Кĕпер :: Хура хăмла çырли


Хĕвел аннă çĕре Весукка таврашĕнче çул юппине çитсен, Мăрзабай тăрантас çинчен анчĕ те Тимука кăпăкланнă пар лашапа Хурăнвара ăсатрĕ, хăй Весукка еннелле тӳрĕ çулпа çуран утрĕ. Ял вĕçне çитсен, шкул патнелле пăрăнчĕ.

Учитель пӳрчĕ шкул хыçĕнче ытти хуралтăсенчен уйрăм ларать. Тăваткал пĕр пӳлĕмлĕ пӳрт. Пӳрчĕ пĕчĕк, уншăн çенĕкĕ хăй тепĕр пӳлĕм пек: нитĕ таса, çутă, маччаллă. Çулла хуçа вăхăтне ытларах çакăнта ирттерет пулмалла. Килкарти çукпа пĕрех, пӳрт çумĕнчи сачĕ вара пĕчĕк мар, вăрмана çити тăсăлать. Садра тĕрлĕрен улма-çырла йывăçĕсемпе тĕмсем саркаланса ӳсеççĕ.

Мăрзабай Хурăнвара çӳренĕ хушăра авалхи тусĕ патне çул майăн час-часах кĕрсе тухнă. Халь вара ют çын патне килнĕ пек, пӳрте темшĕн асăрханса кĕчĕ.

— Хуçи кнлте çук-им? — кăшкăрчĕ вăл пӳрт умĕнче кăшт итлесе тăнă хыççăн.

Сас-чӳ пулмарĕ, çавах та хăна, пӳрте кĕрсе, тĕпелти кĕтес еннелле сăхсăхнă пек хăлаçланкаласа илчĕ.

Турăш кĕтессшгче ылтăн-кĕмĕл шăвăçпа чĕркенĕ Христос е турамăш вырăнĕнче пĕр сăрланă хăма татăкĕ çеç: те Николай-угодник, те Серафим Саровский сăнĕ. Тинкеререх пăхсан, Хрулкка сăнĕ пек те курăнса каять. Кăмăлĕ пăсăк пулин те, Мăрзабай кулмасăр тӳсеймерĕ: «Турра ĕненмен, эсер пек курăнакан чее старик турăш вырăнне турă кĕтессине хăй сăнне улăхтарса лартман-ши?»

Хуçа таврăниччен хăна Хрулкка сачĕпе паллашас терĕ. «Кил хуралçи» Яхруш, ăна курсан, хăраса ӳкрĕ; Мăрзабай килнĕ чух вăл садраччĕ. Хăна сада кĕрсен, «хуралçă» тĕм айне пĕшкĕнсе ларчĕ, унтан шаларах упаленсе кĕчĕ. Мăрзабай типшĕрнĕ курăк чаштăртатнине илтрĕ. Хуçа çук чух ача-пăча тустармасть-ши кунта тесе, сасă илтĕннĕ еннелле васкарĕ.

Мăрзабай, тен, Яхруша, çырла вăрри тесе, тытнă та пулĕччĕ, анчах хурлăхан тĕмĕсем патне çитсен, вăл сасартăк чарăнса тăчĕ. Хурлăхан тĕмĕ çинче хура çырла ӳсмест-и вара? Çук, хура çырла мар ку, хăмла çырли. Тутанса пăхрĕ: чăн та çапла. Хура çырла пекех кая юлса пиçет иккен. Вара вăл тинех тусĕпе турă пирки тавлашнине аса илчĕ.

«Суймарĕ вĕт, эсрел! Чăнах Тамбов вырăсĕ вĕрентнипе хăех туса ӳстернĕ-ши çак çырлана? Турă çырли хĕрлĕ, ку — хура. Шуйттан çырли... Туррăн арăш-пирĕш ĕçĕсене йĕркелетпĕр, юсатпăр, тенĕччĕ Хрулкка. Турăран ăслă пуласшăн. Шăп леш, шуйттансен пуçлăхĕ пек, сатанаил пек пуласшăн...»

Яхруш, ӳсĕрес марччĕ тесе, аран чăтса выртать. Акă хăна каллех пӳрте кĕрсе кайрĕ. Кĕçех çенĕкре кĕмсĕртетни илтĕнчĕ. Унтан мăрьерен тĕтĕм тухни курăнчĕ.

Кĕтмен хăна çĕр выртмаллах килни çинчен Яхруш кил хуçине кайса систерме шутларĕ. Вăрманпа пĕр çухрăм кайсан, хăй тата иккĕлене пуçларĕ, чарăнса тăчĕ.

Тапăра çитме çывăх çул мар. Каялла таврăнас мар-и? Хуларан е Рамаш отрядĕнчен килнĕ палламан çын, Мăрзабая Мулла Хрулкка вырăнне йышăнсан, тем курма пулать. Çук, кайма юрамасть. Пĕрре çапла шухăшлать ним тума аптранă Яхруш, тепре урăхла: чăнах та, Мăрзабай Весуккана ахалех килмен пуль. Кун пирки Тапăра çитсе пĕлтермеллех. Мĕнле тусан терĕс пулĕ-ши?..

Кун пек чух хăшпĕр çын, апла та, капла та тăвасшăн пулса, хаклă вăхăта ним тумасăрах ирттерсе ярать. Вара ун умне икĕ хăрушлăх вырăнне виççĕмĕшĕ килсе тухать. Тен, Яхрушăн аптрашки те çапла пулатчĕ-и — вăл е малалла чупас, е каялла таврăнас вырăнне çур сехет пер вырăнта тапăртатрĕ, — ун телейне, отряд командирĕ патрульсене кĕçĕрлĕхе ял çывăхнех куçарнă иккен. Чăтлăхран Яхруш умне икĕ чăваш тухса тăчĕç.

— Халех таврăи каялла, — терĕ пĕри Яхруш хăйĕн аптрашки пирки каласа пĕтернĕ хыççăн. — Комиссар хуларан çын кĕтет. Хветюк çухалнă. Çавăнпа хула çынни малтан Хрулкка мучи патне кĕрет пуль. Мăрзабай пирки хамăрах ревкома пĕлтерĕпĕр.

Яхруш яла таврăнчĕ. Пĕр партизанĕ Тапăра чупрĕ.

Мăрзабай, тусне кĕте-кĕте, çенĕкре хура хăмла çырлипе чей ĕçрĕ. Хуçи çаплах килеймерĕ-ха. Хăна тин вара тĕлĕне пуçларĕ. Ку турра ĕненмен эсремет хăй те пĕр-пĕр çветтуй пек, пустынник пек пурăнать. Алăксене питĕрмесĕрех таçта тухса кайнă. Кил пăхма никама та хăварман. Тĕрлĕ çимĕçлĕ сад пахчине хураллакан та çук... Авланмарĕ те вĕт арăмĕ çамрăклах вилнĕ хыççăн, хĕрне хăех пăхса ӳстерчĕ,

Анука асăнсан, куç умне уçă кăмăллă çамрăк хĕрарăм килсе тăчĕ: «Хӳрем çук, хам пур енчен те чип-чипер». Çакăнта килме тухнă чух Анука курма ĕмĕтленмен-и Мăрзабай? Çук, хăйĕн чĕрене ыраттаракан хуйхине манас тенипе çеç Хрулккапа унăн хĕрĕ çинчен шухăшлама тăрăшрĕ вăл халь:

«Садра хура хăмла çырли ӳстереççĕ. Пурнăçра та çав-нашкалах çĕнĕ йăласем, çĕнĕ йĕркесем пуçласа ярасшăн-ха вĕсем. Ăнчах сыпса та, акса та мар, касса, çĕмĕрсе, юн юхтарса...»

«Вăрманта ĕнтĕ вĕсем, Хрулкки те, Анукĕ те — çĕнĕ тĕнче апостолĕпе çĕнĕ йĕрке чун-хавалĕ. Ма çавсене хирĕç усал кăмăл тапранмасть-ши пĕрех хут? Кунта килес вырăнне хулана вĕçтересчĕ, хулари офицерсемпе салтаксене çакăнта Назара çăлма ертсе килесчĕ... Эпĕ хамах ывăла сутрăм пулать: çăлма мар, хыпар пĕлме кăна килтĕм иккен. Вĕсем Назара вĕлернĕ пулсан, мĕн тăвас ва-ра? Тавăрас! Тăван ывăла вĕлернĕшĕн тавăрас. Çакăнта Хăналанса, хуçине кĕтсе ларас вырăнне влаçсене кайса пĕлтерес. Куçшăн — куç, шăлшăн — шăл, тенĕ вĕт турă кĕнекинче те... Анчах çавăнтах тата урăхла çырни те пур Вĕт-ха: «Пĕр питçăмартинчен çапсан, тепринчен те çапма пар». Эй, турри те ман пекех аташса пĕтнĕ. Ун ывăлне те усал çынсем пăталаса асаплантарса вĕлернĕ. Çавăн чух тарăхса каланă пуль турă малтанхи сăмахĕсене, Çавăнпа вăл этеме кураймасть, ăна пĕр инкек хыççăн теприне тупса парать...»

Пăртакран Мăрзабайăн хуйхи кăшт сĕвĕрĕлнĕ пек пулчĕ. Вăл утма чарăнчĕ. Тĕттĕмленсе те çитрĕ-çке, Хуçи вара çаилах Таврăнмарĕ-ха. Мĕн тумалла? Вăрмана кайса шыраймăн, кайсан та — тунаймăн. Алăка питĕрмесĕр кайнăскер, таврăнĕ-ха. Таврăнсан эп спре усал тумарăм, мана шанса, ывăла ман алла парăр тесе йăлăнса пăхмалла мар-ши унăн? Хрулкка ĕненĕ ăна...

Хăна пӳрте кĕчĕ, хăй çутрĕ. Çутăра пӳрт ăшчикки урăхла курăнса кайрĕ. Унти япаласем халь пурте пĕр çĕре кĕпĕрленнĕ пек. Пулĕмĕ хăтлă, тăпăл-тăпăл, кăмăллă. Шкап тулли кĕнеке; вĕсене паçăр асăрхаманччĕ. Ак ăçтан ăс илет иккен Мулла Хрулкка. Мăрзабай хăйĕн пĕр арча кĕнекипе мухтанатчĕ. Кунта вунă арча та пулĕ.

«Хрулкка манран, чăн та, вунă хут ăслăрах пуль. Тем те пĕлет вĕт, мур. Турăпа тавлашакан пулса кайнă...»

Хуçана кĕтнĕ май хăна пĕр-пĕр кĕнеке вуласа ларас терĕ. Ыйхи пурпĕрех килмест. Чи пысăк кĕнеки сĕтел çинчех выртать авă. Мăрзабай лампине çывăхарах куçарчĕ те кĕнеке ятне вуласа пăхрĕ. Чим-ха, библи вĕт! Турра ĕненмен Ятрус турă кĕнекине вуласа пурăнать-и? Вулатех пуль çав. Кĕнеке хушшине темиçе тĕлте хут хĕстерсе хунă. Хучĕ те таса хут татăкĕ мар, урлă-пирлĕ çырса пĕтернĕ. Кĕнеке вуланă чух Хрулкка хăйĕн шухăшĕсене çырнă пуль. Кĕнеке листисен хĕррине те паллăсем тукаланă.

Меллĕрех вырнаçса, кĕнекене хуçи паллă тунă тĕле уçнăччĕ хăна, юнашарах тем чăшăлтатни илтĕнчĕ. Мăрзабай, шикленнĕ пек пулса, каялла çаврăнса пăхрĕ. Пӳртре мар. Кунта кушак та çук. Хура чӳречерен кармашса пăхрĕ, ним те курăнмасть. Чӳрече хупписене хупас! Эй, ара, ку «пустынникăн» вĕсем те çук-çке. Ана Мăрзабай килнĕ чухнех асăрханăччĕ-ха. Шалтан карма та чаршав таврашĕ çук тата.

Мăрзабай урлă-пирлĕ пăхкаларĕ те кравать çинчен çăмăл çивиттине сĕвсе илчĕ, сĕтеле хирĕç чӳречене карчĕ.

Яхруш хальччен чӳречерен хăна мĕн хăтланнине сăнаса йăпанатчĕ. Халĕ акă чӳречи те хупланчĕ. Мĕн тăвăн? Ура шуса сасă кăларни хупларĕ мар-и? Халĕ акă ним курмасăрах хуралласа ларас пулать.

Кĕнеке вулама тытăнсан, Мăрзабай урамри сасăсем пирки те, хăй ăçта ларнине те манса кайрĕ. Хăшпĕр паллă тунă вырăнсене вăл темиçе хут та вуласа тухрĕ.

«Турă сăмахĕ мар ĕнтĕ ку, авалхи ăслă çынсен сăмахĕ, — йăшаланчĕ шухăш ун пуçĕнче. — . Туррине, чăнах та, шухăшласа кăна кăларнă пулсан, этемрен ăслăрах пулаймастех ĕнтĕ вăл. Ку библие вуласа тухсан, ĕненекен çын та турра ĕненми пулĕ...»

Ку тата мĕн? «Юрăсен юрри». Мăрзабай кăшт кăна вуласа пăхрĕ те шалтах тĕлĕнсе кайрĕ. Кам юрри пулчĕ вара ку? Турă юрри-и, этем юрри-и? Патша юрри иккен. Авалхи еврейсен патши Соломон çапла юрланă-мĕн. Ахальтен мар пĕркун тиечук, чиркӳ çынни, тĕн пирки «авалхи еврейсен юмах-халапĕ» тенĕччĕ. Юмахĕ те, юрри-сăвви те пур кунта.

Юратнă хĕрне мухтаса юрлать иккен патша. Анчах вăл унăн кăмăлне мар, ӳтне çеç мухтать. Хĕрĕн кăкăрĕ çветтуй çĕршыври сăрт пек, чĕччи иçĕм çырли пек туйăнать уншăн. Тутинчен пыл тумлать, чĕлхи айĕнчен сĕт юхать. Чăн та хитре юрă. Чим-ха, турă çак юрра кăмăлласа йышăнать пулсан, Адампа Евăна çăтмахран мĕншĕн хăваласа кăларнă-ха апла вăл? «Çенĕ завет» тени тата хĕрсене пурне те мăнастире хупса лартасшăн, «Христос сан каччу пултăр», тет. Христосĕ хĕрарăма ача тутарасшăн мар. Ун сăмахне итлес пулсан, этем йăхĕ те пĕтсе лармалла.

Турă кĕнекине вулани Мăрзабай пуçне тата хытăрах пăтрата пуçларĕ. Тăтăшах çылăха кĕртекен шухăшсем мăраланаççĕ. Лев Толстой та библи нумай вуласа турра ĕненми пулнă тесе калаçатчĕ Тимуш. Ахальтен мар ăна архиерейсем ылханнă, «анафема» тесе, чиркӳрен уйăрса янă. Çапах ăна халăх хисеплеме пăрахмасть авă.

Толстой хăй турă пирки менле каланăччĕ-ха?

«Çут тĕнчере пурнăçран урăх ним те çук. Пурнăç тени турă тенипе пĕрех. Тĕичере мĕн пурри тĕк тăмасть, юханшыв пек пăрмаях юхса тăрать. Тĕнче юхăмĕ, пурнăç юхăмĕ — турă пулать те ĕнтĕ. Пурнăçа юратни турра юратнине пĕлтерет», — тенĕччĕ. Çак сăмахсене ун чух Павăл ăнланса илеймерĕ, çапах Тимуш пĕрмай асăннипе вăл та астуса юлчĕ. Халь вĕсен пĕлтерĕшĕ Мăрзабайшăн тин уçăлнă пек туйăна пуçларĕ.

«Тĕлĕнмелле! — шухăшларĕ Мăрзабай. — Толстой сăмахĕсене ăнланма Соломонăн çылăхлă юрри пулăшрĕ вĕт. Çылăхлă тени те тĕрĕсех мар пуль. Арçын хĕрарăма, унăн чунне те, ӳтне те юратса мухтани çылăхлă ĕç мар вăл. Асма çеç кирле мар. Хура халăх асмасть. Еçсĕр иртĕхсе пурнакан харам пырсем çеç асса каяççĕ. Соломон патша пулнă, вăл асма та пултарнă. Çавах юрри унăн таса юрă, ирсĕр туйăм вăратмасть».

Чăвашсен йăли аса килчĕ тата Мăрзабая. Хитре йăла, таса йăла. Хĕрпе каччă улахра пĕр вырăн çине çывăрма выртаççĕ. Ирхи автан авăтсан, каччи хĕр çумĕнчен çылăха кĕмесĕр тăрса каять. Çав каччă юратмасть-и вара хăй çумĕнчи хăре? Соломон пекех юратать пуль, ун пекех юрату юрри юрлать пуль ăшĕнче, тульккĕш юрă сăмахĕсене хĕрне калама вăтанать вăл, ыталанă чух та унăн кăкăрне сĕртĕнме хăрать. Этем ăшĕнчи турра шыратчĕ Мăрзабай. Акă вăл. Этем кăмăлне, унăн йăлине пурнăç хăех йĕркелет...

Нумай вуларĕ, нумай шухăшларĕ кĕçĕр Мăрзабай. Юлашкинчен шухăшсем пăтрашса кайрĕç. Темшĕн тĕттĕмлене пуçланă пӳлĕмре Назар сасси илтĕнчĕ пек: «Эс, Павел Алексеевич, ман атте мар! Сутрăн эс тăван ывăлна. Хăвăн тивĕçне тумарăн, вăрмантисен ячĕсене çырса памарăн. Вĕлересшĕн вĕсем мана».

Сасă илтĕннĕ хыççăн алăк шăппăн уçăлчĕ те, пӳлĕме Назар хăй кĕрсе тăчĕ. Суранланнă мăйĕнчен хура юн юхăть. «Иуда Христоса сутнăшăн хăть укçа илнĕ, вăтăр кĕмĕл тенкĕ. Эсĕ пĕр ывăç хура хăмла çырлишĕн сутрăн мана, — терĕ Назар, куçне уçма тăрăшса. — Çавăнпа ман суранран хура юн тумлать...»

Çук, тĕлĕкре мар ку. Мăрзабай çывăрмасть. Хрулкка патĕнче сĕтел хушшинче ларать. Çӳле, турăш кĕтессине, Хрулкка хăй улăхса ларнă, турă пек пуласшăн. Акă вăл, мăшăлтата-мăшăлтата, унтан ана пуçларĕ, хăй аннăçемĕн пысăкланса пырать...

...Хуçа хăрăмланса сӳнсе ларнă лампăна краççын ярса хăй çутнă çĕре хăна библи кĕнеки çинче выртакан пуçне çĕклерĕ, Хрулккана курсан, куçне сăтăркаласа илчĕ.

«Те ку та тĕлĕкре кăна, те эп çывăрса кайсан таврăннă».

Çамрăк чух тĕлĕкрипе пурнăçрине нихçан та арпаштармастчĕ Мăрзабай. Халь тĕлĕкре пулни чăн пулнă пек, чăн пулни — тĕлĕкри пек. Хăй Весуккана мĕн çăмăлпа килнине аса илсен тин Мăрзабай ыйхи уçăла пуçларĕ. Вăл хуллен пукан çинчен çĕкленчĕ те тусне алă памасăр-саламламасăрах сăмах пуçларĕ:

— Ман умра тек пытарса ан тăр, Хрулкка. Эп сире йĕрлеме килмен. Назар шăпине пĕлме килтĕм. Кас ĕнтĕ пуçа, пĕр сăмах çеç кала. Вĕлертĕр-и?.. Ан хăра. Хĕрарăм пек çухăрса ямăп, арçын пек пулса, сана пыртан та ярса тытмăп.

Хрулкка тăруках чĕнмерĕ. Павăл умĕнче тунса тăраймăн. — «Эп ним те пĕлместĕп, курман-илтмен», — тесе калаймăн. Ассăн сывларĕ те тӳррĕнех калас терĕ:

— Турра ĕненетĕн пулсан, пуççап, кĕлту, Павăл! Назар хăй мĕн шыранине тупрĕ. Эс ăна пĕлтĕрех шухăшра пытарнăччĕ. Вăл, тата кăшт пурăнса, халăха нумай усал турĕ. Халь лăпланчĕ ĕнтĕ. Санăн та ывăлу яла карательсем ертсе пынăшăн шыва сикмелле пулмĕ...

~ Мăрзабай пукан çине тĕренчĕ, çурăмпа сĕтел çумне сĕвенсе, аллине çĕре усса ларчĕ.

— Турă çук, Хрулкка! — тарăхнă сасăпа каларĕ Мăрзабай ларсан-ларсан. — Назаршăн пупсем кĕлтуччăр. Выртса çывăр, Хрулкка. Кайса сутмăп сана. Кайран, тен, сирĕншĕн хаяр тăшман пулăп. Халь тăшман та мар, тус та мар. Путсĕр мĕскĕн ывăлĕн хуйхăпа касăлнă ашшĕ çеç эпĕ халь.

— Манăн çывăрма вăхăт çитмен-ха, Павăл, — терĕ Хрулкка та, ывăннипе, Мăрзабай пекех, чĕлхине аран çавăркаласа. — Мана суранланнă çынсем, хамăр ял çыннисем кĕтеççĕ. Хăвах пĕлен, эпĕ тухтăр вĕт. Унтан, тусне халĕ çаксем кирлĕ маррине туйса, çапла ыйтрĕ:

— Эс Весуккана çуранах килнĕ-и? Лаша кирлĕ пулсан, тупса парăп. Хăвалать тесе ан шухăшла... Кан, вырăн çинех выртса çывăр.

— Ĕç пĕтрĕ ĕнтĕ. Сана кĕтсе, чей ĕçрĕм. Санăн хура хăмла çырлине тутантăм: хĕрлинчен те тутлăрах пек туйăнчĕ... — Мăрзабай сасартăк сиксе тăчĕ те сассине улăштарса кăшкăрса пăрахрĕ: — Турă мар эс, Хрулкка, шуйттан, сатанаил! Турăран ăслă пуласшăн. Çырлу тутлă пулин те — хура. Шуйттан çырли! Тутлă çини килĕшмест мана хальхи саманара, паян вара пушшех те. Йӳççине тупса пар эс мана, ху кăмăшка вĕретмесен те, кӳршĕрен тупса пар. Чĕре çунать, чун тарăхать, Хрулкка. Сан сăмахна итлесе, ĕçме пăрахнăччĕ, халь ак хăвах ĕçтер ĕнтĕ. Сирĕн сăмахăрсем тутлă, ĕçĕрсем усал. Мĕн тесен те, эсир те халăх юнне тăкатăр... Лаша пирки ан кансĕрлен. Кунтан Хурăнвара çуранах каятăп. Çакна та ан ман, Хрулкка: сана упраса, Мирски Тимука Весуккана кĕртмерĕм. Ырă кăмăллă çын мар вăл. Яла халлĕхе таврăнмастăп. Тен, таврăнмăп та, — юлашкинчен каллех йăваш сасăпа калаçа пуçларĕ Мăрзабай. — Тархасшăн, кăмăшка тупса пар, Хрулкка!

Хуçа, шкапне уçса, унта тем мĕшĕлтеткелерĕ те хăна умне пысăках мар кĕленче савăт пырса лартрĕ.

— Кăмăшка çук ман, Павăл. Ак, таса спирт пур. Эмел вырăнне усраттăм... Шывпа хутăштарса ĕç.

Хуçа хыççăн алăк хупăнсанах, хăна кĕленче савăта ярса тытрĕ, унти çăл шывĕнчен те тасарах шĕвеке стакан çине пăнкăлтаттарчĕ те шывпа хутăштармасăрах ĕçсе ячĕ. Çăвар ăшчиккипе пырĕ çуннипе сывлăшне аран-аран çавăрчĕ.

Мулла Хрулкка, пӳртрен тухсан, Яхруша хăнана сăнама хушрĕ.

— Асту, хăйне хăй тем туса ан хутăр тата, — терĕ вăл.