Шурă акăш çулĕ :: Çарăк патша


1

Илпенес ашшĕне тем пек ӳкĕтлерĕ пулин те курултая кайма чараймарĕ. Эмелçĕ вара хĕре сан аçуна вырăн çинчен тăрса çӳреме те юрамасть тесе хытарнăччĕ.

— Эпĕ чĕрĕ чухне курултай епле мансăр иртĕ-ха? — хирĕçлерĕ Çĕрпӳ-Пулат хĕрне. — Унта тем усалли пулма пултарасси тесен, хĕрĕм, ан ман, эпир — Аслă Пăлхар ханĕн тĕпренчĕкĕсем. Пулат хан тăхăмĕнче ку таранччен хăравçă арçын пулман, нивушлĕ эпĕ хамăр йăх ятне ярăп?

Мĕн калăн ĕнтĕ кăна хирĕç?

— Атте, эппин эпĕ санпа пĕрле пыратăп. Сана пĕччен ямастăпах, — терĕ вара Илпенес.

— Çук, хĕрĕм, курултая хĕрарăмсен çӳреме юрамасть. Ку вăл чăвашсен ĕмĕртен пыракан йăлине пăсни, — шарт та март килĕшмерĕ Çĕрпӳ-Пулат.

Хĕр çакна хирĕç те нимĕн тавăрса калаймарĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ, халăхăн ĕмĕрсенчен пыракан йăлине хан та пăсма пултараймасть.

Çурла уйăхĕн варри — тырă вырса кĕртме пуçланă хĕрӳрен те хĕрӳ тапхăр. Çапах курултая чĕннĕ хресченсем, чи аякрисем те, пурте тенĕ пекех çитнĕ. Епле ĕлкĕрнĕ-ши, калăпăр. Çарăмсан юхан шывĕ енчисем? Тата Çĕрпӳ çыннисем вĕсене пĕлтермешкĕн епле май килтернĕ-ши? Такам ку ĕçе вăхăтне те, укçи-тенкине те шеллемесĕр йĕркелени кĕретех. Çакна, паллах, хансăр пуçне ыттисем те чылайăшĕ аван ăнланнă. Вĕсенчен пĕри — Питтăпай ашшĕ Пайпулат. Çинех вăл, ĕнер каçпа çитнĕскер, кунти лару-тăрăва ывăлĕпе çĕрĕпех калаçнинчен те аван чухлать.

Çанталăк уяр тăрать. Кĕпе вĕççĕн çӳреме те шăрăх. Çавăнпа пухăва хурал пӳртĕнче мар, ун умĕнчи тӳртумра ирттерес терĕç. Çакна унчченех ĕнтĕ тавçăрнă Çĕрпӳ-Пулат курултая уçма ку тăрăхри чи ватă та паллă мăчавăра илсе килтерчĕ. Шур сухал хаваспах килĕшрĕ, хăйĕн йăли-йĕркипе пирвай пуху вырăнне каллĕ-маллĕ ирте-ирте усал-тĕселтен тасатрĕ, вара черетпе кашни çынна куçран пăха-пăха кĕллине пуçларĕ:

— Эй, Çӳлти Турă! Хăвăн çаврунтан ан кăларсам пире, çакăнта пухăннă халăха. Калаçакана таса чунтан, хăвăн чĕлхӳ çинчи сăмахсене калаттар. Эмелçĕ сип сĕткенĕллĕ курăксене пĕлнĕ пек, этем чунне сиплекен сăмахсене вĕрент. Çыннăн ырă шухăшĕ ырă сăмаха çаврăнтăр: ырă сăмах ырă тĕнче тăвать, усал сăмах усал тĕнче тăвать. Калаçакана хăй çынсенчен мĕн кĕтнине çынсене сунма вĕрент. Çак пурнăçра йăлтах çаврăнуллă, çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Ĕмĕтсĕр ĕмĕтсене шухăша ан кĕрт: ывăçа кĕменни пӳрне хушшипе юхĕ. Кашни хăйне ырăпа асăннă çыннăн ятне ырăпа асăнтăр: асăнса пурăнсан этем ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр. Çапла тĕрĕс пурăнакан çынна санăн ырă пулăшуçу — шурă кашкăр ялан пулăшса, çул кăтартса пытăр. Çапла тĕрĕс пурăнма килĕшмен, ыттисене усал тăвакан çынна вара санăн тепĕр пулăшăçу — шурă барс тивĕçлипе тавăртăр.

Çакăнта калаçакан кашни чăваш хĕвеле пуç тайма, çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене ăнланма, шалти тĕнчене — çынлăха — упрама пĕлтĕр. Чăваш пулса юлма пĕлтĕр. Чăваш пĕтсен — тĕнче пĕтет.

Эй, Çӳлти Турă! Тĕнчене пĕтме ан пар, Чăваш çĕрне, шывне упра, çут çанталăка упра, тăван чĕлхене упра.

Мăчавăр хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ те халăха пуç тайрĕ, вара санлăн утса курултайран тухса кайрĕ. Чăннипе, каймасан та пăсмастчĕ, авалран пыракан йĕрке ăна юлма чармастчĕ. Мăчавăр хăй Аслă Турăран ыйтса кĕлĕ тунă пекех халăхпа та ăслăн калаçса илни çакăнта тем пекех кирлĕччĕ те çав, ватă çын хăйне хан чĕнсе хăварасса кĕтрĕ курăнать. Çĕрпӳ-Пулатăн вара унашкал сисемлĕ шухăш валли хал юлмарĕ ĕнтĕ, вăл хăйне каллех япăх пулса килнине туйрĕ, çавăнпа кирлĕ самантра сăмах каламалăх вăй юлтăр тесе хальлĕхе шăпăрт ларчĕ.

Курултай вара ĕçе пуçăнчĕ ĕнтĕ. Асли кунта мĕн сăлтавпа пухăннине пĕлтерчĕ, кун пирки халăха ăнлантарса памашкăн Шахмана сăмах пачĕ, çакна "вăл Хурал çынни мар та, ĕç-пуç тĕшшине пуринчен лайăхрах пĕлет" тесе ăнлантарчĕ. Шахманăн вара пĕтĕмпе те пĕр шухăш Çĕрпӳ-Пулат хан хăй валли кирпĕч кермен лартни тĕрĕс мар, ма тесессĕн вăл ăна хăй укçипе хăпарттармасть. Чăннипе çав укçапа Чăваш улусĕшĕн тумалли усăплă ĕçсем темĕн чухлех. Чи кирли вăл — улусран патшалăх туса хурассиччĕ имĕш. Анчах Çĕрпӳ-Пулат та, унăн ашшĕпе аслашшĕ тата мăн аслашшĕ те ку тĕлĕшпе нимĕн те туман. Патшалăха хутĕлеме пултаракан çар та çук чăвашсен, ăна тытса тăма пĕлекен вĕреннĕ çынсем те çук. Ку вăл, Шахман ĕнентернĕ тăрăх, пĕр япалана яр уççăн кăтартать: Чăваш улусне пĕр йăхран ларса пыракан хансен мар, халăх хуралĕ суйласа лартнă пуçлăхсен ертсе пымалла. Халăх нуши-масине вĕсем лайăхрах пĕлеççĕ, çивĕчрех туяççĕ. Сăмахне çапла тăрласа Шахман пухăннисене пилĕк таран пуç тайрĕ те хăй вырăнне кайма тăчĕ. Анчах ăна Пайпулат ыйтăвĕ тытса чарчĕ.

— Эс ма тата хăвна Çĕрпӳ-Пулат вăрăпа тытни, эсир унпа çавăн пирки вăрçăнса кайни çинчен каламарăн? Тарçă хуçипе вăрçни вăл хăех ырă япала мар, вăрăпа тытнă хыççăн вара пушшех те кута хĕссе ларас пулать! — хыттăн кăшкăрса ыйтрĕ вăл.

— Ырă çыннăм, каçар та, эсĕ ăçтан килнине эпĕ пĕлместĕп, — хăнк та тумасăр хуравларĕ Шахман. Вăл кунашкал ыйту пуласса кĕтнĕ курăнать. — Ку суя хыпара эсĕ камран илтнине те пĕлместĕп. Тен, сан пеккисем аякран килнĕ çынсем хушшинче татах та пур. Çавăнпа пурне те тепĕр хут аса илтерем: кун пирки мана кермен тăвакансем пурте пĕрле пухăнса тĕпченĕ. Эпĕ вĕсене чăннине каласа кăтартнă. Чăнни вара çакăн пек: Çĕрпӳ-Пулат хан мана хăйĕн хĕрне качча илтересшĕнччĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Вара вăл мана вăрăпа тытнă тесе айăплама хăтланчĕ. Эпĕ хам тĕрĕс каланине ĕнентерсе халăх умĕнче çĕр çыртса тупа тунă. Çавăнпа халăх мана тӳрре кăларчĕ.

— Вара мĕн, хан сана вăрăпа тытнă тесе ним сăлтавсăр айăпласшăн пулчĕ-им? — çине тăчĕ Пайпулат. — Кала-ха, эсĕ Хусанти лавккусене уçмалăх укçа ăçта тупнă?

— Эпĕ халăха кун пирки те ăнлантарнă, — çаплах лăпкăн калаçрĕ Шахман. — Хан мана пирвай пуйтарасшăнччĕ. Хĕрне чухăна качча пани килĕшмест тесе... Ырă çыннăм, эпĕ хам айăплă маррине тепре çĕр çыртса та ĕнентерме пултаратăп. Анчах сана чăннине пĕлни пачах кирлĕ мар пек туйăнать. Эсĕ темшĕн сăмаха айккине пăрса яма хăтланатăн. Кам эсĕ, ăçтан килнĕ?

— Вăл Хурал çынни Пайпулат, Эпеçрен килнĕ, — пурне те пĕлтерчĕ пуху пуçĕ. — Çавăнпа унăн пурне те ыйтса пĕлме ирĕк пур.

Шахман тем шухăшласа тăчĕ те сасартăк тем аса илнĕн хыттăн ыйтрĕ:

— Пайпулат тенĕрен... эсĕ Питтăпай маçтăр ашшĕ пулĕ-ха? Халĕ ăнлантăм ĕнтĕ эсĕ мĕншен хана çапла çине тăрса хӳтĕленине. Халăх! Пĕлетĕр-и, Питтăпай вăл Çĕрпӳ-Пулатпа пĕр çăвартан сурса пурăнать. Кермен лартакан маçтăр пулнă май, паллах, вăл та хысна укçипе усă курнă чухне пайта курать.

Вĕсен тавлашăвне тимлесе ларнă çынсем шавла пуçларĕç. Çĕрпӳрен килнисем Шахман майлă кăшкăрашрĕç, ыттисем, аякра пурăннăран кунти ĕç-пуçа пĕлсех çитерейменскерсем, нимĕн шухăшлама аптрарĕç. Шахман вара татах хăйĕн сĕнĕвне аса илтерчĕ:

— Халăх, пирĕн хан хысна укçипе пĕтĕмпех хăй пĕлнĕ пек усă курать. Çавăнпа эпир, чăвашсем, ку таранччен те нишлĕ пурнăçран тухаймарăмăр. Камсем эпир халĕ? Хусана та, Мускава та пăхăнас теместпĕр, анчах хамăрăн патшалăха туса хураймарăмăр. Унсăрăн никама пăхăнмасăр епле пурăнăн-ха? Çар пирĕн пĕчĕк, çавăнпа вăйсăр. Улуса патшалăх шайне хăпартсах ертсе пымашкăн пирĕн вĕреннĕ çынсем те çук. Пулатсен ханлăхĕ пирĕн халăха нимĕнле усă та кӳреймерĕ. Вĕсем пĕрех май хăйсем Аслă Пăлхар ханĕн тăхăмĕсем тесе мухтанаççĕ. Вара мĕн? Вĕсем — килнĕ çынсем, çавăнпа кунти чăвашсем аталанни-аталанманни вĕсемшĕн ик айкки те тăвайкки. Хăйсем çеç пыл та çу пурăнччăр. Ав еплерех кермен лартать пирĕн хан. Ма шкул уçмасть вăл çав укçапа? Мĕншĕн çар валли вутлă кăрал туянмасть? Ырă çынсем! Эпир халăх пуçне Хурал суйласа уйăрнă хана лартмасăр та çак хапсăнчăк йăхран хăтăлаймăпăр. Çаванла курултайран Чăваш улусĕнче малаш пурнăçа Хурал мелĕпе йĕркелесе ямашкăн сĕнетĕп. Ку вал манăн шухăш кăна мар. Кун пирки эпир Хуралăн Çĕрпӳри çыннисемпе те чылай канашланă.

Тинех Шахман мĕн калас тенине пĕтĕмпех каларĕ те татах ыйтусем пуласран сыхланса хăвăрт кăна хăйĕн вырăнне кайса ларчĕ. Халăх каллех шавла пуçларĕ. "Шахман тĕрĕс калать!" "Шкул мĕн вара вăл?" "Ытла тем ан аташăр, хан вăл — Аслă Турă çынни!" тенисем илтĕнкелерĕç.

— Чимĕр-ха, халăх, эпир мĕн, çавнашкал кăткăс ыйтăва хамăр хана итлемесĕрех татса парăпăр-им?! — илтĕнчĕ çак самантра пурне те хупласа хуракан сасă. Пайпулат сасси. — Пуху пуçĕ, эс ма хĕсетĕн унăн ирĕкне? Ма Хурал йĕркине тытса пымастăн?

— Ара... Хан хăй темшĕн шăпăрт ларать... — турре тухма пăхрĕ пуху пуçĕ. — Хисеплĕ Çĕрпӳ-Пулат хан, чăнах та, кала хăвăн сăмахна.

Çĕрпӳ-Пулат хуллен халăх умне тухрĕ, вăй пухса пĕр хушă чĕнмесĕрех тăчĕ.

— Халăх! — пуçларĕ вара сăмахне. — Эпĕ çак кунсенче чăвашсем хушшинче ĕмĕрне пулма пултарайман япаласем куртăм. Çавăнпа чĕлхе çĕтес вĕçнех çитрĕм. Хăвăрах шухăшлăр-ха. Манăн тарçă мана вăрласа пуйсах кайнă, Хусанта темиçе лавкка тытса тăрать. Вăрăпа тытсан вара тӳрре тухас тесе тем те пĕр ăсласа кăларать. Чăнах, шухăшлăр-ха, нивушлĕ вара эпĕ, чăваш ханĕ, хамăн хĕрĕме тарçа качча парăп? Вăл манран темиçе хут пуянрах пулайсан та манăн тарçă кăна! Чи хăрушши вара — хăйне тăрă шыв çине кăларсан çав тарçă турăсенчен нимĕн хăрамасăр суеçтерни, суя сăмаха ĕнентерсе халăх умĕнче çĕр çыртса тупа туни. Мĕн калама пĕлес-ха манăн ун пек чухне? Хăй тĕрĕссине вăл хăйне çĕр çăтманнипе ĕнентерме пăхать. Ахалех çапла шутлать вăл. Çĕр-аннемĕр ултавçа çăтать тени вăл çын суйнă-суйманах çук пулса тăрасса пĕлтермест. Анчах вăхат çитĕ, Çулти Аслă Турă пĕрех ултавçа çук туса хурĕ.

Ханлăх пирки. Манăн мăн асатте кунта чăваш халăхне пулăшма, хамăрăн никама пăхăнманлăха упраса хăварма килнĕ. Çапла, хальлĕхе эпир хамăр çĕр çинче хăватлă патшалăх туса хураймарăмăр-ха. Çав вăхăтрах никама пăхăнмасăр пурăнма тăрăшрăмăр. Вăйлă патшалăх тăвасси вара пĕр ханран çеç килмест. Хăвăрах шухăшлăр-ха, пысăк çар тытса тăмашкăн мĕн чухлĕ укçа кирлĕ. Шкулсемпе медресесем уçма тата. Анчах пирĕн курултай суйланă Хурал халăхран хырçă нумай пухма хушмасть Кермен пирки... Çапла, ăна хысна укçипе лартатпăр. Анчах вăл хан кил-йышĕ пурăнмалли вырăн кăна пулмасть. Эпĕ шутланă тăрăх, çав кермене улус кантурĕсем пурте куçĕç, унта пĕтĕм улус тӳре-шари ĕçлесе пурăнĕ. Юлакан йывăç керменре вара шăпах шкул е медресе уçма пулĕ. Чăн та, ку ĕç пĕрре каланипех пурнăçланаяс çук. Унччен пирĕн вĕрентӳ хурăмне суйласа илмелле. Е эпир мăсăльмансем пек медресе уçăпăр та ачасене араб çырулăхне вĕрентĕпĕр, е православи тĕнĕнни евĕр шкул уççа вырăс сас паллисене тĕпе хурăпăр. Хамăрăн авалхи çырулăха эпир, шел пулин те, чĕртсе яраймăпăр. Унта ик çĕр сакăр вунă ытла сас палли пулнă, вĕсене халĕ пĕтĕмпех астăвакан та юлман, çинех унашкал çырулăх çав тери кăткăс. Тата пирĕн вĕрентекенсем ăçтан...

Çĕрпӳ-Пулат çак самантра чĕри хĕссе-хĕссе илнине туйрĕ те лăштăрах кайрĕ, калаçма чарăнса аран хăй вырăнне çитсе ларчĕ. Халăх татах шавлама тытăнчĕ. "Хан та тĕрĕс калать пек ача", "Сăмах çаптарма вĕсем пурте ăста", "Хан вăл — турăсен çывăх çынни, ăна эпир суйланипех упăштарни аван-ши?" тенисем илтĕнчĕç. Çĕрпӳ-Пулатшăн халĕ вĕсем калани ним те мар ĕнтĕ. Вăл вăй самантсерен пĕтсе пынине сисрĕ те тарçисене хăйне халех килне леçме хушрĕ. Вара икĕ вăй питти арçын ăна икĕ енчен хулран тытса курултай туртумĕнчен çавăтса кайрĕç. Хавшанине халăха кăтартас мар тесе Çĕрпӳ-Пулат юлашки вăйне пухса хăйне çавăтакансемпе тан утма тăрăшрĕ.

Ханпа тарçисем урам кукăрĕнче çухалсан халăх умне каллех Шахман сиксе тухрĕ.

— Куртăр-и?! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Çавăн пек çын вăл, пирĕн хан! Сурать кăна халăх çине. Эпир мĕн шухăшлани-калаçни уншăн нимĕн те мар. Мĕн тума кирлĕ пире унашкал пуç? Турăсен çывăх çынни тенĕрен, пирĕн Хурал тата Аслă Турă хушнипе йĕркеленмен-им? Эпĕ çапла сĕнетĕп. Атьăр Çĕрпӳ-Пулата ханран кăларар. Ун вырăнне урăххине суйласа лартар. Çĕнĕ хана халăх пурнăçне лайăхлатассине тĕпе хурса ĕçлеме хушар. Çитет пире ĕнсе çинчи сĕлĕхсене хамăр юна ĕмтерсе пурăнмашкăн!

Унччен ку шухăшпа Хуралăн Çĕрпӳре пурăнакан çыннисем çеç кипĕшнĕ пулсан, хан пухуран çапла нимĕн ăнлантармасăр тухса кайни ыттисене те аптратрĕ. Пайпулат та халĕ нимĕн калама хăймарĕ. Малалли вара тĕлĕнмелле хăвăрт пулса иртрĕ. Çийĕнчех Çĕрпӳ-Пулата ханран кăларас тесе сасăларĕç. Çĕнĕ хана та тĕлĕнмелле хăвăрт, сӳтсе явмасăрах тенĕ пек суйларĕç. Пулас хан пирки сăмах тапратсан çĕрпӳсем тӳрех Шахман ятне асăнчĕç.

— Вăл хан çумĕнче ĕçлесе курнă, унăн таçти-таçти çĕрте те çыхăнусем пур. Пирĕн Чăваш улусне патшалăх шайне çитерес тĕлĕшпе мĕн тумаллине те паян лайăх ăнлантарса пачĕ. Эппин ăнах шанса парар хан ĕçне, — терĕ çĕрпӳсенчен пĕри.

— Çапах та эсир сĕнекен пуç хамăр улуса патшалăх шайне çитерес тĕлĕшпе мĕн тума шутлани çинчен халăха уçăмлăрах пĕлтерни пăсмĕччĕ, — хăюлăх çитерсе ыйтрĕ Пайпулат.

Шахман кĕттермерĕ, тӳрех хуравларĕ:

— Ку тĕлĕшпе Çĕрпӳ-Пулат паçăр терĕс каларĕ. Пирвай пирĕн хамăр улуса пуянлатмалла. Эпĕ пуринчен малтан суту-илĕве вăйлă аталантарса яма шутлатăп. Çĕрпӳ ярмăрккин пĕлтерĕшне тĕнче шайне çитерсен, паçăр палăртнă ĕçсене те пурнăçа кĕртĕпĕр.

— Чим-ха, Шахман… — хирĕçлесшĕн пулчĕ Пайпулат.

— Шахман хан. Шахман хан теççĕ халĕ мана, — пӳлсе асаилтерчĕ ăна Шахман.

— Çапла пултăр. Эп мĕн каласшăн. Суту-илĕве çапла аталантарса ярас тесен сутмалăх япаласем ытларах тума тивет. Пирĕн улусра вара ку тĕлĕшпе ĕç-пуç çав тери япăх. Эпир хамăр валли çеç чи ансат сĕтел-пукан, кĕпе-тумтир тукалатпăр. Тимĕр япаласем тесен, ку тĕлешпе эпир тимĕрçĕ лаççи шайĕнчен иртеймен-ха. Вăл шайпах хамăр çара кирлĕ пек хĕç-пăшаллантараймăпăр.

— Эсĕ, Пайпулат, каçар та, пурнăçран кая юлнă çын, — хăйне асла хурса ăнлантарчĕ Шахман. — Сутуçă вăл сутма кирлĕ япаласене хăех тупать. Çав вăхăтрах лавккасемпе хупахсем мĕн чухлĕ çынна ĕç вырăнĕ туса параççĕ. Тата укçа пур çыннăн пурнăçĕ те расна. Çаванпа аталантармалла та сутас-илесе. Çапла пултăр-и, халăх?

— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — кĕрлерĕ таврара.

 

2

Шахманпа ун майлисем хăйсен çĕнтерĕвне уявланă кунсенче хан керменĕнче пач урăхла лару-тăру хуçаланчĕ. Курултайран килне аран çитнĕ Çĕрпӳ-Пулат вырăн çинчен тек тăраймарĕ, эмелçĕ ăна сыватас тесе тем пек тăрăшсан та çур çĕр иртсен сывлама пăрахрĕ. Пĕтĕм кил-йышĕ те унăн пĕртен-пĕр хĕрĕ çех. Анчах çамрăк Илпенес, хăй ĕмĕрĕнче яшка та пĕçерсе курманскер, ашшĕ вилнĕ хыççăн нимĕн тума пĕлмесĕр шалт аптрарĕ. Ара, халĕ ăна пулăшакансем те çук ĕнтĕ, тарçисем çĕнĕ хан патĕнче ĕçлеме ĕмĕтленсе кивĕ хан керменĕнчен тарса пĕтрĕç. Юрать-ха Илпенес Питтăпайпа тĕл пулчĕ.

Маçтăр ăна хапăлпах пулăша пуçларĕ. Çинех тата Пайпулат та килне кайса ĕлкĕрейменччĕ, вăл та алă усса лармарĕ, ывăлĕпе пĕрле Çĕрпӳ-Пулата леш тĕнчене тивĕçлипе ăсатас тĕлĕшпе нумай ĕç турĕ. Çапла вара вилнĕ хана чиперех пытарчĕç, ашшĕпе юнашар вырттарчĕç, вил тăпри çине чул юпа лартрĕç. Пытарма пыракансем те тупăнкаларĕç. Питтăпай вĕсенчен хăшĕсене укçалла ĕçлеттерчĕ, Çĕрпӳ-Пулата хисепленĕ çынсем те пулман мар, вĕсем те хана юлашки çула ăсатма масара çитиех пычĕç. Курултай çĕнĕ хан суйламан тăк, паллах, ăсатакансем вуншар хут нумайрах пулнă пулĕччĕç. Тепĕр тесен, курултай пуçтарăнман тăк хан хăй те чиперех пурăнатчĕ те-ха...

Пытарнă хыççăнхи асăну апатне ларнăччĕ кăна, хан керменне Шахман пырса çитрĕ. Çынсем саланманнине курса вăл та Çĕрпӳ-Пулата асăнанçи турĕ, вир пăттине пĕр-икĕ кашăк çирĕ, çур курка сăра та ĕçсе пачĕ. Асăнакансем тухса кайнă-кайман вара куляннипе ахаль те кĕç-вĕç йĕрсе ярасла ларакан Илпенес патне пырса ăна кĕтмен ыйтупа анратсах ячĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3