Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 3 пай
— Ыйтăпăр-ха, — терĕ Леша шăппăнраххăн, витринчи шыва Микул чупса йăтса килнĕ пушă витрене тултарса. Унтан тулли витре сарай алăкĕ патнелле унчченхи пекех ачасен речĕ тăрăх куçса кайрĕ.
Ку хутĕнче Микул пушă витре патне ыткăнма васкамарĕ.
— Пĕтереççĕ-и унта сӳнтерсе? — ыйтрĕ Микултан Улька. Унăн та чĕкеç шатриллĕ сăмси хытах тарланă. Хура тутлă пит çăмартисем кĕрхи сарă хĕвел шевлисем лекнĕрен хĕр ача сăнне савăнăçлăн, ĕç вĕçленсе пынăран хĕпĕртенĕ евĕрлĕн кăтартаççĕ.
— Пĕтернĕ теме те юрать, — терĕ Микул.
Арçын ача юлашки сăмахне калама ĕлкĕрчĕ çеç — урамра пушар урапи сывлăша çурса çухăртни илтĕнчĕ.
— Колхоз пушарникĕсем персе çитрĕç, — терĕ Микул.
Чăнах та, урамран пушар насусĕн пыршине туртса çамрăках мар пушарник чупса кĕчĕ те тӳрех çăл пури патне ыткăнчĕ.
— Шыв пур-и? Урамра халех насус ĕçлеме тытăнать! Çак вăхăтра çăл патне шкул директорĕ Антон Ефимович çывхарчĕ, ун хыççăн çавăнтах Эртиванов та пычĕ. Иккĕшин те кĕписем те, шăлаварĕсем те йĕп-йĕпе, пичĕ-куçĕсем пушар тусанĕпе витĕнсе хуралнă.
— Мĕнле насус? — ыйтрĕ йĕкĕлтенĕрех сасăпа директор.
— Колхозăн пушар насусĕ.
— Мĕн сӳнтересшĕн вара эсир?
— Мĕн çунать — çавна.
— Пирĕн халĕ нимĕн те çунмасть. Çуннă пулсан, тӳрех калатăп, эсир килсе çитиччен шкул çурчĕсем пĕтĕмпе çунса пĕтетчĕç. Яланах çапла кĕрешетĕр-и пушарпа?
— Паян пушар лашипе манран ыйтмасăрах бухгалтери счетовочĕ хăнана-и е вутта вăрмана кайнă. Улăхран çĕнĕ лаша тытса килме тиврĕ, — хăюсăр сасăпа ăнлантарма пикенчĕ пушар командин ертӳçи. Вăл хăйĕн айăпне йышăнать, çавăнпа тĕтĕм мăкăрланма чарăннă сарайне кĕрсе пăхрĕ те пушарниксене насус пыршине хăвăрт пуçтарса депона каялла таврăнма хушрĕ.
Унтан директор сарайĕнче алхаснă ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе калаçма хăйĕн пӳлĕмне кĕчĕ. Вĕсене шкула пыма чĕнмешкĕн Мария Ивановна Хысайкина Светăна ячĕ. Капăр тумланнă Света ачасемпе пĕрле шкул картишне чупса тухсан нимĕн тума аптăрарĕ: çăлтан шыв ăсма килĕшес — вăйĕ çитмест, çăлтан сарайне çитиччен тăрса тухнă ачасен ретĕнче тăрмашса пăхрĕ — килти хуçалăхра ĕçлеменни тӳрех палăрчĕ. Пĕрре тулли витрене аллинчен çĕре ӳкерсе намăсланчĕ, тепре юнашарти хĕр ачаран шывлă витрене йăпăр-япăр тытаймасăр пĕтĕм рете пăсса ярса ĕçе чарса лартрĕ.
— Ан чăрмантар-ха пире йĕркеллĕн ĕçлемешкĕн, Хысайкина, — терĕ унăн аллине витререн вăйдах пушатса Павлов Илья. — Сарай патнерех кай-ха, тен, Эртиванов сана юрăхлă ĕç тупса парĕ унта!
— Эс манран ан кул, Павлов. Е паçăр эпĕ унăн чĕрнисем çинчен мĕн каланине илтмесĕрех юлтăн-и?
— Илтрĕм, çавăнпа сĕнетĕп. Тĕтĕмлĕ сарайĕнче сан шурă чĕрнӳсем айне миçе миллион микроб вырнаçать, çавна кайран микроскоп витĕр пăхса шутлăн.
— Пушарта микробсем веçех çунса пĕтеççĕ! — парăнмарĕ хĕр ача.
— Пурте мар, — терĕ Павлов.
— Хăшĕсем юлаççĕ?
— Чĕрнесене çиекеннисем! — юриех ачасенчен нумайăшĕ илтмелле хыттăн хуравларĕ Павлов.
Пушар пулсан та кулакансем тупăнчĕç.
— Пĕтрĕн капла, Хысайкина! Чĕрнесĕр мĕнле пурăнăн? Ачасене чавма юрататтăн вĕт эсĕ?
— Чĕрнесĕр хĕре никам та качча илмест. Пĕр пăт ылтăн парсан та!
— Илья тĕрĕс сĕнет: Эртиванов патнех кайтăр!
— Унпа юнашар тапаçланиччен çăла кутăн сикет вăл!
— Унта ухмаххисем çеç сикеççĕ, кунăн пуçĕ тăрă мар-ха, — Хысайкинăна парăнтарма çуккине пĕлетăркачах йĕплеççĕ ăна.
Тахăшĕн пуçĕнче çĕнĕ шухăш çуралчĕ.
— Пушă витресем йăттарса чуптарао ăна, Микула пĕччен йывăртарах, — терĕ вăл.
Хысайкина хирĕçлемерĕ. Анчах кунта та ĕç ăнмарĕ унăн. Хăйсене çăмăллатас тесе ачасем пурте пиншакĕсене, çăмран çыхнă кофтисене хывса хучĕç. Света хăйĕн чипер çĕнĕ пиншакне хывма килĕшмерĕ.
— Ӳпкене шăнтма юрамасть манăн, — терĕ вăл. — Чирлесе ӳкетĕп.
— Апла пулсан пушмакна хыв. Çӳллĕ кĕлеллĕскерсемпе чупаятăн-и?
— Мĕншĕн чупаяс мар, чупатăп.
— Анчах санăн питĕ хытă чупма тивет. Куратăн-и, Микул çаруран çил армань пек çаврăнать.
— Вăл çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех урине нимĕн те тăхăнмасть. Тимĕрленсех лараççĕ пулĕ вĕсем çавăнпа. Эсир мана унпа ан танлаштарăр. Эпĕ çаруран пахчара çеç уткаланă, кунта мĕнрен те пулин такăнса тӳрех юн кăларатăп.
Ачасем калаçаççĕ, çапах та сарай патĕнче чупкалакан директорпа Эртиванова пĕр чарăнмасăр шыв парса тăраççĕ. Сарай патĕнчех Мария Ивановнăпа Варвари те тăрмашаççĕ, шалтан май пуррине, пĕтĕм ăпăр-тапăра, картишне çĕклесе тухса хӳме çумне, тĕтĕм палкакан çĕртен аяккарах купалаççĕ. Микул хăйĕн урисем пирки Хысайкина мĕн каланине илтрĕ, анчах уншăн кӳренме те, çилленме те пĕлмерĕ — ĕçлемелле! Вăл çапла вăр-вар пулнăшăнах пушă витресем сарай патĕнче те, çăл пури умĕнче те пĕр самант та лармаççĕ.
— Атя-ха, Света, ăмăртмалла ĕçлер! Чĕлхепе калаçма сана урокра çăмăл, урасемпе хăшĕ кунта пултаруллăрах? — икĕ пушă витрене чăнкăртаттарса вăшт! çеç иртсе кайрĕ Микул Хысайкина тĕлĕнчен.
Света та ун хыççăн чупма тытăнчĕ, анчах пĕр витререн ытла ниепле те йăтаймасть. Хăнăхманни чăрмантарать. Икĕ витре тытсан — утма çеç пултарать. Пĕрре икĕ витрепех Микултан юлас мар тесе чупма пуçларĕ те — те вăрăм кĕпи урисене чыхлантарчĕ, те темĕнрен такăнчĕ — çĕнĕ хитре пиншакĕпех тусан çине лаплатса ӳкрĕ. Витрисем аллисенчен вĕçерĕнсе тĕрлĕ еннелле кусса кайрĕç, анчах вĕсене Микул темĕн хушăра тытса çĕклерĕ те малалла вĕçтерчĕ. Светăн çӳçе сапаланса куçне хупласа хучĕ, пĕр пушмакĕ уринчен хывăнса Павлов Ильяна çитсе çапăнчĕ. Тепĕр чухне ачасем ахăлтатса кулнă пулĕччĕç, анчах халĕ пĕри те ихĕлтетмерĕ — пушă вăхăт çук, тулли витрене шывне тăкăнтармасăр асăрханса тытса илмелле те çавăн пекех тимлесе тепĕр енче тăракан ачана тыттармалла. Ĕç хăвăртланчĕ. Хысайкинăпа хальхинче калаçакан та тупăнмарĕ. Вăл хăй теллĕнех майлашăнса тирпейленчĕ.
Юлашкинчен Мария Ивановна ăна шăпах вăл пултармалли ĕç тупса пачĕ. Сарайĕнчен тарса тухнă икĕ арçын ачапа пĕр хĕр ачана пĕр-пĕр класа ертсе кĕтĕр те халех пĕтĕмпе тĕпчесе пĕлтĕр: кам ачисем вĕсем? Шкула мĕншĕн килнĕ? Сарай алăкне мĕнле уçса кĕнĕ? Мĕншĕн шăрпăк чиксе çӳреççĕ? Пушар мĕнне, унăн сиенне ачасене ĕмĕр асра юлмалла ăнлантартăр. Унтан вĕсене питĕрсе илтĕр те халех виççĕшĕн ашшĕ-амăшне те шкула чĕнсе килтĕр.
Ку ĕç Хысайкинăна тӳрех килĕшрĕ.
— Эп вĕсене вĕренте-еп! Ашшĕ-амăшĕ те эп камне пĕлмесĕрех юлмĕ-ха!
— Çапах та эсĕ хăвна виçерен ан кăлар. Ачасем çине аллуна ан çĕкле. Вĕсем шкула вĕренме килтĕмĕр теççĕ...
— Килнĕ! Юрать-ха, сарайĕнчен краççын пичкине Антон Ефимович вăхăтра кустарса тухрĕ (Эртиванов ăна пулăшнине юри асăнмарĕ вăл). Вут тивсе сиксе кайнă пулсан? Мĕн тăваттăмăр?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...