Аххаяс-маххаяс :: 2. Пусăра пурăнман пулă
Такам ырă çынпа чун уçса калаçас килет унăн. Елена Кирилловна килнине курсан пӳрт еннелле çаврăнса тăчĕ. Лешĕ питĕ калаçасшăн унпа. Силиссан чунĕ сивĕннĕ. Анание те çавă тĕхвĕртнĕн туйăнса тăрать. Калаçнах ĕнтĕ лешĕ ашшĕпе, калаçнах ĕнтĕ Елена Кирилловнăпа тесе шухăшлас килет.
— Мĕн туса тăратăн кунта? — ыйтрĕ Елена Кирилловна унпа танлашнă-танлашман.
— Кируш тухасса кĕтетĕп-ха...
— Мĕн-и, вербовкăпа каять терĕç-и ăна?
— Илтмен, — куç кĕрет суйрĕ Силисса.
— Пĕтĕм ял калаçать те.
— Ял хыпарне мана пĕлтерсе тăракан çук çав.
— Сисетĕп-ха, эсĕ ĕнтĕ мана çилленсе пурăнатăн. Çылăхлă мар эпĕ, Силисса. Турăшăн калатăп. Анани манпа канашламан. Вăл пăрахса кайнине хам та темиçе уйăхран тин пĕлтĕм. Ашшĕ те питĕ тарăхрĕ. Ăна та ним те пĕлтермен.
— Апла мар ĕнтĕ. Хăйĕн япалисене сирĕн пата куçарса хунă вăл.
— Çук, пĕр япала та куçарман. Вăтаелнех леçнĕ.
— Юрĕ, юрĕ, кайнă, пăчлантăр. Авăрлă кулач çиес вăхăт çитĕ-ха унăн та.
— Санпа калаçма пĕлмелле мар, Силисса. Текех çилленсе ан пурăн ĕнтĕ. Кашни кун пĕр-пĕрне курас çынсем эпир. Тепре калатăп, ман çылăхăм çук.
Елена Кирилловна пуçне чикрĕ те малалла утса кайрĕ.
Чăнах калать-и ку тесе пăхса юлчĕ ăна Силисса.
Виçĕ пиншĕн те калама çук савăнчĕ Кируш. Ял советĕнчен тухсан тӳрех лавккана чупрĕ. Аран-аран йăтăрланса таврăнчĕ килне. Икĕ кун та икĕ каç хăна-вĕрле кĕрлерĕ ун патĕнче. Силиссана та пусахласах чĕнчĕ те, чун туртмарĕ. Ăсатма кайрĕ. Ăсатмах та мар-ха, çурта йышăнса юлмалла унăн. Эрех-сăра, пирус шăршипе тулса ларнă пӳртре малтанах кăмăл пăтраннă пек пулчĕ. Урайĕнче савăт-сапа ванчăкĕсем, апат юлашкисем выртаççĕ. Арăш-пирĕш выртакан япаласене пăхнăçемĕн Силиссан Кирушпа ун çемйине тарăхас та тарăхас килсе тăчĕ: выльăхлансах кайнă-çке кусем.
— Ним те манса хăвармастăра? — çине-çине ыйтрĕ вăл мухмăрлă-сухмăрлă Кирушран.
— Манман, манман, — канăçсăрланчĕ лешĕ.
— Документăрсене пурне те илнĕ-и? — çаплах хăп-марĕ Силисса.
— Илнĕ, илнĕ, — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ Кируш.
Тухса кайма пĕрре те васкамарĕç. Такама лавккана эрех илме чуптарнă та, çавна канăçсăрланса кĕтеççĕ. Аранах сĕтел тавра пуçтарăнса ларчĕç. Шавлама пуçларĕç. Çав хушăра Силисса кăмака умне, кăмака хыçне шăлса, çуса тухрĕ, ашшĕпе амăшĕнчен юлнă чашăк-тирĕке çуса шкапа вырнаçтарса хучĕ, кашни вак-тĕвеке унăн алли пырса перĕннĕ те, кашни япала уншăн хаклă пулчĕ. Пилĕк çул пурăнса та Кируш çемйи çĕнĕ япала туянман иккен.
Эх, хавхаланса ĕçлерĕ çав кун. Çын тухса кайнăшăн савăннă пекех пулса тухрĕ. Именмерĕ уншăн, хăйне хăй ята кĕртмерĕ. Çав кунах япаласене куçарма пикенчĕ. Сăмакунла темиçе арçынна ӳкĕте кĕртрĕ те, лешсем пĕр туххăмрах Силиссан пур-çук япалине ашшĕ килне ку-çарса хучĕç. Аляк япалисене кăна хăварчĕç.
Çĕкленнĕ кăмăлпа Силисса пĕр хушă картишĕнче уткаласа çӳрерĕ, унтан пӳрте кĕчĕ те хăйне килĕшнĕ пек йĕрке тума тытăнчĕ. Зоя та калама çук хытă савăнчĕ. Вăл та лара-тăра пĕлмерĕ.
Çав кунах выльăх-чĕрлĕхе куçарса килчĕ. Пĕтĕ сысна амипе кастарнă аçа, тахçанах кĕтнĕ тейĕн, урама илсе тухсанах ăçта каймаллине хăйсемех пĕлчĕç. Чăхсем те çĕнĕ вырăнта ютшăнмарĕç. Чăпар автан пĕр хушă вырăнта ташласа тăчĕ те янраттарса авăтса ячĕ: ура! кермене куçарчĕç пире те! Чăхсем унчченхи каштине тӳрех шыраса тупрĕç, кивĕ йăва вырăнĕсене те тӳрех асăрхарĕç. Кĕтӳрен таврăнсан ĕнепе пăрушĕ кăна тем нăхăт канăçсăрланчĕç. Таçта тытса хупнă пек туйрĕç пулас хăйсене. Тарават хуçи пусыпкă пăтратса парсан вĕсем те лăпланчĕç.
«Чим-ха, — шухăшларĕ вăл килти ĕçсене пуçтар-сан, Зойăна çывăрттарса ярсан, — капла пĕччен савăнни аванах мар пулĕ...»
Васкаса сиксе тăчĕ те вырăнтан кăмака умне пычĕ. Газ баллонĕ пушă та, вучах чĕртме тивет. Тем вăхăт газсăр пурăннă ĕнтĕ Кируш çемйи. Ăна Силисса чухлаймасть. Картишне чупса тухрĕ те саппун умĕпе шăкăр-макăр вут-шанкă, турат-çатра çĕклесе кĕчĕ. Кăвайт чĕртсе ячĕ. Ал-лисене çурĕ те тутлăлла икерчĕ çăрма пикенчĕ. Шăп виçĕ çатмалăх. Вара сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Пăсланакан икерчĕ çине пăхса хăйне çуратнă ашшĕпе амăшне ятран каласа, пăхса ӳстернĕ ашшĕпе амăшне каллех ятран сĕтел хушшине килме чĕнчĕ.
— Ырлăхăра ан шеллĕрех, аттемĕрсем-аннемĕрсем, — терĕ те çатма тулли пĕçернĕ икерче çурмалла хуçрĕ, пĕр çуррине хăй çирĕ, тепĕр çуррине ашшĕсемпе амăшĕсене хурса пачĕ.
Шăпланса темчченех ларчĕ сĕтел хушшинче. Унăн вырăнтан та хускалас килмерĕ. Кăмăлĕ каçăхрĕ. Чунĕ лăпланчĕ. Темшĕн тата шăп çак вăхăтра иртнĕ çулхине Мăнкун эрнинче пуппа тиек тата темиçе çын авăрлă икона тытса килтен киле çӳрени аса килсе кайрĕ. Турă юрри юрласа çӳрекенсем килсене светить турĕç. Те власть ирĕк панипе, те хăйсем тĕллĕнех — ăна Силисса пĕлмест. «Кăçал та килсе тухас-тăвас пулсан эпĕ те кĕртетĕп вĕсене», — тесе шухăшларĕ те Силисса тинех ыйхă пусса килнине туйрĕ. Калама çук канлĕн çывăрчĕ çав каçхине.
Пĕтĕм юратăвĕ, ачашлăхĕ, ынатлăхĕ пĕтĕмпех Зойăна куçнине куллен туйса тăракан пулчĕ. Пĕртен те пĕр шухăш кăна пулчĕ унăн: мĕнле пулсан та Зоя вăл тӳснĕ нушана ан тӳстĕрччĕ. Пĕр çакăншăн вăл хăй мĕн тума пултарнине, тен, пултарайманнине те тăвĕ. Ним те шеллемĕ пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕшĕн.
Килти хуçалăха йĕркелесе çитерчĕ. Мăклă витене каланккă ларттарчĕ. Халĕ ĕне те унта пăрулать. Хĕлле çăвăрланă сысна çурисем те унтах рехетленсе ӳсеççĕ. Темрен тем сиксе ан тухтăр тесе витери электричество лампине калпак тăхăнтарчĕ. Çурçĕрчченех сӳнтермест ăна. Çавна пулах чăхсем те хĕлĕпех çăмарта тăваççĕ тесе шухăшлать хăй.
Ĕни сĕтлĕ унăн. Тапратнă чухне те сĕт антарать. Колхоз çулталăкĕпех сĕт пуçтарать. Укçалла та, утă-улăмла та. Силисса хапхи умнех лартать сĕт пуçтараканĕ бидонне.
Çуллен патшалăха пĕрер, тепĕр чухне икшер те сысна самăртса сутать. Сысна амине икшер хут çăвăрлаттарать. Пасара кайса чăрманмасть. Киле килсе иле-иле каяççĕ çурасене. Ял халăхĕ пĕлсе çитнĕ. Силисса пăхакан сысна çурисем илĕхсе ӳсеççĕ, чир-чĕр çулăхмасть вĕсене.
Ĕçлĕ çын вăхăт шутлине сисмест. Тин кăна ачаччĕ Зоя. Амăшĕ те курса юлаймарĕ, тем вăхăтра хĕр пĕрчи пулса та тăчĕ. Ялти шкула пĕтерчĕ те хулана каяс тесе юрлама пикенчĕ. Пĕрре те ярас килмест Силиссан. Ăçтан тытса чарайăн? Ял ачисем пурте ураланнă-ураланман хула пирки кăна шухăшлаççĕ. Хулисем те ĕнтĕ тулма пĕлмеççĕ. Такам та кирлĕ ку хуласене. Шупашкарĕ те, Канашĕ те, ыттисем те капашсăр сарăлса кайрĕç, ялти пурнăç сумлă мар халь.
— Кама вĕренес тетĕн-ха? — хăй сăмах пуçларĕ Синисса.
— Çĕвĕçе, анне.
— Лайăх, лайăх, ырлатăп шухăшна, — чунтанах каларĕ Силисса.
— Çĕвĕç таçта та кирлĕ, анне. Вĕренсе тухсан кĕпе-тум лавккаран туянма пăрахатăп, сана та пăрахтаратăп.
— Тем пекехчĕ, — терĕ те Силисса шухăша путрĕ.
Ун шухăшĕ ĕнтĕ пĕр йĕрпех çаврăнать. Арçын ача ашшĕн кун-çулне, хĕр ача амăшĕн кун-çулне ӳкерсе илет тенине илтнĕ те, Зойăна урăх кун-çул шыраттарасшăн-çке. Амăшĕнне кăна ан ӳнерлетĕрччĕ. Вара хăйĕнчен хăй тĕлĕнме тытăнать: епле чăтнă, епле тӳснĕ çав пурнăçа? Самани халь урăхланнă-ха. Мăян çулĕсем иртсе кайнă, йĕкел çулĕсене маннă. Таврăнас çуках ĕнтĕ вĕсем урăхран. Çынсен хуш курас вăхăт çитнĕ. Анчах-çке кун-çула пĕлме çук. Пĕр саланкăр утăм ăна пăсса, аркатса яма пултарать. Зоя кун-çулĕ тикĕс те тивлетлĕ килтĕр тесе вăл тем тума та хатĕр.
Виçĕ тантăшĕпе пĕрле Зоя Канаша çĕвĕçе вĕренме кайрĕ. Силисса хăйне пĕрре те пĕччен пек туймарĕ. Шăмат кунпа вырсарни кун пӳртре Зоя сасси илтĕнсе тăни ăна çырлахтарчĕ. Амăшĕн хуйхи вара хушăнсах пычĕ.
— Çĕвĕ машини туянса парам мар-и? — ыйтрĕ вăл хĕрĕнчен.
Зоя, хайхи, тытăнчĕ амăшне мĕнле те мĕнле çĕвĕ машинисем пурри, хăйсем мĕнлисемпе ĕçлени çинчен калама. Силисса аптăраса итлесе ларчĕ. Хĕрĕ калакан машинăсене вăл куçпа та курман, ял лавккинче Подольск хулинче туса кăларни кăна ларать. Ăна курнă, ăна туянакансем пулнине те пĕлет.
— Эй, унпа ан та аппалан, — терĕ хĕрĕ.
— Çĕвĕ фабрикинчи пеккисене лавккара сутмаççĕ-çке, — те хăйне, те хĕрĕ валли каларĕ Силисса.
— Сутаççĕ, — татса хучĕ Зоя.
— Хаклă пуль-ха ĕнтĕ вĕсем.
— Йӳнĕ мар. Ĕçлеме тытăнсан хамах тупса туянăп, анне, — терĕ те Зоя, амăшĕ чĕре çинчен пĕр хуйхă татăлса аннине туйса илчĕ.
Пĕр çулталăк вĕреннĕ хыççăн çĕвĕ фабрикинче ĕçлеме тытăнчĕ. Тăван ялне эрнесеренех çӳрерĕ.
Амăшĕн хĕрĕн ĕçне-пуçне, пурнăç-тăрмăшне пĕлсех тăрас килет мар-и? Кашнинчех ыйта-ыйта пĕлет. Зойăн тепĕр чухне чунĕ те тулашма тытăнать: мĕн эс пурте пĕлекен япалана ыйтса тăратăн? Çук, амăшĕ хăпмасть. Уншăн хĕрĕн пурнăçĕнчи кашни вак-тĕвек хаклă. Хаклă кăна та мар, калама çук хаклă. Вăл-çке хĕрĕ кайсан эрне тăршшĕпех илтнĕ хыпара пуç тавра çавăрать. Хĕрĕн пурнăçĕпе пурăннă пекех туять хăйне.
— Мĕн çĕлетĕр вара фабрикăра?
— Арçын труссийĕсем.
— Апла пысăкрах япала çĕлеме шанмаççĕ-ха. Çапла ĕнтĕ вăл, малтан пĕчĕкрен пуçламалла.
— Эпир кăна мар, ăсталанса çитнисем те çав ĕçех тăваççĕ. Лавккасем мĕн ыйтаççĕ, çавна çĕлетпĕр.
— Ĕçрен таврăнсан общежитире мĕн тăватăр?
— Паллă ĕнтĕ, малтан апат пĕçерсе çиетпĕр, унтан телевизор умне ларатпăр. Пĕр кинона та сиктерми пăхатпăр.
Чухлать-ха Силисса, çамрăклăх телевизор умĕнче кăна ларасшăн мар. Вăйă-кулă та кирлĕ ăна. Силисса хăй çамрăклăх хавасĕ мĕнне пĕлмерĕ. Хĕрĕн апла ан пултăрах ĕнтĕ.
Çур çул пек иртсен Зоя шăмат кунсенче те килми пулчĕ. Уйăхра, уйăх çурăра пĕрре киле-киле çапăнать. Амăшĕнчен ютшăнма та тытăннă пек туйăнчĕ Силиссана.
— Ăçта ирттерен вара шăмат кунпа вырсарни куна?
— Хĕр тантăшсем патне хăнана каятăп. Чĕнеççĕ те. Хамăн та илсе килмелле-ха.
— Илсе кил çав, илсе кил, — хапăлах пулчĕ Силисса. — Манăн та сан юлташусене курас килет.
Анчах Зоя тантăшĕсемпе мар, кĕрнек хул-çурăмлă, хаваслă пит-куçлă каччăпа пĕрле килсе кĕчĕ.
— Петрун ку. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр, — терĕ вăл айшатăн та именчĕклĕн.
Савăнма-хурланма та пĕлмерĕ Силисса. Пĕрре те кĕтменччĕ кун пеккине. Тен, çавăнпах-и темччен тăм кĕлеткен алăк патĕнче тăчĕ. Капла мар-ха, урăхла пулмаллине пĕлнĕ çĕртех вырăнтан хускалаймарĕ. Тем кӳлĕмрен тин çăвар уçрĕ.
— Иртĕр, иртĕр малалла, — терĕ те тĕпеле кĕрсе кайрĕ.
Хĕвел тухăç еннелле тăрса виçĕ хут сăхсăхрĕ, хăй кăна пĕлекен кĕлĕ сăмахĕсене шăппăн каларĕ:
— Эй, Туррăмçăм, Туррăм, хĕрĕме ман пек телейсĕр ан тусамччĕ, мана тивĕçмен телее те ăна ярса парсамччĕ...
Каласа кăна пĕтерчĕ кĕллине, тăруках хăйне икĕ хевтеллĕ çын пек туйма пуçларĕ.
— Ютшăнса ан çӳрĕр, ют килте мар, — терĕ те мĕн апат хатĕрлем-ха тесе шухăшлама тытăнчĕ.
Çамрăксем те пушă алăпа килмен иккен. Вĕсем пĕр-пĕринпе шăппăн пăшăлтатса калаçса сумкисене пушатма пикенчĕç. Пĕри пĕрне, тепри тепĕрне сĕтел çине кăлара-кăлара лартаççĕ: пулă консервисем, кăлпасси тăрăхĕсем, вафли-шоколад, хутлă канфетсем. Шурă çăкăр таранах туяннă. Сумка тĕпĕнче кĕленчесем шакăртатнине илтсен Силисса Петрунпа Зоя çине шăтарасла пăхса илчĕ: «Иккен, кусем хăна пуçтармаллах хатĕрленнĕ, пĕрлешмех шухăш тытнă-шим вара?..»
Зойăпа Петрун тем мăкăртатса илчĕç.
— Пĕрне кăна, пĕрне кăна, — кăмăлсăррăн каларĕ Петрун.
Вара Зоя сумка тĕпĕнчен пĕр кĕленче эрех кăларчĕ те сĕтел варрине пырса лартрĕ.
Унтан Петрунпа паллаштарма тытăнчĕ. Канаш каччи иккен вăл. Зоя пекех ашшĕсĕр ӳснĕ. Профтехучилище пĕтернĕ те халĕ бульдозерпа çул тунă çĕрте ĕçлет.
Çакна пĕлтернĕ хыççăн чăн-чăн мухтав юрри юрлама пуçларĕ: Петрун çапла та, Петрун капла, Петрун çапла та, Петрун капла...
Каччă хăйĕнчен хăй именсе тăчĕ.
Юрĕ-ха, лайăххи таçта тарса каймĕ, лайăххи лайăххипех юлĕ. Кам камне вăхăт кăтартса парĕ. Силиссан ку сăмаха итлес килмест. Паçăртанпах чĕлхе çинче пĕр ыйту пур. Самант тупса, сăмах майлаштарса ыйтасах килет. Зойăна та пӳлес темест. Пуçланă сăмахне каласа пĕтертĕрех. Аранах май тупăнчĕ.
— Пĕрлешмех шутланă-им вара эсир?
— Эпир çырăннă, — ним пулман пек татса каларĕ Зоя.
Ак сана... Вăрт çаврăнчĕ те Силисса тĕпеле кĕрсе кайрĕ. Ик аллипе ик пĕççине шарт çапрĕ. Ача вăййи пулмарĕ-ши ку? Кăмăл пусăрăнсах ларчĕ. Çапах та амăшĕн амăшĕ вырăнĕнчех пулмаллине аса илчĕ те тĕпелтен тухрĕ. Зоя та вăл пăлханнине сисрĕ.
— Эпир юрататпăр, анне, пĕр-пĕрне, — терĕ вăл тӳрре тухнăн.
— Юратни лайăх-ха вăл, — терĕ те сĕтел хушшине чӳрече умне кĕрсе ларчĕ. — Вырнаçăр-ха эсир те. Калаçар.
Çамрăксем итлерĕç, пĕр-пĕрне тĕрткелесе сĕтел хушшине турăш айне кĕрсе ларчĕç.
— Ăçта пурăнас тетĕр вара? — малтан Зоя çине, унтан Петрун çине пăхса илчĕ Силисса.
— Общежитире пӳлĕм пачĕç, — терĕ Зоя хаваслăн та çĕкленӳллĕн. Петрун еннелле çаврăнчĕ те сăмахне малалла тăсрĕ: — Петрун хăйсем патне илсе каясшăн пулчĕ. Ак çак пирĕнни пек пӳртре амăшĕ пĕчченех пурăнать. Çурт пушă ан тăтăр тесе çынсене хваттере ярать. Эпĕ шарт та март килĕшмерĕм. Ман хамăн йăвара пурăнас килет.
— Апла иккен, — хăй сисмесĕрех хаш та хаш сывларĕ Силисса. — Общежити ĕмĕрлĕх йăва мар-ха çав...
— Хваттер черетне тăратпăр.
— Çирĕм çул кĕтме-и?
— Çук, анне, пирĕн фабрикăра хваттер черечĕ пысăк мар. Чылай çул ĕçлекенсем пурте вырнаçса пĕтнĕ. Çамрăк çемьесем кăна юлнă.
— Туйне мĕнле тăватпăр?
Фабрикăн Хĕрлĕ кĕтесĕнче. Комсомолла туй... Парнесем хатĕрлеме тытăннă унта. Петрунпа иксĕмĕре хутшăнтармаççĕ те. Комсомол комитечĕ тăрăшать.
Зойăпа Петрун тăван-пĕтене, кӳршĕ-арша пуçтарса пĕрер каç хăналама тесе икĕ тулли сумка çĕклесе килнĕччĕ. Силисса хирĕç пулчĕ.
— Туйăра тăвăр-ха малтан. Тăвансем те, кӳршĕсем те таçта тармĕç.
Силисса Зоя килсе лартнă кĕленчене уçрĕ, ăна пĕр хушă аллинче тытса тăчĕ.
— Йăлана уяма тунă, кайса ил-ха, Зоя, черккесем, — терĕ те, куçне куççулĕ хупласа илчĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...