Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Мĕн калас тетĕн, Ленский юлташ? — ыйтрĕ председатель.
— Юлташсем! — кăшкăрнă пекех каларĕ вăл. — Паянхи собранин кун йĕркине прошу включить тума следующий вопрос...
— Чăвашла кала! — илтĕнчĕç сасăсем.
— Прошу не перебивать! — мĕкĕрсе илчĕ Кĕркури. — Мана председатель сăмах панă, и я буду говорить...
Залра кулса илчĕç.
— Ленский учетра ăçта тăрать? — ыйтрăм шăппăн Борисовран.
— Кунтах тăрать, — терĕ вăл, — хамăр вулăсрах. Нумаях та пулмасть эпĕ ăна Шупашкарта курнине аса илтĕм. «Производсоюзра ĕçлетĕп, тетчĕ мар-и-ха вăл?»
— Юлташ председатель, прошу призвать к порядку пухури комсомолецсене, — терĕ вăл, хăлаçланса. Унтан кĕсъерен хаçат кăларчĕ те пӳрнипе шаклаттарса илчĕ.
— Ку — «Çамрăк хресчен» хаçатăн çĕнĕ номерĕ. Унта пичетленнĕ пĕр комсомолец çыруне пирĕн немедленно обсудить тăвас пулать...
— Мĕнле çыру? Кам çырнă? Йĕркеллĕ кала!
— Слушайте, пĕлес тетĕр пулсан!..
Ленский хаçат страницине уçрĕ те, умĕнчи кĕсъерен куçлăх кăларса, хĕрлĕ сăмси çине лартса ячĕ. «Шупашкар укомолне, — пуçларĕ вăл вулама. — Çак хутпа эпĕ сире хам комсомол йă-ли-не йĕр-ке-сĕр-рĕн пăсни çин-чен — чиркӳре венчет туни çинчен пĕлтерме тивĕçлĕ тесе шухăшлатăп...»
Пуху шавлама пуçларĕ.
— Кам çырнă? Хушаматне калăр! — илтĕнчеç сасăсем?
Эпĕ те Кĕркури çйне çав тери тарăхрăм. «Мĕскер хăтланать-ха вăл? Вăхăтсăр мĕн тума туртса кăларчĕ хаçатра пичетленнĕ çырăва? Хăй чăвашла вулама та пĕлмест...»
— Пар-ха сăмах, — систертĕм Борисова.
— Укомол представительне — Александров юлташа сăмах паратăп, — терĕ председатель.
— Юлташсем, — терĕм эпĕ, — пирĕн умра пысăк ыйту — комсомолăн облаçри саккăрмĕш съезчĕн ĕçĕсене сӳтсе явасси. Тӳррипе, Ленский мĕн каласшăн пулнине эпĕ ăнланаймарăм. Калас тенине вăл сӳтсе явас майпа та калама пултарать. Кирлĕ пулсан, тĕп ыйтăва пăхса тухсан, вăл ыйтăва эпир уйрăммăн сӳтсе-явма пултаратпăр. Халĕ, ман шутпала, кун йĕркинчи тĕп ыйту çине куçмалла...
— Тĕрĕс! — илтĕнчĕç сасăсем.
— Сасăла, — кăлт! тĕкрĕм Борисова. Вăл сасăларĕ те, Кĕркурисĕр пуçне çав сĕнӳпе пурте килĕшрĕç. Вара эпĕ доклад тума пуçларăм...
Перерывра Ленские курас, унпа калаçас тенĕччĕ, вăл таçта кĕрсе кайнă, курса калаçма пулмарĕ.
— Итле-ха, тусăм, — терĕм Борисова, — сирĕн «Çамрăк хресчен» çук-и?
— Пур-çке, — терĕ вăл, — акă кур.
Хайхи çырăва тупрăм та вулама пуçларăм. Акă мĕн вуласа парасшăн пулнă Ленский: «Шупашкар укомолне.
Çак хутпа эпĕ сире хам комсомол йăлине йĕркесĕррĕн пăсни çинчен — чиркӳре венчет туни çинчен пĕлтерме тивĕçлĕ пулĕ, тесе шухăшлатăп. Çемьере эпĕ пĕчченех. Атте манăн аннене вĕлернипе тĕрмене лекрĕ, вăл халĕ Самар хулинче ларать. Пĕччен пурăннипе хуçалăх питĕ юхăнса çитрĕ. Авланса ярас тесе ялта та, кӳршĕ ялсенче те нумайччен хĕр шырарăм, анчах венчет тумасăр хĕр памаççĕ. Аптраса çитрĕм те вара, чиркӳре венчет тума килĕшсе, комсосолецăн ырă ятне пăсрăн.
Комсомолта чиперех ĕçлеттĕм, халь ĕнтĕ малашве мĕн тумаллине хам та пĕлместĕп. Шупашкар укомолне ман хута кĕме ыйтатăп, тархасшăн комсомолтан кăларса ан пăрахăрччĕ.
С. Николаев,
Мăнъял вулăсĕ».
Прени пуçланчĕ. Комсомолецсен хастарлăхĕ савăнтарчĕ мана. Анчах тимлĕх сӳрĕлчĕ пулас: чипер итлесе ларнă çĕртех, Çтаппан çырăвне аса илетĕп те, çавăн çинчен шухăшлама тытăнатăп. «Ытла та пилсĕр-çке çав Çтаппан...»
Тăхăр çын тухса каласан, прение вĕçлес терĕç. Эпĕ юлашки сăмах каларăм. Съезд ĕçне ырласа, пуху революци йышăнчĕ.
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ Борисов, — Николаев çыруне халех сӳтсе яватпăр-и, е малтан волкомолта пăхса тухатпăр?
Нимĕн калама пĕлменнипе эпĕ комсомолецсем çине сĕлтсе кăтартрăм.
— Ыйт вĕсенчен.
Борисов графина шаккаса илчĕ те шăпланма ыйтрĕ.
— Юлташсем, — терĕ вăл, — «Çамрăк хресченре» пичетленсе тухнă çырăва сӳтсе яватпăр-и?
Вăл хаçатне çĕклерĕ, тем аса илнĕ пек пулчĕ.
— Николаев юлташ кунта-и? — тесе ыйтрĕ.
— Кунта!
— Малти рете килсе лар!
Çтаппан мала пырса ларсан, Борисов хаçатри çырăва вуласа пачĕ.
— Камăн ыйтусем пур?
— Николаева сăмах парас!
— Калатар пуху умĕнче!
— Юрĕ, апла пулсан, — килĕшрĕ председатель. — Николаев юлташа сăмах паратăп.
Çтаппан ура çине тăчĕ те, президиум çинелле пăхса, самант хушши чĕнмесĕр тăчĕ.
— Пуху еннелле çаврăн, юлташ, — асăрхаттарчĕ Борисов, — каласа пар пуху ыйтнине...
Çтаппан çаврăнса тăчĕ, аллинчи çĕлĕкне хыçала пытарчĕ, калама пуçларĕ:
— Мĕн калассине эпĕ хаçат урлă пĕтĕмпех каланă.
— Хытăрах! — кăшкăрчĕç хыçалтан.
Пырне тасатнă пек, ӳсĕркеленĕ пек турĕ те Çтаппан, хытăраххăн каларĕ.
— Хама эпĕ айăплă тесе шутлатăп, анчах манăн ниçта кĕрсе кайма майĕ пулман...
— Тата мĕн калатăн?
— Ыттине юлташсем калаччăр...
Çав вăхăтра эпĕ сӳсмен тăхăнтарнă Çтаппана аса илтĕм те, темшĕн ăна питĕ шеллессĕм килчĕ... Анчах айăпĕ те çук мар-çке-ха унăн...
— Кам сăмах ыйтать? — терĕ Борисов.
— Парăр мана, — илтĕнчĕ сасă.
Сцена умне Коля пынине курсан, эпĕ нимĕнле мар пулса кайрăм. «Тăхтамаллаччĕ Кольăн калаçма», — шутларăм ун çине пăхса.
— Юлташсем, — терĕ Коля. — Эпĕ сирĕн организацире тăмастăп пулин те, чăтса ларма пултараймарăм. Эпĕ хам Çĕрпӳре пурăнатăп. Каникула таврăнтăм та, комсомолта çирĕммĕш çултанпа тăраканскер, сирĕн пухăва килсе курас терĕм... Николаевăн киревсĕр ĕçĕ комсомол ятне çĕртет. Сирĕн вăл çынна комсомол ретĕцчен халех кăлăрса сирпĕтмеллĕ. Ку çеç те мар, — терĕ вăл, — сцена умĕнче уткаласа, — Николаев ĕçĕпе пĕтĕм организацие вĕрентмелле... Пуп ултавĕ хыççăн каякансем валли хамăр ретре вырăн ан пултăр!..
— Тĕрĕс! Комсомолтан кăларас! — шавларĕ пуху.
...Çтаппан çырăвне пула пуху вăраха кайрĕ. Мĕн каласси пур, Çтаппанне хăйне те питĕ шел ĕнтĕ. Малтанах, Ленский çырăва вулама тытăнсан, эпĕ хам та Çтаппана питĕ çиллентĕм. Кайран, апла-капла виçсе пăхсан, урăхла шухăшсем пырса кĕчĕç. «Кун пек ыйтăва пăхса тухнă чухне, — терĕм эпĕ, — вĕриленсе кайма юрамасть, кăшт сивĕнме пĕлмелле... Çтаппан та этемех, çӳп татки мар!..»
Урăхла шухăшлакансем те пулнă çав пирĕн пухура...
Коля хыççăн Вăрманпуç ячейкин секретарĕ — Саканов юлташ сăмах илчĕ. Вăл та, Коля пекех, Çтаппана комсомолтан халех кăлармалла, терĕ...
— Ленский юлташа сăмах пăратăп, — пĕлтерчĕ председатель.
... Хур аçи пек саркаланса тухрĕ Ленский. Каллех кĕсйичен «Çамрăк хресчен» хаçата кăларчĕ, ăна чăмăртаса тытрĕ те сăмахне пуçларĕ:
— Юлташсем! — пăхса илче вăл, çынсен çийĕпе. — Ман умран выступать тăвакансем хаçатра çапнă письмо пирки тĕрĕс выводсем турĕç. Вĕсем предлагать тунипе эпĕ полностью килĕшетĕп. Но, позвольте, — хăпартрĕ вăл сассине, — Мăнъял вулăсĕнче волкомол пур-и, е çук-и? Товарищ Борисов, — çаврăнчĕ вăл президиум еннелле, — хаçатра Николаев письмоне печатать туман пулсан, эсĕ çак вопроса обсудить тунă пулăттăн-и или çук-и? Çак вопрос мана çеç мар, всю организацию интереслентерет... Молчишь? — мăнаçлăн çаврăнчĕ вăл зал еннелле. — Я скажу сан вырăна...
Ленский сывлăш çавăрнă пек турĕ те хĕрӳленсех çапла каларĕ:
— Кунта укомол представителĕ присутствовать тăвать. Эпĕ çавăн умĕнче заявляю: пирĕн волкомол и его секретарь политическое доверие заслуживать тумаççĕ, классовую линию тытма пĕлмеççĕ. Поэтому, мы, Борисов юлташа, çак ответлă вырăнта терпеть не можем...
Залра шавлама пуçларĕç, çапах та Борисов аптраса ӳкмерĕ. Вăл пухăва лăплантарчĕ, Ленские малалла калама ирĕк пачĕ.
— Кунта все ясно, — терĕ лешĕ, — Николаева комсомолтан та, пухуран та надо выгнать с позором. Ун пек предатель пирĕн хушăмăрта ан лартăр. Вăл пире любой момент предавать тума пултарать. Çакăнпа пĕрлех, — вĕçлерĕ вăл, — волкомол составне надо распустить и çĕнĕрен выбор тумалла!..
Пуçланчĕ вара шăй-шай! Пĕри кăшкăрать, тепри кăшкăрать, нумайăшĕ сăмах ыйтаççĕ. Борисов юлташ председатель тилхепине çирĕп тытнине пула çеç пуху часах лăпланчĕ.
— Юлташсем, — терĕ Борисов, пуху кăштах лăплансан, — ку ыйту пирки урăх калаçма кирлĕ мар пулĕ. Николаев юлташ йăнăшĕ пирки çак пухура никам та иккĕленмест. Çавах тă эпе пĕр-ик сăмах каласа пахасшăн...
— Все ясно! — сасă пăчĕ Ленский, голосуй мое предложение!
— Ан васка-ха, Ленский юлташ, — тавăрчĕ Борисов, — эсĕ сĕмсĕр вăкăр пек ан пул-ха. Вăкăр чавать-чавать, тет те, хăй çине сирпĕтет, тет.
Залра кулса ячĕç, хăшпĕрисем алă çупрĕç...
— Питĕ тĕрĕс! — илтĕнчĕç сасăсем.
Борисов малаллă çаплă калăрĕ:
— Ленский юлташ кунта хăйне-хăй «ур-ра -р-революционер» пек тыткалама хăтланче, волкомол составне салатса яма сĕнӳ пачĕ. Ку — сирĕн ирĕк, юлташсем! Анчах та кашни комсомолец тунă йăнăш пиркиех волкомол составне салатса яма пуçласан, ĕç пулать-и вара? Çук, политикăллă вăйă кăна пулать. Çалла мар-и, юлташсем?
— Тĕрĕс! — кĕрлет залра.
— Демагогия! — шавлать Ленский.
— Тепĕр сăмах, — тет Борисов, — Николаев пирки. Волкомол та, эпĕ те унăн киревсĕр ĕсне хӳтĕлетпĕр тесе ан шутлăр эсир, юлташсем! Апла пулма пултараймастъ. Анчах этем кунçулне, комсомолец кунçулне татса панă чухне пĕрре касиччен иккĕ виçсе пăхсан çылăх пулать-и тата? Эпĕ Николаева Ленский «сутăнчăк» тесе питленипе ниепле те килĕшме пултараймастăп. Йăнăшнă пулин те, вăл — сутăнчăк мар!
— Тĕрĕс! — илтĕнеççĕ сасăсем.
— Çавăнпа та, — тет Борисов, — волкомола хушсан, вăл ку ĕçе тĕплĕн пăхса тухса, тĕрĕс решени йышăнма пултарать. Çитес пухура вара çав решение çирĕплетме пулать...
— Эсĕ сăмах илетĕн-и? — йăпăштăн ыйтрĕ Борисов.
— Калаçнипе çитет пулĕ, — терĕм эпĕ. — Эсĕ калани питĕ вырăнлă пулчĕ...
Вăл тӳрех сасăлама пуçларĕ:
— Кам та кам Николаев юлташа комсомолтан кăларас тет, çавсем алă çĕклĕр!
Пĕрин хыççăн тепри алă çĕклеме пуçлаççĕ. Борисов юлташ шутласа тухрĕ те:
— Вăтăр тăхăр сасă! — тесе пĕлтерчĕ, хут çине çырса хучĕ.
— Кам Николаев ĕçне волкомола парас тет, çавсем алă çĕклĕр!
— Вăтăр тăваттă! — пĕлтерчĕ председатель.
Çав вăхăтра Çтаппан тăрса çĕлĕкне тăхăнчĕ те, никама нимĕн каламасăр, пухуран тухса кайрĕ.
— Халĕ Ленский сĕнĕвне сасăлама пуçлăпăр, — терĕ Борисов. — Кам волкомол составне салатса ярса çĕнĕрен суйлас тет, алă çĕклĕр!
— Кирлĕ мар! йышăнмастпăр! — кăшкăраççĕ вырăнтан.
— Лăпах пĕр çын, — пĕлтерчĕ председатель — Ленский сĕнĕвне пуху йышăнмасть...
Ултă сехет тĕлнелле «Интернационал» юрланипе пирĕн пуху вĕçленчĕ.
— Вася, — терĕм Борисова, — атя пирĕн пата каяр.
— Атя, — килĕшрĕ вăл.
Эпир алăкран тухрăмăр кăна, пусма çинче Ленский тăнине асăрхарăмăр.
— Миша! — терĕ вăл, çанăран тытса, — сирĕнпе калаçса пăхма юрать-и?
— Мĕншĕн юрамасть? — кулкаласа ыйтрăм эпĕ. — Мĕн çинчен калаçасшăн-ши?
— Эпĕ серьезно калатăп, — терĕ вăл, — питĕ важнăй вопрос, притом надо немедленно...
— Атя, эппин, пĕрле, çул çинче каласа парăн... Ленский аякран тĕксе илчĕ те, куçĕпе Борисов çине кăтартрĕ. — Секрет! — асăрхаттарчĕ вăл, пӳрнипе тутине хупласа.
— Волком секретарьне пĕлтерме юрамасть-и вара? — ыйтанçи пултăм эпĕ.
— Ни в коем случае, строго конфиденциально!
— Апла пулсан, выçă хырăмпа калаçса пулмасть. Сакăр сехет тĕлнелле киле пыр...
— Хорошо, — терĕ вăл, урăх еннелле утрĕ.
Эпир Борисовпа киле кайрăмăр. Ленский калашне илтрĕ пулин те, ун пирки Вася нимĕн те шарламарĕ...
Киле çитсе хывăнтăмăр та, апат çиме ларас тенĕччĕ кăна, пирĕн пата Плаки чупса кĕчĕ:
— Миша! — кăшкăрчĕ вăл, кĕнĕ-кĕменех, — хăрушă инкек!
— Мĕн пулнă тата?
— Çтаппан çакăнса вилнĕ!
— Мĕ-ĕн?! Ăçта?! — харăсах кăшкăрса ятăмăр Борисовпа.
— Мĕнре... витере çакăннă, тет... Халь çеç, урампа чупса кайнă чухне, Верук каласа хăварчĕ.
Ку хыпар тăнлавран çапнă пекех пулчĕ. Куç умне Çтаппан пуху умĕнче тăни, вăл пухуран кайни тепĕр хут тухса тăчĕ. Эпир Борисовпа çĕлĕксем тăхăнтăмăр та тухса чупрăмăр. Хăранипе хытса кайнă анне тĕлĕнсе пăхса юлчĕ.
Çтаппансем пирĕнтен виçĕ кил урлă кăна пурăнатчĕç. Унта часах çитрĕмĕр. Хапхаран кĕтĕмĕр те васкаса вите патне кайрăмăр. Халăх пухăнма та ĕлкĕрнĕ. Çынсем урлă чĕвенсе пăхрăмăр, вите алăкĕнчен çакăнса тăракан Çтаппана куртăмăр. Пăявне мачча пăтинчен çаклатнă, хăй кĕпе вĕççĕнех, ури кĕлт кăна çĕре перĕнмест. Инçе те мар пĕчĕк каска пуканĕ выртать. Çтаппан çавăн çине тăрса çакăннă пулмалла...
Унччен те пулмарĕ, Верук чупса кĕчĕ. Вăл Çтаппана уринчен ыталаса илчĕ те хăрушшăн ӳлесе макăрма пуçларĕ…
7
Çтаппана пытарнă кун иртенпех асар-писер çил-тăман вĕçтерчĕ. Кăнтăрла умĕн сасартăк çил чарăнчĕ, кунĕ лайăхланчĕ.
Акă, хĕрлĕ пуставпа витнĕ тупăкра мĕскĕн Çтаппан выртать. Вăл кăвакарса кайнă, куçĕ путса ларнă...
Мĕнле пулса тухрĕ-ха ку капла? Ĕнерпе паян пуçа сахал мар ватрăм кун пирки. Çук, чухласа çитереймен эпĕ Çтаппана. Хăй пуçтахрах пулнă пулин те, чунĕ ачаш пулнă çав унăн, час та часах аманма пултарнă. Пăхатăп та элĕ халĕ ун çине, кĕске пурнăçне аса илетĕп. Пурнăçĕ пĕтĕмпех ман куç умĕнче иртое кайрĕ-çке-ха... Çăмăл пулмарĕ ун кунçулĕ. Малтанах — çемьери тĕрĕсмарлăх, ултăв. Çавнă пулăх хăй те ултава хăнăхнă ĕнтĕ, унтан вăрлама... Куç умне хăйне куштансем хĕнесрен чарнă хыççăн ман пата пырса кайнă самант тухса тăчĕ. «Эсĕ» теме тăнăскерех «Эсир» терĕ вăл мана. Темскер питĕ калаçасшăнччĕ пулмалла, чунне уçса парасшăн пулчĕ пуль... Калаçаймарĕ, именчĕ пулас. Ун чухне чипер калăçнă пулсан, кун пек пулмастчĕ те-и, тен. Каярахпа комсомола та кĕме пултарнăччĕ-çке-ха вăл.
Вилес умĕн вăл çапла çырса хăварнă: «Çут тĕнчере çылăхлă çынсем ытла та нумай, — тенĕ Çтаппан. — Хам та пирĕшти маррине аван пĕлетĕп, çавах та текех вĕсен хушшинче пурăнма пултараймастăп. Каçар, Верук! Каçар, комсомол!..»
Эпĕ, куç айĕпе, Борисов çине пăхса илтĕм. Мĕн шухăшлать-ши Çтаппан тупăкĕ умĕнче çак ăслă та сăпайлă ача, комсомолăн вулăсри комитечĕн секретарĕ? Ахăртнех Çтаппана упраса хăварма пултарайманни çинчен... Çулĕпе вăл манран кĕçĕнрех пулин те, ăсĕ-пуçĕпе нумай малта тăрать. Чăнах çапла! Вăл мар-и комсомол пухинче Çтаппан ыйтуне волкомола пăхса тухма парасшăн пулчĕ? Вăл сĕнниие эпĕ мĕншĕн хӳтĕлемерĕм? Укомол представителĕн хисеплĕ ячепе усă курса, мĕншен сăмах тухса каламарăм?.. Халĕ, нумай çулçем иртнĕ хыççăн та, Çтаппана ун чухне ăнланса çитерейменшĕн ӳкĕнетĕп. Айван пулнă çав, кивĕ тĕнче юлашкийĕсене хăвăртрах тĕп тăвасшăн пулнă, пуç тавра ун пек-кун пек шухăшласа пăхма пĕлмен.
Шухăша путса тăнă хушăрах Ленские аса илтĕм. Каялла пăхрăм та алăк пăтĕнче Кĕркури мăшлатса тăнине асăрхарăм. Кĕркури те пире курчĕ, хĕсĕнкелесе тĕпелелле çитрĕ, ахлата пуçларĕ... Мана хирĕç, тупă-кăн тепĕр енче тăракан Борисов Кĕркурие курнипе кăмăлсăр пулчĕ пулас... «Мĕн ахлатса тăрать-ши вĕçкĕн Кĕркури, «сутăнчăк» тупăкĕ умĕнче, мĕн кирлĕ-ши ăна çакăнта?..»
Вăхăт çитсен, Çтаппан тупăкне урама илсе тухрăмăр. Малта — Борисовпа иксĕмĕр, хыçалтан ялти икĕ комсомолец йăтса пыратпăр. Ял вĕçне çитичченех çĕклесе кайрăмăр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...