Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
1
Юнус Петĕрĕн Лисукне эпĕ, тӳррипе каласан, пĕр ялта ӳснĕ пулин те, асăрхасах кайман. Пулать вăл тепĕр чухне: куç умĕнчи мерчене асăрхаймастăн! Мĕншĕн-ши? Ялта ятсăр пулман-çке вăл! Ашшĕ-амăшĕ те йĕркеллĕ, ĕçчен çынсем. Илемлĕх енчен пăхсан та, тиркемелли нимĕн те тупаймăн Лисук çумĕнче...
Çав Лисука эпĕ, кĕтмен çĕртен тенĕ пек, Шупашкарта тĕл пултăм. Вăл акă мĕнле пулса иртрĕ. 1926 çулхи январь уйăхĕнче комсомол чăваш организацийĕн саккăрмĕш съезчĕ пухăнчĕ. Хамăр уездри конференцире мана та çав съездăн делегатне суйланăччĕ. Ун чухне эпĕ Сĕнтĕрвăрри хулинчех пурăнаттăм-ха. Уездри пионер бюровĕн председателĕнче ĕçлеттĕм.
Лисукпа тĕл пулнине çапла астăватăп: каçхине пилĕк сехет тĕлне эпир Хлебников юлташпа (укомол секретарĕ) тĕп чăваш театрне кайрăмăр. Делегатсем чылай пухăннă, ушкăнăн-ушкăнăн уткаласа çӳреççĕ. Эпир те çӳретпĕр, хушăран палланă çынсене тĕл пулатпăр. Теплерен эпĕ театра хура пальтоллă хĕр пырса кĕнине асăрхарăм. Пичĕ-куçĕ çырла пек, хăй мамăк тутăрпа, хура кăçатăпа. Питĕ палланă çын пек туйăнчĕ.
Хлебников темĕн калăрĕ çав вăхăтра, эпĕ илтмесĕрех юлтăм пикене сăнанă пйрки. Вешалка номерне илчĕ те хайхи пике шăпах пирĕн еннелле пăрăнчĕ. Хăй васкамасăр, утас-и, утас мар-и тенĕ пек çеç, пускалать...
Пирĕн куçăмăрсем тĕл пулчеç те, эпĕ ăна палларăм хайхи. Вăл та мана палларĕ иккен, ман патăма васкаса пычĕ те хулран ярса илчĕ.
— Миша, эсĕ вĕт ку? — савăнăçлăн ыйтрĕ вăл.
— Çавă-çке, — терĕм эпĕ. — Эсĕ Лисуках-и тата? Иксĕмĕр те кулса ятăмăр.
— Мĕн çăмăлпа килтĕн Шупашкара, эсĕ съезд делегачĕ мар пулĕ-çке?
— Делегат, — терĕ йăлт кулкаласа, — мĕншĕн апла ыйтатăн вара?
— Мĕнле мĕншĕн? — хирĕçлерем эпĕ, — хамăр уездри делегатсем хушшинче эсĕ çуккине лайăх пĕлетĕп, урăх уезда куçса кайрăн пулĕ çеç, качча тухса...
— Çук, — тавăрчĕ Лисук. — Урăх уезда куçман — качча тухма иртерех-ха мана... Шупашкарта, совпартшкулта вĕренетĕп, хулари конференцире суйларĕç...
Пĕр хушă эпир, пĕрне-пĕри сăнанă пек пулса, чĕнмесĕр тăтăмăр. Эпĕ Лисук çинчен шухăшларăм, ачалăха аса илтĕм: «Нумай пулмастчĕ вĕт-ха çак хĕр, улача кĕпе тăхăнса, лĕпĕстетсе çӳретчĕ. Урисем хăйĕн хур ури пек хĕп-хĕрлĕччĕ...»
— Эсĕ комсомола хăçан кĕнĕ вара?
— Çирĕм тăваттăмĕш çулта.
— Мĕнле апла? Эпĕ ун чухне Мăнъялта волорганизатор пулнă-çке.
— Сана уезда куçарсан кĕтĕм. Çав çулхи кĕркунне мана спортшкула ячĕç. Кăçал çуркунне вĕренсе тухмалла...— Лисук куçăмран ăшшăн пăхса илчĕ те шăппăн кăна хушса хучĕ: — Сан алла заявлени пама хăяймарăм эпĕ ун чухне.
— Мĕншĕн? Эпĕ мăйракаллă мар пулĕ-çке?
— Мĕншĕн апла калатăн? Вăтаннă сан çине пăхма...
— Ман вырăнта урăххи пулнă пулсан, маларах панă пулăттăн-и?
— Темле-çке... Çитĕ ун çинчен, — терĕ Лисук, — иртсе кайнине мĕн пăлхатас... Сăмах-юмах унсăрах тупăнĕ...
Лисук мана алăран тытрĕ те, эпир, ытти делегатсем пекех, уткаласа çӳреме пуçларăмăр.
— Авланмарăн-и-ха Сĕнтĕрвăрринче? — ыйтрĕ Лисук.
— Çук-ха, — терĕм кулкаласа, — манăн мăшăр пуласси çуралман та пулĕ халь...
— Питĕ çамрăккине илесшĕн-çке!
— Уншăн мар, — терĕм шӳтлесе, — путлĕ хĕр тухас çук мана, начаррине хам илессĕм çук, хăраххăнах ирттерес пулать пулĕ ĕмĕре.
Лисук чеен пăхса илчĕ те пуçне пĕкрĕ. Пăртак тăхтасан, шалтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ:
— Иринăпа мĕншĕн пашалу пиçмерĕ вара сирĕн?
«Ăçтан пĕлет Лисук Иринăна? Мĕскер пелет? — çиçсе илчĕ шухăш пуçăмра.
Нимĕн калама аптраса, çăпла хушса хутăм:
— Ирина ятне манса та кайнă ĕнтĕ...
— Чăнах-и? — савăнчĕ Лисук. — Чăнах мантăн-и ăна?
Эпĕ нимĕнле мар пулса кайрăм. «Мĕн пулчĕ ку Лисука? Мĕншĕн савăнать вăл Иринăна манса кайнă тенипе?..»
— Эсĕ Ирйнăна ăçтан пĕлетĕн вара?
— Ма пĕлес мар çав Вăрманпуç хĕрне? Халĕ ăçта пурăннине те пĕлетĕп.
— Ăçта? — персе ятăм эпĕ, тӳсеймесĕр, — кала, эппин, пĕлетĕн пулсан.
— Канаш хулинче, — терĕ Лисук. — Канашра пурăнать, учительницăра ĕçлет...
— Ан аташ, — терĕм эпĕ, савăнăçа пытарса, — кам каларĕ сана Канашра тесе?
— Кам каланипе мĕн тăватăн? — татса хучĕ Лисук, — пĕлетĕп пулĕ ĕнтĕ, калатăп пулсан.
Шăнкăрав янăраса кайре. Делегатсçне вырăн йышăнма чĕнеççĕ...
Эпир те зала кĕтĕмĕр. Кунта шăв-шав, калаçу. Малта «Çамрăк гварди» юрра шăрантараççĕ... Лисукпа эпир хыçала, балкон айĕнчи сак çине, пырса лартăмăр.
Чаршав уçăлсан, зал шăпланчĕ. Комсомолăн облаçри саккăрмĕш съездне обкомол секретарĕ уçрĕ. Хальхи вăхăтпа парти задачисем çинчен парти обком бюровĕн членĕ Гаврил Михайлов доклад туса пачĕ. Сехет çурă пынă доклад хыççăн перерыв пулчĕ. Эпир Лисукпа тухнă чухне алăкра Ленский Кĕркури чарчĕ.
— Салам! — терĕ вăл, алă парса.
— Салам, — терĕм эпĕ. — Мăнъялтан хăçан килтĕн? — ыйтрăм, Кĕркурин йĕлпĕнчĕк куçĕнчен пăхса.
— Мăн курман пулĕ эпĕ Мăнъялта? Тĕп хулана куçрăм ĕнтĕ, — мăнкăмăллăн каласа хучĕ вăл. Унтан, куланçи пек пулса, тутане йĕлпĕрсе илчĕ те мана çанăран тытрĕ. — Эсĕ делегат-и мĕн?
«Ку этеме мĕн кирлĕ-ши манран?» — шухăшларăм, вĕçерĕнме хăтланса.
— Комсомол ĕçне куçас тетĕп, — терĕ вăл, — мĕнле канаш пама пултаран?
— Халĕ ĕçлетĕн-и ăçта та пулин?
— Пока да, — терĕ вăл çурри вырăсла, çурри чăрашла. — В проиводсоюзе работаю... Шупуççынни патĕнче, в качестве управделами...
Çакна илтсен, ниепле те кулмасăр тӳсеймерĕм. «Наша корова çырма тăрăх пошла», — тенĕ пекех туйăнчĕ Ленский калаçни. Çапларах пуплетчĕç пирĕн ялти çурма майра хĕрĕсем...
2
Тепĕр ирхине обкомолăн отчетлă доклачĕ пулчĕ, вăл та вăрăма пычĕ. Доклад хыççăн прени пуçланчĕ.
Кăнтăрлахи апата эпир Хлебников юлташпа пĕрле кайрăмăр. Залра халăх йышлă мар, нумайăшĕ эпир çитиччен апăтланса тухнă.
— Манăн санпала йăпăштăн калаçмалли пур, Миша, — терĕ Хлебников, столовăя кĕрсен, — Атя, уйрăм пӳлĕме кĕрсе ларар.
— Кĕрĕпĕр, — килĕшрĕм эпĕ.
Официантка пычĕ, эпир ăна икĕ талон патăмăр.
— Икĕ курка сăра илсе килĕр, — терĕ Хлебников. Эпĕ юлташ куçĕнчен чăр-р! пăхса илтĕм, сăмахпа нимен те каламарăм. «Сăра ĕçнине çынна кăтартас мар тенипе çеç илсе кĕмерĕ-ши çакăнта?» — шухăшларăм вара.
— Мĕн çинчен калаçасшăнччĕ тата? — ыйтрăм эпĕ, официантка сăра илсе пырсан. — Мĕн пирки?
— Тăхта, — терĕ вăл, — ан васка. Ĕç сăра, — шаккарĕ вăл ман стакана хăйĕннипе.
— Чăваш сăрана шаккаса ĕçмест, — терĕм эпĕ вăл малалла мĕн калассине кĕтсе.
— Миша, — пуçларĕ Хлебников, — Шупашкара куçас кăмăл çук-и санăн?
— Мĕн тума? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Сана облаçри пионер бюровне ĕçлеме куçарасшăн.. Инструктор пулма...
Тĕлĕннипе Хлебников çине çăвара карса пăхса лартăм.
— Эсĕ мыскара тумастăн пулĕ те?
— Çук, — терĕ вăл, — пĕрре те шӳтлеместĕп... Манăн хамăн та ярас килмест те сана уездран, обкомол йышăнсан, ирĕксĕрех килĕшмелле пулать.
Эпĕ хирĕç калама тăнă вăхăтра алăк уçăлчĕ те пирĕн пата Ленский пырса кĕчĕ.
— Каçарăр, — терĕ вăл, кулăшла хуçкаланса, — сире чăрмантартăм пулсан...
Эпир Хлебниковпа иксĕмĕр шыв сыпнă пек сăмах чĕнмесĕр лартăмăр.
— Григорий Ленский, — терĕ вăл, Хлебников умне тăрса.
— Лайăх пĕлетĕп, — терĕ лешĕ. — Мĕн каласшăнччĕ, Ленский юлташ? Ăçта çĕмĕрттеретĕн хальхи вăхăтра?
— Производсоюзра, — мăнаçлăн пĕлтерчĕ вăл. — Шупуççыннипе ĕçлетпĕр. Пĕлетĕр пулĕ Шупуççыннине?
— Кам вăл Шупуççынни? — ыйтрĕ Хлебников.
— Чăвашсен паллă поэчĕ! — татса каларĕ Кĕркури. Эпир сĕтел хушшинчен тухма тăнине курсан, Ленский хыпаланса ӳкрĕ.
— Ăçта васкатăр, Хлебников юлташ, — терĕ вăл, йĕпĕлти тутине шăлкаласа. — Лару халех уçăлмасть-ха, юлташла пĕрер курка сăра ĕçĕпĕр...
— Ĕçмеллине ĕçрĕмĕр эпир, ытлашши юрамасть, — терĕ те Хлебников, Кĕркури çине пăхмасăрах ура çине тăчĕ. — Кайрăмăр, Александров юлташ.
Эпир, Кĕркурирен хăпас тесе, столовăйран тухрăмăр та театр патнелле кайрăмăр. Ленский хыçранах утрĕ. Кăшт кăна кайсан, Ленский хăпманнине кура, Хлебников тапах чарăнчĕ те çамкине çапса илчĕ.
— Пачах манса кайнă, общежитине кĕрсе тухмаллаччĕ-çке, — терĕ.
— Чăнах та, — терĕм эпĕ те, — атя, кĕрсе тухар... Эпир вăр-вар çаврăнтăмăр та общежитинелле утрăмăр. Ленский нимĕн тума аптраса, вырăнтах тăрса юлчĕ.
— Каçхине курнăçăпăр, эппин, — кăшкăрчĕ вăл пирĕн хыçран, — эпĕ сирĕн пата пыратăп!..
Пусмă тăрăх общежитине хăпарнă чухне Хлебников юлатш лĕх-лĕх-лĕх! кулнине асăрхарăм.
— Мĕнрен кулатăн?
— Макăрас-и-ха çак вĕçкĕн çулăхнипе?
Эпĕ чĕнмерĕм. Ленский пирки Борисов çулталăк çурă каярах каланине аса илтĕм. «Манран килес пулсан, эпĕ ăна комсомолта тытассăм çук. Шăпăрлан вăл, шăпăрлан!» — тенĕччĕ Борисов ун чух.
Общежитае кĕрсе хывăнтăмăр та, калаçса пĕтерме пит çумалли пӳлĕме кĕтĕмĕр.
— Сăмахăмăра Ленский пӳлчĕ, — пуçларăм эпĕ столовăйра тапратнă ыйту пирки. — Халĕ каласа пĕтер.
— Каласа пĕтересси нумаях та мар, — терĕ вăл — Обкомол секретарĕ пĕлтерчĕ. Эсĕ ытла ан пăшăрхан, вăл вырăна тепĕр кандидатура пур.
— Кам-ши?
— Пĕр учительница... Ирина Ястребова, терĕç пулас...
— Мĕнле? Ирина... Ястребова? Чăнах-и?
— Мĕн илтнине калатăп... Эсĕ мĕн сасартăк улшăнса кайрăн тата, паллатăн-и мĕн вăл юлташа?
— Иринăна-и? Паллатăп пăртак. Эпир унпала Мăнъялта пĕрле вĕреннĕччĕ.
— Апла, эппин, — терĕ те Хлебников ман çине сăнавлăн пăхса илчĕ, çăвăнмалли пӳлĕмрен тухса кайрĕ. Эпĕ пĕчченех юлтăм. Куçăм умне Ирина сăнарĕ тухса тăчĕ, ĕлĕкхи тĕлпулусене аса илтĕм...
— Александров юлташ, — илтĕнчĕ Хлебников сасси, — кайрăмăр пулĕ ларăва, вăхăчĕ çывхарса пырать...
— Кай, эпĕ хуса çитетĕп.
Манăн кĕске вăхăта та пулин пĕччен юлас килет, Ирина ятне асăнни пĕтĕмпех йĕркерен кăларчĕ. Кивĕ сурансем — юрату суранĕсем çĕнĕрен уçăлса, хытă туртма пуçларĕç, чĕре йăшкама тапратрĕ. Мĕнле-ши вăл халь? Тен, вăл мана тахçанах манса кайнă? Тен, хăйне валли савни те тупнă, качча та тухма пултарнă? Ăçтан пĕлес ман çавсене? Лисукпа калаçса пăхмаллах пулать. Ирина ăçтине пĕлесле каларĕ-çке вăл...
Общежитирен васкасах тухрăм. Çанталăк сивех ма, тӳпене пĕлĕтсем карса илнĕ. Хушăран, çурăла-çурăла каякан пĕлĕтсем хушшинчен, хĕвел йăпшăнса тухма хăтланать, каллех ăна тачка пĕлĕтсем хуплаççĕ.
Ирина сăнарĕ куçран хăпма пĕлмест. Утса пынă çĕртех куçа хупатăп та, ума Ирина тухса тăрать. Темшĕн вара хăй питĕ салхуллă. Вунсакăр уйăх иртрĕ Иринăна юлăшки хут курнăранпа. Ку вăл çирĕм тăваттăмĕш çулхи августра, Сĕнтĕрвăррине тухса кайнă чухне пулнăччĕ. Çавăнтанпа вара пĕрре те тĕл пулман.
Йывăр пулчĕ мана Иринăна тĕл пулмасăр пурăннă тапхăр. Пусăрăнса ĕçлени кăна çăлатчĕ. Ĕçĕ мăй таранах, пушă вăхăт пачах çук. Тĕрлĕ ларусенче, канашлусенче пулмалла, ялсене каймалла, тĕрлĕ кампанисем ирттермелле, кун, çĕр — вăхăт иртни пачах сисĕнмест. Пушă вăхăт тупăнсан, е çĕрле, çывăрма выртсан, Иринăшăн çав тери тунсăхлаттăм.»
Театра çитсен, пальто хыврăм кăна, Лисук пырса кĕчĕ.
— Эсĕ ăçта çухалтăн вара? — ыйтрĕ вăл.
— Общежитирех-çке, — терĕм эпĕ. — Эсĕ ху мĕншĕн курăнмарăн тата?
— Эпĕ совпартшкулта пултăм, — терĕ вăл, тумтирне хывса. — Халĕ, сана шыраса, общежитие çитсе килтĕм.
— Эпĕ столовăйра пултăм пулĕ...
— Çул майĕпе унта та кĕтĕм, сана ниçта та тупаймарăм.
— Манăн та калаçмалли пурччĕ санпала...
— Мĕн çинчен-ши?
— Нумай пĕлсен, час ватăлан!
Лисук куçăмран чăр-р! пăхрĕ, эпĕ шӳтленине курса илемлĕн кулса илчĕ.
— Лару хупăлсан, калаçăпăр каçхине, — терĕм эпĕ, хулĕнчен тытса. — Юрать-и?
— Юрать, — шăппăн каларĕ Лисук, Унăн питĕнче ăшă кулă вылярĕ, илемлĕ путăкĕ куç тĕлне пулчĕ.
...Каçхи ларуран Лисукпа пĕрле тухрăмăр.
— Епле ырă каç паян! — терĕ Лисук, — Çапла-и?
— Çаплах пулĕ, — терĕм эпĕ.
— Мĕншĕн «пулĕ» çеç?
— Каçĕ ĕнер тĕ çакăн пекехчĕ пулас, — терĕм эпĕ кулса.
— Мĕншĕн питĕ васкатăн, хырăму питĕ выçрĕ-и?
— Хырăмĕ те выçман мар, — терĕм эпĕ. — Рабклубра концерт пуçланать, терĕç. Каятпăр-и курма?
— Кайма юрать пулĕ...
— Санăн каясах килмест-и-мĕн?
— Питех мар, — терĕ вăл, — совпартшкулти «Сенкер блуза» концерт парать. Вĕсен мыскари йăлăхтарнă та мана...
Столовăйра эпир Мăнъял волкомĕн секретарьне — Борисов юлташа тĕл пултăмăр. Пире курсан, вăл савăннă пек пулчĕ, калаçма пуçларĕ, Лисукран тăрăхлама хăтланчĕ.
Лисук ун çине сиввĕн пăхса илчĕ те кĕтмен-туман çĕртен çапла çавăрттарса хучĕ:
— Çитĕ сана кӳлешме, Борисов юлташ, йăлăхтарса çитерчĕ эс çапла шăл йĕрни...
Борисов шăпăртах пулчĕ, пуçне чикрĕ те апатне çиме пуçларĕ.
«Мĕн пулнă-ха кусене? — шутларăм эпĕ. — Мĕншĕн йĕкелтеççĕ пĕрне-пĕри?»
Столовăйран виççĕн пĕрле тухрăмăр,
— Концерта каятпăр-и? — ыйтрăм Борисовран.
— Кайса курмалла пулĕ, — терĕ вăл.
Çав вăхăтра Лисук мана çанăран кăлт! тĕксе илчĕ те, эпĕ шăпăртах пултăм. Лисук кӳренет иккен, унăн кăмăлĕ хуçăлнă. Мĕншĕн? Эпĕ пĕлместеп. Хĕрпе каччă хушшине мĕнле кĕрсе чăрмантарас?
Эпир рабклубалла утрăмăр. Эпĕ Лисука сулахай хулĕнчен тытрăм, тепĕр енчен Борисов тытать пулĕ, тесе шутларăм. Вася апла тумарĕ. Вăл манпа юнашар утса пычĕ.
«Мĕнле çураçтарас-ха кусене? — шутларăм ăшăмра. — Мĕн пулнă-ха, чăнах, вĕсене?»
— Мĕскер эсир пĕр-пĕрин çине пит урлă пăхатăр, хура кушак пӳлмен пулĕ-çке сирĕн çулăра?
— Пулма та пултарать, — терĕ Борисоз, — анчах хура кушак тĕшмĕшне ĕненместĕп эпĕ...
— Ĕненнĕрен-и вара, — тавăртăм Бврисова, — çапла калаççĕ-çке-ха икĕ çын хушшинче пиçмесен...
Лисук çăвар та уçмарĕ. Йăпăштăн хулран çăтăр! чăмăртаса илчĕ те, шăппăн кăна: «Кайран!» тесе систерчĕ. Эпĕ пушшех ăнланми пултăм...
Рабклуба çитрĕмĕр, зала кĕрсе лартăмăр. Борисов, тапак туртап тесе, пирĕнпе кĕмерĕ. Совпартшкулта вĕренекенсен «Сенкер блузи» сцена çине тухрĕ, концерт пуçланчĕ. Политикăллă çивĕч такмаксем юрларĕç, сăвăсем вуларĕç. Юлашикнчен кулăшла пĕчĕк скетч выляса пачĕç. Концерт мана питĕ килĕшрĕ,
— Эсĕ мĕн пирки калаçасшăнччĕ вара паçăр? — ыйтрĕ Лисук, кăштах тăхтасан.
— Мĕн пиркиччĕ-ши? — аса илме хăтланнă пек пултăм эпĕ, — мĕн ыйтас тенĕччĕ-ха? Чăнах,..
— Ирина çинчен ыйтса пĕлесшĕн марччĕ-ши?
Иментĕм Лисук каланинчен. Чăнах та Ирина çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ унран. Ирина Канашра пурăннине ăçтан пĕлет-ха вăл? Вĕриленсе кайнă хăлхасем хăпарма пуçланă пек туйăнчĕç. Питçăмарти хĕрелсе кайрĕ пул-малла... Лисук ман çине ыйтуллăн пăхса илчĕ те нимĕн те шарламарĕ. Эпĕ вара Ирина çинчен тепĕр хут тапратма хăймарăм.
— Лисук, — терĕм эпе, хăлхи патне туртăнса, — паçăр рабклубалла килнĕ чухне эсĕ «кайран» тесе асăрхаттартăн, мĕне пĕлтерчĕ вăл?
— Пĕлес килет-и?
— Пĕлсен юратчĕ çав...
Лисук хăйĕн аллине ман аллăмрăн карт! туртса кăларчĕ те хыçалалла тайăнса ларчĕ.
Самант хушши эпир тинкерсех сцена çине пăхрăмăр. Лисук анасласа илчĕ, ун хыççăн сисмесĕрех эпĕ те анасларăм.
— Миша, — терĕ Лисук, — ăсатса яр-ха мăна. Совпартшкул клубран инçе мар. Вăл Карл Маркспа Ленинградски урамĕсем хушшинче. Эпир хуллен утрăмăр. Çанталăк сивĕ мар, çемçе юр ӳккелет. Лăпкă.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...