Кайăк тусĕ :: 7. Икĕ егерь
Çанталăк уяртрĕ. Кăвак тӳпере хутран-ситрен çеç ерипен шăвăнса иртекен пĕлĕт татăкĕсем курăнкалаççĕ. Вĕсем те пăтранчăк шыв тĕслĕ мар, шупкарах та шурăрах. Çилсĕр сывлăш сисĕнмеллех сивĕнчĕ, вăл та ирхи пек мар, питрен чĕпĕте пуçларĕ. Лаша сăмси шăтăкĕнче курăнакан вăрăм тĕксем çумне пăр татăкĕсем шăнса çакăнчĕç. Вĕсем сывлама чăрмантарнăран лаша час-часах тулхăркаласа чупать.
Тараев хыçлă çуна çинче тайăнса ларнă май шухăша кайрĕ. Куртка çухавинчен сăрхăнса кĕнĕ сивĕ ăна çӳçентерет, пуçри шухăша та чарать. Каччă темиçе хутчен анаслать те куçне хупать. Лăпкă. Лаша урисемпе çуна тупанĕ айĕнчи юр çеç пĕр евĕрлĕ сасă кăларать. Ку ĕнтĕ ыйхă пуснă çыншăн ача чух илтнĕ сăпка юрри пекех. Çавăнпа туйми çывăрса каяс килет. Анчах Виктор хĕллехи çул çинче çывăрма юраманнине аван пĕлет, çавăнпа куçне ирĕксĕр уçса тӳрленсе ларать. Çак вăхăтра вăл çул тăрăх апат-çимĕç шыракан хĕрлĕ пĕсехеллĕ хитре уйăпсем çӳренине асăрхарĕ. Лаша чупса çывхарсан уйăпсем сывлăша çĕкленеççĕ те малалла вĕçсе кайса татах çул çине лараççĕ. Анчах лаша кĕçех вĕсем ларнă çĕре чупса çитет. Кайăксем вĕçсе хăпарса каллех малалла кайса лараççĕ. Çапла лаша вĕсене вунă хутран кая мар апат шырама чăрмантарчĕ. Юлашкинчен уйăпсем çак хартлатса чупакан хăрушă чĕр чун çул тăрăх тăранса çӳреме хăйсене ирĕк парас çуккине сисрĕç пулас, таçта инçетелле вĕçсе кайрĕç.
«Чĕр чунсем те хăйсене темиçе хутчен пĕр пек чăрмантарсан пăрăнмаллине тавçăрса илеççĕ. Этем ытти чĕр чунсенчен ăслăрах. Браконьер та хăйне ирсĕр ĕç тума яланах вăхăтра чăрмантарса пырсан тăрăшни харама кайнине сисме кирлĕ. Вара унăн çак уйăпсем пекех пирĕн çул çинчен пăрăнмаллине тавçăрса илмелле».
Çак шухăш Тараев кăмăлне уçрĕ. Вăл сасăпах кулса ячĕ. Вара суптăркаттарса çитере пуçланă ыйхă пачах çухалчĕ. Çăмăллăнах сывла пуçланă каччă çуна çинчен хаваслансах сиксе анчĕ. Аслă лаша, хуçи çуран утма тытăннине кура, чупма пăрахрĕ.
«Эпĕ хăйне Мишер патне илсе пынинчен Чĕкеç хытă тĕлĕнчĕ. Паллах, вăрттăн сунара тухма хатĕрленес шутпа пынă ĕнтĕ вăл унта. Халĕ сунара тухма кирли-кирлĕ марри пирки иккĕлене пуçларĕ пулĕ. Вăл ку таранччен егерьсен аллине пĕрре те лекмен тет, ăна вăрттăн кайăк тытма та никам чăрмантарайман. Çитес кунсенче çав ĕçре тытсан е чăрмантарсан вăл тата ытларах иккĕленме пуçлĕ. Тăшман иккĕлене пуçлани парăнас енне сулăннине систерет. Малтанлăха манăн Чĕкеçе браконьер пулма пăрахтарасчĕ, ун хыççăн ашшĕне те пăрахтарма пулĕ. Тĕлĕнмелле, пирĕн çĕршывра революци пулни кĕçех хĕрĕх çул тултарать, çапах та эпир халăха кайăк-кĕшĕке çывăх туссене пăхнă пек пăхма вĕрентеймерĕмĕр. Тĕнче пуянлăхĕ — халăх пу-янлăхĕ. Ăна вăрлани — халăхăнне вăрлани пулать. Ĕмĕрлĕхех тĕп тумалла пирĕн çут çанталăка çаратас йăлана».
Виктора çак шухăшсем канăç памаççĕ. Сунар хуçалăхне килнĕренпе ун çинчен темиçе хут та шухăшланă. Станцирен Шатра Михалапа ларса килнĕ чухнех вăл кунта браконьерсем сĕмсĕррине сиснĕччĕ. Вĕсен хушшинче Михала кайри вырăнта марри те уншăн паллă пулчĕ. Çав шухăш тĕрĕсси каярахран егерьсемсĕр пуçне колхоз председателĕ каланинчен те аван палăрнăччĕ. Вырăнти сунарçăсем çинчен сăмах хускалсанах Ершов Шатра Михала ятне асăнчĕ.
— Унпа пĕрле вăрттăн сунара урăх çын çӳремест-и? — ыйтнăччĕ Виктор.
— Хăйĕн хĕрĕпе Сĕреткассинче пурăнакан Мишер хушаматлă çын çӳрет теççĕ. Çавсем тахçантанпах ашкăнаççĕ.
— Мишер тени Барановăн тăванĕ мар-и?
— Унăн тăван таврашĕ ниçта та çук, вăрă тума пĕрлешнĕ çынсемпе кăна туслă пурăнать. Хăй лесникре ĕçленĕ чух Мишер ăна вăрланă йывăçсене сутма пулăшнă теççĕ. Вăрттăн кайăк тытасси те çавăнтанпах пырать пулмалла.
— Эпĕ браконьерсене пурне те паллас тетĕп, — тенĕччĕ Тараев. — Тăшмана çĕнтерес тесен ун çинчен пĕтĕмпех пĕлмелле. Тен, çул майлă Мишер патне те кĕрсе тухма тӳр килĕ, хăш вырăнта-ши унăн килĕ?
— Пĕрре ун патне кĕрсе лаша шăварнăччĕ. Чиркӳпе тĕлме-тĕл. Пӳрчĕ кантур пекех пысăк, урам урлă ларать, чӳречисене кăвак сăрпа сăрланă, вырăсла хапхине те иртнĕ кĕркунне çеç тунă, вĕр çĕнĕ, инçетренех курăнса ларать. Çывăхра ун пек кил-çурт урăх çук, шыраса тупма питĕ çăмăл, — хуравланăччĕ Ершов.
Çакна пĕлнĕ хыççăн ĕнтĕ Тараев Чĕкеçе тӳрех Мишер хапхи патне илсе пычĕ...
Çур çухрăма яхăн утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса пынă хыççăн Тараев ăшăнса çитрĕ. Вара вăл çуна çине ларчĕ те лашине татах хăваларĕ.
Тӳпери пĕлĕт татăкĕсем пĕтĕмпех саланса кайрĕç. Хĕвелĕн ылтăн шевлисем таса юр çине ӳксе хуçăлаççĕ те куçа пырса йĕплеççĕ. Çавăнпа куç шывланать, ăна ирĕксĕрех хĕсме лекет. Уй çулĕ вăрмана пырса кĕрсен тин хĕвел çути куç вăйне ями пулчĕ.
Вăрманта çул такăртарах, лаша та уçăмлăрах юртать. Тĕнче те кунта уйри пек лăпкă мар. Çывăхрах чăваш çынни пекех ĕçчен тăхран хăрнă йывăçа сăмсипе таккаса ларать. Хĕвел çути ӳкнĕ ватă çăка çинчеилемлĕ кăсăя савăнăçлăн юрлать. Кукăр сăмсасем хаваслăн чăйлатса чăрăш йĕкелĕсене васкаса шĕкĕлчеççĕ. Ушкăн сăнчас йывăç хуппи хушшине пытаннă хурт-кăпшанка шыраса чăрăш вулли тăрăх çӳлтен аялалла, аялтан çӳлелле татти-сыпписĕр чупса кĕшĕлтетет. Хушăран вĕтлĕх вăрманти ĕшне хĕрринче пăчăр-пăчăр тĕклĕ шĕшкĕ кайăкĕ чăрлатни илтĕнет. Унтах капăр тумланнă ĕшпĕл вĕçсе çӳрет. Сульха е чакак чакăлтатни те илтĕнкелет. Мĕнпур чĕр чун пикенсе ĕçлет. Ăсан аçисем çеç хурăн кăчкисене çисе тăраннă та хăртнă варрине пухăнса ларнă. Ватăраххисем пулас, çуначĕсене сарса кĕскен кăлтăртатса илеççĕ; çуркунне çывхарса килнине аванах туяççĕ ĕнтĕ, туй пуçлас умĕн сассисене тĕрĕслесе пăхаççĕ.
Тараев çамрăк пулин те хăй ĕмĕрĕнче нумай çĕре çитсе курнă. Кирек ăçта та вăл вăрманта çӳреме юратнă, çавăнпа ăçта мĕнле вăрман пуррине лайăх пĕлнĕ. Пуринчен ытла вăл чăваш вăрманне кăмăллать. Ун шучĕпе, чăваш вăрманĕ Çĕпĕрти тайгаран та, хĕвел анăçĕнчи пĕр йышши йывăçлă вăрмансенчен те самай урăхларах. Чăваш вăрманĕсенче çĕр çулхи патвар юмансем, çемçе çăкасем, йăвă ӳснĕ хитре вĕренесем, каврăç, çирĕк, нихçан симĕс пĕркенчĕкне хывман шĕвĕр тăрăллă чăрăшпа кĕмĕл хурăн, вĕсен сулхăнĕнче ӳсекен кăпчанкă, тутлă мăйăр паракан шĕшкĕ, юн тĕслĕ çырла ӳстерекен палан, йыт çĕмĕрчĕ, йĕплĕ хулă тата ытти тем тĕрлĕ йывăç та пĕр çемьери çынсем пек шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Кашни йывăçăн чĕр чунсем хушшинче тусĕ пур, вĕсем çав чĕр чунсене тăранса пурăнмалăх апат-çимĕç хатĕрлесе хураççĕ. Йышлă йывăçсен тусĕсем те нумай. Çавăнпа чăваш вăрманĕнче тараватлă çу кунĕсенче кăна мар, хĕллехи сивĕ вăхăтра та вĕçен кайăкпа тискер кайăк туллиех. Çак хĕллехи хĕвеллĕ кун çуна çинче ларса пынă чух Виктор тăван вăрман çине ытарайми савса пăхса пычĕ.
«Вăрмана юратакансем тĕнчере сахал мар, анчах юрату тĕрлĕрен пулать-çке. Пĕрисем ăна касма юратаççĕ, теприсем хăртса уй тума, виççĕмĕшĕсем кунта хăйсене кирлĕ чĕр чунсем пурăннăран юратаççĕ. Пирĕн хамăр вăрмана Шатра Михаласем пек пуясшăн пĕтерме мар, ӳсен-тăранпа чĕр чун тĕнчисене пуянлатас сăлтавпа юратмалла. Сунар хуçалăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра çав тĕлĕшпе нимех те тăваймасан хам кунта пурăнса ирттернĕ кунсене харама кайнă кунсем тесе шутлăп. Ун пек ан пултăр тесен манăн хамăн та çак шăннă вăрманта ывăна пĕлмесĕр ĕçлекен кайăк-кĕшĕк пек тимлемелле», — шухăшларĕ Тараев.
Виктор аслашшĕ патĕнче пурăннă чухнех ирĕкре пурăнакан ырă чĕр чунсен тискер тăшманĕсем таçта та нумаййине сиснĕ. Çав тăшмансем хушшинче этем тени юлашки вырăн йышăнманни Виктор чунне ытла та кӳрентернĕ. Этем ырă кайăксене хĕсĕрленине вăл ача чухнех тем чул та курнă. Шухăшлатăн та тепĕр чух, тĕлĕнетĕн. Кашни ача тенĕпе пĕрех утма вĕренсенех тăпра муклашки е патак илет те чĕвĕлтетсе ларакан кайăксене персе антарма тăрăшать. Труçик тăхăнса çӳрекен ачасем кайăк йăвисене мĕн чул çаратнă пулĕ! Çавăн йышши шăпăрлан хăмла çырли çеçки ăшĕнче кайăк йăви тупать те унта ларакан сар сăмсаллă чĕппе илсе выляма тытăнать. Вăл ăна çӳлелле ывăтать. Тĕк кăларса çитереймен кайăк чĕппи çунаттисемпе лапăстатать, анчах сывлăш ăна çĕклеймест-ха. Вăл çĕре тачлатса ӳкет. Виç-тăватă хут çапла ывăтнă хыççăн вăл антăхса вилет. Труçиклĕ шăпăрлан ăна ахаль сая ярас мар тесе кушака çитерет. Хăй çавăнтах йăвара ларакан тепĕр чĕппе тытса ывăта пуçлать. Пĕр-икĕ сехет хушшинче йăвара тăватă чĕпрен пĕри те юлмасть. Шаймăк ача çапла йăпаннипе тĕнчене илем кĕртекен тăватă вĕлтрен тăрри е хĕрлĕ пĕсехеллĕ ăста юрăçă чепчен ĕмĕрлĕхех çухалать.
Пĕчĕк ача ăса кĕмен пирки çапла хăтланать тейĕпĕр. Анчах ваттисем хушшинче те кайăк тăшманĕсем тупăнкалаççĕ. Пĕрре Виктор çакнашкал тискер ĕçе курнăччĕ. Сарайĕнче хура сухаллă арçын хăма саваласа тăрать. Ун патне пилĕк çулхи ача пырать те сава турпасĕпе выляма тапратать. Ансăртран шуса кайнă хăма татăкĕ ача урине пырса тивет. Лешĕ, паллах, макăрма тытăнать. «Чим-ха, — тет ашшĕ, — ан макăр, эпĕ сана тетте тупса парăп». Вăл сарай кашти çумне пылчăк сĕрсе тунă чĕкеç йăви çине пăхать. Унта ыран-паян вĕçсе тухас чĕкеç чĕпписем ĕçчен ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕр ӳпре е лĕпĕш тытса килсе парасса кĕтсе лараççĕ. Хура сухал сарай кашти çине пусма тăратать те хăпарса пĕр чĕпне илсе анать. Сехĕрленнĕ чĕкеçсем шуйханма тапратаççĕ. Вĕсем нумаййăн пуçтарăнса хура сухаллă çын çине хăюллăн тапăнаççĕ, анчах пĕчĕкçеççĕ кайăк этемпе танлаштарсан мĕнех-ха вăл? Ирĕксĕрех пĕр чĕп çухалнипе килĕшме лекет. Хура сухалли чĕкеç чĕппи уринчен çип çыхать те ăна çип тăршшĕ вĕçтерет, унтан тепĕр хут тытса татах çӳлелле ывăтать. «Çапла ту!» — тет вăл ачине. Лешĕ «çапла тăвать». Вун-вун икĕ хут уринчен çиппе карт! туртнă хыççăн чĕкеç чĕппин ури тăпăлса тухать. Çут сăмсаллă ача ашшĕнчен тепĕр «тетте» илсе пама ыйтать. Сухаллă çын пусма тăрăх тепре хăпарать. Каçчен йăвара пĕр чĕпĕ те юлмасть...
Этем хăй кăна мар, вăл усракан йытă-кушак, выльăх-чĕрлĕх кайăк-кĕшĕке мĕн чул пĕтернине никам та шутласа тухаяс çук. Сăмахран, çуркунне карăк, ăсан, кăрăпчак йăвине çĕр çинче тăвакан урăх кайăк пусма ларсан кĕтӳçĕ хăйĕн кĕтĕвне вăрман тăрăх кĕтсе çӳре пуçлать. Вара ĕне, сурăх, качака çамрăк хунавсене çинипе вăрмана сиен тунисĕр пуçне унти кайăк йăвисене таптаса пĕтереççĕ. Этем çапла çулсерен мĕн чухлĕ кайăка тĕп тăвать-ши? Хăмăшлăхсене, пĕлтĕр çулмасăр юлнă хăрăк курăк çине вирт яракан çынсем те кайăк-кĕшĕке пинĕ-пинĕпе пĕтереççĕ. Юлашкинчен, выçă куçлă çын аллине пăшал лексен, вăл вара темрен те тискер тăшман пулса тăрать. Уншăн пулсан пĕтĕ пăши ĕнине персе ӳкересси те, пусма ларнă кайăк кăвакалне тытасси те, тин çеç ута пуçланă путекĕсене курăк çиме вĕрентекен хир качакине йăпшăнса пырса пересси те ним мар. Вăл — çут çанталăкăн чи хăрушă тăшманĕ, ирĕкри чĕр чунсене пĕр хĕрхенмесĕр вĕлерекен хурах.
«Çынсене çав тискерлĕхе тума пăрахтармалла пирĕн, — шухăшлать Тараев. — Çак ĕç çăмăл мар ĕнтĕ, пайтах кĕрешмелле пулĕ. Çапах та пирĕн çĕнтермеллех. Ахальтен мар-çке патшалăх пире институтра вĕрентнĕ».
Çапла шухăшласа пынă май вăл вăрман хĕрне çитсе тухнине те сисмен, юлашки йывăçпа танлашсан тин пуçне çĕклерĕ. Çур çухрăмра пысăк ял сапаланса ларать. Çав ялпа вăрман хушшинче айлăм вырăн пур. Унта юр айĕнче сарăхса хăрнă хăмăшлăх тăрри курăнать. Пĕчĕк кӳлĕ пулмалла. Çав хăмăшлăх çийĕн пĕр хурчка каллĕ-маллĕ вĕçсе темскер шырать. Хĕлле хăмăшлăхра кайăк кăвакалĕ çуккине пĕлет ĕнтĕ вăл, мĕн кирлĕ-ха ăна?
Виктор ыйтăвне хуравлас тенĕ пекех хăмăш ăшĕнчен карсак сиксе тухрĕ те вăрман енне ыткăнчĕ. Аяккалла вĕçе пуçланă хурчка куяна çийĕнчех асăрхаймарĕ, çавăнпа лешĕ вăрман патне çывхарма ĕлкĕрчĕ. Анчах мулкач чупса пынине курсан хурчка ун хыççăн çĕмрен йĕппи пек хăвăрт вăшкăнчĕ. Чăтлăх вăрмана çитме ĕлкĕрсен карсак çăлăннă пулĕччĕ. Ăна вĕсем хурч-капа иккĕшĕ те чухлаççĕ, çавăнпа та уçă çĕрте тăракан çын тесе, Тараев пăшалне пеме хатĕрлесе тытрĕ те алă метра çывхарсан хурчкана персе антарма шутларĕ. Çакна пĕлнĕ пекех, хурчка мулкача тек малалла ярас мар терĕ пулас, ун патнех анса хуçлатса хунă качисене усрĕ. Тепĕр самантран шĕвĕр чĕрнесем куян аяк пĕрчисем хушшине шăтарса кĕмелле ĕнтĕ. Халĕ мулкачне амантмасăр хурчкана пăшалпа персе антарма та çук. Çавăнпа Тараев сылтăм кĕпçери патрона сывлăша çеç персе сас турĕ. Çывăхра пăшал кĕмсĕртетнине илтсен шуйханнă хурчка çӳлелле чăнкă çĕкленме пуçларĕ. Çав самантра ăна пăшалăн сулахай кĕпçинчен сирпĕнсе тухнă йĕтресем пырса тиврĕç. Сывлăшра иртĕнсе çӳрекен хурах çуначĕсене хупрĕ те юр çине тачлатрĕ.
Хурчкана куçран сиктермесĕр пăхса тăнипе Виктор мулкач ăçта кайса кĕнине асăрхаманччĕ, юр çине юлнă йĕрсенчен çеç хăй патĕнченех чупса иртнине пĕлчĕ. Хăравçă чун пăшал икĕ хутчен кĕрслетнине илтсен тăнран кайнă пулмалла, этемрен пăрăнса тарма та ăс çитереймен. Тараевăн çак икĕ чĕр чун хушшинче пулса иртнĕ çапăçăва асăнмалăх сăн ӳкерчĕк тăвас килчĕ. Вăл фо-тоаппартне кăларчĕ те малтан çуна çумĕнчен чупса иртнĕ мулкач йĕррине, унтан юр çинче тапкаланса выртакан хурчкана темиçе хут ӳкерчĕ. Вара юн юхтаракан кайăка вăрăм çуначĕсенчен тытса çуна çине пырса пăрахрĕ. Халĕ ĕнтĕ лашана ял еннелле хăваласси çеç юлчĕ. Çак вăхăтра вăл Упакассинчен улăп пек пысăк çын пăшалĕпе сулласа чупса килнине курчĕ. Лешĕ инçетренех такама ятлать.
— Пăшал пеме кам ирĕк панă сана? — хаяррăн ыйтрĕ чупса килекен çын çĕр утăма яхăн çывхарсан.
— Çывăхарах кил, илтместĕп. Эсĕ кам пултăн-ха? — патвар çын çине пăхса ыйтрĕ Тараев.
— Ан васка, çитсенех хам камне кăтартăп-ха. Пăшална халех çуна çине хур! — тата хаяррăн кăшкăрчĕ вăл.
Ним тума та çук, пăхăнма лекрĕ. Виктор пăшалне çуна çине хунă вăхăтра патвар çын ун патне чупса çитрĕ. Унăн кăшт чалăшрах куçĕ пĕрре лаша çинче, тепре лаша хуçи çинче чарăнчĕ. Унтан вăл çуна патне мулкач йĕрри пынине, çав йĕрпе юнашарах çĕре юн тăкăннине асăрхарĕ. Малтанах ун пуçĕнче Тараева тытса лăскас шухăш çиеле тухнăччĕ, унтан вăл, лашапа çунана палласа, аллине ирĕке яма чарăнса тăчĕ.
— Лаши пирĕн сунар хуçалăхĕн пулас, хуçине палламастăп, — улшăннă сасăпа каларĕ чупса килнĕ çын йывăррăн сывласа. — Çĕнĕ начальник мар-и?
— Çавă. Эпĕ сире тӳрех палламарăм. Эсир иккĕмĕш обходри Патмаров егерь ĕнтĕ, — ăшшăн кулчĕ Виктор.
— Тĕрĕс. Эсир килессе тахçанах кĕтнĕччĕ, анчах сунар сезонĕ иртсе кайсан мулкач тытасса, тӳррипех калатăп, нихçан та кĕтменччĕ, — юр çинчи мулкач йĕрĕпе юн тумламĕсем çине пăхса каларĕ Патмаров.
— Ак тата... Эпĕ мулкач тытнă тесе кам каларĕ сана? — тĕлĕнчĕ Тараев.
— Э-э! Начальник юлташ, пăшал пенĕ хыççăн мулкач йĕрĕ çинче юн тумламĕсем юлни мĕне пĕлтернине эпĕ егере кĕричченех аван пĕлнĕ.
Виктор çуна çинче выртакан хурчкана алла илчĕ.
— Манăн пĕртен-пĕр трофей ак çакă! Ăна эпĕ вăхăтра персе антарман пулсан санăн обходунтан паян пĕр карсак катăлатчĕ, — хурчка çине кăтартрĕ Тараев. — Епле самăр вăл, выçса хăрăнман пулĕ. Ку ĕнтĕ çывăхра мулкач та, ăсанпа хир чăххи те нумай иккенне пĕлтерет. Çапах та ăна ытлашши ашкăнма пама кирлĕ мар, егерь юлташ!
Çакăн хыççăн тин Патмаров çĕнĕ начальник мĕншĕн пăшал пенине ăнланчĕ те каçару ыйтрĕ.
— Ним тума та çук çав çăткăнсемпе. Кунта кайăк нумаййине кура таçти хăяматран та вĕçсе килеççĕ. Кăçал хĕле кĕнĕренпе çеç вун икĕ хурчка, çичĕ ӳхĕ тата виçĕ шур тăмана тытрăм. Çунатлă браконьерсемпе кĕрешесси, маншăн пулсан, вĕсен пăшаллă тăванĕсемпе кĕрешессинчен нумай йывăртарах, — терĕ вăл.
— Тĕрĕс турăр, мĕн каçару ыйтмалли пур унта? Ларăр çуна çине, кайăпăр. Авă лаша шăнса пасарма пуçларĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...