Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 3 пай


Пурте харăс ура çине сиксе тăчĕç. Мария Ивановна аллине çĕклерĕ те:

— Никам та ниçта та тухмасть, — терĕ. — Хамăра лăпкăн тытнине кун пек чухне нимĕн те çитмест. Эпĕ тулта мĕн пулнине малтан хам тухса пăхатăп. Класăн мĕн тумаллине директор хăех хушать. Паскаль виçкĕтеслĕхне малалла шутлассине ырана куçаратпăр.

Мĕнле пушар? Ачасен сăмсисем кантăксене сĕртĕнчĕç — урамра нимĕн çунни те курăнмасть. Эртиванпа Леша класс алăкне уçса пăхрĕç, анчах коридорта та вут-çулăм таврашĕ çук. Унăн вĕçĕнче картишне тухмалли алăкра директорпа Мария Ивановна пуçĕсем палăраççĕ. Вĕсем хыççăн шыв витрисем чăнкăртаттарса Варвари аппа та хыпаланса тухрĕ.

Эртиван сăмсине нăшăклаттарчĕ.

— Сисетĕн-и? — сăмсине хытăрах туртрĕ вăл.

— Сисетĕп...

— Мĕн?

— Тĕтĕм шăрши кĕрет, — терĕ Леша.

— Мĕн пăшăлтататăр унта, пирĕнтен мĕн пытарма шутлатăр? — класс шухăшне палăртса парта хушшинченех кăшкăрса ыйтрĕ Улька.

— Пытармастпăр-ха, тĕтĕм шăршине çеç шăршлатпăр, — терĕ Красков Леша. — Пĕлетĕр пуль, паян аслисенчен шкулта эпир кăна! Çиччĕмĕшрисем колхоз уйне паранкă пуçтарма кайнă.

— Апла, мĕн туса тăратпăр кунта? Красков, эсĕ староста, класран тухма команда пар! — ку Наталин кĕмĕл шăнкăрав пек шăнкăртатакан уçă сасси пулчĕ.

— Мария Ивановна чупнă пекех килет! Шăп! — терĕ Эртиванов, учитель умĕнче алăк уçса хăй аяккалла пăрăнса тăчĕ.

Мария Ивановна сăнĕнче вăл хытă шикленни сисĕнмест. Класа васкаса кĕчĕ, çапах та лăпкăн каларĕ:

— Пĕрремĕш класа çул çитмен пирки йышăнман пĕчĕк ачасем шкул сарайĕнчи улăма чĕртсе янă. Пирĕн хăвăртрах тухса пушара сарăлма памалла мар! Пурте — ман хыççăн!

Шкул сарайĕ вĕренӳ çуртĕнчен вун пилĕк-çирĕм метрта вырнаçнă. Унта, тĕпрен илсен, хĕлле кăмакасем хутма вутă татса купаласа хураççĕ. Унтах шкул хуçалăхĕнче кирлĕ тĕрлĕ ăпăр-тапăр упранать: урапа, çуна, йĕлтĕрсем, кивĕ мотоцикл, велосипед ураписем... Сарайĕнчех икĕ тарăн нӳхреп пур, нӳхрепĕсенче шкул пахчинче ачасем ӳстернĕ тĕрлĕ пахча-çимĕç хĕл каçать: кишĕр, хĕрлĕ кăшман, тăварланă хăярпа купăста, суханпа ыхра... Çĕр улми те унтах тултараççĕ. Ачасем уйра ĕçленĕшĕн колхоз паракан паранкă шкул буфетĕнче вĕренекенсене хĕлĕпех кунне пĕрре апат пĕçерсе çитерме çитет. Аслă класра вĕренекенсем хире паян пĕрремĕш хут кайнă, çавăнпа çĕр улми упрамалли нӳхрепĕ хальлĕхе пушах-ха. Шыв патне таçта аякка чупас çук, тулли шывлă çăл шкул картишĕнчех пур. Варвари аппапа шкул директорĕ Антон Ефимович хĕрсех ĕçлеççĕ: техничка çăлтан шыв ăсса тăрать, Антон Ефимович тулли витресемпе сарай алăкĕнчен кĕрсе çухалать.

— Çăл патĕнчен сарай алăкне çитиччен карталанса тăратпăр та шыв витрисене пĕр-пĕрне тыттарма пуçлатпăр! Красков Лешăпа Натали çăлтан шыв ăсаççĕ! Эртиванов сарай алăкĕнчен кĕрсе çунакан вутта шывпа сапса тăрать! Асăрханса ĕçле, Эртиван, çулăм патне çывăха пырсан тивсе илĕ!

Ĕç самантрах хĕрсе кайрĕ: Лешăпа Натали вĕренлĕ витресемпе ăснă шыва пушшисене тултараççĕ, шыв витрисене карталанса тăнă ачасем пĕр-пĕрне хăвăрт тыттарнăран вĕсем минутранах сарай алăкĕ патне çитеççĕ. Унта шыв витрисене Антон Ефимовичпа Эртиванов ярса тытаççĕ те сарай ăшнелле чашлаттараççă. Варвари те вĕсене пулăшать. Пушă витресене Микулпа ик-виç хĕр ача сарай патĕнчен çăл патнелле йăтса чупаççĕ. Вĕсене вара çийĕнчех Лешăпа Натали çĕнĕ шывпа тултараççĕ. Витресем каллех йĕркипе тăракан ачасен аллисене лексе сарай еннелле хăвăрт куçаççĕ.

Леша Красков Наталие унпа тан ĕлкĕрсе пыма çăмăл маррине курать. Паллах, иккĕшне танлаштарма çук: хĕр ача аллисем те черченкĕрех, хулĕнчи мускулĕсем те пĕчĕкрех, сывлама кăкăрĕ те арçын ачанни пек сарлака мар. Çапах та вăл Лешăран юласшăн мар-ха: тулли витрине унпа танах туртса кăларма тăрăшать, пушшине те çăлти шыв çине кая юлмасăр шаплаттарать, шывне те хĕррипе танах тултарать. Çаврака пит çăмартисем мункунта хĕретнĕ çăмарта пек хĕрелсе кайнă. Шурă çамкине тапса тухнă тар тумламĕсем пичĕ тăрăх юхса анса кĕпине йĕпетеççĕ. Сап-сарă çӳç пайăрки, çивĕтне кĕрейменскер, тарланă çамки çумне çыпçăннă. Унăн витрине, çăл пуринчен курăнсанах, Улька çавăрса тытать, Микул лартса панă витрене чашлаттарать. Лайăх хĕр ача çак Натали! Вăл Синерте пурăнмасть, шкула кӳршĕ ялтан çӳрет. Натали кампа та пулин тавлашнине пĕрре те курман Красков, çепĕççĕн çеç калаçать вăл ытти хĕр ачасемпе. Кусем те пурте тенĕ пекех ун еннелле туртăнаççĕ: киле панă задачăсене ăнлантарма ыйтаççĕ, урок вăхăтĕнче те вăл мĕнле шутланине пăхма хăтланаççĕ. Натали никамран та нимĕн те пытармасть. Ăшă кăмăллăскер çав: ыйтакана яланах пулăшма тăрăшать. Вăл сассине хăпартнине, кампа та пулин сиввĕн калаçнине те илтмен. Сасси те унăн ыттисеннинчен урăхларах, темĕнле чуна тивекен уçă сасă. «Кĕмĕл сасăллă çак Натали», — Мария Ивановна çапла каланине темиçе те илтнĕ Красков. Уйрăмах арифметика е алгебра задачисене хăвăрт шутлать Натали. Мария Ивановна çĕнĕ задача парать кăна — вăл шутласа та хунă! Леша та çавнашкалах-ха — питĕ час шутлать. Пĕр ялсем пулман пирки иккĕшĕ калаçсах та курман вĕсем, анчах вĕренӳре пĕр-пĕринпе нимĕн шарламасăрах тупăшаççĕ: пĕринче Леша мала тухать, тепринче — Натали. Пĕр предметпа кăна мар-ха тата, пуринпе те çавăн пек. Красков куншăн хĕпĕртет çеç: класра ăмăртмалли ача пур, вăл вара çапла вĕренме килĕштерет — хăв тĕрĕс çулпа пынине лайăхрах ăнланатăн ун пек чухне. Паллах, Натали вырăнĕнче арçын ача пулсан лайăхрахчĕ те — çукçке! Ăна выляма чĕнме те, унпа хытăрах тавлашма та юрать. Хĕр ача хĕр ачах ĕнтĕ: май çук унпа пĕрле çитес çĕре çитме, иккĕн кăна выляма та çук — самантрах вăрăм чĕлхесем, йĕкĕлтевçĕсем тупăнаççĕ. Чĕлхен шăнăрĕ çук теме юратать кӳршĕри хăрах хуллă Семен Андрейч. Тĕрĕсех калать пулĕ: çын чĕлхине çăварĕн маччи çумне çыпăçтарса лартма çук — калаçтăрах! Юри çеç ан сӳпĕлтеттĕр, пулманнине пулнă пек туса ан кăтарттăр, сăмахне кăсăя пек ан вĕçтертĕр. Хăй апла хăтланмасть те Красков, унашкаллисемпе калаçма та, çыхăну тытма та юратмасть.

Халĕ тупăнчĕ-ха кирлĕ ача. Эртивановран темĕн те вĕренме пулать. Хăйĕн тантăшĕсенчен вĕренӳре кая юлнă пулсан та питĕ пултаруллăскер иккен вăл. Вĕренӳре кая юлнă тени тĕрĕс те мар пулĕ-ха, мĕншĕн тесен Эртиванăн шкула çӳреме май пулман...

Çак шухăшсем Леша пуçĕнче Улька Натали шывне Микул ун умне лартса хăварнă витрене янă хушăра хăвăрт мĕлтлетсе иртрĕç. Улька та вăр-вар ĕçлет, çавăнпа Натали хăйĕн витри Улька аллине куçсан та лăш! сывласа яраймасть пулас. Пĕтĕмпех тара ӳкнĕ вăл. Хĕр ачан çеç мар, унăн та çурăмĕпе кăкăрне тахçанах тар çапса тухнă ĕнтĕ. Анчах Натали парăнмасть-ха, унпа тавлашас тесех пĕтĕм вăйĕпе тапаçланать. Витре хăлăпĕнчен çыхнă сӳс вĕрене вăл урисене çăл пурине тĕрентерсе еплерех туртнине сăнасарах пăхрĕ те Красков ку таранччен чĕнмесĕр ĕçленĕскер чăтаймарĕ:

— Улька, Наталие мĕншĕн пулăшмастăн эсĕ?

— Ăна мĕнле пулăшмалла пек туйăнать сана?

— Вĕренĕнчен иккĕн те туртма пулатьçке.

— Пулать.

— Ку таранччен тавçăраймарăн-им?

— Тата мĕн?

— Вăхăтлăха пĕр-пĕринпе ылмашăнма та пултаратăр. Витрери шыва пушатасси çапах та ăна çăлтан ăсса кăларни мар.

— Питĕ тĕрĕс шутлатăн эсĕ, Красков. Эпĕ Натали вĕренĕнчен те тытса туртасшăнччĕ. Эсĕ шутланă пек, ылмашăнма та сĕнсе пăхрăм. Анчах итлемест вăл мана. Хамах ĕлкĕретĕп тет. Санран юласшăн мар вăл. Пĕрре арçын пек пулса хыттăнраххăн кала-ха эсĕ ăна: килĕштĕр ман сĕнӳпе. Кунта математика урокĕ мар — санашкал вăйлă арçын ачапа ăмăртаймăн.

Çав хушăра Микул хашкаса чупса çитрĕ.

— Çăлта шыв пĕтмест-и-ха? — ыйтрĕ вăл пуçне çăл пурине чиксе.

— Асту, шалалла кутăн чикеленсе ан кай, — асăрхаттарчĕ Красков.

— Маншăн ан хăра, Леша, — калла-малла хытă чупнипе хĕрсе кайнăскер шыв пирки пăшăрханнă пек хушса хучĕ: — Тарăнăшне пĕлейместĕп çав, çитет-ши?

— Ку, Микул, Эртиванов мĕнле ĕçленинчен килет. Сӳнет-и унта е паçăрхинчен те хытăрах çунать?

— Ой, Эртиван тĕлĕнтерсех ячĕ, мотор пекех ĕçлет. Директор кăшт ерипентерех ĕçлеме сĕнет, вăл вара тата хытăрах васкать: сарайне те чупса кĕрет, тулалла та чупса тухать. Пушар шкул çурчĕ çине ан куçтăр тет.

— Мĕн, çавнашкалах вăйлăн çунать-им?

— Халĕ çунмасть ĕнтĕ, вутă пĕренисем йăсăрланса тĕтĕм çеç кăлараççĕ. Лăпланма пултаратăр. Сарайăн пĕр енчи пĕренисене вут хыпса илчĕ те — ăна та сарăлма памарĕç директорпа Эртиван, харăссăн сапса часах сӳнтерчĕç.

Çав хушăрах Леша çăл пури умĕнчи улшăнăва та асăрхарĕ: Микул витрине шывпа Натали тултарчĕ, вĕренлĕ витрене çăлалла Улька ячĕ. Кӳршĕ ял хĕр ачи ăна темĕнлерех ăшшăн, тав тунă евĕрлĕрех пăхса илнĕ пек те туйăнчĕ Краскова.

— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ вăл.

— Пĕрремĕш ăнлавра Н³4 те, çавăн пекех 2998-мĕш те тăваттăмĕш ретре сукмаксем хĕресленнĕ вырăна миçе çын утса çитнине кăтартаймаççĕ.

— Мĕске-ер?! — шалт тĕлĕнтерсе ячĕ Краскова хирĕç Натали мĕн калани. — Çăлтан ăснă шыва пушă витрене тултарма е шывне çăлтан ăсса кăларма çăмăлтарах-и тесе ыйтасшăнччĕ эпĕ. Эсĕ çаплах Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен шухăшлатăн иккен? Вăт тĕнче-е! Пушар шкул çурчĕ çине куçнă пулсан çав виçкĕтеслĕх пире кирлех те марччĕ пулĕ.

— Сарайне Антон Ефимовичпа Эртиванов тулли шыв витрисене мĕнле йăтнинченех ăнлантăм эпĕ: пушар вăйлă мар, çавăнпа вăл эпир вĕренекен класс çурчĕ çине куçмасть, — Натали черчен аллипе тарланă çамкине çыпçăннă сарă çӳç пайăркине ал лаппин тепĕр енĕпе сăтăрса уйăрчĕ. — Вара эсĕ те тулли витрене çӳлелле турта-турта Паскаль виçкĕтеслĕхне асăнтан кăлараймастăн пек туйăнчĕ... Санран кая юлас килмерĕ... — ахаль те тарласа хĕрелнĕ питлĕскер, хĕр ача тата хытăрах хĕрелсе кайрĕ.

— Мĕн те пулин шутласа тупрăн-и?

— Тупасса тупаймарăм, çырса тĕрĕслеме кунта доска çук вĕт. Анчах пĕр япалана ăнлантăм...

— Мĕне? — Лешăна та Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çĕнĕрен кăсăклантарма пуçларĕ.

— Задача тупсăмне пĕлмешкĕн 2998 валли вунă степеньпе çырăнакан число тупмалла. Анчах эпир ăна тупаятпăр-ши? Тупсан та ăна хамăр тетрадь çине çыраятпăр-ши?

— Мĕншĕн иккĕленетĕн?

— Мĕншĕн тесен пирĕн сахалтан та виç çĕр ытла цифрăран кая мар тăракан число çырма тивет. Вăт мĕн чухлĕ çын çитнĕ тăваттăмĕш ретри сукмаксем хĕресленнĕ тĕле! Тĕрĕс-и ку е тĕрĕс мар-и, — кайран Эртивановран ыйтăпăр-ха.

■ Страницăсем: 1 2