Аххаяс-маххаяс :: 2. Пусăра пурăнман пулă
— Пулмасть ун пекки!
— Мĕнле пурăнас тетĕн вара? Выльăх-чĕрлĕх те тытмасан юр-варне ăçтан илĕпĕр? Эп Кируш валли ним те хăвармастăп. Малтан пăрăва та пулин парăп-и тенĕччĕ. Ăна та çавăтса килетĕп. Хăй каланă пек, ун нимле пайăр та çук. Ĕнене пăруран хам ӳстернĕ, чăх-чĕпе каллех хам ĕрчетнĕ. Утти-улăмне те хамах хатĕрленĕ.
Анание сăмах витмерĕ. Вăл ĕнсе хыçма тытăнчĕ. Ĕнтĕ тĕрĕсех калать-ха мăшăрĕ, анчах такамшăн ĕçленĕ пек туйăнса тăрать. Çапах та хăма сарая тухса пăхам терĕ. Силисса та унран юлмарĕ.
Кунта çурăлман вут пуленкисемсĕр пуçне урăх нимех те пулмарĕ. Пĕр кĕтесе хăрах авăрлă каска пăчки тăратса хунă. Алăк янахĕ çумĕнче хуçăк авăрлă пуртă ныртать. Вăл тутăхма тытăннă ĕнтĕ.
— Мĕнле пурăнкаланă вара кусем? — пуç пăркаласа илчĕ Силисса. — Эп хĕрарăм пуçпа та хуçалăха юхăнтарман. Пĕли-пĕлми пулсан та, пăчкине те, пурттине те хамах хăйранă. Çурла шăллатса курман та çава туптаман. Арçынсене намăслантарас мар тенипе. Тытсан ку ĕçсене те тăваяс пек туйăнать.
— Ытлашши ан каппайлан-ха, — терĕ те Анани çурăлман пуленкесене ăçта куçарам-ха тесе пăхкалама пуçларĕ.
— Илсе тух эс вĕсене кунтан. Тасат сарая. Ĕнепе пăрушне кунта илсе килетпĕр. Кай-ха аçу патне. Карта тытма кив хăмасем те пулин çук-и? Елена Кирилловна тĕплĕ пурăнакан çын.
— Мĕн йӳтĕмпе ыйтам-ха?
— Эх, сана. Ял çынни пĕр-пĕринсĕр нихçан та пурăнман. Юрĕ, хамах кайăп. Эс ача вăраннине пăхса тăр. Вăрансан çитерме ан ман.
Урама тухсан Силисса Елена Кирилловна иртнĕ çулах лупас сиплеме ниме пуçтарнине аса илчĕ. Вăл хăй те пулăшма пĕр кун кайнăччĕ. Тĕлне пĕлсех çӳреместĕп-и-ха тесе шухăшларĕ те хастарланчĕ. Ăна Елена Кирилловна хăй кĕтсе илчĕ. Мĕскĕнленсе калаçмарĕ Силисса. Пурнăçне ылханмарĕ. Кируша ятламарĕ. Тӳрех хăй мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлтерчĕ.
— Пĕлетĕп ĕнтĕ Аляк камне, — терĕ те Елена Кирилловна Аркаша чĕнсе илчĕ.
Лешĕ лупас айĕнче чăх картине тасатма тытăннăччĕ. Пилĕкне йӳле янă, пуçне пилотка тăхăннă Аркаш хĕрарăмсем патне пычĕ.
— Кивĕ хăмасемпе вĕрлĕксене лупас хыçне купаласа хунăччĕ, çавсемпе карта тытса парар Силиссана. Ун ĕне хупма та вырăн çук.
Тĕттĕмленсен, чăхсем каштана ларсан, Силисса ашшĕ килне кайрĕ. Кунта мĕн-мĕн пуррине, ăçта мĕн выртнине-тăнине вăл Кирушран лайăхрах пĕлет. Кĕлетрен пысăк кунтăк илсе тухрĕ те чăх витине кĕчĕ.
Мĕн тăватăн тесе те ыйтса тăмарĕ Кируш. Вăл ĕнтĕ ашшĕ килĕ-çурчĕ пĕтĕмпех ăна тивĕçнипех çырлахнă пулас. Картиш пушанса юлнăшăн кулянмарĕ.
Çĕнĕ йăва çавăрма шутларĕ Силисса. Вăл пĕлчĕ, ăнланчĕ — çын пурлăхĕ, пысăк-и вăл, пĕчĕк-и, пур-пĕрех çыннăн. Анание канăç пами пулчĕ.
— Çине тăрсан пилĕк çулта çĕнĕ çурт лартма та пу-лать, — терĕ çине-çинех Силисса.
— Мĕн тума? Çынсем пурте е хулана тараççĕ, е вербовкăпа Çĕпĕре каяççĕ.
— Çын сиккине сикекен мĕн курнине пĕлместнем вара?
— Çынран юличчен муртан юл тенине илтмен-им? — хăйĕннех печĕ Анани.
Хула тесен те, вербовка тесен те сехри хăпать Силиссан. Хăйне çуратнă ашшĕпе амăшĕ, пăхса ӳстернĕ ашшĕпе амăшĕ умĕнче калама çук пысăк парăм пур пек туйăнса тăчĕ. Çав парăмран тарса кайма юрамастех тесе шутларĕ. Ăна, çав парăма, ялта пурăнса кăна татма пулассăн туйăнчĕ. Халь тин ялта та пурнăç майлашăнса пырать. Ĕç укçи пама тытăнчĕç, ĕç кунĕ çырма пăрахрĕç. Ĕçлеме ӳркенмесен ялта та начар мар пурăнаççĕ. Силисса пĕлекенсемех темиçен ĕнтĕ çĕнĕ çурт лартма, машина туянма укçа пуçтараççĕ. Каппайланса çӳремеççĕ-ха вĕсем, пит пĕлес текене те шахвăртса кăна хуравлаççĕ. Камăн мĕн ĕç пур çын укçи çумĕнче?
Татăлми шухăшлать Силисса. Çĕр варринче вăранса кайсах шухăшлать. Епле те пулсан, епле те пулсан çĕн йăва çавăрмаллах. Пурнăç пăрнăçне никам та пĕлсе пĕтереймĕ. Анани каланă пек, Аляк килĕ те кĕрĕ. Вара урама тухса пурăнасси кăна юлать. Пурнăç майлашăнсах кайсан пĕр Зойăна пăхса ӳстернипе кăна та çырлахас килмĕ. Амăшĕшĕн пĕр ача та ытлашши пулман. Ывăл ача та пиелесе курас килĕ.
* * *
Силисса сăнанă тăрăх, ялта ĕмĕр ĕмĕрлекенсем те ялти ĕçе хăнăхмасăрах çĕре кĕреççĕ. Ун пеккисем арçынсем хушшинче йышлăрах пек туйăнать. Теприсем утă çулма та, пăчкă туртма та пĕлмеççĕ. Çавсен йышĕнчен мар-ши Анани те тесе шухăшлать вара. Ĕрлесе тăмасан хăй тĕллĕн выльăх апатлама та тавçăраймасть, хăй тĕллĕн пĕр ĕç те тытса тумасть.
Ачаран хăнăхмасан çитĕнсен ĕç патне алă пымасть пулĕ çав. Силисса хăй ĕçĕн йĕппи пуррине мĕн пĕчĕкренех пĕлет те Анани юлхавланнине чăтма пултараймасть. Çавăнпах ĕнтĕ кунсерен урлă-пирлĕ калаçу сике-сике тухать.
— Ача пек ан пул-ха эс, кил хуçи пек пул, — тет вара Силисса.
Хăш чухне мăртлатса илнипех çырлахать Анани, тепĕр чухне хĕремесленме пăхать. Пĕринче те сăмахĕ питмест хăйĕн, Силиссан тавăрса каламалли тупăнсах тăрать.
— Тарçăпа калаçнă пекех калаçатăн эс манпа, — терĕ пĕринче Анани. — Эп сан патна тарçа кĕрĕшмен.
— Тата мĕн шухăшласа кăларатăн? — тарăхсах кайрĕ Силисса. — Сан мана вĕрентсе пымалла, сан килте мĕн пурри-çуккине пĕлсе тăмалла, сан мĕнпур йывăр ĕçе тумалла. Çавăнпа арçын эс.
Тӳссе тăраймарĕ Анани, пӳртрен таплаттарса тухса кайрĕ. Çав кун каçалапа кăна çаврăнса кйлчĕ. Вил ӳсĕр. Ура çинче аран-аран тăрать. Пӳрте кĕрсен алăк та хупаймарĕ, тӳрех урайне тăсăлса ӳкрĕ. Силиссан пĕрре те шеллес килмерĕ ăна. Хăй нушине хăй шыранă, хăех тупнă тесе шухăшларĕ те упăшкин пуçĕ айне минтер те хурса памарĕ, вырăн çине куçса вырт тесе те лăска-марĕ. Пĕр авăк хускалмиех выртнă хыççăн Анани енчен еннелле çаврăнкалама пуçларĕ, ӳсĕр сасăпа тем мăкăртатрĕ, ахлатрĕ, кăхлатрĕ. Месерле çаврăнса выртрĕ те пĕрре те ӳсĕр сасăпа мар, уççăн та Силисса илтсе ăнланмалла каласа хучĕ:
— Пусăра пулă пурăнмасть...
Иккĕмĕш хут илтет ăна Силисса, вăл мĕне пĕлтернине ăнланас тесе пуç ватать, анчах ним те тĕшмĕртеймест. Пусă чавакансемпе пусă тасатакансен хăйсен каларăшĕсем пур пулĕ тесе шухăшлать те лăпланать.
Анани никама ним каламасăр таçта кая-кая çухалакан пулчĕ. Кашнинче тенĕ пекех хĕрĕнкĕ таврăнать. Йăлăхтарсах çитерчĕ ку Силиссана.
— Сан, мĕн, çемйӳ çук-и? Мĕн янккаса çӳретĕн ял тăрăх? Тепри сан вырăнта пулсан алăран пуртăпа мăлатук ярас çук. Мĕн чухлĕ питĕрмелли шăтăк-çурăк! Кама шанатăн? Кам тытса тăвасса кĕтетĕн? Халь те эс тăвас ĕçĕн çуррине хам туса тăратăп.
Анани ним те чĕнмерĕ. Ку пушшех те тулаштарчĕ Силиссана. Вăл ĕнтĕ вĕçерĕнсе каяс патнех çитрĕ. Çапах та упăшкин куçĕнче темле мĕскĕнлĕх, темле асап пур пек туйăнчĕ те, вăл сассине çемçетрĕ.
— Ача ашшĕ эсĕ. Çавна та манса пурăнатăн, — теме пултарчĕ çеç.
Арлă-арăмлă пурнăçра вĕçсĕрех çакнашкал калаçу пулмалла маррине иккĕшĕ те аван ăнланчĕç. Тепĕр чухне калас сăмаха та çăтса ямаллине иккĕшĕ те пĕлчĕç. Тен, çавăнпах пулĕ Силисса пăрăнса кайма васкарĕ, Анани кăмака çумĕнчи сак çине тĕршĕнчĕ те пĕр хăйне кăна кирлĕ шухăша сĕвемлерĕ. Çав кун иккĕшĕ те пĕр-пĕрне сăмах чĕнмерĕç. Каç енне Анани каллех таçта кайса çухалчĕ. Час таврăнмарĕ. Каллех хĕрĕнкĕ килсе кĕчĕ.
— Йăлăхтарсах çитерчĕ ку пурнăç, — калаçрĕ вĕçрен Силисса.
Килти урлă-пирлĕ калаçăва ял çине кăларас мар тенипе Силисса пĕлĕш-тăванне те ним пĕлтермерĕ. Анани те янрашса çӳремерĕ.
Тем шырама тытăнсан Силиссан кравать айне пĕшкĕнсе пăхмалла пулчĕ. Урай шăлнă-çунă чухне кашнинчех чăрмантаратчĕ кунта выртакан вăрăм кунчаллă резина атă. Хальхинче курăнмарĕ. Вăл хăй ăна ниçта та куçарса хуман. Теме сиссе чун çӳçенсе илчĕ. Пӳртре каллĕ те маллĕ кумма пикенчĕ хĕрарăм. Йăрхахра Ананин кĕске аркăллă кĕрĕкĕ курăнмарĕ.
— Япала сутса ĕçме тытăнман-и ку? — хăйпе хăй каласрĕ Силисса.
Алăкăн-тĕпелĕн каллĕ-маллĕ çӳресе вăл Анани япалисене пăхкаларĕ. Сухал хырмалли хатĕрĕсем те пулин курăнмарĕç.
Тепĕр кун ирхи апат хушшинче Анани канăçсăрланнине Силисса тӳрех асăрхарĕ.
— Мĕн пулнă сана? — лăпкăн ыйтрĕ вăл.
— Вăтаел ачисемпе пусă тасатма каятпăр, — терĕ те куçĕсене вылятса илчĕ.
Куçĕсем Силисса çине мар, таçталла пăхрĕç, лутра маччаллă, хура пĕренесемлĕ, шуратман кăмакаллă çак пӳрт ăш-чикне урăх курас марччĕ тенĕнех вĕсем пӳртре тем çутă япала шырарĕç. Тупаймарĕç.
— Нумайлăха каятна вара?
— Халех калаймастăп-ха. Миçе пусă тасатмаллине те пĕлместĕп.
— Укçан тӳлеççĕ-и вара?
— Эпĕ калаçман çав. Вăтаел ачисем калаçнă.
— Хăш яла каятăр?
— Ăна та ыррăн пĕлместĕп.
Яшт сиксе тăчĕ Анани. Такам хăвалать тейĕн, такам васкатать тейĕн. Пиншакне те тăхăнса тăмарĕ, ăна алла илчĕ те чупнă пекех тухса кайрĕ пӳртрен.
— Ним те манса хăвармарăна? — кăшкăрса юлчĕ Синисса.
Анани ăна илтмерĕ. Илтес килмерĕ. Карта калинккипе хупрĕ, çаклатрĕ, унтан тарăннăн сывласа илчĕ те анаталла ярăнтарчĕ. Каялла çаврăнса пăхмасăр, çĕр çумне лăпчăнсах ларнă пӳрт енне çаврăнса пăхмасăр.
Уйăх кĕтрĕ Силисса Анани таврăнасса. Кĕтсе илеймерĕ. Икĕ уйăх кĕтрĕ. Лешĕ çаплах килсе çакланмарĕ. Пӳртре Ананин пĕр япали те çуккине тепĕр хут курса ĕненчĕ те Силисса хăйне хăй каласа хучĕ:
— Пусă тасатма каймарĕ-ха ку. Суйрĕ. Суяпа таçтах çитеймĕн-ха. Суеçсене пурнăç хăй тавăраканччĕ.
Пусăра пулă пурăнмасть тени мĕне пĕлтернине тинех тавçăрса илнĕн туйăнчĕ.
— Пусăра пурăнас килмесен чавмаллаччĕ кӳлĕ. Арçын эсĕ. Сан вăй пулмалла, хевтелĕх пулмалла, — терĕ вăл çăвар туллин.
Анчах ăна итлекен пулмарĕ.
Анани тухса кайни çулталăк иртсен Зойăна çавăтса лавккана кайрĕ. Хĕрĕ ăна илсе пар, çавна туянса пар тесе пĕрре те анратмасть. Амăшĕн хăйĕн тавçăрма тивет. Мĕн кирлĕ пеккине туянчĕ те хĕрне алăран тытса лавккаран тухрĕ. Тем вăхăтра ун патне хăйĕнпе пĕр çулсенчи хĕрарăм пырса тăчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн? — ыйтрĕ тӳрех.
Санăн мĕн ĕç пур тесе хурасах килчĕ Силиссан, анчах пĕр палламан хĕрарăма кӳрентерес темерĕ. Чăр-р-р пăхрĕ вăл ун çине.
— Эп, мĕн-ха, вăтаелсем пулатăп. Анание лайăх пĕлетĕп те. Çавăнпа кăна.
Палламан хĕрарăм сывлăш çавăрам тенĕ пек хăшăлтатса илчĕ те малалла калаçрĕ.
— Вĕсен йăхĕ çавăн пек. Аркашăн виçĕ ывăл. Виççĕшне те киле кĕртрĕ. Хĕрарăм ĕнси çинче ларма юратакансем пурте. Ашшĕ пулса Аркаш пĕр ывăлне те çурт уйăрса кăлармарĕ, халал выльăхĕ парса çĕнĕ пурнăç пуçлама хавхалантармарĕ. Тăваттăнтан Наçтуç аппа ĕнси çинче ларчĕç. Лешĕ, мĕскĕн, чăтса çитереймерĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Вăл вилсен Аркашĕ хăй те киле кайса кĕчĕ. Тĕпленсе пурăнакан хĕрарăм тупнă теççĕ.
Ăс тăрăлса килнĕ пек туйăнчĕ Силиссана. Чăннинех калать-çке ку палламан хĕрарăм. Ак мĕнлерех иккен вĕсем, пусăра пурăнман пулăсем.
— Мĕн валли каласа паратăн мана Аркаш ывăлĕсем çинчен?
— Мĕн валли-и? Пĕлме. Эпĕ хам та пĕччен хĕрарăм. Анание ман патăма киле кĕртесшĕнччĕ. Наçтуç аппа асапне хам курса тăнă та патне ямарăм. Сан патăнтан тарса кайсан та тепре пычĕ. Алăк та уçса кĕртмерĕм. Халĕ Шупашкарта хваттерлĕ хĕрарăм тупнă терĕç. Пи-тех те савăннă тет. Хамăр ялсем курса калаçнă та унпа, хĕвелтен те çутăрах çиçсе тăрать тет.
— Ма вара сан патна пырасшăн-ха вăл?
— Ма-и? Ман çурт-йĕр, ай-уй кăна, тĕплĕ. Ман ĕмĕре çитет. Аттерен юлнă. Ĕçчен çын пулнă ман атте. Ăна сая ярас мар тенипе ĕнтĕ Шупашкарта вырнаçнăскер каялла яла куçса килтĕм. Пĕрре те ӳкĕнместĕп.
— Апла иккен, — терĕ те Силисса хăй сисмесĕрех пуçне усрĕ.
Упăн палламан хĕрарăмпа урăхран калаçса тăрас килмерĕ. Лешĕ, сăмах ваклама юратаканскер, Силисса утса кайсан та калаçсах юлчĕ.
* * *
Яла таврăнсан çур çул ытла Кирушпа Эльвира ниçта та ĕçе вырнаçмарĕç. Çĕнĕ çĕртен кӳрсе килнĕ укçа-тенĕпе пурлăх вĕсене çырлахтарчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх те туянмарĕç. Хăнаран хăнана çӳрерĕç, хăна çине хăна чĕнсех тăчĕç.
Çĕнĕ çул умĕн колхоз правленине кайса килес терĕ Кируш. Мĕн ĕç тума пĕлетĕн тесе ыйтса тăмарĕç унран. Мехпарк мастерскойне ĕçе тухма сĕнчĕç.
Силисса астăвассах мастерскойра пусăрăнса ĕçлекен пĕр ăста та пулман. Пĕри те нумай тытăнса тăраймасть. Е вăрăпа тытăнаççĕ, е ĕçке ерсе каяççĕ. Кируш та çуркуннеччен кăна çӳрекелерĕ. Хатĕр пайсене сута-сута ĕçме пуçланине сиссен председатель ăна та хӳтерсе кăларса ячĕ.
Канаш элеваторĕнчен кӳрсе килнĕ тулла сутма тытăнчĕс. Эльвира килтен киле çӳрерĕ тула сĕнсе. Туянас текенсемех пулмарĕç. Колхозран та кирлĕ чухлех параççĕ. Тахăшĕ Кируша çав тулла çуртарса çăнăх авăрттарма сĕннĕ. Унашкал арман таçта мар, Чăмăшлăрах пур. Силисса Эльвирăна килте çăкăр пĕçерме вĕрентрĕ. Çăкăр пулсан çын выçă мар вара. Пĕчĕк Эльвирăна валли тесе Силисса сĕт-çу, юр-вар парса тăчĕ. Ĕнтĕ колхоз та уйрăм çынсенчен укçалла сĕт туянса тăрать. Шеллемерĕ ачашăн тесе Силисса.
Вăл çĕнĕ пӳрт лартапах тесе Анани тухса кайичченех укçа пуçтарма тытăннă. Кашни пусне тенĕ пек асра тытать. Хăйĕн хĕрĕ тесе те кирлĕ-кирлĕ маршăн укçа тăккаламасть.
Пилĕк çул çапла йытăллă-мачăллă пурăнкаларĕ Кируш тăван ялĕнче. Пурнăçне ниепле те йĕркелесе яраймарĕ. Ниçта та пусăрăнса ĕçлеймерĕ. Пĕр шанчăкран тухнă çынна председатель те ĕç сĕнмерĕ. Темиçе арçынпа район центрне «Сельхозтехника» мастерскойне ĕçлеме çӳрекелерĕ. Унта та тĕпленеймерĕ.
Çемьене усрамалла. Пурте çиме те, ĕçме те ыйтаççĕ. Вара колхоз ферминчен сысна çурисем вăрлама тытăнать. Пĕр-икĕ хутчен те Хурамал пасарне кайса сутаять вĕсене. Виççĕмĕшĕнче хуралçă тĕлне пулать. Суд умне тăмалла чухне шăпах яла вербовщиксем килеççĕ. Тӳрех çырăнать Кируш. Ял çине Кируш çурт сутасшăн тенĕ хыпар тухрĕ. Ентĕ çур ял пушă çурт ларать те, камах туянтăр?
Кируш çурт сутасшăн тенине пĕлсен çĕрĕпе куç хупаймарĕ Силисса. Тĕпсакайĕнче виçĕ кĕленче савăтра пытарса усракан укçине илсе тухрĕ, чӳрече каррисене туртса антарчĕ, çутă çутрĕ те урайне вырнаçса ларчĕ. Укçа шутлама пуçларĕ. Аллисем чĕтренипе малтанах хут укçасене мар, ваккисене шутларĕ. Вĕсене суйла-суйла темиçе купана хучĕ. Унтан тин хуттисене тытрĕ. Темччен-темччен ларнă хыççăн пуçне кăлт каçăртрĕ те шухăша кайрĕ. Виçĕ пине темиçе тенкĕ çитеймест. Мĕн хак ыйтĕ-ши Кируш? Тем чухлех ыйтас çук. Хăпăл-хапăл туянас текен вăл пурпĕрех тупаймасть.
Ирхине кĕтӳ янă-яман Кируш патне васкарĕ. Лешĕ вырăн çинчен те тăманччĕ. Шаккаса вăратма тиврĕ.
— Çурт сутасшăн тенине илтрĕм, — терĕ Силисса.
— Каяс тетпĕр Çĕпĕре. Кунта пурнăç çук, — терĕ Кируш.
— Мĕн хак ыйтатăн?
— Мĕн хакĕ пултăр ĕнтĕ? Çур ял пуш пӳрт ларать.
— Виçĕ пин паратăп, — терĕ Силисса Кируш еннелле тĕмсĕлсе.
— Çырлахтарать, — тавăрчĕ лешĕ.
Апла пулсан ĕç кунĕ пуçланнă-пуçланман ял советне каяр. Унта сан ятна хураттарса хамăнне çыртарсах илсе юлатăп. Саккунлă пултăр. Кайăпăр, — килĕшрĕ Кируш.
Силиссан çунат хушăнчĕ тейĕн. Утса мар, вĕçсе килне таврăнчĕ, малтанах шутласа ал тутрипе çыхса хунă укçана илчĕ, ăна ниçта хума пĕлмесĕр пĕр хушă асапланнă хыççăн укçа тĕркине саппун умне чикрĕ те васкаса килсе кĕнĕ пек васкаса тухса кайрĕ. Пĕлчĕ-ха, кантурта ĕç пуçланасса та, Кируш тăрса тумланасса та пайтах кĕтмелле. Ку хăратмарĕ ăна. Вăл ашшĕ килĕ умĕнче ĕмĕрĕпе çӳреме те хатĕр. Кунта ачалăхĕ иртнĕ унăн. Кунтах пурнăç çулĕ çине тухнă, кунтах пĕртен-пĕр хĕрне çуратнă. Çĕнĕрен çак йăвана таврăнас хавас ăна патварлатрĕ, чĕм хавалне хăпартса ячĕ. Тивлетлĕн каллĕ-маллĕ уткаласа çӳреме пикенчĕ. Утти çăмăл хăйĕн. Аллисене хастаррăн сулла-сулла илет. Вĕсем хăйсемех çĕклене-çĕклене каяççĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...