Хура çăкăр :: I. Текерлĕк канăçне çухатнă
Шерккей мунча умĕнчи мăкланнă каска çине пырса ларчĕ. Хуралнă тарĕ çамки тăрăх тумлам-тумламăн шăрçаланса анать; вăл ăна асне илмесĕрех кĕпи çаннипе шăлкалать те канса сывлăш çавăрать.
Ĕнтĕ ырсах çитрĕ иккен арчипе аппаланса. Кун пек нушаланасса кĕтменччĕ вăл, çук, кĕтменччĕ. Яра кун сухара пулнă чухне те паянхи пек ĕшеннине астумасть. Мунча пăлтăрĕ айĕнче тупнă арчине уçма хăтланса, хурçă пурттин сăмсине катса пăрахрĕ, сулахай аллинчи пӳрнине шăйăрттарса юн кăларчĕ, ăна çĕтĕк ланчашкапа çыхкаласа ячĕ, çĕр каçиччен куç хупмасăр тертленчĕ, нушаланчĕ — ĕçĕ виçĕ пус кĕмĕле тăмарĕ: арчине çаплах уçаймарĕ.
Тата мĕн тăвасшăн вăл? Куккук хăй йăвинче чĕп кăларасса кĕтет-им, хир ăсанĕн пуçне мăйрака шăтса тухĕ тет-им? Тĕттĕм чухне кăна çапла аппаланать те, ан хăра, çын кушак мар-çке, çĕрлехи куç витĕр кăтартмасть çав, кун çутипе ĕçлемелле. Кун çутипе!
Шерккей çаплах мунчара питĕрĕнсе ларĕччĕ — шаккани тимĕр чанклатни илтĕнет, сас пулать. Тимрукпа Ильяс та вăранĕç, килсе кĕрĕç те: «Эс, атте, мĕн шаккатăн кунта?» — тесе ыйтĕç. Куçĕсем иккĕшĕн те çĕрлехи мăшăр хунар пек, чĕлхи-çăварĕсенче чаракĕ çук, тупкăчă çинчен пĕлес-тăвас пулсан пĕрре çумне иккĕ хушса сăмах çӳретеçин...
Пĕр вĕсем кăна чăрмантарĕç-и? Ак вăл ĕнер ачисене улма çумлама кăларнăччĕ. Мунчара хам пĕчченех тăрса юлтăм тесе хĕпĕртенĕччĕ, Арчине халь уçăп та вара уçăп тесе çеç тăратчĕ — шăпах Пикмăрса килсе кĕчĕ. Мĕскĕн Пикмăрса пĕр чара шӳтернĕ хуратул пăтти илсе килнĕ, хирĕçлеме шăл çемми пултăр терĕм-ха, терĕ. Çуннă кил-йышăн хутне кĕрес тесе çав. Ай, апăрша! Хăйсен те йышлă килйышне шăл хушшине хумалăх тутă тĕпрĕнчек çук-ха, хăйматлăхĕсен пултăрĕ имĕш ĕçчен Пикмăрсана вутă татса ваклама пулăшнăшăн тăпăрчă хутасси пе кăштах хуратул кĕрпи пачĕ, тет те, çав кĕрперен те пулин пăтă пĕçерсе илсе килнĕ. Шерккей ăна-кăна ăнланать-ха те пĕр чухне унăн çакăншăн ӳксе тав тумаллаччĕ. Хальхинче ăнă хапăл сăмах каламарĕ. Ун пек сăмах калассинчен ытла — хирĕçлемĕ пырса кĕнĕшĕн мăртăхнă пек те курăнчĕ-ха вăл. Шăп кăна çакăн пек чухне хуртлашса çӳреççĕ-çке, тупата, тесе шухăшне илчĕ Шерккей.
Тата пăртак вăхăт иртсен, Шинкĕл пырса кĕчĕ. Пырса кĕчĕ те тахçанччен павраса ларчĕ, хĕрхеннĕ вăл, хута кĕрес сăмах каларĕ. Кăмăл туса пынă çынна хăваласа кăларма çук, утах килнелле тесе те тӳрех калаймастăн. Пасара каймастăн-и, тесе ыйтрĕ вăл Шерккейрен. Ентĕ Шерккей пасара каять-и, каймасть-и, мĕн ĕç пултăр Шинкĕлĕн? Пĕрер пăт çăнăх туянса килесшĕн имĕш вăл, çуран çĕклесе килмешкĕн, çапах та вун икĕ çухрăм, тет. Вуникĕ çухрăм-и? Инçерех иккен. Тем мар, тăванăм, тем мар, пыршу пĕрĕне пуçласан, çухрăмне шутласах тăрăн-ши — пăтне мар, иккĕшне те реххетленсе çĕклесе килĕн, ывăннине те сисмĕн, тесе йăпатасшăн пулчĕ ăна Шерккей. Килĕшмерĕ Шинкĕле çак канаш, кăмăлĕ юлчĕ курăнать. Урăхран сăмах чĕнмесĕр тухса утрĕ. Тата такам патне çитесшĕнччĕ пулинех. Çилленчĕ пулмалла, вăрăм куç харшине пĕрĕнтерсе пăхса илчĕ. Е, çилленин тата. Тĕнчере пур чул та çутатмасть-çке терĕ Шерккей. Çапла мар-и? Тепĕр тесен, Шерккейшĕн пурпĕр. Ав вăл эсĕ, Шинкĕл, пасара каймастăн-и тесе ыйтмасть-çке, ун патне пырса ыйтаççĕ. Канăçлăн ĕçлесе ларма памаççĕ. Юпне курас тенĕ чух нимсĕр шăхăрса юлăн. Çавăнтан хăрать-çке Шерккей...
Вăл ура çине тăчĕ. Хĕн кăтартнă арчине каллех пăлтăр айне вырнаçтарчĕ, çиелтен, малтанхи пекех, çĕрĕшнĕ улăмпа витрĕ. Ăшĕ хирĕлсе вăркатчĕ пулин те, пăртак ăна хăйĕн чун хавалĕ лăплантарчĕ-ха: вăл ĕçленине ют куç курмарĕ. Çав арчана хăй килĕнче уçса пăхасси пулмастех çав. Кунта пăхма юраман пирки иккĕленмелле те мар. Эппин? Пиçиччен кĕтнине антариччен кĕтмешкĕн чăтăм çитереймĕ-ши вăл? Чăтать. Чăтăм вăхăчĕ хăйне хаклама пĕлекен çынна çеç хисеплет, ăна сăвап кӳрет, чапа кăларать. Шерккей мунча алăкне туртса пăхрĕ, тул енчен ăна пăявпа йăлмакласа çыхрĕ: такам килсе ан кĕтĕр, пĕр ăстăрккă хăй тăнă вырăнтах пускаласа илчĕ, унтан кӳрши патне тухса утрĕ.
Левентейсем çывăратчĕç-ха. Шерккей вĕсене ыйхăран вăратса кĕчĕ. Алăкне тӳрлетесшĕн те вăл имĕш, шăллă хăйра кирлĕччĕ тет.
— Шăллă хăйра?
— Ара...
Шерккей астăвать-ха вĕсен шăллă хăйра пуррине.
Ыйхăллă Левентейĕн куçĕ чарăлчĕ. Шăллă хăйра пур та-ха вĕсен, алăк тӳрлетнĕ çĕрте, темĕн, мĕн тума пулать-ши унпа. Ытах пит кирлех пулсан, илсе кайтăрах. Ун пек-кун пек ĕçре Левентей хăй те пулăшма пултарнă пулĕччĕ. Шерккей кĕтсе тăмасть иккен хутне кĕрессе. Мунчи алăкне вăл пĕрме-пĕчченех тӳрлетме шухăшлать. Ĕçĕ сахал унта, мĕн шуйханасси пур. Ырă килйыш канăçне çапла вăхăтсăр татнăшăн айăп ан туччăрах ĕнтĕ ăна...
Левентейсен пăлтарĕнче сӳсмен çакмалли тимĕр сӳре шăлĕ çапса хунă. Шерккей ăна аллипе хускатса пăхрĕ — сӳре шăлĕ хускалать. Кил хуçи курăнман хушăра вăл ăна хирсе кăларчĕ те кĕсйине чиксе хучĕ. Тепре килнĕ чух пăлтăрне-мĕнне пăрахса хăварĕ-ха, сӳре пăти тухса ӳкнĕ иккен теме пултарччăр. Çакăн пек кирлĕ-кирлĕ мар ăпăр-тапăр хăй çуртĕнче те пурччĕ çав та, халь ак, пите хĕретсе, çынтан кĕленсе çӳремелле. Хăй килĕнче пурлăх та йĕрке тытайман хуçан сăвапĕ çук. Ăна аплах хăратаймĕç-ха: çуннă çын вăл. Чĕри çавăнпа кунăçрĕ вара Шерккейĕн. Вăл килне таврăнсанах лашине хăпăл-хапăл кӳлсе ячĕ, никам курман хушăра арчине кăларса урапи çине хучĕ, касăра кĕтӳ кăлариччен хирелле юрттарчĕ.
Çул çинче тусан пусăрăннă. Урапин кайри сылтăм кустăрми кукăр-макăр йĕр хывса пырать — шăлĕ пушаннă иккен, таврăнсанах хытармалла пулать.
Курмарĕç-ши ăна? Никам та асăрхамарĕ-ши?
Енчен енне пăхкалать Шерккей. Утламăш канăçлăн тĕлĕрет. Ял хĕрринчи кӳлĕ тĕлĕнче кăна шăранса пĕтеймен тĕтре мамăк пек çакăнса тăрать. Çук, ăна никам та курмасть. Ахаль, чăннипех курмарĕç пулас-ха? Урамра пĕр чун çук, йытă-мĕн вĕрни илтĕнмест, хирте те халь-хаççăн никам çӳремест. Ав, Илентей арманĕ патĕнче пĕр лав та çук — арманĕ авăрмасть. Ĕнтĕ халăхăн кăçал авăртмалăх тырри те юлман-тăр та, çил те çук. Шерккей каллех хăй патне пынă Шинкĕле асне илчĕ: пасара çăнăх туянма каяс тет-и? Çын темерĕн, хе-хе-хе...
Кăрша хирĕнче куç витсе илейми ыраш пусси сарăлать. Йывăрланнă пучах ешĕл хăмăлтан уртăнса авăна-авăна анать, йĕлме сиктĕрмерен çыхса янă сăпка пек кана-кана сикет. Тăпсаланнă пĕрчĕ сĕтне тартсан, кӳпчесе пиçĕхет те хуçăлакан пулать: вырма юрăхлă. Çĕнĕ тырра тухасси виç эрнерен ытла мар эппин.
Шăлтăр-шăлтăр урапа, пасар çулĕнчен пăрăнса, анапӳ хĕрринчи курăк пуснă сукмака тухрĕ. Таçтан кунта Шерккей тĕлне пĕр текерлĕк курăнса кайрĕ те пĕрехмай çӳлте, пуç тĕлĕнче, çаврăна-çаврăна вĕçме тытăнчĕ. Малтанласа Шерккей ăна ним вырăнне хумарĕ: «Кайăк-çке, хăй йăви патнелле çывхарасса сисет те, мĕн тутăр, пăшăрханать пуль çав, çапла пăртак йĕри-тавра çаврăнкалĕ те тăрса юлĕ», — тесе шухăшне илнĕччĕ Шерккей. Анчах лашине мĕн малалла уттарнăçемĕн текерлĕк те юлмарĕ, вăл хытăрах та хытăрах кăшкăрашма тытăнчĕ. Вăхăчĕпе пуçран сĕртĕнес пек вĕçе-вĕçе иртрĕ, çӳлелле хăпара-хăпара кайрĕ. Кăшт тăрсан, татах Шерккей тĕлнелле тăрăнса анчĕ. Чăп-чăпарскер, тĕпеклĕ мăйракине хутлатнă, сарлака та кĕске мăшăр çунатне хăвăрт-хăвăрт вылянтарать. Шан-ха çав кайăка, Шерккей патне вăл такама ертсе килме пултарĕ...
Урапа сăрт çамкине улăхрĕ, сĕрĕше пуçланă ыраш пусси хĕррипе анчĕ. Халиччен лăнчă янă тилхепине Шерккей сарăмсăр туртрĕ. Лаши тăпах чарăнчĕ.
Тинех кунта Шерккее никам та кансĕрлес çук, вăл хăй ани çинче. Курсан та çав канăçне çухатнă текерлĕк кăна курма пултарĕ. Шерккей хăех ертсе çитерчĕ-ши çав кайăка? Ай, канăçсăр текерлĕк, кур-ха эс ăна, çаплах кăшкăрашса вĕçет!
Çиллене пуçларĕ Шерккей. Урапи çинчен анса, тăпра муклашки ярса тытрĕ те кайăк енне пере пачĕ — персе тивертеймерĕ. Шерккей тепĕр муклашка тытрĕ, кайăк хăй патнелле вĕçсе çывхарасса кĕтрĕ. Чăмăртаса тытнă тăпри аллинчех пĕрчĕн-пĕрчĕн ванса кайрĕ. Вăл татах пĕшкĕнсе меллĕреххине суйларĕ. Тăпри ытла кăпăш, тытни-пĕр алăрах ванать. Ĕнтĕ мĕнпе персе антармалла çав тăнăçсăр кайăка? Тарăхса çитнĕ Шерккей ун-кун пăхкаларĕ — ал айĕнче нимĕн те çук. Çĕрле шăйăрса юн кăларнă пӳрнине улача лăстăкпа çыхнăччĕ. Вăл çавна та пулин сӳсе илсе кайăк еннелле вăркăнтарасшăн сулăнчĕ. Лăстăкĕ кĕр кунĕпе кăннă лĕпĕш пек, хăй умнех вĕлтĕртетсе анчĕ. Аптраса çитнĕ Шерккей çĕре лач сурчĕ, хайхискер чăпăрккине ярса тытрĕ. Текерлĕк хальхинче çывхарасса ун патнех çывхармарĕ те, пурпĕрех Шерккей урапи патĕнчен хăпмарĕ. Мĕскĕн Шерккей текерлĕке чăпăрккипе сулкаласа юнарĕ. Лешĕ çаплах кăшкăрашса вĕçме чарăнмарĕ. Ну, мĕн тăвас пур ăна!.. Шерккей аллипе сулчĕ, ассăн сывлăш çавăрчĕ: эй, вĕçин тата! Тепĕр каласан, вĕçтĕрех, тĕнче кайăкне ăçтан тытса чарăн...
Акă хайхи асамлă арча. Ĕнтĕ виçĕ кун та виçĕ каç иртрĕ ăна тупса кăларнăранпă. Виçĕ кун та виçĕ каç хушши вăл Шерккее шухăшлаттарчĕ, савăнтарчĕ, тарăхтарчĕ. Çак арчана, кам та пулин туртса илесрен чунĕ çукчĕ-ха унăн. Пӳлĕхе шĕкĕр, кунта, хăй ани çине, илсе çитерчĕ. Çавна килĕнче уçса пăхмашкăн ниçтан майне кӳреймерĕ-çке. Ачисене те пулин систересшĕн пулмасăр вĕсене вăл утă капанĕ çинче çывăрттарчĕ, мунчи алăкне шалтан сăлăп ярса питĕре-питĕре илчĕ, кĕске вăхăта çеç кăтăш пулнă хушăра та сехрине хăпартса вăрана-вăрана кайрĕ, унта-кунта сас-чӳ илтĕнмест-ши тесе, сĕм çĕр варринче алăкĕ патне пыра-пыра сăвăр пек пăшăрханса итлерĕ. Кун çутинче хĕвеле хуралласа çитес каçне çывхартрĕ. Кӳршисен автанĕ авăтасса кĕтсе канăçсăр каçне кĕскетрĕ. Юрать-ха, кунĕ-çĕре лăпкăнах иртрĕ. Пит аван. Арчи пуррине никам та пĕлмерĕ, никам курмарĕ, ачисем те пулин пĕлмесер юлчĕç. Ан пĕлччĕр çав. Ан пĕлейччĕр.
Арчи, пĕчĕкрех кăна пулсан та, тыткалама сулмаклă. Çиелти виттинче пирчесе шатраланнă тимĕр хăлăп пур, ал вĕççĕн çеклеме меллĕ. Иртнĕ ăнăçсăр каçсенче Шерккей çав арчана çеклесе кăна мар, темиçе хут силлесе те пăхрĕ. Ах, тĕнче! Пуша пулать-и çавăн пек тирпейлĕ арча? Шерккей, халиччен хăй аллипе лăнкă укçа тытса курман пулсан та, ылтăн сассине пăхăртан уйăрса илме пĕлмест-и? Акă вăл хальхинче те арчине сыхланса çеç силлесе пăхрĕ. Шалти сасса илтсен, кăмăлĕ тулчĕ, йĕпеннĕ куçне мăч-мăч хупкаласа илчĕ — хĕпĕртерĕ вăл.
Арчин пĕр кĕтессинче сĕлĕ пĕрчи кĕрес пек шатăк пур — çавăнтан уçмаллаччĕ пуль çав та ăна. Çăрин уççи çук-çке, пасса. Шерккей тепле май ашшĕ вилнĕ куна асне илчĕ. Вилĕ ашшĕн куçне хуптарманччĕ-ха. Элентей çавăн чух ашшĕ кĕсйинчен енчĕк туртса кăларчĕ, пĕтĕм укçине шăпах çурмалла валеçрĕ, пайласа пачĕ. Енчĕкĕнче тата тутăхнă кукăр пăтапа çăра уççи пурччĕ. Кам пĕлет, тен, шăпах вăл çак арчана уçмалли уçăччĕ пуль. Элентей çав ăпăр-тапăра пĕтĕмпех тетĕшне парасшăнччĕ. Ун чух пĕлмен-çке хăçан та пулин çак арчана тупасса. Пирĕн çынна хĕвел ансан ăс кĕрет тесе, çакăн пек тарăхса курнă çынсем каланă пуль. Тинех ӳкĕнсен те усси çук, хăйăртан чăпăркка яваймăн.
Шерккей арчапа питлĕх хушшине сӳре шăлĕ тăрăнтарчĕ, шăллă хăйрапа хайăрса, арча питлĕхне кăштах çĕклетрĕ. Витти тимĕрех пулсан та, Шерккейĕн хăватлă вăйне тӳсеймерĕ — хирĕлсе авăнчĕ. Хăпартланнă хуçи хăйрине тата шаларах кĕртсе ячĕ, вăйĕ çитнĕ таран хирĕлтерчĕ. Тутăхнă тăпса шартлатса татăлчĕ, йынăшса янăраса кайрĕ, витти тинех уçăлчĕ.
Ах, васкаса савăнас марччĕ-çке! Мĕн ĕмĕтленни кăпăк пек сӳнес пулсан... Чунĕ ури тупанне анса ларасса çитрĕ Шерккейĕн.
Текерлĕк, пĕтме маннăскер, çӳлте халь те пулин çавра кăшăл хыва-хыва вĕçет, Мĕн мурĕ кирлĕ ăна?.. Ĕнтĕ ама кайăк пулинех. Вăркан ăшне пăртак та пулин лăплантарасшăн пулчĕ Шерккей. Ама кайăк иркӳлĕм курăнсан, ир вăраннă çынна телей кӳрет тенине те илтсеччĕ-ха вăл тахçан. Тӳрре килтĕрех çак ыр кăмăлпа асăннă сăмах.
Шерккейĕн çăмламас кĕске пӳрнисем сиксе чĕтреççĕ. Тĕллĕн-паллăн вĕсем юнпа хыта-хыта ларнă. Ак ĕнтĕ, çанталăкĕ сивĕ те мар-çке, мĕн çӳçентерет ăна, мĕне сисет унăн чун хавалĕ? Чи çиелте çĕтĕк улача çитти. Черченкĕ япалана мелсĕр тĕкĕнсе çĕмĕрес марччĕ тенĕ пек, Шерккей сыхланса та асăрханса сирсе пăрахрĕ çав улача çитте, чăн та укçа!.. Укçа тĕркемĕсем ăна курăнах кайрĕç: пĕр çыхă, иккĕ, виçĕ çыхă... шутласа тăрас вăхăт-и?..
Аллине шалалла чикрĕ Шерккей. Куçĕ хăйĕн вут та хĕм пĕрĕхессĕн йăлкăшса çуна пуçларĕ. Арчи тĕпĕнчерех ăна çаврака япаласем çакланчĕç: кĕмĕл-и? Кĕмĕл-и?..
Шерккей пĕр тулли ывăç ывăçласа кăларчĕ. Аллине мĕн çакланнине хăй çавăнтах тĕшмĕртрĕ: вуншар та çирĕмшер тенкĕлĕх ылтăнсем кăмакаран туртнă кăвар пек çиçсе ялкăшаççĕ. Алчăраса чарăлчĕ Шерккейĕн ахаль чух хĕсерех пăхакан куçĕ. Кăкăрĕнчи чĕри те ĕмĕрхи вырăнĕнчен тапранса, тулса, сарăлса çӳлелле хăпарнăн туйăнчĕ; хăпарчĕ-хăпарчĕ те вăл, урăхран шалта шăнăçса тăрас çук пек, хăвăрт-хăвăрт тапса сикме тытанчĕ. Сыхланарах, сыхланарах савăнасчĕ!
Акă мул!
Шерккее тинех ĕмĕрĕнчи ĕмĕчĕ çитрĕ. Çук, вăл çакăн пек мул тупăнасса кĕтсе тăман. Ăспуç хевти çине хал пуçтарнă таран ал вăйĕ хушса, пус çумне пус та пĕрчĕ патне пĕрчĕ хушăнтарса тертленнипе юпне курасшăнччĕ вăл хăй кунĕнче. Юрать-ха, ун телейĕ капларах сыпăнать иккен. Мĕн тăвĕ-ши вăл, мĕн тума пултарĕ? Кантур пекçурт лартать ĕнтĕ вăл халь. Мăн аслашшĕн аслашшĕ çинчен тĕлĕнмелле юмах çӳретчĕ-ха. Вăл пит вăйлă пулнă, тет. Хăйне çаратма пынă вуникĕ хураха тытнă тет те, сире пурсăра та вилĕмрен хăтарăп тесе, вĕсене хăй валли вуник алăклă юман кĕлет тутарттарнă, тет. Лешсем вара, кĕлет туса пĕтерсен, кашни хăй алăкĕ урати çине ларса, хуçа пире вилĕмрен çăлчĕ иккен-ха тесе, савăнса макăрнă, тет. Çавăн пек, Шерккей те, вуникĕ платник тара тытса, вуник алăклă кĕлет лартса ярĕин? Хырăмламас пӳлмисене йăтăнса анас пек тырă тултарĕ, çӳлтен, çӳлтен тултарĕ вăл, анлă витисенче кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх тытĕ! Пурăнас кунçулĕ, телейлĕ шăпи, ун тĕлне валеçĕннĕ сăвап — пĕтĕмпе, пĕтĕмпе çак асамлă арча. Тĕлĕкĕнче курса çитерес çук çакăн чухлĕ мула!..
Арчинчи пурлăхне Шерккей алли çитнĕ таран пăтратса илчĕ. Хут укçин пĕр çыххи урапи çине тухса ӳкрĕ. Шерккей ăна, халь-халь çухатасран хăраса, мăшăр аллипе ярса тытрĕ, кăкăре çумне пăчăртаса хĕсрĕ, пăшăхнă çамкине укçа çыххипе шăлса илчĕ, унтан каллех арчине чикрĕ — çав чăрсăр текерлĕк ан куртăрах!
Вара арчине май килнĕ таран виткелерĕ те чăтайман енне: «Эх!» — тесе сывлăш çавăрчĕ. Сасси хыттăн янăраса кайнăн илтĕнчĕ. Çав сасă такамран илтĕннĕ пек туйăнчĕ пулас хăйне те, вăл шанмасăр енчен енне çаврăнса пăхрĕ, çӳçеннĕ чухнехи пек чĕтренчĕ, тавраналла тинкерчĕ, ăна çаплах никам та курмарĕ.
Шăтăк мар-ши урапа хуппи?..
Шăтăк маррине пĕле тăркачах вăл ăна тепĕр хут пăхса тухрĕ. Пĕр улăм пĕрчине сиктĕрмесĕр хăвармарĕ. Шанчăклах иккен. Пит те шанчăклă.
Арчине вăл хăйпе юнашар майлаштарса хучĕ, çиелтен улăмпа витрĕ. Тата мĕн чарăнса тăрасси пур кунта? Шерккей урапи çине сиксе ларчĕ. Акă арчи. Унта элес-мелес мул. Тĕнчере унран урăх, Шерккейрен урăх, никам та пĕлмен мул. Çав мул Шерккейĕн. Шерккей тилхепине карт туртса, лашине хускатрĕ, унтан каллех чарса тăчĕ. Чим-ха, хăй ани-çке кунта? Арчине вăл çакăнтах çĕре чавса пытарма пултарать. Килĕнче пăшăрханса тăрасси пулмасть. Вара пĕр хăй пĕччен кăна килкелесе, мĕн чухлĕ укçа кирлĕ, çавăн чухлĕ илсе каять те ыттине çакăнтах пытарса хăварать. Аван-çке çапла?..
Вăл, арчине тепĕр хут уçса, кĕсйине пĕр çыхă укçа чикрĕ. Кĕсйи кĕтмен çĕртен тăвăрланчĕ. Йăваш каптăрмаллă йем çăрхи текех туртăнса тăма вăй çитерес çук пек усăнса анчĕ. Кăмăлне канăçтаракан, савăнтаракан туртăм. Шерккей хăй арчине çак ыраш ани çинчех тĕплĕн пытармалли вырăн пăхкаларĕ. Ав пĕр хĕрринче витĕр çунатлă шăрчăк сиккелет. Утмăлтурат çеçки куçа çисе кăвакартать, купра чечекĕ йăмăхать, мĕн тесен те, чĕрĕ куçлă мар пуль-ха çав чечексем. Е çав тĕле арчине чавса чиксен?..
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...