Хĕçпе çурла :: 3


Елена Алексеевна — Елюка кунта çапла чĕнеççĕ — хăйĕнчен те çамрăк сестрапа — Галя Квиткопа — сывалаканнисем выртакан палатăна кĕчĕ. Выртаканнисем, сĕтел тавра ларса доминолла выляканнисем, хул хушшинчи туйисемпе чӳрече умне пырса тăнисем — пурте алăк еннелле çаврăнса пăхрĕç. Куçĕсем, кичем кунра хитре чечек курнă евĕр, çиçкелесе илчĕç. Яланах çапла. Елюк, çамрăк пулин те, çакă мĕншĕнне чунĕпе ăнланать. Пурăн-ха кунĕ-кунĕпе, каçĕ-каçĕпе, хăвăн вăхăтлăх юлташусемсĕр пуçне, урăх никама курмасăр, урăх никампа калаçмасăр! Чĕлхе çинче сăмах нумай, анчах вăл та, яланах пĕр-пĕринпе — палласа çитнĕ-çитмен çынсемпе çеç — калаçа-калаçа, йăлăхтаракан пулать, чӳпĕк чăмланă пек пулать. Çавăнпа палатăна çĕнĕ çынна вырттарсан, ун тавра «ваттисем» кăпăрах пуçтарăнаççĕ, «çамрăкки» ытла хытах аманманнине пĕлсен, ăна унтан та кунтан «пеме» тытăнаççĕ — ыйту хыççăн ыйту, хирĕç тавăрса ĕлкĕрейместĕн. Фронтри «ĕçсем» мĕнле пынине çав тери пĕлес килет-çке! Хаçат вуласа пĕлкелени мĕн вăл? Чĕрĕ çын, юлташу каласа пани — урăх. Ăна — хăш чухне ун пекки те пулкалать — суйсан та ĕненетĕн. Врачпа сестра — иккĕш те илемлĕ, хаваслă хĕрсем — пырса кĕрсен, арçынсемпе каччăсен кăмăлĕ улшăнсах каять. Мĕншĕнне вĕсем хăйсем те пĕлеймеççĕ-и, тен, ун çинчен ыйтсан каласа параяс та çук-и, анчах хĕрарăма е хĕре курни вĕсен хальхи кичем пурнăçне, вăрман уçланкине хĕвел пайăрки ӳкнĕ пек, илем кӳрет. Вĕсем тухса кайсан вара калаçу чарăнать, кашниех хăйĕн инçетри мăшăрне е савнине аса илет пулас.

Гурьянова ăнланать вĕсене. Акă вăл паян та, ирхинехи инкекĕпе операци вăхăтĕнчи йывăр ĕçне манса, палатăна хаваслăн пырса кĕчĕ. Сывлăх сунчĕ, кусем салтакла пĕр харăс: «Здравствуйте, лейтенант медицинской службы!» кĕрлеттерчĕç. Унтан пӳлĕм сасартăк шăпланчĕ.

— Паян сиртен тытăнăпăр, — утса пычĕ Гурьянова палата варринчи койка умне, пĕри ун патне хăвăрт-хăвăрт пукан пырса лартрĕ. — Тавтапуç... Ну, мĕнле çывăртăр?

— Начар.

— Мĕншĕн апла?

— Тĕлĕк курмарăм. Тĕлĕкре те пулин таçта çитсе килесшĕнччĕ. Сиктерсе хăварчĕ мана телей.

— Ку вăл питĕ, питĕ лайăх. Лăпкă çывăрнă эппин. Нихăçан та ан курăнтăр вăл, тĕлĕк тени. Кайран çавă та çавă мĕне пĕлтерни çинчен шухăшламалла тата. Вăл асаплантарать çынна, канăç памасть, эппин.

— Тĕрĕс.

— Чимĕр. Пульс чиперех... Чĕре лайăх тапать... Аван... Температура мĕнле пулнă унăн ирхине, Галя? Мĕншĕн ӳснĕ-ха вăл кĕтмен çĕртен?

Врач аманнине ури çинчи чĕркеме салтма хушать. Суран хĕрри шыçма тытăннă иккен.

— Акă пĕлтĕмĕр те мĕншĕнне, — темшĕн-çке, савăннă пек калать ку сăмахсене врач.

— Мĕн савăнмалли пур кунта, Елена Алексеевна? — кăмăлсăр пулчĕ выртаканни. — Ман хăвăртрах сывалас килет.

— Вăрçă ăçтан, мĕн сăлтавран тухнине тĕплĕн пĕлмесĕр, ăна сӳнтерме çук, тенĕ пĕр полководец, — хирĕç тавăрчĕ Гурьянова. — Суран çинчен те çавнах каламалла. Вăл мĕнрен тытăннине, мĕнле аталанса кайнине пĕлмесĕр ăна сиплеме çук.

— Эсир те полководец, эппин?

— Врач хăйĕн ĕçĕнче çапла пулмалла та. Анчах вăл çынна чĕртет, сыватать ăна. Генералпа, калăпăр, профессор-врач хушшинче уйрăмлăх пысăк.

— Ку вăл тĕрĕс. Генерал пирĕн пеккисене аманттарса кунта ăсатать, профессор — сыватса каллех генерал патне. Тĕлĕнмелле!

— Галя, — сăмаха пĕтересшĕн пулчĕ Гурьянова. — Акă хутсем. Малалла мĕн тумаллине кунта пĕтĕмпех кăтартнă.

Вăл сестрана тĕрлĕ хут татăкĕ тыттарчĕ те кунпа юнашарри еннелле çаврăнса ларчĕ.

— Ну, чаплă доминист, — терĕ Елюк хаваслăн, — сĕтел патне хăçан хамăр урапах тӳп-тӳррĕн утса çитекен пулăпăр?

Ун пек утакан пулсан, Елена Алексеевна, кунта пĕр кун та выртас çук, — йывăр шухăшне сирсе пăрахнă пек кулкаласа илчĕ çамрăкскер.

— Галя, — чĕнчĕ Гурьянова, — пирĕн анкета тăрăх, Петр Михайлович миçереччĕ çав?

Галя шухăша кайнă пек пулчĕ, Петр Михайлович ятли тĕлĕннипе ун-кун пăхкаласа илчĕ, вăл врачăн ыйтуне ăнланаймарĕ пулас.

— Вун тăххăрта! — терĕ сестра.

— Эпĕ ăна сахалтан пĕр хĕрĕх тăххăрта тейĕттĕм, — кулмасăр каласа хучĕ Гурьянова, унăн сухал тапса тухнă янаххине, питне сăтăркаласа. Ун вырăнне ыттисем ахăлтатса кулса ячĕç.

— Хырăнас пулать, йĕкĕт, — асăрхаттарчĕ врач. — Капла савнийӳ мар, аннӳ паллаймĕ.

— Вĕсене куриччен эсир каланă çулалла çитĕп-и, тен, — вăтаннине шӳтпе сирсе ярасшăн пулчĕ Петĕр. — Кам пĕлет, тен, çитеймĕп те.

— Пуçа усас пулмасть! — хыттăнах каларĕ хальхинче Гурьянова. — Хырăн. Эпир тепре кĕнĕ тĕле вун çичĕ çулхи каччă пулса тăр... Халĕ суранна тĕрĕслер...

Çапла вăл кашнин сывлăхне, суранне тĕплĕн тĕрĕслесе тухрĕ, кама хăçан мĕн кирлине сестрана çыра-çыра пачĕ. Хăй ывăннине ним чухлĕ палăртмарĕ, чĕвĕл-чĕвĕл сăмахĕ пĕтмерĕ, хитре пит-куçĕнчен ăшă кулли каймарĕ. Палатăна вара çил-тăвăллă кунра хĕвел ăшши, хĕвел çути кĕчĕ тейĕн. Суранлисем суран ыратнине манса кайрĕç, пурнăçпа вилĕм çинчен шухăшлаканнисем çав йывăр шухăша сирсе ывăтрĕç, ватăраххисем ӳте вăй кĕнине туйрĕç. «Акă мĕн иккен вăл ырă кăмăл!" Ырă кăмăллисем телейлĕ» — тейĕччĕ çанна курсан пĕр-пĕр философ.

Анчах телейлĕ-ши хăй, Елена Гурьянова? Вăл ун çинчен пĕрре те шухăшласах кайман. Халĕ ак, коридора тухçан, чĕркуççийĕ чĕтренине сисрĕ, сулăнкаласа утнине кăтартас мар тесе, хăйне çирĕп-çирĕп тытма тăрăшрĕ, врачсем пухăнакан кабинета йывăррăн кĕрсе ларчĕ, унта никам çуккишĕн хĕпĕртенçи пулчĕ, вара сывалаканнисен карточкисем çине хăйĕн сăнавне çырма тытăнчĕ.

Каç пулса килет. Гурьянова ăна курмасть: чӳречесем тем хулăнăш пăрланса ларнă, сехечĕ çине пăхса пĕлет. Тултан çил-тăвăл улани илтĕнмест, çанталăк лăпланнă пулас.

Елена Алексеевна хăйсем пухăнса ларакан пӳлĕме кайма, ыттисемпе калаçса вăхăт ирттерме шут тытрĕ. Никам та çук иккен паян унта. Мĕн тумалла? Ырни-ывăнни иртнĕ пек, анчах пуçа кичем пусма тытăнчĕ. Сивĕ хваттере каяс — унта та никампа калаçма çук. Çывăрма ир-ха, ыйăх та килмĕ, ун пек чух каллех асап. Федорова патне кĕрсе ларас — вăл дажурствăра пулмалла кĕçĕр, çитменнине, Татьява Михайловна ĕç çинчен анчах калаçать, иртнине аса илсен хурланать, унпа пĕрле вара хăвна та салху пусать, чавсаланса ларасси кăна юлать. «Рябинина патне кайсан!» — шухăш пырса кĕрет Елена пуçне. Вăл юнашарах пĕр карчăк патĕнче уйрăм пӳлĕмре пурăнать. Шухăшланă — тунă!

Телее, Маргарита Ивановна килтех иккен. Арки урай хăмине тивсе сĕтĕрĕнекен улма чăпар халатпа сĕтелĕ умĕнче уткалать: вĕлт! çаврăнчĕ те йăл кулса илчĕ, хăвăрт ун умне пырса тăчĕ.

— Хывăн, Еленушка! — ăна хăй васкаса хывăнма пулăшрĕ вăл. — Мĕнле килме пĕлтĕн! Манăн паян улах. Тĕрĕсне каласан, ман пата килес çыннăм кĕçĕр никам таçук... Лар çакăнта, — вăл ăна кресло патне хулран тытсах илсе пычĕ. — Эпĕ хĕпĕртесех кайрăм эсĕ килнĕшĕн. Иккĕн шăкăлтатса ларăпăр. Кичем пулас çук. Эпĕ халех...

Вăл тĕпеле кĕрсе кайрĕ, унта тем чăнкăртатни илтĕнчĕ. Елена тĕлĕнчĕ, çак пысăк мар пӳлĕме епле илем кӳме пулать иккен: хитре çивитти сарнă пĕчĕк сĕтел, ун варринче илемлĕ ваза ларать, кĕтесре, ылтăн тĕспе сăрланă комод çинче, çап-çутă тĕкĕр, стена çинче картина, сехет, алăк патнерех çемçе диван...

Маргарита Ивановна вăрах кĕттермерĕ, тĕпелтен пĕр аллипе илемлĕ шурă чейник, тепринпе тĕрлесе пĕтернĕ икĕ чашăкпа пĕчĕк курка тытса тухрĕ, вĕсене сĕтел çине лартрĕ.

— Çук, çук, — хирĕçлесшĕн пулчĕ Елена, — мана сăйлама кирлĕ мар, Маргарита Ивановна. Ан чăрманăр. Кăна пĕлнĕ пулсан, кĕместĕм те. Эпĕ çинĕ паян.

Рябинина çаплах кулкаласа ăна пӳрнипе юнарĕ, госпиталь столовăйĕнче мĕн çитернине аван пĕлет вăл — пĕчĕк татăк аш янă йӳçĕ купăста яшки, паранкă котлечĕ, пĕр чĕлĕ хура çăкăр, сахăрсăр чей. Пӳрнипе юнарĕ те каллех тĕпеле кĕрсе кайрĕ, хальхинче пуçланă çеç пĕр кĕленче коньяк тата икĕ черкке илсе тухрĕ, унтан — темле консерва, пĕремĕк, канхвет. Елена çаплах тĕлĕнсе ларать: ăçтан çакăн пек тутлă ĕçме-çиме! Кăшт ăмсанчĕ те вăл.

— Халĕ сана, юратнă йăмăкăм вырăнне хисеплесе, хăна тăватăп! — аллипе сĕтел еннелле сĕлтсе, кăтартнă çере куçса ларма сĕнчĕ Еленăна Маргарита Ивановна. — Манăн чăн та йăмăкăм пур. Сан пекех илемлĕ, сан пекех сăпайлă. Ман пек мар, такама хунă.

Елена пĕчĕк черккене тултарнă коньякне ниепле те ĕçесшĕн пулмарĕ, анчах хуçине кӳрентерес темерĕ. Пулă консервине вара хăй пĕтĕмпех çисе янă пулĕччĕ — нумайранпа астивсе курман-çке! — анчах вăтанни чарчĕ. Унтан каллех ĕçрĕç.

— Тĕлĕнетĕп эпĕ сиртен, Маргарита Ивановна, — терĕ вара Елена. — Кам вĕрентнĕ сире çакăн пек тирпейлĕ те илемлĕ пурăнма тата тутлă ĕçсе-çиме?

— Калам-и? — каллех кулкаласа хирĕç тавăрчĕ Рябинина. — Анчах питĕ кĕскен. Эпĕ питĕ чухăн çын хĕрĕ. Нумай-им илнĕ атă çĕлесе укçа тăвакан атте? Çитменнине, кил-йышĕ пысăк пулнă. Çапах та вăл мана вăтам шкултан вĕрентсе кăларчĕ. Кайран — хамăн çул уçăлчĕ. Эпĕ университета вĕренме кĕтĕм. Юрать-ха, тăрăшса вĕренеттĕм, стипенди паратчĕç, çавăнпа хĕссе-пĕссе тенĕ пек пурăнкалаттăм, чунăма тытаттăм. Виççĕмĕш курсра чухне ман çума пĕр çулланнă хусах математик явăçрĕ. Малтан, экзаменра иксĕмĕрех пулсан, хăйĕн кăмăлне систерчĕ, унтан кинона е театра чĕнекен пулчĕ, парнесем паратчĕ. Çапла тытăнса кайрĕ вара — мĕн калас — юрату пекки. Пĕринче пичче, пирĕн хушăмăрта мĕн пулса пынине сиснĕскер, каларĕ хучĕ: чăн-чăнах кăмăллать пулсан, ху енчен те тиркев пулмасан — çӳретĕр-çке-ха унта-кунта пĕрле — мĕншĕн пĕрлешмелле мар?

Килĕшме тиврĕ. Çавăнтан пуçланса кайрĕ те мыскара. Кирек мĕнĕн те пуçламăшĕ пулсан вĕçĕ пур. Вăл пуянччĕ. Маншăн тесен нимĕн хĕрхенместчĕ. Эпĕ илеме, тутла вĕрентĕм. Анчах хăйма çине кайнă шăна нумай пурăнаймасть. Вĕçкĕнленме тытăнтăм. Вăл ватăлнăçем ватăлса пырать, эпĕ пурнăçран ĕлĕкрех илейменнине халĕ илесшĕн пултăм. Вăрçса-хирĕçсе кайрăмăр. Уйрăлтăмăр. Эпĕ ăна айăпламастăп, вăл манпа ырăччĕ, çав хушăрах ăна çилленеттĕм те: вăл хăй мана ĕлккен те ытла тутă пулма вĕрентрĕ те, хăйма çинчи шăнана кăларса ывăтнă пек, килĕнчен хăваласа ячĕ.

Эпĕ çавăн пек килсе тухнă пурнăçран хăрамарăм ĕнтĕ, аманнă çунатăм сыпăнчĕ, вĕренсе пĕтертĕм, ĕçе кĕтĕм. Анчах çав пĕрре хăнăхнă тутлă та илемлĕ пурнăçа манаймарăм. Вăрçă пуçлансан, теветкелскер, хам ыйтса фронта килтĕм. Пурнăçăн хӳри пăрăнăç, теççĕ. Тем те курма пӳрнĕ пире пурнăçра.

Сăмахĕ вĕçнелле çитнĕ май Рябинина ĕшеннĕ пек пула пуçларĕ, пĕрре анасласа та илчĕ, унтан каллех умĕнчи черккисене тултарчĕ. Хăй тĕппи ĕçрĕ, Елена тутине çеç тивертрĕ.

— Тавтапуç сире, Маргарита Ивановна, мана çапла хисеп туса хăналанăшăн тата хăвăр пурнăçăрпа тĕплĕн паллаштарнăшăн, — çемçен каласа илчĕ Елена Гурьянова. — Çилленмĕр-ши пĕр япала çинчен ыйтса пĕлме хăюлăх çитернĕшĕн?

— Ыйтах, йăмăкăм, — хаваслăхне ним чухлĕ те çухатмасăр каларĕ Рябинина. — Эсĕ çамрăк-ха, тепĕр çын пурнăçне пĕлни питĕ кирлĕ сана, хăвăнне лайăхрах тытса пыма вĕрен.

— Калăр-ха эппин, — хăранă-хăраман пек ыйтрĕ Елена. — Ăçтан çакăн чухлĕ тутлă ĕçме-çиме сирĕн?

— Пĕр полковник мĕн ыйтнă е ыйтмасăрах тупса парать мана, — терĕ Рябинина çилленмесĕр, тĕлĕнтерес темесĕр. — Анчах, асту, ырă мар ан шухăшла. Вăл ĕнтĕ вăтам çулсенчен пайтах анаталла тайăлнă. Ăна Сталинград патĕнче амантнă пулнă. Пуля кăкăрĕ витĕрех тухса кайнă. Пирĕн госпитальте сывалнă чух паллашрăмăр. Эпĕ хамăрăн аслă врач кăтартса пынипе ура çине тăратрăмах ăна. Халĕ ак, ăнсăртран темелле-и, каллех тĕл пулма тӳр килчĕ. Хăйне сыватнă госпиталь кунта иккенне пĕлсен, пирĕн пата чупсах çитнĕ, мăнтарăн. Вăл та, ман пекех, тутлă ĕçме-çиме юратать-мĕн. Патша вăхăтĕнчи пĕр генералăн ывăлĕ пулнă, тет хăй. Ман пата кашни эрнерех килсе çӳрет. Хитре хĕрарăмсене курмасăр пурăнаймастăп, тет. Шӳтлет пулмалла. Калаçса ларатпăр-ларатпăр та ĕçме-çиме тулли сĕтел хушшинче, вара тухса каять. Çав анчах.

Елена Гурьянова ăна ĕненчĕ те, ĕненсех те каймарĕ пулас. Çавăнпа вăл, хăйса çитнĕскер, пĕркунхи калаçăва аса илтерчĕ.

— Ан çилленĕр те, — терĕ вăл, — эсир ун чухне арçынсемпе хĕрарăмсем çинчен темле ытла çăмăлттаййăн юмахланă пек туйăнчĕ мана.

— Мĕншĕн яланах тарăн шухăша кайса, пуçа усса, ахлатса лармалла, калăпăр, Федорова пек эппин? — сăмахне пат татрĕ Рябинина, — хурлăх вăл куршанак, куçа кĕрсен суккăра хăварма пултарать, хаваслăх, мĕн калас, куçа савăнтарса, чуна уçса яракан хитре чечек.

— Эпĕ ун чухне сирĕн çинчен аван мар шухăшланăччĕ, — пĕлтерчĕ Елена.

— Пĕлетĕн-и, — терĕ Маргарита Ивановна, Елена сăмахне илтмĕш пулса. — Полковникăн адъютанчĕ пур. Тĕлĕнмелле илемлĕ тс сăпайлă çамрăк çын. Ун пекки сайра пулать. Паллаштарам-и? Эсир пĕрне-пĕри кăмăлламалла пек туйăнать.

— Çук, Маргарита Ивановна, вăл шухăш нихăçан пырса кĕмен пуçăма.

— Çынна куçран пĕрре пăхса илни е унпа пĕр сăмах хушни çылăх мар.

— Ой, манăн кайма вăхăт! — сехетне пăхса илчĕ Елена.

Рябинина çав каç Гурьяновăна кăларса ямарĕ. Хăвăрт-хăвăрт тăрса диван çине вырăн сарчĕ, салтăнса выртма хушрĕ, хăй тĕпеле кĕчĕ. Елена выртнă-выртманах куçне хупрĕ те лăпкăн çывăрса кайрĕ.