Кайăк тусĕ :: 28. Савнă хĕр
Телей тилĕ мар, ăна пăшалпа персе тытаймăн теççĕ. Çавăн майлă пулса тухрĕ Тараевăн та. Вакун çинчен аннă Иренăна курсан тĕттĕмре темиçе çул пурăннă хыççăн пĕрремĕш хут хĕвел курнă çын пек савăннăччĕ вăл. Савнă хĕршĕн тем тума та хатĕр пек туйăнатчĕ ăна. Чукун çул станцийĕнчен сунар станцине çитиччен те ун çинчен куç сиктермерĕ, пӳрте кĕрсен те вăл савнийĕ çине пăхса тăранаймарĕ. Кунĕпе чарăнмасăр каласрĕç, каç та çĕрĕпех калаçмаллаччĕ те, çур çĕр тĕлĕнче Ирена анаслама пуçланине кура Виктор ăна çывăрма вырттарчĕ.
Тепĕр кунне ирхи апат çисенех вĕсем вăрмана тухса кайрĕç. Виçĕ сехет хушши Виктор хĕре вăрмана, унти чĕр чунсене кăтартса çӳрерĕ. Анчах хула пикине çĕр çулхи юмансем те, çурта пек тӳрĕ ылтăн хырсем те, кĕмĕл шупăр тăхăннă капăр хурăнсем те, çатăрмас мăйракаллă пăшисемпе йăм хура ăсан аçисем те питех хавхалантармарĕç. Хыр йĕкелĕ шĕкĕлчесе ларакан пакшана курсан çеç вăл кăштах кăсăкланнă пек пулчĕ.
— Мĕншĕн вĕсем уя тухмаççĕ? Сĕм вăрманта ним те курăнмасть-çке, чĕр чунсене кунта питĕ кичем пулĕ, — терĕ Ирена.
— Пĕчĕк ача пекех-çке эсĕ, савнă чунăм, — кулса ячĕ Виктор. — Чĕр чунсем хăйсене кирлине пĕтĕмпех кураççĕ. Савăнăçа та вĕсем пирĕн пек мар, урăхла ăнланаççĕ. Вĕсемшĕн пулсан, хырăм тутă та тăшмансем сахалтарах пулччăр — çавă вĕсен телейĕ. Тискер кайăксем те тĕрлĕ пулаççĕ, пĕрисем вăрманта, теприсем уй-хирте çеç пурăнаççĕ. Сăмахран, пăшипе шур мулкачă сĕм вăрманта çуралаççĕ те унтах ватăлса вилеççĕ, карсак ак пĕтĕмпех урăхла — вăл сĕм вăрмана кĕме юратмасть, уйра е пĕчĕк катасенче кăна пурăнать. Ытти чĕр чунсен те хăйсен тĕнчи.
— Вăрманта пурăнакансене уйра пурăнма вĕрентме çук-и? — тĕлĕнчĕ Ирена.
— Çук. Кашнин хăйĕн йăли пур. Çут çанталăк çапла тунă.
Каçхине клубра вечер пулчĕ. Иренăпа Виктор унта халăх пухăнса çитсен пырса кĕчĕç. Пурте капăр тумланнă хĕр çине пăхрĕç. Тепри пулсан ун пек чухне именнипе хĕрелсе каймаллаччĕ ĕнтĕ, Ирена вăтанни-туни палăрмарĕ. Вăл патша майри пек мăнаçлăн утса малти рете пырса ларчĕ. Хыçалта ларакан хĕрарăмсем унăн мăйĕнчи хура хăмăр тилĕ тирне ачашшăн шăлчĕç, утмăл турат чечекĕ тĕслĕ пурçăн кĕпине пӳрне вĕçĕсемпе хыпаласа пăхрĕç. Ял каччисем пĕрре унăн вăрăм куç хăрпăкĕсем хушшипе курăнакан пысăк куçĕсене, тепре çинçе пилĕкĕпе çӳллĕ кăкăрне куçпа ачашларĕç.
— Чăн-чăн пике пекех чипер-çке ку, — илтĕнмеллех пăшăлтатаççĕ хĕрсем.
— Ун пек хитрç хĕр тĕнчере урăх çуккă та пулĕ, — теççĕ çамрăк каччăсем.
— Вăт телейлĕ мăшăр. Иккĕшĕ те кĕрнеклĕ, иккĕшĕ то кăмăллă, — мăкăртатаççĕ инкесем.
— Туйне кунтах тăваççĕ пулсан ура тупанĕ çурăличчен ташлăттăм, — терĕ сцена çинчен чаршав хушшипе пăхса тăракан Лариса.
Савнине ырлани Тараева хаваслантарчĕ.
— Эсĕ кĕçĕр ман çине пĕрре те пăхмарăн, — юнашар ларакан качча чавсипе тĕксе каларĕ пĕр çамрăк хĕр.
— Тӳпере сарă хĕвел хĕмленнĕ чух камăн тĕксĕм уйăх çине пăхас килĕ, — ытарлă хуравларĕ ялти поэт.
Вечер яланхи пекех докладран пуçланчĕ. Трибуна çине Тараев палламан çын тухса Октябрь революцийĕ çинчен каларĕ. Доклад хыççăн концерт пуçланчĕ. Викторăн аккордеон калама сцена çине тухмалла пулчĕ. Ирена çумне Ершов арăмĕпе институтра вĕренекен хĕрĕ пырса ларчĕç. Халăх малтанах шкул ачисем тухса каланă сăвăсене хапăл туса йышăнчĕ, унтан сцена çине Ларисăпа Ольга тухрĕç. Лена йывăр çын пулнипе вĕсен иккĕн çеç юрламалла пулчĕ. Мĕнпурĕ виçĕ юрă юрларĕç. Иккĕшĕ те залра ларакан Ирена çине çеç пăхрĕç, консерваторире вĕренекен хĕр хăйсене мĕнле хакланине кĕтрĕç, анчах Ирена ырланине те, хурланине те пĕлеймерĕç. Çавăнпах пулĕ, çак каç иккĕшĕ те ытти чухнехинчен сисĕнмеллех начар юрларĕç.
— Виктор, санăн савни артистка пулма хатĕрленет теççĕ. Пирĕн вăл мĕнле юрланине илтес килет, чĕн-ха ăна сцена çине, — терĕ Ольга.
— Малтанах хăйĕнчен ыйтса пăхас, хĕрсем вĕсем хулара та, ялта та пĕр пекех юнтармăш пулаканччĕ. Килĕшет пулсан юрлатăр.
Ирена ăшĕнче мĕн пĕчĕкренпех артистка чĕри тапнă. Ача садне çӳренĕ чухнех вăл ташлама та, юрлама та юратнă. Халăх хăйне алă çупса йышăннине курасси уншăн тахçантанпах пысăк савăнăç пулнă. Çавăнпа халĕ колхоз клубĕнчи çынсене тĕлĕнтерме май килнине сиссен вăл турткаланса тăмарĕ. Виктор хыççăн кĕрнеклĕн утса сцена çине хăпарчĕ те алă çупса саламлакан çынсем енне тайăлчĕ.
— Эсир мĕнле юрăсем юрлас тетĕр? — шăппăн ыйтрĕ конферансье вырăнне йышăннă Ольга.
— Кальман опереттисенчи арисене. Малтан Сильва арине юрлас пулĕ тетĕп, — пăшăлтатса хуравларĕ Ирена.
— Пирĕн пата хуларан килнĕ Савская студентка Венгр композиторĕ Кальман çырнă опереттăсенчен темиçе ари юрласа пама килĕшрĕ. Малтанах вăл Сильва арине юрлать. Алă çупăпăр, юлташсем! — пурне те илтĕнмелле евитлерĕ Казакова.
Залра ларакан çынсем тепре алă çупрĕç. Ирена çынсем шăпланасса кĕтмесĕрех пуçĕпе сулчĕ. Виктор аккордеонне тăсрĕ. Унтан хĕрĕн ытлашши хăватлах мар пулин те питĕ илемлĕ сасси янăра пуçларĕ. Клубра концерт итленĕ чух пĕр самантлăха та калаçма чарăнман çынсем çав кĕмĕл сасса илтсен шăпăрт пулчĕç.
— Радиопа юрланă пекех, — терĕ пĕр хĕрарăм.
— Ш-ш-шăп! — терĕç ăна, вара зал каллех шăпланчĕ. Виктор çав вăхăтра сылтăмри стена çумне лăпчăнса тăнă çынсем хушшинчен тахăшĕ хăй çине шăтарас пек пăхнине сисрĕ. Ку Чĕкеç пулчĕ. Унăн куçĕнче пĕр вăхăтрах пысăк ӳпкев пурри те, шанчăк çухалнăшăн хурланни те, такама курайманни те уççăнах палăрать. Хăй çине Тараев пăхнине асăрхасан вăл пуçне усрĕ. Ирена юрласа пĕтернĕ хыççăн халăх тăвăллăн алă çупнă чух каялла чакса пычĕ-пычĕ те куçран пачах çухалчĕ. Вара вечерта Виктор ăна урăх курмарĕ.
Иренăна сцена çинчен нумайччен антармасăр тытса тăчĕç. «Карамболина» текен арине ăна виçĕ хут юрлаттарчĕç. Юлашкинчен вăл халăха хăйĕн пырĕ çине кăтартрĕ. Ку ĕнтĕ пыр ыратать тени пулчĕ. Вара Ершов колхозниксен ячĕпе хула хĕрне ăшшăн тав турĕ. Çавăн хыççăн тин Ирена сцена çинчен анчĕ. Урама тухсан çамрăксем, Ларисăпа Ольга ăна сунар станцине çитичченех хулран тытса ăсатса ячĕç.
— Сарă çӳçли сан çинчен хăйĕн пылак куçне сиктермесĕр пăхса тăчĕ. Сан чĕрӳнтен мана хăваласа кăларас темест-ши вăл? — шӳтлесерех каларĕ Ирена.
— Ларисăн йăли çавăн пек, вăл кашни арçын çинех çапла пăхать, — тӳрре тухма тăрăшрĕ Виктор.
Ирхине пĕтĕм халăх клуб умне митинга пухăнчĕ. Тараевăн демонстрацие каясси пулмарĕ: хуларан Коннотяжный ноябрĕн 8-мĕшĕнче сунарçăсем хир сысни тытма пырасси çинчен телеграмма çаптарнă пирки Максим Максимчпа вăрмана тухса кайма лекрĕ. Тĕттĕм пулсан тин Виктор вăрмантан таврăнчĕ. Вăл таврăннă çĕре сунарçăсем пӳрт туллиех пухăннă. Унта Элемов летчикпа сунар советĕнче ĕçлекенсем те, вăл шутра Коннотяжнăйпа Кипринский те пур. Тараева Роман Романович чĕнчĕ.
— Тараев юлташ, — терĕ вăл, — санăн испытани тытма вăхăт çитрĕ. Куратăн-и, мĕнле сунарçăсем килнĕ? Майортан кĕçĕнреххи пĕр çын та çук.
— Эсир интендант службин лейтенанчĕ кăначчĕ-çке, халĕ майор пулса тăтăр-и? — палăрмаллах тăрăхласа ыйтрĕ Виктор.
— Эпĕ вăл шута кĕместĕп. Сунар ăнăçсăр пулсан пĕтĕм ответственность сан çине ӳкет, — хăтăрса илчĕ Кипринский.
— Чыс тунăшăн тавтапуç! — опереттăри граф пек тайăлса каларĕ Тараев. — Сунар ăнăçлă иртсен «пĕтĕм ответственность» аслă охотовед çине ӳкет пулĕ?
— Роман Романович, вăрмантан ĕшенсе килнĕ çынна ура çинче тытса тăма намăс мар-и сана? — хăйĕн уçă сассипе каларĕ сĕтел хушшинче ларакан Элемов. — Виктор Николаевич, пăрах-ха çав «пуçлăхсене», пирĕнпе, пĕчĕк çынсемпе, юнашар ларса пĕр-ик черкке ăшăнмалăх ĕçсе парсамччĕ. Ыранхи сунар прогнозне те илтес килет.
— Юр çунăранпа кунти хир сыснисем икĕ ушкăна пайланчĕç, — пĕлтерчĕ Тараев. — Пĕр ушкăнĕ кунтан вун икĕ çухрăмри шурлăхлă вăрманта пурăнать, тепĕр ушкăнĕ кăнтăрла пилĕк çухрăмри чăрăшлăхра кун каçать те, каç пулсан çывăхри юманлăхра йĕкел пуçтарса çӳрет. Çак ушкăнра пĕр ватă аçапа виçĕ сысна ами, çурасен шучĕ вун иккĕ. Ман шутпа, ыран пирĕн çав ушкăнри сысна çурисемпе ватă аçана тытма тăрăшмалла. Сирĕн миçе лицензи?
— Тăваттă, — хуравларĕ Коннотяжный. — Пиллĕкмĕш лицензине хăвăр районти сунарçăсене патăмăр.
— Мана сăмах парăр-ха, эпĕ сире хир сыснисене епле тытмалли çинчен кĕскен каласа пĕлтерем, — татах сиксе тухрĕ Кипринский.
Элемов Виктор çине пăхрĕ те пит-куçне кулăшла чалăштарчĕ. Пуçланать ĕнтĕ мыскара тени пулчĕ пулмалла ку.
— Кала! — терĕ Коннотяжный.
— Юлташсем! Эсир хир сыснисене тытса курман, çавăнпа вĕсенчен епле сыхланмаллине пĕлместĕр-ха. Эпĕ Узбекистанра пурăннă чух вĕсене тытма нумай çӳренĕ.
— Вăрçă вăхăтĕнче мар-и? — пӳлчĕ ăна Элемов.
— 1942 çулта. Эсир те ун чух Ташкентра пулнă-и? — хăйĕнчен тăрăхланине сисмесĕр хавасланса ӳкрĕ Кипринский.
— Çук, унта çитеймерĕм. Волгоградра чарăнса тăмалла пулчĕ, — терĕ Элемов. Сунарçăсем пурте пĕр харăсах кулса ячĕç.
— Элемов юлташ Узбекистана çитеймен пулсан та унта хир сыснисем пуррине пĕлет, — малалла тăсрĕ калавне охотовед. — Пирĕн патра хир сыснисем мĕнпурĕ те виçĕ çул кăна пурăнаççĕ-ха, çавăнпа вĕсене кунти сунарçăсем пĕлеймеççĕ. Тӳрех калас пулать, хир сысни пек хăрушă тискер кайăк урăх çук. Ман шутпа, упа тытасси хир сысни тытассинчен нумай çăмăлрах.
— Упи зоопаркри читлĕхре ларать пулсан, — мăкăртатрĕ Элемов.
— Пăшал пенĕ хыççăн хир сысни, çĕре ӳкмесен, сунарçă çине тапăнать. Вара унран тарса хăтăлма питĕ йывăр. Çӳллĕ тунката çине хăпарса тăрсан çеç хăтăлма пулать, — сăмахне пĕтерчĕ Кипринский.
— Виктор Николаевич, ыран ирттерес сунар вырăнĕнче çӳллĕ тункатасем хатĕрлесе хутăр-и? — куçĕпе çеç кулса ыйтрĕ Элемов.
— Эпĕ кунти сунарçăсем хăйсем тискер кайăк тытма килеççĕ пулĕ тесеччĕ, хир сыснисем сунарçăсене тытасшăн çунни çинчен кăшт маларах илтнĕ пулсан çӳллĕ тункатасем хатĕрлемеллеччĕ, — Элемов пекех кулса каларĕ Тараев. — Анчах Улкаш вăрманĕнчи хир сыснисем Роман Романович каланă евĕрлĕ мар, вĕсем хăйсем патне çын çывхарнине туйсанах тарса хăтăлматăрăшаççĕ. Хытă аманнă сысна патне ăнсăртран пырса тухсан çеç вăл çынна асав шăлĕпе туртса çурма пултарать. Ман шутпа, ыранхи сунарта пирĕн çакна асра тытмалла: егерьсем ĕрлешме пуçласанах ватă сысна ами, хăйĕн кăçалхи çурисене çул уçса пынипе, сунарçăсем патне чи малтан сиксе тухать, пирĕн ăна пеме юрамасть, ун хыççăн пыракан çурисене персе ӳкермелле. Ватă сысна аçи пĕччен чупать, çавăнпа ăна, асав шăлĕсем курăнмаççĕ пулсан та, паллама йывăр мар. Пăшалпа пенĕ хыççăн сысна çĕре ӳксе лăпланса выртсан сунарçăн пурне те илтĕнмелле тытрăм тесе кăшкăрмалла. Аслă егерь команда памасăр никамăн та вырăнтан тапранмалла мар. Сысна пуçне тытакан сунарçа памалла, ашне пурне те пĕр тан валеçмелле.
— Тĕрĕс, — терĕ Коннотяжный, — ыйтусем пур-и? Ыйту таврашĕ пулмарĕ. Вара сунарçăсем каçхи апата ларчĕç, Виктор хăйĕн пӳлĕмне кĕчĕ те кунта пĕччен тĕмсĕлсе ларакан Иренăна пырса чуп турĕ.
— Сана кĕтсе ывăнтăм. Çăвĕпех хăнана чĕнтĕн, халĕ килтĕм те, эсĕ виçĕ кун та манпа пĕрле ирттересшĕн пулмарăн, — куççульне çăта-çăта каларĕ кӳреннĕ хĕр.
— Каçар, чунăм! Ĕç пĕтерсенех сан пата килтĕм-çке.
— Эпĕ кунта пурăннă вăхăтра отпуск илмеллеччĕ. Ыран сана ниçта та ямастăп.
— Çук, сунар сезонĕ хупăнмасăр отпуск ыйтма пултараймастăп. Ыран тул çутăличченех вăрмана тухса каймалла.
— Пуçлăхсем кунта чухне эсĕ калаçса пăх, тен, отпуск парĕç.
— Çук, ун çинчен ан та шарла. Эсĕ луччĕ ху кунта хăçан пурăнма куçасси çинчен каласа пар мана. Каласа пар... Юрать-и?
— Çакăнта-и? Мана кам вырăнне хуратăн эсĕ? Мускавран яла куçма эпĕ ухмаха ермен-ха. Мана качча илес тетĕн пулсан санăн хăвăн çак упа шăтăкĕнчен тухмалла та киле таврăнмалла. Çапла тума килĕшместĕн пулсан пирĕн урăх калаçмалли те çук. Кĕçĕр санăн татăклă сăмах памалла.
Çапла пуçланса кайрĕ икĕ савнă чун хушшинчи хирĕçӳ. Виктор хĕре ӳкĕтлесе те пăхрĕ, нихçан та Мускава пырас çуккипе те хăратрĕ, анчах лешĕ унпа килĕшмерĕ. Çĕрĕпех вĕсем куç хупмарĕç. Тул çутăлнă чух тин Ирена салтăнмасăрах диван çине тайăнса ларчĕ те кăтăш пулчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...