Çил-тăвăл :: Авалхи ăславçăсем патĕнче
Вадимăн тĕлĕрни иртсе кайрĕ. Сĕм-тĕттĕм. Вăрманпа пыраççĕ. Умри çул курăнмасть. Калтасен куçĕ çивĕч пулас—аташмаççĕ те, такăнмаççĕ те. Кĕмĕл шăнкăравсем тĕнкĕлтетеççĕ, пĕр енче шăрчăксем чăрăлтатса ячĕç те такамран хăраса чарăнчĕç.
Чăтлăхсенче çутă хуртсем курăнкалаççĕ. Темиçе хут пуç тăрринченех Çĕр кайăкĕ çаврăна-çаврăна кайрĕ: те тăмана, те çара çерçи, те çунатлă хурт пулчĕ.
Шăнкăрав сасси те, шăрчăксем чăрăлтатни те вăрмана вăратмарĕ. Лĕм çил çуккипе çулçă та силленмест. Чăтлăхăн вĕçĕ-хĕрри те çук пек туйăнать.
Анчах часах вăрмантан тухрĕç. Халĕ çеç хăпарнă Фобос чуллă çырана çутатнă. Тĕрленĕ хапха патне çитрĕç. Хура юпасем çинче, чĕрĕ пекех, темле металран тунă хăлатсем лараççĕ, чĕрнисенче пӳскесем, рубин лартнă куçĕсем йăлтăртатаççĕ.
Хапха умĕнче тăракан хуралçăсем калтасене чарчĕç, килнисене пăхрĕç, тĕрĕслерĕç. Çул çинче хуса çитнĕ Ут вĕсене хăйсен чĕлхипе темскер каларĕ. Хапха кĕмсĕртетсе уçăлчĕ. Килнисем коридора кĕчĕç. Стенисене хура гранитран тунă. Çурма тĕттĕм. Малта кăшт çынла калаçма вĕреннĕ Ут пырать. Хыçалтан пысăк çуртасем йăтнă хуралçăсем пыраççĕ. Коридор аялалла анать. Нумайччен утрĕç. Аннăçемĕн сывлама çăмăлланать. Никам та сас-чĕвĕ кăлармарĕ-ха. Икĕ алăк витĕр пысăк зала кĕчĕç. Хуралçăсен пысăк çуртисен çутисем ун стенисене аран-аран çутатаççĕ. Хыçалти стени çинче мозаикăллă картинăсем. Пирвайхи картини Хĕвел тĕнчине кăтартать. Планетăсем хăйсен вырăнĕнче. Уйрăмлăхсем: Марспа Юпитер хушшинче пысăк планетă, Марсăн Фобоспа Деймосĕ çук, Çĕрĕн уйăхĕ курăнмасть, ун вырăнне Марспа Çĕр хушшинче пысăк мар планетă, тен, Уйăхах-и вăл? Çак картинă Марс çинче цивилизаци тахçан авалах пуçланса кайнине кăтартать.
Тепĕр картини ытла та тĕлĕнтерет. Марса Фобоспа Деймос çутатаççĕ. Вĕсен хушшинче пуклак ракетасем çӳреççĕ.
Виççĕмĕш картинă. Марспа Юпитер енчи кӳрши хушшинче вăрçă пырать. Пĕр-пĕрин çине термоядерлă ракетăсем яраççĕ. Кӳршĕри планетă арканса каять. Хăйĕн аллинчи вăйне тытса чарайман пулас. Чиксĕр нумай туса хунă вăрçă хатĕрĕ арканнă-ши е термоядерлă реакци пĕтĕм планетине ярса илнĕ-ши?
Тăваттăмĕш картинă. Марсиансем планета пичĕ çинче анлă та тарăн лапамсем тăваççĕ. Планетăн çиелти сийне термоядерлă вăй сирпĕтет, утса çӳрекен мăн машинăсем ĕçлеççĕ, çынсем вырăнĕнче — роботсем.
Пиллĕкмĕш картинă. Пысăк кратер варринче космос карапĕ. Ун ăшне кĕрекен марсиансем ӳпре пек çеç курăнаççĕ. Тĕлĕнмелле пысăк карап. Кунта космодром, анчах те Марс çинчи, те Фобос çинчи, те Деймос çинчи?
«Елĕкхи, ĕлĕкхи, авалхи тĕнче», — шухăшларĕ Вадим. Авалхи Марс çинче цивилизаци питĕ çӳлте тăни паллах, анчах мĕн пирки каялла кайнă-ши вăл?
Зал маччинче мăн хăлат. Çуначĕсене икĕ еннелле сарнă, икĕ урипе икĕ пӳске хĕстернĕ.
Ытти стенасем çинче те мозаикăллă картинăсем. Вĕсене Вадим пăхса тухаймарĕ, ăна тепĕр пӳлĕме васкатрĕç.
Хура мрамортан тунă пусма картлашкисем тăрăх çӳлелле хăпарчĕç, кĕмĕл стеналлă пӳлĕме кĕчĕç. Кунта урайĕ хĕрлĕ мрамортан. Шурă мрамортан тунă пилĕк пьедестал çинче пилĕк хура тупăк. Хупписене кĕленче евĕрлĕ материалтан тунă. Тупăкĕсенче бальзамланă марсиансем выртаççĕ. Типсе кайнă вĕсем, çӳçĕсемпе сухалĕсем шап шурă.
Вадим тупăкра выртакансем мĕн енĕпе хисепе тивĕçлине пĕлесшĕн пулчĕ. Кăшт çынла калаçма вĕреннĕ Ут аран-аран çапла ăнлантарса пачĕ.
Тахçан авал планетă çинче ăшăрах пулнă, Хĕвел пысăкрах курăннă, хытăрах хĕртнĕ. Тинĕссенче шывсем хумханнă, типĕре вăрмансем кашланă, хирсем ешернĕ. Пушă хирсем пулман. Кайăк-кĕшĕк, хурт-кăпшанкă хисепсĕр йышлă пулнă, нумайăшĕ сывлăшра вĕçсе çӳренĕ; мăн эрешменсем, нăрăсем, калтасем, çĕленсем çавсенчен юлнă ĕнтĕ. Елĕк тата марсиансен халăхĕ те йышлăрах пулнă.
Планетă майĕпе сивĕннĕ, сывлăш сайраланнă. Авалтан юлнă хыпар-хăнарсем планетă хăй нумай ăшă кăларнине пĕлтереççĕ. Халĕ вара ун ăшши питĕ тарăна пытаннă.
Пурнăç ырлăхĕсем начарланнăçем начарланаççĕ. Çĕр айĕнчи пуянлăх пĕтсе пырать. Халăх пуçлăхĕсем ученăйсене урăх тенчене куçма майсем шырама хушаççĕ. Инженерсемпе ученăйсем планетă валли икĕ спутник тăваççĕ—«Çывăхраххине», «Инçереххине». Çав спутниксем çине чи хаклă та чи кирлĕ япаласене куçараççĕ. «Çывăхраххин» ăшне халăх культури музейне пытараççĕ, иккĕшин çинче те космодромсем тăваççĕ. Нумай тапхăр хушши «Çывăхраххипе» «Инçереххи» çинчен хăпаракан карапсен вучĕсем çиçнĕ. Мĕн пулнă кайран, ăçта кайса çухалнă спутниксем çине вĕçсе ӳкнисем — никам та пĕлмест.
Планетă çинче тăрса юлнă марсиансен юлашки вилсе пĕтме тытăнать. Мĕн пур вăй, метал — пĕтĕмпех спутниксем, карапсем тума кайнă. Ăславçăсем, ăстайлисем планетă çинчен тарнă. Пурнăç хĕсĕнсе пырать, юлнă халăх сахалланнăçем сахалланать. Çав вăхăтра юлнă халăх пурнăçне йĕркелесе яма тăрăшакансем тупăнаççĕ. Планетă çинче пилĕк ученăй юлнă, — çуралнă çĕршывне пăрахса хăварасшăн маррисем, тăван халăхне юратаканнисем. Çавсем ертсе пынипе, халăх ура çине тăрать, мĕн пур вăйне тырă-пулă акса ӳстернĕ çĕре хурать, çĕрĕнкунĕн ирригаци системине майласа пурăнать. Нимсĕр тăрса юлнă планетă çинче метал юлашкисенчен ăславçăсем ирригаци системи валли пысăк мар машинăсем тăваççĕ. Халăх ĕмĕчĕ — «Çывăхраххине» каялла антарасси, унта музей, авалхи кĕнекесем, хăй вăл тап-таса металтан. Анчах хальхи вăйсемпе ăна çĕнтерес çук.
Халăх пурнăçне йĕркелесе янă ăславçăсене манмаççĕ, вĕсене чаплă пытарнă. Çакăнти пӳлĕмсенче авал çырса хăварнă ылтăн хăмасем пур, анчах вĕсене халĕ никам та вула пĕлмест, чĕлхи те çухалнă.
Чăн-чăн тĕлĕкри пек туйăнса кайрĕ Вадима. Ĕненме те хĕн. Ытла та пысăк цивилизаци тапхăрне çитнĕ Марс тахçан авалах каялла кайнă, халĕ аран-аран пурăнать, ăна Çĕртен пулăшу памалла.
Пилĕк марсианин мавзолейĕнчен каялла тухнă çĕре Хĕвел хăпарнă. Хитре кун пуçланать. Хуралçăсем калтасене майланă вăхăтра Элиме, Вадим хулĕнчен тытса, вăрман еннелле утрĕ. Вĕсен хыçĕнчен Ут пырать.
Çыран патĕнчен калтасем тапраниччен чылай малалла утрĕç вĕсем. Сасартăк кĕмсĕртетни илтĕнчĕ, утса пыракансем каялла çаврăнса пăхрĕç. Хапха тĕлĕнче тĕтĕмпе тусан çĕкленнĕ, чулсем сирпĕнчĕç.
Вадим, нимĕне пăхмасăр, çавăнта чупрĕ. Çӳлтен чул катăкĕсем лап-лап ӳкеççĕ. Çыранпа хапха тĕрĕс-тĕкелех, анчах калтасем те, марсиансем те пĕтнĕ, сывлăшра тĕтĕмпе тусан кăна: темĕскерле взрывчаткă арканнă кунта. Таврара пĕр чĕрчун та курăнмарĕ. Кам ĕçĕ ку? Паллă мар.
Элимепе Вадим çула лайăх пĕлекен Ут хыççăн утрĕç. Пайтах вăхăт иртрĕ. Пулăшу нихăш енчен кĕтме çук: кам систерĕ хăрушă хыпара кирлĕ çĕре?
Малта пыракан Ут тĕрекле пырать, Вадим та ывăннине туймасть-ха, анчах Элиме халтан кайрĕ. Вадим ăна йăтрĕ. Васкамалла. Каç пуличчен вăрман витĕр тухмаллах. Çулĕ тикĕс мар. Тĕлĕ-тĕлĕпе чул анчах. Кăнтăрлапа Вадим хăй те ывăнса çитрĕ. Кислород сахалли сисĕнет. Пырсан-пырсан, вăл кислород аппарачĕпе усă курать.
Ут чăтăмлă пырать-ха, бронзă тĕслĕ пичĕ çинче пĕр тар тумламĕ курăнмасть, хĕрлĕ тутисем çеç кăшт шупкаланчĕç.
Пĕр уçланкăра канма ларчĕç. Хĕвелпе ăшăннă чул айĕнчен çăл тухать. Ĕçрĕç, çăвăнса тасалчĕç. Вăйран кайнă Элиме каччă чĕркуççийĕ çине ларнă, те çывăрать, те çывăрнă пек тăвать.
Вадим çыхăну аппаратне аллине тытрĕ: ĕçлеттерме май çук-ши? Сасă илтĕнет, паллакан, çывăх, хаклă сасă: «Вадим! Вадим! Эпĕ Марина! Прием!»
Аппарат аванах ĕçлет: хĕвел ăшши вăй аккумуляторĕсене чĕртсе янă. Вадим хĕпĕртесе кайрĕ, кĕскен мĕн пулнине пĕлтерчĕ, хăй ăçтине кăтартрĕ. Карапран кĕтме хушрĕç.
Кăшт тăрсан, чăнах та, машинă персе те çитрĕ.
Эфирта тăнăçлă. Американецсенчен нимле сигнал та килмест. Кан-кан-канра та çĕнĕ хыпар-хăнарсем илтĕнмеççĕ. Акă, халĕ çеç Вадим таврăнчĕ. Вăл та, тата унпа пĕрле килнĕ Утпа Элиме те американецсем ăçта кайса çухални çинчен илтмен.
Марина радиолокатора ĕçе ячĕ. Экран çине хура пăнчăсем тухрĕç. Вĕсем ӳснĕçем ӳсеççĕ. Çывхараççĕ. Халĕ бинокльпе пăхсан та аван курăнаççĕ. Ха, çунатлă удавсем! Вĕçнĕ май, кӳлеписене çĕр çинче шунă чухнехи пекех авкалантараççĕ. Çăварĕсене уçса хупни те паллă. Йышлăн вĕçсе килеççĕ, вăтăр ытла. Ут шăпах çак çĕленсем çинчен каланăччĕ-тĕр ĕнтĕ. Валентин Владимирович ӳкерсе илме пуçларĕ. Тĕлĕнмелле кинокадрсем тухма пултараççĕ. Ĕненĕç-ши Çĕр çинче? Авал Австралирен утконос кĕлеткине Европăна илсе килсен, никам та ĕненмен, шарлатансем улталаççĕ, тенĕ вĕреннĕ çынсем. Çавăн пек пулмĕ-ши Çĕр çине çак кадрсене илсе çитерсен?
Планетă çинче япалан йывăрăшĕ сахаллипе çунатлă удавсем çăмăллăнах вĕçсе çӳреççĕ. Халĕ вĕсем тĕрлĕ тĕле сапаланчĕç, тем шыраççĕ. Пĕри карап йĕри-тавра темиçе хут явкаланчĕ, иллюминатор витĕр те çăварне карса анасларĕ, унтан, çынсем патне кĕме çуккине кура, хӳри веçĕпе çапрĕ те çӳлелле вĕçсе хăпарчĕ.
— Ай, карланкă! Куртăр-и шăлĕсене? — ахлатрĕ Валентин Владимирович. — Пурсăмăра çăтма та вăйĕ çитĕ!
Çав вăхăтра шăхăрни илтĕнчĕ. Çӳле вĕçсе хăпарнă çĕлен аялалла вăркăнса анчĕ те карап çумĕнче ларакан куполлă çурта пĕр енчен кĕрсе тепĕр енне çиçĕм пек шăтарса тухрĕ.
— Çĕлен хирĕнчен килнисем! — терĕ лăпчăнса ларнă Элиме. Питне тата хытăрах сенкер сĕм çапрĕ, хĕрлĕ тутисем шупкаланчĕç. — Пĕтереççĕ вĕсем! Мана шыраççĕ! Юриех тапратса янă вĕсене!
— Камсем? — ыйтрĕ Светлов.
Элиме чĕнмерĕ, аллисемпе питне хупларĕ. Ут каласа ăнлантарчĕ, хăй нумай пулмасть асăрхаттарнине аса илтерчĕ. Çĕленсене Кан-кан-кан халăхне çилленнисем янă-мĕн. Ку вăл Элиме каччин, Çĕлен çĕрĕнчи пуçлăх ывăлĕн, ĕçĕ. Вăл çынсене хăваласа ярасшăн пулмалла.
Валентин Владимирович çĕленсем, нăрăсем, эрешменсем планетă халăхне мĕнле итленине пĕлесшĕн пулчĕ.
Аслă нăрăсемпе эрешменсем Кан-кан-канра пурăнаççĕ иккен, Çĕлен çĕрĕнче пурăнакан çунатлă çĕленсем те марсиансене ăнланаççĕ, хуçисене пăхăнаççĕ, анчах ытла тискерскерсем, ниме те шеллесе тăмаççĕ.
Çĕленсем çынсем патне усал шухашпа пыни лайăх палăрчĕ, нимĕн тумасăр пăхса тăма юрамасть, эртелĕпе вĕсем карапа та сиен тума пултарĕç, çавăнпа Светлов малтан тирĕннĕ çĕлене лазер туппипе тĕллерĕ. Вĕçекен çĕлен сасартăк çăмхаланчĕ, унтан вутпа тĕтĕм кăларса, кĕрĕслетсе анчĕ, ӳксенех çурăлса кайрĕ.
Çĕлен ушкăнĕ, пĕр çĕре пухăнса, çӳлте çаврăнса çӳреме тытăнчĕ. Те темскер кĕтеççĕ, те хăйсемле канашлаççĕ. Акă, чăрсăртараххи аялалла вăркăнса анма пуçларĕ. Вăл карапа тĕллĕни паллах, çавăнпа Светлов çавăнтах ăна лазер туппипе персе салатса ячĕ.
Çĕленсем çаплах çаврăнса çӳреççĕ-ха. Çук, вĕсене салатса ямасан юрамасть, хăваласа тартас пулать. Хăшĕ-пĕри, авă, хула еннелле сулăнчĕç, унта-кунта тирĕне пуçларĕç. Çавăнпа Светловпа Андрианов машинă çине ларса çӳлелле хăпарчĕç. Валентин Владмировичпа Вадим лазер туппи патĕнче юлчĕç, Марина—сăнаканни, сывлăша хăпарнă машинăпа çыхăну тытса тăраканни. Утпа Элиме хăранă та, тĕлĕннĕ те, пĕр-пĕринпе пăшăлтатаççĕ. Авалхи ăславçăсем патĕнчен таврăнсан килĕсене те кайса ĕлкĕреймерĕç вĕсем — çĕленсем персе çитрĕç. Планетă çинче, Ут калашле, нихçан пулман пăтрану пуçланса каять пулмалла.
Сывлăшра çапăçу пуçланчĕ. Аманнă çĕленсем аялалла çатăлтатса анаççĕ. Çапăçу хĕрсе пынă вăхăтра, пĕр пысăк çĕлен хӳрипе çапнă хыççăн, машинăн радиолокаторĕ пăсăлчĕ. Светлов чарса та ĕлкĕреймерĕ — Андрианов, машинăран тухса, ун тăррине улăхса кайрĕ. Машинăна вара пĕр тĕлте вĕçтерсе тăмалла пулчĕ. Çав вăхăтра, сисмен çĕртен, пĕр çĕлен Андрианова хӳрипе аяккинелле ывăтрĕ. Çĕлен çăварне карнă, акă, хуса çитсе, çынна çăтса ярас пек пырать, шĕвĕр те шурă шăлĕсем таçтанах курăнаççĕ. Капитан çухалсах каймарĕ, лазер пăшалĕпе тĕллерĕ, унтан парашюта уçрĕ. Тĕтĕм кăларакан çĕлен вашлаттарса анса çухалчĕ. Парашютпа анакан Андрианова Светлов машинăпа хуса çитсе лартрĕ.
Юлашки çĕленсем хăйсене инкек кĕтнине ăнланчĕç, тарчĕç. Вĕсене хĕтĕртсе яни паллă. Тата мĕн пулĕ-ши? Чăн-чăн сăлтавĕ мĕнре-ши?
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...