Атăл шывĕ юха тăрать :: Абдаллах ибн-Джавар


О-о, пĕтĕм тĕнчене тытса тăракан аслă Танкăр! Каçар пире, каçар!..

Авалхи кĕлĕрен.

 

Питĕ ывăннăччĕ патша. Кĕçĕн Канашра мĕскер калаçни ăна пачах та килĕшмерĕ. «Мĕнле-ха вара çынсем çапла тери хăвăрт хăйсен шухăшне, пурнăç тытăмне улăштараççĕ?» — кулянса шухăшларĕ вăл.

Çĕрле, çывăрмалли пӳлĕмне те вăл çав шухăшсемпех кĕчĕ. Çу пуçламăшĕ пулнипе пӳлĕмре ытлашши тĕттĕм мар, мĕн пурри пĕтĕмпех курăнать. Тĕлĕнтермĕш!.. Кĕтесре, урайĕнчи пӳйя çинче çын ларать.

— Кам эсĕ? — кĕтмен хăна пуррине курса, тĕлĕнсе тата асăрханса, Алмас çумĕнчи хĕçне туртса кăларчĕ. — Кам эсĕ? Мĕнле лекнĕ кунта?..

— Хания эпĕ, аслă патша! — ури çине сиксе тăчĕ пӳйя çинче ларакан çын.

— Хания? — пушшех те тĕлĕнчĕ патша? — Ара мĕнле лекнĕ эсĕ кунта?

— Атте патĕнчен тарса килтĕм, — йĕрсе ячĕ хĕр. — Атте мана вăйпа качча парасшăн. Çăкату хулинчи хăй пекех сутуçа. Вăл сутăçа эпĕ лайăх пĕлетĕп. Тахçантанпах мана качча илесшĕн вăл. Юратмастап эпĕ ăна. Унăн сăмси те вăрăм, куçĕсем те хĕсĕк, урисем те кукăр... — ĕсĕклесех йĕчĕ хĕр. Унтан хайхискер патша патне чупса пычĕ те ăна ыталаса илчĕ. — Çăлсам мана, аслă патша! Сансăр пуçне эпĕ никама та юратмастăп!.. Сансăр пуçне эпĕ никам арăмĕ те пулмастăп!.. Урăх çын арăмĕ пуличчен леш тĕнчене кайни лайăхрах!..

Çапла ĕсĕклесех йĕчĕ те йĕчĕ Хания.

Мĕскĕн хĕре шелленипе Алмас чĕри пăчăртанса ыратрĕ.

— Епле хăять вăл сана, Хания, çапла ирĕксĕрлеме! — тарăхса каларĕ вăл хĕре. — Ан хăра, Хания, керменре сана никам та кӳрентерме хăяймастъ!..

— Атте килсе кĕрет те мана вăйпах илсе каять! — хăранипе пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе чĕтренсе, патша çумне тĕршĕнчĕ те тĕршĕнчĕ хĕр.

— Ан хăра, — лăплантарчĕ Алмас хĕре пуçĕнчен ачашласа, ан хăра!.. Никам та кĕртмест ăна кунта!..

Ытарайми пике, хăй тахсантанпах ĕмĕтленсе пурăннă ытарайми пике, тĕлĕкре те, ир те, каç та ыталама ĕмĕтленнĕ пике çапла çăлăнăç ыйтса хăй çумне ачашланса тĕршĕнни патшан пĕтĕм чун-чĕрине хускатрĕ, ӳт-певĕнче асамлă вăй вăратса халиччен курман арлăх вăйĕ çуратрĕ.

— Ан йĕр, Хания! — ачашларĕ те ачашларĕ вăл пикене. — Ан йĕр! Никама та памастăп сана! Никама та, никама та...

Хайхискер пикене хăйĕн вăйлă аллисемпе йăтса илчĕ те, хăй çумне пăчăртаса, тепĕр енчи сарлака вырăненнелле утрĕ. Хĕр-пике те, унра çеç çăлăнăç пулнине пĕлнĕ пек, ун çумне тата та ытларах тĕршĕнчĕ те тĕршĕнчĕ...

 

* * *

Тепĕр кунне патша хăй пӳлĕмĕнчен яланхи пек ирех тухманни керменри çынсене пурне те питĕ тĕлĕнтерчĕ.

Анчах никам та патша çывăракан çĕре кĕрсе ăна чăрмантарма хăяймарĕ.

Кăнтăрла иртсессĕн керменре ют сасăсем те илтĕннине пĕлсе, патша çынсем патне тухрĕ.

— Мĕн пулнă? — сиввĕн ыйтрĕ вăл курăнча варрине пуçтарăнса тăнă çынсене курса.

— О-о, аслă патша! — çынсем хупăрланнă çĕртен тухса Алмас умне чупса пырса урайне ӳкрĕ Абдаллах ибн-Башту. — Каçар мана, хăвăн чуруна. Пуçăма касма хуш, анчах та намăса ан хăвар, ятăма ан яр, тархасшăн. Акă, пуçăма кас!.. Ырă çынсем каларĕç, ман Хания, ман çăлтăрăм, ирхи шурăмпуçăм, ман хĕвелĕм çакăнта, сан патна кермене тарса килнĕ терĕç. Мĕнле куçпа çынсене куçран пăхам-ха ĕнтĕ эпĕ халь, çакăн пек намăс курнă хыççăн. Ашшĕ пиллемесĕр, никамран ыйтмасăр çапла ют арçын патне çĕр каçма килнĕ хĕр-пике халь тин кама кирлĕ пулĕ-ха ĕнтĕ?!. Ют арçынни ахаль çын мар, аслă патша пулсан та...

Ханияна юратни, хĕр-пике çапла çĕрĕпе хăйне чуптуса-ачашласа йăпатни патша чун-чĕринче пархатарлăх, этемлĕх туйăмĕ тытса чарайми çуратрĕ.

— Кайăр! — хушрĕ вăл хăйсене çавăрса илнĕ керменри çынсене. — Абдаллах ибн-Баштупа пирĕн паян нумай япала çинчен калаçмалла...

Пурте кайсассăн патша килнĕ сутăçа хăйне хирĕç вăрăм тенкел çине ларма хушрĕ.

— Мĕн пуласси пулчĕ ĕнтĕ, Абдаллах, — терĕ патша. — Эсĕ мана чунсăр-чĕресĕр тесе ан шутла. Паянтан пуçласа, сан хĕрӳ Хания манăн савнă арăм.

— О-о, Аллах! — ури çине çиксе тăрса каллех патша умне ӳкрĕ Абдаллах ибн-Башту. — Пулма пултараймасть... Çутă тĕнпе, Аллах çунатти айĕнче пурăнакан хĕр-пике çутă тĕн мĕн иккенне пĕлмен çын арăмĕ пулма пултараймасть. Аллах çакна нихăçан та, нихăçан та каçармасть!..

— Мĕскер тумалла-ха вара? — ку сăмахсене илтсессĕн тĕлĕннипе аптраса ӳкрĕ патша.

— Çутă тĕне тухмалла! Çутă тĕне! — кăшкăрсах ячĕ Абдаллах. — Çапла кăна эпир Хания чунне çăлса хăварма пултаратпăр... Хăвăн чунна шеллеместĕн пулсан, аслă патша, Хания чунне те пулин шелле!.. Ара, мĕн тери юратать вăл сана, сана кăна, аслă патша!.. Шеллесем ăна, шеллесем, çăлсам унăн чунне!..

Шăп та лăп çак сăмахсем ĕнтĕ Алмас пуçне йăлтах çавăрчĕç. Чăтаймарĕ вăл вара, хăй ислам тĕнне кĕме килĕшнине пĕлтерчĕ.

 

* * *

Ислам тĕнне кĕрсе Алмас патша Абдаллах ибн-Джавар ятлă пулса тăчĕ. Хăй ятне кăна мар, ашшĕ ятне те улăштарчĕ. Халĕ ĕнтĕ тахçан-тахçан çĕре кĕнĕ Шилкка патша çук пулса тăчĕ, ун вырăнне Атăлçи Пăлхарстан патши Джавар пулнă иккен.

Патшапа пĕр вăхăтра Багдатран килнĕ арабсем Кеччекее те çĕнĕ ят пачĕç — Махмут ибн-Джабраил. Анчах Кеччекее хăйĕн çĕнĕ ячĕ килĕшмерĕ.

— Çук, кун пек ятпа мĕнле пурăнмалла? — тарăхрĕ вăл.. — Ман атте вара çапла Çавраçил ятлă пулнă темелле-и?

— Мĕнле Çавраçил? — тарăхрĕ Абдаллах.

— Ара, хăв каларăн вĕт-ха!

— Ухмах! — пушшех те тарăхрĕ А6даллах. — Çавраçил мар, Джабраил! Ку вăл арабларан куçарсан тĕнче хуçи тенине пĕлтерет.

— Джабраил... Çавраçил... — аптраса тăчĕ Кеччекей. — Пурпĕр лайăх янăрамасть. Урăхла ят парăр манăн аттене!

— Ан шарла! — сылтăм аллинчен çатăрласа тытрĕ мăчавартан имам кăна мар, мулла та пулса çитеймен çынна Абдаллах. — Араб çыннисен умĕнче хăв ятна ан яр! Атту сана вĕсем ăсĕ çук, катăкрах тесе калĕç... Тепĕр тесен, мĕншĕн çапла саншăн тăрăшатăп-ха эпĕ. Атя, ăссăррисен шутне кĕрес тесен, кăшкăр!..

Халь ĕнтĕ, аслă та чаплă Алмас патша Ислам тĕнне кĕнĕ хыççăн çак чăнласах та кĕске ăслă, ылттăн-мерчен мăйçыххишĕн чунне сутнă çын хăйне те, арабсене те ытлашшиех кирлĕ маррине Абдаллах лайăх пĕлет. Çавăнпа вăл Кеччеккейне пĕрре те хисеплесе калаçмарĕ.

Кеччеккей вара тĕлĕнсех кайрĕ. Ара, темиçе кун каялла кăна хăй умне чĕркуçленсе ларса пуççапнă çын паян çакăн пек калаçни ăна чĕлхесĕр тусах хучĕ. Хăй мĕнле серепене çакланнине ăнланчĕ вăл. Анчах чавса çывăх та çыртма çук çав...

 

* * *

Ислам тĕнне кĕнĕ Абдаллах ибн-Джавар патшана пурте çак пĕтĕм тĕнче палăртмалли ĕçпе саламлама пыра пуçларĕç. Вĕсен хушшинче Муххаммет ибн-Хасан та пулчĕ.

— Халь ĕнтĕ эпир санпа, аслă патша, пĕтĕм тĕнчепе чапа тухатпăр, — савăнса калаçĕ вăл. — Акă, хадж тăватпăр та хаджи пулса тăратпăр. Хаджи вăл пĕтĕм ислам тĕнчи хисеплекен çын. Хаджие ăна пурте хисеплеççĕ. Хадж тунă çын вăл Аллаха çывăх çын пулса тăрать.

Алмас патша нимĕн чĕнмесĕр çамрăк канар калаçнине итлерĕ.

— Мĕн вара вăл хадж? — ыйтрĕ юлашкинчен.

Çакна илтсессĕн Муххаммет ибн-Хасан савăнсах кайрĕ. Ара, аслă патша та ăна ыйтусем парать, ара, аслă патша та пĕлменни пур иккен.

— Куна эпĕ Багдатра ислам тĕнне кĕнĕ чухнех ыйтса пĕлтĕм, — каласа пама тытăнчĕ вăл. — Хадж тесе Муххаммет пророк çĕршывне, Мекка хулине пуççапма кайса килнĕ çынна калаççĕ. Эпĕ Меккăна пуççапма ислам тĕнне кĕрсессĕнех, Багдат хулинченех каясшăнччĕ те. Анчах укçа пулмарĕ.

— Халь вара, мĕн, Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕн укçипе хадж тума кайăп тесе шухăшлатăн-и? — йĕкĕлтенĕн ыйтрĕ патша. — Хысна укçи нумай. Ямăт япала кĕсьене çурмасть, тетĕн-и?

— Ара, хысна укçипе ма каймалла мар? — тĕлĕннĕн каларĕ çамрăк çарпуçĕ. — Пирĕн патшалăх пуян. Пире валли кăна çитет!..

Патша пуçне енчен-енне сулкаласа илчĕ те Муххаммет ибн-Хасана чарас тесе аллипе сулчĕ.

— Юрĕ, паянлăха калаçса çитет, — патша аран-аран сухăр пек хăй çумне çыпçăнакан Туркай-Муххаммета хăй патĕнчен кăларса ячĕ.

 

* * *

Пĕтĕм Пăлхар хулинче халĕ ĕнтĕ пурнăç улшăнчĕ. Хания ашшĕ, Абдаллах ибн-Башту, патшан аслă визире пулса тăчĕ. Патша керменне хураллакан çарсен аслă канарĕ халĕ ĕнтĕ Туркай. Вăл Багдатра чухнех ислам тĕнне кĕнĕ, хăйне валли арабла çĕнĕ ят илнĕ — Муххаммет пулса тăнă. Арабсем ăна питĕ шанаççĕ, çавăнпа патшан чи шанчăклă çарне ăна пама ыйтрĕç.

Патшана кура, ăна юрас текенсем, йăпăлтисем, кармаçăварсем, пуш параппанçăсем тата элекçĕсем пурте ислам тĕнне йышăнчĕç. Самантрах пĕтĕм Пăлхар хули икĕ пая пайланчĕ: хула хĕрринерех, алăстисен, караванçăсен, пахча-çимĕç, тырпул туса илекенсен кассинче авалхи тĕне тытса, аслă Танкăра тата унăн ывăлне Киремете пуççапса пурăнаççĕ, хула варринче, патша керменĕнче тата ун таврашĕнче, çĕнĕ тĕне, ислам тĕнне пуççапаççĕ, араб чĕлхипе кĕлĕ вулаççĕ, хăйсем патшана çывăх пулнипе мухтанаççĕ, пăшăлтата-пăшăлтата пĕр-пĕрин çинчен элек сараççĕ.

Иртен пуçласа каçчен, иртен пуçласа каçчен Алмас патша, халĕ ĕнтĕ Абдаллах ибн-Джавар, хăйĕн çамрăк арăмĕпе Ханияпа йăпанчĕ. Чылай вăхăта вăл патшалăх ĕçĕсем çинчен те, тĕнчере чĕкеç сассиллĕ çамрăк арăмсăр пуçне ытти пурнаç та пуррине те пĕтĕмпех-пĕтĕмпех манса кайрĕ.