕрсе тăчĕ.

— Ак тата тепĕр савăнăç маншăн! — хĕпĕртесе ӳкрĕ амăшĕ.

— Мĕн пулнă, анне? — терĕ Анушка, пурин пит-куçĕ те ахаль чухнехи пек маррине курса. — Алексей çыру янă-и?

— Çавăн çырăвĕ хĕпĕртеттерчĕ-ха пире. Ак, вула, — амăшĕ ăна виçĕ кĕтеслĕ хутлатнă хут татакĕ тыттарчĕ. Лешĕ ăна салтăнмасăрах, аллинчи тутăр çыххине сак çине хумасăрах вуласа тухрĕ.

— Ай, Алексей! — пĕр сăмах çеç калама пултарчĕ Анушка. Вăл васкаварлăн салтăнчĕ, тутăр çыххине илчĕ те унтан тĕрлĕрен ĕçме-çиме кăларчĕ. — Эп сире валли кучченеç илсе килтĕм...

— Кирлĕ марччĕ, — ытарлăн каларĕ амăшĕ, — тăккаланмасан та юранă пулĕччĕ.

— Пире унта лайăх çитереççĕ.

— Ку ман валли пуль ĕнтĕ, — хĕрлĕ эрех кĕленчине хăйĕн умне лартрĕ Кăтра Михала.

— Пурин валли те çитет терĕ Анушка.

— Ну, апла давай ĕçетпĕр!

— Халех-и? Халь уяв çитмен вĕт-ха.

— Пирĕншĕн çитнĕ, — терĕ ашшĕ, арăмĕ çине кулкаласа пăхса. Арăмĕ ăна ăнланчĕ, упăшки хутне кĕрсе каласа хучĕ:

— Чăнах та-çке, пирĕншĕн кунтан ытла мĕнле праçник пулма пултартăр? Ĕçер пĕрер черкке. Уяв иртерех пуçланни вăл ним те мар...

Кашни валли эрех тултарсан, Михала пичче черккене ыттисенчен çӳлерех çĕклерĕ те пуриншĕн те сăмах тытрĕ:

— Алексейшĕн... Унăн та черкки çакăн пек тулли пултăр. Киле сывă таврăнмалла пултăр!..

 

* * *

Кĕтерне инкешĕн яракун сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Вăл, хăйĕн темĕн пек вăй пуçтарăннине туйса илсе, фермăра пырса тĕкĕнмен пĕр кĕтес хăвармарĕ, пур ĕçе те çăмăллăн, выляса тенĕ пек, турĕ. Ĕçленĕ хушăра вăл яланхи пекех нумай калаçрĕ, паян халичченхинчен те ытларах сăмахларĕ пулĕ, каç пулнă тĕле вăл Алексей çыру яни çинчен сахалтан та çĕр çынна калама ĕлкĕрчĕ.

Уяв ячĕпе ирттерекен чаплă пухăва вĕсем тăваттăн пĕрле тухса кайрĕç. Кил çынсăр юлнине кура, Кĕтерне инке эп пымастăп тесе турткалашса та пăхрĕ, анчах ыттисем яхăнне те ямарĕç.

— Çук, çук, аннене хăвармастпăр, — терĕç хĕрĕсем. — Эпир унта савăннă чух эсĕ кунта мĕн туса ларатăн?

Ашшĕ те вĕсен майлă пулчĕ:

— Тĕрĕс, тĕрĕс, хĕрсем. Ан хăварăр. Çураçнă хĕр пек тумлантарăр та, пухура саркаланса çеç лартăр.

Каçхине колхоз правленине тăп-тулли халăх пуçтарăнчĕ. Унта хĕрлĕ пусмапа витнĕ сĕтел çине репродуктор лартнă. Халь репродуктор пĕтĕм пӳлĕме савăнăçлă юрăпа янратса тăрать-ха, анчах пурте пĕлеççĕ, тепĕр темиçе минутран радиопа пысăк доклад пама тытăнмалла. Тен, Сталин хăй доклад тăвĕ. Çынсем шăпах лараççĕ, вĕсем доклад пуçланасса чăтаймасăр кĕтеççĕ. Шавланине юратман ваттисем кĕтесре хĕвĕшекен çынсем çинелле канăçсăррăн пăха-пăха илеççĕ те çавăнтах вĕсене чараççĕ.

— Шăпланăр унта, алăк патĕнче! — тет тĕпелтен Ятман.

Хĕрарăмсем унăн хутне кĕреççĕ:

— Çамрăксем! Ан шавлăр унта эсир!

Часах пĕтĕм ял халăхĕпе тулнă пысăк пӳлĕм шăпах пулса тăчĕ, радио та музыка пама пăрахрĕ. Стариксем хывнă çĕлĕкĕсене хулхушшине хытăрах хĕстерчĕç. Çынсем, вĕсене темле асамлă вăй тĕртнĕ пек, малалла, хĕрлĕ пусма сарнă сĕтел çинчи репродуктор патнелле туртăнчĕç. Ак репродуктор, передача пуçланасса систерсе, хыттăн шавлама тытăнчĕ. Ун шавĕнче таçта çакăнтан инçе те мар пек туйăнакан куçа курăнман пӳлĕмре çынсем калаçнă е ӳсĕрнĕ сасăсем илтĕнчĕç. Унччен те пулмарĕ, унта тăвăллăн алă çупни кĕрлесе кайрĕ.

— Октябрьти Социализмлă Аслă революци 25 çул тултарни çинчен доклад тума Государство Оборона Комитечĕн председательне Сталин юлташа сăмах паратăп, — терĕ пĕр арçын сасси. Вăл сасă çавăнтах темиçе пин çын тăвăллăн алă çупни айне пулчĕ.

Ятман ура çине тăчĕ. Ун хыççăн правлени пӳлĕмĕнчи пĕтĕм халăх çĕкленчĕ те, пĕр вăхăт хушши кунта та, таçти чаплă ларури пек, тăвăллăн алă çупни кĕрлесе кайрĕ.

Сталин хăйĕн докладне майĕпен, лăпкăн пуçларĕ. Вăл çапла пĕр сассине хăпартмасăр сехете яхăн каларĕ. Сĕтел пĕр вĕçĕнче упăшкипе юнашар ларакан Кĕтернене ку доклад тунă пек мар, хăй тахçан пĕлекен çынсемпе юлташла калаçни пек туйăнчĕ. Епле вал тĕплĕн, хăй калассине лайăх пĕлсе тата итлекен çынсем хăйне лайăх ăнланассине шанса калать. Кĕтерне куçĕсем Сталинăн тĕпелте çакăнса тăракан портречĕ çине ӳкеççĕ. Унта та епле лăпкă вăл, епле ăнланмалла! Курать Кĕтерне — Сталин тӳрех ун çине пăхать, хăйĕн йăваш куçĕсемпе, тути айĕнче пытанса тăракан яланхи пек ăслăн пăхса саламлать.

— Халĕ ĕнтĕ пирĕн заводсем, колхозсемпе совхозсем вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр, çителĕклĕ ĕçлесе пыраççĕ, кун пирки иккĕленмелли çук, — тет вăл. «Çапла, — тет Кĕтерне, — ĕçре эпир те ӳркенсе тăмастпăр-ха. Ĕçленĕ, хам та ĕçленĕ, упăшка та, хĕрсем те. Ĕçпе пулăшмалла пулсан, яланах пулăшма хатĕр. Ан иккĕлен, Сталин юлташ, тăшмансене ниçта та маххă памăпăр.»

— Çынсем типтерлĕрех, хастарлăрах, дисциплинăллăрах пулса тăчĕç, вăрçă хушнă пек ĕçлеме вĕренчĕç. Тăван çĕршыв умĕнчи тата ăна фронтра хӳтĕлекĕнсем умĕнчи — Хĕрлĕ Çар умĕнчи хăйсен тивĕçне ăнланса илме тытăнчĕç. Хăйсен граждăнла тивĕçне ăнланман çынсем, çăвар карса тăракан, наян, кахал çынсем тылра сахалланнăçемĕн сахалланса пыраççĕ. Йĕркеллĕ, дисциплинăллă çынсем, граждăнла тивĕç витĕр витнĕ çынсем йышлăланнăçемĕн йышлăланса пыраççĕ, — тет малалла Сталин юлташ. Кĕтерне ун сăмахĕсене хăйсен колхозĕнчи ĕçсем çине, хăйсен колхозĕнчи çынсем çине куçарать. «Халăх тăрăшать, ăна тӳрех каламалла, — çĕкленет унăн шухăш. — Малтанхн çул хăшĕ-пĕрисем ĕçе виççĕ-тăваттă пырса каламасăр та тухмастчĕç. Пушă марри çине, ачасем чирлени çине перетчĕç. Халь бригадирсем ирсерен кил тăрăх çӳремеççĕ, çынсем хăйсемех тухаççĕ. Пурччĕ ĕнтĕ наянсем те, вĕсем те халь ырма-канма пĕлмесĕр ĕçлемеллине ăнланчĕç».

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 ... 27