Атăл шывĕ юха тăрать :: Çул йӳппинче


«Çук, эпĕ те халăха ырă тăвас тесех тăрăшатăп-çке-ха!.. Анчах йăнăш пулса тухрĕ пулать-им-ха манăн халăха ырă тăвас тени?!. Ислам тĕнне пурте кĕрсен, пĕтĕм пăлхар йăхĕсем, ăрăвĕсем, ямахачĕсем тата çирĕпрех пĕр тĕвве тĕвĕленĕç тенĕччĕ эпĕ. Анчах апла пулса тухмарĕ. Ислам тĕнне кĕрсен арабсем пире хазарсемпе кĕрешме пулăшĕç тенĕччĕ. Анчах арабсене ку кирлĕ пулмарĕ. Вĕсем мана ислам тĕнне кĕртрĕç те таçта кайса çухалчĕç... Эппин, мĕн тумалла-ха? Тунă йăнăшсене мĕнле тӳрлетмелле-ха?..»

Камсем, мĕнле çынсем пулчĕç-ха унăн пурнăç çулĕ çинче? Тĕрĕспе пурăнма пулăшакансем-и? Е тĕрĕс мар пурнăç çулĕ çине илсе каякансем-и? Юлашки вăхăтра хăй çулĕ çинче пулнă çынсем пирки шухăшлама тытăнчĕ патша.

Акă, Абдаллах ибн-Башту. Унăн малтанхи, çуралсанах ашшĕ-амăшĕ панă ят — Янпăлат. Ăçтан, епле майпа тĕл пулчĕ-ха вăл патшапа? Чи малтан хăйне унăн тусĕ пулма тăрăшнă пек кăтартрĕ. Алмас ăна элче туса Багдата та ячĕ... Тăхта-ха, тăхта, мĕншĕн ăна çынсем Хазарин тесе каланă-ха? Çапла, малтан вăл хазарсем патĕнче пулнă, вĕсемпе суту-илӳ тунă. Çав хазарсем патĕнче пулнă хыççăн пуйса кайнă тесе каланăччĕ ун пирки. Кайран вара хазар иудейĕсем килсессĕн мĕн пулса тухнăччĕ-ха?.. Вĕсем ибн-Башту лавккинче пулнă, Ханияпа тем çинчен вăрттăн калаçнă. Патша пĕррехинче ăна çакăн çинчен аса илтернĕччĕ. Чăнах та, çухалса кайрĕ вăл ун чухне. Пĕр самантлăха нимĕн калама аптраса тăчĕ. Кайран вара калаçăва урăххи çине куçарчĕ. Эппин, чăнласах та исламсемпе кăна мар, хазарсемпе те çыхăннă сутăнчăк çын пулчĕ-шим вара вăл?.. Алмас патша пӳрнăçĕнче кăна мар, пĕтĕм пăлхарсен пурнăçĕнче хура йĕр хăварнă çын пулса тухать-и-ха? Вăл çапла ниме пăхмасăр патша пурнăçне кĕрсе кайман пулсассăн пурнăç ку териех ăнланмалла мар пулса каймасчĕ пуль... Хăйĕн путсĕр ĕçне тăвас тесе пĕртен-пĕр хĕрĕпе те усă курчĕ-çке-ха çав усал Абдаллах ибн-Башту!..

«Хания, Хания, — савнă арăмне аса илчĕ патша, — ăнланатăп-ха ĕнтĕ, эсĕ аçу самахĕнчен тухайман. Анчах та питĕ хитре выляма пĕлтĕн вара ман куç умĕнче...»

Патша халь ăнланать ĕнтĕ, Хания ăна юратнă пек кăтартма тăрăшни те, ун патне ашшĕ ют çĕре вăйпа качча парасран хăранă пек пулса тăрса пыни те пĕтĕмпех юри тунă япала. Çапах та патша ăна вăрçма та, тарăхма та, кӳрентерме те хăяймасть. Ара, юратать вăл ăна. Хăй чĕри çумĕнчен ниепле те хăйпăтса илсе кăларса ывăтаймасть. Çапла çав вăл, хĕрарăм темле арçынна та нимле кăралсăрах, хăйĕн ытарайми хитре куçĕсемпех çĕнтерме, ĕмĕрлĕхе хăйĕн чури тума пултарать.

«Епле-ха çавăн пек путсĕр этемĕн çакăн пек ытарайми хĕре пулма пултарнă-ха?» — тĕлĕнсе шухăшласа илчĕ патша. Ĕлĕкрех Алмас Ханияна ытларах арçын куçĕпе, унăн хĕр-пикелĕхне кура юрататчĕ. Халĕ вара, унăн ашшĕне патшалăхран хуса янă хыççăн, урăхларах юратма тытăнчĕ. Халĕ Хания унăн арăмĕ кăна мар, юлташĕ те, тамарĕ те. Чăнах, чăнах, юлашки вăхăтра питĕ улшăнчĕ Хания. Унра ашшĕнчен вĕреннĕ усаллăхĕсем пĕтсе пыма тытăнчĕç.

«Çапах та çын пуласси мĕнле ямахатра ӳссе çитĕннинчен килет çав», — шухăшласа илчĕ патша. Абдаллах ибн-Башту вара çапла икĕпитле пулма ашшĕ-амăшĕнчен вĕреннĕ пулать-и-ха? Е ӳссе çитсессĕн пурнăç пăркăçĕ ăна çапла пăсса янă-ши?

Абдаллах ибн-Баштуран тĕлĕнме çаплипех пăрахаймасть патша.

Эй, Турă, хăйне валли тата вăл хăй пекех путсĕр çын тупнă — Çерçи-Туркай-Муххаммет ибн-Хасан. Ку вара, чăнах та, вĕрентекенĕнчен те ирттерет... Мĕнле чухламан-ха çак этем сурăх тирĕпе витĕннĕ урнă кашкăр пулнине? Ара, Шукайпа пĕрле килсен калаçна чухнех патшан ку этемре пĕр путлĕх те çуккине чухламалла пулнă-çке! Ашшĕ-амăшĕ килĕшмест иккен ăна! Ашшĕ-амăшĕ панă ят килĕшмест иккен ăна!.. Ашшĕ-амăшне сутакан çыннăн нимĕнле сăвап та çук!.. Çавăн чухнех, малтанах кутĕнчен тапса кăларса сирпĕтмелле пулнă патшан çав çара Çерçине! Ăна канар турĕ. Багдата ячĕ. Кайран тата кермене кĕрсе çӳреме ирĕк пачĕ. Эх, ухмах! Патша патне çывăха та пыма тивĕçле мар та çав!..

Хăйсен валли тата çавсем хăйсен пек мăчавар тупна — Кеччекей. Çав путсĕр этеме патша мĕн чухлĕ вăхăт хушши хăйĕн çывăх çынни тесе пурăнчĕ. Имам пуласшăн иккен вăл. Пурне те хăй тытасшăн. Алмăчавар туман ăна. Çавăншăн тавăрас тесе вара чунне те, туррине те сутма хатĕр пулчĕ. Кайран тата ним йĕрсĕр-мĕнсĕр таçта кайса çухалчĕ. Шыва путнă пекех. Киремет тавăрмарĕ пуль те ăна?..

Арабĕсем тата, арабĕсем... Хăйсен çĕрĕ çинчи пек хуçаланма тытăнчĕç!.. Хăйсен тĕнне кунта çити илсе килсе пире чура вырăнне курасшăн пулчĕç пулмалла. Çук, ютран килнĕ çынсене иртĕхтерме юрамасть çав. Ютран килнĕ çынсем иртĕхсе кайсассăн пуç тăрринех хăпарса ларма пултараççĕ. Вĕсене Палхарстанран кăларса ярса патша тĕрĕс турĕ...

Çав хушăрах патша чунне парса Пăлхарстаншăн ĕçлекенсене аса илчĕ.

«Чи лайăх çынсене çухатрăм», — хăй кăна илтмелле пăшăлтатса илчĕ вăл.

Патшашăн, Пăлхарстаншăн тăрăшсах ватă тел Айтукан пуçне хучĕ. Путсĕр хазарсемпе кĕрешсе. Алмасăн ăна ĕмĕр-ĕмĕр ырăпа асăнса пурăнмалла. Кавказри пăлхарсен элчи те хазарсемпе çапăçсах ним паллисĕр çухалчĕ... Теккепей тата!... Мĕн тери паттăр çарпуçĕччĕ! Ăçта кайса çухалчĕ? Никам та нимĕн те калаймарĕ ун çинчен. Юрать-ха Шукай мăрса ырă-сывă. Ватă пулсассăн та çĕршывшăн, патшалăхшăхшăн тем тĕрлĕ ырă ĕç те тума пултарать. Аксупай карпуç та!.. Малтанласа хазарсенчен епле харап тӳсрĕ. Пурĕпĕр аптраса ӳкмерĕ. Хазарсен шывçисене мĕнле çĕнтермеллине шыраса тупрĕ.

Пуринчен ытла патшан алмăчавара тав тумалла. Алмăчавар, алмăчавар... «Ячĕ мĕнлеччĕ-ха унăн?» — аса илме тăрăшрĕ патша. Çук, асаилеймерĕ. Ара, хăçантанпа ĕнтĕ патшашăн та, çĕршыври кашни çыншăн та вăл — алмăчавар, ячĕ-мĕнĕ пулни ăна кирлĕ те мар. Паллах, сивлек кăмăллă вăл, тарăхма та, вăрçма та юратать. Çав хушăрах халăха та, çĕршыва та юратать. Ĕмĕрне çапла халăхшăн ĕçлесе ирттерет. Акă вăл — патшан чăн-чăн тамăрĕ. Яштупай та алмăчавар пек халăха юратакан çын, патшан чи шанчăкла тамăрĕ. Ирнака та çавăн шутнех кĕртес пулать. Кур-ха эсĕ ăна, хазар канарĕ пулсассăн та Пăлхарстан патшалăхĕ валли мĕн чухлĕ ырă ĕç тума ĕлкĕрчĕ. Халĕ, акă, ăна кура, унăн эккелĕсене кура, ют çынсем хуçаланнипе йăлт тертленсе-асапланса çитнĕ хазарсем ушкăнăн-ушкăнăн Пăлхарстана куçа-куçа килеççĕ, патшан шанчăклă тамарĕсем пулма тарăшаççĕ. Патша та вĕсене пурне те хапăллать, çĕршыври ытти халăхран пĕрре те уйăрмасть.

Çапла шухăшларĕ та патша тата амаçынсене аса илчĕ. Вĕсен патши Пикепи, ун акамĕ Тинеслу. Иккĕшĕ те тăван çĕршыва чăнласах та юратаççĕ. Малтанласа, хăй сăкăтсене «ăс вĕрентме» кайсан çав амаçынсем ун ĕçне хутшăнса пĕтĕмпе арпаштарса янăшăн патша вĕсене çав тери тарăхнăччĕ те. Халĕ вара çук, нимĕн чухлĕ те тарăхмасть, пачах урăхла, вĕсене тав тума та хатĕр. Пăлхарсем хушшинче вăрçă кăларас мар тесе, вĕсем питĕ тĕрĕс турĕç. Пикепине те, Тинеслăва та тав сăмахĕ кăна каламалла патшан.

Çапла, юлашки çулсем питĕ йывăр пулчĕç. Çапвăнпа пуль çав ĕнтĕ, йăнăшсем те турĕ патша. Анчах хальтин вĕсем пирки кулянмалли кăна юлатъ. Тата мĕн чухлĕ пурăнмалли юлнă ĕнтĕ, патша ăна пĕлмест. Анчах çав юлнă çулсене йĕркеллĕ пурăнса ирттересчĕ, халăха, çĕршыва валли ырă ĕçсем нумайтарах тăвасчĕ. Çав хушăрах чи йывăр вăхăтра та сутăнман, патшапа юнашар тăрса, ун тĕрекĕ пулнă çынсене те манса каяс марччĕ, вĕсене кирлĕ шая лартса тав тума пĕлесчĕ.

Çаксем пирки шухăшлать те шухăшлать паян патша.

 

Атăл шывĕ çаплах, ĕлĕкхи пек сарлаканах юхать те юхать, юхать те юхать. Нимле çын чун-чĕринчи мĕнле шухăшсем çаврăнни пирки шухăшламасть те вăл. Атăл вилĕмсĕр. Эппин, этемĕн те вилĕмсĕр пулма тăрăшмалла!.. Анчах мĕнле?.. Паллах, хăйĕн ырă ĕçĕсемпе...

 

Атăл шывĕ юха тăрать,

Пирĕн пурнăç иртсе пырать...

■ Страницăсем: 1 2