Шурă акăш çулĕ :: Пиччĕшĕпе шăллĕ


Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Çак халăхсенчен нумайăшĕ хăй тĕллĕн патшалăх туса пурăнма та пултараймасть, тен. Вăл шутра чăваш халăхĕ те. Ытла таçта та пĕр сапаланса пĕтнĕ вăл, ытти халăхсем хушшинче çĕтсе кайнăнах туйăнать. Хăй улус тума тăрăшакан тăрăхри чăвашсем чăннипе пĕтĕм халăхăн пĕчĕк пайĕ кăна иккенне Юсуф тахçанах ăнланса илнĕ.

— Эс, Юсуф тусăм, тата çакна ан ман, — калаçăва хăй аллине илчĕ Али бек. — Пăлхарсем эсир... хм... эпир çемçерех кăмăллă. Халăха тытса тăмашкăн вара хытă чунлă, хытă алăллă çынсем кирлĕ. Унсăрăн халăх вăл хавшаса кайма пултарать. Эс пĕрре-пĕрре вăхăтна шеллемесĕрех хăвăн çывăхунти икĕ яла кайса кил-ха. Çав ялсене тутарланнă пăлхарсем Урасмет турханпа Карамăш мăрса тытса тăраççĕ. Вĕсем ĕнтĕ, сан çывăхунта пулин те, пире пăхăнса пурăнаççĕ. Вăт йĕрке тĕк йĕрке унта. Çавна май çыннисен пурнăçĕ те ытти ялсенчинчен лайăхрах, хăтлăрах.

Татах çырткаларĕç. Чăн та, Юсуфăн апăт анми пулчĕ ĕнтĕ, вăл хăйне кӳпĕннĕнех туйрĕ. Хуçа вара какай татăккисене апата тин ларнăн çăтать те çăтать.

Пăртакран татах ĕç пирки калаçрĕç.

— Юсуф хан, — терĕ самантлăха чăмлама чарăнса хуçа, — эпир, ĕлĕкхи пекех, чи йышлă чăваш-пăлхарсене уйрăм тăрăх туса парас тетпĕр. Анчах ăна ертсе пыма эсĕ кăна пултарăн тесе шутлатпăр. Хальлĕхе çав тăрăха ислам тĕнĕпе пурăнакан чăвашсене кĕртĕпĕр. Пурăна киле хăвăн хальхи чăвашусене те унтах явăçтарăн. Çакна пĕр эсĕ çеç тума пултаратăн, ма тесессĕн сан аçу ячĕ халăх асĕнче-ха, хăв та эсĕ ĕçӳсемпе чап илме ĕлкĕрнĕ.

— Юсуф тусăм, эсĕ паян Хусана тĕплĕн пăхса çаврăнтăн, — каллех хутшăнчĕ калаçăва Киям бек. — Эсĕ хăвăн улусунтан Чăваш патшалăхĕ туса хума шутланине те эпир лайăх пĕлетпĕр. Анчах хăвах шухăшла, пирĕн Пăлхар патшалăхĕнче вăтăр икĕ хула пулнă, халĕ чăн-чăнласа хула шайĕпе пурăнаканнисем иккĕ — Шупашкарпа Хусан тăрса юлнă. Ыттисен ячĕ кăна. Халăхăн хăш хула тавра чăмăртанмалла? Санăн Хусанпа танлашакан хула çук. Патшалăху та хальхи чикĕпе илсен пит пысăках пулаймĕ. Çĕнĕ хула лартсан та вăл аталану тĕлĕшпе Хусанпа танлашаймĕ. Кунта халĕ кăпчаксемпе нухайсен чи пуян çыннисем пурăнма тытăнчĕç. Хăйсем вĕсем ăна-кăна тăвас тĕлĕшпе пит ăстах мар, анчах çав тери пултаруллă çарăçсем. Укçи-тенкипе вара тĕрлĕ ĕç ăстисене тара кĕрĕштерсе ĕçлеттереççĕ, çапла майпа çĕршыв хăватне ӳстереççĕ.

— Итле, Юсуф хан, эсĕ тата çакна шута ил, — терĕ Хусан хуçи. — Эсĕ ертсе пырас тăрăх вăл сан улусунтан темиçе хут пысăкрах, вуншар хут хăватлăрах. Ун çумне хăвăн хальхи улусна та хушайсан эпир сан тăрăхна уйрăм патшалăх шайĕпе шутлăпăр, сан ĕçе вуçех те хутшăнмăпăр, хамăр çине хӳтлĕх ĕçне кăна илĕпĕр. Ну, мĕн калăн?

— Пăртак шухăшлам-ха, тӳрех нимĕн калама аптăратăп, — терĕ Юсуф.

— Юсуф хан, эпир санпа кун пирки унчченех калаçнă ĕнтĕ, хурав пама вăхăт пуль, — аса илтерчĕ Киям бек. — Пĕлетĕн-и, пирĕн пайăрласа ĕçлемешкĕн вăхăт çитнĕ. Эпир сиссе те юлман, юлашки вăхăтра пиртен анăçарахра та, кăнтăрта та вырăссем çĕкленме тытăннă. Хăвах пĕлен, вĕсем Шупашкар патнеллех сĕкĕнеççĕ. Çавăнпа пирĕн те васкамалла.

— Юрĕ, Киям, ытла ан пусахла çынна, — чарчĕ ăна Али бек. — Шухăшлатăр эппин тепĕртак. Анчах, Юсуф тусăм, пирĕн кĕркунне татăклă сăмах илтмелле. Эпир унран ытла кĕтме пултараймастпăр.

Çапла татăлчĕç вара. Унтан хуçа хăнана татах Хусан кăтартса çӳрерĕ, каçпа хулари чаплă çынсене пухса вĕсемпе паллаштарчĕ. Тата хăналарĕ, хăналарĕ...

Тепĕр кун ирпе çула ăсатса янă чухне Али бек Юсуфа икĕ чаплă лаша парнелерĕ. Лашисем çине вара икшер енне усăнтарса тĕрлĕ парнепе тулли мăн пĕтресем хунă. Унсăр пуçне çул çинче çиме тесе темиçе çыхă апат та пачĕ Хусан хуçи.

Шутсăр кăмăллăн таврăнчĕ Хусантан Юсуф. Унăн çыннисем те, лайăх хăналаннăскерсем, питĕ савăннă. Чăн та, вĕсем хăйсен хуçи Хусан хуçипе мĕн çинчен калаçнине пĕлме мар, тавçăрма та пултарайман.

 

3

Керим пиччĕшĕпе лешĕ Хусантан таврăнсанах тĕплĕн сăмахласа илесшĕнччĕ. Анчах Юсуф темшĕн-çке çавнашкал калаçуран пăрăннă пек туйăнчĕ. Каярах Керимăн унпа пуплешес шухăш та сӳнсе-сӳнсе пычĕ.

Вăл кун кăнтăрла та çитменччĕ-ха, такам Керим пӳртне алăкран хытах шаккарĕ. Çынни çавантах тата чӳрече патне пырса унтан та шаккарĕ, кăшкăрсах каларĕ:

— Элтепер, тух-ха, тух, усал хыпарпа килтĕм!

Кăшкараканни ку — Пинеслу. Хăй питĕ пăлханать, сассинче чăтăмсăрлăх палăрать. Керим хăпăл-хапăл юпăнчă уртса ячĕ те картишне тухрĕ.

— Керим элтепер, пирĕн енне хурахсен ушкăнĕ килет. Ахăртне, Эпеçех тапăнасшăн, — хыпăнса пĕлтерчĕ Пинеслу айккинелле туртăнакан лашине йĕвенрен аран чарса тăнă май.

— Йышлă-и вĕсем? Камсем? Эс кăна ăçтан пĕлен? — харăсах темиçе ыйту пачĕ Керим.

— Темле калас... Тăваттăн-пиллĕкĕн пек куртăм, — иккĕленерех хуравларĕ Пинеслу. — Эпĕ мăйăра кайнăччĕ. Ялтан пĕр виçĕ çухрăма. Лашана çиме уçланкăна ярса хăвартăм та шĕшкĕлĕхе кĕтĕм. Нумай та çӳремерĕм, çывăхрах такамсем мăкăр-мăкăр тунине илтрĕм. Сăмахĕсене ниепле ăнланма çук. Хайхи çывăхарах йăпшăнса пытăм та канма ларнă темиçе арçынна курах кайрăм. Чăвашсем мар, вырăссем пек туйăнчĕ. Хăйсем темрен асăрханнăн çурма сасăпа кăна пуплешеççĕ. Кашнин хĕç, ухă, çĕмренпе тулли йĕнĕ, хутаç пур. Ахаль çын çапла çӳрес çук. Тем тесен те ырăпа килмен вĕсем пирĕн тăрăха... Вара эпĕ лаша патне таврăнтăм та ăна, ура сассине никам ан илттĕр тесе, пирвай айккинерех çавăтса тухрăм, унтан сиккипе яла, сана пĕлтерме васкарăм.

— Тĕрĕс тунă эсĕ, Пинеслу, питĕ тĕрĕс тунă, — мухтарĕ хĕре элтепер. — Çапла, хĕçлĕ çын ахальтен вăрманпа пытанса çӳрес çук. Анчах тăваттăн-пиллĕкĕнех Эпеçе тапанас та çук. Темскер ăнланмалла марри пур кунта... Атя-ха эсĕ киле кĕрсе хĕçпе ухă çакса тух. Эпĕ те мĕн кирлине илĕп. Вара малтанлăха иксĕмĕрех тепре кайса пăхар кĕтмен хăнасене, вĕсем мĕн çăмăлпа çӳренине, чăннипе ăçталла çул тытнине пĕлме тăрăшар. Кайран куç курĕ... Чим, эсĕ вĕсен тĕлне кăтартма пултарăн-и? Тен, вĕсем ку таранччен урăх çĕре кайнă?

— Ман шутпа, вĕсем кунталлах килме тухнă. Йĕрĕсем Атăл енчен тăсăлаççĕ. Пирĕн енне вара шĕшкĕлĕхпе утаймăн, унта вĕсем канма çеç пытанса ларнăн туйăнать. Эппин малалла кайма вĕсен уçăрах вырăна тухмалла. Ун пек вырăн хура çырма тăрăх кăна тăсăлать, çавăнта каяр, — сĕнчĕ Пинеслу. — Эпĕ вăл тăрăха серепе лартма нумай çӳренĕ, çавăнпа лайăх пĕлетĕп.

Çапла турĕç те. Вăрмана кĕрсен лашисене çырма пуçне хăварчĕç, хăйсем шăппăн çӳреме тăрăшса кĕтмен хăнасем килмĕ пултарас енне утрĕç. Пинеслу тĕрĕсех чухланă иккен. Кĕçех умра чĕрĕ турат тăкăскăн хуçăлни илтĕнчĕ. Керимпа Пинеслу çавăнтах кашт айккинерех пăрăнчĕç те каврăç тĕмĕ хыçне пытанса выртрĕç.

Часах кĕтмен хăнасем хăйсем те курăнчĕç. Тăваттăн. Çарăçсем мар, анчах хĕçĕ-ухă таврашĕ чăнах та кашнин пур. Тумне кура вырăссем пекех туйăнать. Акă пĕр арçынни туратран такăнчĕ те хăйпе хăй ятлаçса илчĕ. Çапла, вырăссем кусем. Çавнашкал намăс сăмахсемпе вĕсем перкелешеççĕ. Леш такăннă çынни ыттисем пыракан йĕртен айккинерех пăрăнчĕ те Керимпа Пинеслу çывăхнех пырса тĕреклĕ юман кутне тăчĕ, йĕм çăртине уçса йывăç вуллине лайăх кăна шăварчĕ. Çакна куран Пинеслу намăсланнипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ, анчах нимĕн тума çук, тӳсес пулать. Вырăс вара канăçлăн ахлатрĕ те малалла нимĕн пулман пек уттарчĕ.

— Атя, эпир те хыççăн йĕрлер, — шăппăн каларĕ Пинеслуна хăлхаран Керим. Хĕре шалкăм çапрĕ тейĕн. Вăл çаплах пĕр сăмах чĕнеймесĕр, пач хускалмасăр выртать.

— Ну, атя ĕнтĕ. Мĕнех вара çын тула тухнăшăн, пурте тăвакан ĕç кăна вăл, — лăплантарчĕ Керим хĕре хулран туртса.

Вырăссем Эпеç ялĕнчен инçех те мар тăсăлса выртакан вăрман хĕрринех çитрĕç, кунта тĕмсем хыçне выртса яла чылайччен тимлесе сăнарĕç. Керим йăпшăнса вĕсем патне май килнĕ таран çывхарчĕ, çапах калаçнине илтмелĕхех хушша кĕреймерĕ. Вара вăл хупах çулçисем татса хăлха тавра çавăрчĕ. Çапла майпа хăлха çунаттисене ӳстерсен тин кĕтмен хăнасем мĕн пирки пуплешнине ăнланма май килчĕ. Ку çынсем сăнавçăсем кăна-мĕн. Вĕсем ир енне кунта пысăк ушкăн ертсе килесшĕн. Сăнавçĕсен шучĕпе, Эпеç улус ялĕ пулнăран кунта пуян çынсем чылай. Хальлĕхе вĕсем кăнтăр çутипе усă курса чаплăрах пӳртсене, вĕсем патне мĕнле пымаллине палăртса хураççĕ. Керим ăнланчĕ ĕнтĕ: ку çынсем — Чулхула енчи ушкуйниксем, чăвашла каласан, шывçи хурахĕсем. Вĕсем çуран мар, утсемпе килесси те паллă пулчĕ. Лашисене те пĕр-пĕр ялта вăрлаççĕ ĕнтĕ, те кампа та пулин вăхăтлăх усă курма килĕшсе татăлнă — пĕлме çук. Вĕсем вăрланă япаласене Эпеçрен Атăл хĕррине баркассем патне турттарса кайма кирли çеç паллă.

— Ну, çитĕ сăнаса, — терĕ пăртакран Керим. — Атя, утсене кайса илер те яла таврăнар. Пирĕн халĕ «чаплă хăнасене» тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленмелле.

Яла таврăнсан Керим чи пултаруллă, хĕçпе те ухăпа усă курма ăста йĕкĕтсене пуçтарчĕ, вĕсенчен вуншар çынран тăракан икĕ çар ушкăнĕ йĕркелерĕ. Хăйпе пĕрле Пинеслуна та илес терĕ. Хĕр, сунар ĕçне аван пĕлекенскер, çул тупма-йĕрлеме питĕ ăста. Тата Керимăн, темшĕн, ăна ялан çумра курас килет.

Хурахсем хăш çулпа килессе пĕлнĕрен Керим вĕсене çырмара, тарăнрах вырăнта хуптĕрлесе илмешкĕн шут тытрĕ. Ушкуйниксем сых енне хăйсен сăнавçисене вăрманти лару-тăрăва сăнаса тăмашкăн хăварма та пултарнă. Çавăнпа Керим ушкăнĕ ялăн тепĕр пуçĕнчен тухса кайрĕ те вăрмана кĕрсен тин кирлĕ енне çул тытрĕ. Кайма вара çуранах тиврĕ, ма тесессĕн лашасемпе вăрттăн çӳреме хĕнтерех. Те пĕри-пĕри тулхăрса илĕ, тепри-тепри тата шăна-пăвана тӳсеймесĕр асса кайĕ. Тепĕр тесен мĕн вăл чăваш каччишĕн пилĕк-ултă çухрăм утасси? Çинех тата кайран, хурахсем килес çырма хĕрринерех вырнаçсан, канса выртмалăх та вăхăт пулчĕ.

Кĕтме çĕрлечченех тиврĕ. Хăшĕ-хăшĕ ĕнтĕ ку хурахсем кĕçĕр килмеççĕ пулĕ тесе те шутла пуçланăччĕ. Анчах акă ӳхĕ сасси илтĕнчĕ. Чăннипе сасă параканни вуçех те ӳхĕ мар. Ку вăл элтепер пурне те хатĕр тăмалли çинчен систерчĕ. Керим хăй Пинеслупа юнашар выртатчĕ. Таврана çĕр сулхăнĕ аннă пулин те вăл хĕртен вĕри çапса тăнине, унăн кашни сывлавне туйса-илтсе выртрĕ. Пĕр самантра Керимăн Пинеслуна хытă-хытă ыталаса илес килчĕ. Темĕнле куçа курăнман хăватлă вăй ун патне туртать тейĕн. Мĕн япали ку? Мĕнле аташ шухăш амаланать элтепер пуçĕнче? Халĕ унăн тăшмана еплерех çапса хуçасси çинчен çеç шухăшламалла... Хăйне хăй шанмасăр Керим хуллен Пинеслу çумĕнчен айккинерех шуса хăпрĕ, çапла майпа çырма çывăхнерех пырса выртрĕ. Çырми вара тĕтрепе тулнă иккен. Чăн та, ун витĕр йывăçсем курăнаççĕ те-ха, анчах ытла инçетрисемех мар. Килекеннисене вара çӳлерехри тавралăх лайăхрах курăнма тивĕç. Эппин, çыран хĕррипе вырнаçса тухнă çынсем те. Керим хăйĕн çарăçĕсене пултарнă таран пăхса çаврăнчĕ. Лешсем те çакна аванах чухлаççĕ пулас, пурте çĕртен уйрăлми лăпчăнса выртнă.

Акă анатра лаша утти илтĕнчĕ. Çакна тахçанах кĕтнĕ пулин те вăл сасартăк, пач кĕтмен çĕртен илтĕннĕн туйăнчĕ. Чим, ара лашисем çырмапа мар, çырма хĕррипе килеççĕ-иç. Шăпах Керим выртакан енпе тата. Акă хурахĕсем хăйсем те курăнчĕç. Вĕсем çуран çырмапах йăпшăнса утаççĕ-мĕн, анчах икĕ-виçĕ хурахĕ çырма хĕррипе лашасем çавăтса пыраççĕ. Пĕтĕмпе илсен ушкăн пĕчĕк мар, шучĕпе ушкуйниксем Керим çарăçĕсенчен те чылăйрах пулас. Кур-ха, ку этемккесем хăйсен усал ĕçне тумашкăн çав тери тĕплĕн хатĕрленнĕ иккен. Унччен те пулмарĕ, пĕр лаши сисчевленсе тулхăрса илчĕ. Хурахсем тăпах чарăнса тăчĕç. Тем кăштах канашласан икĕ çырана икшер çын хăпартрĕç те вĕсене маларах ячĕç. Тĕтреллĕ çырмаран улăхакан çынсен ĕмĕлкисем уйăх çутинче мунчаран тухакан çынсен ĕмĕлкисем пекех туйăнчĕç. Анчах вĕсем çын кӳлепинчен пĕр-икĕ хут та пысăкраххăн курăнаççĕ. Вăл-ку тарама-ха, Керимăн халĕ мĕн тумалла? Тăшман сăнавçисем чăвашсене асăрхасан ăнсăртлăх вуçех пĕтет. Вара тăшмана çĕнтересси те иккĕленӳллĕ. Керим йĕкĕчĕсем маттур та-ха, хураха та пули-пулми çын çӳремест. Çарăçсене тăшмана хупăрласа илме хушас — хурахсен тĕп ушкăнĕ çитсе ĕлкĕреймен-ха.

Керим аллине кăшт çеç çĕклесе Пинеслуна шăпăрт выртма хушрĕ те хăй тăчĕ, юман кĕрешсен хӳттипе лаша çавăтса килекенсем патнелле утрĕ.

— Кам унта?! — хыттăн кăшкăрса ыйтрĕ вăл. Хурахсем нимĕн тума аптраса чарăнса тăчĕç.

— Кто ты? — ыйтрĕ вĕсенчен пĕри.

— Я лесоруб, — терĕ Керим хыттăн, унтан юлташĕсем ăнланччăр тесе çавнах чăвашла та каларĕ: — Эпĕ лашман.

— С кем ты? — малалла тĕпчерĕ хурах.

— Один я. Пĕчченех эпĕ, — терĕ Керим çаплах хыттăн.

Ку ĕнтĕ ыттисене эсир шăпăртах пулăр тенине пĕлтерчĕ. Юлташĕсем ăна ăнланчĕç пулас, хальлĕхе пурте пач сывламасăр тенĕ пек выртрĕç.

Хурахсем хуллен Керим патне çывхарчĕç. Леш ыйтаканни кĕçех ыттисене пĕлтерчĕ:

— Он точно один. Давай, двигай вперед!

Çырмари ушкуйниксем малалла утрĕç. Лашасем çавăтса пыраканнисемпе çырмаран хăпарнисем вара тăваттăшĕ те Керима хупăрласа илчĕç. Элтепер куç хĕррипе ушкуйниксен тĕп ушкăнĕ çак хушăра шăпах чăваш çарăçĕсен тĕлне çитнине асăрхарĕ те сасартăк: «Ачасем, çапăр вĕсене!» — тесе кăшкăрса ячĕ, хăй вара сылтăм аллипе — хĕç, сулахаййипе ятаган туртса кăларса хăйне хупăрланă хурахсем çине сиксе ӳкрĕ, иккĕшне самантрах чиксе пăрахрĕ. Виççĕмĕш хурахне, Керим çине хĕçне сулса ямах хатĕрскере, вăл урапа пĕç хушшинчен тапса хуçлатса пăрахрĕ. Тăваттăмĕш ушкуйникĕ вара хĕçпе мар, вăрăм авăрлă чукмарпа-мĕн. Керим унăн чукмарне сулса яриччен çапса антараймарĕ, пĕшкĕнсе пуçне пăрма çеç ĕлкĕрчĕ. Сулмаклă чукмар хĕç çĕкленĕ хул айĕпе аякран вирлĕн пырса çапăнчĕ, пĕр-икĕ аяк пĕрчине хуçсах пăрахрĕ пулмалла. Ыратнипе Керим кукленсе ларчĕ. Хурах вара ун çине сиксе ӳкрĕ те пусса выртрĕ, вăйлă аллисемпе элтепер мăйне хĕскĕч пек пăркăчласа лартрĕ. Керим хĕçне те, ятаганне те аллинчен вĕçертрĕ, сывлăш çитменнипе лаштах кайса тăнне çухатрĕ...

Вăл пичĕ çине тем тумланипе вăранса кайрĕ. Пĕр тумламĕ унăн çăварнех патлатса анчĕ. Тăварлă.

Керим куçне уçрĕ. Ун çумĕнче Пинеслу чĕркуççи çинче кукленсе ларать иккен. Вăл тем кала-кала Керим питне ачашласа шăлкалать, хăй сасăсăр йĕрет. Унăн куççуль тумлать-мĕн пит çине.

— Эс ма йĕрен? — нимĕн калама пĕлменрен ыйтрĕ Керим.

— Чĕрех! — савăнса куççуль витĕр кăшкăрса ячĕ Пинеслу. — Ачасем, пирĕн элтепер чĕрĕ!

Вара васкасах ура çине тăчĕ, чупса килекен йĕкĕтсене çул парса айккинерех пăрăнчĕ, çавна май темрен такăнчĕ те ура айне пăхса хăрушшăн кăшкăрса ячĕ. Керим пуçне йывăррăн пăрса хĕр еннелле пăхса илчĕ. Пинеслу такамăн касса татнă пуçĕнчен такăннă иккен. Çав сухаллă пуç çумĕнчех хĕç выртать. Уйăх çутинче вăл вараланса пĕтни курăнать. «Юнпа вараланнă», — тавçăрса илчĕ Керим, Хеçĕ — Пинеслун, ăна, тахçан хăй парнеленĕскере, элтепер авринченех палларĕ. Эппин, Пинеслу ăна вилĕмрен çăлнă-ха. Эппин, Керим ун умĕнче ĕмĕр татайми парăмра...

— Тавах сана, Пинеслу, — терĕ Керим ура çине тăнă май.

Хĕр нимĕн те хуравламарĕ, хĕçне тытса йăтрĕ те айккинелле пăрăнчĕ. Унта вара Керим йĕкĕчĕсем чĕрĕ юлнă ушкуйниксен аллисене çыхаççĕ. Чăн та, чĕрĕ юлнисем пурĕ те виççĕн çеç. Ытти çирĕм ытла çын унта та кунта хăшĕ тăсăлса выртнă, хăшĕ пуç хĕрлĕ тăрăннă, хăшĕ кукленсе ларнă.

— Мĕн, пурне те вĕлерсе пĕтертĕр-им? — ыйтрĕ Керим çывăхри йĕкĕтрен.

— Элтепер, вĕсем сана çапса антарнине курсан çав тери тарăхса кайрăмăр, — терĕ йĕкĕт, — вăт вара... Юрать сан çывăхунтах Пинеслу пулнă. Хĕçне пĕрре сулсах тăшман пуçне вăшт çеç касса ывăтрĕ. Тупата, тепĕр арçын та унашкал вăйлă çапаяс çук. Хурахсене вĕлерсе пĕтернĕшĕн вара каçар...

■ Страницăсем: 1 2 3 4