Кăвак çĕмрен :: Çĕнĕ чиркӳ — çĕнĕ куççуль


Иннокентийпе пĕрле пӳлĕмрен тухнă май Савантер хăй çине хĕрес хучĕ те:

— Тавтапуç сана, таса атте, — терĕ.

— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ пуп.

— Мĕншĕнне хам пĕлетĕп.

Тĕлĕннĕ пупа хăй хыçне хăварса, Савантер урамалла тухрĕ.

 

Салтаксем халăха хăпăл-хапăл, шавлăн, кăшкăра-кăшкăра, чылайăшне йĕртсе-макăртса пуçтарчĕç. Хĕвел тухнă çĕре чиркӳ лартмалли лапра туп-тулли халăхчĕ.

Валтиелсем икĕ ушкăна пуçтарăнса тăчĕç.

Пĕрремĕш ушкăнĕнче — пуянсемпе вĕсен ури тупанне çулакансем: куштансем, кармаçăварсем. Вĕсем нумайăн мар. Анчах пурте лайăх, таса тумланнă. Камсул е çĕнĕ халат тăхăннă, пуçĕсенче — ялккас е кĕлĕмуç. Урисенче — атă. Пичĕ-куçĕнче — пупсемпе салтаксене юрас тенисĕр пуçне нимле шухăш та çук.

Тепĕр ушкăн çынсем вĕсенчен пачах уйрăлса тăраççĕ. Кунта çараурансем те, çĕтĕк çăпаталлисем те, кĕпе вĕççĕннисĕм те пайтах. Вĕсем, хăйсем çине килекен инкекрен тарса хăтăлма хăтланнăн, кашкăра курнă сурăх путеккисем пек, пĕр-пĕрин хыçне пытанма тăрăшаççĕ.

Савантер, сунарçа туйнă кайăк евĕр, шăв-шав пуçланас-тăк хăш енчен кĕтмелли-ши ăна тесе тĕрлĕ еннелле пăхрĕ. Пурте йĕркеллех пулмалла. Пуянсем тем тусан та пупсене хирĕç каяс çук. Хура халăх вара, тем тĕрлĕ тарăхсан та, салтаксене хирĕç тăма хăю çитерес çук. Кашнинех хăй тирĕ хаклă-çке-ха... Ача çухалнине, паллах, пĕлнĕ ĕнтĕ. Анчах шарлакан тавраш илтĕнмест. Ним тума пĕлеймесĕр тăраççĕ пуль.

Савантер чухăнсен ушкăнĕ енне тепре тинкерсе пăхрĕ. Арçынсен сăнĕ-пуçĕ тĕксĕм. Вĕсем пурте куç айĕн пăхаççĕ. Хĕрарăмсем, хӳтлĕх шырайăн, вĕсен çумне тĕршĕнеççĕ... Темиçе çамрăк пĕр çĕре пуçтарăннă, салтаксем çине пӳрнисемпе кăтартса, темĕскер пăшăлтатаççĕ.

«Эх, ырра мар ку! Епле пулсан та ырра мар, — шухăшласа илчĕ Савантер. — Алтарь айне ача хурассипе аппаланмалла та марччĕ те çав. Эх, инкек тупăнмасан юрĕччĕ».

Савантерĕн каллех, ним шутласа тăмасăрах, çак ялтан тухса тарасси килчĕ. Унăн чĕри кунта тем инкек пуласса туйрĕ.

Анчах вăл Иннокентирен хăрарĕ.«Çук, хам вăрласа килнĕ ачана алтарь айне хунине пăхса тăрса пулмасть! — терĕ вăл сасартăк хăйне-хăй. — Каятăп. Кайран ыйтас-тăвас пулсан мĕскер те пулин шыраса тупăп».

Савантер, каяс тесе, çуртсем хыçне шăвăнма тытăннăччĕ ĕнтĕ, çав самантра хăй çулĕ çинче тăракан хĕрарăмсен ушкăнне асăрхарĕ. Вĕсен хушшинче леш хăй вăрланă ачан амăшĕ те тăратчĕ. Унăн пичĕ вараланса пĕтнĕ, куçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр йĕнипе кăвакарса, шыçăнса кайнă. Вăл, такама юна-юна, кăшкăрашать, хĕрарăмсене, хăй хыççăн пыма чĕнсе, аллисенчен туртать.

«Ачине шырама илсе каясшăн ĕнтĕ, — терĕ Савантер. — Эх, Валтиел чиркĕвĕ çак хĕрарăм куççулĕпе никĕсрен пуçласа вĕçне çитиех çăвăнчĕ иккен...»

Çапла шухăшласа, Килтеш пуянĕ кайса ĕлкĕреймерĕ, пӳртрен таса аттесем тухрĕç. Малта — Валтиел пупĕ, ун аллинче — шăналăкпа чĕркенĕ вилĕ ача.

 

Кун пек ĕçре халăх сурăх пек чĕмсĕр пуласса пупсем пит шансах пĕтермен пулас. Вĕсем телей кӳрекен тĕрĕс тĕн, çĕнĕ чиркӳ çинчен пакăлтатнă чухне салтаксем кăшт аяккарах кайса, пăшалĕсене халăх еннелле тытса, пĕр ĕретпе тăчĕç. Кирлĕ пулсан, халь тесен халь персе яма хатĕр.

Малтанласа пурте йĕркеллех пычĕ. Халăх шăпăрт, хускалмасăр, ним чĕнмесĕр тăчĕ. Анчах Ермолай пуп, чиркӳ ĕмĕрлĕх тăтăр тесе ун алтарĕ айне ача хурасси пирки каласан, пурте харăсах, такам хушнă пек шавласа кайрĕç. Пур енчен те кăшкăрашни, пĕр-пĕрне чĕнни илтĕнчĕ. Ахăртнех, мĕскĕн тăлăх пепки çухалнине пурте илтнĕ пулас та çав ача пупсен аллинче иккенне туйрĕç-ши?

Ермолай пуп, çакна илтсен, мĕн тăвас-ши тенĕн, хăйĕн салтакĕсем çине пăхса илчĕ. Салтаксем çапăçăва хатĕр, паттăр, маттур. Çакă ăна лăплантарчĕ пулас. Вăл шăналăкне уçрĕ те çаппа-çарамас ачана çӳлелле çĕклерĕ.

— Акă вăл — турра килĕшнĕ ача! — терĕ.

— Ывăлăм! — чуна ыраттармалла хĕрарăм кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ çавăнтах. — Ман ывăл ку!

Хăйне хупăрласа тăракан хĕрарăмсен ункине татса, тăлăх арăм пуп еннелле ыткăнчĕ.

Ăна салтаксем те чарса ĕлкĕреймерĕç. Вăл урса кайнă çӳлевĕç пек пуп патне чупса çитрĕ те хăй ачине уринчен çатăрласа ярса тытрĕ.

— Ман ывăл! Ăна вăрласа кайрĕç! Вĕсем! Вĕсем вăрланă! Ывăлăм! — вĕçĕмсĕр кăшкăрашрĕ хăй.

Валтиел пупне пулăшма Иннокентий чупса пычĕ. Вăл, хĕрарăма хыçалтан, çӳçĕнчен çатăрласа тытса, хăй патнелле туртса илчĕ те, урипе хырăмĕнчен тапса, сирпĕтсе ячĕ.

— Ман ывăл! Ман ывăл! Вĕлернĕ ăна! — упаленсе ытла хытă тапнипе хырăмĕ ыратнине пула ури çине тăраймасăр йĕре-йĕре кăшкăрашрĕ хĕрарăм.

Ăна пулăшма леш вăрманта Иннокентийпе тавлашнă кусе чупса тухрĕ. Анчах вăл упаленекен тăлăх арăм патне çитеймерĕ, салтаксем ăна пăшал кучĕпе çапса ӳкерчĕç те, урса кайса, урисемпе тапа-тапа хĕнеме тытăнчĕç.

Пĕрремĕш ушкăнри Валтиел çыннисем, шăв-шав пуçлансанах салтаксем еннелле куçса тăчĕç. Çук, вĕсемпе çапăçма мар, вĕсен майлă пулма. Çапăçу пуçлансан ку ушкăн çыннисем салтаксемпе танах çĕтĕк-çатăк тумлă хăйсен ял çыннисене пĕтерме хатĕр...

— Вĕлерчĕç! Упăшкана вĕлерчĕç! — çинçе саслă хĕрарăм çухăрса яни илтĕнчĕ. Ахăртнех, ку леш кӳсе арăмĕ пулчĕ пулас.

Темиçе çамрăк салтаксен аллинчен кӳсе старике туртса илме тăчĕç. Хыçалтисем, ним тума аптăраса, пупсене ылханма тытăнчĕç.

— Этьсемри! — аслати пек сасă янăраса кайрĕ çав хушăра. — Этьсемри, мĕн ку? Мĕншĕн çапла ним айăпсăртан вĕлереççĕ пире! Ачасене вăрлаççĕ! Этьсемри, арçынсем пур-и пирĕн хушăмăрта!

— Тĕп пултăр вырăс тĕнĕ!

— Тĕп пулччăр пупсем!

— Утăрья! Çапăр, касăр хăйсене!

Таçтан хĕç йăтнă темиçе чăваш чупса тухрĕç те салтаксем патне ыткăнчĕç. Анчах лешсем çухалса каймарĕç, кăшт каялла чакрĕç те пăшалĕсене çĕклерĕç.

Кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ:

— Перĕр! Харăссăн перĕр, атьсем!

Темиçе пăшал сасси хыттăн, харăссăн кĕрĕслетрĕ. Хĕç йăтса чупакан валтиелсенчен çурри ытла касса пăрахнă йывăç пек çĕре ӳкрĕ...

— Эх, инкек пуçланчех иккен! — кăшкăрса ячĕ Савантер. — Пуçа çухатиччен тухса шăвас кунтан часрах!

Вăл çуртсем хыçĕпе кутăн-кутăн чакрĕ те çырма хĕррипе ял вĕçнелле тапса сикрĕ...

■ Страницăсем: 1 2 3 4