Çавал сарăлсан :: 11. Телейлӗ чĕре тунсăха йышăнмасть
1
Кадышев правленирен тухса хире кайма хатĕрленнĕччĕ кăна, ăна телефон патне чĕнни çинчен пĕлтерчĕç. Вăл трубкăна пырса тытрĕ. Райком секретарĕн сассине тӳрех палласа илчĕ.
— Кахал йытта вил мулкач, теççĕ. Телее пула, тӳрех сире тупрăм, — янрарĕ хăлхара Василий Иванович сасси çывăхра калаçнă пекех. — Мĕн эсир унта тӳрем çĕрех кĕпер хыватăр?
— Мĕнле кĕпер? — ăнланмарĕ Павел.
— Лайăх клевер уйнех пăсатăр, теççĕ. Мирон Семенович паян ятарласах килсе пĕлтерчĕ. Çапла хаçатсем çыраççĕ. Анчах эпир выльăх-чĕрлĕх валли утăсăр тăрса юлма пултаратпăр. Васкама кирлĕ мар. Пирĕн улăх-çарансем сахал, çавăнпа клеверпа люцернăнах пуç çапма тивет. «Сельская жизнь» Мускав облаçне критиклет, пире мар.
Павел райком секретарьне йĕркипех хăй шухăшĕсене каласа пачĕ.
— Курăкĕ пĕтнĕ пулсан, тĕрĕс тунă. Атту пирĕн хăшĕ-пĕрисем лайăх курăксенех аркатма тытăнчĕç. Паян ятарласа бюро пухрăмăр, ыран е виçмине решени ярса паратпăр. Тĕплĕн паллашăр. Да, сирĕн плуг мĕн пачĕ унта? Эп сирĕн çинчен обком секретарьне каласа патăм, çав тери интересленчĕ. Вырсарникун ятарласах килме пулчĕ.
— Канмалли кун-и? — тĕлĕнчĕ Павел.
— Унăн вăхăт çукрах. Районта ытларах пуласшăн. Павел Василий Ивановича малтан сухаласа акнă çирĕм гектар çинчи тулă питех те паха шăтни, каярах юлса сухаланă вăтăр гектарĕ те шанăç пани çинчен пĕлтерчĕ, хăй хумханнине пытараймасăр, васкаса, сăмахсене пăт-пат перкелесе калаçрĕ.
— Парти ĕçне те аван тытăнтăр. Анчах Çавалкасра пĕр пысăк çитменлĕх пур: пирĕн йыш ӳсмест. Виссарион Маркович икĕ çул хушшинче пĕр çынна та илеймерĕ.
— Çыннисем пур, Василий Иванович. Икĕ колхозник заявлени пачĕ, Баранова хатĕрлетĕп, анчах выговор пирки тытăнса тăрать.
— Выговорĕ вăл тарама-ха. Баранов партире пулма тивĕç каччă...
Райком секретарĕ шухăшне пĕтереймерĕ, ăна Шупашкар линийĕ чĕнсе илчĕ.
Павел, телефон трубкине хурса, урама тухрĕ. Марье ăна кăнтăрла иртсен хирте тупрĕ. Улшăннă вăл пĕр талăкра, нумай улшăннă. Пит çăмартисем туртăннă, куçĕ айĕнче çĕнĕ йĕр çуралнă, пĕтĕм куç таврашне кăшт палăракан кăвак ункă сырса илнĕ. Пĕчĕк те кăвак тути çилпе тата хĕвелпе кушăрканă.
— Акă эпир ют та, — терĕ вăл машинă çинчен аннă-анманах. — Сана паян çывăрмасăрах кĕтрĕм, — хаш сывларĕ вăл. — Эп пачах та йăнăшман: сивлек те чунсăр этем эс.
— Эп хам кăмăла çĕнтеретĕп, — тавăрчĕ Павел. Çук, апла каласшăн марччĕ вăл урăхларах каласшăнччĕ. Ленăпа паллашнине те пĕлтересшĕнччĕ.
— Кур-ха, тупăннă пăхаттир: кăмăлне çĕнтересшĕн, — кулнă пек турĕ Марье. Унтан тутине çырта-çырта пĕр хушă шăпăртах тăчĕ.
— Чунсăр эс, çапах манаймăстăп. Ав, куратан-и, Çавал леш енче çĕмĕртлĕх шап-шурă. Миçе каç çывăрса каяймасăр ĕмĕтленнĕ эп çавăнта санпа ларма. Тăсăлса выртăттăм та йывăç айне, пуçăма сан чĕрçӳ ,çине хӳрса çур сехет сăмах хушмасăр сана куçран пăхнă пулăттăм.
Марье пĕр хушă шăпланчĕ, унтан каллех шухăшне малалла тăсрĕ:
— Пĕлмен эп юрату мĕнне. Курман. Телей те, курман сансăр пуçне, юрату та... — пăшăлтатрĕ вăл.
Марье сăмахĕсем Павела вĕрилентерсе пăрахрĕç, унăн ăна ăшă та çепĕç сăмахсем калас килчĕ, анчах çемçелĕхĕ вăхăтлăха çеç пулчĕ, вăл йăлтах урăхла хуравларĕ:
— Иксĕмĕр хушăра чĕре мар, ăс-тăн пулмалла.
— Кивĕ юрă, — тӳрех татса хучĕ Марье. — Лар, халь те пулин çĕмĕртлĕхе çитсе курар. Темиçе минутлăха кăна.
Павел пĕр хушă иккĕленсе тăчĕ, унăн каясси те килчĕ, анчах хăйне вăл çемçе кăмăллă пулнăшăн ятларĕ, куçне тартса çапла хуравларĕ:
— Вăхăт çук, Марье. Трактористсене ĕç кунĕ çырса памалла, килте те ĕçсем мăй таранах. Çынсем çĕр улма лартса пĕтерчĕç, манăн вăрлăхĕ те çук. Çынсем çĕре хуратрĕç, манăн та хуратмалла пуль.
— Хăть кĕçĕр юлашки хут пыр. Ыран-виçминех Трофим таврăнать. Эх, Павел, — çывхарчĕ вăл каччă патнех, тунсăхлă куçĕсем ĕлĕкхиллех илĕртсе пăхрĕç. — Эп сана çакăнтах чуп тума хатĕр.
— Тупрăн вырăн. Кунта уй та курать, вăрман та илтет.
— Маншăн пур пĕрех, — темĕнле ютшăннăрах сасăпа кулса ячĕ Марье. — Эс манашкал тунсăхласа пăх, вара пасарта чуп тума та хатĕр пулăттăн. Апла кĕçĕр пыратăн...
— Шантармастăп, Марье.
Хĕрарăм чĕнмерĕ. Ваштах çаврăнса мотоциклĕ патне пычĕ. Мотор кĕрлесе кайрĕ. Марье каллех анса Павел патне пычĕ.
— Лар, ерçӳсĕрскер. Килне илсе çитерĕп. Маншăн сана курни те çителĕклĕ.
— Илсе каякан пур чухне мĕншĕн кутăнлашас? — килешрĕ Павел.
— Пилĕкрен тыт, ӳксе юлăн, — типпĕн кулса илчĕ Мăрье.
Каччă самантлăха унăн куçне асăрхарĕ. Темĕнле ăссăрлăхпа чунсăрлăх вучĕ ялкăшнăн туйăнчĕ унта ăна.
Клевер пуссинчен тухакан сукмак Çавалкас уничи патне анакан çулпа пĕрлешрĕ. Вырăнĕ кунта айлăмалла, тикĕс, çĕрĕ хытнă, çавăнпа çул асфальтланă пекех.
Марье мотоциклне Май килне таран хытă хаваларĕ. Павел унăн хул пуççийĕ урлă спидометр стрелки çине пăхса пычĕ: аллă, çитмĕл, тахăр вуннă, çĕр... Сехетре çĕр çухрăм каякан хăвăртлăх. Мотоцикл мар, вĕсене хирĕç çĕр çиçĕмле хавăртлăхпа шăвать тейĕн, Çавалкас пӳрчĕсем вĕсенĕ хирĕç вĕçеççĕ. Хăлхара çил шăхăрать. Какăр умĕнче вĕлкĕшсе пыракан Марье тутăр вĕçĕ качча мăйĕ çӳмне çыпаçса тăпланчĕ. Çиветрен тухсă кайнă темиçе çӳç пĕрчи кăна хăвăртлăха пăхăнмасăр е Павел мăйне, е янахне кăтăклаççĕ. Çав çӳçсенчен халь çеç сунă сĕт шăршипе хутăш çĕмĕрт чечекĕсен шăрши кĕнĕн туйăнчĕ йĕкĕте.
Униче патне çитесси те инçе мар, анчах Марье хăвăртлăха татах ӳстерет. Темĕнле сисĕм çуралчĕ пуçра. Каччă хĕрарăма пилĕкрен ыталаса хăй çумне пăчăртарĕ, сылтăм урипе тормоз рычагне шыраса тупрĕ. Тормоз чĕриклетрĕ, кайри урапа хытă тытса лартнипе машинă унталла-кунталла сулăнса тӳрленчĕ. Марье те сисеймесĕрех газ ручкинчен алне вĕçертрĕ пулас! Машинăн малти урапи униче хапхине пырса тĕкĕнчĕ. Çаклатнă кантра татăлнипе хапха уçăлса каясшăн икĕ-виçĕ хут сиксе илчĕ.
Каччă çĕре сиксе анчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне пуçласа курнă пек тинкерсе пăхрĕç.
Марьен пичĕ шурса кайнă, çил каснипе-ши е чăнласах куççулĕ шăпăртатать, Тутине хăй çиллессĕн çыртса лартнă.
— Телейлĕ эс, — терĕ вăл хуллен кăна. — Каçар усал шухăшшăн.
— Ох, Марье, — тĕлĕнчĕ каччă. — Эс вăйлă та, вăйсăр та.
— Уç! Мĕн курман пек пăхса тăратăн! — тавăрчĕ вăл хирĕç.
Павел хапхана уçрĕ. Каллех мотор кĕрлесе кайрĕ.
«Вăт характер, — шухăшларĕ каччă. — Нивушлĕ çав териех вăйлă юрату? Вĕлерме, паллах, вĕлерейместчĕ ĕнтĕ, сиксе юлнă пулăттăм, анчах хăй пĕтетчĕ. Ытла та ăссăрскер. Тен, эп ăна ахалех кӳрентертĕм?»
Пăтранчăк кăмăлпа кĕчĕ Павел килне.
2
— Тӳрĕ калакан тăванне юрайман, тайма пуçа хĕç витмен, — тетчĕ пирĕн атте. Манăн тӳрех каламалла пулать, унсăрăн чăтма çук, — пăхса çаврăнчĕ Трофим Матвеевич ларăва пухăннисем çине.
Хăй вăл сĕтел умĕнче тăрать, урине яланхи пек пукан урлашки çине пуснă. Шалта ларакан куçĕсенче тарăху палăрать, пӳрнисем ĕçке ернĕ çынăнни пек сиксе чĕтреççĕ. Вăл вĕсене пытарма тăрăшать. Чышкине чăмăрта-чăмăрта сĕтел хĕррине пусать.
Тăрăхла сĕтел тавра Хапăс Петĕрĕ, Санька, тимĕрçĕ Петĕр, Федор Васильевич тата ытти правлени членĕсем параççĕ. Кладовщик карттусне сĕтел çине хывса хунă. Тураман сайра çӳçе сапаланса куçĕ çине усăнса аннă. Вăл, сĕтел умнех пĕкĕрĕлсе ларнăскер, çамка айĕн Трофим Матвеевича хуçа çăкăр татăкĕ пăрахса парасса кĕтекен йытă пек сăнать. Унпа юнашарах тимĕрçĕ Петĕр. Унăн кăмрăк пек хура куçĕсенче шухăшлăх, иккеленӳ. Вăл час-часах сĕтел пуçĕнче ларакан Павел çине пăха-пăха илет, ăна чĕререн хĕрхеннĕн туйăнать.
Санька вырăн тупаймасть. Тепĕр сехетрен туй пуçланмалла, клуба халăх пухăннă, ял Совет председателĕпе секретарь хăпарнă, Анна та кĕçех çитмелле. Вăл хумханать: аллинчи хут татăкне пĕрре сĕтел çине хурать, тепре каялла илет. Юлашкинчен ăна аллипе чăмăртаса йăвалать.
— Эс ман распоряжение мĕн тăван, — Хапăс Петĕрĕ ун аллинчен лӳчĕркенĕ хута илет.
Володя кая юлса тата шавлăн такампа калаçса пырса кĕчĕ. Пурне те илтĕнмелле хыттăн сывлăх сунчĕ.
— Мансăрах лару пуçлама сире кам ирĕк панă? — янратрĕ вăл. Пукан илсе, чӳрече умне кайса ларчĕ. Колхоз председательне курсанах ăнланчĕ: шӳт вырăнсăр, ларăва ахаль пухман.
Колхоз председателĕ пăснă клевер уйне кайса курнă, тенине илтрĕ Павел, Иккен, ăна хăй ирĕкĕпе страхланă пулнă, анчах Кадышев госстрах инспекторне чĕнсе илмен, çавăнпа халь колхоз страховой укçи аллă пинех илеймест.
Вăл-ку йĕркене Павел чăнласах пĕлмен, анчах халь кая юлнă-ши вара, ĕненмĕç-ши халь илсе килсе кăтартсан та.
— Çинçе çипренех çăмха пулать. Хулленех çĕклетпĕр колхоза. Колхоз аталанăвĕ кам мĕнле тăрăшнинчен килет. Акă эпĕ икĕ эрнере колхоза çĕр аллă пин услам туса патăм. Ытти председательсем хĕç тимер шыраççĕ, районти пуçлăхсене тархаслаççĕ. Эп унсăрах тупатăп. Тепĕр эрнерен тăватă контейнер хĕç тимĕр персе çитет. Эп пĕччен, ăнланатăр-и, пĕччен! — кăшкăрса ячĕ Трофим Матвеевич. — Сĕр те çывăрмастăп, кĕмен тăкăрлăк хăвармастăп. Ăна эсир пурте аван пĕлетĕр. Теприсем вара? Усă параççĕ тетĕр-и? Сăтăр тăваççĕ. Ан тив, тӳре калакан никама та ан юратăр. Çапах эп паян тӳрĕ каланипех те çырлахас çук. Тăрса пуç тай халăха, Кадышев юлташ. Сăтăрçă эс, акă кам!
Кăштах шухăшласа тăчĕ, каллех хĕрӳлĕн калаçма пикенчĕ.
— Иртнĕ ларура ăна шанса агронома лартрăмăр, трактор бригадин бригадирне суйларăмăр. Вăл эп илекен ĕç укçин тăхăр вунă процентне илет. Тепри пулсан, ман ура тупанне çуламалла. Вăл сурчĕ. Ман çине сурчĕ, ак, сирĕн çине сурчĕ. Икĕ талăкра колхозăнне аллă пин тенкĕ çунтарса ячĕ. Çынни ăслă пек, институт пĕтерет, страх инспектора чĕнме пĕлмест. Тепĕр тесен, пăсма та кирлĕ пулман клевера, эпир унта выльăхсем çӳрететтĕмĕрччĕ. Кадышев аллине тилхепе кĕчĕ те мĕн туса хучĕ? Анархи, мать честная! Паян райфона шăнкăравларăм, райĕçтăвкома. Ма пирĕн представительсĕр пăснă, теççĕ. Камран шыраса илес халь аллă пин?
— Павăлран! Атту пĕтерет вăл колхоза! — кăшкăрать Хапăс Петĕрĕ.
«Хуçа хăй вăйсăрланнине, тĕрĕс мар тунине сиссен, халăх умне яланах тарçине кăларать», — шухăшлать Павел, кладовщик çине пăхса.
— Представитель пулман тесе, район ĕненмесĕр тăрĕ-ши? — чăтаймасть Володя. — Райкомпа çыхăнас.
— Сансăрах пĕлетĕп, Баранов. Колхоз сăтăрла ĕçсемшĕн никама да каçармасть. Эп Кадышева агрономран та, трактор бригадин бригадирĕнчен те хăтарма ыйтатăп. Кам ман сĕнӳпе килĕшет, ал çĕклĕр.
— Хăйне сăмах памасăрах-и? — чăтаймасть Володя.
— Тав ту, Кадышев, юрать укçа шыраса илмест-пĕр, — аллине çĕклет председатель. Ун хыççăн — Хапăс Петĕрĕ, икĕ Анаткас çынни аллисене çĕклерĕç. Тимĕрçĕ Петĕрпе Федор Васильевич иккĕленчĕç пулас. Ларура паян фермă заведующийĕ Виктор Андреевич çук. Вăл вăрманта, çуртсем пăснă çĕрте. Павела кăларма тăватă сас та çителĕклĕ. Анчах колхоз председательне ку çырлахтармасть.
— Эсĕ те, Петруш, сăтăрçă майлă-и? — сассине хулленлетет председатель. — Эсĕ те ун урапипе супатăн-и? Ун çуни çинĕ лартăн та ун юррине юрлатăн-и? Е саншăн Кадышев туслăхĕ колхоз интересĕнчен те пысăк? — ун хыçнех пырса тăрать Трофим Матвеевич.
— Эп мĕн... Пĕлмес нимен те... Сăтăр туре пулсăн... Ĕненмес эп Павел сăтăр турĕ тенине. Ачаран пĕрле ӳснĕ, — хумханарах калаçрĕ тимĕрçĕ.
— Çĕкле, çĕкле, Петĕр, — терĕ Павел ăна куларах.
— Ху айăпна йышăнан пулсан... Эп мĕн... Çĕклеп, — çĕклерĕ вăл аллине.
— Федор Васильевич сасăлас çукки паллă. Эп ун вырăнне ларнă. Мана тăшман тесе шутлать, — хуллен шăл витĕртерех сăрхăнтарчĕ Прыгунов. Вăл Павел çине тинкерчĕ. Ларăва пынăранпа вĕсен куçĕсем пĕрремĕш хут тĕл пулчĕç. Пĕрисем тарăхупа çунчĕç, курайманлăхпа тулса тăкăнчĕç, теприсем хăйсен тĕрĕслĕхне туйса, ăшри вăя шанса, кăшт куларах та лăпкăн пăхрĕç. Шала кĕнĕ куçсем вĕсенчен шикленнĕн аяккалла тарчĕç.
— Эп тĕрĕслĕхшĕн çеç сасăлатăп, — тавăрчĕ Федор Васильевич.
— А эс? — Санька умне пычĕ бригадир.
— Эп правлени членĕ мар.
— Клеверĕ сан.
— Колхозăн вăл. Пĕтнĕ япалашăн ларатăр шавласа. Ĕмĕрте пĕрре авланатăп та унта та канăç памастăр.
— Эп хирĕç! — кăшкăрать Володя. — Мĕншĕн Павела сăмах та памастăр?
— Сайька! Ăçта каятăн? Тăхта, ыйту пĕтмен, — чарать председатель бригадира. Володя сăмахне вăл илтмĕш пулать. — Çапла вара, пилĕк сасăпа Кадышева ĕçрен кăлартăмăр. Ун вырăнне эп бригадир пулма Баранов юлташа çирĕплетме сĕнетĕп. Каччи маттур, хастар, кукурузă ăсти, комсорг. Пĕр сăмахпа — тивĕçлĕ çын.
Председатель шăпăрт ларма пĕлмен качча йăлтах хăй майлă çавăрма шухăшларĕ курăнать, анчах пĕлмест-ха вăл Володьăна.
— Мана? Бригадира? Кукурузран уйăрса? Ача вăййи вылятăр, Трофим Матвеевич. Коммунизмла ĕç бригади ятне илессишĕн ăмăрту пуçартăмăр, ăна район пĕлет, бригадирне пĕлет. Ак сана халь, ме. Хăвах ырламастăнччĕ-и Кадышева? Ырлама та тивĕç. Уй енчи колхозсенчен виçе кун каярах юлса акана тухрăмăр, чи малтан пĕтертĕмĕр. Çук, эп ача мар, мана пĕремĕкпе астарса илĕртеймĕр. Бригадира лартатăп та, шарламĕ тетĕн-и? — васкаса калаçрĕ комсорг.
— Тĕрĕслĕх вăл Çавалкасрах! — пӳлчĕ ăна председатель. — Нечевă аллă пинлĕх шар кӳнĕ çынна хӳтĕлеме. Кам ман сĕнӳпе килĕшет, çавсене ал çĕклеме ыйтатăп, — хăй чи малтан йăтрĕ Трофим Матвеевич. — Пулчĕ. Пилĕк сасă. Çапла вара ырантан, Баранов юлташ, бригадир ĕçне йышăнатăн.
— Шуйттансем йышăнччăр. Мĕн ку? Лару мар ку, спектакль. Чĕнетĕр тата çынсене, — терĕ Володя. Вăл ыйтмасăрах тухса кайрĕ, алăка шанлаттарса хупса хăварчĕ.
Павел хăй лăпкăлăхне çухатмасăр, куларах пăхса ларчĕ. Каччă хăйне йĕркеллĕ тыткалани председателе тарăхтарсах ячĕ.
— Мĕншĕнне калас-и? — çĕкленчĕ Павел. — Мана эсир ĕçрен кăларни хумхантармасть. Эп коммунист. Пур пĕрех ман алран ĕç каяс çук. Бригадир мар пулсан — тракторист. Трактористран кăларсан, лашапа ĕçлетĕп, лаша та шанса памасан, тырă выратăп, тислĕк тасатăтăп, пуртă йăтса платнике каятăп. Ак çак алсем, — тăсрĕ вăл аллисене, — вунă çулта ака тунă, сӳре сӳренĕ. Эсир мана ĕçлеме чараяс çук. Ĕçпе эп телейлĕ те. Ан тив, эп йăнăшам, анчах райком, обком урлă çав йăнăша юсама пулать. Нивушлĕ парти колхоз интересĕсене хӳтĕлемест?
— Сана сăмах паман, сăтăрçă эс! Сан кунта мар пулмалла! — сĕтеле чышкипе çапрĕ вăл. Кăранташ çĕре ӳкрĕ, чернил приборĕ сиксе илчĕ.
— Мана сăмах калама никам та чармасть. Правлени членĕ мар пулсан, парторг. Сан нервусем çемçе пулнăшăн эп айăплă мар. Тухса уçăлăр та — шăрту иртсе каять. Эп унччен хам шухăша ыттисене каласа парăп.
— Кирлĕ мар мана ăнлантарни. Ку лару, парги пухăвĕ мар. Унта эс хуçаланма пултаратăн. Ман нервисене ан тĕкĕн. Эп вĕсене çĕршыва сыхласа пĕтернĕ, — куçĕсене çутăлтарчĕ Трофим Матвеевич.
— Çĕршыва пурте сыхланă. Ман атте нервисене мар, пурнăçне çухатнă. Кирлĕ пулсан, эп паянах пăшал тытма хатĕр. Унпа ан мухтан, Трофим Матвеевич. Çынна тӳрех айăплама та ан тăрăш, пурнăç хăех кам тĕрĕсне кăтартĕ.
— Пурнăçпа мана ан тĕк. Çăмарти чăххине вĕрентет. Ман чухлĕ пурăн, ман чухнĕ ĕçле, вара вĕрент, — утса çӳреме пикенчĕ председатель.
— Пĕтрĕ-и суд? — ыйтрĕ Павел. — Эп кайма пултаратăп-и?
— Таси паха, — тавăрчĕ председатель.
— Тавтапуç. Эп ăшă сăмаха юрататăп, — тухса утрĕ Павел.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...