Кăвак çĕмрен :: Ахăрсамана хыпарçи
Ахăрсамана пуçланиччен темĕн чухлĕ вăхăт маларах арçынла тумланнă хĕрсем тăрăх çар ертсе çӳрĕ:
Ăна курсан, кам усал ĕç туса пурăннă, çавă чĕтресе ӳкĕ.
Часах хаяр тавăру пуçланĕ. Тĕнче тăрăх йĕс труба — нăхра — сассисем янăраса кайĕç те айăпсăр çĕре кĕнисем вăранĕç. Вĕсем усал ĕç туса пурăнакансене суд тума пуçлĕç...
Халăх ĕненĕвĕнчен.
Виççĕр ытла юланутçă вăрмантан тухрĕ те аслă çулпа Улатăр хĕррине пырса çитрĕ.
Унтан-кунтан çунса кăмрăкланнă хула карманĕ патне çитес чух хыттăн кăшкăрса чĕнни илтĕнчĕ.
— Камсем? Чарăнăр?
— Патька-патша патне! — маларах сиксе тухса хуравларĕ Укаслу.
— Камсем эсир? — ыйтрĕ леш сасă.
— Чăвашсем!
Карман хапхи патĕнчен виççĕн уйрăлчĕç те юланутçăсем патне хуллен утса пычĕç. Хула хĕрринчи хурал иккен ку.
— Патька-патша кунтан ĕнерех тухса кайнă, — терĕç вĕсем.
— Ăçта? — ыйтрĕ Укаслу.
— Кам пĕлет ăна. Вăл государь ирĕкĕ. Саранск еннелле пулас.
— Хулара кам юлнă?
— Сюльдяшов полковник. Вăлах хула вăйпучĕ.
— Пĕлтерĕр: Укаслу полковник чăвашсемпе, тейĕр. Лешсем ун çине ĕненмесĕр пăхрĕç:
— Хăшĕ вара вăл полковник?
— Эпĕ, — терĕ хĕр, хуралçăсем çине çирĕппĕн пăхса.
— Эсĕ? — хуралçăсем тĕлĕнни тӳрех палăрчĕ. — Ытла çамрăк-çке эсĕ! — чăтаймасăр каларĕ вĕсенчен пĕри.
— Сирĕн ĕç мар ку! Кайса пĕлтерĕр хăвăртрах! — кĕскен те татăклăн кăшкăрса тăкрĕ вĕсене кĕтсе ывăннă Тимофей-хусах.
Калаçакансем çухалчĕç.
«Ырăпах кĕтсе илмерĕç, — шухăшларĕ Укаслу. — Мĕне пĕлтерет ку? Патька-патша çапла сыхлануллă пулма хушса хăварнă-и?»
Шухăш вĕçне тухаймарĕ — леш хуралçăсем таврăнчĕç.
— Вăйпут полковнике хăй патне чĕнет, — пĕлтерчĕç.
— Мĕншĕн полковнике кăна? — чуптарса пычĕç Укаслу патне Аçтăрханпа Ишмук. — Мĕншĕн полковникĕн пĕччен каймалла? Ав епле пакăлтатаç, амикке!
— Пирĕн çара кантарас пулать. Эпир кăшт кансанах патька-патша патне тухса каятпăр, — терĕ Укаслу.
— Пурне те хулана кĕртме хушман. Канас тетĕр пулсан, хула тулашне тăрăр. Çуллахи çанталăк. Сирех аван пулĕ.
— Хула тулашне! — сиксе укрĕ Тимофей-хусах. — Кăтартăп ак сана хула тулашĕ, пуçна çапса ватăп, çурман пӳлене. Лешсем шăпланчĕç.
Çилленсе кайнă Тимофей-хусаха Укаслу аранах лăплантарчĕ:
— Юрĕ, — терĕ вăл. — Тапăра кунтах юлăпăр. Атьăр вăйпут патне.
— Воевода полковнике çеç чĕнет! — аса илтерчĕ пĕр хуралçи.
— Сирĕн ĕç мар ку! — кăшкăрса тăкрĕ ăна Тимофей-хусах. Унтан Укаслăва:
— Итле-ха, полковник, кунта, тем, шансах пĕтерейместĕп, эпĕ. Тен, воевода патне каймалла та мар пулĕ?
— Патька-патша ăçталла кайнине ыйтса пĕлес пулать вĕт-ха.
— Апла эпĕ сана пĕччен ямастăп, — терĕ Тимофей-хусах. — Эпĕ саншăн государь-императорпа Алюнов умĕнче яваплă. Хам та пыратăп. Тепĕр вунă çын илетĕп. Чи паттăррисене.
Укаслун унпа килĕшмеллех пулчĕ.
Тимофей-хусах хăйсемпе пымалли çынсене суйласа илчĕ те:
— Аçтăрхан, — терĕ, — эсĕ кунта юл. Асту, енчен те эпир кăнтăрла тĕлне каялла таврăнмарăмăр пулсассăн, пĕтĕм çарпа кармана çĕмĕрсе кĕр. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм. Эпир хатĕр тăрăпăр, — килĕшрĕ Аçтăрхан. Укаслу, Тимофей-хусах тата вăл суйласа илнĕ вунă çын хуралçăсемпе пĕрле карман хапхинчен кĕрсе кайса çухалчĕç.
Сюльдяшов вĕсене вăйпут çурчĕ умĕнче кĕтсе тăрат. Унпа пĕрле — темиçе салтак.
Хĕр-полковник кунта темĕнле çарпа килсе тухни ăна та тĕлĕнтерчĕ.
— Мĕншĕн патька-патша патне каякан çара хулана кĕртместĕн? — кăшкăрса тăкрĕ ун патне çитнĕ-çитменех Укаслу.
«Охо-о! Йĕплĕ курăнать ку хĕрарăм! Анчах мĕнле полковник теме хăять-ха вăл хăйне? — шухăшларĕ Сюльдяшов. — Анчах халĕ унпа хирĕçме юрамасть. Мĕн те пулин шутласа кăларас».
Вăл маларах утса, хĕр-полковник патне çывхарчĕ те ăна куçĕнченех витерес пек пăхрĕ. .
— Хапăлласа кĕтетпĕр! — терĕ. — Полковник, ан çилленĕр.
Император-государь çапла хушса хăварнă.
— Ăçталла çул тытнă вăл?
— Ăçталла каясси — государь ирĕкĕ. Эсир анăр утсем çинчен. Канăр. Вăл хушăра эпир государь-император ăçталла кайнине пĕлме тăрăшăпăр.
Çав вăхăтра урамăн икĕ енчен те вăйпут çурчĕ енне хĕçпăшаллă инвалидсен командин салтакĕсем киле пуçларĕç. Вĕсем хуларан тухмалли çул çинче кĕпĕрленсе тăчĕç.
Укаслу патне Тимофей-хусах пычĕ:
— Кунта тем ырă мар, — терĕ вăл асăрхануллăн. — Ку çынна шанма çук. Утсем çинчен анма юрамасть.
Ватă хусах ĕмĕрĕнче сахал мар ун пек-кун пеке курнă. Вăл тĕл пулнă çынсем хушшинче икĕ питлисем те, сутăнчăк чунлисем те сахал мар пулнă. Сюльдяшов калаçнине, инвалидсен команди каялла каймалли çула пӳлсе тăнине курни шухăшлаттарчех пулас ăна.
Укаслупа хусах калаçнине асăрхамарĕ Сюльдяшов. Унăн пуçĕнче урăх шухăшчĕ:
«Енчен çак самозванец полковник текен хĕрупраçа пĕтĕм çыннисемпе таканласа лартас-тăк... Карман хапхисене хупса хурăттăм та... Темиçе кунтан Чулхуларан çар персе çитĕ. Чăнласах карьера тума пулать те. Халĕ вĕсен тимлĕхне путарас пулать. Нимĕн те ан сисчĕр. Нимĕн те ан чухлаччăр...»
Хăй çумĕнчи инвалида вăл хула хапхине хупма систерчĕ.
— Анăр ĕнтĕ, хаклă хăнасем! Утăрсем те канччăр. Кăрал таврашне, акă, салтаксем сыхласа тăрĕç.
Темиçе салтак юланутçăсем патне пыма хускалчĕç. Вĕсен хӳттипе урам варрине юлнисем çар йĕркине йĕркеленсе тăчĕç. Анчах Тимофей-хусах тимлĕ пулчĕ.
— Сутăнчăксем! — кăшкăрса ячĕ вăл çакна асăрхаса. Укаслу шартах сикрĕ, йĕри-тавралла пăхса çаврăнчĕ, мĕн тумаллине тавçăрма тăрăшрĕ.
Хула варринелле кайма юрамасть. Пĕртен-пĕр çул — тапăр еннелле. Салтаксене таптаса каяс пулать. Унсăрăн, паянхи кун патька-патшан шанчăклă çьннисемшĕн юлашки пулма пултарать.
— Утăрья! — кăшкăрса ячĕ хĕр-полковник. — Ман хыççăн! Хĕр, утне çавăрнă майăнах укçăвĕнчен çĕмренне туртса кăларчĕ те, уххине çĕклерĕ. Утсем тапса сикрĕç. Пур вăйран карăнтарса янă кăвак çĕмрен вăйпут çумĕнче тăракан салтаксенчен пĕрин сулахай аллине пырса тăрăнчĕ. Укаслупа пĕрле килнĕ çыннисем те уххисемпе печĕç. Темиçе салтак пĕтĕрĕнсе ӳкрĕç. Çывăхра тăракан инвалидсем вĕсене çăлма чупса пычĕç.
Анчах Укаслупа унăн юлташĕсене çакă çеç çăлаймастчĕ те пуль. Юрать, Тимофей-хусах мĕн тумаллине тавçăрса илчĕ. Утне çавăрнă маях вăл вăрт! пĕшкĕнчĕ те Сюльдяшова, тумтир çухинчен çатăрласа тытса, хăй учĕ çине çĕклесе çапрĕ. Унтан утне ыттисем хыççăн сиккипе ячĕ.
Çакă çăлса хăварчĕ те Укаслупа ун çыннисене.
Вăйпут команда парасса кĕтекен салтаксем урам варринче ним тума пĕлеймерĕç. Çавăнтах вĕсем çине утсем пырса кĕчĕç. Ут ури айне лекни лăчăртатса юлчĕ, тарни таçта кайса çухалчĕ — юланутсем хĕреслĕ урамран карман хапхи еннелле илсе каякан тăкăрлăка кĕрсе кайрĕç.
Тепĕр темĕнчулран Укаслупа унăн çыннисем леш Сюльдяшов карман хапхине хупма янă салтакран та иртсе кайрĕç.
Çав вăхăтра вăйпут çурчĕ умĕнче те лăплана пуçларĕç ĕнтĕ.
— Ну, шуйтан хĕрĕ, мĕн кăтартса пĕтерчĕ. Чутах леш тĕнчене ăсататчĕ. Çук, ку тем тесен те ахăрсамана хыпарçи пулчĕ. Тĕнче пĕтессе, — мăкăртатрĕ урам варрине тухнă салтаксене ертсе пыракан капрал, ăна хĕр-полковник çыннисенчен тахăшĕ хулĕнчен хĕçпе лектерсе хăварнă иккен. Юрать-ха, хĕç вĕçĕ çеç тивнĕ, ӳтне çеç каснă.
Инвалидсен командин чĕрĕ юлнă салтакĕсенчен пĕри ун патне чупса пычĕ.
— Хыçалтан хăваламалла-и? Воеводăна вăрласа тарнă вĕсем! Воеводăна çăлмалла-и?
— Ухмах! — касса татрĕ ăна аманнă капрал. — Хыçалтан хăваламалла-и? Пĕлетĕн-и камсем кусем? Ахăрсамана хыпарçисем! Хĕрарăм хăçан та пулсан полковник пулнине курнă-и эсĕ! Çук! Шуйтан чурисем вĕсем! Хупăр часрах карман хапхине! Никама та ан кĕртĕр! Воеводăна халь тин çăлаяс çук ĕнтĕ.
Шуйтан аллине лекрĕ вăл.
Хулана ахăрсамана хыпарçи килсе, вăйпута вăрласа тарнă тени халăх хушшинче çиçĕм пек сарăлчĕ.
— Ахăрсамана хыпарçи килнĕ!
— Вăйпута вăрласа тарнă!
— Хулана вут тĕртсе хăварнă!
— Темиçе çынна вĕлернĕ!
— Вилĕм çитрĕ, вилĕм!!
Хулара кăшкăрашу пуçланса кайрĕ. Пурте питĕрĕнсе ларма васкарĕç. Кашнийĕ вилсен те килте вилесчĕ, теççĕ. Карман патĕнчи салтаксем чĕтре-чĕтре сăхсăхма тытăнчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...