Кăвак çĕмрен :: Пĕве çитнĕ хĕр


— Эх, Савантер!.. — хăй куляннине калама тăчĕ Атей.

— Эпĕ, ара, хам шухăша калатăп, — пӳлчĕ ăна кил-хуçи. — Килĕшместĕн пулсан тинюк пухса суда чĕнме пултаратăн...

Савантер патĕнчен мĕнле килнĕ çаплах пăрахса каяс умĕн Укаслу картишĕнчи ашшĕ хыçне пырса тăнă Шăхале асăрхарĕ. «Аçунтан кая мар юн ĕçекен пулăн-ха эсĕ те»,—шухăшларĕ хĕр ун çине сиввĕн пăхса.

 

Халĕ вара ĕнтĕ унăн çав путсĕр çын арăмĕ пулса чун-чĕрине пистернĕ киле пырса кĕмелле-и?

Çук, нихăçан та пулмĕ ку. Уйăхпа хĕвел пĕр вăхăтра тухас çук, Укаслу та çавăн пекех Шăхаль арăмĕ пулас çук. Кирек мĕнле хĕсĕрлеччĕр вĕсем мĕскĕн хĕре — ирĕккĕн парăнас çук. Шăхаль арăмĕ пуличчен хăй çине алă хуни, сарăмсăр вилĕмпе çĕре кĕни лайăхрах. Ан тив тамăк хуранне лекмелле пултăр уншăн, çапах вăл хăй курайман çыннăн арăмĕ пулма килĕшес çук.

Укаслу Укапи карчăка хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Мĕн чĕнен-ха ĕнтĕ хирĕç!

Хунчар Савантерĕнчен вăл иртнĕ çул икĕ пăт ыраш кивçен илнĕччĕ. Халĕ те параймасть, авă. Келше* ӳссех пырать. Парăмшăн вăйпа илĕç те кайĕç. Кам тăлăх-турат хутне кĕтĕр? Кам, пулăшас тесе, пĕр сăмах та пулин калĕ!

 

Хура тур лаша туртать тесе,

Хăй туртайми ан тийĕр.

Чухăн çын хĕрĕ чăтать тесе,

Хамăр чăтайми ан калăр, — Тенĕ авалхи юрăрах.

 

Çак юрра юрлакансем чухăн хĕрĕн, тăлăх хĕрупраçăн шăпи еплерех пулнине пĕлнĕ пуль çав.

— Çыннисем вĕсем пуян, — калаçрĕ çав хушăра Укапи. — Патша майри пек çӳрĕн. Пурте сан çине ăмсанса çеç пăхĕç. Э-э? Каччи тата епле? Э-э-э? Шăхаль пирки калап-çке. Темле хĕр те кăчăк туртсанах чупса пырĕ. Телей сунатăп-çке сана, хĕрĕм. Телей!..

Укапи карчăк сăмахне те итлесе пĕтермерĕ тăлăх хĕр, путмар çине ӳкрĕ те пуçне çĕклеми эрленсе-хурланса йĕрсе ячĕ.

Хуçин хурлăхлă сассине илтсе, сурăх путекки путмар айне чупса кĕчĕ, унтан каялла чупса тухрĕ: нимĕскер ăнланаймасăр пĕрре хĕр çине, тепре карчăк çине пăхрĕ.

Ăлапа — йĕрĕнтерсе-йăлăхтарса çитернĕ хăна—çаплах кая пĕлмерĕ.

—Эсĕ, хĕрĕм, телее курса йĕретĕн пулĕ, э-э-э? Тĕрĕс ĕнтĕ, ĕмĕр мана тав туса пурăнăн... Ма чĕнместĕн? Е каччи килĕшмес-и?

* Келше — пени, кивçен панăшăн хушса тӳлемелли.

Ара, хальхаççăнхи хĕрупраçа пĕлсе те пĕтереймĕн. Э-э-э? Каччи епле, каччи ылтăн-çке, ылтăн! Пĕтĕмпех мана тав тумалла санăн, хĕрĕм.

Шаталак çав Укапи карчамасăн чĕлхи.

— Пĕччен пурăнатăн-çке, Укаслу, пĕччен. Несĕлӳнте те пĕчченех юлтăн ĕнтĕ. Енчен те тем килсе тухсан, кам хӳтĕлĕ сана? Хĕр пирки ăна-çке юрăра çапла каланă:

 

Сар хĕр ӳсет-ӳсет пĕве çитет,

Тăшман алне лекет, хур пулать.

 

Тем, çапла ан пултăр, э-э-э? Çынсем тата, ав, пысăк вăрçă пуласси пирки те шавлаççĕ. Э-э! Вăрçă пуласси, ачам, çакăнтан та паллă. Çут тĕнчере Элнет ятлă шыв пур. Вăл Атăла юхса кĕрет. Çав юханшывпа тăвалла кайсассăн пĕр пы-ысăк кӳлĕ тĕлне тухатăн. Э-э? Унта, кӳлĕ варринче утрав пур. Утрав çинче пĕтĕм чĕрчун патши Хултер хăй пурнать. Çавскер пĕрре шăхăрать те кӳлĕ тĕлне пĕтĕм вĕçенкайăк пухăнать, çавăнтах вăрçă та пуçланса каять. Вĕçенкайăксем вара ун чухне çумăр пĕрчи ӳкнĕ пек кӳлле тăкăнаççĕ... Хултер икĕ хутчен шăхăрсассăн вăрçă чарăнать, тет. Чĕрĕ юлнă кайăксем вара ăçтан вĕçсе килнĕ унта саланаççĕ. Çакăн хыççăн çынсем хушшинче вăрçă пуçланать, э-э? Ват çынсем мĕн авалранах çапла каланă... Нумай пулмасть кăна, Укаслу, çав Хултер пĕр хутчен шăхăрнă, тет. Вĕçенкайăксем вара кӳлĕ тĕлне пуçтарăнса вăрçă пуçласа янă, э-э? Халь ĕнтĕ çынсем хушшинче вăрçă пуçланмалла... Шутла ĕнтĕ, Укаслу, çавăн пек пурнăç пуçлансан ăçтан хӳтлĕх тупăн, э-э? Упăшку пулсан хӳтлĕх пулать. Шутласа пăх-ха ĕнтĕ!..

Пĕр вĕçĕмсĕр калаçрĕ карчăк, анчах хĕр ăна итлемерĕ — шав йĕчĕ. Ку йĕнине карчăк икĕ тĕрлĕ те ăнланса пăхрĕ: пĕччен пурнăçпа пурăнса йăлăхнă тăлăх-турат, тен, хăйне пуян ачи илесшĕн пулнишĕн савăнать пулĕ... Тен, кам пĕлет, ку чухнехи хĕрупраçа. Тем шухăшлă та пулаççĕ вĕсем. Вĕсемшĕн халĕ пуян ачи — пуян мар, çук çын ачи те — çук мар... Ку чухне самана сакăр тĕрлĕ, пĕрне ăнлансан çичĕ тĕрлине ăнланаймăн. Çыннисем те çаплах, тĕрлĕ. Вĕсем тĕрлĕ пулнипе пуçа анратсан та ăнланса çитес çук.

Хĕр мĕншĕн йĕнине карчăк çаплах ăнланаймарĕ. Тата темиçе саманта тем мăкăртаткаласа ларчĕ те вăл, вĕренерен касса тунă патаккине илсе, алăк патнелле тăнкăлтатрĕ. Алăк урати урлă каçсан, тепре чарăнса тăчĕ.

— Э-э, Укаслу хĕрĕм, кăçал кĕрхи çулçă эрни çитсен, эсĕ вунçиччĕ тултаран ĕнтĕ. Пĕве çитнĕ хĕр шутне кĕрен, Хунчар йăхĕ — пуян йăх, э-э?.. Сана, тăлăх-турата, телейлĕ тăвасшăн вĕсем, э-э?

Хĕр чĕнмерĕ.

Карчăк апла-капла шухăшласа тăчĕ те кăштăртатса тухса кайрĕ.

Укаслу пĕччен юлсан та чылайччен ĕсĕклесе выртрĕ. Унтан, пайтахран, пуçне çĕклерĕ те саппун аркипе куççульне шăлса тасатрĕ. Вара хуллен кăна ури çине тăчĕ.

Çавăнтах, хуçи йĕме чарăннăшăн савăннă пек, сурăх путекки ун патне чупса пырса, кĕпи аркине чăмлама тытăнчĕ.

Укаслу пĕшкĕнчĕ те ăна ачашла пуçларĕ.

— Халĕ те эсĕ пур, пĕчĕк путекĕм. Халĕ те эсĕ шеллетĕн мана. Атту эпĕ тахçанах çĕре кĕмелле... Асатте патне каймалла...

Путек хĕр çине ним ăнланман пек тĕлĕнсе пăхрĕ. «Мĕн калать ку?» — тенĕ евĕр. Анчах Укаслу ăна-кăна асăрхамарĕ, çаплах сăмахла-сăмахла йĕчĕ:

— Мĕскĕн путекĕм, ху та тăлăха юлнă та, ман чуна ăнланатăн пуль çав, шеллетĕн. Ман асаттене те кашкăр тĕп турĕ-çке, ик ураллă кашкăр, Хунчар Савантерĕ... Сан аннӳне те кашкăр, анчах тăватă уралли...

Хĕр халĕ ĕнтĕ пӳртĕнчи сивве те асăрхамарĕ, хăй, хутма тесе, вут йăтса кĕнине те манса кайрĕ.

■ Страницăсем: 1 2