Кайăк тусĕ :: 21. Вăрманти каç
— Шак! шак! шак! — шаккарĕ тăрук хăлхана çурасла. Ши-ик! ши-и-ик! шăхăрчĕ вăрман варринче.
Çав самантрах çырмаран малтан кушак макăрнине, унтан ача ĕсĕкленине аса илтерекен сасă илтĕнчĕ. Тавралла мĕн пулса иртнине пĕлменнипе хытă шикленнĕ ачасем чĕтре пуçларĕç. Хĕр ачасем учительница патĕнчен пĕрерĕн-пĕрерĕнех Тараев патне пырса ларчĕç. Кăштах тăрсан арçын ачасем те çаплах турĕç.
— Хук! Хук! Хук! — вут хунă çĕртен вăтăр утăмри лăпсăркка çăка тăрринчен янăраса кайрĕ хулăн сасă.
Пурте харăсах çăка тăрринелле пăхрĕç те сехĕрленсе хытсах кайрĕç. Хăвăл çăка тăрринче кăвар пек ялкăшакан икĕ çап-çаврака куç çунни курăнчĕ.
— Виктор Николаевич, — ун çумне пырса ларса улшăннă сасăпа ыйтрĕ Нина Ивановна, — ку тата мĕн?
— Аслă арçури, Микихвер чунĕнчен пулнă ырă, — такам умĕнче йăпăлтатакан çын сассипе шăппăн каларĕ Уçтим мучи. — Куратăр-и, пуçĕ унăн така хуранĕнчен те пысăкрах, куçĕсем те кăвар пек çунаççĕ. Каларăм вĕт вăл çӳллĕ йывăçран та çӳллĕрех тесе. Епле вăл пирĕн çине ватă çăка урлă пăхса тăрать.
Старик сăмахне илтсен ачасене чăнахах çăка урлă улăпла пысăк çын пăхса тăнă пек туйăнакан пулчĕ.
— Эпĕ тул çутăлсанах киле таврăнатăп, Нина Ивановна, юрать-и? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ пĕчĕк Кроликов.
Учительница нимĕн те чĕнмерĕ. Çăка тăрринче çунакан хĕрлĕ куçсем ăна пур япалана та мантарса янă. Унăн алли чĕтреме тытăнчĕ, сывласса та вăл пӳлĕнсе сывла пуçларĕ.
Сунарçă çеç малтанхи пекех лăпкă. Вăл пăшалне çĕклерĕ те тĕттĕмре çунакан мăшăр куç енне тĕллерĕ. Пурте темле хăрушă ĕç пуласса кĕтнĕ пек, куçĕсене хупрĕç. Хĕр ачасем хăлхисене те ывăç тупанĕсемпе хупăрларĕç. Хуçин урийĕ патĕнче выртакан йытă пăшал автанĕ уçăлнине илтсенех сиксе тăрса пĕрре йывăç енне, тепре Виктор çине пăхса илчĕ.
— Турăран ырлăх, усалтан сиплĕх! Турăран ырлăх, усалтан сиплĕх... — татти-сыпписĕр сăхсăхса мăкăртатать Уçтим мучи.
Тараев пăшал çĕкленине курсан вăл аçам пĕркенсе урапа айне кĕрсе выртрĕ.
Шăпах çак самантра вут-хĕм сирпĕтсе пăшал кĕрслетрĕ те, çăка тăрринче çунакан куçсем пăч сӳнчĕç. Унтан туратсем хушшинче çатăлтатнă хыççăн çĕре темскер тачлатса ӳкрĕ.
— Апорт! — йыттине çăка енне кăтартса каларĕ Тараев.
Лешĕ çакна тахçанах кĕтнĕ пулас, сиккипе чупса тĕттĕмре çухалчĕ. Тепĕр самантран йытă хăрлатни çăка патĕнчен илтĕнчĕ. Кĕçех Тараевăн тăватă ураллă тусĕ тĕттĕмрен сиксе тухрĕ. Çăварне вăл темле кăркка пек пысăк кайăка мăйĕнчен хыпнă. Йытă тупăша çĕклесе пырса хуçи ури патне хурсанах ачасем ăна çавăрса илчĕç. Мĕнле кайăк ку? Пуçĕ унăн кушак пуçĕ евĕрлĕ, пысăк куçĕсем çап-çаврака, сăмси кукăр, пысăк чĕрнеллĕ ура тунисем çемçе мамăклă тĕкпе витĕннĕ.
— Мĕн ку? — пĕр сасăпа тенĕ пек ыйтрĕç ачасем.
— Авалтанпа тĕттĕм чăвашсене сехĕрлентернĕ «арçури», — сасăсăр кулса каларĕ Виктор. Унтан вăл вилнĕ кайăка çунат вĕçĕсенчен тытса çĕклерĕ те аçам айĕнче чĕтресе выртакан старик патне пычĕ. — Уçтим мучи, кур-ха «Микихвер чунне». Палласа илетĕн-и?
Аçам çухи вĕçĕнчен малтан шĕвĕр сухал, унтан кĕл пек кăвакарса кайнă типшĕм пит курăнчĕ.
— Ара ку Микихвер чунĕ мар, ӳхĕ текен тăмана пулĕ, — терĕ шалтах тĕлĕннĕ мучи.
— Ӳхĕ çав, тăманасен йышĕнчи чи пысăк çăткăн кайăк. Пурăнасса вăл вăрманта пурăнать. Йăвине мăкланса пĕтнĕ çĕрĕк тунката тăрне е тылла пуççи çине çавăрать. Сунара ӳхĕ, урăх йышши тăмана пекех, тĕттĕм пулсан тухать. Ун качине вĕçен кайăк та, вĕтĕр-шакăр тискер кайăк та çакланать. Пуринчен ытла ӳхĕ пăчăр, ăсан, карăк, мулкач таврашне тытса çиет. Тăманасем тем тĕрлĕ тискер сасă та кăларма пултараççĕ. Тата вĕсен куçĕ çине уйăх çути, вут çути е автомобиль фарисенчен ярăмланса тухакан çутă ӳксен вут пекхĕмленет. Тăманасене ĕнтĕ тĕттĕм çынсем вăрман тăрăх çĕрле ихĕрсе çӳрекен усал-тĕсел тесе шутланă. Çапла-и, ачасем? — ыйтрĕ Тараев.
— Çапла! — терĕç пионерсем.
Унтан пĕрне-пĕри пӳле-пӳле çăка тăрне пырса ларнă ӳххе пăшалпа тĕллесе периччен хăйсем мĕн шухăшланине каласа пама тытăнчĕç. Çав вăхăтрах хăравçăсене йĕплесе илме те манмарĕç.
— Кроликов! — чĕнет Лена. — Ыран хĕвел тухсанах киле кай. Кун çутипе тăманасем иртĕнмеççĕ, улах вырăнсене кайса çывăраççĕ. Çавăнпа вĕсем сана тытса çиеймĕç.
— Нина Ивановна, — тет Таня, — эсир Ивана киле кайма ан чарăр. Кам пĕлет, тен, ыран каç татах пирĕн кăвайт патне тепĕр ӳхĕ вĕçсе килĕ те хăйĕн хĕрлĕ куçĕсемпе тĕттĕме пăралама тытăнĕ. Ун чух Иванăн татах сехри хăпма пултарать-çке.
— Ниçта та каймастăп эпĕ, — тет Кроликов вĕрентекен çине хăюллăн пăхса. — Халĕ арçури мĕн иккенне питĕ лайăх пĕлекен пултăм.
Пăшал сасси каçхи кайăксен тискер концертне кĕске вăхăтлăха кăна чарчĕ. Кĕçех вĕсем пур енчен те сасă пама пуçларĕç.
— Тĕввик! тĕввик! тĕвви-ик! — илтĕнет çырма енчен.
— Ку мĕн сасси? — лăпкăн ыйтать Лена.
— Кăвак тăмана сасси. Вăл шăшисемпе каюрасене ытларах тытса çиет, — ăнлантарать сунарçă.
— Уху-ху-ух-хих! Ха-ха-ха-ха-хах! — тискеррĕн ахăлтатать тахăшĕ.
— Ку тата кам? — тĕпчет Гена.
— Вырăссем «неясыть» текен кайăк, ӳхĕрен пĕчĕкрех тăмана. Хăш чух вăл, тĕттĕм пулсан, яла та вĕçсе пырать. Йăвине хăвăл ăшне çавăрать, — ăнлантарать Тараев.
— У-у-у! у-у-у! — хулăн сасăпа хаяррăн улать тепĕр сасă.
— Çак хăрушă сасса ӳхĕ евĕрлĕ хăлхаллă тăмана кăларать, анчах вăл унран темиçе хут пĕчĕкрех. Кайăк-кĕшĕке палласа çитереймен çынсем ăна ӳхĕ чĕппи тесе пĕр хĕрхенмесĕр вĕлереççĕ. Анчах ун пек усăллă кайăк пирĕн вăрмансенче питĕ сахал. Кунта вăл çуркунневĕçсе килет те çу каçиччен темиçе пин шăши тытса вĕлерет. Шăшисене выçă чух çеç мар, тутă чух та вĕлерет. Эсир çул çинче вилнĕ шăши выртнине курнă пулĕ. Çак пĕчĕк тăмана ĕçĕ ĕнтĕ вăл. Ӳхĕн куçĕсем кăвар пек хĕрлĕ, хăлхаллă тăмана куçĕсем çутă ӳксен тĕттĕмре сарă çулăмпа йăлкăшаççĕ. Кĕркунне вăл татах ăшă çĕре вĕçсе каять.
Павк! павк! павк! сăмсасăр çын сасси евĕр янăраса кайрĕ тепĕр сасă.
— Ку та тăмана сассиех-и? — ыйтрĕ Ира.
— Çук, тăмана мар. Телейсĕр куян хăй çăткăн кайăк качине лекни çинчен вилес умĕн пĕлтерес тесе кăшкăрнă сасă вăл. Те ӳхĕ тытрĕ ĕнтĕ ăна, те вăрман кушакĕ — çӳлевĕç.
— Эх, апăрша! Хăй вăл никама та тивмест, анчах ăна пурте хур тăваççĕ. Телей çук мĕскĕне, — чĕререн шеллесе каларĕ Ира.
Чылайччен итлесе ларчĕç çул çӳревçĕсем каçхи сасăсене. Сасă илтсенех хăшĕ те пулин: «Ку мĕн сасси?» — тесе ыйтать. Ачасем çав сасса кам е мĕн кăларнине пĕлме тăрăшаççĕ. Пĕлеймесен е йăнăшсан вĕсене Тараев тӳрлетет. Викторина вăййи пекех пулса тухрĕ.
Тăманаран хăранăшăн пăшăрханнă Кроликов çеç вăййа хутшăнмарĕ. Хăйне чĕнмесĕр ларма кичемрен ăна ыйхă нуса пуçларĕ.
— А-а-а-ых! — терĕ вăл çăварне карса.
— Ку тата мĕн сасси? — ыйтрĕ Йăкăнат.
— Ку Кролик Иванĕ ятлă ыйхă чăптинчен тухнă сасă, — хуравларĕ Лена.
Пурте кулса ячĕç.
Таçтан, вăрман хыçĕнчен, хура пĕлĕт шăвăнса тух-рĕ. Малтан вăл çăлтăрсене хупăрласа пычĕ, унтан тулли уйăха хыпса çăтрĕ. Вара сĕм-тĕттĕм тата ытларах çăралчĕ, ĕшне тавра ларакан йывăçсем палăрми пулчĕç. Çитменнине, хатĕрлесе хунă çапă та çунса пĕтрĕ. Чăнах та, çулçăсене чăшăлтаттарса килнĕ касăк çил йăсăрланакан вут пуççисене юлашки хут вĕрсе чĕртрĕ ĕнтĕ. Пĕр самантлăха çынсен пичĕсем, кĕписем, çывăхри япаласем çулăм хыпса илнĕ пек хĕрлĕ тĕспе йăлкăшса илчĕç. Анчах кĕçех çунакан вут вырăнне тĕлкĕшекен кăвар кăна юлчĕ те, каçхи тĕттĕм вăрманти юлашки çутта çĕнтерме пуçларĕ.
— Ачасем, кĕçех çур çĕр çитет. Шыв хĕрне кайса пит-куçăрсене çăвăр та çывăрма выртăр! — терĕ учительница.
Пурте ура çине сиксе тăчĕç те шавла пуçларĕç. Кĕçех Генăпа Йăкăнат юлташĕсене сывлăмпа йĕпенме ĕлкĕрнĕ курăклă сукмак тăрăх Ăтăр çырмине илсе анчĕç. Ыйхă пуснипе суптăрка пуçланă ачасемшĕн сивĕ шывпа çăвăнни тем пекех аван пулчĕ. Вĕсем таврана сухăр шăрши саракан ӳплесем ăшне кĕрсе çемçе утиялсемпе пĕркенсе выртрĕç те ним туйми çывăрса кайрĕç.
Çак вăхăтра хура пĕлĕт уйăх тĕлĕнчен иртсе кайрĕ. Çил те йывăç тăррисене силлентерми пулчĕ. Ăвăс çулçисем кăна, эпир çилсĕр те ташлама пултаратпăр тенĕ пек, çав-çавах шăпăртатса лараççĕ.
Çӳле хăпарса çитнĕ тулли уйăх хура пĕлĕт ытамĕнчен тухсан тĕнче татах шупка çутăпа тулчĕ. Çапах та вăл кун çути мар: инçетри япаласене мар, çывăхрисене те лайăх курма çук. Анчах вĕсем аванах палăракан пулчĕç. Сӳннĕ вут патне пĕччен выртса юлнă Уçтим мучи кĕххĕм! кĕххĕм! текелесе ура çине тăчĕ. Пĕр кана вăл мăчлатакан çăлтăрсем çине сăнаса пăхрĕ, унтан пуçне усрĕ те Тараев ларнă вырăна выртса юлнă ӳхĕ патне пырса тăчĕ.
— Арçури... Камалсăр вилнĕ çын чунĕ... Тьфу! — лачлаттарса сурчĕ старик. — Туртса кăларнă çав авалхи çынсем. Хамăра хамăр сехĕрлентерсе пурăннă. Çамрăксем апла мар. Вĕсем сăмахпа каланине çеç ĕненесшĕн мар, куçпа курса, алăпа хыпаласа пăхса тĕрĕслесшĕн. Эпир ăна-кăна пĕлмен. Тавтапуç Тарай Викторне, вăл кĕçĕр куçăма уçман пулсан, кам пĕлет, тен, виличченех çак ӳхĕсенчен хăраса пурăнаттăм пулĕ. Э-эх, çулăмăрсем нумай çав, ал-ура вăйĕ чаксах пырать. Маларах пуçланă пулсан вĕренсе кирлĕ таран ăс илме пулатчĕ, халĕ ĕнтĕ пĕр тĕшмĕшрен хăтăлни те паха...
Вăл ĕшне хĕрринче курăк çиекен лашасене тепĕр çĕре кайса вĕренлерĕ. Унтан урапа айне кĕрсе аçам пĕркенсе выртрĕ те каçхи кайăксем тискеррĕн çуйхашнине пăхмасăр тӳлеккĕн çывăрса кайрĕ
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...