Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ


— Эпĕ Андрейшăн темле авăра кĕрсе тухма та хатĕр. Васкамалла пирĕн.

— Эпĕ вара суя утăм тума васкамастăп.

— Ку тата мĕне пĕлтерет?

— Ăнланма питех те çăмăл. Энтри пирĕн ывăл, çапла-и?

— Çапла.

— Унăн аслашшĕ киремете вăрттăн пуççапнă, кукашшĕ вара уççăнах мечĕте çӳренĕ пулсан, мĕншĕн пирĕн, амăшĕпе ашшĕн, чиркĕве кĕрсе Христосран пулăшу ыйтмалла? Йышăнĕ-ши вăл пире? Пулăшĕ-ши? Эпир унăн ывăлĕпе хĕрĕ мар вĕт.

— Санпа килĕшетĕп, анчах çывăхра мечĕт те, киремет те курăнмасть, çавăнпа та, тен, пире, мĕскĕнсене, Христос пулăшĕ. Кĕрер чиркĕве.

— Христос пирки те иккĕленетĕп.

— Кăлăхах, — кăмăлсăррăн упăшки çине пăхрĕ хĕрарăм пальто çухине тăратса. Вăл утма чарăнчĕ те Атăл хĕрринчи карлăк умне пырса тăчĕ, сивĕ çилтен хӳтĕленес тесе шурă шарфа кăкăрĕ çине тачăрах хучĕ, мăкăртатса илчĕ: — Мĕн чухлĕ çынна инкекрен çăлчĕ Христос. Пĕтĕмпе каласа пĕтерме те йывăр. Вăл, ман шутпа, чăнлăхшăн тăрать, суяна хирĕç, тĕрĕсмарлăха ялан тăрă шыв çине кăларать. Этеме телей, ырлăх-сывлăх кӳрет.

— Ан кӳрен, анчах хамăн шухăша нимĕн пытармасăр калатăп. Килĕшетĕн-и?

— Паллах.

— Апла вăрăм калаçу пуçлатăп. Чылай итлеме тивет.

— Ура шăнма тытăниччен, — пушмак кĕлипе тăпăртаттарса илчĕ хĕрарăм пичĕ çинчи ырă кулла пытармасăр. Вăл самантлăха ывăлĕ çинчен калаçнине манчĕ пулас, мĕншĕн тесен хурлăхан пек куçĕпе шывра ишекен пăр катрамĕсене сăнарĕ. Герман та çакна кура вăхăтлăха шăп тăчĕ, тепĕртакран тин сăмах чĕнчĕ:

— Шел пулин те, нимĕнле Христос та пире пулăшмасть. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Пĕри — мĕн çамрăкран телейлĕ, йăл-йăл кулса тутлă кулачă çиет те вĕр çĕнĕ автомобиль çине ларса тус-тантăшĕ умĕнче курнăçланать. Тепри — ялан ĕçре. Çипуçĕ чаплах мар унăн, укçи-тенки те çителĕксĕр, анчах ырми-канми ĕçлесе вăл çемйине, ачи-пăчине ура çине тăратать.

Çак ĕçчен мĕн авалтан телейшĕн çапăçать, пурнăçа улăштарать. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Раççейĕн тулашри тăшманĕсемпе пĕрремĕш тĕнче вăрçинче хаяррăн çапăçнă хыççăн вăл революцие хутшăнчĕ, тĕнчере пĕрремĕш хут ĕç халăхĕн чăн-чăн патшалăхне туса хучĕ, çĕнĕ пурнăçшăн кунĕн-çĕрĕн çанă тавăрса ĕçлерĕ, этемлĕхе фашизмран хăтарчĕ. Анчах, шел пулин те, каппайчăксене, икĕпитлĕ вăрă-хураха вăхăтра асăрхаймарĕ çав халăх...

Çавăнпа ĕнтĕ пĕтĕм общество пысăк нушана кĕрсе ӳкрĕ. Хуçалăхĕ те юхăннă, этемĕн шухăш-кăмăлĕ те улшăнма тытăннă. Хуйхă хыççăн хуйхă, хăрушлăх хыççăн хăрушлăх. Чернобыль, Карабах, Пушкăртстан...

Пушкăртстан! Пирĕн кӳршĕ вăл — Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн тăван кĕтесĕ. Çак таврара та пушар алхасрĕ, инкек ташларĕ, илемлĕхе, пуласлăха ватрĕ, мĕн чухлĕ çын çунакан вакунсенче çут тĕнчепе сывпуллашрĕ.

Кăмăл, чăнласа та, хытă хуçăлать, мĕншĕн тесен эпир, ĕçре тата çапăçура пиçĕхнĕ çынсем, такама, çав малтан асăннă эсреметсене, алăри тилхепене паратпăр, пурнăçа йăвашлататпăр. Хамăр айăплă. Эппин, Христос пире ниепле те пулăшаймасть...

— Чарăн, тархасшăн, Герман. Эсĕ каллех суран çине тăвар сапатăн. Хама хам ятлатăп ирхи калаçушăн, анчах пĕр пулнă япала пуçран тухмасть.

— Энтри тупăнмасăр вăл суран тӳрленмест.

— Шăплан, тархасшăн, — упăшки еннелле çаврăнчĕ Гюзель. Вăл шывланнă куçне унран пытармарĕ, çăмăл пальто кĕсйинчен пĕчĕк тутăр кăларса йĕпе куçне шăлса типĕтрĕ.

— Каçар, чунăм, анчах пуçлатăп тесе ахаль каламарăм сана. Итлеме тиветех, мĕншĕн тесен иксĕмĕр татса памалли самант пур.

— Тен, ыран? — шăппăн ыйтрĕ хĕрарăм.

— Апла шухăшлам-ха авантарах, — тесе Марков та арăмĕпе юнашар чул хӳме умне пырса тăчĕ, куçĕйе каллех анлă Атăл çине тăрăнчĕ, унăн юхăмĕнче, пăр катрамĕсем хушшинче тем шырарĕ. Чылайран тин, сивĕ çил çӳллĕ йывăçсен тăррисене лăскаса çыран çийĕн чупса иртнĕ хыççăн, çапла каларĕ: — Энтри чĕрĕ.

— Герман! Тусăм! — упăшкин тĕреклĕ кăкăрĕ çине пуçне хучĕ хĕрарăм. Вĕри куççулĕ сăрхăнса пĕр тумлама пуçтарăнчĕ те, хĕмленекен кăвар пек, Марковăн çара алли çине ӳкрĕ.

— Гюзель, лăплан, тархасшăн, — тесе упăшки арăмĕн çемçелнĕ кĕлеткине хăй çумнерех чăмăртарĕ, тулса çитнĕ кăмăлне çăмăллатма тăрăшрĕ. Тепĕртакран тин, хĕрарăм сывлăш çавăрса ярсан, тепĕр хыпар пĕлтерчĕ: — Анчах та Энтри ăçти паллă мар.

— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн вăл чĕрĕ иккенне? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ арăмĕ.

— Лаун юлташĕсем ыйтнипе ăна иртнĕ уйăхра Пакистанран СШАна илсе кайма тухнă, анчах çул çинче унăн йĕрĕ çухалнă...

— Апла хăвăртрах Анăçа каймалла.

— Иксĕмĕрĕн те.

— Мĕншĕн?

— Энтри ларса тухнă самолет Парижра аэропортри рабочисем забастовка тунă пирки темиçе сехет ларнă. Çав вăхăтра икĕ вырăс салтакĕ Францие юлнă, тепĕр виççĕшĕ пирки хальлĕхе нимĕн те паллă мар.

— Эпĕ Парижа каятăп.

— Эпĕ те çаплах шутлатăп, — килĕшрĕ арăмĕпе Герман. — Анчах пĕччен мар, тусăм.

— Кампа? Сана илсе каймастăп. Çитет ывăла çĕтернипе те.

— Ку вăл вăрăм истори. Хытах шăнма тьггăнтăм çыран хĕрринче. Тен, килте çула пуçтарăннă май калаçăпăр ун çинчен.

— Килĕшетĕп, — терĕ Гюзель, упăшкипе çавтăнса хула еннелле утрĕ.

 

Хула мэрĕпе Гюзель

Митингсенче шавлакан халăх, хулари йĕркесĕрлĕх тата хăйĕн ĕçтăвкомĕнчех демократсем вăй илсе пыни — пурте Казанбаев умне çĕнĕрен те çĕнĕ ыйту кăларса тăратрĕ. Малтанласа вăл аптраса та ӳкрĕ, мĕншĕн тесен çӳлтен хушу пама пăрахрĕç, анчах иккĕленĕвне никама та систермерĕ — çывăхри хуласемпе тачăрах çыхăнса, вĕсемпе канашласа ĕçлеме тытăнчĕ. Каçсерен вара Мускавра, Чулхулара, Хусанпа Самарăра тухса тăракан прогрессивлă хаçатсемпе паллашса ăс-тăнне пуянлатрĕ.

Çемье валли вăхăт юлмарĕ пулсан та арăмĕпе ывăлĕ кăмăлсăрланни сисĕнмерĕ: Эльвира, юлашки вăхăтра палăрса пыракан çыравçă, ал çырăвĕнчен хăпмарĕ, вунулттăри Артур, Герман Марков хирургпа туслашса кайнăскер, пĕтĕм вăхăтне кардиологи центрĕнче ирттерчĕ.

Çак ĕçчен чăваш хирургĕ малтан инженер чĕринчи тăхлана ăста меслетпе кăларса сурана хăвăрт сиплерĕ пулсан, халĕ вара пĕтĕм чунĕпе Артуртан чăн-чăн тухтăр хатĕрлеме ĕмĕтленет.

Чăвашсем çинчен ача чухне темшĕн урăхларах шутлатчĕ Казанбаев (тутарсене чаплăрах халăх вырăнне хуратчĕ). Пурнăç çак япалана хăех сирсе тасатрĕ: çамрăк Заил Казанбаев юнашар ялти Ульккана, чăваш хĕрне, ĕмĕрлĕхе юратса пăрахрĕ.

Хула ĕçтăвкомĕнче ĕçлеме тытăнсан вăл чăваш халăхне тата ытларах килĕштерме тытăнчĕ. Çĕршывĕпе паллă Аркадий Айдак хресченпе Валерий Капитонов пир-авăр ăсти, Александр Артемьев çыравçăпа Нина Григорьева актриса — пурте ăна чи малтан хăйсен сăпайлăхĕпе, пысăк чăтăмлăхĕпе, ăсталăхĕпе тата тарăн шухăшĕпе тĕлĕнтерчĕç. Ăнсăртран паллашнă Арланов полковник та тӳрех килĕшрĕ, çавăнпа та вăл унăн адресне шыраса çывăрмалли пӳлĕме кĕчĕ. Кăпăш утиял айĕнче тӳлеккĕн çывăракан арăмне курсан ăна темле тунсăх, кичемлĕх тыткăнларĕ. Иртнĕ эрнере Волина пытарнă хыççăн çула май Çĕрпӳре туяннă вĕр çĕнĕ хура костюма шкапран илчĕ те кăкăр кĕсйинчи хутсене пăхкаласа илсе малти пӳлĕме тухрĕ. Капăр тĕкĕр умĕнче галстукне çыхрĕ, чӳрече каррине уçрĕ. Çак вăхăтра ун умне Эльвира, ыйхăран тин вăраннăскер, пырса тăчĕ.

— Эпĕ сана çĕрĕпех кĕтрĕм, анчах эсĕ ĕçтăвком хучĕсенчен уйрăлаймарăн иккен, — терĕ вăл лăпкăн пуçне упăшкин кăкăрĕ çине хурса.

— Çапла, тусăм. Паян манăн ĕçтăвком ларăвне ирттермелле. Çитес эрнере — хула Совечĕн сессийĕ. Вĕсенчен те йывăртараххи — магазинсенче аш-какай, сахăр тата ытти апат-çимĕç сахалланни, — терĕ арçын ăшă тӳшек çинчен тин çеç тăнă илеме асăрхамасăр.

— Çапла. Çукпа пĕрех, — ытахальтен хуравларĕ хĕрарăм.

— Мĕн тери тулăх пурнăçа аркатрăмăр.

— Тулăх пурнăç?! — сăмахсене тăсарах ыйтрĕ Эльвира.

— Пилĕк-ултă çул каялла эпир паянхинчен темиçе хут авантарах пурăннă, мĕншĕн тесен пурте çанăсене тавăрса ĕçленĕ, çавăнпа та тăрăхлама нимĕнле сăлтав та çук.

— Кӳрентертĕм пулсан каçар, тархасшăн, — терĕ хĕ-рарăм чее куçĕпе упăшкине пăталаса. Вăл унăн кашни хусканăвне сăнарĕ, ăна ăнланма тăрăшрĕ. Упăшки юлаш-ки вăхăтра ытла та улшăнчĕ-çке: е ытлашши кăра, е ачаш.

— Кӳренме сăлтавĕ çук-ха, — галстук тĕввине хуллен пушатса тĕкĕр умне тепре пырса тăчĕ Заил.

— Тĕрĕс. Демократие эсĕ те ăнланма тытăнни мана савăнтарать.

— Апла пулсан, — арăмĕ еннелле сасартăк çаврăнчĕ Заил, — сана пĕр сăвă вуласа парам-ха.

— Авторĕ кам?

— Паллах, эпĕ.

Казанбаев сылтăм аллине çӳлелле çĕклесе сăвă калама тьггăнчĕ:

 

Кĕрлет, шавлать

Пăтраннă халăх.

Унта-кунта пăхать,

Шырать хуçалăх

Илмешкĕн ямăт укçана

Е салатма васкать

Пĕр-пĕр хуçалăх туприне...

 

— Малалла вула. Маттур! — упăшкине хаваслантарма тăрăшрĕ хĕрарăм, Заил такăннине ăнланнăскер.

— Пулăш, тархасшăн, юратнă çыравçăм.

— Пулăшма çăмăл мар, мĕншĕн тесен эсĕ малалла мĕн каласшăннине пĕлмелле-çке-ха манăн. Сана ăнланма, хăвах пĕлетĕн...

— Килĕшетĕп. Тем те пырса кĕрет пуçа. Ялан тĕрĕслĕх шыратăп, анчах тупаймастăп-ха. Ăçта пытарнă ăна пирĕнтен: санран та, манран та, ыттисенчен те. Мĕнле çулпа утмалла ун патне?

— Пĕлнĕ пулсан эпĕ сан умна çул хывса пыма хатĕр, — кĕскен хуравларĕ хĕрарăм упăшки малалла мĕн калассине кĕтсе.

— Хальлĕхе эпир — вăрман чăтлăхĕнче. Çав урлă-пирлĕ сапаланса выртакан йывăçсем, лăчăртатса тăракан шурлăхсемпе тарăн çырмасем урлă каçма питех те йывăр. Паллах, пăшин е упан çакăнтан тухма сукмакĕ пурах, анчах паян вĕсене те анратса çитернĕ, çавăнпа та пуçра тепĕр сăвă çуралчĕ.

 

Такам тытсах силлет

Амантнă чĕрчуна.

Пăвать, çапать, чикет

Аптранă чĕрчуна.

Анчах тăрать упа

Çĕршывăн варринче.

Ӳкмест, тухать упа

Тăшманăн аллинчен!

 

— Маттур! Эпĕ те шанатăп упа сываласса, — терĕ те Эльвира упăшкине питĕнчен чăпăрт чуптуса илчĕ. — Эсĕ манăн тĕрек. Паянхи пек сывă та тĕреклĕ пул ялан. Холодильникре мĕн кирли пултăр. Çав Япони телевизорне хăçан туянăпăр-ши?

— Мана ун пирки ыйтма аван мар, — çемçелчĕ Заил.

— Ĕçне хамах тăвăп. Эсĕ адресне пĕлтер.

— Юрать, тусăм. Пĕлтерĕп, — хуравларĕ Казанбаев арăмĕн ачаш аллинчен вĕçерĕнсе.

Вăл хваттерĕнчен тухрĕ те хăйне кĕтсе тăракан хура автомашинăн хыçалти ларкăчĕ çине кĕрсе ларчĕ. Шоферпа та сăмахламарĕ, тарăн шухăша путрĕ, хăйĕн пурнăçне мĕн ачалăхран пуçласа паянхи куна çитиччен аса илчĕ.

Шкулта вĕсем, вăрçă хыççăнхи ачасем, пĕр нушапа пурăнатчĕç. Апат-çимĕç çитместчĕ, тумтирĕ те начарччĕ. Çапах пурте тăрăшса вĕренетчĕç, çулла уй-хирте, фермăра ĕçлесе ашшĕ-амăшне пулăшатчĕç, анчах чылайăшне темшĕн килĕшмерĕ колхозри пурнăç, вăтам шкул пĕтерсен хулана куçрĕç ялти çамрăксем. Кам ăçта пултарать çавăнта вырнаçрĕç. Пĕрисем аслă шкулта вĕренчĕç, теприсем заводсемпе фабрикăсенче, шахтăсемпе стройкăсенче тар тăкрĕç, укçа турĕç. Ялсем пушанчĕç, улăх-çаран тăрăх çара уран пĕрле чупнă ачасем пĕр-пĕринчен ютшăнма тытăнчĕç; пĕрисем хула халăхĕпе хурăнташланчĕç, тĕрлĕрен пуçлăх пулса тăчĕç, теприсем вара хваттерсĕр тертленчĕç, тĕрлĕ бараксемпе общежитисенче пурăнса хура ĕçрен хăтăлаймарĕç, анчах пурте хулара пурăннă пирки мухтанчĕç, хăйсене ял çамрăкĕсенчен çӳллĕрех шайра туйрĕç.

Патшалăх вĕсене укçа-тенкĕ те, апат-çимĕç те ытларах пачĕ, çакă уй-хирте ĕçлекенсен йышне чакарса пычĕ, ялсене чухăнлатрĕ, пушатрĕ. Çĕнĕ юхăм Казанбаева та вĕçертмерĕ, унран хула çынни — студент, унтан инженер, каярах вара, тата темиçе çултан, ютран таврăнсан, чăн-чăн пуçлăх туса хучĕ.

Çакна вăл ăнланса та юлаймарĕ темелле. Тен, Гюзель Марковăпа тавлашса кайман тăк тата та пысăкрах ӳсĕмсем тăватчĕ пулĕ. Паянхи пек, асра иртнĕ кĕркунне пулса иртнĕ калаçу.

— Эсĕ мĕншĕн халăха кирлĕ обьектсене хута яма васкамастăн? — ыйтрĕ унран кардиолог, хăй ĕçлекен поликлиникăна юсас пирки ĕçтăвкома кĕнĕскер.

— Укçа-тенкĕ çитмест. Çитес çул юсăпăр сирĕн поликлиникăна.

— Укçа-тенкĕ? — тĕлĕнчĕ хĕрарăм председатель çине хаяррăн пăхса. — Парти стационарне кашни çул сăрлатăр, юсатăр.

— Вĕсен укçи-тенкийĕ пирĕн алăра мар, хаклă Гюзель.

— Мĕншĕн?

— Парти бюджечĕ уйрăм. Унта урăх йĕрке.

— Апла унта урăх патшалăх. Çапла-и?

— Çапла.

— Эсĕ хăш патшалăхра пурăнатăн?

— Паллах, халăхпа пĕрле.

— Аплах-ши? Каçар, тархасшăн. Эпĕ урăх çынпала кун çинчен сăмах та пуçарас çук. Санпа çеç калаçатăп, мĕншĕн тесен Герман политикăпа пач интересленмест. Унăн пĕртен-пĕр юратнă ĕçĕ — çын чĕрине сиплесси.

— Питĕ пархатарлă ĕç. Унран пахи, чапли çук та пулĕ, — терĕ Казанбаев, Марков чапĕпе ячĕ умĕнче ялан çĕлĕк хывса пуç тайма хăнăхнăскер.

— Килĕшетĕп, Заил. Чăн та, манăн упăшка çынсемшĕн калама çук пысăк ĕç тăвать. Анчах та паянхи обществăра, çав мораль тени пăсăлнă тапхăрта, ьггти çынсем те халăха Марковсенчен кая мар усă параççĕ.

— Сăмахран? — куçне чеен хĕссе илчĕ Казанбаев хирĕç ларакан çине ăшшăн пăхса.

Марковсене, упăшкипе арăмне, вăл хăйĕн тăванĕ пек хисеплет, вĕсемпе туслă пурăнать, ялан пулăшма тăрăшать. Паян вара нимех те тăваймарĕ вĕсемшĕн, мĕншĕн тесен юлашки укçана Афганистанран аманса таврăннă çамрăксене сыватма тунă центр валли уйăрса пачĕ ĕçтăвком, анчах çак тĕрĕслĕхе те пăлтереймерĕ председатель. Маркова умĕнче «Афганистан» сăмаха никам та хыттăн каламасть: унта вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Энтри çухалнă...

— Лихачевпа Сахаров академиксем... Вĕсем те пĕччен нимĕн те тăваймĕç кăмăл-сипете çĕклес енĕпе. Ку ĕçе шкултанах пуçламалла. Санăн арăму Эльвира, ман шутпа, питĕ тĕрĕс тăвать. Шкулта ĕçленисĕр пуçне кĕнекесем çырать, халăх шухăш-кăмăлне çӳллĕрех шая çĕклессишĕн ырми-канми ĕçлет.

— Çапла! Çаплах пултăр.

— Иккĕленетĕн-им? Шанăçран тухмарĕ пулĕ те? — йĕплесе ыйтрĕ хĕрарăм.

— Вăл мар-ха. Урăх чир тăрăнчĕ. Хам та тĕлĕнетĕп, анчах тем те пулать иккен пурнăçра.

— Пулать çав. Ун-кун сиксе тухсан ан тĕлĕн. Пурин çинчен те сивĕ сăмах калама хăяççĕ хăшĕ-пĕрисем.

— Юлашки çирĕм çул уншăн калама çук йывăр пулчĕ: пĕр тапхăр упăшкипе Суэц каналĕ таврашĕнче араб халăхне тăшманпа çапăçма пулăшса сывлăхне хавшатрĕ. Тепри, чи йывăрри, — çырма пуçланă вăхăт. Виçĕ нуша пĕр харăс тиенчĕ: çамрăк çыравçă шăпи, сывлăхĕ хавшакланнă упăшки тата пăнтăх саманинчи пуçлăхсем ютра пулнă çынна ялан ура хуни. Юрать-ха пурнăç улшăнчĕ. Манăн арăм Çĕнетӳ тăвакансемпе пĕр ретре.

— Маттур! Маттур хĕрарăм — Эльвира! — терĕ Маркова ура çине çĕкленсе. — Эпĕ унăн кĕнекисене вуланă. Тĕрĕс çулпа утать, тĕрлĕрен сулнăка каймасть.

— Ку шухăшпа килĕшместĕп, — пӳлĕмрен тухма тăнă хĕрарăм умне пырса тăчĕ Казанбаев. — Килĕшместĕп!

— Мĕншĕн?

— Вăл япала айне путнă çын. Чирлĕ тесен те тĕрĕсех. Паян — çĕнĕ кавир, ыран — тухья, виçмине — пушмак. Юрать ĕçтăвкомра ĕçлетĕп те тупса пама ĕлкĕретĕп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 17