Атăл шывĕ юха тăрать :: Киремет тавăрăвĕ


Киремет вăл усал çынсене кăна тавăрать.

Авалхи чăвашсем калани.

 

Кеччекей-Махмут ибн-Джабраил кĕтни çитмерĕ. Патша ислам тĕнне кĕрсе Абдаллах ибн-Джавар пулса тăнă хыççăн вăл никама та кирлĕ мар çын пулса тăчĕ. Ибн-Башту та, арабсем те ăна курми-илтми пулчĕç. Тем тĕрлĕ пысăк ĕмĕтсем çуратса имам пулма шутланă Кеччекее çакă питĕ тарăхтарчĕ. Анчах халь тин мĕн тăван-ха ĕнтĕ? «Эх, улталарĕç! Эх, шăвăç чуманпа ярăнтарса ячĕç! — шухăшларĕ те шухăшларĕ кулянса. — Манпа усă курчĕç те манчĕç! Хăйсене кирлине турĕç те манчĕç!..» Çапла чылайччен тертленнĕ хыççăн вара чăтаймарĕ, кампа та пулин калаçса пăхас терĕ. Чи малтан патшана аса илчĕ. Унпа калаçса пăхас тесе, кермене кайрĕ. Анчах унта ăна кĕртмерĕç те. Хуралта урăх эккелсем тăраççĕ, ăна палламаççĕ те иккен. Аптранă енне вара юлашкинчен те пулин тепре Абдаллах ибн-Баштупа калаçса пăхас, ăна хăй çинчен асаилтерес тесе ун патне кайрĕ. Анчах Кеччекей-Махмут ибн-Джабраиле кунта та ăнмарĕ. Абдаллах ибн-Башту халь кунта мар, патша керменĕнче пурăнать иккен. Никампа та калаçма çук. Эппин, тахçан патшан чи шанчăклă мăчаварĕ пулнă Кеччекей халĕ никама та кирлĕ мар-и-ха ĕнтĕ?!. Çук, капла пулма пултараймасть. Мĕскер те пулин тумалла. Анчах мĕскер?.. Сасартăк Кеччекей пуçне тĕлĕнтермĕш шухăш пырса кĕчĕ. Абдаллах ибн-Баштупа унăн путсĕр арабĕсене тавăрмалла! Анчах мĕнле тавăрмалла-ха?.. Эппин, чи малтан ислам тĕнĕнчен каялла тухса ĕлĕкхи тĕнпех пурăнма тытăнмалла. Эппин, тĕнче хуçине Танкăра, унăн арăмне Пӳлĕхçе, вĕсен ывăлне Киремете пуççапмалла! Çак шухăшпа пуçне çавăрса, Кеччекей чи малтан алмăчавар патне кайса ăна пуççапас, унран каçару ыйтас терĕ.

 

Алмăчавар пӳрчĕ умĕнче пуртăпа вутă тататчĕ. Хăй патнелле килекен Кеччекее курсассăн вăл пуртине умĕнчи пĕрене çине лартрĕ те хыттăн кăшкăрчĕ:

— Мĕн? Сутăнчăк пурнăçĕ пыл та çу мар-им?.. Е мана та имам тума килтĕн-и?..

Кеччекей çак сăмахсене итленĕ май хулленрех те хулленрех утма тытăнчĕ. Çапах та алмăчавар патне çитрĕ те юпа пек вырăнта чарăнса тăчĕ.

— Мĕн, тăм юпа пек пулса тăмарăн пуль те? — çаплах хыттăн кăшкăрчĕ алмăчавар.

Кеччекей ун умне чĕркуçленсе ларчĕ.

— Эй, алмăчавар, каçар мана, каçар! — хуçа умĕнче тăракан чура пек калама тытăнчĕ вăл. — Питĕ айăпла эпĕ, калама çук айăплă! Хам айăпа мĕнле каçарттармаллине те пĕлместĕп. Улталарĕç мана! Улталаса пуçа çавăрчĕç. Акă, çак япалапа!..

Кеччекей хăй çинчен ылттăн-мерчен мăйçыххине хывса илчĕ те, туртса татса, шăрçисене çын ури таптаса лутăркаса пĕтернĕ çеремлĕ çĕр çине сапрĕ.

— Кирлĕ мар мана нимĕн те!.. Вĕсен пĕр япали те кирлĕ мар!.. Путсер çынсем вĕсем!.. Ултавçăсем!.. Сутăнчăксем!..

— Эсĕ ху та сутанчăк! — кăшкăрашма чарчĕ ăна алмăчавар. — Чи путсĕр сутăнчăк эсĕ ху!.. Мĕн тума кунта килсе çӳрен?.. Каçару çук сана манран!..

— Мĕскер тумалла-ха ĕнтĕ халĕ? — эрленсе-хурланса йĕрсе ячĕ Кеччекей. — Каçару ыйтатăп, каçару!..

— Манран мар, тĕнче хуçинчен Танкăртан каçару ыйт! — сиввĕн каларĕ алмăчавар. — Килĕш Киреметрен каçару ыйт!.. Ман патăма килсе ан çӳре! Кай кунтан, кай!..

 

* * *

Вăрман варринче, уçланкăра — Киремет карти. Ун варринчи Киремет юманĕ питĕ ватă ĕнтĕ. Ун тăррине çил хуçса ӳкернĕ, вăл пуçсăр этем пекех... Акă, вăрмантан ырханкка та çӳллĕ, вăрăм сăмсаллă, хулам туталлă, кăтра çӳçлĕ çын тухрĕ те хуллен Киремет карти патне пычĕ, унăн кайъенчи алăкне уçса шала кĕчĕ.

— Эй, Килĕш Киремет! — кукленсе ларчĕ вăл, карта варринчи юман патне çывăхарах пырса. — Эй, ырă Киремет! Каçар мана, ăсран тайăлнă, чухлайманнипе йăнăш çул çине тăнă Кеччекее!.. Питĕ пысăк йăнăш турăм эпĕ. Чухлаймарăм, пĕлеймерĕм. Каçар мана!.. Айăп ан ту, тархасшăн! Ирĕк пар мана каллех сан ытамна таврăнма!

Сивĕ çил вĕрсе ячĕ. Унăн пĕр авăкĕ çакăнта килсе кĕрсе ватă юмана енчен енне аврĕ. «Хăйăк! Хайăк!» — хăйăлтатса илчĕ ватă йывăç çил пырса çапнине чăтаймасăр.

Кĕлтуса ларакан Кеччекейшĕн ку кĕтмен япала пулчĕ. Шарт! сикрĕ вăл хăраса. Ури çине сиксе тăчĕ. Хăй умĕнчи ватă юман çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ. Ак япала! Мĕн ку? Ăçтан тупăнчĕ кунта ватă алмăчавар?!. Чăнах та, асамлă япала пулĕ ку!.. Юман вырăнĕнче тем çӳллĕш алмăчавар тăрать, аллисемпе сулкалашса Кеччекее ятлать. Анчах унăн пĕр сăмахне те ăнланса илме çук.

— Тăхта-ха, тăхта! — кăшкăрса ячĕ Кеччекей. — Ан ятла-ха мана! Итле-ха эпĕ епле каçару ыйтнине!

Анчах мĕн тĕлĕнтермĕшĕ вара ку?.. Юман варринче нимле алмăчавар та мар. Ку вăл аслă патша Алмас-çке!

— Эй, аслă патшамăр! — кăшкăрса ячĕ Кеччекей, — Каçар мана! Кунта тĕл пуласса сунманччĕ. Кунта киличчен эпĕ, санпа калаçас тесе, сан керменне пытăм. Анчах мана унта кĕртмерĕç... Тăхта-ха, тăхта, ăçта каятăн? Каласа пĕтермен-ха эпĕ!..

Çук иккен, Кеччекей хальхинче йăнăшнă. Киремет юманĕ тĕлĕнче нимле патша та тăмасть. Ку вал — Абдаллах ибн-Башту. — Ак япала! — тĕлĕнсе кăшкăрса ячĕ Кеччекей. — Абдаллах! Эсĕ те вара ман пекех ху айăпна ăнланса илсе кунта каçарттарма килтĕн-и?.. Абдаллах! Ăçта каятăн?.. Ан хăра манран, ан хăра! Каçаратăп эпĕ сана! Мана улталанине те манатăп! Тăхта-ха, тăхта!.. Мĕскер? Эсĕ вара Абдаллах мар-и?.. Чăнах та, йăнăшрăм иккен эпĕ. Сусан ар-Расси пулчĕ-им-ха ку?.. Эй, аслă çут тĕнче хуçи Танкăр!.. Кур-ха, араб çынни те хăй Аллахне манса сана пуççапма килнĕ. Эппин, эпĕ хама каçарттарма кунта килсе питĕ тĕрĕс турăм. Эй, араб çынни! Ăçта каятăн эсĕ? Тăхта-ха!.. Мĕншĕн упаленме тытăнтăн?.. Тăхта-ха, сăну-питӳ те улшăнчĕ мар-и?.. Ара, эсĕ араб çынни мар-им? Тăхта-ха! Туркай-çке-ха эсĕ!.. Мĕншĕн çапла упаленсе çӳретĕн кунта?.. Айăпу питĕ пысăк тесе-и?.. Пурпĕрех упаленсе ан çӳре! Акă, ман пек чĕркуçленсе лар та пуççап... Мĕскер, этем мар, упăте пулса тăтăн-и?.. Пулма пултараймасть! Этемрен нихăçан та упăте пулмасть... Путсĕр ĕçсем пите нумай тусан пулать тетĕн-и?.. Сутăнчăкла ĕçсем тусассăн-и?.. Ара, эпĕ те улталантăм. Эсĕ те пулăшнипе. Çапах та упăте мар-çке-ха эпĕ... Тăхта, ăçта каятăн?.. Эсĕ те пулин манпа калаç-ха!.. Эй, аслă Танкăрăм! Эй, Килĕш Киреметĕмĕр! Никам та манпа калаçасшăн мар... Ой, эс тата кам?.. Мĕншĕн çапла хаяррăн пăхатăн ман çине?.. Тăхта-ха, тăхта! Киремет-и эсĕ? Çут тĕнче хуçи, Танкăрăн аслă ывăлĕ-и?.. Мĕншĕн килсе тăтăн кунта?.. Мана айăплама-и? Эй, аслă Танкăр, эппин, каçару çук-им мана?.. Тăхта-ха, тăхта! Ирĕк парсам темиçе сăмахпа та пулин хама хӳтĕлесе калама.

Чăнах та Кеччекей куçĕ умĕнчех Киремет юмане вырăнне тĕнче хуçи Танкăрăн аслă ыоăлĕ хăй тухса тăчĕ. Кăн-кăвак çӳçлĕ, шап-шурă сухаллă, куçĕсем вут пек çунаççĕ.. Ун тавра çавраçил çаврăнать, хăрăк туратсем, çулçăсем пĕрре çӳлелле çĕкленеççĕ, тепре çĕр çине лаплатса ӳкеççĕ.

— Тавăру, питĕ тискер тавăру кĕтет сана! — тискеррĕн пашăлтатса илчĕ вăл, Кеччекей еннелле утса. Вăл утăм тумассерен тӳперен аслати сасси кĕрлесе илтĕнет, çиçĕм çиçе-çиçе илет, унăн чĕлхисем Кеччекее çунтарсă ярас тесе çĕр çинелле ярăна-ярăна анаççĕ.

— Анне-е-е! — сасартăк çухăрса кăшкăрса ячĕ Кеччекей. Унăн пĕтĕм чун-чĕрине темле халиччен пулман хăранă туйăм пырса çапрĕ. — Анне-е-е!.ю — тепре кăшкăрса ячĕ те вăл кутăн чакма тытăнчĕ, унтан çаврăнчĕ те Киремет карти алăкне уçса кунтан сирпĕнсе тухрĕ. — Анне-е-е! — тата тепре кăшкăрса ячĕ, вара хăй хыççăн пин-пин урса кайнă кашкăр хăваланă пек вăрман ăшнелле тапса сикрĕ.

— Анне-е-е! — янăрарĕ таврара. — Анне-е-е!..

 

* * *

Аслă Атăл хĕрринче, çӳллĕ çыранра, ытти йывăçсенчен аякра, шыв çине ӳпĕнсе ватă хурама ӳсет. Унăн пĕр пысăк турачĕ, тăсса хунă кашта пек, хумлăм-хумлăн юхакан шыв еннеллех карăнса тăрать.

Çакăнта, Атăл хĕрринче, ватă хурама тĕлне вăрмантан ырханкка та çӳллĕ, вăрăм сăмсаллă, хулăм туталлă, кăтра çӳçлĕ çын тухрĕ. Аран-аран утать хăй. Кĕпи-тумтирĕ йăлтах çурăлса-таткаланса пĕтнĕ. Куçĕсем тĕлли-паллисĕр пăхаççĕ. Пĕччен ларакан ватă хурама патне çитрĕ те вăл халтан кайса лап! ӳкрĕ. Чылайччен çапла, вилнĕ пек ним хускалми выртрĕ...

Çурçĕртен хаяр сивĕ çил вĕрет. Çутă хĕвел те, тем тискер ĕç пулассине пĕлнĕ пек, çавна курас мар тенĕ пек, хура пĕлетсем хыçне кĕрсе çухалчĕ. Чунра-чĕрере сӳ-ӳ! туса тăмалла ăмăр çанталăк пулса тăчĕ.

Чылай выртсан-выртсан паçăрхи çын хуллен ури çине çĕкленчĕ. Ним ăнланман куçĕпе йĕри-тавралла пăхса илчĕ те хайхискер хăй çийĕнчи çĕтĕлсе пĕтнĕ кĕпине хыврĕ, васкамасăр ăна çура-çура, çав кĕпе татăкĕсене пĕр-пĕрин çумне çыхса самаях вăрăм кантăра турĕ. Чылайччен ăна тĕрлĕ енчен çавăркаласа пăхса тăчĕ-тăчĕ те пĕр вĕçĕнче йăлмак туса çыхрĕ. Вара суллана-суллана ватă хурама патне пычĕ, хăйĕн вăрăм кантăрине ватă хураман шыв еннеллерех карăнса тăракан пысăк турачĕ çине çӳлелле ывăтрĕ. Кантăра хăйне валли тĕренчĕк тупаймасăр каялла çĕр çине ӳкрĕ... Çак çын вара кăштах шухăшласа тăчĕ те турат çине тимлĕн пăхса хăй кантăрине çӳлелле ывăтрĕ. Хальхинче кантăра хăйне валли тĕренчĕк пулмалăх турат куçĕ тупрĕ пулмалла, çĕре ӳкмерĕ, çакăнса тăчĕ.

Вулакан чухларĕ пуль ĕнтĕ, çак çын пирĕн кĕнекере çырса кăтартакан асаплă Кеччекей. Те чăнах та ăсран тайăлнăччĕ ĕнтĕ вăл? Те ăслă-тăнлăскерех пулсах хăйне валли вилĕм шырама тытăнчĕ?.. Çапла хăй кĕпи татăкĕсенчен тунă кантăрана туратран çакса ячĕ те çакскер васкамасăр кăна пуçне йăлмака чикрĕ. Анчах темĕскер килĕшмерĕ ăна. Пуçне йăлмакран кăларчĕ те хăйĕнчен инçех мар выртакан пысăк мар тункатана çакăнса тăракан кантăра патне сĕтĕрсе пычĕ. Унтан çак тунката çине хăпарса тăчĕ. Тĕвĕ тăва-тăва хăйĕн кантăрине кĕскетме тытăнчĕ. Юлашкинчен, кантăра вĕçĕнчи йăлмак хăйĕн пуçе çӳллĕш çĕкленсеи пуçне унта чикрĕ те ури айĕнчи тункатана таçта çитиех тапса сирпĕтрĕ.

 

* * *

Вăрмантан Атăл еннелле сарлака мар яп-яка çул тухать. Çак çулпа Атăл еннелле пысăк мар утлă текĕрт килет. Ана Шукай мăрса ертсе пырать.

Шукай мăрса хăиĕн пысăках мар текĕрчĕпе сакăтсем пурăнакан Тракки тăрăхĕнчен таврăнать. Урак шахчи патĕнче темиçе кун хушши хăнара пулчĕ вăл. Алмăчаварпа амаçынсем пулăшнипе тата çине тăнипе Алмас патша Урак шахчипе вăрçă вăрçас мар тесе калаçса татăлнăччĕ. Çав кунах патша хăйĕн пĕтĕм çарĕпе каялла Пăлхара тухса кайрĕ. Вак-тĕвек ыйтусемпе калаçса татăлма вара Урак патне Шукай мăрсана хăварнăччĕ. Шукай — ватă çын, такампа та, темĕнле ыйтупа та калаçса татăлма пĕлет. Хальхинче те çапла Уракпа пĕтĕм вăл-ку пирки ăнăçлă калаçу пулса иртрĕ. Çавăнпа Шукай мăрса хулана савăнăçлă камăлпа таврăнать.

Утлă çар вăрмантан тухрĕ те уçă çĕре, Атăл хĕррине, пĕр-пĕччен ӳсекен ватă хурама патне тухрĕ. Пăлхара каякан çул çак хурама çумĕпех иртет.

— У-а-а-у! — илтĕнсе кайрĕ сасартăк пĕтĕм таврана янăратса кашкăр сасси. — У-а-а-у!..

Кашкăр сассине илтсе, утсем чĕвен тăчĕç.

— Тăр-р! Тăр-р! — чарчĕç вĕсене эккелсем. — Тăр-р! тенĕ сана!

— Ăçтан тупăнчĕ вара ку кашкăр? — тĕлĕнчĕ Шукай мăрса. — Вăрманта та мар, уçă çĕрте.

— Авă, авă, çав ватă хурама патĕнче вăл кашкăр! — терĕ эккелсенчен пĕри. — Сасси çав енчен илтĕнчĕ!

— Тăхтăр-ха, тăхтăр! — кăшкăрса ячĕ Шукай марса хыçĕнчех пыракан çамрăк эккел, ватă хурама еннелле пăхса. — Мĕскер унта? Темле этем çакăнса тăрать мар-и унта?

Пурте вăл кăтартнă еннелле пăхрĕç.

— Чăнах та, — терĕ тĕлĕнсе Шукай мăрса. Вăл утне хурама еннелле çавăрчĕ те сиккипе унталла васкарĕ. Пĕтĕм текĕрт учĕсене ертӳçĕ хыççăн сиктерчĕ. Хурама патне çитсессĕнех пурте учĕсене тăратса çакăнса тăракан çын патнех илсе пычĕç.

Çав хушăра ватă хурама хыçĕнчен тем пысăкăш пысăк шурă кашкăр хуллен лапăстатса тухрĕ те вăрман еннелле чупса кайрĕ. Эккелсем хăйсен уххисене ярса тытрĕç.

— Ан перĕр! — кăшкăрса ячĕ Шукай мăрса, лăпăстатса чупакан кашкăр еннелле тĕлĕнсе пăхса. — Кашкăр мар вăл! — пăшăлтатса илчĕ.

— Чăнах та, ун пек кашкăр ĕмĕрне те курман, — тĕлĕнчĕç эккелсем пурте. — Тин сунă сĕт пек шап-шурă!..

— Кашкăр мар вăл, — çаплах пăшăлтатса каларĕ Шукай мăрса. — Пихампар хăй!.. Пĕтĕм кашкăрсене, пĕтĕм тискер кайăксене пăхса тăракан Пихампар-турă!..

Çав хушăра шурă кашкăр йывăçсем хушшине кĕрсе кайрĕ те курăнми пулчĕ.

— Ку вăл, ахальтен мар. Питĕ çылăхлă çын çакăнса тăрать пулмалла кунта, — çаплах пăшăлтатса каларĕ Шукай мăрса. — Пихампар ăна кунта çакантарса тăратасшăн мар. Çавăнпа пире кунта чĕнсе илчĕ. Кам-ши вара ку?

Темиçе эккел çакăнса тăракан çын патне пычĕç.

— О-о, хытсах кайнă вăл, — терĕç хайхискерсем ăна тытса пăхса. — Пĕрене пекех хытсах кайнă.

— Атьăр, антарăр! — хушрĕ вĕсене Шукай мăрса. — Пихампар пире ăна антарма хушрĕ пулас. Çĕр чавса пытарар...

Ике эккел çакăнса тăракан çын пуçне кантăра йăлмакинчен кăларчĕç те çыран хĕрринерех тăракан юланутçа пама тăчĕç. Çав хушăра леш виле вĕсен аллинчен якăлт! шуса тухрĕ те çыран хĕрринех ӳкрĕ, унтан вара, йăваланса кайса, шавласа-кĕрлесе юхакан хумлă-хумлă шыва ӳксе, тӳрех ним курăнми таçта çити путса анчĕ.

Çав хушăра çакна çеç кĕтнĕ пек хура пĕлĕтсем хыçĕнчен сап-сарă хĕвел шуса тухрĕ. Таврара çап-çутă та питĕ хитре пулса кайрĕ. Çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил те лăпланчĕ. Утсем, çанталăк чиперленсе кайнипе савăннăн, пуçĕсене ухса, чĕлпĕрĕсемпе чăнкăртаттарса тăма тытăнчĕç.

— Кур-ха эсĕ ăна! — тĕлĕнчĕ Шукай мăрса. — Çĕр-анне те йышăнасшăн мар-çке ку этеме. Хăй çинчен тĕртсе-ӳкерсе шыва ячĕ... Вăл путнине курса хĕвел те савăнса кайрĕ пулать-и вара?.. Ара, чăнах та çапла пулчĕ темелле... Эппин. Пихампар тĕрĕсех асăрхаттарчĕ пулмалла пире. Чăнах та, питĕ çылăхлă çын пулчĕ пулас ку. Шел, камне паллаймарăмăр...

Вăл утне çавăрчĕ те хула еннелле сиккипе вĕçтерчĕ. Эккелсем те унран юлмарĕç.