Кăвак çĕмрен :: Çăхан куçне çăхан чавмасть
Çут тĕнчере пылхурчĕ çеç мар, шăна-пăван та, эрешмен те пур.
Халăх каларăшĕ.
Кураймасть Укапи аппа Кĕлсулттан кинемее. Эх, кураймасть те. Унăн ирĕкĕ пулсан, вăл ăна, çав ютенĕ карчамаса, шалча çине лартăччĕ, алли-урине касса пăрахма, куçне чавса кăларма хушĕччĕ...
Мĕншĕн Кĕлсулттан кинемее çапла териех кураймасть-ха вăл?
Ара, сăлтавĕ те пур çав. Укапи те кăштах çынсене юмлакалама тăрăшать-çке. Пĕр-ик çул каялла пуçланăччĕ вăл çак ĕçе. Кӳршĕ ачи чирлесе ӳксессĕн вăл виçĕ кун кĕлĕ вуларĕ, шывпала юмăç пăхрĕ. Анчах леш ача ăшĕнчен çаплипех чирĕ каймарĕ. Вăл аптăранăçемĕн аптăрасах пычĕ. Вилме те пуçларĕ. Çавăн пек чухне вара ача ашшĕ Кĕлсулттан кинемее чĕнсе килчĕ. Лешĕ те çав, пычĕ. Ачана пăхкаларĕ те «Укапи кирлĕ кĕлĕ вуламан, — терĕ, — çавăнпа ачана пушшех йывăр пулнă. Эпĕ килмен пулсан, ача ыран вилетчĕ. Капла эпĕ ăна виçĕ кунтан сывататăп. Вара тӳрех Укапие килтен хуса кăларма хушрĕ, вара сипле пуçларĕ. Чăнах та тăваттăмĕш кунне хай ача ури çине тăчĕ, сывалчĕ.
Çав кунран пуçласа кураймасть те ĕнтĕ Укапи Кĕлсулттан кинемее.
— Пĕтме маннăскер, — тет хăй ăшĕнче Укапи, — ман çиес çăкăра туртса илчĕ. Мана ĕнтĕ халь вăл вилмесĕр никам та чирлĕ çын патне чĕнес çук!...
Укапин çиес çăкăрĕ чакрĕ çапла. «Епле тавăрас-ха ман ăна? — шухăшлать Укапи. — Çук, эпĕ ăна ырă кăтартмăп-ха. Ăна çĕре кĕртетĕпех. Тьфу, Пихампар каçартăр та ку шухăшшăн».
Çапла Килтеш ялĕнчи икĕ карчăк хушшипеле хура кушак чупса иртрĕ.
Унтанпа Укапи хăйпе урлă пулнă Кĕлсулттан кинемей çинчен ăçта килчĕ унта элек сара пуçларĕ. Вăл çынсене хăйĕн пăшăл-пăшăл та йăпăлтирех сассипе çапла калакаларĕ:
— Кĕлсулттан вăл чирлисене хура кушак какайне çитерет. Вара леш çын чунĕ Шуйттана сутăнать.
— Кĕлсулттан вăл Эсрелпе те, Эсрехунпа та килĕштерет.
— Кĕлсулттана ăна Лештĕнчери пур усал вăй пулăшса тăрать.
Çынсем, Укапи сăмахне илтсен, унпа килĕшнĕн пуçĕсене сĕлтеççĕ те ним сăмах чĕнмесĕрех аяккалла пăрăнаççĕ. «Киремет хăв ирĕкне ан ярах, Кĕлсулттан кинемей пĕлсен тем курмалла пулĕ», — тесе шухăшлаççĕ.
Çакна курса, Укапи вара урсах каять.
Нумаях пулмасть-ха тата Укапи Кĕлсулттан карчăка çилленнипе чирлесех те ӳкнĕччĕ. Çапла пулса иртрĕ ку. Хăй патне кăштах ĕçлекелеме Укапи çав тăлăх хĕре Укаслăва чĕннĕччĕ. Кăштах пĕрле ĕçлекелесен хăнăхĕ, эпĕ каланине итлекен пулĕ, Шăхале качча тухма та килĕшĕ, терĕ. Ку Укапишĕн мĕн тери пысăк çĕнтерӳ пулĕччĕ. Унран кулма пăрахĕччĕç вара. Çук çав, ĕçĕ ăнмарĕ Укапин. Каллех çав вилме маннă карчамас ĕçе пăсрĕ. Шăп та лăп çав кунхинех вăл та Укаслăва хăй патне ĕçлеме чĕннĕ иккен. Кăшт пулăшкалама ĕнтĕ. Лешĕ, паллах, Укапи патне мар, Кĕлсулттан патне кайрĕ... Çав кунхине Укапи çак юмăç карчăкне хăй аллипе çурса тăкас патнех çитнĕччĕ. Кĕлсулттанпа пĕрле вара вăл Укаслăва та вилес пекех курайми пулчĕ. Хăй ăшĕнче: «Иккĕмĕш Кĕлсулттан-тупăнчĕ мар-и! — терĕ. — Акă, ватăлать те юмăç пулать, пĕтĕм усал-тĕселпе çыхланса каять. Кĕлсулттан пекех».
Кайран хĕре вăрласа кайрĕç. Çав тери савăнчĕ çакна илтсен Укапи. Кĕлсулттан халь ĕнтĕ юлташсăр тăрса юлчĕ, терĕ. Анчах лешĕ, Киремет маннă япала, пулас упăшкине вĕлернĕ те тухса тарнă. Таçта тарнă, никам та пĕлмест. Çынсем виçĕ кун ун йĕрне шырарĕç: пĕтĕм вăрмана, çеçенхире çавăрчĕç, нимĕн те тупаймарĕç. Кайран калаçма тытăнчĕç вара:
— Укаслу вăл хурахсемпе çыхланнă. Вĕсем патне тарса кайнă.
— Ырă Киремет хăй çиллине ӳкернĕ, çавăнпа ним паллисĕр çухалнă вăл. Килĕш Киремете ăна çиллентерме юрамасть çав, ун пеккине хур кăтартма пĕлет вăл.
— Пихампар тавăрнă ăна. Ара, хĕрупраç пуççăн аллине анкар тытса çын юнне юхтарнă та. Тискер кайăксем çурса тăкнă, тет.
Çак сăмахсене илтсен те хăй ăшĕнче савăнчĕ Укапи. «Çапла кирлĕ-ха сана, — терĕ. — Пуриншĕн те ман ылхан çитрĕ пулас». Çав хушăрах тата хăй чи усал тăшманĕ çинчен те манмарĕ. Кĕлсулттан çинчен элек хыççăн элек сарчĕ:
— Çав тĕп турĕ ĕнтĕ Укаслу чунне. Çав вĕрентнĕ ăна çапла çынна вĕлерме. Ара, Эсрелпе Эсрехуна çын юнĕ кирлĕ те. Вĕсем Келсулттан тусĕсем-иç. Э-э-э?
Унтанпа ĕнтĕ икĕ эрне иртрĕ.
Çынсем мĕн пулнине хуллен манса пычĕç. Кашнин хăйĕн шухăшĕ, хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ… Пĕрин хĕле валли вутти çук. Теприн утти çитмест. Виççĕмĕшĕ выçăпа аптрать. Тăваттăмĕшĕн ĕнине кашкăрсем тытса çурнă. Пиллĕкмĕшĕн лашине вăрăсем илсе кайнă.
Савантер çеç çав инкеке манаймарĕ. Ара, çав ылханлă хĕр чиксе вĕлернĕ Шăхаль унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ-çке, ватлăх кунри шанчăкĕ, ĕçне малалла илсе каяканĕ. Мен пурăнни ĕнтĕ капла! Савантер хăй вилĕ те кама валли юлĕ ун пурлăхĕ! Пĕтĕм Хунчар йăхĕн инкекĕ пулчĕ-çке ку! Кам аллинчен, кам аллинчен çĕре кĕмелле пулчĕ унăн, Шăхалĕн! Хĕрупраç аллинчен! Мăшкăл, мăшкăл-çке ку!
Савантер тупа турĕ: «Енчен те çав хĕр чĕрĕ пулсан, пурпĕрех шыраса тупăп, вара хуйхăма унăн юнĕпеле юхтарса ярăп!»
Укаслăва çын вĕлерме ватă Кĕлсулттан вĕрентнĕ тенине илтессе илтнĕ-ха Савантер. Çавăнпа ĕнтĕ вăл ăна пĕтерсе тăкма та хатĕр. Анчах çулăхма нимĕнле сăлтав тупаймасть-çке, çитменнине тата кăштах шикленкелет те. Кам пĕлес пур, тем тытать-ха пĕтме маннă юмăç карчăк хăй ăсĕнче? Чир-чĕр ярса тертлентерĕ тата.
Вара хайхи Укапи те Кĕлсулттана пит курайманнине илтнипе усă курма шут тытрĕ. Укапие темиçе кун хушши Кĕлсулттан карчăк хыççăн йĕрлеме хушрĕ. Тен, мĕн те пулин курăнĕ, çăлтав тупăнĕ. Вара Савантер ун çинчен ялти ватăсене пĕлтерĕ, вĕсем ватă юмăç-карчăка вĕлерме те ирĕк парĕç.
Çавăнпа ĕнтĕ виççĕмĕш кун паян Укапи каç пуласпа, çын курмалла мар йăпшăнса, Кĕлсулттан кинемей хуралчĕ патне çывхарчĕ. Анкартине кĕчĕ, унта çĕмĕрт хыçне пытанса тăчĕ. Таврара мĕн пулса иртнине сăнаса тăма тытăнчĕ. Шăпăрт-ха. Нимĕн ун пекки-кун пекки те илтĕнмест.
Ĕнер те çапла нимĕн те пулмарĕ. Карчăк картишĕнчи кантăра çине çакнă курăк тымарĕсене пуçтарчĕ те килне кĕрсе çухалчĕ. Паян, ав, курăк тымарĕсене пуçтарни те курăнмасть.
Каç пулсах çитрĕ ĕнтĕ. Çапах та Укапи килне каяс темерĕ-ха, сыхламах юлчĕ. Вăл, çĕмĕрт хыçĕнчен тухса, картиш патнех пычĕ те хӳме хушăкĕнчен пăха пуçларĕ.
Каçĕ хăйĕн хура чаршавне карсах хучĕ.
Ниçта та тавралăхра ним сас-чӳ илтĕнмест.
Çĕмĕрт тĕлĕнче çеç шăрчăк хăйĕн пĕр кĕвĕллĕ юррине тăсать.
Сасартăк Укапи çын сассине илтрĕ.
Иккĕн калаçаççĕ. Иккĕшĕ те хĕрарăм.
— Тем, кансĕрлентĕм-ха паян эпĕ, хĕрĕм. Кайса качакана суса пăрахмăн-ши, — тет пĕри. Ахăртнех ку килхуçи пулчĕ пулас.
— Сăвăп, кинемей, сăвăп.
Иккĕмĕш сасса та Укапи палланă пек пулчĕ. Анчах ниепле те тавçăрсах илеймерĕ. Кам сассиччĕ-ха! Кам сассиччĕ-ха? Эх, тепре кăна сас патăрччĕ, вара тавçăрса илет те çав.
«Мĕнле «хĕрĕм» тупăнчĕ тата çав ылханлă карчăкăн, — шутларĕ Укапи. — Пĕтме маннăскер. Пĕччен пурăнмасть тата».
Иккĕмĕш хĕрарăм сассине тепре илтессе кĕтсе, хӳме хыçĕнче Укапи чылайччен тăчĕ. Анчах картишĕнче урăх пĕри те ним сăмах та чĕнмерĕç.
Сасартăк Укапи пуçне тем пырса çапнă пекех пулчĕ. «Э-э-э, ара, ку Укаслу сасси-çке, — терĕ хăй. — Укаслу сасси!» Укапи хăйĕнчен хăй шалтах тĕлĕнсе кайрĕ.
— Э-э-э! Ылхан çитменскер, пĕтмен çаплах! Пĕтмен! Çак юмăç карчăк патĕнче пытанса пурăнать иккен! Э-э-э! Халĕ ĕнтĕ Савантере часрах кайса калас.
Укапи Савантер çурчĕ еннелле чавтарчĕ.
Çул çинче вăл кăшт иккĕленсе те илчĕ: «Тен, йăнăшрăм пулĕ. Тата кăшт тăхтаса тăмалла марччĕ-ши?» Чарăнса, каялла çаврăнма та хăтланчĕ, çук, урисем çаплипех хăйне Савантер килĕ еннелле туртрĕç...
— Э-э-э, Савантер, мĕн тери хыпар калам сана! — кăшкăрса ячĕ Укапи, пуян пӳрчĕ патне çитсенех. — Э-э-э, пыр та кур ĕнтĕ халь этем тенине.
— Мĕн хыпар? Кала часрах! — ытлашши пакăлтатса кайма чăрчĕ ăна Савантер. Чăтăмĕ пĕтнипе унăн пичĕ-куçĕ чирлĕ çынăнни пек туртăна-туртăна илчĕ.
— Ара, Укаслу чĕрĕ. Чĕрĕ. Вăл çав юмăç карчăк патĕнче пурнать. Э-э-э!
— Кĕлсулттан кинемей патĕнче-и!? — кăшкăрса ячĕ Савантер. Вăл ним йĕркине те астумасăр карчăка хăйĕн тимĕр пек çирĕп аллипе хулĕнчен ярса тытрĕ.
— Э-э-э! Хам хăлхапа хам унăн сассине илтрĕм, — терĕ те Укапи хăй паян çеç мĕн илтнине каласа пама тытăнчĕ.
— Тен, вăл мар пуль! — иккĕленсе илчĕ Савантер. — Куçупа курман-çке-ха эсĕ ăна.
— Э-э-э! Тен, чăнах та вăл пулмарĕ пуль, — Савантер иккĕленнипе аптрасах ӳкрĕ карчăк. — Куçăмпа курмарăм, тетĕп-çке. Хăлхапа çеç илтрĕм.
— Акă мĕн, — сăмах хушрĕ вара сиввĕнрех Савантер. — Енчен те Укаслу унтине йăлтах тĕплĕн пĕлен пулсан, çур пурлăхăма сана паратăп, Укапи аппа. Эсĕ тĕплĕн пĕл те тӳрех мана систер. Ыттине эпĕ хам...
— Э-э-э? Пĕлĕп ăна, пĕлĕп...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...