Хура çăкăр :: XII. Ятлă йыхравçă
— Сăмах та çук, пултарать. Сана калам, Шерккей пычĕ, тет, ун патне. Тырă пуçтарса кĕртнĕ вăхăтчĕ-ха ун чух. Элентей килне таврăннă кăначчĕ. Кĕчĕ, тет, вĕсем патне Шерккей, шăкăл-шăкăл сăмах пуçларĕ, тет. Сăмах çине юмах, юмахĕ те чăнах — çĕнĕ çуртра кăмака кирлĕ. Пĕр кăмака кăна та мар иккен. Аякри çынсене чĕнтерсен, кĕсъе ытларах çӳхелет, ку ĕнтĕ тăван темелле, ыттисене туса панине тетĕшне укçасăр тумашкăн та килĕшмелле пек. «Шăна пуçларăнам?» — тесе ыйтрăм тет Элентей. «Ара ĕнтĕ, халь шăнмастăп та, хĕл çитсен, сивĕ пулать çав», — тесе тавăрчĕ, тет, Шерккей. «Сивĕ пулсан, Шерпикене чĕн, вăл ăшăтма пултарĕ», — тесе çеç каларăм тет Элентей. Шерккей урăхран чĕлхе уçмасăрах килнелле вĕçтерчĕ, тет.
— Ак тамаша!
— Эп калатăп Элентее, — каллех сăмахне тăсрĕ Шинкĕл — туса памаллаччĕ ĕнтĕ кăмакине, асăнмалăх та пулин тетĕп тĕтĕм çăтас тĕле пĕр-пĕр пуш кĕленче хумаллаччĕ тетĕп.
— Ара, хутмассерен кăмаки шăхăрса татăр.
— Çапла терĕм çав. Килĕшмен иккен апла та. Унпа çыхланасси тенĕ имĕш.
— Элентей хăта тĕрĕс тăвать.
Кашни илтнĕ сăмах Тухтаршăн çĕнĕ хыпар пек. Шинкĕл Утламăш çинчен каласа та пĕтереймест. Ял халăхĕн нуши те, савăнăçĕ те, ĕçĕ те, шухăшĕ те вĕçĕмсĕр тăсăлать. Ĕнтĕ катари вăрман хыçне пытанма васкакан хĕвел те пысăкланса хĕрелнĕ каç çывхарать. Сарăхнă хăмăл çийĕн эрĕшмен карти кĕмĕл юпа евĕрлĕ эрешленсе курăнать. Хушăран сулхăн çил вăшăрхаса иртет. Шинкĕл, тем иккĕленес пек, пăртак шухăшласа тăчĕ, ларнă çĕртен çĕкленчĕ.
— Каяр та мар çав пĕрех хут, — терĕ вăл, Михал енне çаврăнсан. — Тӳррипе каласан, Тухтар шăллăм, пуçана патне каймастпăр-ха эпĕр. Пире ниçта та çупа кӳпчесе пиçнĕ ăшă икерчĕ кĕтсе тăмасть. Хĕл хырăмĕ аслă, çавна тăрантас çукки пире халех пăшăрхантарать. Кунсем тутăрах чухне, элле, кӳршĕ ялсене çиткелесе, кантăк шаккар-и тесе шухăш тытнăччĕ, — Шинкĕл хутаçне тӳрлеткĕлем пек турĕ. — Ну, Тухтар, шансах тăр, кăштах вăй илсен, хам парăма татмашкăн манас çук-ха. Шанчăкран тухасси ман йăлара мар.
— Ун пирки мĕнле сăмах пултăр, — аллипе сулчĕ Тухтар.
— Эппин, килеллех таврăнар-ха пĕрех хут...
Шинкĕлпе пĕчĕк Михал Тухтара мĕн Элентейсем патне çитиех ăсатса ячĕç.
Акă Тухтар паллакан çывăх çурт. Палланă хапха та хуралтă. Тухтарпа пĕрле килнĕ çынсем хăйсен çулĕпе пăрăнса утрĕç. Ем-ешĕл урам. Тăккаланнă улăм пĕрчи те курăнмасть. Килкартинчен тахăш вăхăтра усăк хăлхаллă хăмăр йытă чупса тухрĕ. Вăл, тăсмака сăмсине çĕклесе, енчен енне пăхкаларĕ, чарăнса тăчĕ, Тухтар патне çывхарчĕ, шăршлакаларĕ, унтан нăйкăша-нăйкăша Тухтар çинелле сике пуçларĕ.
— Чулай, палларăнам, Чулай?.. Манман иккен-ха, манман. Йытă ун тавра хăвăрт-хăвăрт сиксе çаврăнчĕ, çуланчĕ, йынăшрĕ, пуçне çĕрелле пĕксе, мăйне тăсса вăльттă-вальттă сиккелесе чупрĕ, татах Тухтар патне пырса, малти уриссмпе уртăнчĕ. Тухтар ăна ачашласа илчĕ.
Унччен те пулмарĕ, кĕçĕн алăк уçăлчĕ. Сӳхе кăвак кĕпе тăхăннă пит чипер хĕр алăк умне тухрĕ тăчĕ. Тухтар ăна курчĕ те шартах сикрĕ — Селиме курăннă пекех туйăнчĕ ăна. Çапла пĕр самант малалла иртме хăймасăр хытнă пек пăхса тăчĕ. Каярахпа тин хăйне Тимрук Чĕмпĕрте мĕн каланине асне илчĕ те малалла вăштах ярса пусрĕ.
— Тухтар тете!.. — савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ хĕр, Тухтар патнелле ыткăнса. — Таврăнтăнам, Тухтар тете?..
— Таврăнтăм, Чĕкеç, таврăнтăм, — чунтан хавасланчĕ Тухтар та. Хĕре сывлăх сунса, аллине ăшшăн чăмăртарĕ. — Епле чиперленсе кайнă эс, урăх çĕрте пулсан, кам пĕлет, сана паллайман та пулăттăм.
— Эй, мĕн чиперри унта... Ак эс тесен... Атя киле! Киле кĕрер...
Чĕкеç ăна ал вĕççĕн сĕтĕрсех кĕçĕн алăкран туртса кĕртрĕ. Ашшĕ те картишĕнчех иккен. Тухтара вăл çийĕнчех палласа илчĕ, кăмăллăн кулкаларĕ.
— Ха-а, Тухтар! — пĕр хушă чарăнса пăхса тăчĕ вăл. — Çитрĕне? Кĕтсе супрăмăр. Епле ӳссе кайнă, сарăлнă, тупата! Юман пек! Сана-и?Хура тăвăл хускатас çук.
Элентей ăна арçынла ыталаса чуптурĕ, темшĕн куçне шăлкаласа илчĕ. Сăнĕ-пичĕ хăйĕн ĕлĕкхинчен улшăнман пек, кăшт тулнăрах пулсан кăна. Тӳрремĕн пăхрĕ вăл куçран, — Ну, Тухтар. Килтĕн. Савăнтартăн. Кунта шăпах эсĕ кирлĕччĕ. Вăхăтра çитрĕн. Пит вăхăтра.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...