Кайăк тусĕ :: 24. Сунарçă уявĕ
Август уйăхĕнчи иккĕмĕш вырсарни куна сунарçăсем тӳсейми кĕтсе тăраççĕ. Çав кун чăн-чăн сунарçăшăн пысăк уявпа пĕрех, мĕншĕн тесен ун чух çуллахи сунар сезонĕ пуçланать. Сезон пуçланнă кун кайăк тытма тухнă сунарçă пĕтĕм чунтан савăнать, сунара тĕрлĕ сăлтавсене пула тухайманни вара хăйне хăй телейсĕр çын пек туять.
Пăшаллă çынсем хушшинче уйрăммăнах кайăк кăвакалĕ тытма юратакансем йышлă. Вĕсене авалранпах кăвакалçăсем тесе ят панă. Чăнах та, вĕсем çине тӳртĕнрех пăхакансем те сахал мар. Теприсем кăвакалçăсене сунарçăсен йышне те кĕртесшĕнех мар. «Кăвакал тытма çăмăл, çавăнпа кăвакалçăсем çумăр хыççăн тухса тулакан тислĕк кăмпи пекех йышлă», — текенсем те нумай. Анчах ку тĕрĕс мар. Шывра пурăнакан кайăка тытасси ытти кайăка тытассинчен çăмăлраххи мар, пирĕн патра кăвакал ăсанпа пăчăртан нимпе те кая марри ĕлĕкренпех сунарçăсен чунне илĕртнĕ ĕнтĕ. Туй ачи пек капăр тумланнă нарттин кăвакал аçи е улача чăмка текен пысăк кăвакалах илер, вĕсем ытти илемлĕ кайăксем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăннине çут çанталăка юратакан çынсем аван пĕлеççĕ-çке. Е тата вырăссем гоголь текен тимĕр çунат чăмка тул çутăлнă чух таврари шăплăха тĕлĕнмелле илемлĕ шăхăракан сасă янăратса хăварнине кам манайтăр! Çавăнпа кайăк кăвакалĕ çине пурте ытарайми савса пăхаççĕ, вĕсене хаклă трофей тума ĕмĕтленеççĕ. Тӳррипех каламалла, кайăк кăвакалĕ пулмасан канмалли кунсемпе отпуск вăхăтне вăрман, уй-хир тăрăх пăшал çакса çӳресе ирттерме юратакан нумай миллион çын шучĕ темиçе хут чакма пултарать. Яш чух пĕрремĕш хут пăшал çĕклесе тухса кăвакал тытман пулсан нумайăшĕ сунар çулĕ çине ĕмĕрне те тухас çукчĕ, кайăкра çӳренĕ чух çеç куçа çав тери лайăх курăнакан тĕнче илемне те асăрхамасăрах юлнă пулĕччĕ. Çавăнпа кайăк кăвакалне асăнсанах кăвакарнă çӳçлĕ ватă сунарçă та ăш-чикĕпе шăм-шакĕ ыратни çинчен манса хăйĕн пархатарлă яшлăхне аса илет.
Сунар станцине августăн вун тăваттăмĕшĕнче каç кӳлĕм хуларан çирĕм икĕ кайăкçă килсе çитрĕ. Вĕсем хушшинче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче нимĕç фашисчĕсемпе паттăрла çапăçса тĕнчипе чапа тухнă Элемов летчик, Ковров, сунарçăсен совечĕн пуçлăхĕ Соннотяжный юлташ тата ытти паллă çынсем. Халĕ вĕсем хăйсен чинĕ-рангĕ çинчен маннă, хăйсене хăйсем пĕр тан çынсем пек тытаççĕ, татти-сыпписĕр шӳт тăваççĕ, кулăшла халапсем çаптараççĕ, вăтăр-хĕрĕх çултан тахçанах иртнĕ пулсан та çамрăк ачасем пек алхасаççĕ, чарăна пĕлмесĕр кулаççĕ.
Тараев Элемов çинчен нумай илтнĕ, иртнĕ вăрçă çинчен çырнă кĕнекесенче унăн ятне темиçе хут та курнă. Пысăк çар пуçĕсем ун çинчен хăйсен мемуарĕсенче ырăпа асăнаççĕ. Сунар станцине килнĕренпе ăна никам та çавă тесе шутлас çук, чи кулăшла халапсене вăл çаптарать, хăш чух темле мыскара шухăшласа кăларать те юлташĕсем куçĕсене шăла-шăла, варĕсене тытса ахăлтатаççĕ. Хĕвел аннă чух кӳлĕ варрине çывăхри шурлăхлă вăрмансемпе хăмăшлăхсенчен вĕçсе тухнă кăвакал пуслăхĕсем умлăн-хыçлăн анса ларма тапратсан Элемов Тараева пиçиххи пырса тыттарчĕ.
— Хăвăртрах туртса çых ман алăсене! — кулмасăр каларĕ вăл.
— Мĕншĕн? — тавçăрса илеймерĕ Виктор.
— Алăсем ирĕк чух пăшал тытмасăр чăтаймастăп-çке...
Пурте кулса ячĕç.
— Кайăк кăвакалĕсем кӳлĕ варринче мĕншĕн виçĕ пая пайланаççĕ? — тĕлĕнчĕ Ковров.
— Унта кăвакалсене тăрантарма тунă виçĕ сулă пур, — ăнлантарчĕ Тараев. — Сулăсем çинче сĕлĕ кĕрпи татăлмасть. Каçхи апата пухăнчĕç ĕнтĕ шыв кайăкĕсем.
— Виктор Николаевич, эсĕ кунта хуçа, пире хăнасене, ыран сунар епле ирттересси çинчен каласа пар-ха! — терĕ Элемов.
— Совет правленийĕ йышăннă тăрăх, сунарçă кунта кашни кшшессерен пилĕкшер кайăк кăвакалĕ тытма пултарать. Çавăн чухлĕ трофей тупас тесен пăшалне унăн çирĕмрен ытла пеме юрамасть. Кӳлĕ тавра мĕн пурĕ çирĕм пилĕк ӳпле туса хунă. Вун икĕ ӳпли анăçенчи хăмăшлăх хĕрринче, унта кăвакалсем йышлăрах пулаççĕ, ыттисем çурçĕрпе хĕвел тухăç енчи çыран хĕрринче. Ӳплесене шăпа ярса йышăнмалла. Сунарçăсем кимĕ илме те, çуран кайма та пултараççĕ. Кашни ӳпле патĕнчех кимĕ пытарма майлă вырăн хатĕрленĕ.Сунар станцийĕнчен ирхине виçĕ сехетре тухăпăр, пăшал пеме тăватă сехетре юрать, сакăр сехетре ирхи сунар пĕтмелле. Хăвăрах куратăр, кӳлĕре кăвакал йышлă, çавăнпа хыпаланни вырăнсăр. Кайăка лайăх тĕллесе пеме тăрăшмалла, инçетрен тата тĕллемесĕр пăшал пени кăвакала суранлани çеç, апла тунипе эпир çăткăн кайăксене кăна тăрантаратпăр.
Шăпа янă хыççăн кайăкçăсем каçхи апата ларчĕç. Паллах, вĕри чей ĕçнипе кăна çырлахмарĕç вĕсем, салтак флягисене те темиçешер хут уçкаларĕç. Çавăнпа чĕлхе-çăвар лайăхрах уçăлчĕ, урăм-сурăм халапсем те шыв пек юха пуçларĕç. Тĕнче ӳпĕнтернĕ хуран ăшĕнчи пек тĕттĕмленсен тин сунар станцийĕ шăпланчĕ.
Ашă ыйхăран пуринчен малтан Тараев вăранчĕ те çанталăк мĕнлине пĕлес тесе тула тухрĕ. Çил çук, уяр тӳпере çăлтăрсем мăчлатаççĕ. Ĕлĕк тĕттĕм çынсем вĕри çĕлен тесе шутланă метеоритсем хура тӳпе тăрăх хыçала вутлă йĕр хăварса аялалла хăвăрт анаççĕ те сасартăк сӳнеççĕ. Алтăр çăлтăр тахçанах ӳпĕннĕ, уйăх та инçетри вăрман хыçне чăмма хатĕрленнĕ пек çĕр çумĕнчех çакăнса тăрать. Шурăм пуç çăлтăрĕ çеç ытти юлташĕсемпе сывпуллашас вăхăт çывхарса килнине сисмен пек пур çăлтăрсенчен те çутăрах йăлтăртатса тăрать.
Сунар станцийĕ патне виçĕ мĕлке çывхарса çитрĕ. Кусем — егерьсем, сунарçăсене ӳплесене вырнаçтарма килеççĕ. Тараева сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем йĕрке тытма вĕренни савăнтарать. Ĕлĕкхи пек никам та ĕçрен иăрăнма тăрăшмасть, чĕнсен те яланах вăхăтра пыраççĕ. Кгерьсене те, техничкăпа конюха та Виктор пĕрре те хăтăрман, вĕсем пурте ĕçе тухма кирлине пуçлăх хушмасăр пĕлеççĕ.
Шăпах тата çур сехетрен сунарçăсем кимĕсем çине ларчĕç. Ирхи сулхăн тин çеç вырăн çинчен тăнă çынсене çӳçентерет. Ашăнас тесе вĕсем пирус туртаççĕ. Юлашкинчен егерьсем мĕнпур кайăкçăсене виçĕ пая уйăрчĕç те ӳплесене йышăнма илсе кайрĕç.
Элемов ӳпли кимĕсем кăкарнă вырăнтан ик çĕр метрта кăна вăрăм хăмăшсем хушшинче пытанса ларать. Летчика Тараев унта хăй илсе пычĕ.
— Кĕрĕр ман патăма, — чĕнчĕ Элемов.
Виктор турткалашса тăмарĕ. Вĕсем иккĕше те пысăк кăшкар евĕрлĕ ӳпле ăшĕнчи каска пуканĕсем çине пырса ларчĕç. Ытти сунарçăсем те хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç пулмалла, кĕсменсем чĕриклетни те, шыв шампăртатни те илтĕнми пулчĕ. Кăвакара пуçланă тĕнче хăватлă çапăçу умĕнхи пек шăпланчĕ. Тараевпа Элемов та сăмах чĕнмесĕр ирхи шăплăха тинкерсе итлеççĕ. Хыçалти шывлă хăмăшлăхра кăвакал ами, чĕппиесне вăратасшăн пулас, кĕскен нартлатрĕ, таçтан аçа кăвакал чăрлатнă сасă кăларчĕ. Ӳпле патĕнчех шурлăх чпххисем шиплетсе иртрĕç. Вăхăт сисĕнмесĕр малалла шăвăнать. Тухăç енчи шуралса пыракан тӳпене аран-аран палăракан хĕрлĕ сăн çапрĕ, çăлтăрсем шупкалнăçем шупкалса хăвăрт сӳнсе пыраççĕ, хура чернил тослĕ шыв та аванах йăлтăртатма тытăнчĕ. Сасартăк çывăхранах çуначĕсемпе сывлăша вăшлаттарса пĕччен кăвакал вĕçсе иртни илтĕнчĕ. Элемов ун-кун пăхать, хумханнипе пулас, пăшалне пĕрре çĕклет, тепре ури çумне антарса тăратать. «Фашистсен истребителĕсене автоматлă тупăпа çунтарнă чух та ун пек хумханман пулĕ», — шухăшлать Виктор чаплă летчик çине пăхса. Çирĕм утăмра тип-тикĕс шыв ункăсем сарма тытăнчĕ. Сунарçăсем тинкерсе пăхрĕç. Хăмăш мĕлкисем ӳкнĕ пулин те вĕсем шывра темле юплĕ тĕпекеллĕ кайăк вăрăм мăйне тăсса ларнине асăрхарĕç. Элемов пăшалне хăвăрт çĕклерĕ.
— Тăхтăр, ан перĕр, — пăшăлтатса каларĕ Тараев. — Ку — вырăссем поганка текен чăмка. Унăн ашĕ те, тĕкĕ те ниме тăмаççĕ, шыв илемне кĕртни çеç.
Элемов пăшалне хул хушшине хĕстерсе тытрĕ. Тинкерсе итлекен кайăк çын пăшăлтатнине илтсенех шыва чăмрĕ те нумайччен курăнмасăр тăчĕ. Çак вăхăтра хыçалта çунатсем хăвăрт вăшлатни илтĕнчĕ. Кĕçех ӳпле тĕлне нарттин кăвакал пуслăхĕ вĕçсе тухрĕ. Летчик ытлашши васкамасăр хăвăрт пăшалне çĕклесе умлăн-хыçлăн икĕ хут кĕрслеттерчĕ. Пĕр кăвакалĕ çуначĕсемпе çатăлтатмасăр шыва месерле ӳкрĕ, тепри тăванĕсенчен уйрăлса каялла çаврăнма шухăшларĕ пулмалла. Çук, вăйĕ çитмерĕ. Хăмăшлăхран хĕрĕх утăмра шыва анса ларчĕ те хăйне хăш енчен пенине пĕлеймесĕр ӳпле еннелле васкаса ишме тытăнчĕ. Элемов пăшалне тепре авăрласа печĕ, вара аманнă кăвакал лăпланса выртрĕ.
— Питĕ аван! — чунтанах савăнчĕ Тараев, — ун пек дуплет ĕмĕрлĕхех асра юлать.
— Тавтапуç! — унăн аллине чăмăртаса каларĕ Элемов. — Сунар çав тери ăнăçлă пуçланни чуна хавхалантарать. Кун пеккине нумайранпа курманччĕ-ха.
Виктор кимĕ çине ларса шывра выртакан кăвакалсене илсе килчĕ. Малтан тытни çамрăк аçа, тепри кăвакал ами. Элемов вĕсене алла илсе çурăмĕсенчен ачашшăн шăлчĕ.
— Малашне те ăнăçлăх сунатăп сире, — терĕ Тараев. — Манăн кимĕсем кăкарнă çĕре каймалла. Сакăр сехет тĕлне эпĕ каллех кунта килĕп, хальлĕхе сыв пулăр!
Кӳлĕ тавраллах пăшал кĕрĕслетет, вун улттăмĕш ӳплери сунарçă çеç сасă памасть. Виктор блокнот çине пăхса унта кам ларнине тĕрĕслерĕ. Çав ӳплере — парикмахер Залкинд. Каçхи апат çинĕ чух тĕлĕнмелле ăнăçлă сунарсем курни çинчен пайтах пакăлтатнăччĕ вăл, халĕ мĕншĕн пăшал пемест-ши? Унпа юнашар шалашран та пĕрре кăна кĕрĕслеттерчĕç. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Шуйханнă кăвакалсем кӳлĕ тавра хӳтлĕх шыраса вĕçсе çӳреççĕ-çке, вĕсене персе антарасси кăткăс ĕç мар.
Виçĕ сехет ытларах ларчĕ Тараев кимĕ çинчен анмасăр. Хĕвел çӳле хăпарса çитсен кайăк кăвакалĕсем хăмăшлăхран тухми пулчĕç. Пуслăхсенчен çĕтсе юлнă çамрăк кăвакалсем кăна пĕччен-иккĕн тăванĕсене шыраса каллĕ-маллĕ вĕçсе çӳреççĕ, тата хĕрлĕ пуçлă пĕчĕк чăмкасемпе хура чăмкасем пăшал пени пирĕншĕн пулсан ним те мар тенĕ пек кӳлĕ варринчи тарăн шыва чăма-чăма апатланаççĕ. Хутран-ситрен улăхри пĕчĕк шурлăхсенче пурăннă шăркалчăсем вĕçсе килсе пĕр-пĕр ӳпле çывăхне лараççĕ те сунарçă чунне йĕкĕлтеççĕ.
Кăвак тӳпе тăрăх сисĕнмесĕр шăвăнакан çĕр мамăк купи пек шурă пĕлĕтсем тăп-тăрă шыв тĕпĕнче юмахри кĕмĕл утрав пек курăнаççĕ. Хутран-ситрен такам ассăн сывланă чухнехи пек нӳрĕ сывлăш вăраххăн хускалать те хавшак çил питрен çепĕççĕн çупăрлать. Çав вăхăтрах çутă тĕкĕр пек шывăн тип-тикĕс те яп-яка çийĕпе вĕтĕ хумсем чĕтренсе чупаççĕ, вара кӳлĕ тĕпĕнчи кĕмĕл утравсем куçран çухалаççĕ, тата чĕтресе тăракан шыв çине пырса çапăннă ылтăн-кĕмĕл шевлесем хуçăлса таврана йăлтăртатакан çутă сапаççĕ. Тепĕр чух тĕпсĕр тӳпе тăрăх ытла та хуллен ярăнакан çăмăл пĕлĕтĕн хура мĕлки çĕр çине ӳксе кĕçех кĕркунне килсе çитессине систерет. Анчах çанталăк çуллахи пекех ăшă, пĕтĕрнĕ шурă сурăх çăмĕ пек кăпка пĕлĕт те хĕвел тĕлĕнчен иртсе каять, касăк çил те вĕрме чарăнать. Вара татах лăпланса якалнă кӳлĕ шывĕнче юмахри кĕмĕл утравсем тухса тăраççĕ. Çӳллĕ хăмăшлăхра ларакан кайăкçă шыв тĕпĕнчи тĕлĕнмелле илемлĕ сăнсем çине нумайччен пăхса ларать, унтан пуçне çĕклесе кăпка пĕлĕтсем хушшипе курăнакан куç вăйĕ çитми вĕçĕ-хĕррисĕр кăн-кăвак инçете пăхать. Пур çĕрте те лăпкă, тăпă, шăп. Ӳт-пӳ тăрăх ытарма çук аван канăç чуна лăплантарса сарăлать. Çын хуйха-суйха, кунĕн-çĕрĕн канăç паман шухăшсене, ăша çунтаракан кулленхи туйăмсене манса тĕнче илемĕ çине авалхи философ пек чун килениччен савăнса пăхеа тăрать. Унăн çакă канлĕ вăхăта сехечĕ-сехечĕпе, уйăхĕ-уйăхĕпе, çулĕ-çулĕпе, ĕмĕр-ĕмĕрĕпе тăсас килет...
Шăпах сакăр сехетре Тараев ирхи сунара пĕтерме паллă пачĕ. Егерьсемпе кайăкçăсем кимĕсем çине ларса хăмăшлăхран тухрĕç те шывра выртакан кăвакалсене пуçтарма тытăнчĕç. Виктор Элемов ӳпли патне пычĕ. Шывра шĕвĕ хӳре кăвакал аçипе тимĕр çунат чăмка тата шăхăракан шăркалчă выртнине курсан вăл Элемова норма тултарнипе саламларĕ.
— Норма пулман пулсан сахалтан та çирĕм кăвакал тытмаллаччĕ, — кăштах кӳреннĕ пекрех каларĕ Элемов. — Çитес канмалли кун та çак вырăнах лекесчĕ, кайăксем ытла та йышлă кунта. Ыттисем те норма тултарчĕç-ши?
— Ыттисене пĕлместĕп, анчах Залкинд юлташ пĕрре те пăшал сасси кăлармарĕ. Инкек пулман-ши унăн?
— Мĕн инкекĕ пултăр! Ирхине эрех ĕçме юрамасть терĕм ăна, вăл итлемерĕ. Ӳсĕрпе туйми çывăрать пулĕ. Кайса курар мар-и?
Кимĕ вун улттăмĕш ӳпле патне çитсе чарăнсанах хăмăш ăшĕнчен çын харлаттарса çывăрнă сасă илтĕнчĕ. Парикмахер чăнахах ӳпле урайне сарнă çемçе улăм çине выртнă та канлĕн тĕлĕрсе кайнă-мĕн.
— Залкинд! — кăшкăрчĕ Элемов хулăн сасăпа. — Миçе хут каламалла сана парикмахерскине вăхăтра уçмалла тесе!
Çывăракан çын чалт сиксе тăчĕ те пĕр самантлăха пуçран тукмакпа çапнă пек анкă-минкĕленсе куçне чалхăртса пăхрĕ. Унтан хăй ăçта тăнине тĕшмĕртрĕ пулас, пĕр хăлхи патĕнчен тепĕр хăлхи патне çитекен сарлака çăварне кулам пекки туса чалăштаркаларĕ.
— Ак амитке, кăшт кăна кăтăш пулман.
— Миçе кайăк тытрăн? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ летчик.
— Иккĕ тытнăччĕ пулас, — сисĕнмеллех иккĕленсе каларĕ парикмахер.
Элемов унăн пăшалне уçса пăхрĕ.
— Пăшал пемесĕрех кайăка мĕнле тытан? Санăн пăшал кĕпçи ăшĕ тĕкĕр пек ялтăртатса тăрать. Э-эх, сунарçă! Лар кимĕ çине, сунар станцийĕнче ху паян мĕнле тĕлĕк курни çинчен каласа парăн.
Тăхăр сехетре пурте кимĕсем кăкарнă вырăна пуçтарăнчĕç. Виçĕ сунарçă çеç норма тултарман. Пĕрин кӳпчесе кайнă гильза пăшал кĕпçинчен тухманнипе экстракторĕ хуçăлнă пирки мĕнпурĕ те икĕ хут çеç пемелле пулнă. Çапах та вăл пĕр кăвакал тытнă. Теприн те пăшалĕ пăсăлнă. Залкинд çеç норма тултарманнишĕн хăй айăплă пулнă.
— Кайăк тытасси çӳç касассинчен йывăртарах ĕнтĕ вăл, — тĕртсе илчĕ йĕплĕ чĕлхесенчен пĕри.
— Залкиндран нумай кĕтме çук, унăн ĕçĕ — бритвăпа хачă, — терĕ Элемов. — Сунарçă пăшалĕ пеми пулни — начар япала вара. Вĕшлене тилĕ тытма тухсан тин тăрантармаççĕ, пăшала та сунара кайичченех тĕрĕслемелле. Паян пăшал пăсăлнипе кăвакал тытайман çыннăн ыран сывлăшри çапăçура автоматлă тупă пемен пирки тăшман кулли пулма лекĕ. Çавăн çинчен манмалла мар çар çыннин.
— Арăма кăвакал ашĕ çиейми пуличчен çитерес тенĕччĕ, — куляннă пек пулчĕ Залкинд.
— Виктор Николаевича тархасласси çеç юлчĕ, — лăплантарчĕ парикмахера Коннотяжный. — Унăн пĕвере темиçе çĕр кăвакал, Сана укçалла сутатех ĕнтĕ вăл.
— Мĕн чул кирлĕ, çавăн чухлĕ сутма пултаратпăр. Кашни кăвакал вунă тенкĕ тăрать, — тархасласса кĕтмесĕрех каларĕ Тараев.
Сунарçăсем çак сăмахсене ура! кăшкăрсах саламларĕç.
Улюн инке пĕвери кăвакалсене сарайне хупса хучĕ. Ирхи апат хыççăн сунарçăсем пĕве хĕрне тухрĕç. Тăрна Иванĕ карта урлă кăвакалсене пĕрерĕн-пĕрерĕн ывăта пуçларĕ. Тараева укçа тӳленĕ сунарçăсем вĕсене шыва анса лариччен пăшалпа персе ӳкереççĕ. Залкинд çирĕм метрта ларакан кăвакала та виç-тăватă хут персе тин вĕлернине курсан пурте вар хытичченех ахăлтатрĕç.
Кăнтăрла иртсен тин сунарçăсем Тараевпа сунар хуçалăхĕнче ĕçлекен ытти çынсене ăшшăн тав туса автобус çине ларчĕç. Лайăх каннă çынсем хăйсен кулленхи ĕçĕсене тухăçлă тума каллех хатĕр...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...