Хура çăкăр :: IX. Юлташсен тупи
Хĕл каярах юлса ларчĕ.
Сивĕ хĕл каярах килчĕ те, çанталăк çийĕнчех сивĕтсе пăрахрĕ. Юр çуса тăкнăранпа эрне кăна иртрĕ, унтан виçĕ каç та виçĕ кун хушши урăм-сурăм çил-тăман вĕркесе тăчĕ. Хула тулашĕнчи васан-çырансене кĕрт шăла-шăла тухрĕ, урлă-пирлĕ карăнан сукмаксем юр айне пытанчĕç. Шăматкун каçхине кăштах çемçетрĕ. Хула урамĕсенче халах кăллех йышлă çӳрекен пулчĕ. Хула хĕрринчи пĕр кичем урампа икĕ çын иртсе пырать. Пĕри çӳллĕрех пӳ-силлĕ, шурă кĕрĕк пиншакпа, çавра кăшăлла чăпар çĕлĕкне ĕнси çинерех пусса лартнă; юнашар утаканĕ, лутрарах та сарлака çын, хура пиншакпа, мулаххай çуначĕсене усса янă. Иккĕшĕ те атăпа.
— Çывăх мар иккен ăна савăта çӳреме, — терĕ лутрараххи. Унтан вара, хăй шухăшне тӳрре кăларас пек, малалла хушса хучĕ: — Тепĕр тесен, ун хваттерĕ çывăхра марри пирĕншĕн те меллĕ пулма кирлĕ.
— Çапла пулмасăр, — килĕшрĕ унпа тепри. — Кунта, калатăп-çке, ятне суйласа илнĕ пек улах вырăн, пире никам та чăрмантарас çук.
— Çемйи пысăк-и?
— Хăй вăл пĕччен кăна, ялтан килнĕ чăваш, хулара виççĕмĕш çул пурăнать...
— Хăйне пит лайăх пĕлетĕп-ха, — пӳлчĕ хура пиншакли тепĕрне. — Улька та çав çуртра пурăнать иккен. Тата кам пур вĕсем патĕнче?
— Улька амăшĕ пур. Вăл шанчăклă çын, хамăр йышши. Иккĕленмелле пулмасть,
— Пирĕн ĕçре çавна пĕлмесен юрамасть...
Пĕç тĕп таран юр ашса, айлăмалла пăрăнса кĕчĕç. Кунта, вĕсем килессе кĕтсе тăнă пек, кĕреçепе юр хырса, çул уçнă, сарлака сукмак алăк патне çитиех такăр. Часах пӳртрен тухнă сасă илтĕнчĕ.
— Кам унта?
— Хамăрăннисем, Тухтар, уç.
Алăк ирĕккĕн тайăлчĕ.
— Э, Василий Петрович килет иккен-ха, — илтĕнчĕ Тухтарăн хаваслă сасси.
— Кĕрĕр, ак кунта пурăнатпăр-ха. Ак çак еннерех пăрăнăр.
Тухтар, вĕсенчен кăшт маларах иртсе, пӳрт алăкне уçрĕ, хăй пăлтăр алăкне хупма юлчĕ.
Пӳртре ăшă. Пĕчĕк лампа çунать. Кĕнĕ çынсем алăк патĕнче урисене юртан шăлса васкамасăр тасатрĕç, кил-çурт йышне сывлăх сунчĕç.
— Пурăнатпăр-ха çапла майĕпен кăна кăштăртаттарса, — терĕ кил хуçи арăмĕ.
— Инке, — сăмаха хутшăнчĕ Тухтар, — каларăм-çке паçăр, шăпах çак çынсем килмеллеччĕ ĕнтĕ пирĕн пата.
— Ара, Улька мана улттăн-çиччĕн те пулатпăр тенĕччĕ-çке? Иккĕн çеç килчĕç-им?
— Килеççĕ-ха, тата килеççĕ.
— Çулĕ çул мар-çке пирĕн еннелле çӳреме, — ӳкĕннĕ пек каласа хучĕ кил хуçи арăмĕ. — Çу вăхăтĕнче чиперех темелле, тĕмсем ӳçĕççĕ, курăк та ешерет. Хĕл вăхăтĕнче вара пӳрт çӳллĕш кĕрт хывса каять. Тĕпелелле иртсе ларăр.
— Чиперех çитрĕмĕр-ха. Çулне те йăлт такăрлатса тухнă иккен. Эс мана, инке, паллаймарăн пулас?
— Пĕркун Улькапа килнĕччĕ. Куçма ятлăччĕ-и-ха?
— Шăпах çавă. Хĕрлĕ Куçма теççĕ мана.
— Мана Ваççук тесе чĕнеççĕ, — пĕлтерчĕ хура пиншакли Василий Петрович текенни, кил хуçи арăмне алă парса.
— Иртĕр, иртсе ларăр тĕпелелле. Чей хатĕрлесе парас пуль сире?
— Чейне лартăпăр-ха ăна, — терĕ Тухтар.
— Улька халь те таврăнман-и? — ыйтрĕ Куçма.
— Ĕçрен таврăннăччĕ-ха, лавккана çитсе килесшĕн пулчĕ.
Кил хуçи арăмĕ тĕпелте хăй ĕçĕпе аппаланма тытăнчĕ.
— Чипер хваттерте пурăнатăн эс кунта, — енчен енне пăхкаларĕ Василий Петрович. — Кухнисĕрех икĕ пӳлĕм-и?
— Леш пӳртне Тухтар туса пачĕ-çке пире, — илтĕнчĕ тĕпелтен сасă. — Тупата, тав туса пĕтерес çук ăна эпир.
— Тукаласа лартрăмăр çав-ха, Василий Петрович, пурăнма ирĕкрех пултăр терĕмĕр.
— Пултаратăн иккен, Тухтар, чăнах пит пултаратăн. Ахальтен мар сан ятпа Павел Кузьмич та пит савса калаçатчĕ... Э, шăпах асăма илтĕм, ĕнерхи çырăвĕнче вăл сана пысăк салам янă.
— Палюк тете-и? — хĕпĕртесе ӳкрĕ Тухтар. — Курманни виçĕ уйăх çеç пулсан та, çулталăк иртнĕн туйăнать, ăçта вăл халь?
— Мускавра, — терĕ Василий Петрович. — Пресня рабочийĕсемпе пĕрле пурăнать, çуркунне сирĕн пата та пырса кайăп тет.
— Тунсăхласа çитрĕм, тем пек курас килет.
Василий Петрович шăннă аллисене пĕр-пĕринпе сăтăркаларĕ, тăнлавĕ тĕлĕнче кăвакара пуçланă çӳçне якатса илсе, çăра мăйăхне шăлкаларĕ.
— Эпĕ сана ăста слесăр кăна тесеччĕ-ха, эсĕ платнике те пултаратăн иккен.
— Платник? Эсĕ кăна йывăç çурт терĕн пуль-ха?
— Мĕн тата?
— Темле пысăк ĕçех мар кунта, Василий Петрович, — терĕ Тухтар. — Ялтан виç лав çĕрĕшнĕ улăм турттарса килтĕмĕр, унта вăл никама та кирлĕ мар. Ăна, сĕлĕ пĕрчи пек тураса, тăмпа çăртăмăр. Çавна кирпĕчлесе типĕтесси çын туман ĕç мар, ирĕкрех пурăнассу килсен, ӳркенессӳ çеç ан пултăр. Кайран купаларăмăр та тăм шăлса тухрăмăр, тул енчен те, шал енчен те шуратрăмăр. Хамăр йышши çынсене сахалтан та вунă-вунпилĕк çул кунта пурăнма пулать.
— Ай, чăнах, пит чипер тунă, — Василий Петровичпа Куçма тепĕр пӳлĕме кĕрсе курчĕç.
Тултан каллех ура сасси илтĕнчĕ, Тухтар пăлтăра тухрĕ. Кăштах тăрсан, тата пиллĕкĕн килсе кĕчĕç. Вĕсен хушшинче икĕ хĕр. Пĕри Улька — кил хуçи арăмĕн хĕрĕ, тепри хĕрле мануфактура фабрикинче ĕçлекен Клавти.
— Килнĕ хăнасем тата пур иккен-ха кунта, — терĕ Улька, кăвак пальтине хывса çакнă май. — Аван-и? — алă парса тухрĕ, унтан халь çеç килнисен енне пуç сĕлтрĕ: — Ак кăсем хамăр пата çитнĕ те, кĕрер-ши, кĕрер мар-ши тенĕ пек, çул юппинче аптраса тăраççĕ. Хам ертсе кĕтĕм вара... Ну, салтăнăр ĕнтĕ пурсăр та, салтăнăр, паян ĕçе кайма васкамалла мар-ха. Çапла-и? — сăмахне ытла çепĕç килтерсе пырать Улька.
— Тавтапуç!..
Халь çеç килнисем, тумтирĕсене хывса, пӳртрисене алă парса тухрĕç.
— Эсир леш пӳлĕмелле иртетĕр пуль, унта ларма-тăма ирĕкрех, — терĕ Улька амăшĕ, килнĕ çынсене кирек хăçан та хапăл тума çывăхскер.
Юнашар пӳлĕмĕн алăкĕ вырăнне кăвак чечеклĕ çӳхе чаршав карнă. Шалта кăшт кăна уçăрах. Тĕпел кĕтесĕнче Тухтар выртса тăракан йывăç кравать пур, ăна пĕр тикĕс сарса пуçтарса хунă. Тепĕр кĕтесри тăрăхларах сĕтеле ал вĕççĕн чĕнтĕрлесе çыхнă çитĕпе витнĕ. Сĕтелĕн икĕ енĕпе вăрăм саксем. Кĕтесре турăш тавраш çук. Тирпейлĕ. Урай хăми кăна çӳхерех, ярса пусмассерен авăна-авăна илет. Килнĕ çынсем, хăйсене хистессе кĕтмесĕрех, саксем çине йĕркипе ларса тухрĕç.
— Пурсăмăр та пухăнса çитрĕмĕр, — Василий Петрович, хĕрĕх çулсене çывхараканскер, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, çынсем çине пăхрĕ.
— Пурсăмăр та, — терĕ Улька. — Пĕр Осипов кăна килеймерĕ...
— Пĕлетĕп, — аллипе сулчĕ Василий Петрович, — ун мăшăрĕ чирленĕ, паян килеймест. Пуçлатпăр пуль, юлташсем. Çитес шăматкун та çакăнта пуçтарăнăпăр теççĕ те, эсир мĕнле шухăшлатăр?.
— Кун пирки калаçса тăмăпăр, Василий Петрович, — терĕ Улька. — Инçерех тесен кăна. Ахаль кунта пире никам та кансĕрлес çук.
— Инçи вăл тем мар-ха пирĕншĕн, — сăмаха Куçма та хутшăнчĕ. — Çулне пурсăмăр та пĕлтĕмĕр ĕнтĕ; çӳрессе çеç пĕрле çӳрес марччĕ.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Василий Петрович. — Çитес шăматкун та çакăнтах пуçтарăнăпăр.
— Кунта килесси пире уçăлса çӳренĕ пек кăна.
— Çакăнтах килĕпĕр, çутă çутнă вăхăтра.
— Калаçса татăлтăмăр эппин, — Василий Петрович çырă мăйăхне якаткаласа илчĕ.
Çынсем шăппăн кăна сăмахлаççĕ. Василий Петрович варринчи тенкел çине ларчĕ.
— Халь, юлташсем, — терĕ вăл, — мана ак мĕн каласа парăр: иртнĕ эрнере ăçта мĕнле хыпар-хăнар пулчĕ, рабочисем мĕн сăмахлаççĕ...
Пуçтарăннă çынсем çакăн пек пĕчĕк пухусенче темиçе хут та пулса курнă, çу вăхăтĕнчи вырсарникун вĕсем катари вăрмансенех çитсе килетчĕç. Малтанласа хăйсен калас сăмахĕсене хăяйманнипе калаймастчĕç, пыра киле хăнăхрĕç те, халь итлеме çеç вăхăтна çитер.
Клавти çирĕмелле çитнĕ хĕр, пусма фабрикинче ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Иртнĕ кунсенче унта вунсакăр ачана ĕçе вĕренме илнĕ иккен. Ачисем пурте çамрăк та хыткан, вунвиççĕрен асли пĕрре те çук. Халлĕхе вĕсене пĕр пус та тӳлемеççĕ. Пысăккисем ачасене пит хĕрхенеççĕ, çак мĕскĕнсене мĕншĕн халех чĕр тамăка килсе чикеççĕ-ши теççĕ.
— Тĕрĕс калаççĕ рабочисем. Сивĕнекен чуна вут-кăварпа ăшăтайманнине пĕлеççĕ вĕсем. Тата мĕн?
— Ĕнер тата пĕр рабочи — çамрăк-ха хăй, фабрикăра улттăмĕш çул кăна ĕçлет терĕç — шăпах ĕçрен тухас умĕн сылтăм аллине хул таранах шĕтĕрнекпе хуçтарчĕ.
— Мĕнле апла?!
— Мĕнле тетĕр, ун пекки пирĕн иртнĕ уйăхра та пулнăччĕ-çке. Ĕçленĕ çĕрте сĕм-тĕттĕм. Рабочисем шĕтĕрнек станокĕсене хăмапа-мĕнпе витсе кармалла тесе темиçе хут та каланăччĕ. Пуçлăхсем шута илмеççĕ. Халь те витмен-ха. Кун вара шĕтĕрнеке ăнсăртран пиншак çанни çакланать те, машина чунсăр, аллине те тĕркелесе туртса чăмлать. Кашкăрса ячĕ, тупата!.. Пурсăмăр та ĕç пăрахса чупса пытăмăр. Урайне чĕп-чĕрĕ юн юхса тулчĕ. Управляющи килсе кĕчĕ те пире хамăр вырăна хăваласа ячĕ. Ярминкке мар кунта çаплах пăхса тăма тет, хăвăр ĕçĕре ан пăрахăр тет.
— Ăçта леçрĕç вара ăна? — хута кĕрес пек ыйтрĕ Улька.
— Таçта çĕклесе кайрĕç, эпĕр пĕлеймесĕрех юлтăмăр... Килĕнче хăйĕн ватă амăшĕ пур иккен, икĕ пĕчĕк ачи, тет, арăмĕ ухмаха тухас пек макăрса пычĕ...
— Макăрма мар, çакăнса вилĕн ун пек пулсан...
— Чимĕр-ха, юлташсем, — пӳлчĕ Василий Петрович пĕр çамрăка, — Лекçей, эс вилĕм пирки ан асăн. Вилĕмне çĕнтерекен çынна хăватлă тетпĕр эпир. Улькапа Клавтие калатăп-ха: эсир ыран вĕсен килне кайса килĕр, хур куракан килйышне халлĕхе ăшă сăмахпа та пулин йăпатăр, унтан вĕсене мĕнпе пулăшма пултарасса пĕрле шутлăпăр.
Василий Петрович хăй сăмахне каласа çеç пĕтерчĕ — тепĕр пӳлĕмрен Улька амăшĕ хырăмламас çутă сăмавар çĕклесе кĕчĕ.
— Мĕн-и, чăрмантартăм-ха сире, вĕри чей ĕçтересшĕнччĕ-çке?
— Капла эпир сана та канăç памастпăр, тăхлачă, — ларнă çĕртен çĕкленчĕ Василий Петрович. — Тăкакне пĕтĕмпех хăвăра чăттарсан, пире кунта тепре килсе курма намăс та пулĕ. Ме-ха çакна, кăштах сахăр тавраш туянмалăх та пулин пултăр, — Улька амăшне вăл виç тенкĕлĕх хут укçа кăларса тăсрĕ.
— Ак ĕнтĕ! — тĕлĕнчĕ лешĕ. — Укçа парасшăн-и? Хе-хе-хе, пире эсир пуйтарсах хăварасшăн-çке капла, тупата? Ун пеккишĕн халиччен укçа-мĕн илсе çылăха кĕмен, çӳлти турă пире малашне те ан хуштăр.
— Хамăр тенĕ çынна килĕшмест-çке ун пек хăна пулса çӳреме, тăхлачă, чăн калатăп, килĕшмест, — çине тăчĕ Василий Пет-рович. — Кунта эпир тăван патне çӳренĕ пек килĕпĕр те, кайăпăр та. Кашни килмессерен çапла чăрмантарма тытăнсан, пире хăваласах ямалла пулать.
— И-и, ун пек шутлама юрать-и, — çĕкленерех каларĕ Улька амăшĕ, — кассан — турпас, тетпĕр, калаçсан — сăмах, халь ак, итлес мар-итлес мар тенĕ çĕртен сирĕн сăмахăр ман хăлхана кĕчĕ те — айăп тумăр-ши мана эсир çавăншăн? — чĕрем уçăлсах кайрĕ. Кунта эсир хамăр пек нуша чăтса пурăнакан çынсен хутне кĕрсе калаçатăр пулас? Тавтапуçах сире ырă сăмахăршăн. Укçăр пирки, пули-пулми чейшĕнех укçăра ан тăккалăр-ха. Чей патне сахăр пекки кирлĕччĕ иккен...
— Сахăр илсе килтĕм, анне.
— Эппин, аван та... Хĕрĕм, улма пĕçерсеттĕм те...
— Килсе ларт çакăнта.
Василий Петрович аллинчи укçине Улькана тăсрĕ. Улька та илесшĕн марччĕ, Василий Петрович кăмăлĕ юласса сисрĕ, вара вăл тепрехинче килмесен те пултарĕ? «Ун пек юрамасть», — шухăшласа илчĕ Улька, укçине ирĕксĕртен тенĕ пек илмелле пулчĕ.
— Ĕнтĕ тепрехинче чипертерех апат хатĕрлĕпĕр-ха, — терĕ вара вăл.
Çынсем сĕтел хушшине ларса вĕри чей ĕçме тытăнчĕç. Василий Петрович варринче ларать, унпа юнашар — Тухтар, хĕрринче — атă-пушмак фабрикинче ĕçлекен Лекçей, тепĕр енче — ыттисем.
— Лекçей, — терĕ Василий Петрович, — мĕнле халь унта сирĕн? Иртнĕ эрнере хуçăр кашни ĕçлекен çынтан виçшер пус катса юласшăн тенĕччĕ.
— Василий Петрович, — хавасланса сăмах пуçларĕ Лекçей. — Сан канашна итлесе, ĕçлекенсем пурте пĕр кавара кĕчĕç. Ĕç укçине пĕри илекен пулмарĕ. Пире ахаль те сахал параççĕ, урăхран чăтма пултараймастпăр, хуçа пире кашни уйăхра пĕрер тенкĕ хăй хушса патăр, вара ĕлĕкхи пекех ĕçлеме тухатпăр тесе, кантура хыпар çитертĕмĕр. Пирĕн хуçа мĕнле хыт кукар иккенне пĕлетĕр ĕнтĕ. Хайхискерĕн мĕн тумалла? Пĕр кун иртет — ĕçе тухакан пĕри çук, тепĕр кун иртет — çаплах пымаççĕ. Виççĕмĕш кунхине хуçа пур ĕçлекенсене те кантура пуçтарттарчĕ. Пытăмăр. Хуçа малтанласа сăмахне пирĕнпе чиперех пуçларĕ — ӳкĕте кĕртем пек тăвать, пурсăмăра та халь йывăр килет тет, сире хĕрхенетĕп тесе сӳпĕлтетет. Хамăр йышшисем те чĕлхесĕр пулмарĕç. Çаплах хĕрхенсе калаçатăн пулсан, уйăхсерен тенкĕшер хушса тӳле пире терĕмĕр, унсăрăн пĕри те ĕçе тухмастпăр тесе, кутăна хыврăмăр. Пирĕн сăмах хуçа кăмăлне каймарĕ курăнать, пурсăмăра та ĕçрен кăларса ярассипе хăратма тытăнчĕ. Кам хăйне ĕçрен кăларттарасшăн мар, ыран ирпе ирех ĕçлеме килтĕр терĕ. Ĕçлекен çын ĕçсĕр тунсăхлать ĕнтĕ, ĕçе тухасси хăвăнтан килет терĕмĕр хуçана. Мĕн тăвас тетĕн, ĕçрен кăларса ярассинчен хăракансем хамăр хушăра виççĕн-тăваттăн тупăнчĕç-çке. Тĕттĕм халăх çав. Вĕсене айăпа кĕртме çук. Анчах вĕсем хăйсем тĕллĕн кăна мĕн тăвайччăр? Фабрикăна пырсан, ун-кун перĕнкелесе çӳренĕ те тухса кайнă. Хайхи хуçа пурсăмăра та тепĕр хут чĕнтерчĕ. Татах хăй шухăшĕпе килĕштересшĕн. Пире мĕн? Урăх çĕрте те ĕç тупма пултарăпăр-ха тетпĕр. Пĕр ватăрах çын пур пирĕн, çав фабрикăра çирĕм çула яхăн ĕçлет, ăна эпир чи ăста çын вырăнне хуратпăр. Хуçа хăй самахне каласа пĕтериччен алăк патнелле çул тытрĕ. «Эс ăста каятăн?» — теçе ыйтрĕ хуçа. «Расчут илме, — тесе тавăрчĕ лешĕ, — камăн ĕнси хулăнтарах — ĕçлетĕр, мана халичченхи пек ĕçлесе тӳлени çырлахтармасть», — терĕ. Ун хыççăн эпир те çĕклентĕмĕр, ыттисене ĕçлеме илĕрех, эпир пурсăмăр та каятпăр тетпĕр. Ятлаçса та хирĕçсе мар, чиперех сăмахлатпăр хамăр. Пĕлсех тăратпăр-ха: пире кăларса, ыттисене илсен те, ĕçе вĕрентсе çитериччен, ай-яй, тар юхтармалла. Хальхи ĕçлекенсене пĕр харăс кăларса яни хуçана пит пысăк сиен кӳнĕ пулĕччĕ. «Ан кайăр-ха, — терĕ пире хуçа, — ан кайăр, калаçăпăр», — терĕ. Чарăнса пăхрăмăр ун еннелле. Хамăр сăмах çавăн пек кăна тесе, каллех тухса кайма тытăнтăмăр. «Килĕшетĕп! Килĕшетĕп чун илесшĕсем! — тесе кăшкăрчĕ хайхискер. — Эрне çитет эсир ĕçлеме пăрахни, — терĕ вăл, — малашне çавăн майлă хăтланатăр пулсан, сире влаç аллине парасси кăна юлать», — терĕ. Шăлне çыртса та пулин, хуçа пире пĕрер тенкĕ хушса пама пулчĕ. Ĕçлекенсем халь пурте хĕпĕртеççĕ, тĕрĕс турăмăр теççĕ. Çапла ăса кĕртрĕмĕр çав хамăр хуçана.
— Чимĕр-ха, — асăрхаттарчĕ ăна Василий Петрович, — ытлашши васкаса ан хĕпĕртĕр. Хуçа халь сирĕн умăрта чееленсе кăна пăхасшăн пулĕ. Малтанлăха сире тенкĕшер хушса пама та пултарĕ. Акă сирĕн халь мĕнрен сыхланмалла пулать. Хуçа, тĕрлĕрен сутăнчăксем тупса, хăйне кирлĕ пек килĕштерме пултарать. Ĕçлекен халăха кам пăтраштарать те мĕнле пăтраштарать, хуçана хирĕç тăма кам вĕрентет, ĕçлекенсене кам хирĕçтерет, çавăн йышшисене шыраттарма тытăнать. Сăмахран каласан, Лекçей, вăл санах, куçлаттарса, ĕçрен кăларса яма пултарĕ. Сыхланарах çӳре, санăн татах ĕçлемелле-ха унта, — терĕ Василий Петрович.
— Ытла хăраса тăнипе те ĕç тухмасть-çке, Василий Петрович, — терĕ Лекçей, — хуçапа куçа-куçăн калаçмалла пулчĕ çав пирĕн.
— Тĕрĕс вăл. Ялан хăраса пурăнакан çын этем чысĕнчен тухать, — ăнлантарчĕ Василий Петрович. — Хăраса мар, сыхланса ĕçлеме вĕренмелле тетĕп сана. Кам санăн чăн юлташу пу-лать, кам юлташу мар — çавна пĕлсе тăмалла. Хуçупа калаçмалла пулсан та, пĕр хăвăн ятăнтан çеç мар, малтанах ыттисемпе килĕшсе хумалла, йывăртарах пулать пулсая, пурте сан майлă тăччăр. Пĕрлешнĕ вăя çĕнтерекен хăват çук, çавна кирек хăçан та асра тытмалла.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...