Атăл шывĕ юха тăрать :: Кустантин хăнисем


Кустантии хули — иккĕмĕш Рим.

Истпори кĕнекинче çырнинчен.

 

Тĕнче тăрăх хавха çӳрет. Алмас патша хазарсене çĕмĕрсе тăкнă текен хыпар часах пĕтĕм таврана сарăлчĕ. Юнашар пурăнакан çĕршывсенче пуринче те çакăн çинчен кăна калаçрĕç.

Ирхине ирех Алмас патне таппир чупса кĕчĕ.

— Атăл урлă Кустантин хулинчен килнĕ хăнасем каçаççĕ, — терĕ вăл. — Ятарласа вĕсене Византи императорĕ хăй Кустантин хулинчен сан патна янă, аслă патша!..

— Юрĕ, кăнтăрла илсе кĕр вĕсене ман пата, — хушрĕ Алмас.

Чăнах та, кăнтăрла кермене Кустантин хулинчен килнĕ элчĕсем кĕчĕç.

— Пирĕн аслă император, çур тĕнче тытса тăракан патша, сана, пăлхарсен аслă патшине, пысăк салам ярать, вăрăм ĕмĕр сунать тата çак парнесене йышăнма ыйтать, — маларах тухса пуç тайрĕ Кустантинран килнĕ элчĕ Алмас патшана. Вăл аллине çĕклерĕ те кăчăк туртрĕ. Пĕрле килнĕ виçĕ Византи çынни вара виçĕ тăмтирĕкпе аслă император парса янă парнесене Алмас умне йăтса пычĕç. Пĕрремĕш тăмтирĕк çинче — ылттăн-кĕмĕл, иккĕмĕш тăмтирĕк çинче — кăнтăрти çĕршывсенчен илсе килнĕ ялкăш ĕнчĕ, виççĕмĕш тăмтирĕк çинче — Византирен илсе килнĕ тутлă эрех пичĕки.

Çаксене Алмас умĕнчи сак çине лартрĕç те элчĕ çыннисем, кутăн чака-чака, алăк патне кайса тăчĕç.

— Тавтапуçах! — терĕ Алмас, элче куçĕнчен пăхса. — Ман тусăма, Византи императорне, ман ятпа салам кала. Эпĕ ăна вăрăм ĕмĕр, телей сунатăп.

— Тавтапуçах, аслă патша! — пуçне тайрĕ элчĕ. — Пирĕн аслă та чаплă император сана, пăлхарсен аслă патшине, май пулсассăн кăçал хăнана чĕнет.

Куншăн та питĕ кăмаллă пулнине палăртса, астул çинче ларакан Алмас элче пуç тайнă пек турĕ.

Çакăн хыççăн Алмас аллипе сулчĕ те пӳлĕмрен пурне те тухса кайма хушрĕ. Вĕсем элчĕпе иккĕш кăна юлчĕç.

— Кустантин — аслă хула, — хăй сăмахне пуçларĕ иккĕш кăна юлнине курсан аякран килнĕ элчĕ. — Аслă хулана тем тĕрлĕ хыпар та питĕ час çитет. Аслă патша, эпир Кустантин хулинче пурăнакансем, эсĕ путсĕр хазарсене ним юлми çĕмĕрсе тăкни çинчен илтсе питĕ савăнтăмăр. Византисем эпир хазарсене хырăç-марăç тата куланай тӳлесе тăратпăр. Халĕ ĕнтĕ, эсĕ вĕсене çĕмĕрсе тăкнă хыççăн, эпир те хазарсенчен хăрами пулатпăр, ӳлĕмрен хырăç-марăç та, куланай та тӳлеме пăрахатпăр.

Ку сăмахсене Алмас куç хупми, пĕр сиккĕленми ларса итлерĕ.

— Византи çĕрне, Кустантин хулине тата тепĕр ырă хыпар та çитрĕ. Эсĕ, аслă та чаплă пăлхар патши, хăвăн халăху валли çĕнĕ тĕн шырама тытăннă тет. Çакна илтнĕ май эпĕ сана пирĕн тĕн çинчен питĕ тĕплĕн каласа парасшăн. Пĕлетĕн ĕнтĕ, аслă та чаллă Пăлхарстан патши, христианство тĕнĕ вăл чи тĕрĕс, чи чаплă тĕн. Кам та кам çак тĕнпе пурăнма тытăнать, вăл вара пĕтĕм тĕнчере чапа тухать. Ăна тĕнче хуçи чи аслă турă хăй тата турă ывăлĕ Исус Христос пулăшса пыма тытăнаççĕ.

— Эпир хамăр халăха валли çĕнĕ тĕн тупасси пирки ытлашши шухăшласах кайман, çапах та эсĕ каласа катартни маншăн питĕ усăллă, — терĕ Алмас.

— Ислам тĕнĕ пирки те, иудейсен тĕнĕ пирки те, аслă та чаплă патша, ан шухăшла, — каллех калаçма тытăнчĕ элчĕ. — Аслă император мана ирĕк пачĕ: енчен те сана пирĕн тĕн килĕшет пулсан, эпĕ Пăлхар хулине чылайлăха юлма пултаратăп, сана та, эсĕ каланă çынсене те Исус Христос çинчен те, унăн амăшĕпе ашшĕ çинчен те пĕтĕмпех каласа пама, пирĕн тĕн йĕркине вĕрентме пултаратăп.

Алмас аякран килнĕ элчĕ сăмахĕсене пит тимлĕн итлерĕ. Çакă вара Византи элчине пушшех те хавхалантарса ячĕ. Вăл тата та ытларах хăпартланса калаçрĕ те калаçрĕ.

— Эпир пĕлетпĕр: Атăлçи пăлхарсем Дунайçи пăлхарсемпе пĕр тăван. Эсир те, Дунайçи пăлхарсем те Купрат патша ачисем. Пĕлетĕн пуль ĕнтĕ, аслă патша, Купрат хăй çамрăк чухнех Константинопольре пирĕн тĕне йышăннă, çавăнпа пĕтĕм тĕнчепе чапа тухнă. Çавна шута хурса ĕнтĕ Дунайçи пăлхарсем, аслă та чаплă Аспарух тăхăмĕсем пурте тĕне кĕчĕç, христианство çутипе çуталчĕç те халĕ ырă курса-реххетленсе Исус Христос çунатти айĕнче пурăнаççĕ. Эсир те, çапла тусассăн, тӳрех чаплăланса каятăр, сире вара пĕтĕм тĕнчере пĕлме, пур енĕпе те пулăшса пыма тытăнаççĕ.

— Юрĕ, кун пирки эпир шухăшласа пăхăпăр, — терĕ Алмас. — Халлĕхе вара эсĕ, элчĕ, кан, пирĕн хулара пурăн, çынсемпе калаç. Кăштах вăхăт иртсен эпир сана хамăр шухăша пĕлтерĕпĕр.

Элчĕ, пуç тайса, кутăн чака-чака, алăк патне çитрĕ те нимĕн сасă тумасăр, хуллен тухса кайрĕ.

 

* * *

Тепĕр темиçе кунтан Алмас хăйĕн телĕсене чĕнсе илчĕ те Византирен, Кустантин хулинчен килнĕ элче, питĕ кăмăллăн калаçса, хаклă йышши парнесем парса, аслă императора телей те ăнăçу сунса, ăсатса яма, Атăл урлă каçарса яма хушрĕ.