Кайăк тусĕ :: 30. Пурнăçпа вилĕм хушшинче
Тăна кĕрсенех чи малтан Тараев сывлăшра тĕрлĕ эмел шăрши туйрĕ те хăй ăçта выртнине пĕлме тăрăшрĕ. Ун умне иртнĕ вăхăтра пулнă ĕçсем, сăмахсем, шухăшсем тухса тулчĕç. Хир сыснисене тытнă кун вăл сунарçăсемпе пĕрле ĕçнĕччĕ. Тепĕр кунне тул çутăлсанах лаша кӳлсе станцине тухса кайнăччĕ. Мĕншĕн çапла васкаса тухнăччĕ-ха вăл Улкашран? Ах, Ирена... Савнă хĕр ăна Мускава таврăнма пĕр эрнелĕх срок панăччĕ-çке. Çавăнпа васканăччĕ вăл. Акă халĕ эмел шăрши сăмсана çурать. «Манăн килте одеколонпа йодсăр пуçне нимле эмел те çукчĕ-çке, ăçтан тухать çак карболка шăрши?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Виктор. Вара вăл куçне уçрĕ. Темле шурă сăрпа сăрланă çӳллĕ мачча, чăлт шурă сĕлтĕ карнă пысăк чӳречесем, пушă стенасем. «Аçта эпĕ, больницăра мар-ши? Е чирлерĕм-ши вара? Мĕн амакĕ çапса хуçнă-ха мана?» — ыйту хыççăн ыйту кĕпĕрленчĕ Тараев пуçĕнче.
Виктор куçне хупса татах аса илме тапратрĕ. Çанталăк сивĕччĕ ун чух. Тăхăр сехетре вăл Мăншу çырми патне çитнĕччĕ. Кĕпер çине кĕнĕ чух сылтăм енчи вăрманта икĕ йытă хытă вĕрнине илтнĕччĕ. Ун ăшĕнче çак сасăсене илтсенех егерь чĕри тапма пуçларĕ. Вăл лашана чарчĕ те йытăсем вĕрнĕ çĕрелле чупрĕ. Мĕншĕн çав тери тарăхса вĕреççĕ вĕсем? Кама тапăннă, кама туртса çурасшăн? Хăйпе пĕрле вăл пăшал илменччĕ. Сунар çĕççипе фотоаппарат çеç ун çумĕнче. Вăл вĕсене тĕрĕслерĕ те йытăсем вĕрнĕ çĕре тухрĕ. Сунар йыттисем тăватă пăшие пăр çине хăваласа кĕртнĕ. Юхан шыв варрине çитсен пăр катăлнă та тăватă пăши шыва кайнă. Вĕсем халĕ пĕр вырăнта ишсе тăраççĕ. Çитменнине, хаяр йытăсем сыхланма пултарайман тискер кайăксене пыртан çыртасшăн талпăнаççĕ. Тараев фотоаппарат затворне виç-тăватă хут шачлаттарма çеç ĕлкĕрчĕ, пĕр пăши пăрушĕ пуçĕпех шыва путса пăр айне пулчĕ те урăх тухмарĕ. Тек вăхăта сая яма юраманнине аван сисрĕ Виктор. Вăл малтан йытăсене хăваласа ячĕ, унтан пăшисене юлашки хут объектив çине тытрĕ те мĕн тумалли çинчен шухăша кайрĕ. Ватă пăши вăкăрĕ кăкăрĕпе тĕртсе пăра çĕмĕрет, анчах унăн вăйĕ пĕтсе çитнĕ. Çыран хĕрне тухас пулсан, унăн вун пилĕк метртан кая мар пăр çĕмĕрмелле. Çак ĕçе тума пулăшмалла тискер кайăксене. Тараев çывăхри вут шаршанĕ çинчен икĕ метр тăршшĕ пĕрене çуркамĕ илчĕ те унпа çапса пăра ватма тытăнчĕ. Вунă минут та иртмерĕ пулĕ, çамрăк çын тăрăшнипе пăшисен çыран хĕрне тухасси ултă метра яхăн çеç юлчĕ. Малтанах тискер кайăксем çынран сехĕрленнĕччĕ, кайран, вăл вĕсене сиен туманнине сиссе ун хыççăн ишме пуçларĕç. Малта ватă вăкăр пырать, ун хыççăн пăши ĕни, хыçалта халран кайнă пăру ишет. Тарласа лачкам йĕпеннине сисмесĕр хыиаланса ĕçлет Тараев. Сасартăк ватă вăкăр пăр çине Викторпа юнашар тухса тăчĕ. Паллах, унăн урисем шыв тĕпне перĕнекен пулнă ĕнтĕ. Анчах пăр вăкăр йынăрăшне чăтаймарĕ. Тепĕр самантра этемпе пăши пĕр харăсах шыва анса кайрĕç. Малалла мĕн пулнине лайăхах астăваймарĕ Тараев. Вăл, йăлтах шыва путнăскер, темле майпа пăр хĕрринчен тытма ĕлкĕрнĕ. Тытма ĕлкĕреймен пулсан юхан шыв ăна ĕмĕрлĕхех пăр айне пытарнă пулĕччĕ. Шыв юххипе кĕрешекен çын çине пăхмасăрах, пăшисем çыран хĕррине тухса силленчĕç те вăрманалла тапса сикрĕç. Пăр хĕррипе упаленкелесе Виктор аран-аран тип çĕр çине тухса тăчĕ.
Çире пĕр тип пĕрчĕ юлман пирки Тараев часах шăнса чĕтре пуçланăччĕ. Станцине каяс тесен те, Кӳлхĕрри Улкаша таврăнас пулсан та, унăн вунă çухрăм каймалла. Лаша тем пек хăваласан та пĕр сехетре çитеес çук. Кунта тăрсан та часах шăнса хытмалла. Аптранипе Виктор кĕсйинчен шăрпăк кăларса пăхрĕ. Çук, вут чĕртесси пулмарĕ — шăрпăк исленнипе çутăлмасть. Мĕн тăвас? Виктор хăвăрт салтăнса кĕпи-йĕмĕпе ытти çиелти тумтирне пăрса кăшт типĕткелерĕ, унтан тумланчĕ те, çуна çине пырса ларса лашана каялла çавăрчĕ. Киле таврăннă чух яланах хавасланса чупакан янавар халĕ те хăваласса кĕтмерĕ, сиккипех чавтарчĕ.
Паллах, Тараевăн çуна çине ларма юраман, туртаран тытса чупса пымалла пулнă. Анчах вăл ун чух урăх шухăшпа анăрашма пуçланă. Малтанах Виктор хăй Мускава кайма тухнине аса илнĕ, унтан Ирена çинчен шухăшлама тытăннă: «Ирена, савнă чунăм, — тенĕ вăл хăй ăшĕнче, — ĕмĕрлĕхех пăрахса кайрăн-ши эсĕ мана? Е эпĕ саншăн кирек мĕн тума та хатĕррине пĕлесшĕн çеç çапла хăтлантăн-ши? Эсĕ каланă пекех тăвасшăнччĕ эпĕ, анчах май килмерĕ. Мана тискер кайăксене çăлма кирли тытса чарчĕ. Паплах, сансăр ĕмĕр ирттерессинчен хăрушши çук маншăн, çапах та юратнă ĕçе те пăрахма пултараймастăп. Кунти тискер кайăксем мансăр та пурăнма пултарĕç, анчах эпĕ вĕсемсĕр пурăнаяс çук. Пĕтĕм шухăш, пĕтĕм ĕмĕт, кăмăл манăн яланах çак вăрманта пулĕ. Пурнăçри вырăнăм çакăнта. Юратнă ĕç пулмасан эсĕ те мана телей кӳреймĕн. Тусăм, хамăн шухăшăма сана çырса пĕлтерем, вара, мана юрататăн пулсан хăвах кунта килĕн».
Больницăра выртакан Тараев малалла мĕн пулнине аса илме тăрăшрĕ. Ирена çинчен шухăшласа пынă чух вăл шăнса кӳтнине туйнăччĕ. Лайăхах астăвать, сунар станцине çитесси виçĕ çухрăм юлсан чупса ăшăнас тесе вăл çуна çинчен анма шухăшланăччĕ. Çук, шăнса кӳтнĕ урисем ăна итлемерĕç. Вăл хăй те уншăн питех пăшăрханмарĕ. Ăна капла ларса пыма та аван пек туйăна пуçларĕ. Куç хăрпăкĕсем хура тăхланран тунă пек йывăрланса кайрĕç. Вара канлĕн анасларĕ те куçне хупрĕ. «Маншăн пулсан пур пĕрех мар-и? — шухăшларĕ вăл. — Ирена пăрахса кайрĕ пулсан мĕн туса пурăнас çĕр çинче? Çук, вăл апла тума пултараймасть». Урăх ним те астăваймарĕ Виктор. Малалла мĕн пулни темле çăра тĕтре ăшне путнă.
«Эпĕ тĕлĕрсе кайнă пулмалла. Çывăракан çын часах шăнса хытакан. Тен, манăн урасене тăм илнĕ пулĕ. Тен, тухтăрсем вĕсене касса татнă пуль», — тесе шухăшларĕ те Тараев çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. «Хăвăртрах тăрас вырăн çинчен!» — Çак шухăшпа вăл чавсаланса çĕкленме пикенчĕ те — пĕтĕм ăш-чик тӳсмелле мар ыратса кайрĕ, такам ӳпке-пĕвере çĕçĕпе касса вакланă пекех туйăнчĕ. Тăруках пӳлĕмре сывлăш çухалчĕ. Виктор пӳлĕне-пӳлĕне сывлăш çăтма хăтланчĕ, анчах хытă ӳсĕрсе чыхăнса çеç кайрĕ. Куç умĕнчен хĕрлĕ, сарă, кăвак ункăсем вĕçсе иртрĕç. Сывлăш вырăнне ун ăшне шăратнă тăхлан пек вĕри япала кĕрсе çунтарма тытăнчĕ. Ӳсĕрсе çав вĕри япалана кăкăртан кăларса пăрахас килчĕ унăн. Темле курăнман алăсем ун мăйне пăврĕç. «Пĕтрĕм», — çиçĕм пек çиçсе иртрĕ унăн пуçĕнче. Вара вăл татах тăн пĕлми пулчĕ...
Тараев виçĕ пăшие вилĕмрен çăлнă кун аслă егерь сунар станцине чӳречерен пăхса ларатчĕ. Çул тăрăх тимĕр кăвак лаша кӳлнĕ çуна çывхарнине курсан Капитонов хытă тĕлĕнчĕ. Çитменнине, çуна çинчи çын выртса пырать. «Тараев мар-ши ку? Ма çывăрать-ха вăл? Тата мĕншĕн Мускава каяс вырăнне сунар станцине таврăнчĕ?» — шухăшларĕ Максим Максимч.
Чăнах, çуна çинче Виктор хутланса выртать-мĕн.
Унăн тумтирĕ пăрланса кайни те Капитонова хытă тĕлĕнтерчĕ. «Тăн пĕлми пуличченех ĕçекен марччĕ-çке вăл, мĕн пулнă ăна?» — урама тухсан тата ытларах тĕлĕнчĕ Капитонов.
— Виктор Николаевич, вăран-ха, киле çитрĕн-çке...
Çук, тем чул лăскасан та Тараев вăранмарĕ. Пĕр самантлăха кăна вăл куçне уçса ним ăнланмасăр пăхрĕ. Ирĕксĕрех Капитоновăн ăна ал вĕççĕн çĕклесе пӳрте илсе кĕмелле пулчĕ.
Тараев пӳрте кĕрсен вăранман пирки Капитоновăн хывăнтарма лекрĕ. Вăл Виктор çийĕнчи тумтире пĕтĕмпех хыврĕ, ӳтне тăм илни-илменнине тĕрĕслерĕ те вырăн сарса вырттарчĕ.
— Ку лашана кам илсе килчĕ? — ыйтрĕ Улюн инке кĕрӳшĕнчен.
— Виктор Николаевич хăй таврăнчĕ. Таçта ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ, сăмах та хушаймасть. Тумтирĕ те шăнса пăрланса ларнă.
— Хăй чĕрех-и?
— Чĕрех, анчах туйми çывăрать. Куçне уçрĕ те мана паллаймарĕ пулмалла, ним те шарламарĕ. Эпĕ ăна хывăнтарса вырттартăм. Пĕр талăкран кая çывăрас çук.
— Ĕç таврашĕ çук-ха, çывăртăр. Вăхăт çитсен хăех вăранĕ. Мускав хĕрĕшĕн ăшĕ çуннипе ĕçрĕ пулмалла, ĕлĕк ун пек хăтланакан марччĕ, — хаш хуйхăрса каларĕ Улюн инке.
— Çапла пулĕ. Шел, туй тăвасси пулмарĕ унăн.
— Çамрăк-ха, пурăна киле хĕрĕ вăл урăх та тупăнĕ.Çапла калаçкаласа вĕсем иккĕш те лăпланчĕç. Тепĕр кунне ирхи апата чĕнме кĕрсен тин карчăк сехĕрленсе ӳкрĕ: çамрăк çын вутра çуннă пек вĕриленсе кайнă, куçне-пуçне чарса пăрахнă та темскер анрашать. Хăй Улюн инкене те паллаймасть. Вара хĕрарăм кĕрӳшне чĕнчĕ.
— Вĕри чир, — тавçăрса илчĕ Максим Максимч, — халех тухтăра чĕнес пулать.
— Тем курса ларăпăр, — ахлатма пуçларĕ Улюн инке. — Пульницăна леçес мар-ши?..
Врач каçа хирĕç тин хĕрлĕ хĕреслĕ çăмăл машинăпа килсе çитрĕ. Тăн пĕлми пулнă Тараевăн ал тымарне тĕрĕслесенех вăл пуçне сулкаларĕ.
— Мда! — терĕ вăл. — Тăлăп пур-и сирĕн?
— Иккĕ те пур, — хуравларĕ Улюн инке.
— Тумлантарас та халех райбольницăна илсе каяс.
— Ара, мĕн пулнă ăна?
— Ӳпки кӳпчесе шыçнă. Таçта хытă шăннă пулмалла...
Çапла больницăна лекрĕ Тараев. Пенициллинпа стрептомицин парса çеç ăна вилĕмрен çăлнă. Пĕр эрне асапланнă хыççăн хăвăрт сывалма тапратрĕ. Çавăн чух тин врач ун патне Капитонова кĕме ирĕк пачĕ.
Аслă егерь Тараев сунар станцине епле таврăнни, унтан ăна больницăна илсе кайни çинчен каласа пачĕ. Виктор хăй мĕншĕн пăрлă шывпа çăвăннине пĕлтерчĕ.
— Сунар станцине таврăннă чух ман çумра фотоаппарат пурччĕ-и? — ыйтрĕ Виктор.
— Çук, курмарăм.
— Эпĕ шывра асапланакан пăшисене темиçе хут та ӳкернĕччĕ. Ăçта кайса кĕчĕ-ха вăл? Тăхта-ха, пĕрене çуркамне алла илнĕ чух вăл ман мăйран çакăнса тăратчĕ. Шаршан çине хывса хумарăм-ши ăна? Эсĕ киле таврăннă чух унта кĕрсе пăх-ха. Вут шаршанĕ шăпах пăшисем шыва кайнă вырăнпа тĕлме-тĕлччĕ. Вăл çĕнĕ кĕперĕн сылтăм енчи çыран хĕрринчеччĕ, унта эпĕ пăр çĕмĕрнĕ йĕр халĕ те пулма кирлĕ. Шаршан çинче тупаймасан йывăç турачĕсем çинче шыраса пăх, тен, унта çакса хăварнă пулĕ. Аппарачĕ тупăнсан пленкине проявить туса пăх. Ӳкерчĕксем чиперех тухаяс çук ĕнтĕ. Çанталăк пĕлĕтлĕччĕ ун чух. Çапах асăнмалăх юлнă пулĕччĕ...
Больницăна Максим Максимч тепĕр эрнерен тин пычĕ. «Виçĕ кун сунар ирттермелле пулчĕ. Малтан районри сунарçăсем хир сысни тытрĕç. Ватă аçа лекрĕ. Сысна мар, чĕр шуйттан: хуп-хура, асав шăлĕсем кинжал пек. Хирĕç чупса килнине курсан кирек кам та сехĕрленсе тармалла. Анчах пĕр çын тупăнчĕ унран хăраманни. Малтанхи пульăпа унăн çурăм шăммине хуçнă, малти урипе упаленсе пыракан сыснана иккĕмĕш пуля кăкăртан пырса тивнĕ, виççĕмĕшĕ çамкаран пырса тивсен тин тискер кайăк лăпланнă. Калама çук хытă çухăрчĕ. Юлашки хут пенĕ чух унăн сăмси сунарçăран виçĕ утăмра çеç пулнă. Чунĕ тухиччен хăйĕн тăшманне асăнмалăх асавĕпе туртса çурас тенĕ пулмалла. Пирĕн районти сунарçăсенчен кам çав тери паттăр пулассăн туйăнать сана?» — ыйтупа пĕтерчĕ хăйĕн калавне аслă егерь.
— Мишер пулĕ. Çав питĕ хăюллă теççĕ, пăшалпа та тĕл перет тенине илтнĕччĕ.
— Çук, сысна аçине Чĕкеç тирпейлесе хучĕ. Хăюллă пулма акă камран вĕренмелле. Çынсене чун валеçнĕ чух çут çанталăк питĕ пысăк йăнăш тунă: арçын чунне хĕрарăм кĕлетки ăшне кĕртнĕ. Вăл йăнăшман пулсан Чĕкеçрен тĕлĕнмелле аван егерь пулнă пулĕччĕ. Сысна аçи вун икĕ пăт тайрĕ вĕт. Тепĕр чух пăши те ун чул туртмасть.
— Чĕкеçне сунарçăсем хытă ырларĕç пулĕ. Мĕнле тав турĕç ăна хăйсене çавăн чухлĕ аш туса панăшăн? — ыйтрĕ Тараев.
— Чышкă парса тав турĕç.
— Чышкă парса? Мĕнле апла?
— Сунарçăсен ушкăнĕн председателĕ Арланов хир сысни асавне курсанах Чĕкеçе çыпçăнчĕ: сут та сут тет çав асава. Кашниншĕн çирĕм пилĕкшер тенкĕ пама пулчĕ. Чĕкеç кăшт шухăшласа тăчĕ те: «Пĕлтĕр çавăн пек асавсене эпĕ пĕр çын сĕтелĕ çине вăрттăн пырса хума ĕмĕтленнĕччĕ, анчах сысна асавĕ вырăнне вĕтĕ йĕтресем пырса лекрĕç мана. Халĕ вĕсем мана кирлĕ мар, укçасăрах илĕр», — терĕ. Ашшĕ çавна илтрĕ те тӳрех хĕрĕ çине сиксе ларчĕ: «Тăмана! — кăшкăрса ячĕ вăл. — Панă укçана ухмах çын çеç илмесĕр тăрать. Алă тенкĕ вăл тип çулçă мар, çилпе вĕçсе çӳремест. Халех ил!»
«Кирлĕ мар, атте. Ахалех илтĕр», — терĕ хĕрĕ. Çакăн хыççăн чышкă пачĕ те Шатра Михала хĕрне. Урăх курмарăмăр ăна çав кун. Сысна пуçне те, Чĕкеçе тивекен тӳпене те ашшĕ илчĕ. Асавĕсене вара алă тенке сутрĕ. Тепĕр кунне заводри шоферсен ушкăнĕ пăши тытма килчĕ. Хăйсем патне хуса кăларнă пăшисем хушшинче мăйракаллă вăкăрсем пулнă пулсан та вĕсем пĕтĕ пăши ĕнине персе ӳкерчĕç. Сунарçăсем мар, мясниксем.
— Совета пĕлтертĕн-и?
— Пĕлтермесĕр. Вăрмантах çырса алă пустартăм. Шоферсен ушкăнне пин тенкĕ штраф тӳлеттермелле турĕç. Халĕ сан ӳкерчĕкӳсене курăпăр. Фотоаппарачĕ шаршан çинчех выртнă, ӳкерчĕксем те аван тухрĕç.
Капитонов сумкăран пĕр пачка сăн ӳкерчĕк туртса кăларчĕ. Пĕр ӳкерчĕкĕ çине шыва кайнă тăватă пăшие икĕ йытă тапăнни ӳкнĕ, теприн çинче пăшисем шывра виççĕн çеç юлнă. Çак карточкăсене курма больницăра ĕçлекенсем те пухăнчĕç. Тараевăн ĕç мĕнле пулса иртни çинчен тепре каласа памалла пулчĕ.
— Çав тискер кайăксене çăлас тесе нуша куртăр-и эсир? — ыйтрĕ аслă врач.
— Çавсемшĕн, — хуравларĕ Виктор.
— Асран кайнă эсир, çамрăк çын! — хăтăрса илчĕ тухтăр. — Тискер кайăка çăласшăн кам пурнăçа шеллемесĕр тăтăр? Ăсран кайнă çын çеç...
— Çук, тухтăр юлташ, — терĕ Тараев, — пирĕнтен хăшĕн те пулин пĕтмелле пулнă пулсан вĕсем виççĕн пĕтетчĕç, эпĕ пĕччен кăна. Хăвăрах куратăр, арифметика та ман майлă мар.
— Çапах та тискер кайăка çăлассишĕн хăй пуçне хĕрхенмен çынна ырламастăп, хисеплеместĕп эпĕ, — парăнмарĕ врач.
— Юрĕ, тепĕр тĕслĕх илĕпĕр, — кулса каларĕ Виктор. — Калăпăр, çав кун ман вырăнта эсир хăвăр пулнă тейĕпĕр, пăшисем вырăнне шыва çынсем кайнă пулччăр. Вара эсир хăвăр мĕн тăвăттăр, тухтăр юлташ?
— Паллах, шыва путакан çынсене çăлма тăрăшмалла. Çынсене вилĕмрен çăласси — вăл манăн професси.
— Тискер кайăксене хӳтĕлесси те манăн професси! — татса каларĕ Тараев. — Эсир тăрăшнипе кунтан сывалса тухсанах, татах тискер кайăксене вилĕмрен çăлассишĕн теветкелле хăтланма пĕр самант та турткаланса тăрас çук эпĕ.
— Ну-ну! — терĕ ватă врач. — Кам пĕлет, тен, эсир калани тĕрĕсех те пулĕ. Пĕлме çук...
Тухтăрсем палатăран тухса кайсан Капитонов Виктор çине савăнăçлăн пăхрĕ.
— Çитĕ, — терĕ вăл, — тавлашма пăрахăпăр. Манăн сана ырă хыпар пĕлтерес килет. Пĕрремĕш хыпар — сунарçăсен совечĕн правленийĕ сана ырă чĕр чунсене çăлассишĕн пуçа шеллесе тăманшăн премиленĕ.
— Эпĕ мĕн тунине вĕсем ăçтан пĕлнĕ?
— Коннотяжный патне санăн ӳкерчĕкӳсене ярса патăм тата эсĕ пăшисене епле çăлни çинчен рапорт çыртăм. Иккĕмĕш хыпар — сана лайăхрах сывалса çитме Элемов юлташ санаторие кайма путевка уйăрчĕ, совет пĕр уйăхлăх отпуск панă. Виççĕмĕшĕ — Шупашкарта тухакан хаçатра пирĕн ĕçсене ырлакан очерк пичетленнĕ. Акă хаçачĕ. Юлашки хыпарĕ саншăн чи хакли пулмалла. Ку — Ирена çырăвĕ. Авă епле хулăн пакет.
Виктор чĕтрекен алăсемпе пакета çурчĕ. Унăн ăшĕнчен пĕчĕк çырупа хытă хуплашкаллă кĕнеке тухрĕç.
«Мана телей кӳме килĕшмен Виктор! — тесе пуçлать Ирена хăйĕн çырăвне. — Эпĕ сана Мускава килме пĕр эрнелĕх срок панăччĕ. Эсĕ килмерĕн кăна мар, çыру та çырса ямарăн. Эпĕ çав мăшкăла чăтаймасăр хама тахçантанпах хытă юратса пурăннă çынна качча тухрăм. Ман упăшкана эсĕ паллатăн. Хăвна ху йăпатас тесе эсĕ ăна тиркеме пăхăн. «Ирена упăшки манран кая», — тейĕн. Эпĕ ăна сăмахпа ырланине пур пĕрех ĕненес çук. Çавăнпа унăн пултарулăхне кăтартакан тĕслĕх тупса парас терĕм. Ку — вăл çырнă кĕнеке. Ĕмĕрлĕхех сывă пул! Санăн арăму пуласшăн çуннă, анчах урăх çынпа телей тупнă Ирена».
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...