Кушкă ачи :: Пăвара
Пукрав кунĕ Иванпа ашшĕ Кĕркурие Пăвана илсе кайрĕç. Баратынский хăй пĕлĕшĕ чаплă тухтăр патне кайма сĕннĕ.
Кĕркури хура мундир тăхăнчĕ, хĕрессемпе медалĕсене çакрĕ, хитре паттăр салтак пулса тăчĕ, сĕм-суккăр çын тесе калама та май çук.
Хăят çулĕпе тухса кайрĕç. Кĕркуннехи тап-такăр çул çап-çутă, чĕн пек йăлтăртатса выртать. Ларса пыма çеп-çемçе: шăналăк айне утă хунă. Икĕ енче ларса пыракан аслашшĕпе ашшĕ хушшинче Иван тăсăлса выртма та пултарать. Киштек урлă каяççĕ. Улпут кил-картишĕ хула пек, паркĕпе сад пахчийĕ вăрман пек. Ял вĕçĕнче пысăк чул чиркӳ. Праçниксенче çак чиркĕве кушкăсем те çӳрекелеççĕ.
Хăятра та — пуян улпут, Киштек улпучĕн пиччĕшĕ. Теренинсем — пуян улпутсем. Иккĕшĕн те çĕрĕсемпе вăрманĕсем темиçе çухрăма тăсăлаççĕ. Хăятра тата эрех савăчĕ пур.
Йăвашав пысăк ял. Андрей Егорович Головинский пуян улпут. Ун хура çĕрĕсем, вăрманĕсем, çаранĕсем Сĕве тăрăх тăсăлнă, Кӳрен патнех çитнĕ. Мал шухăшлă çын, Герцен тусĕ, хресченсемпе чиперех килĕштернĕ, каярахпа, 1861 çулхи реформа хыçĕнчен, утмăлтан иртнĕ пулсан та, мировой посредник пулса ĕçлет, хресченсемпе улпутсен тавлашĕвĕсенче хресченсен майлă пулать. Головински ывăлĕ Василий Андреевич крепостла йĕркесене хирĕç тăнă, ăна Петрашевский кружокĕнче пулнăшăн намăс, юпи çумне тăратнă, вĕлермелле пулнă, салтаксем пăшалĕсене йăтса тĕлленĕ вăхăтра ырă патша «каçарса» ссылкăна ямалла туни çинчен пĕлтереççĕ. Каярахпа ирĕке тухнă хыççăн Чĕмпĕрте ваккатра ĕçлет, судсенче чухăнсене яланах укçасăр хӳтĕлет.
Пахумсем йăвашавпа иртнĕ чухне дрожкăпа пыракан Головинские тĕл пулчĕç. Вăл вĕсене чарчĕ те паттăр салтак кам иккенне ыйтса пĕлчĕ. Андрей Егорович Кĕркури çинчен илтнĕ иккен, клава пулса ĕçленине те астăвать, хăй патне хăнана чĕнчĕ. Пахумсем тав турĕç: васкаççĕ.
Пăвапа юнашар Адав ялĕ. Кунта чăвашсем çур ял тутара тухнă, мечĕт лартнă, ялăн тепĕр енче чиркӳ пур. Иваншăн питĕ кăсăклă. Кунта, мечĕт енче, Пахумсен туртăмĕсем те пур, анчах Кĕркури кĕрсе курасшăн пулмарĕ.
Пăвана пырса кĕчĕç.
Пĕчĕк больница патĕнче черет кĕтсе ларакан чирлĕ çынсем мĕн чӳхлĕ! Аслашшĕ черетсĕрех кĕчĕ: вăрçă паттăрĕ. Тухтăр Кĕркурие аван йышăнчĕ, анчах савăнтараймарĕ: ĕмĕрлĕхе суккăрланнă. Куçа тумлатмалли эмел пачĕ, лăпкă пурăнма канашларĕ, Баратынские салам каларĕ.
Пасарта Пахумсем икĕ пăт кишĕр, çĕнĕ кустăрма илчĕç, кустăрмине урапи çине хыçала çыхса хучĕç.
Вĕсене хуларан çĕвĕçĕ Ваня ăсатса ячĕ, чăвашла лайăх пĕлекен сарлака сухаллă Пăва вырăсĕ. Вăл Кушка хĕл умĕн пырать те çăва тухичченех, килрен киле куçса, çĕвĕ çĕлесе çӳрет. Уçă çын — çĕвĕçĕ Ваня, юрă нумай пĕлет, ачасене тĕрлĕ фокуссем кăтартать, халапсем, юмахсем яра-яра парать. Иван çак вырăсран нумай вырăс сăмахĕ вĕреннĕ.
Пăвара та, Теччĕри пекех, темиçе чиркӳ иккен. Кам туса лартнă вĕсене? Нивушлĕ хула çыннисем çапла питĕ пуян вара? Авă, кушкăсем ниепле те чиркӳ лартаймаççĕ: чухăн пурăнаççĕ çав. Тĕрме те пур! Аслашшĕ кашни хулара тĕрме пур, тет. Хурахсем ытла нумай-шим?
Городовойсем, çутă тӳмеллĕ тӳресем кунта та сăмсисене тăратса çӳреççĕ. Тĕлĕнмелле: аслашшĕне чыс параççĕ! Иван чĕри хĕпĕртесе тапать: паллă çын аслашшĕ, халăх паттăрĕ!
Ай-яй-яй, утелни кантурĕ епле пысăк. Çав усал Глинка çакăнта пурăнать-ши? Чӳречинчен кайса пăхма ашшĕ ямарĕ.
Иван кăмăлĕ тулнă: нумай çĕнĕ япаласемпе паллашрĕ, халиччен пĕлмен çынсене, ялсене, çутçанталăка курчĕ. Пăва çумĕнче хыр вăрманĕ пур, йывăçĕсем епле кашлаççĕ. Унта тутар ачисем тăкăннă хыр йĕкелĕсене пухаççĕ, вĕсемпе сăмавар вĕретеççĕ, тет. Шап-шурă та тап-таса хăйăр урлă лаши урапине аран-аран сĕтĕрсе каçрĕ. Иванăн, яла çитсен, тусĕсене калаçа памалли нумай пулать. Шкула таврăнсанах Алексей Иванович хăй патне чĕнсе илетех ăна, мĕн курнине-илтнине пĕтĕмнех ыйтса пĕлет, хăналать.
Пахумсем килне кĕпер урлă çаврăнса каймарĕç. Хырла шывĕ урлă тӳрех каçма шут тытрĕç: çул кĕскел-тĕр. Те пĕр-пĕр тĕлте арман пĕви татса кайнă, те çумăр çунă, шыв явăнса юхать, çырантан ансанах лаши ишме тытăнчĕ, аран-аран каçрĕç. Тепĕр енчи чăнкă çыран çине улăхнă чухне çĕнĕ кустăрми салтăнса кайса шыва шампăлт турĕ те, çаврăна-çаврăна, пĕрре чăмса, тепре сиксе тухса, юхма тытăнчĕ.
Унччен те пулмарĕ, Иван урапа çинчен сиксе анчĕ, çарамасланса шыва чăмрĕ, кустăрмине хуса çитсе сĕтĕрсе тухрĕ.
Сиссе ĕлкĕреймен аслашшĕ шухăшламасăр шыва сикнĕ мăнукне вăрçса пăрахрĕ, унтан сиксе чĕтрекен ачана туйса, сасартăк мухтарĕ: «Маттур, Иван!» Çавăнтах ăшă мундирне хывса Ивана тăхăнтарчĕ: часрах ăшăнтăр.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...