Хĕçпе çурла :: 5


Ĕнтĕ кĕпер хатĕрпе пĕрех, ăна карлăкламалли кăна юлчĕ. Куçпа виçейми çеçенхирте инçетре-инçетре, сарлака пĕлĕте хĕремесленнĕ хĕрхĕлтĕм тĕс хăварса, хĕвел амака анса ларнăн хăрушшăн çухалчĕ. Таçтан-таçтан усал тупă сасси хаяр аслати авăтнă евĕр илтĕне-илтĕне каять. Йӳçĕ курăкпа тусан шăршиллĕ сывлăш сывлама çук пăчă. Мĕн илсе килĕ-ши, мĕн кăтартĕ-ши кĕçĕрхи тĕттĕм каç?

Тарпала хуралнă çурăма çат çыпăçнă гимнастерка, пилотка айĕнчен каллех тар пит тăрăх чарăнми юха-юха анать, куçа кĕрет, шывра шапăртатса çӳренĕрен, шапăртатнăран атă ярса пусмассерен нăчăртатать.

Кун евĕр йывăрлăха чăтма пулать-ха, çав тери выçса çитнине тӳсме питĕ хĕн иккен. Хутаçсенче пĕр татăк сухари юлман, типсе çитнĕ çăвар маччи ыратакан пулнă, хырăм путса кĕнĕ, ал-ура чĕтрет.

— Пурте траншейăсем алтма! — витермелле калать çав вăхăтра Харитонов капитан, рота командирĕ.

Сапер пурттине е пăчăкине тĕм айне — вăхăтлăх тунă склад вырăнĕ пеккине — кайса пăрахать те кĕреçе тытать, командирĕ кăтартнă тĕлте çĕр чавма тытăнать. Акă тинех кухня килет, ăна кунта туртса çитернĕ утсене лапамрах вырăна тăратаççĕ, котелоксем чăнкăртатни илтĕнет ĕнтĕ, анчах унтах:

— Старшина! — янраса та каять капитанăн хулăн сасси. — Эсĕ, мĕн, хир варринче ресторан уçатăн? Халех хупнă пултăр!

— Капитан юлташ, — текех сăмах чĕнмесĕр тӳссе тăраймарĕ Басалаев лейтенант. — Çынсем выçăпа йăванса каясса çитнĕ.

— Юрĕ-çке, — хальхинче лăпкăнах хирĕç тавăрать Харитонов. — Çынсене отделени хыççăн отделени черетпе çитепĕр. Хăвăрт! Ĕç ан чарăнтăр. Гурьянов лейтенант! Малтан — саннисем. Тăрантар.

Тăранмалăх çукрах иккен, хырăма улталамалăх пур — пăсăласран тăварланă какай, паранкипе çăкăрне старшина таçтан тупкаланă; шывĕ çителĕклĕ, яшкара темле курăк та пур тата, ăс та яр, котелокна шампăрах тултар, вара тĕм айне кĕрсе лар та, атă кунчинчен тимĕр кашăкна кăларса сып та сып, тарланă çамкуна çаннупа шăлса ил хушăран, васка. Унтан сапер каллех кĕреçине тытать, хăйăрпа хутăш тăпрана пулас траншейăран çӳлелле ывăтать. Вăрçă çапăçу кăна мар, çав тери йывăр ĕç те вăл.

Анăçра тупă сасси кĕрлет, темĕн-çке унта ялкăшса çунать — пĕлĕте сарлака çулăм çапнă. Вĕсем, Басалаевпа иккĕшĕ, çыр хĕрринчен çавăнталла пăхса тăраççĕ.

— Гурьянов, — тет Басалаев, — мĕн çунать-ши унта?

— Çĕр çунать, юлташăм, — терĕ вăл. — Пĕтĕм çĕр çунать. Пирĕннисем мĕнле-ши унта, сан шухăшупа? Чарайрĕç-ши лешсене, çĕр çăтманскерсене?

— Çĕр çăтмаллах вĕсене, — атти сăмсипе тăпрана чавкаларĕ Басалаев. — Çăтатех! Анчах çав куна курма пулайĕ-ши? Калама йывăр...

Çак самантра кĕпер леш енчен машинсем хăрăлтатни, урапасем тăнкăртатни, çынсен шăв-шавĕ илтĕнсе кайрĕ.

— Хăвăртрах кĕпер çине! — кăшкăрчĕ вĕсене Харитонов капитан.

Çырантан чупса анса кĕпер патне çитме вăхăт нумай кирлĕ пулмарĕ, анчах леш енне машинсем хушшипе, вĕсен çумĕпе хĕсĕнкелесе каçса çитме — чун тухатчĕ! Мĕн кăна, кам кăна çук кунта! Хули-ялĕпе пĕтĕм тавралăх хăпса тухнă тейĕн. Пурте тараççĕ. Вилĕмрен таракан çын, пурнăçне сыхласа хыпăнса ӳкиччен васкать, çул çинчи чăрмав ăна ăшша пиçтерет, вăл, ухмаха ернĕ евĕр, хăйĕн пекех çынсемпе çапăçма хатĕр пулса çитет. Кĕпер! Вилĕмрен хăтаракан кĕпер. Юханшывăн тепĕр çыранне кĕперпе каçса ӳксен, хăтăлнăнах туйăнмалла иккен çынна, çавăнпа кĕпер çине кашни пĕри маларах кĕресшĕн, çавăнпа ун патĕнче халăх — машинсемпе, урапасемпе те кӳмесемпе, çуран — кĕрлесе, шав-шавласа тăрать. Машинсем чарăнми хартлатаççĕ, лашасем тăпăртатса кĕçенеççĕ, ачасем каçăхса кайса йĕреççĕ, çав хушăрах тата ĕне макăрни илтĕнсе каять. Халăх, мĕн пурри-çуккине тиесе с ăпăр-тапăрне çурăмĕ хыçне çакса, тăшманран тарса вилĕмрен хăтăлма васкать.

— Гурьянов! — чĕнчĕ ăна капитан, леш çырана каçса ӳксен, — хăвăннисене хăвăрт кунта илсе килтер. Халăха йĕркене кĕртмелле. Ăнлантăн-и? Çынсене ирччен каçарса ямасан, ыран кунта хура кураксем валли хир тулли аш пăтти пулать. Басалаев! Эпир санпа — çул тăрăх йĕрке кĕртме! Кайрăмăр.

«Пĕлтĕрхи пекех, вăрçă пуçланнă кунсенчи пекех, — аса илчĕ вăл, Гурьянов. — Вăрçă çар çыннине çеç мар тивет иккен, халăха пĕтерет».

Взводне илсе килме командирĕнчен пĕр утăм юлман Солдатов чупрĕ. Унччен те пулмарĕ, вăл юлташĕсемпе хăвăртах çаврăнса çитрĕ, салтаксене кĕперĕн ик енне, кĕпер çине тăратса тухма вăхăт нумай иртмерĕ, анчах халăха йĕркене кĕртме пурпĕрех çăмăл килмерĕ.

Акă кĕпер патнелле ерипен пĕр пысăк машина çывхарса пырать, ун умĕнче кĕтӳ пек кĕпĕрленсе утакан çынсем вăл вĕçĕмсĕр кăшкăртнăран пăрăнаççĕ, анчах пĕр хĕрарăм, кăкăрĕ çумне ачине çупăрласа тытнăскер, çурăмĕ хыçне пысăк хутаç çакнăскер, çул варрипех васкаса утать-ха. Машина айне пуласси ик-виçĕ утăм çеç юлсан, хĕрарăм ун еннелле çаврăнса тăчĕ, чăмăрланă хăрах аллине çĕклерĕ те: «Тапта, ирсĕр!» — тесе хытă çухăрса ячĕ. Кабина çумĕнченех пыракан ватă çын шофере туйипе юнарĕ, намăс сăмахпа вăрçса илчĕ. Машинăн чарăнмаллах пулчĕ. Анчах ун умĕнче çул пушаннине кура, пăрăннисем, хыçрисем, пĕр-пĕринпе тĕрткелешсе е çапăçса тенĕ пекех, кĕпер çинелле мĕн вăй çитнĕ таран чупма тытăнчĕç.

— Ăçта васкатăр! Чарăнăр! — кăшкăрать салтак.

— Пурне те каçарса яратпăр, анчах йĕрке пултăр, — лăпкăн хушса хурать тепри.

— Хыçран вилĕм хăвалать, — хирĕç тавăрать пĕр ватă, тăнкăлтатнă май.

— Вилĕм вăл халĕ пур çĕрте те, аттемĕр. Иртсе кай.

— Маша! — илтĕнет кĕпертен анатарах. — Кил кунта. Шывĕ сарлака мар, пирĕн çумра ним те çук. Ишсе каçатпăр.

— Анчах асту, Коля, юнашар. Юрать-и?

Çамрăксем самантрах шыва шăмпăртаттарни илтĕнет.

«Çавăн чух ĕнтĕ, — такама каласа панă пекех аса илет Николай Гурьянов, — кĕпер патне пĕр çăмăл машина пырса çитрĕ. Халăх хупăрласа илнĕрен унăн чарăнмалла пулчĕ, çитменнине, умĕнчех икĕ урапа йывăррăн кĕмсĕртетрĕ. Машинăра ларса пыраканнисенчен пĕри халăх хушшине тухрĕ те, пистолетне çĕкленĕскер, тем кăшкăрашса, таврари çынсене сирме тытăнчĕ, пĕр хĕрарăма кăкăрĕнченех тĕкрĕ, лешĕ çурăмĕпе карлăка пырса перĕнчĕ.

— Йĕксĕксем! — кăшкăрчĕ офицере хирĕç тепĕр хĕрарăм хаяр сасăпа. — Пире хӳтĕлес, сыхлас чухне фронтран таратăр.

— Вĕсене хĕрарăмсемпе çапăçма хушнă! — илтĕнчĕ чарăнса тăнă пĕр ушкăнран.

— Пер, ухмах!

— Хăтлантăр кăна...

— Шыва ывăтатпăр.

Унăн вĕсем патне пымаллах пулчĕ.

— Кам пулатăн?

— Малтан хăв камне кала! — çилĕллĕн пăхса илчĕ чăрсăр офицер.

— Кĕпер коменданчĕ, вăл званипе манран аслине пăхмасăр, хыттăн каларăм çакна, — аса илет Гурьянов. — Йĕркене пăсакансене тытса чарма тивет. Çапла хушнă. Чакарăр çул хĕррине машинăра.

— Куншăн трибунал умне тăрассине сисетĕн-и? Эпир васкатпăр. Ăнланатăн-и, ухмах?

Эпĕ парăнмарăм. Хамăн хăш-пĕр боецсене кăшкăрса чĕнсе илсен, вĕсен машинине ирĕксĕрех çул хĕррине кăларса лартмалла пулчĕ. Кĕçех Харитоновпа Басалаев таврăнчĕç. Тул çутăлма тытăннăччĕ ĕнтĕ, çынна питрен-куçран паллама пулатчĕ. Лешсем машинăра, шоферсăр пуçне, виççĕнччĕ. Виçĕ офицер. Харитонов вĕсен хучĕсене тĕрĕслерĕ. Пурте йĕркеллĕ. Анчах капитан вĕсене каçса кайма ирĕк памарĕ-ха, машинăпа ун ăшĕнче ларакансене куçран вĕçертмелле мар сыхлама хушса хăварчĕ мана.

Кĕперпе каçса каякан хăлăх сайралчĕ. Çавăн чухне вара çаксем, машинине вăрт! çавăрчĕç те, çул çине тухса, малалла вирхĕнтересшĕн пулчĕç, анчах, ман шухăша сиснĕрен-и, Солдатов автомат черечĕпе машинăн кайри ураписене шăтарчĕ. Çакна кура лешсенчен пĕри кабина алăкне уçрĕ те пирĕн еннелле пере пуçларĕ. Çук, никама та тивертеймерĕ. Эпир хăйсене çавăрса илтĕмĕр. Вĕсем камсем иккенни маншăн паллă пулсă тăчĕ. Диверсантсем. Нимĕçсем! Эпĕ, çилленсе кайнăран, пĕрне çавăнтах персе пăрахрăм, ыттисене штаба ăсатрăм. Çынна, тăшман пулин те, нихăçан куçа-куçăн тăрса персе пăрахманччĕ, хальхинче — чăтаймарăм. Халь анчах курнă халăх асапĕ мана çавна тума хушрĕ пулас. Тепĕр чух, хăрушă вăхăтра, хăвна ху ăнланаймастăн.

Лăпкă юханшыв кăштах та чуна лăплантармасть, ун çинче каллех темĕн пулассăн туйăнса каять. Тĕрĕсне каласан, фронтра лăпкă пурăнакан кам пултăр? Генералсемпе полковниксем-и? Пирĕн çарсем чакнăçемĕн чакнăшăн вĕсене хăйсенчен çӳлереххи, асли, пуçран шăлса мухтамастъ, паллах; кусем хăйсенчен кĕçĕнреххисене пăсăрлантараççĕ, лешсем — салтаксене. Кунта, çынна темле йывăр пулин те, никама никам хĕрхенмест, пĕрне те ачашламаççĕ, йăпатмаççĕ, хаяр сăмах вара хăш чухне хăлхаран каймасть, анчах ăна хăнăхнăран-и, вăл çиллентерми пулать, мĕншĕн тесен пурте — аслисенчен тытăнса кĕçĕнни таран — пĕр тĕллев тытнă: тăшмана чарасчĕ, ăна çурăмпа тăратасчĕ, хамăр хăвалама тытăнасчĕ, ĕмĕрлĕхе тĕп тăвасчĕ. Çилĕ тулса çитет.

Юханшыв хĕрринелле, тусан тустарса, тухăç енчен артиллеристсем килсе çитрĕç те, тупписене кĕпçисемпе хĕвеланăçнелле çавăрса, вĕсене вырнаçтармашкăн васкавлăн çĕр чавма тытăнчĕç. Нумаййăн вĕсем. Çеçенхире тинех чун кĕчĕ тейĕн: унта та кунта шăв-шав янлама пуçларĕ.

Артиллеристсем кĕперпе каçса кайма шут тытманнине кура, малта, хĕвеланăçĕнче, вăрçă сасси вăхăтлăха йăннăран, эпĕ — çаплах кĕпер çинче сыхăра тăраканскер — кăштах канасшăн пултăм. Çыр хĕрринчи тĕм айне сулхăна месерле выртрăм та, сисмен те, ыйха путнă. Тепĕр сехетрен хама вăратма хушнă пулин те, Солдатов мана, тутлă çывăраканскере, хĕрхеннĕ. Эпĕ тĕлĕк курнă. Хамăр вăрман варрипе тӳрĕ çулпа пыратăп пек. Усăнса аннă турат çулçисем ман пите çепĕççĕн кăтăклаççĕ, хăлхана ян та ян кайăк сасси кĕрет, куçа тĕм айĕнчен çырла чечекĕ курăнса каять. Пырсан-пырсан, эпĕ пĕр çаврака уçланкăна çитсе тухатăп. Уçланкă хĕррипе йĕри-тавра шап-шурă çĕмĕртлĕх; уçланкă варринче, чечексем хушшинче, çĕмĕрт пекех шап-шурă тумланнă хĕр кулса тăрать. Палларăм, Валя-Валентина! Эпĕ, хам ăçта тăнине манса, ун патне ыткăнтăм. Анчах, пилĕк таран ӳснĕ çăра курăк ураран çыхланнăран, çав йĕплĕ курăк çине питпе пат! кайса ӳкрĕм. Курăк питĕме юн кăлариччен пĕçертсе чĕрмелени юрĕччĕ-ха, куçа уçрăм та — акă пуслăх пек вăрăм та хулăн, пысăк çамкаллă, хăнчăр куçлă ула-чăпар çĕлен ерипен шăвăннине курах кайрăм; сарлака çăварĕнчен хĕрлĕ сăнни хăвăрт-хăвăрт тăсăла-тăсăла тухать, вылянкалать. Пĕтрĕ пуç! Çав самантра — уяр кунрах! — шартлаттарса çиçĕм çиçрĕ, вăрман çийĕпе аслати кĕмсĕртетсе кайрĕ».

Эпĕ шартах вăрантăм. Лартăм. Сирĕлнĕ-сирĕлмен ыйхă тĕлĕшпе эпĕ ним ăнкараймастăп-ха: куçăм умĕнче усал çĕлен çуккишĕн хĕпĕртенçи пултăм, уçланкă варринче Валентина тăни курăнманшăн хăрарăм, хăлхам таçта аслати кĕмсĕртетнине илтет. Йăлтах — ыйхăран та, телĕкрен те — мана Солдатов вăратрĕ.

— Лейтенант юлташ! — хăрушă хыпар пĕлтересси сассинченех сисĕнчĕ. — Малта вăйлă çапăçу пырать, тупăсем пĕр чарăнмасăр, кĕрлеççĕ. Тем курăпăр!..

Курманнине курас килет, курсан хăсас килет, тенĕ сăмаха аса илтĕм. Вăл сăмаха, ахăртнех, тахçан хăй ĕмĕрĕнче телей шыраса телей тупайман чăваш тарăхнипе персе янă пулас. Вăрçă ырлăха мар, хурлăха. Никамăн та ăна курасси, тӳсесси килмест, анчах тăшман айне те пуласси килмест, эппин, çине тăрса, шăла çыртса, юн юхтарса е виличчен çапăçмалла, çапăçмалла.

Каçалапа кĕпер патнелле вĕçтерсе килекен машинăсем курăнчĕç. Пĕрин хыççăн тепри. Çул çинче каллех тусан, тусан, тусан. Вăл, çил çукран, аяккалла вĕçмест, çĕкленет те пĕр вырăнтах йăсăрланса тăрать, анса пыракан хĕвеле хуплать. Темле ăпăр-тапăр тиенĕ машинсем чарăнса тăмасăр, кĕпер çине кĕмсĕртеттерсе кĕрсе каяççĕ те юханшывăн тепĕр енче каллех тусан пăрăлтаттараççĕ. «Пĕр дивизийĕн штабĕ çĕнĕ вырăна васкать, — терĕ Солдатов, çул хĕрринче унпа юнашар тăраканскер, тусанран куçне хĕскелесе. — Кĕçĕр те куç хупса илесси пулмасть».

Чăн та, хĕвел аннă-анман, машинсем каççа пĕтсен, çураннисем ушкăнăн-ушкăнăн килни курăнса кайрĕ. Ротăсем, батальонсем пулас. Йĕрке пурччĕ-ха. Анчах таçтан-амакран тенĕ пек, кĕтмен çĕртен вĕсем çине çӳлтен хура çăхансем вĕçсе те çитрĕç. Çĕр çинчи ушкăнсем çул ик еннелле чăл-пар сапаланчĕç, салтаксем ĕнтĕ пĕчченшерĕн чупаççĕ-чупаççĕ те унта-кунта пуçпа тирĕнеççĕ. Çĕр çинчисене сыхласа, çӳлтисене никам пемест, вĕсем айĕнчен хире хура бомбăсем тăкăнаççĕ те тăкăнаççĕ, ӳкнĕ тĕлтен сывлăша тăпра вăркăнать, тусан çĕкленет, — хирте выртакансенчен пĕри те ура çине тăрассăн туйăнмасть ĕнтĕ.

Самолетсем каялла вĕçсе кайсан, ура çине сиксе тăракансем тем чухлех курăнса кайрĕç. Вĕсем, юмахри пек, вилĕмрен чĕрĕлсе тăнăн туйăнчĕç. Анчах халĕ çул çине тухмарĕç, йĕркеленсе строя тăмарĕç, утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса тенĕ пек, икшерĕн-виçшерĕн юханшыв хĕрринелле васкарĕç.

Юханшыв çынна яланах хăй патне туртать. Анчах вăрçăра вăл сана хăрататъ: ун урлă тепĕр çырана вут айĕн каçса ӳкмелле е хум айĕнче пуçна хумалла. Юрать-ха, кĕтмен çĕртен çăлăнăç килнĕ пек, куçа кĕпер курăнса каять; юрать-ха, вăл кĕпер çинелле халлĕхе тăшман тупă снарячĕсене вĕçтермест, самолетсенчен бомбине пăрахмасть. Кунта вăхăтлăха, тырă вырнă чухнехи пек, кун лăпкă тăрать-ха. Çапах та, нумай пулмасть çӳлтен килнĕ хăрушлăх сапаланса кайнăран, салтаксем ушкăн-ушкăнпа кĕпер çине кĕпĕрленсе, хашка-хашка пырса кĕреççĕ. Командирсем вĕсене йĕркен-йĕркен тăратма, тепĕр çырана йĕркеллĕн каçарма тытăнайман-ха.

Ротăсем, батальонсем, — аса илет Гурьянов, — пĕр-пĕринпе хутшăнса кайнă, пĕр-пĕр салтак хăйĕн командирĕсене курмасть, хăйĕн юлташĕсемпе мар, урăххисемпе — палламаннисемпе утатъ е чупать, унăн хăвăртрах кĕпер урлă каçса каймалла, ăна унта çăлăнăç пур пек туйăнать пулмалла.

— Ăçта васкатăн, хамăр ял, — те шӳтпеле чун кĕртесшĕн, лăплантарасшăн пулса ыйтрĕ пĕринчен Солдатов, карлăк çумĕнче тăраканскер. — Унта сан валлихуняму икерчĕ пĕçерсе, хуман-çке? Четвĕрт кĕленчи кăларса лартман.

Салтак чĕнесшĕн пулмарĕ, анчах чăтаймарĕ:

— Эсĕ ху пулса кур лере! Урăхла палкăттăн, — ун еннелле çиллĕн куçĕпе пăхса илчĕ иртсе каяканскер. Вăл кăкăрне йӳле янă, ременĕ анса ларнă, сăран атти çуркалăннă, çийĕнчи тумĕ лăсканнă, хуралнă, тусанлă пичĕ çинче икĕ пăнчă кăна таса, вăл — куç шурри.

Ку сăн-сăпат вăл пĕр салтакăн çеç мар, мана кашни çакăн пек, пĕр евĕрлĕ туйăнчĕ, ăшра эпĕ вĕсене хĕвхеннине сисрĕм.

— Мĕншĕн таратăр, юлташсем? — терĕм лăпкан, анчах хăвăрт иртсе каякансем пурте илтмелле. — Тарса мар, çапăçса хăтăлмалла.

— Хăвăр çапăçса пăхăр! — сиввĕн каласа хучĕ ушкăнран пĕри. — Вăрçă мĕн тути каланине пĕлсе юлăр.

— Вилĕм хăтарĕ-ха, — хушса хучĕ тепри, те хурланса, те çилленсе.

— Кĕçĕн лейтенант! — хальхинче хыттăн кăшкăртăм пĕр командира. — Салтаксене халех йĕркене кĕртнĕ пултăр. Унсăрăн каçармастпăр...

— Стройся! — илтĕнсе кайрĕ çыр хĕрринчен хашкаса ĕшеннĕскерĕн тытăнкăç сасси.

Çакă командăсем çынсене тăна кĕртрĕç тейĕн: вĕсем, чăн та, хăвăрт йĕркеленме тытăнчĕç, кĕпер патĕнче, унтан леререхре те строй пекки курăна пуçларĕ, кĕпĕрленсе васкасси пĕтрĕ. «Çакăн пек хăрушлăхра е пăтăрмахра çынна лăпкă сăмахпа итлеттерейместĕн, — шухăшларăм эпĕ, — итлеттерме хытă, çивĕч сăмах кирлĕ».

Леш çырана каçса ӳкни çăлăнăç мар, канăç мар. Мирлĕ чух ăна çил-тăвăл витĕр шăнса, ĕнтĕркесе таврăнатăн та, ăшă пӳртне çитсе кĕрсе, киленсе ларатăн, пĕтĕм çанçурăма, чуна ырă-ырă пулса каять. Кунта, авă, хыпăнса ӳкессе çитнĕ, ăшша пиçнĕ салтаксене леш çыранта ушкăнĕ-ушкăнĕпе çыр хĕррине, сылтăмалла е сулахаялла илсе каяççĕ, пĕр-пĕр çĕре çитсен вара хăйсем валли траншейăсем чавтараççĕ. Çĕнтерме хускалнă тăшман çурма çулта чарăнса тăрас çук, вăл кунта каллех тискеррĕн персе çитессе кĕтсех тăр, ăна хирĕç каллех çапăçăва тăмалла.

■ Страницăсем: 1 2