Шурă акăш çулĕ :: Пиччĕшĕпе шăллĕ
Сатăш кунпа çеç лăпланмарĕ-ха, шăпланма чĕнсе каллех алă çĕклерĕ.
— Тата акă мĕн, туссем, — терĕ вара. — Керим хан пирĕн халăха йывăр самантра пăрахмарĕ, ăна хӳтĕлеме пулчĕ. Атьăр ăна малашне Керим хан тесе мар, мухтавлă ашшĕн ĕçне малалла тăснине шута хурса Пулат хан тесе чĕнер. Пирĕн, халăхăн, унашкал ирĕк пур пек туйăнать. Пултăр-и çапла?
— Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! — хăватлăн янăрарĕ таврара.
* * *
Тепĕр ир Юсуф хăйне парăннă темиçе нукерпа тата çурăм урлă михĕ çыххисем хунă темиçе лашапа Хусана çул тытрĕ. Ăна никам та ăсатса ямарĕ. Тепĕр тесен унăн хăйĕн те халĕ никама курас килмерĕ. Пăртакран Юсуф ушкăнĕ Хусан çулĕ çине ӳкрĕ. Унччен те пулмарĕ, таçтан пĕлĕтрен ун умнех шурă акăш вĕçсе анчĕ те çул урлă каллĕ-маллĕ вĕçе пуçларĕ. Вăл юланутçăсене «ан кайăр ку çулпа» тенĕнех туйăнчĕ. Шăп та лăп çиччĕ хутларĕ акăш çапла, çунаттипе Юсуфа çапăнас пекех таччăн вĕçрĕ. Анчах Юсуф малаллах талпăнчĕ. Вара акăш хурлăхлăн кăриклетрĕ те каллех тӳпенелле вĕçсе хăпарчĕ, кĕçех куçран çухалчĕ.
Шухăшсем
Кам пĕлет И...
What if your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Vexing https://www...
Annoying https://www...
Every day, websites like chuvash....
I've recently started using https://ele...
What if your website chuvash...
I've recently started using https://ele...
Get more leads for your chuvash...