Шурă акăш çулĕ :: Ăмăрткайăк, акăш тата барс
1
Курултай суйласа уйăрнă ушкăн çула мăн кăрлач сиввисемпе кĕçĕн кăрлач тăманĕсем иртсен тухрĕ. Çулçӳреве çав тери тĕплĕн хатĕрленчĕç. Ара, Çĕрпӳ-Пулат çулла Хусана хуçи йыхравланипе çитсе килнĕ, Мускава вара чĕнмен хăна пулса каять. Çавăнпа чи пирвай чаплă парнесем хатĕрлерĕç. Юр ларса кăчăр сивĕсем пуçлансан — çак тĕлелле шăпах ĕнтĕ тискер кайăксем якалса çитеççĕ — чи пултаруллă сунарçăсем кăш, сăсар тирĕсем нумай пухрĕç. Çав хушăра хĕрарăмсем çулçӳревçĕсем валли пăсăлман апат хатĕрлерĕç: шăрттан турĕç, пăши какайĕ пĕçерсе типĕтрĕç, чир-чĕртен упранмашкăн упа çăвĕ шăратрĕç.
Çула Çĕрпӳ-Пулатпа унăн икĕ тарçисĕр пуçне курултайра суйланă пилĕк çын, вырăсла тата мăкшăлла пĕлекен икĕ тăлмач, вунă çынран тăракан хурал ушкăнĕ тухрĕç. Кашнин икшер лаша: пĕрне хуçи утланнă, теприн çине апат-çимĕç, парнесем тата çул çинче кирлĕ ăпăр-тапăр тиенĕ. Чăваш ханĕ Мускава Кăрмăшпа Чулхула урлă мар, мăкшăсен Алатур ялĕнчен пуçласа вырăссен Мурăмпа Владимир хулисем урлă каяс терĕ. Пĕр енчен, вăл хăй вырăссен тĕп хулине çӳренине Чулхула вайпутне систересшĕн пулмарĕ. Ара, лешĕ мĕн пĕлнине хăйĕн тусне Шупашкар мăрсине каласа паратех, Шупашкара çитнĕ хыпар вара Хусана та лекетех. Хыпарĕ тутарсене тарăхтарма пултарать. Тепĕр енчен, хĕлле пăрланса юрпа витĕннĕ юханшывсемпе юланутпа çӳремешкĕн самай лайăх лаша таканĕсене пĕлсе суйламалла кăна. Çавна май мăкшăсем пурăнакан тăрăхра юхса выртакан Улатăрпа Мокша, унтан вырăссен Ока юханшывĕсемпе Мурăм хулине çитмешкĕн меллĕ. Мурăмран Владимира, унтан Мускава тăсăлакан çул вара такăр пулма кирлĕ, ма тесессĕн ку хуласем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççех.
Çитĕннисем темле те, Питтăпай çул тăршшĕпех тавралăха сăнаса пычĕ. Мăкшăсем патне çитсен вăл ют халăх çыннисен калаçăвне çав тери кăсăкланса юплерĕ, çапах тем пек тăрăшсан та нимĕн ăнланаймарĕ. Алатур мăкшăсем чăвашсене çĕр каçма хурал пӳртне вырнаçтарчĕç. Çывăрма выртиччен лайăх кăна хăналарĕç. Питтăпая уйрăмах пăшăхланă хур какайĕ кăмăла кайрĕ. Мăкшăсем ăна кăмакара мар, кăвайт çинче хатĕрлеççĕ. Пирвай кайăк ăш-чикне тасатаççĕ, ӳпке-пĕвер таврашне тулă кĕрпипе, туранă кишĕр-суханпа хутăштарса каялла чикеççĕ, вара кайăка тĕкĕ-мĕнĕпех тăмпа лайăх кăна шăлса хуплаççĕ те вутта пăрахаççĕ. Вăхăт çитсен тăм чăмаккине вучахран калараççĕ те çӳле çĕклесе лач! пăрахаççĕ. Хайхи чăмакка кăмпăлт çурăлса каять. Тĕкĕсем тăмпа пĕрле хăпăнса пĕтнĕрен хур тушки тап-таса. Пĕтĕр кăна вара техĕмлĕ пăшăх какая çăвар тулли... Хуçасем чăвашсене вырăссен çутă эрехĕпе те хăналарĕç. Хусан ханлăхне пăхăнса пурăнаççĕ пулин те мăкшăсем ытларах кӳршĕри вырăссен йăли-йĕркине кăмăлларах параççĕ-мĕн, çавăнпа эрехе те тиркемеççĕ. Чăвашсем ку тĕлешпе вĕсемпе тупăшмарĕç те-ха, çапах темиçешер çăвар сыпа-сыпа пăхрĕç-пăхрĕçех. Хайхискер хуçасен те, хăнасен те чĕлхисем салтăнсах кайрĕç. Эх калаçрĕç вара, хăш-пĕр самантра вĕсене талмач та кирлĕ пулмарĕ. Ара, мĕн куçармалли унта. «Араç, араç», — килĕшсе пуç сулать мăкшă чăваш каланине тăнланă мăй. «Çапла, караç лайăх пулă», — хуравлать ăна чăваш. «Мĕнле ăслă çынсемпе çӳреме тĕл килчĕ мана, — аванмарланчĕ Питтăпай, — пурте темиçешер чăлхе пĕлеççĕ. Эпĕ çех тăмсайла нимĕн ăнланмасăр ларатăп».
Çав çутă эрех чĕлхене самаях салтать иккен, чаракран та ирттерсе ярать. Чăвашсем калас мар тенĕ çĕртенех мăкшăсене хăйсем ăçталла çул тытнине пĕлтерчĕç, мĕн тĕллевпе çӳренине çеç уçса памарĕç. Тепĕр тесен, ку хыпар хуçасене вуçех те тĕлĕнтермерĕ. Тĕллевне те вĕсем хăйсене майлă ăнланчĕç.
— Эпир хамăр та Мускава элчĕ ушкăнĕ ямалла мар-ши тесе шухăшлакалатпăр, — терĕ ял пуçĕ Çĕрпӳ-Пулата. — Пĕлетĕн-и, хан, Мускав престолне Виççĕмĕш Иван ларсан унăн княжестви калама çук вăйланса кайрĕ. Халĕ вăл княжество та мар ĕнтĕ, вырăс патшалăхĕ шутланать. Виççĕмĕш Иван хăй те текех Аслă кнеç мар, пĕтĕм Раççей патши. Пирĕнпе çумăн пурăнакан ирçесем авă хăйсемех вырăс патшалăхне пăхăнса пурăнма йышăнчĕç... Мĕн вара? Виççĕмĕш Иван тутар-монголсене хырçă-марçă тӳлеме пăрахсан пĕтĕм вырăс халăхĕ çăмăлрах сывласа ячĕ, — хавхалансах малалла ăнлантарчĕ Алатур пуçĕ. — Эпир вĕсемпе кунта суту-илӳ енĕпе çыхăну тытатпăр та пĕтĕмпех курса тăратпăр. Пирĕн вара халĕ те тутарсене ясак тӳлеме тивет. Çулсерен нумайрах та нумайрах. Тутар бекĕсемпе мăрсисен тăранми хырăмĕсем сарăлсах пыраççĕ.
Çапла çул çинче унта та кунта çĕр каçма чарăнкаланă май ку тăрăхри халăх Мускав вăйне çав тери хисеплени уççăнах палăрчĕ. Ара, ĕлĕкрех вырăссем хăйсем те кашни княжество тĕллĕн уйрăм пурăннă тет те, халĕ, Ылтăн Урта хĕскĕчĕнчен тухнă хыççăн, пĕр чăмăра чăмăртаннинчен ырри çуккине ăнланса илнĕ курăнать.
Акă тинех умра кĕтнĕ Мускав курăнса кайрĕ. Тепĕр тесен, вăл пысăк та хăватлă хула пулни аякранах сисĕне пуçларĕ. Çулсем тăрăх унталла та, кунталла та халăх хĕвĕшет. Нумайăшĕ юланутпа. Тата çуна çине лартнă кибитка чылай. Хăшне-хăшне йĕс çапсах эрешлесе пĕтернĕ, турта хушшине те пар лаша е виççĕ таранах тăратнă. Ахăртне, унашкал кибиткăсемпе пуян çынсем çӳреççĕ. Акă тата чăвашсенчен тĕлĕнмелле ушкăн иртсе кайрĕ. Умĕнче юланутçă, хăй пырĕ типесле вĕçĕмсĕр кăшкăрать: «По-сторонись! По-сторонись!» Юланутçă хыççăн ултă лаша кӳлнĕ тĕлĕнмелле кибитка пырать. Пысăк хăй, хупă, кантăклă алăксемпех. Калама çук илемлĕ тата, ылтăнпах эрешлесе тухнă пулмалла. Çакна курсан ку лава кибитка тесе те калас килмест. Ямшăкĕ малта, çӳллĕ ларкăч çинче лашисене ниме-мĕне пăхмасăр хăвалать кăна. Чăвашсен ушкăнĕ çав лавран аран пăрăнса ĕлкĕрчĕ. Ĕлкĕреймен пулсан-и! Çавăнтах тытăçу пуçланма пултаратчĕ. тем. Ара, лав хыççăн çарăçсен пысăк ушкăнĕ вĕçтерсе пыратчĕ. Хăйсем хĕçсемпе тата темĕнле кĕпçесемпе. «Пищальсем пулмалла», — тавçăрса илчĕ Çĕрпӳ-Пупат. Çавна май вăл çулпа çӳрекен юланутçăсем хушшинче те çавнашкал çарăçсем чылай иккенне асăрхарĕ. Хусан çывăхĕнче те, Хусанĕнче те вăл кунашкаллине курман.
Хула хĕрринче чăвашсене хĕç-пăшаллă çынсем чарса тăратрĕç.
— Камсем эсир, ăçта, кам патне килетĕр? — ыйтрĕ вĕсенчен асли.
Тăлмачă çарăçсене хăйсем чăвашсем иккенне, май килсен вырăссен аслă кнеçĕпех тĕл пулма шутланине ăнлантарса пачĕ.
— Чăвашсем? — кăтăрт-кăтăрт хыçкаларĕ ĕнсине çарăçсен асли, унтан юлташĕсенчен ыйтрĕ: — Камсем вĕсем — чăвашсем?
Лешсем нимĕн калама аптраса хул пуççисене сиктеркелесе илчĕç.
— Черемиссем пуль, — терĕ вара иккĕленерех пĕри.
Ăна итлесе çарăçсен асли Çĕрпӳ-Пулатран — вăл ку ушкăнта асли иккенне тумтирне кура тавçăрса илчĕ пулмалла — ыйтрĕ:
— Чăвашсем вĕсем камсем, черемиссем-и?
Халĕ ĕнтĕ Çĕрпӳ-Пулат аптрарĕ.
— Черемиссем вĕсем камсем? — ыйтрĕ вăл хăйĕн çыннисенчен. Чăвашсем вырăс çарăçĕсем евĕрлех хул пуççисене сиктеркелерĕç.
— Мĕн тăвăпăр? — канашларĕ çарăçсен асли юлташĕсемпе. — Хĕçсемпе-ха тата хăйсем.
— Кавказран пуль вĕсем, — терĕ вара çарăçсенчен çулĕпе аслăраххи. — Сăрт-ту çыннисен хĕçсĕр çӳреме юрамасть, ăна туртса илес текенсемпе вĕсем вилеслех çапăçаççĕ теççĕ. Арçын ятне яни пулать тет çакă.
— Çапла пулĕ те-ха, государь патне хĕçлĕ çынсене епле ирттерсе ярăпăр?
— Темех мар, — лăплантарчĕ леш аслăрах çарăçĕ. — Государĕн хăйĕн хурал пур, вĕсем татса паччăр ку ыйтăва. Элчĕ таврашĕсемпе хула хĕрринче тытăçса кайсан кайран тем патне çитсе тухăн. Темĕнле хыпарпа çӳреççĕ-ха вĕсем...
Çапла хула хуралĕсем чăвашсене чиперех ирттерсе ячĕç, Виççĕмĕш Иван государь патне епле çитмеллине те ăнлантарчĕç. Вăл Кремльте (вырăссем хула карманне çаппа калаççĕ иккен) пурăнать-мĕн. Кремлĕ вара Пожар ятлă тӳртум çумĕнче вырнаçнă.
Çынсенчен çул ыйта-ыйта кукăр-макăр урамсемпе çаврăнкаласан-çаврăнкаласан чăвашсем Пожар тӳртумне çитрĕç-çитрĕçех. Умра çӳллĕ хӳнь курăнса кайрĕ. Тĕлĕнмелле! Вăл хĕп-хĕрлĕ тĕслĕ. Чулĕсем тăрăхла тăваткал, пурте пĕр калăпăшлă. Хӳнĕ таçтан аяларах вырăнтан тăсăлса хăпарать те сулахайра чылайран тин куçран çухалать. Ăна пăхсан Мускав карманĕ Хусанăннинчен пысăкрах пек туйăнать. Хапхисем, Хусанти пекех, темиçе. Виççĕмĕш Иван патне лекес тесен хăшĕнчен кĕмелле-ши?
Вăхăт вара кăнтăрла урлă тахçанах каçнă ĕнтĕ. Çавăнпа Çĕрпӳ-Пулат хăйĕн çыннисене пирвай апата чарăнма хушрĕ. Тӳртумăн пĕр кĕтесĕнче, каллех хĕрлĕ чулран тĕлĕнтермĕш хурăмлă çурт тунă çĕрте чарăнчĕç те хăма-кашта шаршанĕсем çине вырнаçрĕç, пĕтресенчен типĕтнĕ какайпа пашалу кăларса çырткаларĕç. Апат хыççăн шыв ĕçесси те пулмарĕ: унталла та кунталла пăхкаларĕç чăвашсем, анчах пусă ниçта та курмарĕç.
— Хисеплĕ хан, халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Ăçта кайсан лайăхрах-ши? — ыйтрĕ вырăсла пĕлекен тăлмач. — Хамăр çырткаларăмăр-ха, утсене мĕн çитерĕпĕр?
Çĕрпӳ-Пулат хуравлама та ĕлкĕреймерĕ, вĕсем патне хĕç-пăшаллă темиçе çарăç пырса çитрĕç.
— Камсем эсир, мĕн тăватăр кунта? — ыйтрĕ вĕсен аслийĕ.
Хăй вырăсла пĕлес тĕк Çĕрпӳ-Пулат ку çын вырăсла тасах пуплешменнине сиснĕ пулĕччĕ, анчах çакна тăлмачă та, хăй те ют чĕлхепе тасах калаçайманскер, асăрхаймарĕ.
— Эпир — Виççĕмĕш Иван патне килнĕ чăваш ханĕпе элчĕсем, — ăнлантарчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Мускава тин çеç çитрĕмĕр те çул çинчен пăртак апатланас терĕмĕр.
— Чăваш ханĕ? — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçкаларĕ çарăçсен асли. Çавăнтах хăй чăвашсем камсем иккенне аван пĕлнине палăртрĕ: — Эсир, чăвашсем, Хусан ханлăхне пăхăнса пурăнмастăр-им вара? Пăхăнатăр тăк сирĕн хăвăрăн хан пулма пултараймасть, ами.
— Çапла, Хусан ханлăхне кĕрекен чăвашсем те пур. Вĕсен унта хăйсен тăрăхĕ. Эпир вара Чăваш улусĕнче уйрăммăн пурăнаканнисем, — ăнлантарчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Ырă çыннăм, пирĕн Виççĕмĕш Иван ĕмпӳпе тĕл пулса калаçмалла. Ăçта курма пулать-ши ăна?
— Мĕн пирки калаçасшăн эсир унпа? — кăсăкланчĕ çарăç.
— Кăна эпĕ Виççĕмĕш Ивана хăйне калăп, — терĕ хан.
— Анчах эпĕ сире тĕлпулу сăлтавне пĕлмесĕрех государь патне çул кăтартма пултараймастăп. Тен, эсир ăна вĕлерме килнĕ. Авă, пурте хĕçсемпе, — кутăнлашрĕ çарăç.
— Ахмет, эпир элчĕсене тĕпчеме пултараймастпăр, — чарчĕ ăна юлташĕ. — Пирĕн ĕç мар вăл пуçлăхсен хушшине кĕресси.
— Эпĕ хушша кĕрессишĕн мар. Эпĕ государь пурнăçне шанчăклă упрас сĕмпе кăсăкланатăп, — сассине йăвашлатрĕ çарăçсен асли. Вара Çĕрпӳ-Пулата каларĕ: — Юрĕ, эпир сире государь керменĕ патне илсе çитерĕпĕр. Анчах те йышăнĕ вăл сире, те йышăнмĕ...
Ун патне кунта сирĕн хăраххисем кашни кун вуншар килсе çӳреççĕ. Çинех государь килĕнче пулмасан та пултарать. Тата акă мĕн. Кремле кĕнĕ чухне сирĕн пурин те хĕçĕрсене хурала парса хăварма тивет.
Ахмет каланă пекех шалти хуралçăсем чăвашсенне пуринне те хĕçĕсене çеç мар, апат-çимĕçпе çул япалисене те пуçтарса илчĕç. Анчах хăйсем ютран килнĕ çынсемпе питĕ йĕркеллĕ калаçрĕç, çул çинчен апат çитерчĕç, çĕр каçма самай пысăк пӳлĕме вырнаçтарчĕç.
— Хисеплĕ чăваш ханĕ, каçар, государь сана халĕ йышăнаймасть. Вăл кунта мар, кĕçĕр Коломнăра çĕр каçать. Анчах ыран килмеллех. Ма тесессĕн унăн ыран Итали архитекторĕпе курнăçса калаçмалла, — пĕлтерчĕ аслă хуралçă. Çавăнтах тата шантарчĕ: — Сирĕн çинчен эпĕ государь çыннисене çитнĕ-çитмен пĕлтерĕп. Таçти аякран асир, паллах, ахаль сăлтавпа çӳрес çук.
Унтан вăл чăвашсене кунти йăла-йĕркепе кăштах паллаштарчĕ.
— Эппин, эсир кĕçĕр канăр. Кремль картишне курса çӳреме пултаратăр. Анчах картишĕнчен тухма юрамасть. Каçар, хан, йĕрки çапла, — сывпуллашрĕ аслă хуралçă, вара чăвашсене вырнаçтарнă çуртран ĕçтешĕсемпе пĕрле тухса кайрĕ.
Çĕрпӳ-Пулатпа çыннисем тĕттĕмлениччен чăнах та карман картишне те пулин курса çӳрес терĕç. Хĕлле кун час вĕçленет. Тата сивви те çĕрлене хирĕç аванах чĕпĕтме тытăнчĕ. Чăн та, Мускавра вăл чăваш енчи пек ытла çатăрах илмест. Çапах урамра ĕçлемешкĕн çăмăл мар-тăр. Карман картишĕнче пурĕ пĕр унта та кунта ĕç кĕрлет. Чăвашсене уйрăмах темĕнле мечĕт евĕр çурт тĕлĕнтерчĕ. Пысăк вăл, туса пĕтереймен пулин те унра темĕнле хăват сисĕнет. Çĕрпӳ-Пулат тăлмачă пулăшнипе çывăхри платниксемпе пуплешсе илчĕ. Ку мечĕте тума хĕрлĕ чул ăçтан турттарнипе кăсăкланчĕ. Ак тата тĕлĕнтермĕш! Çак хĕрлĕ тăрăхла тăваткал япала чул та мар иккен. Ăна кирпĕч теççĕ. Пирвай тăмпа хăйăра тата çăмарта шуррине хутăштарса-ирсе çăраççĕ, кайран чуста евĕр çăрăша ятарлă хурăмсене ярса калăплаççĕ, ун хыççăн хĕрӳ кăмакара хĕртсе çирĕплетеççĕ тет. Вара чулран пĕртте кая мар çак кирпĕч пулса тăрать-мĕн. Çурчĕ ку вара мечĕт йышши те-ха, анчах вырăссем унашкаллисене собор теççĕ. Мечĕтсенни пекех вĕсен кашнин хăйĕн ячĕ пур. Ку акă Успени соборĕ пулмалла. Пилĕк пуçлă.
— Хисеплĕ хан, эпĕ кирпĕч çăрăшне еплерех хатĕрлемеллине тĕплĕнрех ыйтса пĕлем-и? — ирĕк ыйтрĕ Питтăпай.
— Ку тата сана мĕн тума кирлĕ? — тĕлĕнчĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Ара, пирĕн тăрăхра чул таврашĕ çукпа пĕрех. Капла вара эпир те кирпĕч çуртсем лартма пултаратпăр. Пĕлни пăсать-им?
Пĕлни, паллах, пăсмасть. Вара тăлмачăпа Питтăпай сивве пăхмасăр айккинерех, кирпĕч хуракансем патне кайрĕç те ăстасемпе чылай калаçса тăчĕç. Собор купалакансем уçă кăмăллă çынсем пулчĕç, кирпĕче мĕнле çапса хĕртмеллине те, çăрăш ан шăнтăр тесен ăна хĕлле тăварлă шывпа хатĕрлемеллине те питĕ тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.
Государь чăвашсемпе тепĕр кун кăнтăрла тĕлнелле тĕл пулчĕ. Унччен унăн пулăшуçисем хăнасене Виççĕмĕш Иванпа çыннисем, боярсенчен тăракан Дума ĕçлекен пӳлĕмсемпе палатăна кăтартса çӳрерĕç. Вĕсенчен пĕрремĕшне кĕрсенех ахаль чăвашсен мар, Çĕрпӳ-Пулатăн хăйĕн те куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ. Кунта йĕри-тавра ылтăн та йăлтăр-ялтăр ытти темскер. Сăрăсен тĕсĕсем тата! Симĕс, шенкер, кăвак, сарă, хĕрлĕ, йăмăх хĕрлĕ, шап-шурă... Вĕсен сĕмĕсене сăнласа памашкăн чăваш чĕлхинче сăмахсем те кирлĕ чухлĕ тупăнмаççĕ. Палатăсен шал енне епле кăна илемлетсе-эрешлесе пĕтермен-ши? Авăнчăк маччасемпе вĕсем çинчи ӳкерчĕксем уйрăмах пурне те тĕлĕнтерчĕç. Мĕн тери чаплă та илемлĕ-çке вĕсем. Нумайăшĕнче чăн-чăн этемсенех ӳкерсе хунă. Анчах вĕсем ахаль çынсенчен самай илемлĕрех, çинех утса мар, вĕçсе çӳренĕн туйăнаççĕ. Çавăнпа-ши çак чĕрĕ мар арçынсемпе хĕрарăмсенчен чуна хускатакан темĕнле асамлă вăй тапса тăнăн туйăнать. Пĕр сăмахпа, чăвашсем кремль палатисенче пуçа унталла та кунталла, маччаналла та урайнелле пăркаласа, тĕлĕннипе çăвар хупма мансах курса çӳрерĕç. Питтăпай тесен ача курнинчен кăна мар, ытларах çак япаласене тума, сăнсене сăрласа ӳкерме пултаракан çынсенчен тĕлĕнчĕ. Камсем-ши вĕсем, çав тери ăстасем? Нивушлĕ çакна пурне те этем аллисемех тума пултарнă? Анчах акă-çке-ха вĕсем, ӳкерчĕксемпе япаласем. Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест теççĕ те, кусене куçпа курма та, тытса пăхма та пулать. Авă сĕтел-пукана та кунта мĕн тери авăкласа каскаланă, эрешленĕ. Вĕсем çине, тупата, ларма та шикленмелле. Енчен пĕр-пĕр эрешне пăсса пăрахсан? Пĕтрĕ пуç вара, ма тесессĕн кунашкал япаласене ахаль çын харпăр хăй аллипе юсас тăк унчченхи карта вĕлерсен те лартаяс çук.
Государь хăнасене урăх çуртра — Грановитая палатăра йышăнать-мĕн. Ăна тинтерех, 1491 çулта çеç туса пĕтернĕ терĕç. Ку палатăри илемпе чапа вара Дума палатинчипе те танлаштарма çук. Чăн-чăн юмах кунта! Тепĕр тесен, капла калани те тĕрĕсех мар. Ара, юмахра этем хăй ăсра мĕн сăнарлама пултарнине кăна курать. Çĕрпӳ-Пулатпа килнĕ чăвашсем вара кунашкал чаплă илеме ăсра та сăнарлама пултараймаççĕ-ха.
Раççей патшипе калаçмашкăн Çĕрпӳ-Пулатпа тăлмачне çех ирĕк пачĕç. Чăн та, пирвай чăвашсем хăйсем илсе килнĕ парнесене йăта-йăта кĕртрĕç, Виççĕмĕш Иван умне пыра-пыра хучĕç, хан вĕрентнĕ пек пуç тая-тая кутăн чакрĕç-чакрĕç те йĕкĕрлĕ алăкран тухса кайрĕç. Государь пулăшуçисем паха тирсене самантрах таçта кайса хучĕç, вĕсем кунта пулман та тейĕн. Ай-вай вăр-вар ĕçлеççĕ шереметсем!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...