Кайăк тусĕ :: 22. Чĕнмен хăна


Хĕрӳ ĕçре тата икĕ уйăх иртни сисĕнмерĕ. Улкашри сунар хуçалăхĕнче тума палăртнă ĕçсем йĕркеллех пулса пычĕç. Тараев пуçарнипе егерьсем ик çĕр кăвакал йăви тунăччĕ, вĕсенчен тăхăр вуннăшне нарттин кăвакалсемпе шăркалчăсем йышăнчĕç, вăтăрăшĕнче хĕрлĕ пуçлă чăмкасемпе хура чăмкасем чĕп кăларма кăмăлланă. Тараев тем пекех савăнчĕ. Июнь уйăхĕнче кăвакал амисем хăйсен чĕпписене кӳлĕ варринче ишсе тăракан виçĕ сулă патне апатланма илсе пыракан пулчĕç. Сунарçăсен совечĕ вĕсене тăрантарма ик çĕр кило вир кĕрпипе çĕр кило сĕлĕ кĕрпи пачĕ. Кашни кунах хĕвел ансан Тăрна Иванĕ çав сулăсем çине вырнаçтарнă елпĕшке таканасене кĕрпе ярса тултарать те, çыран хĕрне таврăнма ĕлкĕричченех хăмăшлăхран тĕрлĕ несĕллĕ кăвакалсем хăйсен мамăк çăмхи евĕрлĕ чĕпписене ертсе тухаççĕ. Кашни кăвакал амин юратнă сулă пур. Çавăнпа кӳлĕри кăвакалсем виçĕ ушкăна пайланчĕç. Çавсене ӳкерсе Тараев мĕн чухлĕ фотопленка пĕтерчĕ пулĕ! Тăрна Иванĕ кӳлĕ патĕнчен кăнтăрла та, каç та татăлмарĕ темелле. Вăл тăрăшнипе кăвакал чĕпписене çунатлă тăшмансем те, пăшаллă браконьерсем те сăтăр тăваймарĕç. Вăл чăн-чăн кăвакал тусĕ пулса тăчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна юлташĕсем Тăрна Иванĕ тес вырăнне час-часах шӳтлесе Кăвакал Иванĕ теме тапратрĕç.

Кĕрхи сунар вăхăтĕнче миçе кăвакал тытасси пирки сунар советĕнчен ыйтса çыру ярсан Тараев виç çĕр кăвакал тесе хурав пачĕ. Ку ĕнтĕ кӳлĕри мĕнпур кайăк кăвакалĕсенчен тăватă пайран пĕр пайĕ кăна пулчĕ.

Вăрăм хăртнăра ремиза туни те питĕ ăнăçлă пулчĕ. Вăрман ухлĕмĕ такам чунне те савăнтармалла. Улăп пек Патмаров ун ăшне кĕрсе аллисене çӳлелле çĕклесе тăрсан та курăнмасть. Лайăх сĕтеклĕ курăка вăрăм ураллă пăшисем пĕшкĕнмесĕр çиеççĕ, хир качакисем çав чăтлăхран тухмаççĕ темелле. Хир сыснисем те час-часах унта топинамбурпа çĕр улми тĕмĕсем хушшинче чаваланаççĕ. Сĕлĕ ани çине карăксемпе ăсансем пырса лараççĕ. Тулă акнă вырăнта икĕ хутчен Тараев тăрнасем пучах татса çӳренине курчĕ.

Хăйĕн фенолог дневникĕ çине ирĕкри чĕр чунсем çăва тухсан мĕн хăтланнине Виктор малтанхи пекех йĕркипе çырса пычĕ. Кайăк-кĕшĕк çинчен çырни тĕрĕссине кăтартас тесе вăл дневник листисем çумне телеобъективпа усă курса ӳкернĕ фотокарточăксем çыпăçтарса пычĕ. Вара вăл вĕçен кайăксем те, тискер кайăксем те ремизăра апатланнă хыççăн унтан инçех кайманнине сисрĕ. Ку кăна мар-ха, ытти кайăксем те ремиза патне пырса тухсан малашне унтах пурăнма юлаççĕ. Çуркунне Тараев Тăкаккасси патĕнчи вăрманта пĕр хăрах мăйракаллă пăши вăкăрне виçĕ хут фотоаппаратпа ӳкернĕччĕ, вăрман ухлĕмĕ сарăлса кайсан çак вăкăр Вăрăм хăртнă патне пурăнма куçрĕ. Тараев ăна вунă хутчен фотоаппарат объективĕпе тытрĕ. Кĕçех вăл ытти пăшисем те ремиза патне пурăнма куçнине асăрхарĕ. Тискер кайăксем ремиза çывăхне йышлăн пухăнса вырнаçнине сиссен Тараев пуçĕнче çĕнĕ шухăш çуралчĕ. Пуринчен ытла ăна шур мулкачсем тĕлĕнтерчĕç. Кашни каçах Виктор вăрман ухлĕмĕ патне вăтăршар мулкач пынине курчĕ. Хĕлле çак вырăнта мĕнпурĕ те икĕ мулкач кăна пурăннăччĕ, ыттисем, паллах, урăх çĕртен куçса килнĕ ĕнтĕ. Вара Тараев тискер кайăксен пурнăçне апат ремизи мĕнле улăштарса пыни çинчен пысăк статья çырма тытăнчĕ. Тӳррипех каламалла, çăва тухнăранпа Виктор кану çинчен пĕтĕмпех манчĕ темелле. Вăл кăнтăрла вăрманта çӳресе каçхине сĕтел хушшинчен тухмасăр çырса ларчĕ, вăрмана каçпа кайсан тепĕр кунне иртен пуçласа каçчен шурă хута хуратрĕ. Çапла пĕр листа хут хыççăн тепĕр листа çырса каччă икĕ уйăх хушшинче хăйĕн статйине çырса пĕтерчĕ те çĕнĕрен вуласа тухнă хыççăн вăл кандидат диссертацийĕ пулма юрăхлине сисрĕ. Сăнавсемпе тĕслĕхсем çеç сахалрах пек туйăнчĕ, анчах вĕсене çитес ик-виçĕ çул хушшинче çителĕклĕ таран пуçтарма пулать.

Капитоновпа Улюн инке кăвакал пĕви патĕнчен татăлма пĕлмеççĕ тесен те йăнăшах пулас çук. Тул çутăлнă çутăлман Максим Максимч тĕкĕр пулăсене апат пырса парать. Пулăсене тăрантарма шыв айне ултă çĕре хăма çапса сĕтел пекки тунă. Çав «сĕтелсем» çине пĕçернĕ тулă е чуста пырса хурать те ăна пулăсем çисе яни-яманнине тата виç-тăватă сехетрен пырса тĕрĕслет.

Тĕкĕр пулăсем шывра кислород çителĕклĕ пулсан апат тиркесе тăмаççĕ, кислород сахал чухне пăшăхнипе «сĕтел» патне кĕпĕрленмеççĕ, пуклак сăмсисене шыв çийĕпе тан тытса йывăррăн сывлама тапратаççĕ. Кашни гектар шыв çине виç çĕршер пулă янă пулсан вĕсем сывлăш çитменнипе аптăрас çукчĕ, анчах Капитонов çичĕ хут ытларах ячĕ. Çавăнпа пулăсем антăхса ан вилччĕр тесен, унăн час-часах пĕвери шыва кислородпа пуянлатмалла пулчĕ. Çак ĕçе вăл юратнă арăмĕпе пĕрле тăвать.

Лена кимĕ çинче кĕсменсем тытса ларать, Максим Максимч кимĕ хыçне шыв арманĕ пек тунă çунатлă урапана çавăрма пикенет. Урапа çуначĕсем татти-сыпписĕр шыва шампăртаттараççĕ. Сылăш шывпа хутшăнать. Пĕве тăрăх пилĕк-ултă хут каллĕ-маллĕ ишсе тухсан тĕкĕр пулăсем юмахри чĕр шыв ĕçнĕ пек чĕрĕлеççĕ те хăйсен «сĕтелĕсем» патне пухăнаççĕ. Кашни эрнерех аслă егерь алăшар пулă тытса шыв тултарнă витрене ярать те тарасапа турттарса пăхать, унтан пулăсене каялла пĕвене тăкать. Çапла тунипе вăл пулăсем çителĕклĕ ӳсни-ӳсменнине пĕлет. Вĕсем аван ӳсни Капитонова тем пекех хĕпĕртеттерет.

Улюн инке кăвакал чĕпписем ӳстерес тĕлĕшпе канăçа пĕлмесĕр ĕçлет. Вăл тăрăшнипе подсадной кăвакалсем тăват çĕр алă чĕп кăларчĕç, тата Тăрна Иванĕ егерьсем тунă йăвасенчен кашнинчен икшер çăмарта илсе кăлăк чăххи айне хурса алă кайăк кăвакал чĕппи кăларнă. Вĕсене те çирĕм кун ăшă çĕрте тытнă хыççăн кăвакал пĕвине янă. Унсăр пуçне Патмаров инкубатор станцийĕнчен Пекин кăвакалĕсен чĕпписене çĕр пуç илсе килнĕ. Çапла сунар станцийĕнче мĕнпурĕ улт çĕр кăвакал чĕппи ӳсет. Улюн инке вĕсене пурне те чĕррĕн хăварма сăмах панă. Ĕçĕ нумай. Çамрăк кăвакалсене кашни кун виçĕ хутчен тăрантармалла, чирленисене тытса «кăвакал лазаретне» хупмалла, хурчкасемпе ула кураксем тапăнассинчен сыхламалла. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе Улюн инке ураран ӳкес пекех ывăнать. Хăш чух унăн канас та килет. Ĕçленĕ çĕрте пĕр-ик сехетлĕхе ларса мар, эрне, икĕ эрне, уйăх тăршшĕпе сунар станцине тухмасăр, ĕçлеме кирли çинчен шухăшламасăр ирĕклĕн пурăнса канас килет, анчах вăл хăйне çак пурнăçра пĕрремĕш хут çын вырăнне хурса хисеп тунă Тараев та ырмиканми ĕçленине аса илет те ал-ура ывăннине пĕр самантрах манать. Тепĕр тесен сывă çыншăн юратнă ĕçрен лайăх кану тупăнас та çук. Улюн инке хăйĕн ĕçне юратни каламасăрах паллă.

Капитоновпа Улюн инке тунă ĕçсем те Виктор çыракан фенолог дневникĕнче пысăк вырăн йышăннă, Патмаровпа Скворцов каланисем те унта кĕрсех пынă. Çапла çур çул хушшинче ялта пурăннă çамрăк тĕпчевçĕ хулара çулĕ-çулĕпе кĕнекесем çинче чакаланса ларакан диссертантсенчен нумайрах сăнавсем ирттерчĕ. Çав вăхăтрах вăл халăха, хамăр патшалăха кирлĕ ĕçсем те темĕн чухлех турĕ. Анчах ăна пур çынна та ытлашши шанни пĕтерчĕ: вăл çырнă статьяпа хаклă сăнавсен дневникĕ Виктора мар, урăх çынна чапа кăларчĕ. Ку намăссăр ĕç çапла пуçланса кайрĕ.

Çăва тухсанах сунар хуçалăхне пулăçăсем ушкăнĕ-ушкăнĕпех килме пуçларĕç. Кашни вырсарни кунах кӳлĕ варринче спиннингпа, çыран хĕрринче вăлтапа пулă тытакансем кĕшĕлтетеççĕ. Çăрттан пулăпа уланкă лайăх хыпнине пĕлсен хулари пулăçă-спортсменсем отпуск илсех Улкаша пырса тулчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсене сунар станцийĕнче лайăх пăхса хăналантарнăшăн Тараева тав тума тăрăшнă. Çак ĕмĕтпе пĕр пулăçă Виктор тунă сăнавсем çинчен Шупашкарта тухакан хаçат çинче «Кайăк тусĕ» ятлă очерк пичетлесе кăларнă. Очеркра кăтартнă ĕçсем нумай çынсене кăсăклантарнине шута илсе ăна тепĕр икĕ эрнерен Мускавра тухакан «Советская Россия» ятлă хаçат кăштах кĕскетсе кăларчĕ. Вара Тараев патне почтальон кашни кунах тенĕ пек çырусем купи-купипех пырса пама тапратрĕ. Кам кăна çырмарĕ пулĕ ун патне! Совет Союзĕнчи ытти сунар хуçалăхĕнче ĕçлекен охотоведсем, çут çанталăка юратакан сунарçăсем, ирĕкри чĕр чунсен пурнăçне тĕпчесе пĕлме тăрăшакан вĕренӳçĕсем, çамрăк натуралистсем тата ытти çынсем те Тараева пысăк çитĕнӳсемпе саламларĕç, вăрман ухлĕмĕ çинчен ыйтса пĕлесшĕн çунчĕç. Çав çырусем хушшинче пĕрре Викторăн институтра пĕрле вĕреннĕ Яков Самуилович Тертицкий çырнă открытка тупăнчĕ. «Хаклă тусăм! Эпĕ йĕкĕр чĕрнеллĕ тискер кайăксен çуллахи апачĕсем çинчен кандидат диссертацийĕ çырса пĕтеретĕп. Анчах манăн конкретлă материалсем сахалрах-ха. Хаçат çинче тухнă очеркран сан хуçалăхунта йĕкĕр чĕрнеллĕ тискер кайăксем нумаййине пĕлсен çавсене пырса хам куçпах сăнас килекен пулчĕ. Эсĕ хама яланах пулăшса пынине астуса халĕ тепре пулăшма ыйтас килчĕ. Ху хирĕç пулмасан Улкашри сунар хуçалăхне икĕ эрнелĕхе пыма ĕмĕтленетĕп. Хăвăртрах çырса пĕлтерсемччĕ», — тесе çырнăччĕ Тертицкий. Паллах, çынна пулăшма тăрăшакан Тараев çывăх тусĕ пулăшу ыйтнине хыпарсăр хăвармарĕ.

Вулакана кĕскен çак тĕлĕнмелле туслăх çинчен каласа пани вырăнлă пулассăн туйăнать. Тӳрех каламалла, Викторпа Якку мĕнле туслашнине никам та тĕплĕн пĕлмен, мĕншĕн туслă пурăннине те ăнлансах çитереймен. Çав туслăх юлан утлă çынпа лаша хушшинче пулакан туслăх майлăччĕ: пĕри утланса çӳрет, тепри ăна хăйĕн çурăмĕпе çĕклесе чупать. Утланса çӳрекенни Тертицкий пулнă, çавăнпа ăна йĕплĕ сăмах калама юратакан студентсем Всадник без головы, Тараева Лошадь с головой тесе витлетчĕç. Вĕсем лекцисемпе семинарсенче юнашар ларнă, преподавательсем киле панă ĕçсене те пĕрлех тунă. Тертицкий лекцисене коспектлама пĕлмен пирки яланах Тараев çырса пынисемпе усă курнă. Экзамен пама хатĕрленнĕ вăхăтра Якку Виктор патĕнчен кунĕн-çĕрĕн тухман темелле. Дипломлă ĕçне те Тараев пулăшнипе кăна ăнăçлă çырчĕ вăл. Якку Виктор иккĕшĕншĕн те ĕçленипе çеç институтран вĕренсе тухнă тесен те пысăк йăнăшах пулас çук. Ăсĕ-тăнĕпе те, çийĕ-пуçĕпе те вĕсем пĕтĕмпех икĕ тĕрлĕ çынсем пулнă. Тараев вăйлă, пуçаруллă, уçă кăмăллă хастар каччăччĕ. Тертицкий, мĕн ачаранпах нишлĕ ӳснĕскер, студент чухне те имшерккеччĕ, хăй ăссĕн нимĕнле ĕç те пуçарса тума пĕлместчĕ, кăмăлĕпе вăл Викторсăр пуçне никама та юрайман. Çапах та вĕсем, ваттисем каларăш, пилĕк çул хушши пĕр çăвартан сурса тенĕ пек пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Халĕ ĕнтĕ çав çын татах пулăшу ыйтма килнине пĕлсен Тараев ăна хаваслансах кĕте пуçларĕ.

Туслă пул та куçлă пул тенĕ авалхи çынсем. Тараев çав ăслă сăмаха пĕлменни питĕ шел. Çывăх çынсем хăйне час-часах эксплуатациленине курман мар, аванах курнă, юлташĕсем унăн ăсĕпе те, пурлăхĕпе те, ĕçĕпе те усă курма юратнине те пĕлнĕ. Анчах вăл уншăн пăшăрханман, хăйне хăй: «Çынăнне мар, хамăнне паратăп», — тесе лăплантарнă. Çав йĕркепех ĕнтĕ Тертицкий сунар станцине пырса çитсенех ун умне

хăй сăнанисене çырнă дневникпа тискер кайăксене хытă тертленсе ӳкернĕ фотокарточкăсене пĕр сăмахсăрах ун умне кăларса хучĕ.

— Май килет пулсан диссертаци çырнă чух усă курма пултаратăн, — терĕ вăл. — Эпĕ хам та тепĕр икĕ çултан кандидат пулма ĕмĕтленетĕп-ха, анчах пирĕн диссертаци темисем пĕр пек мар: эсĕ йĕкĕр чĕрнеллĕ тискер кайăксем çулла мĕн çисе пурăнни çинчен, эпĕ — этем тунă апат-çимĕç ремизисем ирĕкри чĕр чунсен ареалне епле улăштарни çинчен çыратăп. Пулас диссертаци планĕ кăна мар, тезисĕсем те хатĕрех манăн, çут çанталăка сăнаса пĕлнĕ тĕслĕхсене ытларах пухса хăш-пĕр выводсене пурнăçра тĕрĕслеме фактсем ытларах тупасси кăна юлчĕ.

Тертицкий çав диссертацие кăтартма ыйтрĕ. Виктор çырса пĕтереймен япалана кăтартасшăнах марччĕ, çапах та тусĕ хытă тилмĕре пуçласан ăна та ун умне кăларса хучĕ. Икĕ талăк куç хупмасăр тенĕ пек вуласа ларчĕ Якку çав ал çырăвне. Кашни страница çинче чарăнса тăрса, шухăша путса, кирлĕрех вырăнсене пăхмасăр калама вĕренсе вуларĕ. Хăй çур çул тертленсе çырнă диссертаци, Тараев çырнипе танлаштарсан, пĕчĕк ача сӳпĕлтетни пек çеç пулнине питĕ аван туйса çитрĕ те унăн чунтан тарăхнипе йĕрсе ярас килчĕ. Кăмăлне хытарса çеç вăл тусĕн аллине чунтан-вартан савăннă пек пулса чăмăртарĕ.

— Гениально! — терĕ вăл. — Сунарçăсен тĕнчине эсĕ çырни салансан унта чăн-чăн революци пулса иртĕ. Эсĕ тунă сăнав вĕрентӳçĕсем тискер кайăксем çине ку таранччен епле пăхнине пĕтĕмпех улăштарать. Сунар хуçалăхне эсĕ каланă пек тăва пуçласан, пĕлетĕн-и, патшалăх куракан тупăш çулсерен темиçе мĕльюн тенкĕлĕх ӳсме пултарать. Темиçе мĕльюн. Шутласа пăх-ха эсĕ çакăн çинчен, шутласа пăх...

— Ырлама ан васка, васкакан арăмĕнчен савăнман теççĕ. Эпĕ тунă сăнавсем — ĕç пуçламăшĕ çеç-ха, вĕсене пайтах тĕрĕслемелле. Чăнах та, манăн шухăшсем çĕнĕ темелле, анчах хам ĕçĕн хакне эпĕ лайăх пĕлетĕп. Каплипе вăл библиотекăсенче пăнтăхса выртакан ытти çавăн йышши ĕçсенчен нумаях уйрăм мар, вăл этеме усă патăр тесен ăна якатса тӳрлетес пирки чылай ĕçлеме лекĕ. Эпĕ васкамастăп, вăхăт çитсен хам çырни те çутă тĕнче курĕ, хальлĕхе вăл манăн сĕтел сунтăхĕнчех вырттăр.

Тараев çапла шухăшланă, унăн тусĕн пуçне урăх шухăш пырса кĕнĕ. Якку кирек мĕн пулсан та Виктор ал çырăвĕсене Мускава илсе кайма шухăшларĕ. Унта вĕсемпе мĕн тăвассине хальлĕхе хăй те пĕлмен темелле, çапах та вĕсене унăн çакăнта пĕр кунлăха та хăварас килмерĕ. Тараев вĕсене çаплипе пичетлеме килĕшес çуккине сиссе вăл кăштах чееленме тăрăшрĕ.

— Сан çинчен Лосев профессор темиçе хут та ыйтрĕ. Пĕлетĕн-и, вăл манăн оппонент пулма аран-аран килĕшрĕ. «Тараев оппоненчĕ пулма каласан хаваслансах килĕшмелле»,, — терĕ вăл ученăй совет пуçлăхне. Унтан эсĕ мĕн тунине ыйтса пĕлчĕ. Эпĕ ăна хаçат çинче санăн ĕçӳсене ырланине пĕлтертĕм те, вăл пĕчĕк ача пек хĕпĕртерĕ. Сан вырăнта пулсан эпĕ çак диссертацие халех ăна кăтартмалла. Вăл кирлĕ шухăшсем, вырăнлă кăтартусем пама пултарать, — таçта кĕтеселле пăхса каларĕ Тертицкий.

— Манăн почерк япăх, вăл ăна вуласа тухаяс çук, — хаш хуйхăрса ячĕ Виктор.

— Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ. Эсĕ мана пайтах пулăшнă, эпĕ саншăн ку таранччен нимех те тăваймарăм. Халĕ мана черет çитрĕ. Мускавра палланă машинистка пур, вăл тахçантанпах мана качча тухма ĕмĕтленсе пурăнать. Санăн ал çырăвусене вăл кĕске вăхăтрах машинкăпа çапса хурĕ. Вара пĕр экземплярне сана ярса парăп, теприне профессора тыттаратăп. Фотоиллюстрацисене те йăлтах çĕнĕрен тумалла. Манăн килте импортнăй фотохут та, ытти кирлĕ хатĕрсем те пур. Эсĕ мана ху ӳкернĕ пленкăсене çеç парса яр, вара эпĕ вĕсене çĕнĕрен пичетлесе хурăп. Мана шанатăн ĕнтĕ...

Тараев ăшĕнче иккĕленӳллĕ сисĕм çиçсе иртнине палăртса тусне кӳрентересшĕн пулмарĕ, çавăнпа та хăй çур çул хушши чунне хурса ĕçленине пĕтĕмпех ăна тыттарчĕ. Вара Тертицкий часрах Мускава тухса кайма васка пуçларĕ. Ятне туса çеç вăл Тараевпа пĕрле икĕ хутчен Вăрăм хăртна кайса килчĕ, тата таçтан хăяматран вĕçсе килнĕ ула курака Виктор пăшалпа персе антарсан унăн хырăмĕнчен тухнă çĕрме ĕлкĕреймен çимĕçсене микроскоппа пăхса темскер çыркаларĕ. Пĕр эрне пурăннă хыççăн вăл Тараевпа сывпуллашрĕ те хăйне канăç паман вăрăм тунасене ăшĕнче ылханса Мускава тухса кайрĕ.

Тараев икĕ уйăх чăтаймасăр хыпар кĕтсе пурăнчĕ. Унăн пулас диссертаципе хăй ӳкернĕ фотокарточкăсем çинчен Лосев мĕн каланине тем пекех пĕлес килчĕ. Юлашкинчен тек тӳссе тăраймарĕ, хут листи тытрĕ те Тертицкий патне ӳпкелешсе çыру ячĕ. Якку тата тепĕр уйăх кĕттернĕ хыççăн пĕр пĕчĕк çыру ярса пачĕ. Унта вăл çапла çырнăччĕ.

«Чи малтанах санран ху янă çырăвна хирĕç çийĕнчех ответ парайманшăн каçару ыйтатăп. Хăвах пĕлетĕн, хулари пурнăç ялти пек мар, пушă вăхăт тупма питĕ хĕн. Халĕ ĕнтĕ диссертацие çырса пĕтертĕм те сан пата пĕр-ик йĕрке çырас пулĕ терĕм. Паллах, сана Лосев профессор мĕн калани кăсăклантарать ĕнтĕ. Ан хумхан, вăл ним те каламарĕ, мĕншĕн тесен эсĕ ун патне парса янă хут татăкĕсемпе сăн ӳкерчĕкĕсене эпĕ Мус-кава илсе çитереймерĕм — çул çинче вăрăсем манăн чăматана çаратрĕç. Эсĕ хут варалама ăста, çухалнă заметкусене тепĕр хут та çырăн, анчах эпĕ хамăн «Метро» ятлă сăрă трикоран çĕлетнĕ костюмшăн халĕ те кулянса ларатăп. Çапла инкек турĕç мана вăрăсем. Сывă пул! Çыркаласах тăр. Якку».

■ Страницăсем: 1 2