Атăл шывĕ юха тăрать :: Сементер салам ярать


Салам салма мар, укçа ыйтмасть.

Шӳтлесе калани

 

Уçса пăрахнă чӳречерен çуллахи ăшă кунпа савăнакан сад-пахчин тутлă шăрши кĕрет. Таçта, хăмла çырли хăвисен хушшинче, те мăшăрне, те ачине çухатнă хăмла-кайăкĕ йĕре-йĕре юрлани илтĕнет. Таçтан çил çĕкленчĕ те, пĕр тĕвве капланса, уçса пăрахнă кантăка пырса çапрĕ, хупписене хаплаттарса хупрĕ.

«Кĕрхи çил пекех, — шухăшласа илчĕ Алмас патша. — Иртерех те-ха...»

Халь тесен халь хазарсен элчисем килсе çитмелле.

Сементер хулинчен хазарсен элчисем килеççĕ тени Алмас патшана малтанласа тĕлĕнтерчĕ те. «Эппин, — шухăшларĕ кайран, — хăйсен тыткăна лекнĕ çыннисем пирки калаçасшăн пуль-ха ĕнтĕ. Кур-ха, хăйсен çыннисене çапах та пăрахмаççĕ... Ку вара вĕсене сум парать. Кун пек халăх пĕтмелле мар...»

Çапла шухăшласа, Алмас патша питĕ тĕлĕнчĕ. Çавăнпа вăл хазарсен элчисене хапăлласа кĕтсе илме хушрĕ.

Анчах пăлхарсен элтеперĕ йăнăшрĕ иккен. Элчĕсем хăйсен тыткăна лекнĕ çыннисем пирки сăмах та уçмарĕç.

Элчĕсем нумайăн, пурĕ сакăр çын. Пурте хăйсене тан тытаççĕ. Пӳлĕме кĕрсенех Алмас патшана пуç тайрĕç те пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех инçе çулта мĕн-мĕн курнине каласа пама тытăнчĕç.

«Эсир çавсем пирки калаçма килменччĕ пуль те?» — тесе ыйтас та тенĕччĕ Алмас.

Çавна пĕлнĕ пекех вара элчĕсенчен пĕри, тăрнаккай та ырханкка этем, маларах тухрĕ те патшана пуç тайрĕ:

— Ирĕк парсам, аслă патша, хамăр мĕн ĕçпе килнине каласа пама, — терĕ.

Сасси унăн вăйлă, пĕрре те ырханкка çынăнни пек мар.

— Кала! — хушрĕ Алмас.

— Эпир, аслă патша, — калама тытăнчĕ элчĕ, — эсĕ хăвăн тăван халăху валли çĕнĕ тĕн, тĕрĕс тĕн шырама тытăннă тенине илтрĕмĕр. Ку вăл питĕ тĕрĕс çул. Çавна пĕлсе, çапла шухăшласа, эпир сана пулăшма килес терĕмĕр. Чи тĕрĕс тĕн, чи кирлĕ тен вăл — иудаизм, эпир, хазарсем, тытса тăма тытăннă тĕн. Çак тĕне пула эпир халь çĕкленсе, чаплăланса кайрăмăр. Пире халĕ пĕтĕм тĕнче пĕлет, пĕтĕм тĕнче хисеплет. Эпир вăйлă, никам çĕнейми патшалăх пулса кайрăмăр.

«Эпир сирĕн çарăра ним юлми çĕмĕрсе тăкрăмăр, çирĕм пин çыннăра тыткăна илтĕмĕр», — тесе каласшăнччĕ Алмас, анчах халлĕхе чĕнес мар-ха, малалла мĕн каланине итлес, терĕ.

— Эпир, аслă та чаплă Алмас патша, сана пирĕн тĕнпе паллашма, кăмăлу пулсан пнрĕн тĕне кĕртес тесе килтĕмĕр, — çаплах калаçрĕ элчĕ.

— Эсир хăвăр хазарсем-и? — ăнсăртран тенĕ пек ыйтрĕ Алмас.

— Хазарсем вĕсем кахал халăх, — ăнлантарса пама тытăнчĕ элчĕ. — Эпир хамăр иудейсем, анчах халĕ ĕнтĕ хазар патшалăхĕн çыннисем, диван тытса тăракан визирьсем пулса тăратпăр.

— Хаган мĕнле пурăнать? — ыйтса тĕпчеме тытăнчĕ Алмас.

— Хаган питĕ лайăх пурăнать. Пирĕн тата ертӳçĕ пур. Ертӳçĕ тавра эпир, визирьсем, чăмăртаннă. Патшалăхри пĕтĕм ĕçе туса пыратпăр. Хагана ытлашшиех чăрмантармастпăр. Пирĕн хаган кăшт чирлĕрех çын, çавăнпа унăн нумай ĕçлеме юрамасть. Эпир çавна шута хурса пурăнатпăр.

— Эсир пăлхарсемпе хазарсен хушшинче Атăлăн ку енче вăйлă çапăçу пулса иртнине илтнĕ-и? — татах ыйту пачĕ патша.

— Илтнĕ, — терĕ элчĕ. — Чăнах та, эпир Атăлăн ку енне хамăрăн пысăк мар çара кăларса янăччĕ. Анчах сирĕнпе, пăлхарсемпе, вăрçă вăрçас тесе мар, унта-кунта хурахсем йышлăланса кайнăччĕ, вĕсене хирĕç янăччĕ. Хурахсем вĕсем сире те, пире те телейлĕн, нимĕнрен хăрамасăр пурăнма чăрмантараççĕ.

— Пысăк мар çар тетĕр те-ха... — тĕлĕнчĕ Алмас патша. — Ман шутпа унта пысăк çар пулнă сирĕн. Питĕ юнлă çапăçу пулчĕ çав çарпа пирĕн çар хушшинче. Пăлхарсен çарне эпĕ хам ертсе пынăччĕ.

— Пĕлетпĕр, пĕлетпĕр, эсĕ хазарсен çарне пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă, — савăннă пекех калама тытăнчĕ элчĕ, ют халăх çарĕ пирки калаçу пырать пек.

— Çирĕм пин ытла сирĕн çыннăрсене тыткăна илтĕмĕр, — терĕ Алмас.

— Юрĕ, урăх кун пирки калаçмăпăр, аслă патша, эсĕ ирĕк парсан, — терĕ элчĕ. — Эпир сан пата, аслă та чаплă патша, вăрçă çинчен мар, туслă пурнăç çинчен калаçма килтĕмĕр. Эпир сана пирĕн тĕне, иудейсен тĕнне йышăнма сĕнетпĕр. Мĕн кирлĕ, пĕтĕмпех пулăшатпăр. Иудейсен тĕнне кĕрсессĕн, эсĕ тӳрех тата та ытларах вăйлăланса, чаплăланса каятăн. Сана пĕтĕм тĕнче хисеплеме тытăнать... Эпир вара сана çав пирĕн тĕнпе мĕнле пурăнмаллине пĕтĕмпех каласа парăпăр, мĕн кирлине вĕрентĕпĕр.

— Пирĕн пата тыткăна лекнĕ хазар çыннисем вара сире пачах та кирлĕ мар-и? — тĕлĕнчĕ Алмас.

— Вĕсем вара паян кун та ырă-сывă-и? — тĕлĕнчĕ элчĕ — Санăн тӳрех, тытса илсенех, вĕсен пуçне касмалла пулнă!.. Тыткăна лекнĕскерсем кама кирлĕ? Эппин, вĕсем вăрçă вăрçма та пĕлмеççĕ. Вĕсем тĕнчене çĕртсе пурăнни никама та кирлĕ мар!.. Вĕсем, чăн-чăн çарçыннисем пулсассăн, мĕн юлашки сывлăшченех кĕрешмелле пулнă. Эпир, хазарсен патшалăхĕнче пурăнакансем, чăн-чăн паттăрсене кăна, кĕрешӳре пуç хунисене кăна хисеплетпĕр...

Çак сăмахсене илтсессĕн, Алмас пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăш та çаврăнчĕ. Çак калаçу вăхăтĕнче вăл лайăх ăнланчĕ: ют тĕн илнĕ, ют йăла-йĕркепе пурăнакан халăхăн пуласлăхĕ çук иккен. Ют тĕнпе пĕрле халăх патне ют йăла-йĕрке килет, ют йăла-йĕркепе пĕрле патшалăха ют çынсем килсе тулаççĕ. Вĕсемшĕн тĕп халăх — хисепе тйвĕçлĕ халăх мар, аякран, ютран килнĕ çынсене çак халăхăн пурлăхĕ, пуянлăхĕ çеç кирлĕ...

Алмас вара урăх калаçса тăрас мар терĕ, шăнкăравне алла илчĕ те шăнкăртаттарчĕ.

Таппир кĕрсе тăчĕ.

— Хаклă хăнасене кермене вырнаçтар, — хушрĕ Алмас патша таппира. — Хăна тăвăр, чыслăр, хула кăтартăр.

Вара элче куçран тинкерсе пăхрĕ:

— Эсир, элчĕсем, калани пирки эпир телсемпе пĕрле канашлăпăр та часах хамăр мĕн шухăш патне çитнине сире пĕлтерĕпĕр.

 

Элчĕсем кайна хыççăнах Алмас хăй патне хазарсен мăрсине Ирхана чĕнтерчĕ.

Сементертен элчĕсем килнине Ирхан пĕлме ĕлкĕрнĕ иккен.

Алмас ăна тин кăна элчĕсемпе мĕнле калаçу пулнине каласа кăтартрĕ.

— Эппин, эпĕ сана, аслă патша, маларах Хазарстанри пурнăç çинчен мĕн калани пĕтĕмпех тĕрĕсе килчĕ, — терĕ Ирхан. — Хăв куртăн, Алмас патша, вĕсене хазар патшалăхĕ те, хазар çыннисем те кирлĕ мар. Эпир сан патна юлса тĕрĕс турăмăр.

— Элчĕсене мĕскер калас манăн? — ку тĕлĕшпе те мăрса шухăшне пĕлесшĕн пулчĕ патша.

— Сан ирĕк, аслă патша, — терĕ Ирхан. — Пирĕн вара вĕсемпе тĕл пулас та, калаçас та килмест. Аслă та чаплă Хазарстан пĕтрĕ ĕнтĕ. Нимĕн тума та çук. Хагана халь тин ăса кĕртме те, унăн ирĕкне çирĕплетме те çук. Пĕртен-пĕр çул пирĕн, хазарсен, хамăрпа пĕр юнлă, пĕр чĕлхеллĕ, пĕр йăла-йĕркеллĕ пăлхарсем патне куçса килесси, вĕсен патшалăхĕнче пурăнма тытăнасси.

— Хазарсен элчисемпе мĕскер тăвăпăр вара? — хăйĕн иккĕленĕвлĕ шухăшне сирсе ярас мар тенĕн ыйтрĕ Алмас.

— Ку вăл санăн ирĕк, аслă патша, — пуçне тайрĕ Ирнак. — Çапах та калама ирĕк пар. Эпĕ лайăх пĕлетĕп: иудейсем питĕ чее халăх, вĕсем ниçта та ахальтен кайса çӳремеççĕ. Хула тăрăх çӳретчĕр вĕсем. Анчах та пĕр-пĕр шанчăклă çын вĕсем мĕн тунине, кампа калаçнине йĕрлесе пырсан пĕрре те пăсăк пулмĕ.

— Эппин, ку ĕçе эсĕ ту.

— Çук, вĕсем мана палласа илĕç. Ку ĕçе вĕсем пачах та пĕлмен çынна хушсан аванрах.

 

Ирхан кайсанах патша Теккепей канара шыраса тупса хăй патне илсе килме хушрĕ. Таппирсем Теккепее часах шыраса тупрĕç.

— Теккепей, — терĕ патша çамрăк çарпуçне, — пысăк ĕç шанса паратăп сана. Илтнĕ пуль ĕнтĕ, пирĕн пата хазарсен элчисем килчĕç. Пăлхарта вĕсем темиçе кун пурăнаççĕ. Вĕсем кунта кампа калаçнине, кама шыранине, хулара çӳресе мĕн тунине пĕтĕмпех пĕлмелле манăн. Астăватăн-и, Кавказри пăлхарсем патĕнчен килнĕ Тарпайпа пĕрле эпир ватă Айтукана византисем патне янăччĕ. Аксупай карпуç хăйĕн çар карапĕпе вĕсене сыхлама тухса кайначчĕ. Çавăн çинчен хазарсене такам пĕлтернĕ. Кайран тата Багдата элчĕсем яни çинчен те хазарсем питĕ хăвăрт пĕлнĕ. Ку вăл ахальтен мар. Пирĕн шĕкĕр хулара пĕр-пĕр сутăнчăк пурах. Хазарсем сутăн илнĕ çын. Тен, паян-ыран хазарсем çав çынна тĕл пулас тейĕç...

Атя, йĕрлесе пĕл!..

 

* * *

Темиçе кун хушши Теккепей хазар элчисем хыççăн хула тăрăх çӳрерĕ. Хăй мĕн илтнине, мĕн курнине вара патшана каласа парас терĕ.

— Никам патне те хăнана-мĕне кайса çӳрени пулмарĕ, — терĕ вăл. — Малтанхи кун мунчара пулчĕç. Анчах унта та хăйсем пĕр ушкăнпа çăвăнчĕç те, çапăнчĕç те, хула çыннисемпе никампа та тĕл пулмарĕç. Иккĕмĕш кунне вара хула курса çӳрерĕç. Пасарта пулчĕç, лавккасене кĕрсе çӳрерĕç.

— Тен, пĕр-пĕр лавккаçпа е сутăç-хуçапа уйрăмах нумай калаçмарĕç-и?

— Ытлашши никампах та калаçса тăни пулмарĕ. Çапах та... — калас-и, калас мар-и тенĕн, Теккепей чарăнса тăчĕ.

— Мĕн çапах та? — ыйтрĕ патша. — Атя, кала!

— Абдаллах ибн-Башту лавккинче нумайччен пулчĕç вĕсем. Хуçа ăçта, хăçан таврăнать тесе те ыйтса калаçрĕç. Кайран вĕсем патне ибн-Башту хĕрĕ Хания та тухрĕ. Чылайччен калаçса тăчĕ хазарсемпе. Анчах мĕн çинчен калаçнине пĕлеймерĕм. Уйрăлса тăрса, çынсем илтмелле мар калаçрĕç вĕсем.

— Ибн-Башту, ибн-Башту... — шухăша кайрĕ Алмас. — Çук, ку ĕненмелле япала мар. Ара, хăй Багдата элчĕ пулса каять те... Çук, хăйне хазарсем тытса илсе пуçне касчăр тесе шутламасть ĕнтĕ вăл. Çук, суту-илу ĕçĕпе кăна калаçма пултарнă вĕсем. Ара, ибн-Баштун таварĕсем нумай, тем тĕрлĕ те...

— Чăнах та, таварсем илсе тухрĕç вара хазарсем ун лавккинчен, — патша сăмахне çирĕплетрĕ Теккепей.

— Юрĕ, çапах та шухăшламалли пур кунта, — пĕтĕмлетсе каларĕ юлашкинчен патша. — Эппин, ку хазарсене хамăр патăмăрта нумай тытса тăни те усси çук.

Тепĕр икĕ кунтан Алмас патша Сементертен килнĕ хăнасене нимĕнле татăклă сăмах каламасăр, парнесем парса, анаталла каякан карап çине лартса ăсатса яма хушрĕ.