Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


— Тинех кирлĕ çĕре çитрĕмĕр.

— Мĕншĕн?

— Ара, пăх-ха лайăхрах, сăна-ха хĕрарăмсене. Пурте илемлĕрех япала туянасшăн çунаççĕ. Ман шутпа, тĕрĕс ĕмĕт. Этем çĕр çинче пĕрре пурăнать.

— Çапла, анчах хамăр çĕршывра тунă япаласенчен ютшăнать.

— Мĕншĕн тесен эпир вĕсене халăха кирлĕ пек тăваймастпăр. Пуçлăхсем, халăхран уйрăлса кайнăскерсем, пире вуншар çул ĕçлеме мар, сĕтел хушшинче халап çапса ларса ĕç укçи илме вĕрентнĕ. Эсĕ те, эпĕ те çак принципа пурнăçласшăн пĕр-пĕринпе ăмăртатпăр.

— Кăна эсĕ ытлашши, шутламасăр...

— Каçар. Тепре куриччен, Заил. Килте çĕтерчĕç те пулĕ, — хĕрарăм сĕтел хушшинчен тухрĕ.

— Чим, тăхта. Çапах та пĕлес килет: мĕншĕн эсĕ мана халăхран уйăратăн? — пăлханса ыйтрĕ Казанбаев Марковăна хирĕç питĕ çывăх пырса тăрса.

— Тен, тепĕр чух. Атту тавлашсах кайăпăр. Ун пек тăвас килмест, — пуçне айккинелле пăрса арçын тьггкăнĕнчен çăлăнма хатĕрленчĕ Гюзель.

— Тепĕр саманта кĕтме йывăр. Юлсам. Ларсах калаçар.

Хĕрарăм турткаланмарĕ, тепĕр хут сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, тинех Казанбаевăн кашни хусканăвне сăнама май килчĕ ăна, хуллен калаçма тытăнчĕ:

— Эпир Сталин саманинче, культ тапхăрĕнче, çитĕннĕ çынсем. Пире партипе халăх пĕрле, çыншăн çын тус, юлташ тата хурăнташ теме вĕрентнипе пĕрлех ыттисене таптаса пуçлăх пулма, харпăр хăй валли ытларах ырлăх илме васкатнă. Пуçлăх пулмасан ырлăх çук. Тата унăн ăсĕ те йывăр мар. Хушу парсах кун иртет. Ĕç пахалăхĕ, япала хакĕ ăна интереслентермест, мĕншĕн тесен шалăвне вăл иртен пуçласа каçчен сĕтел хушшинче ларнăшăн илет. Халăх хушшине тухма та васкамасть: унта ыйту параççĕ, хваттер, апат-çимĕç ыйтаççĕ...

— Çапла вара мĕн çамрăкран хисепленĕ Заил та пуçлăх пулса тăчĕ. Каçар куçран çапла каланăшăн.

— Германпа сана çилленме пултараймастăп. Эсир пулăшмасан эпĕ тахçанах авалхи пирамидăсем çывăхĕнче выртмалли çын. Пуçлăх пирки тĕрĕсех калатăн, анчах манăн «хуçа» сăмах пирки те сан шухăшна пĕлес килет.

— Ман шутпа, хуçа-пуçлăх пирĕншĕн çĕнĕ япала.

— Мана «хуçа» сăмах ытларах интереслентерет. Хуçа-пуçлăх?.. Пуçласа илтетĕп, — Гюзель çине шиклĕн пăхса илчĕ Заил.

— Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр кооператив е пĕчĕк предприяти пуçлăхнех илер. Вăл хăйне чăн-чăн хуçа пек туять, çынсене тара тытса ĕçлеттерме те тивет унăн, анчах лешсем, чухăнлăхра пурăнса ывăннăскерсем, темле йывăрлăхпа та килĕшме хатĕр. Çитмĕл çул хуçаланнă система вĕсене кооператив хуçинчен те хытăрах лăсканă тата тустарнă.

— Ăнлантăм, — терĕ кабинет хуçи хĕрӳллĕн калаçакан хĕрарăма кансĕрлес мар тесе.

— Вăл система, — чăнах та чарăнаймарĕ хĕрсе кайнă Гюзель, — такама та: чугун шăратакана, шахтера, пулăçпа вăрман касакана, тар юхтарса тырпул ӳстерекен хресчене, чунне парса çар хăватне вăйлатакан генерала, Тăван çĕршыв чапĕшĕн çунакан пиншер ытти çынна — улталаса ухмаха хăварчĕ, таса чунлисен ĕмĕтне çапса хуçрĕ, обществăна киревсĕр чунлă, хăйсемшĕн кăна тăрăшакан çынсен аллине парса унăн аталанăвне чакарчĕ. Хуçа пулмалла эпир хамăр ĕçре.

— Эпĕ хама хуçа-пуçлăх пек тытсан мана ыранах ĕçрен кăларса ярĕç, — пӳлчĕ хĕрарăма Казанбаев. Вăл Гюзель çине тимлĕн, тĕпчесе пăхрĕ. — Тĕрĕс ăнлан. Мана хулари кашни çитменлĕх канăç памасть, чылай ыйтăва эпĕ татса паратăп, çапах хулара эпĕ чăн-чăн хуçа мар. Пысăк завод директорĕ манпа алай-алай тесе калаçать — ĕçне урăхла тăвать. Прокурорĕ те çавах. Суту-илӳре ĕçлекенсем пирки калаçса кăмăла та пăсас килмест.

— Санăн мар, хула халăхĕн хулара хуçа пулмалла. Эсĕ вара вĕсен пуçĕнче тăракан çын тата çав вăхăтрах вĕсен интересĕсене хӳтĕлекен, кĕскен каласан — тарçă.

— Ку вăл пĕтĕм влаçа Советсене парсан пулать, çавăнпа та халĕ темĕнле тăрăшсан та ĕçе кирлĕ пек тăваймастăп.

— Эсĕ ку ыйтусене манран авантарах пĕлни паллă. Апла манпа калаçса хăвăн шухăшусене тĕрĕслерĕн. Çапла-и? — сасартăк ыйтрĕ Гюзель Заил çине хурлăхан куçĕпе чăр-р! пăхса.

— Çапла та пулĕ. Санпа калаçсан пуçра ялан ырă шухăш çуралать, хама çĕр çинче çирĕпрех тăнăн туятăп.

— Çак япаласем çинчен Эльвирăпа калаçатăн-и?

— Çук.

— Тĕлĕнтеретĕн.

— Мĕншĕн?

— Ара, эсĕ унпа калаçса кашни кун ырă шухăш çуратма пултаратăн.

— Эпир унпа ялан харкашатпăр. Хама та ăнланмастăп. Тепĕртакранах пĕр-пĕрне юратакан упăшкапа арăм пулса тăратпăр, — аллипе чукмар пек тĕреклĕ чĕркуççине çапса илчĕ арçын.

— Тата хытăрах тĕлĕнтеретĕн.

— Кунта тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Эльвира — çыравçă, хĕрсе çырнă тапхăрта шухăшĕпе те, туйăмĕпе те манпа мар. Çырман чухне унăн пĕр ĕмĕт — чаплă япала туянасси. Юлашки вăхăтра патшалăх ыйтăвĕпе мар, çемье çинчен калаçма те йывăр унпала. Юрать паян сан сăмаху чуна ăшăтрĕ. Ыран каллех çурçĕр çилĕ кашлĕ пуçăмра.

— Э-э, тусăм! Эсĕ капла кашни кун мана курма сăлтав шырăн, — илемлĕ пӳрнипе юнарĕ хĕрарăм. — Манăн шăп та лăп кайма вăхăт. Васкатăп. Çула май кардиологи центрне кĕрсе тухасшăн.

— Мĕншĕн?

— Такампа ларать-ха унта Герман чунне лăплантарса. Эпĕ те ирхине хытă шавларăм, çавăнпа та вăл, ахăртнех, киле çитмен-тĕр.

— Ĕненме йывăр. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере те апли-капли пулать-и? — тĕлĕннине пытармарĕ Заил.

— Унсăрăн пурнăç тути-масине пĕлеймĕн, — терĕ те Гюзель васкаса ура çине тăчĕ. Унăн çĕмĕрт пек хура куçĕсем ялкăшса çунчĕç, пичĕ кăшт хĕрелчĕ. Вăл пӳлĕмрен тухас умĕн пĕр-пĕр йĕплĕ сăмах каласа Заилăн вĕриленнĕ чунне кăшт сивĕтесшĕнччĕ, анчах юлашки самантра шухăшне улăштарчĕ. Сĕтел хушшинче ларакан арçьшнăн тăрă та тарăн куçĕнчен хăй еннелле ăшă хĕлхем вĕçме тытăннă пек туйăнчĕ ăна. Иккĕшĕн хушшинчи хутшăну тарăнланасран шикленнĕскер алăк еннелле ыткăнчĕ, васкаса сывпуллашрĕ те пӳлĕмрен тухрĕ.

Тепĕр темиçе кунран Заил Казанбаев, чылай асапланнă хыççăн, хăйĕн шухăш-туйăмне кардиолога пĕлтерчĕ-пĕлтерчех.

— Гюзель Ринатовна, эпĕ сана чăнласах юрататăп, анчах çакă пире нихăçан та тус-тантăш пулма кансĕрлемĕ. Шан мана, эпĕ йăнăш утăм туса сан умăнта та, Герман умĕнче те нихăçан та çылăха кĕмĕп.

Унтанпа çур çул иртрĕ. Анчах хула мэрĕ мĕншĕн-ха хăйĕн çылăхĕнчен тасалаймасть? Мĕншĕн вăл иртерех тăрса ĕçе çуран е хула транспорчĕпе çӳремест? Мĕншĕн çаплах парти стационарĕнче сипленет? Мĕншĕн социал-демократсен пухăвне хутшăнмасть?

Тата ытти вуншар шухăш канăç памарĕ Казанбаева çак ир. Пурте çĕнĕлле пурăнма тата ĕçлеме чĕнчĕç. Васкатрĕç.

Автомашина ĕçтăвком çурчĕ умĕнче чарăнсан тин вăл тарăннăн сывласа илчĕ те яланхи пекех васкаса ĕç пӳлĕмне хăпарчĕ. Пӳлĕм алăкне уçсан пуçри аса илӳсем çухалчĕç, çĕнĕ ĕç кунĕ пуçланчĕ.

 

Заилпа Улькка

Хула ыйхăран кăмăллăн вăранчĕ. Ирхи тĕтре куç умĕнчех шĕвелсе Атăл еннелле куçрĕ, лавккасенче çăкăр, сĕт-турăх тата ытти тавара машинăсем çинчен пушатма тытăнчĕç, пасара йывăр тиевлĕ автофургонсемпе çуран халăх куçма тытăнчĕ. Тап-таса тротуарсемпе утакансен йышĕ хушăнсах пычĕ: пĕрисем ĕçе, теприсем сад пахчине васкарĕç. Çавсен юхăмĕпе пĕрлешсе хула кантурĕ еннелле çул тытрĕ те ĕнтĕ Заил Казанбаев — тĕп хулан мэрĕ.

Андриян Николаев палăкĕ патне çитсен темиçе хĕрарăм ăна ăшшăн пуç тайрĕ. Троллейбус кĕтекен халăх хула пуçлăхĕ çуран утнине асăрхасан тĕлĕнни-савăннине пытарса тăмарĕ, ăна ырласа тата мухтаса ăшă сăмах каларĕ. Пасар умĕнчи сутуçăсем кăна, кăнтăртан килнĕскерсем, ун-кун чупкаласа пĕр-пĕринпе пăшăлтатрĕç, япалисене пытарчĕç.

Казанбаев ниçта та чарăнса тăмарĕ, сулмаклăн анаталла вашлаттарчĕ. Шăл юсакан поликлиника умĕнче кăна вăл уттине чакарчĕ, вичкĕн куçĕпе стенари çурăксене тата кивелнĕ черепицăна сăнарĕ. Универмагăн чухăн витрини те кăмăлне пăсрĕ.

«Тавар çителĕксĕр. Рынок системине пушăлла куçаймăн», — терĕ те Казанбаев хăйне хăй малалла, ĕçтăвком еннелле, утрĕ. Ленин палăкĕ умĕнчен иртсен çурта кĕчĕ, иккĕмĕш хута хăпарчĕ.

Пӳлĕмĕ пысăк та чаплă мэрăн. Çӳллĕ мачча айĕнче ылтăнпа эрешленĕ люстра çакăнса тăрать, урайне паха кавирпе витнĕ. Вăрăм сĕтел тавра çемçе пукансем, стена çинче Ильич портречĕ çакăнса тăнă вырăн пушшăн курăнать.

«Улăштартăм. Кирлех-ши?» — сасăпах ыйтрĕ те хăйĕнчен мэр кăмăлсăррăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Килĕшмест ăна сĕтел çинчи йĕркесĕрлĕх. Анчах темшĕн паян тумалли ĕçе кашни кун ырана хăварать. Кун вĕçĕнче хăйне çакăншăн ятлать те, анчах тепĕр ирхине каллех манать: ытти ĕç айне пулать.

Халĕ те пӳлĕме кĕнĕ-кĕмен сейфран çырусен папкине туртса кăларчĕ, анчах уçма ĕлкĕреймерĕ — пӳлĕме яштака та илемлĕ хĕрарăм, унăн заместителĕ Мамонтова Раиса Ивановна, кĕрсе тăчĕ.

— Ларăр, тархасшăн, — сĕтел умĕнчи пукан еннелле пуçне сĕлтрĕ мэр, хĕрарăм сăн-пичĕ пăлханчăк пулнине турех асăрхарĕ. Унтан çапла ыйтрĕ: — Шăматкун — ĕç кунĕ мар. Мĕншĕн питĕ ир килтĕр? Саккăр та çитмен.

Хĕрĕхелле çывхаракан хĕрарăм сăмах чĕнме васкамарĕ, тăпăл-тăпăл хаклă костюмне аллипе тӳрлетенçи пулнă хыççăн тин пуçлăхне хирĕç пукан çине вырнаçса ларчĕ. Пӳлĕмре хаклă йышши духи шăрши сарăлчĕ, кĕçех пăлханчăк сăн-сăпат илемленчĕ, хĕрарăм куçĕсем чеен те илĕртӳллĕн выляма тытăнчĕç.

Ахаль пиртен çĕлетнĕ кĕске çанăллă шупка кăвак кĕпе тăхăннă мэрăн çипуçĕ пӳлĕм чаплăлăхне те, хĕрарăм тумтирне те çырлахтарма пултараймарĕ, анчах çакна хальлĕхе иккĕшĕ те асăрхамарĕç-ха, мĕншĕн тесен кашни хăйĕн шухăшĕпе асапланчĕ.

— Питĕ аван мар япала сиксе тухрĕ, — илтĕнчĕ Мамонтова сасси. Пит-куçĕ хăйĕн пиçнĕ çырла пек хĕрелчĕ.

— Ку пӳлĕмре тем илтни те пулнă, çавăнпа манран именсе ан тăрăр, — шыв стаканне хĕрарăм умне лартрĕ Казанбаев. — Сыпăр. Тен, пулăшĕ.

Шыв ĕçнĕ хыççăн Мамонтова хăюланчĕ, калаçма тытăнчĕ.

— Манăн упăшка пĕр ткачихăпа çыхланса кайнă. Çакна темиçе çул чăтса пурăнтăм. Ывăлшăн, ăна ашшĕ кирлĕ тесе, уйрăлмарăм. Анчах ĕнер çав путсĕр этем ывăлăма та хăй патне çавăтса кайнă, — терĕ хайскер. — Мĕнле чăтса ирттерес çак намăса? Пулăшăр, тархасшăн. Эпĕ пĕр-пĕччен тăрса юлтăм.

— Чи малтанах лăпланăр.

— Чи хăрушшинĕ... пĕлтереймерĕм, — сăмахсене çăтрĕ Мамонтова, пуçлăхĕ çине тĕлсĕррĕн пăхрĕ. — Мана çынсенчен укçа сăптăрса пуйрăн тесе айăплать çав хĕрарăм. Ачана та çаплах калать. Епле çак мăшкăлран тасалас, Заил Валеевич. Пулăшăр, тархасшăн.

— Ыйтăвĕ, чăн та, кăткăс, — хăй те стакана шыв тултарса шалт ӳпĕнтерчĕ пӳлĕм хуçи. Тарăхсан вăл ялан çапла тăвать. Заил хĕрарăм çинчен куçне илмерĕ, ăна тимлĕн сăнарĕ, кирлĕ сăмах шырарĕ, анчах та Мамонтова упăшкин, унăн ывăлĕн, пир тĕртекенĕн чăн шухăш-кăмăлне пĕлмесĕрех нимех те сĕнме пултараймарĕ, çавăнпа кĕскен çапла каларĕ: — Лăпланăр, Раиса Ивановна. Хальхи тапхăрта пире, кантурта ĕçлекенсене, пурне те критиклеççĕ, çавăнпа та ткачиха тем калама та пултарать. Шел пулин те, тепĕр чухне кăлăхах сăмах сараççĕ...

Арçын ура çине тăчĕ, хăй умĕнче хĕрарăм ларнине манса пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утрĕ, вăхăт-вăхăт кăна унăн тăхлан пек йывăр куçĕ стена çине, темиçе кун каялла Ильич портречĕ çакăнса тăнă вырăна, ывтăнчĕ.

«Çăмăл пулман çулпуç пурнăçĕ, çемйи пирки те тем те палкаççĕ. Юрать манăн çемье çирĕп. Арăмпа шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр. Çĕршывĕпе вара мĕн чухлĕ телейсĕр çемье! Пĕрин сывлăхĕ хавшак, тепри ĕçке ернĕ, виççĕмĕшĕ — вăрă-хурах. Епле пулăшас вĕсене?» — тарăхса шухăшларĕ мэр каллех сĕтел хушшине ларса.

— Эпĕ пулăшу кĕтетĕп, — шăплăха татса каларĕ хĕрарăм пуçлăхĕн кăмăлĕ çемçелессе шанса.

— Паллах, пулăшмалла, — терĕ Казанбаев çырусен папкине уçса.

— Тавтапуç, — хĕрарăм васкаса пӳлĕмрен тухрĕ. Мэр пĕччен юлнăшăн савăнса чи çиелти çырăва илсе вулама тытăнчĕ, анчах вĕçне çитеймерĕ, телефон шăнкăравĕ чăрмантарчĕ. Аякран палланă хĕрарăм сасси илтĕнчĕ. Юратнă хĕрарăм сасси.

Улькка Урал тăвĕсем хушшинчи чăваш ялĕнче ӳссе çитĕннĕ. Ĕнер вăл хăй пурнăçĕнче пĕрремĕш хут Шупашкара килсе çитнĕ иккен. Ватă хула çинчен нумай ырă сăмах илтнĕ ачаранпах. Малтан ăна асламăшĕ, Çĕрпӳ таврашĕнчен пуян каччăпа Çĕпĕре тарнăскер, унтан ашшĕпе амăшĕ, виç-тăватă çулта пĕрре Чăваша килсе çӳрекенскерсем, тăван ен çинчен тунсăхласа каласа панă. Йăван пиччĕшĕ те, чылай çулланнă арçын, Шупашкарти трактор заводне ĕçлеме килнĕ иккен. Улькка, халĕ ĕнтĕ яланлăхах Чăваш ене таврăннăскер, шăпах çак пиччĕшĕ патĕнче пурăнать вăхăтлăха.

— Сире курманни, Заил Валеевич, çĕр çул! — тунсăхне пытармарĕ хĕрарăм. — Тен, арăмупа иксĕр кĕрсе тухатăр? Пичче хваттерĕ сирĕнтен инçе мар вĕт.

— Паян вăхăт çук. Кăнтăрлаччен ĕçпе Атăл хĕррине çитсе килмелле-ха тата манăн. Унтан килтисене садра ĕçлеме сăмах патăм, — терĕ Заил сехечĕ çине пăхса. — Кăмăлу пулсан Атăл хĕррине пĕрле кайăпăр.

— Апла тепĕр çур сехетрен эпĕ ĕçтăвкомра пулатăп, — хатĕр пулчĕ хĕрарăм.

Çак самантра Улькка шухăшĕпе Заил патне вĕçсе çитрĕ. Çамрăк чухнехине аса илчĕ. Килĕшетчĕ ăна Уралмаш заводĕнчи Казанбаев çамрăк инженер, тул çутăличчен çӳретчĕ унпа, анчах темшĕн вĕсен çулĕсем уйрăлчĕç. Юта кайсан çамрăк хĕр патне пĕр çыру та ямарĕ инженер...

Нумай куççулĕ юхтарчĕ ун чухне. Тепĕртакран тин, чунĕ лăплансан, Мускава тухтăр ĕçне вĕренме тухса кайрĕ.

Шăнкăрав хыççăн Заил кăмăлĕ те хытах пăлханчĕ. Сĕтел çинчи хутсене те манчĕ. Пуçра пĕр вĕçĕм икĕ çын сăнарĕ ылмашăнса вĕлтлетрĕ: пĕри — çамрăк хĕр Улькка, тепри — пӳлĕмрен тин çеç тухса кайнă Мамонтова.

«Мамонтовăна упăшки пăрахнă. Кам айăплă — хальлĕхе паллă мар. Эпĕ вара чылай çул каялла çамрăк Ульккана маннă...» — каллех пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ утма тытăнчĕ Заил. Хуравне тупаймарĕ. Çемье пурнăçĕнче çĕршер кăткăс ыйту пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, çамрăксен юратăвĕнче те, аслă драматург калашле, пулать е пулмасть тенине пĕр-пĕрне вăхăтра пĕлтермелле. Шăп çакна тума маннă та Казанбаев юта кайсан, пулать тесе каламан хĕре. Каламан пулсан пулмасть тесе ăнланмалла... «Ульккана сан чунăнтан Эльвира, Мускав пирĕштийĕ, тĕртсех кăларчĕ, мĕншĕн тесен тĕп хулари хĕре хитререх тумланма, сăн-питне илемлетме темиçе хут çăмăлтарах пулнă», — асапланчĕ арçын.

«Кам пĕлет. Тен, эпĕ чăн та айăплă? Мĕн чухлĕ ăшă сăмах каларăм хĕре. Хам майлă çавăртăм та юлашкинчен ним хыпарсăр çухалтăм. Паллах, айăплă эпĕ, мĕншĕн тесен эпĕ мĕн калани пĕтĕмпех суя пулнă иккен. Юрамасть туйăмпа выляма. Çынна яланах чăннине каламалла. Каçару ыйтас», — çапла тĕв туса Казанбаев утма чарăнчĕ, аллине ĕç тытрĕ. Улькка çитиччен вулама пĕчĕкрех çыру суйласа илчĕ. «Ĕçтăвкомра таса чунлă çынсем ĕçлемелле» тесе пуçланаканнине тӳрех асăрхарĕ. Ма-монтовăна, унăн заместительне, питлесе çырать иккен пир-авăр комбинатĕнче ĕçлекен хĕрарăм.

«Раиса Ивановна икĕпитлĕ çын. Ĕçтăвкомра ун пек пуянни никам çук. Унăн тăватă пӳлĕмлĕ хваттерне питĕ чаплă кавирсем çакса эрешленĕ, шкапсенче чи хаклă савăт-сапа, ылтăн-кĕмĕл... Çак тупрана вăл халăхран сăптăрса пухнă. Ĕçтăвкомра та, хулара та ун пирки никам калаçмасть, çавăнпа та, тен, хисеплĕ Заил Валеевич, Эсир ман сăмахсене ĕненместĕр, анчах упăшкипе тата ывăлĕпе калаçса пăхăр. Вĕсем иккĕшĕ те чаплă хваттертен ман барака пурăнма куçрĕç.

Ямăт укçана Раиса Ивановна хваттер панăшăн та, ĕçе вырнаçтарнăшăн та, тĕрлĕрен шкула вĕренме кĕме пулăшнăшăн та хăйĕн шанчăклă тусĕсем урлă илет. Упăшки пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче кашни çĕнĕ завод е предприяти ĕçтăвком председателĕн заместительне пысăк парне кӳрет. Шкулсемпе больницăсем, халăха кирлĕ ытти çурт-йĕр тума уйăрнă укçана урăх çĕре ярать Мамонтова...»

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 17