Кайăк тусĕ :: 15. Вăрттăн сунар
Чăваш çĕршывне çуркунне яланах апрель уйăхĕнче персе çитет. Çапах та çынсене çулсерен çуркунне кĕтмен çĕртен пуçланнă пек туйăнать. Пирĕн калаври ĕçсем пуçланнă çул та çаплах пулчĕ. Пуш уйăхĕн варринче çанталăк самаях ăшăтнăччĕ, юр ирĕлкелерĕ, хура курак вĕçсе килчĕ. 25-мĕш числара тăрук сивĕтсе пăрахрĕ, кутсăр-пуçсăр çил-тăман ахăрма тытăнчĕ. Çурçĕр енне чакма хатĕрленнĕ сивĕ хĕл тепĕр хут каялла таврăннă пекех пулса тухрĕ. Çапла пĕр эрне пычĕ. Унтан çил анăç енне çаврăнчĕ, сисĕнмеллех хавшарĕ те пĕр каçхине пачах лăпланчĕ. Тепĕр кунне уяр тӳперен çурхи хĕвел хĕртме тытăнчĕ. Ку ĕнтĕ ырă çуркунне сивĕ хĕле çĕнмеллипех çĕнни çинчен каларĕ. Чăнах та, çурт аркисенчен тумла шапăртатма тапратрĕ, шăнкăрчсем çунат çапса юрлама пикенчĕç, пур енчен те шыв шарлани илтĕнет. Хаяр хĕл сарса хунă шурă пĕркенчĕк айĕнчен малтан сăртсем пуçĕсене кăларчĕç, унтан симĕс калчаллă уйсем курăна пуçларĕç. Çапла пĕр эрне яхăн тăчĕ. Унтан икĕ талăк хушши ăшă çумăр çурĕ те, хуралса тĕксĕмленнĕ юр пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтрĕ.
Çуркунне пурне те савăнтарать тата ывăна пĕлмесĕр ĕçлеме хистет. Арçынсем çурхи акана тухма хатĕрленсе çитрĕç, хĕрарăмсем вăрлăх тасатса пĕтерчĕç, пахча таврашĕнче чакаланаççĕ, фермăран тухма пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Çурхи каникула янă шкул ачисем уроксем çинчен манса шăнкăрч йăви тăваççĕ, çеремлĕ уничере лапталла выляççĕ, футбол пӳскине тапса ывăтаççĕ, хăйă-турпасран тунă шыв арманĕсене авăртаççĕ. Никамăн та пӳртре пăчăхса ларас килмест. Чун ирĕке, анлă уй-хире, хĕл ыйхинчен вăраннă вăрмана туртăнать, унталла вĕçсе каяс пекех туйăнать.
Шатра Михала та тек чăтса тăраймарĕ: çурхи сунара чарни çинчен хăйне Тараев алă пустарсах евитленине пăхмасăр ăсан тытма кайма шухăшларĕ. «Егерьсем канăç парас çук ĕнтĕ, — терĕ вăл ăшĕнче. — Анчах эпир те айвансем мар-ха, вĕсенчен тарса пытанмалăх ăс тупăпăр. Асан туйĕсем ăçтине вĕсем те пĕлеççĕ, пире çавăнта тытма пултараççĕ. Мĕнле майпа хăтăлас çав сĕмсĕрсенчен? «Аншарли» сĕнни усăсăр, Тараев килнĕренпе сыпса та пăхмаççĕ, укçа та илмеççĕ. Пуçлăхĕ уяса тăмасть-çке, тытсан тӳрех ĕçрен кăларса çаптарать. Хамăр çинче çеç шанчăк. Пуринчен ытла пăшал еасси хытă чăрмантарать. Ирхи вăрманта вăл таçтанах илтĕнет-çке, тӳрех егерьсене эпир ăçтине кăтартать. Вара вĕсем чупса пырĕç те ярса тытĕç».
Баранов пуç ыратичченех шухăшласа ларчĕ. Пĕрре вăрçă хыççăн ăна темле çын партизансене сасăсăр перекен револьвер пани çинчен каланине астурĕ. «Сунар пăшалне те сассăр перекен тăвасчĕ. Вара кирек хăçан та кайăка çӳремелле. Сасăсăр вульвер пур пулсан, ун пек пăшал та пулма кирлĕ. Ăçтан тупас ăна?» — пăшăлтатрĕ Михала.
Сасартăк вăл пĕр мыскараллă ĕçе аса илчĕ. Тахçан, виçĕ çул та иртнĕ пуль унтанпа, вĕсем Урнашкинпа иккĕшĕ эрех ĕçме ларнăччĕ. Уçăп тем чул шыраса та пӳртре çырткалама аш тупаймарĕ. Тарăхнипе вăл пĕр çăвăр автана тытса пусма шухăшларĕ. Автансем хуçа шухăшне пелнĕ пекех пĕри те алла лекесшĕн мар. Вара Уçăп пăшал илсе тухрĕ те тĕллерĕ.
— Ан пер, шуйханнă чăх-чĕп килтен сивĕнме пултарать, — асăрхаттарчĕ Михала.
— Ничего, — терĕ кил хуçи. — Пăшал пенине пĕри те сиссе юлмĕ.
Çапла каласа вăл персе ячĕ. Анчах пăшал кĕрĕслетес вырăнне хуллен кăна шачлатса илчĕ. «Тар нӳрелнипе капсулĕ çеç çурăлчĕ», — тесе шутланăччĕ Баранов. Апла пулмарĕ: автан çĕре ӳкрĕ те кăшт тапкаланнă хыççăн вилсе выртрĕ.
— Ак тамаша, — шалтах тĕлĕнчĕ Михала. — Пăшалĕ пемерĕ-çке, мĕншĕн вилчĕ автан?
— Пăшалĕ вăл печĕ, эсĕ çеç сисеймерĕн, — кулса ячĕ Урнашкин. — Ку — пăшал мар, ăна мелкокалибрнăй винтовка теççĕ. Виçĕм кун шкултан илсе килтĕм, тĕл пеме вĕренме питĕ аван, патронĕсем те йӳнĕ, кил картинче персен те чăх-чĕпе шуйхатмасть. Пусма вĕçне тух та шачлаттарса кăна лар. Авă, куратăн-и, йăмра турачĕ çинче çерçи ларать. Пĕрре персех ăна çĕре ӳкеретĕп.
Урнашкин тĕллесе печĕ те, айăпсăр кайăк çĕре ӳкрĕ.
«Акă ăçта иккен сасăсăр пăшал! — шухăшларĕ ватă браконьер. — Епле маннă-ха эпĕ ăна? Анна Васильевна турткаланса тăрас çук, паянах кайса илес...»
Чăнах та, каç пулсанах Шатра Михала шкултан винтовка илсе килчĕ.
— Ну, Тарай Викторĕ, хăлхуна тăратсах итлесе çӳре вăрман тăрăх, çапах эпĕ кайăк ăçта тытнине вилсен те тупаймăн. Тинех намăс курма тӳр килĕ-ха сана! — сасăпах каларĕ вăл çывăрма выртнă чух.
Ыйхăран вăл шуçăм киличченех вăранчĕ. «Ир тăракан пуп пулнă, кайран тăракан салтак пулнă теççĕ, — мăкăртатрĕ вăл анкарти витĕр уя тухнă чух. — Пуп таврашĕ хисепре мар та, çапах вĕсем салтакран тутăрах пурăнаççĕ ĕнтĕ. Кайса пăхам-ха Чикенек шурлăхне, унта ăсансем нумай пухăнаканччĕ».
Çурхи çанталăк часах улшăнать: ĕнер кăна ăшăччĕ, каç самаях сивĕтнĕ. Шыв ланкашкисем пăрпа витĕннĕ, çул çинчи тăпра та шăнса хытнă. Атă кĕлипе каптăртаттарса, хутран-ситрен каялла çаврăнса пăхкаласа Баранов вăрман еннелле васкамасăр утрĕ. Хăш чухне вăл типнĕ ланкашкари пăр çине пусать те, каçхи шăплăха кĕленче ваннă чухнехи пек чанкăртатакан сасă сарă-лать.
Лăпкă. Çил те çук. Тӳпере çăлтăрсем мăчлатаççĕ. Ниçта та пĕр чĕр чун курăнмасть. Пурте ирхи ăшă ыйха путнă. Тулли уйăх сапакан шупка çутă такăр мар çул-па утма пулăшать.
Акă çурхи вăрман. Сывлăш кунта ăшăрах. Ура сасси инçете илтĕнменни савăнтарчĕ Шатра Михалана. Хăвăртрах утма пуçлать. Анчах лапсăркка чăрăш чăтлăхĕ витĕр уйăх çути çул çине ӳкейменни хупларĕ. Темиçе хутчен тарăн ланкашкасене кĕме лекрĕ, пĕрре шуса ӳкрĕ Баранов. Юлашкинчен шыв шарласа юхни уççăнах илтĕнекен пулчĕ. Ку Чикенек шурлăхĕнчен Улкаш кӳллине юхса каякан шыв ĕнтĕ.
Чикенек шурлăхĕ... Тем тĕрлĕ кайăк кăвакалĕпе ăсан çăтмахĕ. Кунта йăва çавăрса чĕп кăларма та, вĕсене тăрантарса ӳстерме те питĕ аван: шанчăклă хӳтлĕх те пур, апат-çимĕç те çителĕклĕ. Шурлăхăн тăршшĕ виçĕ çухрăм, урлăшĕ — икĕ çухрăм çурă. Авал çак вырăнта кӳлĕ пулнă пулмалла, кайран тĕрлĕ ӳсен-тăран пуснипе вăл торфпа тулса пынă та тылла пуççисемпе тата кĕççе пек мăкпа витĕннĕ шурлăх пулса юлнă. Тавралла çеç çирĕм-вăтăр утăм сарлакăш шыв кӳлленсе тăрать. Уяр çулсенче шурлăх типет те, пушар тухать. Юлашки хутчен кунта 1946 çулта çĕр айĕнчи торф çăвĕпех çуннăччĕ. Кайран кĕле шыв çуса кайрĕ те, пĕчĕк кӳлĕ евĕрлĕ тарăн ланкашкасем тухса тулчĕç. Çавсенчен шикленсех ĕнтĕ Чикенек шурлăхне çынсем çӳреми пулчĕç. Шăрăх вăхăтра вара çав ланкашкасенче пăшисем шăна-пăванран пытанса хăтăлаççĕ.
Шатра Михала çак шурлăха çӳреме ĕлĕкренпех юратнă. Пайтах кайăк тытнă вăл кунта. Шыв айне пулнă сукмаксем ăçтине те вăл çеç аван пĕлнĕ темелле. Шурлăхра ӳсекен сайра йывăçсемпе пушар хыççăн юлнă хăртнăсенче виçĕ çĕрте ăсансем кашни çуркуннех туй тăваççĕ. Унта Баранов ӳплесем те хĕллех килсе тунăччĕ. Халĕ вăл çав ӳплесенчен пĕрин ăшне мăк сарчĕ те кĕрсе выртрĕ.
«Эх, ытла та лайăх-çке çурхи вăрманта! — шухăшларĕ вăл. — Тĕк-мамăкпа аш-какай мĕн чухлĕ тупма пулать кунта! Сунар хуçалăхне уçни те пысăк чăрмавах марччĕ Лупашкин ĕçленĕ чух. Сăмакун ĕçтернипех çырлахатчĕ — ырă курса çеç пурăн. Тараев килчĕ те, лăпкă пурнăç пĕтрĕ. Çавна пула ĕнтĕ хамăр вăрманта вăрă пек пытанса çӳретпĕр. Анчах тăхта-ха, эсĕ çамрăк, пурнăç тути-масине пĕлекен ватă çынпа часах танлашаймăн. Сана улталама ăс çитерĕп-çитерĕпех. Çурхи сунара хупрăм, пире аш-какайсăр хăвартăм терĕн пулĕ. Çук, тусăм, тип шӳрпепе эсĕ хăрăнса пурăн, эпир ашсăрах лармăпăр-ха. Акă халĕ те ялтан тухрăм та килтĕм. Никам та кураймарĕ. Пирĕн йышши çынсене каçхи тĕттĕм шанчăклă хӳтĕлет. Кăнтăр çутипе çеç çула тухма юрамасть, вара эсĕ пире нихçан та тытаймăн. Эпĕ паян та, ăсансене тытса тултарнă хыççăн, ӳплерен тухмасăр кун каçăп. Киле тĕттĕм пулсан та таврăнма пулать. Ун чух тытнă кайăка михĕ тулли çĕклесе пынине те никам курас çук. Эсĕ пурне те пултаратăп терĕн пулĕ. Çĕр çинче санран чеереххисем те пур. Кайран пайтах мăшкăлласа кулăп, ним те тăваймăн. Тытман вăрă — вăрă мар».
Тутлă ĕмĕтпе йăпанса выртнипе Шатра Михала тул çутăла пуçланине те сисмен. Тӳпере çăлтăрсем пĕр-пĕринпе ăмăртнă пек сӳнеççĕ. Шуçăм çутипе кăвакарнă тĕнче сисĕнмеллех шуралчĕ. Мал енчи пĕлĕтсем кăштах хĕрелнĕ пек курăнаççĕ. Çак самантра ӳпле çывăхĕнчи лутра хурăн çине пĕр кайăк вĕçсе пырса ларчĕ. Вăл, йăмăх хураскер, лира евĕр йӳплĕ хӳрине сарса ячĕ те икĕ хутчен «Чу-уфи-ик! Чу-уф-ик!» — тесе инçете илтĕнекен сасă кăларчĕ.
Баранов сисрĕ, ку ватă ăсан автанĕ, тепĕр майлă каласан, туй пуçĕ. Чу-уфи-ик! чу-уфи-ик! Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăр! кăлтăр-кăлтăр-кăлтăр! юрласа ячĕ ăсан.
Ку ĕнтĕ туй халăхне шыльăка чĕнни пулчĕ. Чăнах та, туй ачисем нумай кĕттермерĕç. Пур енчен те чуфиклетни вăрмана шăм-шака чĕтретекен сасăпа тултарчĕ. Кĕçех таврари йывăçсем çине ушкăнĕ-ушкăнĕ-пех, тепĕр чух пĕччен-иккĕн те, ăсансем килсе лара пуçларĕç. Пĕр тапхăр вĕсем лăпланса ларчĕç. Такам туй пуçласса кĕтнĕ пекех туйăнать. Чăнах та, чи малтан вĕçсе килнĕ ватă ăсан çĕр çине анчĕ те мăнаçлăн уткаласа çӳре пуçларĕ. Унтан вăл мăйне тăсса темиçе хут чуфиклетрĕ.
«Вăт ухмах, — пăшăлтатрĕ Баранов, — хăвăн тăванусене пăшал чĕми тĕлне кăларса лартасшăн çунатăн. Эсир, айвансем, туйăра шăппăн тунă пулсан сире сунарçăсем шыраса тупаяс çукчĕ. Этем чеерех: шăп-пăн пытанса ларать те тапратать сире пере-пере антарма. Çапла çав, тепĕр виçĕ сехетрен сиртен нумайăшĕ ман хутаçра вырăн тупĕ. Ахальтен каламан пулас: ухмах юрлать-ташлать те выçă пурăнать, чее шăппăн ларать те тулли хырăмне шăлать тенĕ. Пурнăç вăл çавăн пек, ĕлĕкренпех ухмахсем ăслисене тăрантарса пурăннă».
Çак сăмахсемпе браконьер винтовкине авăрларĕ. Тул çутăлса çитрĕ. Туй пуçĕ çине-çинех кăлтăртатать. Унăн уçă сасси вăрмана янратать, ытти ăсан автанĕсене хăюллă пулма чĕнет.
Чу-уфи-ик! чу-уфи-ик! шăхăрать вăл. Нумайăшĕ ĕнтĕ çĕре вĕçсе анчĕ. Йывăç тăрринче пĕлтĕр чĕп пулнă çамрăк автансем, пăчăр-пăчăр сăрă ăсан чăххисем кăна ларса юлчĕç.
Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăр! Çапăçăва чĕнет туй пуçĕ хĕр-лĕ куç харшисене енчен енне пăркаласа.
Хăюллă автан тупăнчĕ. Ку кăçал пĕрремĕш хут туя хутшăннă çамрăк ăсан пулчĕ. Вăл туй пуçĕ патне чупса пычĕ те тӳрех çӳлелле сикрĕ. Тăшманĕ çине сиксе ларса тĕкне татасшăнччĕ пулĕ ĕнтĕ. Анчах нумай çапăçусенче пулса курнă ватă автан унран çӳлерех сикрĕ те ун çурăмĕ çине анса ларчĕ. Вара лешне шĕвĕр чĕрнисемпе чавма, хăватлă сăмсипе сăхма тапратрĕ. Ик-виçĕ минутран çамрăк паттăр тĕпекинчен юн юхтарса ватă паттăртан аран-аран тарса хăтăлчĕ. Вĕсем çапăçнă вырăнта хуçăк тĕксемпе мамăк çеç выртса юлчĕ.
Ытти ăсансем те мăшăрлана-мăшăрлана çапăçу пуçларĕç.
— Çапăçăрах! Çапăçăрах! — пăшăлтатать Шатра Ми-хала. — Туй пуçне тивме юрамасть. Ăна вĕлерсен ăсан туйĕ нумай вăхăтлăха сапанать. Çавăнпа вăл пурăнтăр. Ăна пула ыттисене çăмăллăнах тытса пĕтерĕп.
Инçетри вăрман хыçĕнчен хĕвел хĕмленсе тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ ăсансем пурте тенĕ пекех хĕрсе çапăçаççĕ. Баранов ларакан ӳплерен вăтăр утăмра икĕ автан çапăçать. Вăйĕсем вĕсен пĕр танах пулмалла: пĕрре пĕри, тепре тепри тыта-тыта лăскаççĕ. Хăш чух вĕсем пĕр-ик утăм каялла чакаççĕ те мăйĕсене тăсса хытса тăраççĕ, Шатра Михала шăпах çапла хускалмасăр тăнă чух пăшалне тĕллесе печĕ. Пуля тивнĕ автан çӳлелле сикрĕ, анчах çавăнтах çĕре ӳкрĕ те тапкалана пуçларĕ. Унăн тăшманĕ тӳрех ăна сăхма тытăнчĕ.
— Выртакана ан çап теççĕ, — пăшăлтатрĕ браконьер. Унтан винтовкине авăрласа тепре печĕ. Вилнĕ ăсана лăскаканĕ те çавăнтах тăсăлса выртрĕ.
Туй тăваканĕсем икĕ юлташĕ вилнине асăрхамарĕç. Нумайăшĕ хĕрсе çапăçнипе, ыттисем ăсан амисем умĕнче мăнаçлăн утса çӳренипе таврара мĕн пулса иртнине сăнамаççĕ. Браконьер çак вăхăта çеç кĕтнĕ. Халĕ вăл пăшалне авăрлать те перет, авăрлать те перет. Хăртнă варринче пилĕк ăсан аçи хускалмасăр выртать, унтан та ытларах йывăр суранланнисем вăрăм курăк ăшне пытанса вилме чупса кайрĕç. Çапах та çапăçакансен шучĕ чакмасть: туя çĕнĕ автансем вĕçсе килме халĕ те пăрахман-ха. «Шыльăкра» алă мăшăртан кая мар çапăçаççĕ, тата çирĕм-вăтăрăшĕ çывăхри йывăçсем çинче сасă кăлармасăр пăхса лараççĕ. Ăсан амисем миçен иккенне шутласа та кăлараяс çук, вĕсем кашни йывăç тĕми айĕнчех кам паттăррине пĕлес тенĕ пек çапăçакансем çине ытарайми савса пăхса лараççĕ. Чуфиклетнĕпе кăлтăртатнă сасă пĕтĕм вăрмана ян-ратать.
«Тата хăшне персе вĕлерес?» — пăшăлтатать бра-конь-р туй халăхĕ çине выçă куçĕпе пăхса.
Çак самантра туй пуçĕ виççĕмĕш тăшманне парăнтарчĕ. Лешĕ хытă аманнă пулмалла, чупса тарма та, хăйне лăскакан автанран сыхланма та вăй çитереймест. Ватă ăсан ăна ĕнсе хыçĕнчен сăхнă та çĕрте сĕтĕрсе çӳрет.
— Çапла кирлĕ ăна! Çапла кирлĕ! — хĕпĕртесе пăшăлтатать Баранов. — Кăтарт-ха ăна, пуçтах çамрăка, ваттисем мĕн тума пултарнине. Эпир хура-шура курма хăнăхнă, пире часах çĕнтереймĕн. Эх, Тараева çавăн пек хĕнесчĕ манăн. Вара пуçне усса çӳрекен пулĕччĕ.
Шатра Михала уйрăммăн тăракан ăсана тĕллесе печĕ. Лешĕ çӳлелле сикрĕ те, çуначĕсемпе çатăлтатса чăнкă вĕсçе хăпарма пуçларĕ. «Çурта тăвать», — теççĕ сунарçăсем ун пек чухне. Вăтăр-хĕрĕх метр çӳллĕш хăпарсан, вăл пĕр самантлăха пĕлĕтрен çиппе çыхса çакнă пек вырăнтах вĕçсе тăчĕ, унтан çунаттисене хупрĕ те çĕре тачлатрĕ.
Пĕлме çук, темиçе кайăк пĕтетчĕ çав кун Шатра Михала аллинчен, анчах кĕтмен çĕртен чăрмав сиксе тухрĕ: пăшал пенĕ хыççăн пушă гильза патронникран тухми пулчĕ. Винтовка кĕпçи вĕçне çăвара хыпса та вĕрсе пăхрĕ сунарçă, çĕçĕпе те чакаларĕ — гильза çав-çавах вырăнтан сикмерĕ. «Эх, шомпол илсе килмеллеччĕ, хăямат», — чунтан тарăхса каларĕ вăл. Ним тума та çук. Вăл ерипен ӳплерен аллисене кăларчĕ те çинçе хулă тупса касрĕ. Хуппине шуратсан, вăл ăна винтовка ăшне чикрĕ. Кунта вара тепĕр мыскара пулса тухрĕ. Хулă кĕрессе кĕчĕ, анчах пушă гильзăна та тĕксе кăлараймарĕ, хăй те çурри таран хуçăлса пăшал кĕпçи ăшне ларса юлчĕ. Халĕ тин урăх пĕр ăсан та тытаяс çуккине туйса илчĕ Шатра Михала. Ултă автаншăн каçчен ӳплере ларас килмерĕ унăн. Вăл туй саланиччен кĕтсе выртрĕ те çапăçура çĕнтернĕ паттăрсем ăсан амисемпе мăшăрланса вĕçсе кайса пĕтсенех ӳплерен тухрĕ. Малтанах вăл йывăç тĕмисемпе вăрăм курăк ăшĕнче суранланнă ăсан автанĕсем çук-ши тесе шыраса пăхрĕ. Çук, пĕрне те тупаймарĕ. Ирĕксĕрех ултă автанпа çырлахмалла пулчĕ. Вăл вĕсене хутаçа чикрĕ те, винтовкине çурăм хыçне çакса хăй çулĕпе ял еннелле утрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...