Таркăн :: Каллех çул çинче
Тепĕр кун ирхине Янтул ĕнерхи ватă патне пуçтарăннисене, —паян вĕсем темшĕн виççĕн çеç пынă, — хăй мĕн çырса килнисене чăвашла каласа пачĕ. Тиек ĕçне пурте ырларĕç, лайăх терĕç. Анчах хушма сĕнчĕç. Чылайăшĕн ялта акма вăрлăхлăх тырă юлман иккен. Вутăлăх вăрман кастарăп тесе вăрман улпучĕ пĕлтĕрех халăхран укçа пуçтарса кайнă пулнă, халĕ укçи те, вутти те çук.
Хутне тепĕр хут тӳрлетсе çырса килсен Янтул шалтах аптрарĕ: пӳртре хуçа тăр пĕччен ларать.
— Ак тамаша! Ыттисем ăçта?
— Кам, карчăк-и? Кӳршĕре.
— Мар, эп ял çыннисем пирки калап.
— Вĕсем шанаççĕ мана. Хучĕсене эс мана парса хăвар.
— Ĕçшĕн кам тӳлет сиртен?
— Хут çырасси ĕçех мар та-ха вăл... Уншăн тав тăвăпăр эпĕр сана.
Кил хуçи тĕп сакайĕнчен чăмпа сăра ăсса тухрĕ.
— Тыт-ха.
Янтул пĕр алтăр сăрана шалт тутарчĕ те чăм шыва ӳкрĕ, ури вăйĕ шалтăр кайрĕ ун.
— Ку сан мĕн пулчĕ, хуçа?
— Пĕл-ха.
— Аçа-çиçĕм-и? Аçтаха-и?
— Пыллă сăра. Ытларах йӳçсен çапла чарусăрланать вăл. Тепре тултарса парам-и?
— Тăхтар-ха кăштах. Капла ытла çине-çине пулать. Унччен эс ĕнер çыру çыртарнă мĕскĕн старике чĕнсе кил. Энтри пичче ятлăччĕ-и-ха вăл? Лайăх апат-çимĕç хатĕрле. Çисе куртăр пĕрре ыттисемпе тан.
— Лайăх апат-çимĕçĕ-мĕнĕ, шăрттан ăшаласан çех. Урăх нимех те çук пирĕн.
— Шăрттан та юрать. Чĕнсе кил часрăх.
Ура çинче тăракан кил хуçи сак çине ларчĕ.
— Ăна мĕн тума чĕнес? Ни хурăнташ-тăван мар вăл пирĕн.
— Ун вырăнне ман тус-йыш вăл. — Хăйне сасартăк çунатлă пек туйнипе, хавхаланса, çăмăлланса кайнипе Янтул сĕтел çине пур-çук укçине кăларса çапрĕ. Ыран вăл пурĕ пĕр пуять-çке. — Пĕтĕмпех çуттине ил. Ял халăхне пуçтар. Энтри пиччене çех мар, пурне те эп хăналап.
Эх, тупăнчĕ иккен уçă кут.
* * *
Пӳрт тулли халăх кĕрлет. Ĕçеççĕ, çиеççĕ. Пурте пĕр харăс калаçаççĕ, пĕр харăс кăшкăраççĕ. Никама никам та итлемест. Хĕремесленсе кайнă Янтул пĕр ушкăнран тепĕр ушкăна пырать. Пĕр çынна тытса ыталать, теприне чуп тăвать. Пĕтĕм тĕнче илемленсе, капăрланса кайнăн туйăнатъ ăна, çыннисем пĕринчен пĕри ырă пек. Шакăр шăмă кĕрет ун ытамне, питне хытă сухал сăтăрса илет. «Шăмшак çеç сывă пултăр, ӳт хутшăнать вăл. Ан тив, пĕр кун çеç те пулсан савăнса куртăр этем», — шухăшлать таркăн. Тĕпел кукринче нăшăклатса ларакан пĕр çамрăк хĕрарăма асăрхарĕ Янтул, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Нивушлĕ çакăн пек савăнăçлă кун макăракан тупăнать?
Çынсен хушшипе вăл хĕрарăм патне васкарĕ.
— Сана мĕн пулчĕ, йăмăкăм? Тен... укçа кирлĕ сана? — кĕсйинчен Янтул пур-çук пек укçине кăларса хĕрарăм еннелле тăсрĕ.
...Çавна пула чăтса ирттернĕ намăса Янтул виличчен те манас çук. Çупса ямарĕ ăна хĕрарăм, — çупнине хирĕç Янтул хăй те аптраса тăмĕччĕ-ха, алли çӳлте ун, — питрен те сурмарĕ ама кайăк, сăмахпа та татмарĕ, пĕрре çеç пăхрĕ куçĕнчен тăрăхласа. Вара Янтул чунĕнче мĕн пуррине таркăн хăй пĕлменни таранчченех курчĕ пулмалла та кичемленсе урамалла пăрăнса ларчĕ. Янтул сасартăк чăм шыва ӳкрĕ, урăлса кайрĕ. Савтепие аса илчĕ. Янтула хĕре шырама кăларса янă-çке. Ун вырăнне Янтул ĕçкĕпе супса вăхăтне ирттерсе çӳрет. Çав самантра, тен, Ухтиванăн хĕр-тусĕ пĕр-пĕр тăшман аллинче куççульпе çăвăнса пурăнать е таçта тĕттĕм шăтăкра выçă асапланать пуль. Халех ун хĕре шырама каймалла, тупмалла ăна, çич ют тыткăнĕнчен хăтармалла.
...Тен, тĕпелти хĕрарăмăн та пысăк инкек пулнă? Ма куççуль витĕр кулчĕ вăл манран? Ăна ăнланма тăрăшас, хута кĕрес вырăнне виçĕ пус укçа парса айккине пăрăнса юлма тăнăшăн-и? Эй, айван та çав эп. Ĕç унта, паллах ĕнтĕ, укçа сахал пулнинче мар-ха, хулари пек, пур япалана та укçапа виçме хăтланнинче. Анчах пурне те укçан илме çук-çке.
Укçа тенĕрен, кам тӳлĕ ăна ку ялта ĕçленĕшĕн? Çак кил хуçи-и? Ӳсĕр вăл лачкам. Ыттисем те ӳсĕр. Эппин, ун ирĕксĕрех ыранччен тытанса тăмалла пулать-и?
— Итлĕр-ха, тăвансем! Хура халăх! Ыран каймалла ман кунтан! Васкавлă ĕç сиксе тухрĕ. Мана пама пулнине хатĕрлесе хурăр эсĕр. Илтрĕр-и? Укçа янталăр!
— Юрать, юрать, — терĕç темиçе сас. Те ăнланса калареç шăв-шавра, те ăнланмасăрах.
Янтул хваттерне тухса утрĕ. Халĕ çеç кунти пурнăçпа пурăнатчĕ вăл. Çак самантран тытăнса ыранхи куна куçса кайрĕ. Çула май лашине кĕрсе пăхрĕ таркăн. Ĕçсĕр тăрса самаях якалнă кантуртисем хăварнă турă ут.
Çур аки умĕн çĕр ĕçлекен хăй выçă ларсан та лашине çитерме тăрăшать. Пĕтĕм шанчăк лашинче-çке. Кил хуçи учĕпе пĕрле хиçрем Янтул лашине те леккеленĕ пулас, кункăри тĕпĕнче сĕлĕпе çум курăк вăррисем курăнкалаççĕ.
Ырантан пуçласа ут утланса каллех тĕнче касма тухса кайĕ Янтул. Савтепие шырĕ. Хăй çуралнă яла та тупассăнах туйăнать ăна. Енчĕпек пирки шухăшласан та савăнать çеç вăл.
Тепĕр кун ирхине Янтул хăйне укçа пама пулнă çын патне кайрĕ. Ĕнерхи ĕçкĕ хыççăн пӳртне те тирпейлеме ĕлкĕреймен-мĕн-ха, урайĕ хура, сĕтел çинче пуçтарман чашăк-тирек; йăрхахра манса хăварнă çелĕк купи. Урайĕнче ваннă тăм чӳлмек катăкĕсем. Çĕвек шăршă пӳртре. Малти сак çинче хĕрлĕ питлĕ хĕрарăм ларать.
— Аван-и! — терĕ алăк патĕнчи Янтул. Хĕрарăм чĕнмерĕ.
Унчченхи йăлапа Янтул сĕтел патне иртсе ларчĕ.
— Хуçа выльăх пăхма тухрĕ пуль-ха.
— Çук вăл килте, — тинех çăварне уçрĕ хĕрарăм.
— Эппин яла тухнă. Ман валли укçа пуçтарать.
— Ялта та çук вăл. Укçа та çук пирĕн. Çавăнпа калаçмалли те çук.
Янтула пуç тăрăх пăрлă шыв ячĕç тейĕн.
— Тăхта-ха, мĕнле çук пултăр? Мĕнле вăл «калаçмалли те çук»? Кам мана тара тытса ĕçлеттерчĕ? Уншĕн мана кам укçа тӳлет? Каймалла ман, ăнланатни эс çавна?
Хĕрарăм та талăра пуçларĕ.
— Каякана никам та чарса тăмасть, унпа никама та хăратаймастăн эс. Ĕçлерĕм тен те, хут тĕрлесе ларни ĕç-им вăл? Сана укçа кирлĕ тенине те никам ĕненмест. Чухăн çын пĕтĕм яла пуçтарса сăра-эрех ĕçтерсе çӳремест. Эс хăртаса панă хучĕ те тĕрĕс пулман теççĕ. Çурса пăрахнă ăна. Кай тухса, пӳрте тасатмалла ман. Итлемесен эп тарçăсене чĕнеп.
Янтул хĕрарăм патне утса пычĕ, ăна ик хулĕнчен тытса кашт туртса тăратрĕ.
— Çак самантра укçа тӳлемесен кутран пиççи лекет сана, илтрĕн-и? Çапла вĕреннĕ-и-ха эсĕр çынсене улталама?
— Лявук, Леврен, Якку, вĕлерет вĕт, мĕн туса тăратăр! — тесе çухăракан хĕрарăм çăварне хупма та ĕлкĕрменччĕ пуль, малти пӳртрен виçĕ арçын сиксе тухрĕ. Пĕри вĕсенчен çурт хуçиччĕ. Паттăрсем Янтула шăкăр-шакăр çеç урама кăларса печĕç.
Янтул кулса тăракан çынсем çине çаврăнса пăхрĕ те... хваттернелле танккарĕ. Тĕлĕнмелле, анчах — çапла. Хулара чухне вăл, пĕрмай тулашса çӳрекенскер, мĕн пуласса пĕлмесĕрех хăйне мăшкăллакансене хирĕç сикнĕ. Хуть те вилĕм кĕттĕр çавăнта. Халĕ хăй çĕр выртса тăракан çурт патнелле талкăшрĕ. Унăн тусĕ пур-çке. Лаши. Ытти шухăшĕсене вăл хăй те ăнланса пĕтереймерĕ-ха йĕркеллĕ. Пĕрре вăл, юланутлă çын, виçĕ арçынна хăвалать иккен. Кĕç-вĕç таптаса каясла вĕçтерсе пырать. Таптамасан чĕн пушăпа пĕрер туртса илсен те япăх марччĕ. Тепре хăй çырса панă хутсене кантурĕнчен каялла кайса илес шухăш та вĕçсе иртрĕ ун пуçĕнче. Ман ĕçе хаклама пĕлместĕр пулсан тĕсĕ тенешкел. Кайран вăтанчĕ вăл хăй ун пек шухăшлама пултарнинчен.
Хучĕсем йăнăш пулнă тени, паллах, суя. Сахал çырман ун евĕрлĕ хутсене Янтул. Ниçта та тиркемен вĕсене.
Лупас ăйне вирхĕнсе пырса кĕчĕ те вăл тупăнчăк утне йĕвен тăхăнтарса çăварлăхларĕ. Хуçасемпе сыв пуллашать те Янтул тухса вĕçтерет.
Пӳрте чупса кĕме тăнă таркăн картиш варринче кил хуçин ашшĕ çине пырса тăрăнчĕ. Кайран ăнланнă тăрăх, лешĕ хăй чарнă-мĕн ăна.
— Э, шуйттан! — тарăхса кайрĕ Янтул. — Эс мĕн... э, чĕлхесĕр янавар. Каçар, мучи.
Чĕлхесĕр старик куçне-пуçне хăрушлатса лăй-лай турĕ те пӳрт ум еннелле кăтартрĕ. Пăхать Янтул — алăк умĕнчи каска çинче полици салтакĕ тăрать. Хапха патĕнче тепĕр ют çын. Хыçалти алăкра виççĕмĕшĕ.
«Нивушлĕ мана тытма килнĕ?» — ним пулассăн туйăнманнипе хăрушлăха ĕненмерĕ Янтул. А тен, чăнах та ним пулман? Çăва тĕпне каяс тӳре-шарашăн эпĕ çеç мар, пурте тăшман-çке.
Вăл салтак патне чупса пычĕ.
— Эсĕр мĕн çăмăлпаччĕ?
— Пӳрте атя. Калаçмалли пур.
— Эп халех. Лупас айĕнчен вутă çеç йăтса кĕреп. Янтул çаврăнса лаши патне чупрĕ. Ăна картишне çавăтса тухса утланса ларнă вăхăтра чĕлхесĕр старик салтака çĕре пусса ӳкернĕччĕ. Хапха патĕнчи этем хăй айккинелле сирпĕнсе юлчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...